Ачасене вĕрентес ĕçре тĕрлĕ енлĕ аталантармалли ĕçсен системи.
учебно-методический материал на тему

Иванова Роза Михайловна

Система заданий,  направленных на формирование универсальных учебных действий

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл Выступление17.67 КБ

Предварительный просмотр:

Ачасене вĕрентес ĕçре тĕрлĕ енлĕ аталантармалли

ĕçсен системи (Система заданий,  направленных на формирование универсальных учебных действий).

       Чăваш чĕлхин тĕп тĕллевĕ вĕренекенсен универсаллă вĕренÿ ĕçне-хĕлне аталантарасси пулса тăрать. Вĕренĕвĕн Универсаллă Действийĕсен тĕп функцийĕсем: вĕренекенĕн харпăр хăй тĕллĕнех пĕлÿсем туянас, вĕренÿ тĕллевĕсене лартас, тивĕçлĕ хатĕрсем шыраса тупса вĕсемпе усă курас, ĕç-хĕл юхăмĕпе результачĕсене тĕрĕслес тата пахалас майсене тупма пулăшасси.  

             Кĕçĕн классенче  мĕн вĕрентнине шута илсе, вулав урокĕсемпе тачă çыхăнтарса ачасен çыхăнуллă калаçас, тăнласа ăнкарас, вулас тата çырас мехелĕсене малалла аталантармалла. Вуламалли, тăнламалли, çыхăнуллă каласа памалли, калаçăва хутшăнмалли, çырмалли хăнăхтарусем çине таянса вĕсемпе çыхăнуллăн чĕлхе тытăмĕн тĕрлĕ сийĕпе (фонетика, лексика, морфологи, синтаксис, стилистика) усă курма пĕлнине лайăхлатмалли хăнăхтарусем куллен йĕркелемелле. Вулаттарнă, пуплеве тăнлаттарнă, çыхăнуллă пуплев тутарнă, çыртарнă май вĕренекенсене чĕлхен тĕрлĕ енĕсене (аспекчĕсене) ансат тишкерме, чĕлхе ăслăлăхĕн кирлĕрех терминĕсемпе, хатĕр  пĕлĕвĕсемпе усă курма вĕрентмелле.

      Вырăс шкулĕн программинче уроксен йĕрки системăлла пулса пырать. Ăна çак тапхăрсене уйăрнă: ансат е умĕнхи тапхăр тата хыççăнхи (малаллахи) тапхăр. Умĕнхи тапхăрта, ăна тата пуплеве ансат усă курма хăнăхтармалли тапхăр теççĕ, ачасен пуплеве хутшăнтарасси (калаçтарасси, тăнлаттарасси) тĕп вырăнта. Çавăнпа пуçламăш тапхăр калаçу урокĕсенчен тăрать. Урокра вĕрентекен хăй ытларах калаçма тăрăшать, вĕренекенĕсем кичем те чĕмсĕр лараççе пулсан, кун пек урокăн усси çукпа пĕрех. Вĕрентекен хăй сахалрах, вĕренекенсем унра виçĕ-тăватă хут ытларах калаçчăр. Урокра янракан сăмахсен йышĕн 70 е ытларах проценчĕ ачасен тÿпи, 30 е сахалрах проценчĕ вĕрентекен тÿпи пултăр. Вара ку чăнах та пуплеве вĕренмелли урок теме пулать.

       Пĕрремĕш  тапхăрăн вĕрентÿ материалне суйласси – питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕç. Ку тапхăрта мĕн вĕрентмеллине палăртнă чух меслетçĕсем мĕне тĕпе хураççĕ-ха?

  1. Мĕн пирки(хăш-хăш темăпа калаçма вĕрентмеллине(тăван кил-йыш, тус-тантăш, тасалăхпа тирпей, килти тата ирĕкри чăр чунсем çинчен калаçасси чи кирлĕ темăсем)
  2. Пуплевĕн чи ансат калăпĕсем(моделĕсем), ансат тытăмлă предложенисем.
  3. Ансат калăплă (пуплев тĕввине кĕрекен) предложенисем тума кирлĕ грамматика формисем, сăмах майлашăвĕсем.
  4. Палăртнă темăллă хутшăнура усă курмалли сăмахсем. Вĕсен шутĕнче япала ячĕсем, вĕсене ылмаштаракан сăмахсем(местоименисем), глаголсем, паллă ячĕсемпе наречисем, татăксемпе союзсем.
  5. Сасăсем вĕсен майлашăвĕсем, пуплеври ылмашăвĕ. Вырăсла калаçакан ачана чăвашла вĕрентнĕ чух тухса тăракан фонетика йывăрлăхĕсем.

Çак пилĕк çул-йĕр чĕлхе системи тытăмĕн пилĕк шайĕпе пĕр килет.

      Ăнăçлăн калаçăва, пуплеве явăçтармалли меслет – итлев-курав меслечĕ(аудиовизуальный метод). Пуплевĕн содержанийĕ, калаçу мĕн  е кам пирки пулнине курса хăй мĕн илтнине ăнланать, тĕслĕх çине таянса куç умĕнчи çынсем, чĕр чунсем, япаласем пирки, вĕсене ят парса, çĕне-хĕлне сăнласа хăй те ансат предложенисем туса калама хăнăхать. Çавна май унăн чĕлхе материалĕ пухăнса пырать.

