«Нарспи» поэма тата халăх педагогики (К.В.Иванов юбилейĕ тĕлне)
статья по теме

Иванова Ирина Васильевна

Мĕн ĕлĕкрен пур халăхăн та ачасене воспитани парас ĕçре  ырă йăли-йĕркесене аталантарас, çирĕплетес тата упраса хăварас, çитĕнсе пыракан ăрăва пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрлес тĕллев пулнă.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon narspi.doc57 КБ

Предварительный просмотр:

Иванова Ирина Васильевна, чăваш  чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Вăрмар районĕ, Пысăк Енккасси шкулĕ

«Нарспи» поэма тата халăх педагогики

(К.В.Иванов юбилейĕ тĕлне)

Мĕн ĕлĕкрен пур халăхăн та ачасене воспитани парас ĕçре  ырă йăли-йĕркесене аталантарас, çирĕплетес тата упраса хăварас, çитĕнсе пыракан ăрăва пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрлес тĕллев пулнă.  Эстетика, ĕç, ăс-тăн, кăмăл-сипет  енчен воспитани парасси   çемьере малта тăнă. Арçын ача ашшĕпе пĕрле çăпата çыхнă, хĕр ача амăшĕнчен çĕлеме, тĕрлеме, пĕçерме вĕреннĕ. Хĕр ачасене тирпейлĕхе, тасалăха вĕрентесси те çемьере пĕрремĕш вырăнта тăнă. Çепĕçлĕхе вĕрентсе пынă май хĕр ачана вăтанчăклă, сăпайлă, кăмăллă, ырă, тараватлă кил хуçи пулма  хăнăхтарнă. Эпĕ хамăн калаçăва ахальтен мар воспитани пирки пуçларăм, мĕншĕн тесен К.Иванов « Нарспи» поэмăра ача-пăчана пăхса çитĕнтерес ĕсре халăх педагогикин анлă пĕлтерĕшне те уçса панă.  Поэт чăваш халăхĕн пурнăçне  хайлавра тĕкĕр çинчи пек çăнласа пама пултарнă.  Çавăнпах ĕнтĕ «Нарспире»  халăхăн иксĕлми пурнăç пуянлăхне асăрхатпăр:  халăх философийĕ, педагогики, ялти хирĕçÿлĕхсем- пурте пур поэмăра. Хайлавра чăваш халăхĕн пĕр ĕмĕр хушши пуçтарăннă сăвă пуянлăхĕ, çынлăх ыйтăвĕсем ал тупанĕ çинчи пек курăнаççĕ. Поэмăн малтанхи сыпăкĕсенчех эпир Нарспипе паллашатпăр. Мĕн тери илемлĕ те тирпейлĕ хĕр вăл: çÿçне çивĕтлесе тăсса янă, çын çине ăшă куçпа пăхать, кăмăллăн  кулать.  Каçхи вăййа тухма та сарă хĕр тирпейлĕн хатĕрленет:

Хĕвел анса ларсанах,

Питне çăвать, шăлăнать,

Вăййа тухма шÿлкеме

Кăкăрĕ çине çакать;

Шăнкăр-шăнкăр теветне

Хулпуççи урлă ярать,

Хĕрлĕ пурçăн тутăрне

Хĕрле çавăрса çыхать.

Вăйăра Нарспи хăйне  сăпайлă тытать, хаваслă кулли-юррипе çамрăксене савăнтарать. Нарспи пуян Михетер хĕрĕ пулин те унăн  чунне çирĕпленме халăх воспитаниĕ  витĕм кÿни курăнать. Вăл чухăнсене пĕрре те сивлемест, шухăш-кăмăлĕпе те вĕсене çывăххи палăрать. Чăваш халăхĕн сăнавĕсемпе каларăшĕсене те вăл вĕсенченех вĕреннĕ курăнать. Çавăнпах Константин Иванов  халăх сăнавне лайăх пĕлекен хĕрĕн ăшă кăмăлĕпе тараватлăхне çак йĕркесенче уçса панă :

Е сак çинчи кушакĕ

Питне çăва пуçласан,

Апат хатĕр хăнашăн

Алли-ури çăмăлран…

Çак сăнавра чăваш çынни кирек мĕнле хăнана та хапăл пулни палăрать. Поэмăри йĕркесенче автор «çын» вырăнне « хăна» тени хăех  çак шухăша çирĕплетсе парать. Ача-пăча ашшĕ-амăшĕнчен тараватлăха курса ÿснĕрен  хăй те ырă кăмăллă  пулма хăнăхать, хăнасене лайăх йышăнать. Тĕрлĕ ĕç патне алли пырасси ытларах çемьрен килет. Чăваш хуçалăхри пур ĕçе те тума вĕренсе пынă, çавăнпа вĕсен ачисем те çамрăкранах ĕçе хăнăхнă. Пирĕн Нарспи те ашшĕ килĕнче юратса çеç ĕçлет:

