Ачасене чăваш халăх йăли-йĕркине тĕпе хурса воспитани парасси
статья по теме

Левина Галина Александровна

Ашшĕ-амăшсен пухăвĕнче тухса калаçмалли материал.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл achasene_chvash_khalkhy.docx22.21 КБ

Предварительный просмотр:

Ачасене чāваш халāх ырā йāли-йěрки урлā воспитани парасси.

Ачасене ÿстересси нихāш саманара та çāмāл пупман. Ачасене воспитани парасси – ашшě-амāшěн куллен, тāтāш туса пымалли тивěçě, ěçě, унсāрāн чāн-чāн çын, йěркеллě пурāнакан ěçчен ÿстерме май çук. Çакна кашни ашшě-амāшěн нихāçан та асра ямалла мар пек.

    Вāхāт сисěнмесěрех шāвать. Ют çěр-шывран килекен йāла-йěрке çамрāксем хушшинче ытларах та ытларах сарāлма пуçларě. Ку та кирлě пулāм. Анчах хāйне евěр самана пурнāçри чылай ырā ене аяла турě. Кāмāла каякан йāла-йěркене, çынсем пěр-пěрне хисеплессине манса пыра пуçларāмāр. Шухāшлāр-ха, çамрāксем хут çине çырма юраман усал сāмахпа калаçнине пурте илтетпěр. Хāшě-пěри пěчěк ачасем умěнче те путсěр сāмахсем перкелешме вāтанмасть. Çавāнпах та ěнтě хāш-пěр шкул ачисем виçě «лайāх сāмах хушшине «усаллине те кěртсе хураççех. Шел пулин те, хěр ачасен ушкāнěнче те намāс сāмах калакансене илтме пулать. Хāйāр çинче вылякан е тāвайккинче ярāнакан шěшлě аврисем те çитěннě çын пекех намāс сāмахсемпе перкелешме хāяççě. Паллах, ачасем намāс сāмахсемпе калаçни пире пурне те пāшāрхантарать. Сāнаса пāхнā тāрāх çакā палāрать: ачасен ытларах пайě усал сāмаха çемьери харкашуран илтнě. Ачасен чěлхинче йěркесěр сāмахсем анлāн сарāлни «урам воспитанийěнчен» килнине те палāртмалла. Ăçта çамрāксем ушкāнāн-ушкāнāн пухāннā, çавāнта пирус мāкāрлантараççě, çавāнтах сураççě, пирус тěпěсене пāрахаççě. Вěсен калаçāвěнче хутлā-хутлā сāмах илтěнет. «Чипертерех пулāр-ха, намāс мар-и сире çапла калаçма?- тесе асāрхаттарсан, хāвна тивěçсěр сāмахпа кÿрентереççě. Çавāнпа хāшěсем чěнмеççě.

   Час-часах вокзалта аллисене сāра кěленчи тытнā шкул çулěнчи çамрāксем ашкāннине, путсěр сāмахсемпе перкелешнине, ним именмесěр çāварěсенчен тěтěм кāларнине курма пулать. «Мěн вěрентеççě-ши вěсене шкулта?» - тесе каланине илтетěн ун пек чух. Çав вāхāтрах вěсем пирěн çеç мар, хāйсен ачисем те пулнине манса каяççě.

   Воспитани ыйтāвěпе шкулāн, педагогсен кāна ěçлемелле тесе шухāшлакансем хытā йāнāшаççě. Учительсем темěн чухлě вāй хурсан та, çемье активлā пулāшмасāр, унāн вāйě палāрмасан, воспитании ěçěнче āнāçу пулмě.

     Час-часах ашшě-амāшě учительсемпе калаçнā чухне вāхāт çукки пирки ÿпкелешме пāхать. Анчах ачисене пěчěкрен ěçе хāнāхтарман, пурнāçра тěрěс вырāн йашāнма вěрентмен, мал ěмěтлě пурнāçшāн āнтāлас туйāма хускатман пулсан āçтан āнāçу пултāр? Кāмāл пулсан, кирек мěнле ашшě-амāшě те ачисемпе калаçма, вěсем хāйсене мěнле тыткаланине хаклама вāхāт тупатех.