      Калаçу урокĕсен хăйевĕрлĕхĕсенчен пĕри – кăтарткăçсемпе(средства наглядности) анлăн усă курни. Кунта çак кăтарткăçсене асăнмалла:

  1. Класс умне çакмалли ятарлă кăларнă пысăк картинăсем, таблицăсем, уйрăм ÿкерчĕксем.
  2. Уроксем ирттерме ятарласа хатĕрленĕ аппликацисем(вĕсене хаçат-журналтан, кивĕ кĕнекесенчен касса илме пулать).
  3. Класра мĕн пуррипе усă курни(класри ачасем, вĕсен тумтирĕ, япаласем, сĕтел-пукан, партăсем, чечексемт.ыт.те.).
  4. Алăран памалли ÿкерчĕксем,открыткăсем(вĕсем уйрăм ачана парса ăна калаçтарма меллĕ).
  5. Компьютерпа  усă курни.
  6. Тĕрлĕ пуплев саманчĕсемпе усă курни(класри чечексене шăварни, дежурнăйсен ĕçĕ; библиотекăлла, лавккалла выляни.

Хыççăнхи(малалли) тапхăр – тĕрĕс вулама-çырма пуçланă тапхăр. Кĕçĕн классенче тата 5-мĕш класра ачасене вĕрентнĕ чух калаçĕва тĕпе хуни иккĕмĕш тапхăрта вулавпа çырăва ăнăçлăн тимлеме май парать. Вулав тата çыру – пуплев ĕçхĕлĕн иккĕмĕшле мехелĕсем (способности). Этем малтан калаçма, калаçнине ăнланма вĕренет, унтан тин вулама тата çырма вĕренме тытăнать. Йăнăшсемсĕр калаçма пĕлни, калаçăва ăнланни ăна вулама-çырма вĕрентессине çăмăллатать, хăвăртлатать.

 Ку тапхăрта уйрăмах тимлемелли материал шутне çаксем кĕреççĕ:

  • Сасăсене, вĕсен майлашăвĕсене тĕрĕс калас, пусăма палăртас, интонацие кирлĕ пек тăвас хăнăхусене  çирĕплетсе анлăлатасси
  • Сăмах йышне анлăлатасси
  • Сăмахсен пĕлтерĕшĕсене чухланине лайăхлатасси
  • Сăмахсен грамматика формисене ăнланасси
  • Тĕрлĕ енлĕ тишкерÿ тума вĕрентесси
  • Вулав пултарулăхне аталантарасси(сасăллă вулав, суйлавлă вулав, синтетикăлла вулав(текста куçармасăр, тÿрех ăнланса е ăнланма тăрăшса сĕмленсе вулани). Тĕслĕхрен, 5-мĕш  класри „Пахчаçăпа ывăлĕсем” текста тÿрех çапла вуласа ăнланма пулать.
  • Çыру пултарулăхĕ, шухăша çырса палăртма пултарасси
  • Пуплевре усă куракан сăмах йышне (пуплев синтаксисне) пуянлатасси. Ку ĕç ытларах вулавпа тăнлу (аудировани) хăнăхтарăвĕсемпе çыхăнать(грамматика формисене вĕренесси, пуплев синтаксисне аталантарасси). Умĕнхи тапхăрта ансат предложенисем йĕркелеме вĕрентетпĕр пулсан малалли тапхăрта предложенисене анлăлатма, пĕр-пĕринпе сыпăнтарма-çыхăнтарма, кăткăсрах тытăмлă предложенисем тума, вĕсене тĕрлĕ мелсемпе çыхăнтарма, çыхăнуллă текст тума вĕрентмелле. Тĕслĕх: предложение тĕрлĕ членсем лартса анлăлатма пулать.

Ача вылять.                      

Ача мечĕкпе вылять.    

Ача мечĕкпе юлташĕпе вылять.

Пĕчĕк ача мечĕкпе юлташĕпе вылять.

Пĕчĕк ача мечĕкпе юлташĕпе урамра  вылять, т.ыт. те.

Çак тапхăрсене тĕпе хурса вĕрентсен пире ачасен вĕренÿри çитĕнĕвĕсем савăнтарма пултарĕç.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

ЧӐВАШ ЧӖЛХИ УРОКӖСЕНЧЕ АЧАСЕН ПУПЛЕВНЕ АТАЛАНТАРАС ĔÇРЕ ИНФОРМАЦИПЕ ХУТШĂНУ ТЕХНОЛОГИЙĔСЕМПЕ УСĂ КУРАССИ

Хальхи саманара чăваш чĕлхине вĕрентнĕ чухне компьютер технологийĕсемпе, интернет уçлăхĕнчи информаципе усă курманни пурнăçран  юлнипе танах. Информаципе компьютер технологийĕ пире ÿсĕмлĕ ĕçлеме,...

Ачасене чăваш халăх йăли-йĕркине тĕпе хурса воспитани парасси

Ашшĕ-амăшсен пухăвĕнче тухса калаçмалли материал....

Ачасен пěлěвне тěрěслемелли ěҫсем, 7 класс

1) тунти кун                 а) среда2) виçěм кун...

Ачасен пěлěвне тěрěслемелли ěҫсем, 6 класс

Какое слово не относится к грибам?  1. Сар кăмпа2. Уплюнкка3. Кăрăҫ4.  Чӗкеҫ5. Ᾰвăс кăмпи6. Кăтра кăмпа  7.  Найдите соответствия:1.    Миҫе?...

Ачасен тăван чĕлхене юратса вĕренес кăмăлне ÿстересси

Обучение только тогда дает результат, когда ученик будет знать свой родной язык....

Статья на тему "Ачасене чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕх майĕсем (Инновационные подходы в обучении чувашскому языку)"

Вĕренӳри çĕнĕлĕхсене пула хальхи вăхăтра Раççейре педагогика теорийĕпе вĕрентӳ-воспитани ĕçĕ-хĕлĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Тĕп вырăнта – вĕрентекенсемпе вĕренекенсем пĕр-пĕрне ăнланса, çĕнĕ вĕрентĕве ăша ...