Стихван Шавли. "Вĕçкĕн Ваççă" сăвă.
план-конспект урока (6 класс) на тему

Петрова Валентина Николаевна

Урок по чувашской литературе в 6 классе. С использованием компьютерной технологии.  

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon Стихван Шавли "Вĕçкĕн Ваççă" сăвă.186.5 КБ

Предварительный просмотр:

Тутар  республикин   Çĕпрел районĕнчи

МБОУ «Чăваш  Çĕпрел  тулли  вăтам  шкулĕ»

                                              Тема

Стихван Шавли «Вĕçкĕн Ваççа» - сатирăн

витĕмлĕ тĕслĕхĕ»

Тăван литература урокĕ. 6-мĕш класс

                       

                         Уçă урока хатĕрлекенĕ:

                      аслă категориллĕ чăваш чĕлхипе литература

                      вĕрентекенĕ Петрова Валентина Николаевна

                                   2016 çул

                                                         

Урок  тĕллевĕсем:

Вĕрентÿ: Хайлав жанрне,  темине, тĕп шухăшне, сюжет йĕрне палăртасси.

Аталану: Поэт чĕлхин илемне, сăнарлăхне,асăрхама вĕрентесси,вуланă хайлава  хак парасси.

Вĕрентÿ: Тăван чĕлхене юратма, хисеплеме вĕрентесси .Унăн тасалăхĕшĕн хăнăхма тăрăштарасси. Ачасене сапăр пулма хăнăхтарасси.

Урок тĕсĕ: çĕнĕ технологисемпе усă курса сăвва тишкермелли хутăш урок

Урок мелĕсемпе меслечĕсем:

-учитель сăмахĕ;

-ыйту-хурав

-учителĕн илемлĕ вулавĕ

-текстпа паллашни

-словарь ĕçĕ

-илемлетÿ мелĕсене палăртни;

-шырав (тăван чĕлхе таса та илемлĕ чĕлхе);

-практика ĕçĕ;

-пĕтĕмлетÿ.

Литература теорийĕ:

 Сатира (шÿт)-

Кулăш жанрĕсем-

Шарж-

Синквейн-

Словарь ĕçĕ:

банк, служащи, хăла, ĕнĕреççĕ, укăлча

Кирлĕ хатĕрсем:

Стихван  Шавли  портречĕ, кĕнекисем, «Таван Атăл»  журнал №4 ,№8 2004çул,  ачасен ÿкерчĕксем, тăван чĕлхе çинчен тĕрлĕ халăх çыравçисен  каларăшĕсем,  проект валли хатĕрленĕ ĕçсем, компьютер, таблицăсем.

Урок эпиграфе: «Аçу аннÿ панă чыслăхăпа мухтан, хăвăн ятна ан яр!»

                                                                                              Ваттисен сăмахĕ.

                         

                                       Урок  планĕ

I.Ачасене урока йĕркелесси.

II.Вĕреннине аса илесси.

-Иртнĕ урокра эпир сирĕнпе И.Лисаевăн  мĕнле хайлавĕпе паллашрăмăр?

-Çак хайлава мĕле жанрпа çырнă?

-Халĕ вара,вĕреннине аса илсе сирĕнпе Иван Лисаев çырнă «Чире парăнма çуралман» хайлав тăрăх тест ирттерĕпĕр.

Тест.

1. «Чире пăнма çуралман»  хайлавра тĕп сăнар мĕн ятлă ?

а)  Ваççа

ă) Витя

б) Коля

2. Хайлавра герой  мĕнле  чирпе  чирленĕ?

а) шăмă  туберкулёзĕ

ă)  ÿпке чирĕ

б)  ÿслĕк  чирĕ

3.  Шкула  герой  мĕнле  çÿренĕ?

а)  ашшĕ лашапа леçнĕ

ă)  вĕрентекенсем киле килсе вĕрентнĕ

б)  хăй тĕллĕн çÿренĕ

4. Юлташĕсем героя мĕне вĕренме сунаççĕ?

а)  художника

ă)  спортпа туслă пулма

б)  алă ĕçĕпе ĕçлеме

5. Кам  тĕп сăнара  йĕкĕлтет ? 

а)  Таня

ă)  Роза

б)  Федя

6. Тĕп сăнар мĕнле майпа утакан пулнă?

