Япала яче
методическая разработка (6 класс) по теме

Иванова Ирина Васильевна

Япала ячĕсем çнчен пĕтĕмĕшле аса илсе, çĕнĕ темăна     ăнлантарса парасси; 

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon yapala_yache.doc139 КБ

Предварительный просмотр:

Тема: Япала ячĕсем

(ИКТпа усă курса ирттернĕ тишкерÿ урокĕ )

Сапăрлăх тĕллевĕ:  Çут тĕнчен илемне хаклама,  туйма хăнăхтарасси;

   Пĕлÿ тĕллевĕ:  1.Япала ячĕсем çнчен пĕтĕмĕшле аса илсе, çĕнĕ темăна     ăнлантарса парасси;

                           2. Хăнăхтарусенче япала ячĕсене тупма, çыру тата вулав   хăнăхăвĕсене  çирĕплетесси;

Аталантару тĕллевĕ: Текстри чĕлхе пуянлăхне курма,  ăнланма,  вĕсемпе   анлă усă курма хăнăхтарасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: Вĕрентекен калаçавĕ: илемлĕ вулав; ыйту-хурав, кĕнекепе ĕçлесси, кĕске тезиссем çырса хурасси, курав, калаçу, тишкерÿ; сăмах вăййи, сăмах диктанчĕ;  пĕтĕмлетÿ.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, медиапроектор, сăвăсем, кĕнеке, ÿкерчĕк,

 тупмалли юмахсем, текстсем.

Словарь ĕçĕ:

Урок эпиграфĕ: Ытарайми тăван тавралăх,

                                                           Куç тулли кунта илем!

                                                           Мĕн чухлĕ хурăнлăх, йăмралăх,

                                                            Кÿлĕсем, юхан шывсем…

                                                                                   И. Малкай.

Урок юхăмĕ

I.  Ачасене урока йĕркелени. Темăпа тата тĕллевсемпе паллаштарни.

II. Вĕрентекен сăмахĕ. Текстпа ĕçлени.

Таврари çут çанталăк çынсене питĕ пысăк усă парать. Пире, çавăн пекех мĕн пур чĕр чунпа ÿсен-тăрана та сывлăш, шыв, апат кирлĕ. Вĕсене пире çут çанталăк парать. Вăл çынсене çĕр мамăкĕпе çăм, йывăçпа металл, çĕр кăмрăкĕпе нефть тата ытти нумай-нумай япала парать. Çут çанталăк хăйĕн илемĕпе савăнтарать, кăмăла çĕклет. Тÿпери кăтра пĕлĕтсем, эрешлĕ вĕрене çулçи, пас тытнă çинçе турат, улăхри хăлха çакки курăкĕн сарă чечекĕсем…Кама килентермĕç вĕсем?  Курăкпа çулçăсен  симĕс тĕсĕ çынна лăплантарать, ывăннине ирттерсе ярать. Унсăр пуçне, çут çанталăк пирĕн сывлăха та сыхлать.  Уçа сывлăшра выляни, шыва кĕни, хĕллехи вăрманта ярăнни ÿт-пĕве пиçĕхтерет. Çут çанталăка юратни, уншăн тăрăшни çынна ырă кăмăллă тăвать.

-Хурапа  палăртнă йывăç, кайăк, чĕр чун, пулăм ячĕсем мĕнле пуплев пайĕнчи сăмахсем пулаççĕ? Вĕсем  патне мĕнле ыйту пама пулать? Палăртнă сăмахсем предложенин мĕнле членĕсем шутланаççĕ?

-Палăртнă пуплев пайĕн определенине аса илĕр.

III.Доска çине  сăвă çырса   хунă. Сиктерсе хăварнă сăмхсене лартса çырса илмелле.  

Эпир çуралнă …

ытарма çук хитре.

Уя тухсассăн, …

юрлаççĕ  ….

Шăнкăртатса юхать …,

Хăлаçланать ….

Хăй сулхăнне ларса канма

чĕнет лаштра  ….

Тăван  … упра, юрат,

тăван  …  чысла…

Тăван ... тĕнчере пĕрре,

тăван … - чи хакли!

(Н.Сандров)

Кĕртсе лартмалли сăмахсем: çĕр, юман, çĕре, çĕр, арман, çырма, çĕре, тÿпере, вырăнсем, тăрисем.

IV. Мини-тĕпчев «Япала ячĕсем япалана кăна пĕлтереççĕ-и

1.Тĕпчев тĕллевĕ - япала ячĕсем япалана кăна пĕлтерменнине тĕпчесе палăртасси.

2. Гипотеза

Палăртăпăр: япала ячĕ япалана кăна пĕлтермест.

3. Тĕпчев йĕрки.

А. Тавралăха сăнаса пăхни.

Ă. Тĕпчесе, сăнаса пĕлнĕ тăрăх пĕтĕмлетÿ туни.

4. Япала ячĕн определенийĕсемпе паллашни.

А) Япала ячĕ – япалана пĕлтерекен пуплев пайĕ. Унăн ыйтăвĕсем кам? мĕн?  Я.я.пĕлтерекен сăмахсемсĕр пуçне я.я. шутне абстрактлă ăнлава пĕлтерекен сăмахсем те кĕреççĕ. (Чăваш чĕлхи. Энциклопеди словарĕ.)