Ирех тăрать, тумланать,

Нарспи ĕçе тытăнать:

Е пурçан çип илет те

Юрла-юрла тĕрĕ тăвать;

Е çĕлеме ларать,

Çĕвви шăрçа  пек пулать…

Е пир тĕртме ларать те

 Вылянтарать ăсине;

Е хултăрчă тытать те

 Тиет çĕррине…

Константин Иванов Нарспи тĕрĕ тĕрлеме кăмăллани пирки хавхаланса çырнă. Тĕрĕ тĕрлеме пĕлни каллех халăхăн йăлинче пулнă. Ахальтен мар В Козин çаплă çырнă:  «Тĕрĕре халăхăн характерĕ курăнать: ĕçри хăюлăхĕ, ыттисемпе хăйне сăпайлă тытни, тĕрĕслĕх». Ку чăннипех çаплă пулĕ, мĕншĕн тесен Михетер хĕрĕ çав тери çирĕп характерлă. Вăл усал тĕнчен йăли-йĕркисене сивлеме, ашшĕне хирĕçлеме пултарать:

Пуянлăхра анчах мар,

Ыр курасси çыннинче…

Çирĕп характерлă пулниех Нарспие халăх педагогипе килĕшсе тăман хăрушă ĕç патне илсе çитерчĕ, вăл этеме вĕлерчĕ. Анчах камăн  пурнăçра мăшкăл тÿссе пурăнас килтĕр?! Çынна ним вырăнне хуман этемпе пĕр чĕлхе тупма, мирлешме май çук пулинех. Тăхтамана наркăмăш парса вĕлерсе Нарспи хăйĕн пурнăçне те йывăрлăха кĕртсе ÿкерчĕ. Айăплă вăл, халиччен пĕр чĕр чуна усал сунманччĕ хĕр.

Çынна усал тунипе телей курма çук тенине лайăх ăнланнăран чунне ÿкĕнÿ туйăмĕ кăшлать:

Пĕтрĕ пĕр чун тĕнчере,

Ĕçĕсемшĕн хупланчĕ.

Пĕтрĕ чăваш ĕмĕрĕ,

Вырăн çинчен тăрас çук.

Выçă выльăх-чĕрлĕхне

Тăрса апат парас çук;

Выçă ака лашисем

Кĕçенеççĕ картара,

Анчах эсир, тăлăхсем,

Курассăр çук хуçăра!

« Ах, çылăхлă пуçăма ăçта чиксе хурам-ши? Ах, çылăхлă чунăма епле тытса чарам-ши?»-текен сăмахсем чĕрене çурасла хурлăхлă илтĕнеççĕ. Нарспин асплă чунне лăплантараканĕ  Сентти пулса тăрать. Икĕ чун пĕр-пĕрин патне туртăнни ахаль мар ĕнтĕ. Чăвашăн педагогинчи тепĕр ырă пулăм  ку: чипер (хĕр, ывăл) тени лайăх, хитре тенипе пĕрех пулнă. Пĕчĕк ачана çак сăмахпа чĕнни  инкĕшĕпе ун хушшинчи  хутшăнăва çирĕплетме кăна пулăшнă. Халăх вĕрентĕвĕ тăрăх çакăн евĕр хутшăну акă мĕнле пĕтĕмлетÿ патне илсе çитернĕ: « ачан тыткаларăшĕпе хăтланкаларăшĕнче мĕн те пулин ,тен, çак вăхăтра сире килĕшмĕ те;  анчах вăл сире пула лайăх еннелле туртăнĕ-и тен». Чылай чухне упăшкин кĕçĕн шăллĕсемпе йăмăкĕсем хăйсен инкĕшне килĕштернĕ, çавăнпа та вĕсем хушшинчи хутшăну та аван пулнă. Константин Иванов чăваш халăхĕн çемьери хутшăнăвне аван пĕлни  курăнать. «Нарспире» поэт акă  мĕнле илĕртÿллĕ ачан сăнарне калăпланă:

Çичĕ çулхи ачара

Чăваш чунĕ ларать çав.

Пĕчĕк  куçĕ йĕрсен те,

Йаваш тути кулать çав.

Сентти- ăслă та тавçăруллă, ачаш та кăмăллă:

Чипер ача Сентти пур,

Инкĕш  патне ăнтăлать;

Хăйĕн пĕчĕк чĕлхипе

Инкĕшне вăл йăпатать.

