Стихван Шавли
презентация к уроку (11 класс) по теме

Стихван Шавлин пурнăçĕпе пултарулăхне çутатса паракан презентаци. 

Скачать:

ВложениеРазмер
Office presentation icon shavli.ppt1.14 МБ

Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:

Слайд 1

Стихван Шавли Тавтапуç сана, тĕнче, Кăмăла чĕртнишĕн. Санăн вилĕмсĕр сăнна Куçăмсем курнишĕн! Тав сана, ÿпке тулли Çăмăл сывланишĕн, Сăвăсем çырма чĕре Пиллесе панишĕн! "Шавли сасси ĕмĕр шавлатăр..." Материала Муркаш районĕнчи А.Г.Николаев ячĕллĕ Калайкасси вăтам шкулĕнче ĕçлекен Степанов Александр Марсович хатĕрленĕ

Слайд 2

Стихван Шавли Степан Антонович Шумков 1910 ç. – Самар тăрăхĕнчи Шунтал районне кĕрекен Чулçырма ялĕнче 1921 ç. – Атăл тăрăхĕнчи выçлăх. Украина. Амăш вилĕмĕ. Харьковри ача çурчĕ. 1923 ç. – Тăван ял 1929 ç. – Самарти рабфак 1932 ç. – Самарти педагогика институчĕ. Учитель ятне Хусан педагогика институтĕнче илет. 1939 ç. – Чăваш ен. Хаçат-журнал, литература консультачĕ, радио 1954 ç. – литература ĕçĕ 1910-1976 ç.ç.

Слайд 3

Шавли - поэт, сатирик, прозаик, куçаруçă Поэт 1931 ç. – «Юлташа» - пĕрремĕш сăввă («Пăр тапранчĕ») 1941 ç. – «Малтанхи аслати» - пĕрремĕш кĕнеке («Хăяхван çамрăклăхĕ» (1934), «Çиçĕм çиçет» (1941)). «Маттур Якур» (1944), «Зоя» (1945) «Çăпата» (1970) Хускатнă темăсем – тăван тавралăх илемĕ, тăван çĕр-шыва юратни, этем паттăрлăхĕ, пурнăçри этемĕн вырăнĕ.

Слайд 4

Шавли - поэт, сатирик, прозаик, куçаруçă Сатирик «Пÿрнепе тĕллесе» (1959) «Ăшă кулă – йĕплĕ хулă» (1965) «Вĕçкĕн Ваççа» Хăйĕн сăввисенче, фельетонсемпе кĕске калавĕсенче вăл бюрократсене, ĕçке ернĕ çынсене, тĕрлĕ харам пыра хĕрхенӳсĕр питленĕ.

Слайд 5

Шавли - поэт, сатирик, прозаик, куçаруçă Куçаруçă А. Пушкина, Н. Некрасова, М. Лермонтова, И. Крылова В. Маяковскине У. Шекспира, вырăссен эпос юррисене куçарнă

Слайд 6

Шавли - поэт, сатирик, прозаик, куçаруçă Прозаик 1968 ç. Сăвăç прози илĕртÿллĕ: лирикăллă, шăнăрласа тытнă чĕлхеллĕ, хăйне евĕрлĕ кĕвĕллĕ Г. Хлебников «Виçĕ улăп», «Аслă кобзарь çĕр-шывĕнче», «Пенза чăвашĕсен юррисем», «Кунта Лермонтов ӳснĕ» очерксем

Слайд 7

«Стихван Шавли пултарулăхне чăннипех те телейлĕ шăпа пÿрнĕ: вăл çырнисен калăпăшĕ пысăк пулин те — пурте тутă тĕшлĕ, хурт лексе пăсни çук» Х. Агивер 1970 ç. – « Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» 1974 ç. – « Чăваш халăх поэчĕ» хисеплĕ ят


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Урок теми Шавлă хупă сасăсем.

IАчасен урока йĕркелесси.Шăнкăрав сас пачĕ ,Урока чĕнсе,Пĕтĕм класс шăпланчĕПарта хушшинче .Ак  кĕрет учительСавăк сăнпалан,Кăмăллă вăл питĕПирĕнпе ялан .IIВĕреннине аса илессиУçă  сасăсем ç...

Стихван Шавлин «Вĕçкĕн Ваççа» хайлавĕн теми, тĕп шухăшĕ, ĕçсен йĕрки

Урок чувашской литературы в 6 классе в соответствии с требованиями ФГОС....

Стихван Шавли. "Вĕçкĕн Ваççă" сăвă.

Урок по чувашской литературе в 6 классе. С использованием компьютерной технологии. ...