Ă)Япалана тата çынна пĕлтерекен сăмахсене япала ячĕ теççĕ. Я.я.шутне куç курма май пур япаласене пĕлтерекен сăмахсем çеç мар, ĕçе, пĕр-пĕр уйрăмлăха кăтартакан сăмахсем те кĕреççĕ.(Вĕренÿ кĕнеки. 6 класс)

1. Пĕтĕмлетÿ: Япала ячĕсем çинчен кĕнекере туллирех çырса панă.

2. Ыйтусем çине хуравлăр, тĕслĕхсем тупăр.

  1. Япала ячĕсем çынна тата чĕр чунсене пĕлтереççĕ-и?
  2. Япала ячĕсем географи ячĕсене пĕлтереççĕ-и?
  3. Япала ячĕсем çут çанталăк пулăмĕсене  пĕлтереççĕ-и?
  4. Япала ячĕсем тĕрлĕ событисене пĕлтереççĕ-и?
  5.  Япала ячĕсем çыннăн кăмăлне пĕлтереççĕ-и?
  6. Япала ячĕсем ĕçе пĕлтереççĕ-и?

3. Пĕтĕмлетÿ: Япала ячĕсем  тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ пулма пултараççĕ. Гипотезăна çирĕплетрĕмĕр.

-Япала ячĕсем япалана тата çынна  пĕлтереççĕ;

-Çут çанталăкри пулăмсене пĕлтереççĕ (çил, юр);

-Общество организацийĕсен, учрежденисен, предприятисен ячĕсем (комбинат, институт);

-Уяв ячĕсем (Çĕнтерÿ кунĕ, Çĕнĕ çул);

-Пĕр-пĕр уйрăмлăха кăтартакан сăмахсем (вулав, юрату);

-Географи ячĕсем (Шупашкар, Канаш);

-Событисем (вăрçă, уяв);

Физкультура саманчĕ:

V.  Панă текстра япала ячĕсем тупмалла. Кашниех икшерĕн ĕçлеççĕ. Текстра çак ушкăна кĕрекен япала ячĕсене палăртмалла:

 Кашни çулах чи малтан Елюк сăртĕнче юр кайса пĕтет. Вара таврари хирсем хуралма тытăнаççĕ. Акă сăрт çамкинче хĕвел хытă хĕртнĕрен çĕр типсе çитнĕ ĕнтĕ, тĕллĕн-тĕллĕн çерем симĕслене пуçланă. Сад тавра лартса тухнă шурă ураллă хурăнсем те çуркунне çитнине сиснĕ. Вĕсен иртнĕ хура кĕртех хуралнă турачĕсем вăй илнĕ евĕр хĕрелме тытăннă.

Хурăнсем хушшинче хăмăр туналлă çакасем тирпейлĕн вырнаçнă. Вĕсен турачĕсене юн тĕсĕ çапайман-ха: сĕткенĕ тулса хăпарайман. Акации харсăр. Унăн тĕмĕсем хÿме пек Ларса тухнă та, хăйсемпе юнашар никама та вырăн парасшăн мар. Сирень тĕми сăпайлă. Унăн кÿршисен вырăнне йышăнмалăх чăрсăрлăх çук. Вăл ют ялтан килнĕ ларма хĕр пек именсе, питĕ сăпайлă ÿсет. Анчах-ан шарла-вăл та хăй пурри çинчен ситерĕ-ха. Пур ÿсен-тăрана та çамрăк чунлă çуркунне капăр тутăр парнелет. (А.Артемьев)

-çут çанталăк пулăмĕсем;

-йывăç ячĕсем;

- уйрăмлăха пĕлтерекеннисем;

-япалана пĕлтерекеннисем;

VI. Вăйă « Укерчĕкре миçе япала ячĕ пытаннă? » Кам нумайрах япала ячĕ тупма пултарать?

  1. Ушкăнпа ĕçлени. 52-мĕш хăнăхтару
  2. Пĕтĕмлетÿ. Паянхи урокра  япала ячĕ çинчен мĕн çĕннине пĕлтĕмĕр? Ачасен ĕçне хаклани.
  3. Килти ĕç. «Тăван тавралăхăн илемĕ» темăпа  презентации хатĕрлемелле.

Усă курнă литература:

1.А.Плешаков. Çут çанталăк. 3 класс. Чăваш кĕнеке изд-ви. Шупашкар. 1995 çул.

2. Тăван сăмах. 4 класс. Чăваш кĕнеке изд-ви. Шупашкар. 1998 çул. 291 стр.

3. Чăваш чĕлхи. Энциклопеди словарĕ


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Япала ячĕ

Япала ячĕ çинчен вĕреннĕ чухне усă курма юрăхлă хăнăхтару тĕслĕхĕсем....

Япала ячĕсем. Çирĕплетÿ урокĕ. 6 класс.

Урок закрепление с использованием сингапурских структур. "Имена существительные."  6 классе....

Япала яче синчен вереннине аса илесси

6 класра  човаш челхипе ирттермелли урок конспекче...

Презентация к уроку чувашского языка "Япала ячĕсем"

Япала ячĕсем çинчен мĕн вĕреннине аса илесси. Панă хăнăхтарусенче япала ячĕсене тупма, вĕсен грамматика  уйрăмлăхĕсене палăртма вĕрентесси.Ачасене илемлĕ те тĕрĕс калаçма хăнăхтарасси. Шухăшлавне...

Карточка по теме "Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ"

Дидактический материал по чувашскому языку для 6 класса...