а)  врачсем пулăшнипе

ă) физкультура  тунипе

б) класри ачасем пулăшнипе

7. Шкулти мĕнле  вăйăра вăл  мала тухать ?

а) шашка вăййинче

ă)  теннис вăййинче

б) шахмат вăййинче

8. Ача  журнал вуласа камран тĕслĕх илет?

а)  Алексей  Павлов

ă)  Владимир Иванов

б)  Сергей  Щербаков

9.Çĕмĕрлере  кире пуканĕ çĕклесе вăй виçекенсен ăмăртăвĕнче ача миçемĕш вырăна тухать?

а)  пĕрремĕш  

ă)  иккĕмĕш

б)  виççĕмĕш

10. Çамрăк ача район  центрĕ нче  çамрăксем валли мĕн уçнă?

а) ÿнерçĕсен кружокĕ

 ă) ташă кружокĕ

б) спорт секцийĕ

Тест çырнă хыççăнах ĕçсене тĕрĕслесе ăнлантарса хăварни.

III.Çĕнĕ материалпа паллашни.

1.Стихван  Шавли  пултарулăхĕпе  паллаштарасси.

-Ачасем, эсир  чăваш сăвăçĕсене кама пĕлетĕр?

-Паянхи урокра эпир сирĕнпе тепĕр паллă сăвăçпа паллашăпăр. Вăл - Стихван Шавли. Чăн хушамачĕпе ячĕ Степан Антонович Шумков.

II. Слайд.

Поэт пултарулăхĕне слайд тăрăх пăхса тухасси, ачалăхĕнчи  йывăр пурнăçне  палăртасси. Сăвăç портретне , «Тăван Атăл» журналти ĕçĕсене кăтартасси.

III. Слайд

Унăн слайдри сăввисене вулани.»Хĕр салтак», вырăсла куçарнă «Татарские песни» сăввисене ачасене вулаттарни.

2.Стихван  Шавли художник куçĕпе.

IV.Слайд

 Сирĕн умăрта поэт портречĕ. Ана чăвашсен паллă художникĕ Пётр Сизов ÿкернĕ?(Художник портретне кăтартасси).Поэт çине тăнласа пăхăр, вăл сире мĕнлере  курăнать? Эсир поэт пирки мĕн калама пултаратăр?(Поэт паттăррăн , мăнаçлăн ларать. Ун куçĕсенче шанчăклăх пур.Мĕнле шанчăк  пур-ши?)

3.Стихван Шавли çырнă «Вĕçкĕн Ваççа» сăвăпа туллин паллашни.

-Сăва тăрăх ачасем  инсценировка лартса  параççĕ.(Виçе ачана маларахри урокра  хатĕрленсе килме каласа янă ачасем тухса инсценировка кăтартса параççĕ).

3. Литература терминĕсене ăнлантарни.

V. Слайд

Хавха (пафос) – çыравçа хайлаври ĕçсене, сăнарсене мĕнле шухăш – кăмалпа хакласа çырни

Шарж – çын сăнне кулăшла  ÿкерни.

4.Словарь ĕçĕ.

VI.Слайд

çатта (диалект сăмахĕ) - çатăлти;

слущи (служащи) - пĕр-пĕр учрежденире ас-тăнпа ĕçлекен çын;

хăла - ула-чăла;

эсремет - усал, юрăхсăр.

5.Вĕрентекен  сăвва палăртуллă  вуласа пани. Ачасене рольпа вулаттарни.

6.Ăнланнине тĕрĕслени.

VII. Слайд.

 -Сăвăра тĕп  сăнар кам? Сăвва мĕнле  çырнă? (питлев ,сатира)

 -Ваççа мĕншĕн хăйне пысăка хурать?

  -Вăл чăннипех чăвашла маннă-ши?

  -Стихван Шавли мĕншĕн Вççана питлет?

   -Ваççа пек çынсем хальхи вăхăтра пур-ши?

   -Эсир вĕсене курнă-и? Тăван чĕлхене маннă çынсем пирки мĕн калама   пултаратăр?

7. Ваççана сăнлани (пĕр ача кластер мелĕпе доска умĕнче хаклать, ытти ачасем хăрпăр хăйсем  тĕллĕн таблица тултараççĕ).

