"Ĕç çынна илем кÿрет"
план-конспект урока (5 класс) на тему

Храмова Светлана Валерьевна

А. Галкинăн "Икĕ сăнлă пурнăç" хайлавĕ тăрăх ирттернĕ урокăн планĕ

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon urok_hramovasv.doc58 КБ

Предварительный просмотр:

Урок теми: Ĕç çынна илем кÿрет

Урок тĕсĕ: хутăш урок.

Сапăрлав тĕллевĕ: ĕçе юратма, çын ĕçне хисеплеме вĕрентесси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: Александр Галкинăн «Икĕ сăнлă пурнăç» юптарăвĕн темипе тĕп шухăшне уçса парасси, Сергей Михалковăн «Муха и пчела» юптарăвĕпе танлаштарса пĕр пеклĕхсемпе уйрăмлăхсем тупасси.

Аталантару тĕллевĕсем: Çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси.

Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну, проблемăллă вĕренÿ, сывлăха упракан, харпăрлăха аталантаракан, ушкăнра хутшăнса ĕçлеме хăнăхтаракан технологисем.

Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, калаçу, шырав-тĕпчев, хăнăхтарăва çырса туни, проблемăллă ыйтăва хуравлани; тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, танлаштару,  илемлĕ вулав, ăнланнине тĕрĕслемели ыйтусем пани, ушкăнăн-ушкăнăн ĕçлесси, диалог, презентаципе усă курни, ваттисен сăмахĕпе ĕçлени, даймонд, кластер туни.

Пуплев хăнăхăвĕсем: илтнине ăнланассипĕр-пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарасси, илемлĕ те тĕрĕс вулав, сăмах йышне пуянлатасси, çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарасси.

Сăмахăн пĕлтерĕшĕпе паллашни: словарь ĕçĕ

Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ презентаци; ваттисен самахĕсене çырнă хăюсем.

Урок юхăмĕ

  1. Класа урока йĕркелени.
  1. Класа урокра ĕçлеме хатĕрлени.

Ĕç пире тăрантарать,

Ĕç пире тумлантарать.

Пархатарлă ĕç пире

Чыс парать, илем кÿрет.

 (Юрий Сементер)

Çĕнĕ материала вĕренни

– Сывлăх сунатăп, ачасем! Ачасем, калăр-ха, тархасшăн, ĕнер шкултан киле кайсан мĕн ĕçлерĕр-ха? (Ачасен хуравĕсем: вылярамăр, уроксем турăмăр, атте-аннене пулăшрăмăр…). Мĕнле маттур та ĔÇЧЕН ачасем иккен эсир, хăвăр аçăр-аннĕрсене пулăшма манмастăр. Паян эпир сирĕнпе мĕн вĕренĕпĕр-ха. Шăпах çакна пĕлес тесен сирĕн çак пуç ватмăш тупсăмне тупмалла. (Слайд № 1)

-Тĕрĕс тупрăр: «Ĕç çынна илем кÿрет» (Слайд №2)

- Урокăн эпиграфне вуласа пăхар-ха. Паян эпир ун патне тата тавранăпăр –ха. (Слайд №3)

- Ĕç çинчен эсир ваттисен сăмахĕсем пĕлетĕр-и? Айтăр-ха сирĕнпе вăйă выляса илер. Кам нумайрах та тĕрĕсрех ваттисен сăмахĕсене пĕлет. Ман алăра тĕрлĕ хăюсем пур. Вĕсен çинче ваттисен сăмахĕсен пĕр пайĕ пур, тепĕр пайне вара сирĕн тупмалла. (Ачасем ĕçлеççĕ)

-Мĕн тери хăвăрт ĕçлерĕр тата ваттисен сăмахĕсене те пĕлетĕр иккен эсир.

4. Паллă сынсемпе поэтсен ĕç çинчен калакан сăввисемпе паллашасси.

- Ĕç çинчен поэтсемпе писательсем те нумай çыраççĕ. Константин Иванов поэминчи Нарпие илер-ха. Нарспи мĕнле хĕр?

Ирех тăрать, тумланать,
Нарспи ĕçе тытăнать:
Е пурçăн çип илет те
Юрла-юрла тĕр тăвать;
Е çĕлеме ларать те,
Çĕвви шăрçа пек пулать —
Сÿс хÿреллĕ хурçă йытă
Пĕр кĕрет те пĕр тухать.

-Апла пулсан Нарспи – ĕçчен хĕр.

- Паян эпир вара сирĕнпе тепĕр хайлавпа паллашăпăр: Александр Галкинăн «Икĕ сăнлă пурнăç» юптарăвĕпе. Айтăр-ха аса илер, мĕнччĕ-ха вăл юптару? (Ачасем хуравлаççĕ. Юптару — сăвăлла çырнă кулăшла, ăс-хакăлпа кăмăл тивĕçĕсене упрама хистекен литература произведенийĕ. Сăвăри сăнарсем шутĕнче ытларах тĕрлĕ япаласем, чĕр чунсем, йывăç-курăк пулаççĕ.)