   Ача хāйне хāй тěрěс хак пама пěлесси чи малтан āна мěнле вěрентсе-хāнāхтарса ÿстернинчен килет.Кирек кмāн та яланах çакна асра тытмалла: лайāх енсем пур пулсан – малалла аталантармалла, начаррине пěтермелле, вěсенчен хāвāрт хāтāлмалла.Çакнашкал шухāш-кāмāл шанчāка пěтермест, ялан малдалла āнтāлма хистет, тунā çитěнÿсемпе мухтанса, лāпланса ларма памасть.

     Çамрāкла вěренни – чул çинче, ватāлла вěренни – юр çинче. Ача чух тāрāшса вěренмеллине пěлтерет çак ваттисен сāмахě. Шкулсенче вěренме хальхи вāхāтра пур майсем те пур. Мěнле прфесси илесси те  ачаран хāйěнчен килет. Ан ÿркен çеç. Вěренсе ырā ят илнě сумлā çынсем, тěслěхрен  кашни ялтах пур. Тыр-пул ÿстеретěн е выльāх-чěрлěх ěрчететěн, е шěкěр хуламāрта çěнě кермен çеклетěн – пěлÿсěр нимěн те тāваймастāн. Вěреннě çын яланах çенěлěх шырать, лава малалла туртма тāрāшать, халāхшāн пурāнать. Сāмахне ěçпе çирěплетет. Тата çакна та палāртса хāварас килет.Калāпāр, теприн икě-виçе диплом. «Эпě вěреннě çын, темиçе институт вěреннě» теме те хāять, анчах хāйне пач та çын хушшинче тытма пěлмест. Вāл вара пурнāçра чи кирлине – сāпайлāха, тивěçлěхе, тÿрěлěхе вěпенсе алла илеймен. Ăслā çын ěçре те , калаçура та нихçан та ирсěр хāтланмасть, вāл яланах лāпкā та йāваш. Ахальтен маар чāваш халāх юррисенче: «Хитрелěх вāл куç вали, āс йěркелěх, пурнāç вали тенě.

   Харпсар хсайне тыткаламалли йěркере халāхāн āшā кāмāлě, евěклěхě аван палāрса тāрать те ěнтě. Самахран чāвашсен хутшāнура ытти халāсенни пекех кāмāллāх, çепěçлěх, хисеплěх пысāк вырāнта. Вāл пěр-пěрне сывлāх суннинче те аван палāрса тāрать. «Сывлāх сунатāп», «Салам», «Аван-и?» тата ытти сāмахсемпе пěр-пěрне хисепленине палāртса хутшāнасси йāлана кěнě темелле. Анчах та чылай чухне çак ырā сāмахсем çинчен манса каятпāр. Вāтанатпāр е пачах та мāн кāмāлланса кайнипе сывлāх сунассине шута та илместпěр-ши, е пěлменни-ши ку? Халāхāн çырусā çÿрекен учебникěнче, халāх сāмахлāхěнче, харпāр хāйне тыткаламалли йěркен пуххи пур. Ун пирки чāваш шурсухалěсем акā мěн каланā: «Ырā сāмахшāн чěлхе татāлса ÿкмест», «Ютра курāмлā пулма мар, кāмāллā пулма тāрāш» тата ытти те.

     Тата çакна калас килет. Кирек мěнле вāрāм çула утса тухас тесен те чи малтан пěрремěш утāм ярса пусас пулать, унсāр çиттес çере çитме çук. Çавāн пекех кирек мěнле ěç тāвас тесен те çынпа калаçмалла, унпа хутшāнмалла. Çынна сылāх сунни вāл – унпа калаçнā пěрремěш сāмах. Çавāнпа та сывлāх сунма нихāçан та вāтанмалла мар, хāрамалла та мар. Пирěн ачасене мěн пěчěкрен аслисене хисеплеме хāнāхтрмалла, вěрентмелле.