VIII. Cлайд

                                             Ваççа

Автор хаклани

Сăн-сăпачĕ,тумтирĕ,…

Шалти  туйăмĕсем ,кăмăл тыткаларăшĕ

Наççă хаклани

Вĕренекен хаклани

Кластер мелĕпе хаклани:             

 

                                   

 

IV.Кану саманчĕ. Чаваш кĕввипе ташă хусканăвĕсене туни.

8.Сăвăри  илемлĕх  мелĕсене тупни.

эпитет

пурçăн галстук, хурăн кĕрепле, анне панă чĕлхе

танлаштару

чăн ана çинчи мĕлке, çăварти пирус- турта

фразеологизмсем

ĕнĕреççĕ хĕлĕхе,тупрĕç хайхисем чĕлхе, тух эс тĕттĕмрен çутта, ятна яран

9.  Синквейн туни. Ачасем хăйсен тĕллĕн пурнăçлани. Слайдри ĕçпе çирĕплетни.

  -Япала ячĕ                    Ваççа

 -2 паллă ячĕ                  Вĕçкĕн, çăмăлттай,        

- 3глагол                         Мухтанать , çатлаттарсан  тарăхать

 - Предложени                Тăван чăлхерен ан вăтан

-Синоним (метафора)  Каппайчăк

10.Сюжет тăрăх ÿкерчĕк туни. Ачасем сăмах  вĕççĕн пурнăçлани . Вĕрентекен слайдри укерчĕксемпе кăтартса пыни.- X.Слайд.

V. Ачасене харпăр хăйсем тĕллĕн ĕçлеттерени.

 Вĕçкĕн Ваççа ÿкерчĕкне тутарни.

VI. Вĕреннине çирĕплетесси.

-Ачасем, паян урокра эсир мĕнле сăвăпа паллашрар? Ăна кам çырнă? Сăвăпа паллашнă хыççăн сирĕн мĕнле кăмăл  - туйăм пулчĕ? Сатира витĕмлĕхĕ ăçта палăрать ? Çав вырăна тупса вуласа парăр.

VII.Пĕтĕмлетÿ.

Тăван чĕлхе çинчен  тĕрлĕ халăх çыравçисем калани.

 XI-XIII. Слайдсем.

 К.Паустовский  –  вырăс сыравçи, Вольтер -  француз çыравçи, И.Я.Яковлев – чăваш çыравси.

1) Хăв чĕлхÿне юратмасăр таван çĕр - шыва та юратма çук.( Константин     Паустовский - вырăс çыравçи).

2) Пĕр пилĕк-ултă çул хушшинче Европăри тĕп чĕлхесене пурне те вĕренме пулать. Анчах та пĕр чĕлхене ĕмĕр тăршшĕпех вĕренес пулать. Ку вăл  - тăван чĕлхе. (Вольтер -  француз çыравçи).

3) «Тăван чĕлхесĕр чăн-чан пĕлÿ çук,» - тенĕ  И.Я.Яковлев.

-Ачасем, чăн та, вырăсла та вĕренĕр, ют чĕлхесене те ăса хывăр, анчах тăван чĕлхене нихăçан та ан манăр. Кирек хăçан та чăваш чĕлхипе ирĕклĕн те тасан калаçăр, ăна ăруран ăрăва типтерлĕ куçарса пырăр.

VIII.Килти ĕç пани.

Стихван Шавли çырнă «Вĕçкĕн Ваççа» сăвва пăхмасăр вĕренсе килме.

                           


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Стихван Шавли

Стихван Шавлин пурнăçĕпе пултарулăхне çутатса паракан презентаци....

Урок теми Шавлă хупă сасăсем.

IАчасен урока йĕркелесси.Шăнкăрав сас пачĕ ,Урока чĕнсе,Пĕтĕм класс шăпланчĕПарта хушшинче .Ак  кĕрет учительСавăк сăнпалан,Кăмăллă вăл питĕПирĕнпе ялан .IIВĕреннине аса илессиУçă  сасăсем ç...

Стихван Шавлин «Вĕçкĕн Ваççа» хайлавĕн теми, тĕп шухăшĕ, ĕçсен йĕрки

Урок чувашской литературы в 6 классе в соответствии с требованиями ФГОС....