Илемлĕ вулав

СĂВĂ (Слайд №4)

Йăмра çинче ларать Çăхан.

Хăй кăшкăрать: - Ава-ан! Ава-ан!

-Кала, мĕскер енчен аван? –

Ыйтать унран чăпар Автан.

- Эп – ирĕклĕ! Çавă аван! –

Çÿлтен аялалла пăхать Çăхан –

Вĕçсен – вĕçеп, ларсан – ларап,

Апат çитмест тĕк – çаратап…

Ку тĕлĕшпе халь чару çук.

Калас тăк – пурнăç пыл та çу!

А эс, Автан,

Епле пурнан?-

Йăл-йăл çиçет сăхă Çăхан.

Автан чĕнмест. Йĕрет чунтан.

Ун пĕрчĕ тупмалла паян, -

Çемйи апат ыйтать унтан…

Словарь ĕçĕ

Йăмра – ветла

Çăхан – ворон

Чăпар - пёстрый

Чару – запрет

Сăхă – жадный, скупой (Слайд № 5-9)

-Çак хайлавра миçе сăнар(герой)? (Ачасем хуравлаççĕ. Икĕ сăнар: Автанпа Çăхан. Пăхăр-ха, автор çак санарсене пысак сас паллирен çырнă. Мĕншĕн-ши? Сире мĕне те пулса е кама та пулса аса илтерет-и? Тĕрĕс, çынсене аса илтерет. Тĕнчере темĕн тĕрлĕ çын та пур: усаллипе ырри те, пуяннипе чухăнни те.

Сире валли эпĕ тата тепĕр интереслĕ хайлав тупрăм. Ăна Сергей Михалков çырнă. «Муха и пчела» ятлă.

Александр Галкин тата Сергей Михалков хайлавĕсене танлаштарса пăхăр-ха: мĕнле пĕрпеклĕхсемпе уйрамлăхсем пур-щи вĕсен? (Ачасем ушкăнпа ĕçлеççĕ, пурин умĕнче те тухса калаçаççĕ)

Халĕ, ачасем, айтăр-ха сирĕнпе «Икĕ сăнлă пурнăç» юптарури кашни геройне сăвăра сăнласа парăпăр. Анчах та сăвви пирĕн рифмăсăр пулма пултарать тата 7 йĕркеллĕ.

Тĕслĕхĕ экран çинче пур. (Слайд № 10)

Çăхан.

Çăткăн, сăхă.

Çаратать, кăшкăрать, çиçет.

Пуян пуртан алхасать, чухăн çукран ахлатать.

Ĕçлет, чĕнмест, йĕрет.

Чăпар, выçă.

Автан.

Пĕтĕмлетÿ

 Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев çапла каланă: «Чи пĕчĕк ĕçе те юратса тăвăр. Юратса ĕçлесен чи пĕчĕк ĕç те усă парать»,- тесе.

- Эсир çакна мĕнле ăнланатăр? - Сирĕн шутпа, пĕчĕк ĕçсен шутне мĕнле ĕçсем кĕреççĕ-ши? (Сывлăх сунни. Урокра ĕçлени. Аннене пулăшни.)

- Эсир час-часах çак ĕçсене тăватăр-и? (Эпĕ кашни кун аннене пулăшатап. Эпĕ урокра тăрашса ĕçлетĕп. Эпĕ яланах пурне те сывлăх сунатăп. Эпĕ ватăсене çул урлă каçма пулăшатăп.) Эпиграф патне таврăнни.

Ĕç сăмахпа кластер туни. (ачасем доска умĕнче ĕçлеççĕ)

-Ĕç мĕнле пулма пултарать?

(Лайах, ырă, пархатарлă, пысăк, пĕчĕк, кирлĕ, тирпейлĕ, юрăхлă, сумлă…)

- Ĕç мĕнле пулма пултарни каларăмăр. Ĕç мĕн те пулсан тума пултарать-и?

-Пуçланать, вĕçленет, пĕтет, тăрать, пырать, тарать-тармасть

Рефлекси

- Паянхи сăвва вуласа, ĕç çинчен калаçа сирĕн мĕнлерех шухăшсем çуралчĕр? Автор пире, çамрăк ăрăва, çак сăвăпа мĕн каласшăн?

 - Мĕн çĕнни пĕлтĕр?

- Ĕçсенче мĕн йывăрри пулчĕ?

- Мĕн ăнланмарăр?

  1. Киле ĕç пани. (слайд № 11)
  1. Ĕç сăмахпа синквейн çырса килĕр.
  2. «Пирĕн ялти ĕçчен те сумлă çын» ятлă пысăках мар çыру ĕçĕ çырăр.

Храмова С.В., Мишеркассинчи пěтěмěшле пěлÿ паракан   тěп  шкулти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