Манăн Тăван çĕр-шыв " наукăпа тĕпчев ĕçĕ
материал (9 класс)

Салюкова Ольга Петровна

Тăван-çĕр-шыв çинчен тĕпчесе тĕпчев ĕçĕ çырни

Скачать:


Предварительный просмотр:

Тутарстан Республикинчи Элкел районĕн  Кивĕ Матак шкулĕ

Тĕпчев проекчĕн теми

«Тепелекей Матак ялĕ-

манăн пĕчĕк Тăван çĕр-шыв».

                                                   

                                                           

                                                          Ĕçе пурнăçлаканĕ : 9-мĕш класра вĕренекен

                                                           Салюков Антон Александрович

                                                            Вĕрентекенĕ : Салюкова Ольга Петровна

2023 года

Проект содержанийĕ

Умсăмах……………………………………………………………......... с. 1 – 3

Тĕп пайĕ

 I. Ял ячĕ  мĕнле пулса кайнă?..................................... ……..................... с.  4

 II.Тепелкей Матак ялĕ хăçан пулса кайнă?..............................................с.  4

III. Ялти паллӑ вырӑн................................................................................. с. 5

Пĕтĕмлетÿ.....................................................................................................с. 6

Литература………………………………………....................................... с 6

Умсăмах

Манăн тĕпчев ĕçĕн теми-«Тепелекей Матак ялĕ- манăн  пĕчĕк Тăван çĕр-шыв».

Проект актуаллăхĕ:

Тӑван ҫӗршыв историне тĕпчени  пирĕн пӗлӗве анлӑлатать, пуянлатать,

Тӑван  ҫӗр-шыв историне пĕлни  пире тăван çĕр-шыва юратма вĕрентет.    Тĕллев : Тӑван ҫӗршыв историйӗ ҫинчен тĕпчени, анлă пĕлÿ илни.

Ҫак тĕллеве пурнăҫлас тесе эпĕ хамăн ума ҫакăн пек задачăсем  лартрăм :

Задачăсем :

1.  Ял ятне мĕншĕн çавǎн пек ят панине тĕпчесе пĕлесси.

2. Тăван ялта мĕнле историллĕ пулăмсем пулнине тĕпчесси.

Кашни  çын хăйĕн Тăван çĕр-шывĕ пирки шухăшлать, хăй çуралнă вырăнне питĕ юратать, хисеплет .

Манăн пĕчĕк Тăван çĕр-шыв – Тепелкей Матак ялĕ. Вăл пысăках мар, çапах та маншăн  питĕ хаклă.Ял варринче икĕ пĕчĕк кÿлĕ пур.  Шыв хӗррисенче йӑмра,тирек, ҫӱҫе йывăçĕсем ÿсеççĕ. Пирĕн ялта шкул, клуб , больница, лавкка, ферма пур.

Ял хĕрринче пысăк кÿлĕ пур. Ăна Актай кÿлли теççĕ. Эпĕ хамăн яла питĕ юрататăп.

Манăн тăван ял пирки тата нумайрах пĕлес килсе кайрĕ.Ял историне тĕпчеме шутларăм . Çавăнпа эпĕ çак темăна суйласа илтĕм. Ĕçе тунă чух интернетран информацисем, фотографисем шырарăм, чăваш чĕлхине  вĕрентекен учительпе калаçрăм. Вăл мана нумай пулăшрĕ.

Тĕп пайĕ

I. Ял ячĕ  мĕнле пулса кайнă?

Пӗтӗм тӗнчипе паллӑ ученӑй, историк, обществӑпа политика деятелĕ  Ахмад – Заки тӗрӗк халӑхӗсен историне тӗпченĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх çакна пĕлтĕм.

 Тĕрлĕ легенда пур Матак сăмах пирки. Пĕрисем каланă тăрăх, малтан çак вырăнта арабсем пурăннă теççĕ. Вĕсем тĕрлĕ япала сутнă тет, япаласем сутнă вырăна  „Мятак“  тенĕ.  "Мятаг" – араб сӑмахӗ, чăвашла куçарсан хаклӑ япала, выльӑх-чӗрлӗх, килти хатӗр-хӗтӗр тата суту-илӳ тенине пĕлтерет.

Теприсем тата  урăхла калаççĕ. Çак вырăнта  Матак ятлă çын пурăннă тет.

Вăл ялта пĕрремĕш çын пулнă тет. Ун ячĕпе Матак тенĕ тет çак вырăнсене.

Элкел районĕнче виçĕ  Матак : Пасарлă Матак, Кивĕ  Матак тата Тепелкей Матак.

 Документсем вуласан эпĕ революциччен ман тăван яла вырăсла  Чувашское Тюгульбаево ятлă пулнине пĕлтĕм. Çавăнпа чăвашла ăна Тепелкей Матак теççĕ. Тата çак яла  ваттисем Матачки теççĕ. Матачки сăмах вара  Матак сăмахран  пулса кайнă.

II.Тепелкей Матак ялĕ хăçан пулса кайнă?

Тепелкей Матак ялне 1710- мĕш ҫултанпа Тепелкей ячӗпех асӑнаҫҫӗ. 1920-мĕш ҫулччен ял Хусан кӗпернинчи Спасски уездри Пасарлă Матак вулӑсне кӗнӗ. 1920 –мĕш ҫултанпа Спасски канторӗн йышӗнче пулнă. 1930-мĕш ҫулхи августӑн 10 -мӗшӗнчен пуҫласа – Элкел районнне кĕнĕ, 1963-мĕш ҫулхи февралӗн 1 – мӗшӗнчен пуҫласа Куйбышевскине кĕнĕ, 1965-мĕш ҫулхи январӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа  хальччен Элкел районне кĕрет.

