Материалы для проведения экзамена по чувашсому языку.
методическая разработка (9 класс) по теме

Сергеева Елена Георгиевна

Материалы для проведения экзамена по чувашсому языку. 

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon 9-mesh_klasra_ekzamen_tyttarmalli_tereslev_materiale.doc63.5 КБ

Предварительный просмотр:

Чăваш Республикин Вěренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

                          Чăваш Республикин Вěренÿ институчě

                            Чăваш  чěлхипе литератури кафедри

9-мěш класра чăваш чěлхипе экзамен

тыттармалли    тěрěслев      материалě

               

                    Ěçе тăваканě: Канаш   районěн

          Çеçпěл   вăтам   шкулěнче

                                      чăваш чěлхипе литературине вěрентекен

              Сергеева Елена Георгиевна

           

           Шупашкар, Канаш - 2010               

                                   

                                     1-м\ш вариант

                           В\ренекен валли хат\рлен\ инструкци[1]

        

Ку инструкци сире в=х=тпа т\р\с ус= курма, пан= \ёсене =н=ёл= тума пул=ш\.

Экзамен \ё\сене тума 4 сехет (240 минут) уй=рн=. П\т\м \ё 3 пайран т=рать.

1-м\ш пайра – итлен\ текста ёыв=х изложени ёырмалла. +на 75 минутра  тума с\нетп\р.

2-м\ш пайра – пан= текста тимл\ вуламалла та ыйтусене хуравламалла. Сире хат\р текстпа тест \ё\сем валеёсе пар\ё. Сир\н итлен\ текстпа алла пан= текст содержаний\сене танлаштармалла. Ёав=нпа та алла пан= текста тимл\ вул=р, ун содержанине лай=х =нланма т=р=ш=р. Кун хыёё=н – с\нн\ 10 ыйт=ва хуравлама пуё=н=р. Кашни ыйту хыёё=н 4-шар вариант хурав пан=. В\сенчен п\ри ёеё т\р\с. Ёак заданисемпе \ёлен\ май сир\н х=в=р хурав=рпа тър килекен цифр=на ёаврашкапа палл= тумалла. 2-м\ш пайри ыйтусене хуравлама 45 минут уй=рсан та ёител\кл\ пул\.

Экзамен \ё\н 3-м\ш пай\нче ­ итлен\ тата вулан= текстсем т=р=х кал=п=ш\ енчен пыс=ках мар =слав сочинений\ хайламалла. Хайлав ёырма 120 минут уй=рсан аван. Хайлава уйр=м хут ёине ёырас пулать.

/ёсене м\нле й\ркепе пан=, ёав й\ркепех тума т=р=ш=р.

Тимл\ пул=р! Васкамас=р, т\пл\ \ёл\р! Х=в=р т\лл\н \ёлеме в=й тата п\лъ пуррине шан=р!

/ёе пикен\р.

+н=ёу сунатп=р сире!

1-м\ш пай

1. Текста тимл\ итл\р те =на ёыв=х изложени ёыр=р[2].

        Пĕчĕк Наташăпа Сережа тăвайккинче çунашкапа ярăннă. Юрланса пĕтнĕ хăйсем. Шур упасем тейĕн. Çапах савăнăçлă.

    Вĕсен пуçĕсем çийĕн икĕ çерçи чĕвĕл-чĕвĕл туса вĕçсе иртет.

    - Наташа, эсĕ ярăн, эпĕ киле кайса килем-ха, - тет Сережа.

   - Ма каян-ха тата?

  -  Икĕ çерçи вĕçсе иртрĕ вĕт. Вĕсем пирĕн çерçисем. Ирхине вĕсен сырăшĕ çине апат пăрахма пачах маннă эпĕ. Çăкăр пĕрчисем пăрахса паратăп та килетĕп.

    Кăшт вăхăт иртсен Сережа таврăнать.

    - Мĕнле майпа çав çерçисем сирĕн пулса тăнă-ха вара? – ыйтать Наташа ар çын ачаран.

   Акă мĕн каласа парать Сережа.

   Сережăсен килĕнче чăхсене апат картишне сапса панă. Вĕсене çимелли сапса парсанах унта çерçисем те вĕçсе пынă. Чăхсен апатне кăп-кап хыпнă та çÿлелле вĕçсе хăпарнă. Унтан каллех çапла. Мĕн апат пĕтичченех. Чăхсем те çерçисене хăнăхса çитнĕ, тивмен. Автанĕ кăна çерçисемпе пĕрле апатланасшăн пулман, вĕсене сăхма тăрăшнă.