     Укçаллā çын пуян, мул пурне те тāвать тейě тепри. Çук. Вāл тěрěсех мар. Ăна тыткалама, пěлсе усā курма каллех āс кирлě. Пурнāçра ытахальтен нимěн те пулмасть: укçа та,ят-сум та, ырā ят та. Пуриншěн те малтан чěреспе тар тāкмалла. Çавāнпа та ача-пāчана малтан мул париччен āс пама хушнā. Апла пулсан ěмěр пурāнар, ěмěр вěренер.

   Чāваш культуринче çичě пил āнлав пур. Çын çак çичě пилпе килěшÿллě пурāнать пулсан āна чāн-чāн çын тесе шутланā. Вěсене çамрāк āрāва хисепе тивěçлě тата телейлě çынсем тāвас тěллевпе ырā сунса , вěрентсе каланисем теме пулать. 1. Ěçе хāнāх. 2.Сывлāха упра. 3.Ăслā-тāнлā пул. 4. Ырāпа ырā пул. 5Туслāхра вāй. 6. Тěрěслěх – чи хакла пуянлāх. 7 чыса упра.              .         И.И.Яковлев та «Чāваш халāхне панā халалра» туслāхпа килěшěве, çирěп çемьене, урā пуçпа пурāннине, ÿкěте кěнине, ěçе юратнине, тÿрěлěхе, сāпайлāха асāнать.

     Ачасен пуласлāхě, пирěнтен ,ашшě-амашěсенчен килет. Çакна яланах ача пурнāçěн пирвайхи кунěнчен асра тытмалла. Ача кунран кун улшāнса аталанса пырать, вāл çын  пулса йěркеленсе ěлкěреймен-ха. Çавāнпа та āна йěркеллě пāхса ÿстересси – ашшě-амāшěн тивěçě. Кунта шкулпа, учттельсемпе  пěр шухāшлā пулни те кирлě. Лава пěрле туртсан çеç ěç кал-кал пырě. Хуть āçта та виçе пулмалла, этем ретлě пурāнмалла. Ăшши те, сивви те этем çāварěнченех тухать. Эппин,сиввине пěтересчě, āшшине вāйлатасчě. Хамāр ырā йāла ěркене тытса пырасчě.

 КИЛЕТ

   

   


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

ЧӐВАШ ЧӖЛХИ УРОКӖСЕНЧЕ АЧАСЕН ПУПЛЕВНЕ АТАЛАНТАРАС ĔÇРЕ ИНФОРМАЦИПЕ ХУТШĂНУ ТЕХНОЛОГИЙĔСЕМПЕ УСĂ КУРАССИ

Хальхи саманара чăваш чĕлхине вĕрентнĕ чухне компьютер технологийĕсемпе, интернет уçлăхĕнчи информаципе усă курманни пурнăçран  юлнипе танах. Информаципе компьютер технологийĕ пире ÿсĕмлĕ ĕçлеме,...

Ачасен пěлěвне тěрěслемелли ěҫсем, 7 класс

1) тунти кун                 а) среда2) виçěм кун...

Ачасен пěлěвне тěрěслемелли ěҫсем, 6 класс

Какое слово не относится к грибам?  1. Сар кăмпа2. Уплюнкка3. Кăрăҫ4.  Чӗкеҫ5. Ᾰвăс кăмпи6. Кăтра кăмпа  7.  Найдите соответствия:1.    Миҫе?...

Ачасене вĕрентес ĕçре тĕрлĕ енлĕ аталантармалли ĕçсен системи.

Система заданий,  направленных на формирование универсальных учебных действий...

Ачасен тăван чĕлхене юратса вĕренес кăмăлне ÿстересси

Обучение только тогда дает результат, когда ученик будет знать свой родной язык....

Чăваш чĕлхипе литература урокĕсене ҫĕнĕ технологипе вĕрентме майсем туса парасси

Чăваш чĕлхипе  литература урокĕсене ҫĕнĕ технологипе вĕрентме майсем туса парасси...