 Пирĕн ял  Кивĕ Матак ялĕнчен инçе мар, вĕсен хушши  3 километр Ĕлĕкрен ял çыннисем  ҫӗр çинче ĕçленĕ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнĕ.

ХХ ĕмĕр пуҫламӑшӗнче ялта Гури святителӗн тӑванлӑх шкулӗ ӗҫленĕ , унта 23 арҫын ача,  8 хӗрача вӗреннӗ.

III. Ялти паллӑ вырӑн.

Пирĕн ялта  Иван Григорьевич Ярославлев купцан ҫурчӗ пур. Ӑна вун тăххăрмĕш –çирĕммĕш  ӗмӗрсенче тунӑ. Ҫак çурта кирпӗчрен тунӑ.  Вăл икĕ хутлă . Малта тăватă чÿрече пулнă.Чӳречисене шал енчен решеткерен тунă, тул енчен ҫӗрле ҫӑрапа питӗрнӗ, чӳречисене хупписемпе хупланӑ.

Иккӗмӗш хута кӗмелли алӑк картишӗнчен пулнӑ. Иккӗмӗш хута пусма хӑпарать.

Ярославлев Иван Григорьевичăн çемйи пысăк пулнă,ашшĕ, арăмĕ, тăватă ача пулнă. Пĕр çумăрлă кун  Иван купцан картишне лашисене вăрлама вăрăсем кĕнĕ тет. Иван купца йытă вĕрнине илтет те хунар йăтса тухать тет, вăрăсем пеме тытăннă. Çавăн чух ун ашшĕне вĕлернĕ тет.

Иван Григорьевич çемйи  ăçта кайнă –ши вара тетĕп эпĕ.

Иван Григорьевич  пурлăхне тытса илнĕ те çемйине  Пермь хулине ăсатнă.

Каярах 1930-мĕш çулта колхоз тусан çак çуртра правлени пулнă. Кивĕ Матакра çĕнĕ зданисем тусан кăна правлени Кивĕ Матака куçнă. Колхоз председателĕ  Иван купцан çуртне  хваттере хăй ывăлне панă. Унта Байбаков Федор Захарович пурăннă. Байбаков хăй çурт лартсан  унтан куçса кайнă.

Иван Григорьевичăн çуртĕнче вара урăх никам та пурăнман тет.

 Каярах Иван купца çурчĕ лавкка пулса тăнă . Пĕрремĕш хутра апат- çимĕç сутнă. Иккĕмĕш хутра тĕрлĕ япала сутнă.

2000 мĕш çулта пĕрремĕш хутра мед пункт пулса  тăрать. Çĕнĕ здани тусан кăна медпункт çак çуртран куçать.

 Иван купца çурчĕ вара истори палăкĕ  пек сыхланса юлнă.

Пĕтĕмлетÿ

   Хамăн тĕпчев ĕçĕнче лартнă тĕллеве тата задачăсене пурнăçларăм. Тепелкей Матак ялĕн кĕске историне пăхса тухрăм. Эпĕ тăван ял пирки нумай  пĕлтĕм, маншăн питĕ интереслĕ пулчĕ. Ҫак ĕҫе тума мана Кивĕ Матакри правлени архивĕ тата интернет источникĕсем пулăшрĕç.

Литература

1. Архив Староматакского местного самоуправления.

2. Интернет–ресурс https://tatarica.org/ru/razdely/municipalnye-obrazovaniya/municipalnye-rajony/alkeevskij-rajon/verhnie-mateki


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспект открытого урока в 7-ых классах на тему "Информатика в системе наук. Интеграция информатики в другие науки"

Как уже говорилось ранее, мы живем в информационном обществе. Все предметы, окружающие нас, несут в себе определенную информацию. Таким образом, мы можем сказать, что:Информатика - это наука, изучающа...

Педагогика как наука, связанная с другими науками.

Цель:познакомить с основными разделами педагогики....

МИНИСТЕРСТВО ОБРАЗОВАНИЯ И НАУКИ РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ ФЕДЕРАЛЬНАЯ СЛУЖБА ПО НАДЗОРУ В СФЕРЕ ОБРАЗОВАНИЯ И НАУКИ ПИСЬМО от 10 сентября 2013 г. N 01-50-377/11-555

МИНИСТЕРСТВО ОБРАЗОВАНИЯ И НАУКИ РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ ФЕДЕРАЛЬНАЯ СЛУЖБА ПО НАДЗОРУ В СФЕРЕ ОБРАЗОВАНИЯ И НАУКИ ПИСЬМОот 10 сентября 2013 г. N 01-50-377/11-555...

ЭКОНОМИЧЕСКАЯ И СОЦИАЛЬНАЯ ГЕОГРАФИЯ КАК НАУКА, ЕЕ МЕСТО В СИСТЕМЕ ГЕОГРАФИЧЕСКИХ НАУК

ЭКОНОМИЧЕСКАЯ И СОЦИАЛЬНАЯ ГЕОГРАФИЯ КАК НАУКА, ЕЕ МЕСТО В СИСТЕМЕ ГЕОГРАФИЧЕСКИХ НАУК.  Структура современной географии. Методы географической науки. Источники географической информации....

Игра "Науки разные нужны, науки всякие важны"

Игру проводили на неделе естественных наук....

Чăваш чĕлхин чăн-чăн тĕпчевçи

Тăван республикăри чĕлхе ăслăлăхĕпе тĕпчев ĕçĕсене пуçарса яракансенчен пĕри - паллă педагог, методист, орфографипе пунктуаци правилисен чи малтанхи авторĕ, чăваш чĕлхин чăн-чăн тĕпчевçи Тимухха Хĕвет...