      Пĕррехинче Сережа картишне тухать те тĕлĕнмелле япала курать. Пĕр çерçи картишĕнче сунаттисемпе çапкаланса выртать. Ăна автан сăмсипе тăрăнтарса амантнă пулмалла. Тепĕр çерçийĕ аманнă юлташне çунаттинчен сăхать те пăртак сĕтĕрсе каять, кăштах каннă хыççăн каллех малалла сĕтĕрет.

     Çапла майпа сывă çерçийĕ аманнине хапха айĕнчен урамалла илсе тухать. Унтан пÿрт умĕнчи сада сĕтĕрсе кĕрет. Чăрăш айне урисемпе, çуначĕсемпе юра чавса пĕчĕк шăтăк тăвать. Çав шăтăка аманнă çерçие вырттарать, пĕрер пĕрчĕн йăтса килсе утă-улăмпа витет.

     Питĕ хĕрхенет Сережа çак çерçие. Пÿрте илсе кĕрет. Мен сываличченех тимлĕн пăхса усрать. Чĕрĕлсен ирĕке ярать.

     Çавăн хыççăн кантăк патне  кашни кунах икĕ çерçи вĕçсе пыма пуçлать. Сережа вĕсем валли ятарласах сырăш туса хатĕрлет. Ытти чĕкеçсем малтанхи пекех чăхсемпе пĕрле апатланнă, иккĕшĕ вара Сережа сырăшĕнчен апат çинĕ.

 

2-м\ш пай

Алла пан= текста т\пл\, васкамас=р вуласа тух=р, 2.1­2.10 \ёсене т=в=р[3].

      (1)Сунар станцине таврăннă чух Тараев  ÿпле çывăхĕнче хир чăххисен йĕррисене  асăрхарĕ. (2)Ÿпле урайне такам мăянпа çул курăк вăрри сапнă. (3)Тараев ÿпле хуçипе калаçса пăхма шутларĕ. (4)Аякрах мар вут татакан яш ачапа кăвак сухаллă старик патнелле пычě.

    (5)- Эпĕ сирĕн анкартинчи  ÿплере кайăксем апатланнине куртăм. (6)Çавăн çинчен ыйтса пĕлес килчĕ. (7)Мĕнле кайăксем вĕсем? (8)Хăçантанпа иленнĕ вĕсем  сирĕн ÿплене?

      (9)-Кунти çынсем вĕсене хир чăххи теççĕ. (10)Йăван мурĕ кашни çулах явăçтарать, вăрттăн та пулин апат кайса сапать. (11)Тем тумалла ĕнтĕ. (12)Ашшĕ çук та, аслисен сăмахне хăлхана та чикмест, - чĕлĕмне паклаттара-паклаттара сарăпланчĕ ватă Журавлев.

      (13 - Кам вăл Иван? (14)Хир чăххисене мĕн тума явăçтарнă-ха вăл?

     (15)- Çак ăш çунтармăш манăн кĕçĕн мăнукăм, - яш ачана  айăккинчен тĕксе каларĕ старик. (16)– Вăтам шкултан тухсан вăл хулана вĕренме каймарĕ, сулахай ури кĕске тесе ăна салтака та илмерĕç. (17)Ялтах кайăксемпе айкашса пурăнать.

      (18)Виктор пăчкă тытса тăракан самрăк çын çине сăнаса пăхрĕ. (19)Унăн пичĕ кук тĕрриллĕ. (20)Сăмси каçăр та лаптак. (21)Хĕрлĕ кăтрисем çĕлĕк айĕнчен сарлака çамки çине тухса усăннă.

     (22)- Кайăксем хĕлле выçăпа аптăраççĕ. (23)Эпĕ вĕсене тăрантарма кашни çулах тĕрлĕ курăк вăррисем хатĕрлесе хуратăп. (24)Ĕлĕкрех пур кайăка та пулăшма тăрăшаттăмччĕ, каярахпа ула куракпа чакак ытти кайăксене сăтăр тунине куртăм та вĕсене тăрантарма пăрахрăм. (25)Халĕ юрлакан кайăксемпе кăвакарчăнсене тата хир чăххисене çеç тăрантаратăп, - терĕ Иван.

    (26)- Ку питĕ усăллă ĕç. (27)Кашни çын кайăк-кĕшĕке сан пек юратсан вĕсем пирĕн тавра тем чухлех кĕшĕлтетмелле.

                                                               (Мěтри Кипек çырни тăрăх)                          

2.1. Итлен\ текстпа вулан= текста м\нле шух=ш п\рлештерет?

  1. Вĕçен кайăксем умĕнче эпир парăмра.
  2. Çут çанталăка упракансене мухтав.
  3. Ыр çын пуласси ачаран паллă.
  4. Пěчěк туссене юратма пысăк чун кирлě.

2.2. Х=в=р вулан= текстра автор шух=шне х=ш предложени уёса парать?

  1. Вăрттăн та пулин апат кайса сапать.

     2)Ялтах кайăксемпе айкашса пурăнать.

     3) Кашни çын кайăк-кĕшĕке сан пек юратсан вĕсем пирĕн тавра тем чухлех кĕшĕлтетмелле.

     4)   Кайăксем хĕлле выçăпа аптăраççĕ.

2.3. Текст стил\пе т\сне пал=рт=р.

1)Илемлĕх стилĕ, калав                              2)наука стилĕ, ăслав

3)хутăш стиль, калав                                   4)калаçу стилĕ, сăнлав

2.4. К=тартн= предложенисенчен х=шне ум\нчи предложенипе местоимени ёых=нтарать?

1) 18                      2) 19                     3) 24                        4) 25

2.5. 17-м\ш предложенири ялтах с=мах=н антоним\ х=ш предложенире т\л пулать?

 

1) 3                   2) 9                         3) 14                         4) 16

 2.6. Сас=сем сас паллисенчен ытларах  с=мах х=ш\?  (25-м\ш предложение п=х=р.)

1) кайăксемпе                2) халĕ              3) чăххисене              4) юрлакан

2.7. Тăрантарма   икк\м\шле сăмах  мĕнле мелпе пулнă? (23№.)

  1. Тăран глагол çумне  -тар тата  -ма аффикссем  хушăннипе
  2. Тăрант  глагол çумне    -ар аффикс  хушăннипе
  3. Тăран  глагол çумне    -тар аффикс хушăннипе
  4. Тăрантар  глагол  çумне    -ма   аффикс хушăннипе

2.8. 21-мĕш предложенири   айěнчен   сăмах мĕнле пуплев пайĕ?

1) хыç сăмах        2)   наречи      3)   япала ячĕ        4) паллă ячĕ

2.9. П\р тĕп членлă предложени  хăшĕ?

1) Унăн пичĕ кук тĕрриллĕ. (19 №)

2) Кунти çынсем вĕсене хир чăххи теççĕ. (9 №)

3) Аслисен сăмахне хăлхана та чикмест. (12№)

4) Тем тумалла ĕнтĕ. (11№)

2.10   5-мĕш предложени  тытăмĕ енчен хăш ушкăна  кĕрет?

1) хутсăр предложении

2) пайсене аффикспа çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени

3) пайсене вырăнĕ-йĕркипе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени

3)союзсăр хутлă предложени

                                    3-мĕш пай

        3.1. «Пěчěк туссене юратма пысăк чун кирлě» темăпа  калăпăшĕ пысăках мар (90 сăмахран кая ан пултăр) ăслав хайлавĕ ёырăр.

                                     

                                        Хуравсем:

2.1 –  4                                    2.6 –  4

2.2 -   3                                    2.7 –  3

2.3 -   1                                    2.8 –  3

2.4 -   2                                    2.9 –   4

2.5 -   4                                    2.10 -  2

 


[1] Инструкци 2008 ёулта ирттерн\ экзамен=нни пекех. Куё ум\нче пулт=р тесе теп\р хут ёырса паратп=р.

[2] Текст пур вариант=н та п\р.

[3] Ку \ёсене тумалли текст них=ш вариантра та улш=нмасть.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Материалы для проведения экзамена по русскому языку

Материал  создан  для проведения устного экзамена по русскому языку (11кл)...

Экзаменационные материалы для проведения экзамена по трудовому обучению для выпускников IX, X-XI(XII) классов, обучающихся по программам VIII вида

Экзамен по трудовому обучению выпускников IX, X-XI(XII) классов проводится в два этапа. Первый этап – выполнение практической экзаменационной работы. Второй этап – устный экзамен. Устный экзамен может...

Контрольно-измерительные материалы для репетиционного экзамена по русскому языку в декабре 2016года

Данные варианты КИМов составлены на основе имеющихся в Интернете вариантов, но задания перемещены из одного варианта в другой. По такой технологии я из четырёх вариантов создаю 10-15 вариантов. Очень ...

"Материалы для устного экзамена по английскому языку в 6 классе (в конце года)"

Устный экзамен направлен на преодоление языкового барьера и постепенную подготовку учащихся к успешной сдаче одного из самых трудных аспектов ОГЭ - устной части....

Материалы Основного государственного Экзамена по английскому языку 2020. Письменная и устная часть.

Материалы Основного государственного Экзамена по английскому языку 2020. Письменная и устная часть. Критерии оценивания....