Сентти лара-тăра пĕлмест, мĕн кăна шухăшласа кăларма ăста мар тата «кĕвентине

утланса, ача вылять лашалла». Чипер ачан чунĕнне « лайăх çыннăн чунĕ» кĕрсе вырнаçнă: вăл сисĕмлĕ, йăваш, вашаватлă. Сентти пуян çыннăн ачи пулсан та ашшĕ-амăшне пăхман, вĕсем пек чунсăр та усал мар.

Çĕнĕ çын та Нарспи кин,

Пĕрмаях вăл хуйхăрать.

Сенттипе çеç калаçса,

Хăй хуйхине пусарать.

Сентти хальлĕхе ашшĕ-амăш евĕр ÿсмест-ха, çакă вăл ун çумĕнче вăхăтлăха та пулин Нарспи пек ăшă чунлă этем пулнинчен те килет пулĕ. Çынлăх ыйтăвĕсене çирĕпленме çемьери лару- тăру кăна пулăшмасть иккен, чи малтанах халăх вĕрентĕвĕ çирĕп никĕс пулса тăрать.

Поэмăра эпир юмăç сăнарĕпе те паллашатпăр. Вăл халăх ĕнси çинче пурăнакан сăвăс. Унăн çынна ăнланас туйăм çук тейĕн, анчах Сетнер амăшĕ питĕ кулянса тухса кайсан юмăç чунĕ те ыратса каять. Старик хĕр арăма суйма та пултараймасть вĕт, Сетнерĕн кун-çулĕ пирки пĕр пытармасăр каласа хурать:

Çамки шăтăк -хупăнмĕ,

Чĕри татăк –сыпанмĕ,

Пÿлĕх турă пÿрнинчен

Нимĕнле те иртеймĕ.

Панă ăна пÿлĕхçĕ

Вĕри юнпа çемçе чун.

Панă ăна пÿлĕхçе

Кĕске ĕмĕр, йывăр кун.

Усал тĕнче Сетнер пек чухăн çынсене пĕр телейлĕ кун кăтартмасть, апла пулин те вĕсен чунĕсем ырă туйăмпа пуян. Çакă мар-и вăл чăваш халăхĕн этеме инкекпе хуйхăра пулăшас туртăмĕ. Халăх педагогинче ача-пăчана пăхса çитĕнтерес ĕçре амăшĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртать. Амăшĕ ача пурнăçĕнче тĕп вырăнта. Хĕр арăм ачана йывăрпа çуратать, пурнăçра çирĕп пулма сунать.

Пурнăç патăм эп сана,

Эс таса упра ăна.

Эсĕ ман чи хаклă мул.

Çитĕнсен, чăн-чăн çын пул,- текен сăмахсене Сетнер яланах асра тытнă темелле.

Юратура та, туслăхра та вăл шанчăклă, тÿрĕ чунлă этем. Унăн ăсĕ-тănĕ, вăйĕ-халĕ, кăмăл илемĕ палăрса тăрать. Таса чĕреллĕ пулнăран вăл çын хуйхипе савăнăçне лайăх ăнланать, этеме инкекрен çăлма яланах хатĕр. Сетнер чăннипех тÿрĕ кăмăллă, ахальтен мар вăл Михетерпе карчăккине çăлма васкать:

Акă сасă илтĕнет,

Чуна çурса ян ярать,

Авă, сасса илтнĕ те,

Пĕр çын урампа чупать…

 Çынна усал тăвиччен ырă ту текен халăх вĕрентĕвне Сетнер яланах асра тытнă. Пирĕн те хамăр пурнăçра ырă тума кăна тăрăшасчĕ. Этем этемшĕн эмел пултăрччĕ.  Манăн çак  шухăша пĕтĕмлетсе Раиса Сарпи çырнă сăвă йĕркисемпе вĕçлес килет:

Ыр сăмах калама ан ÿркенĕр.

Ыр сăмах – ырă вăрлăх пекех.

Тулăх чун-чĕрене вăл ÿкĕт-тĕк-

Ырă тухĕ шăтса кĕпĕрех.

Ыр сăмах калама ан ÿркенĕр –

Вăл лексен типсе хăрнă чуна –

Тĕппипех пулмасан та (ĕненĕр!) –

Пăлхантарĕ кăштах сив юна.

Ыр сăмах калама ан ÿркенĕр –

Пулмасан та хăш чух ун усси –

Пулас çуккă сиен. Ан хĕрхенĕр! –

Ыр сăмах чылай чух – чун уççи. Ыр сăмах калама ан ÿркенĕр!


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Тестовая работа по поэме К.В.Иванова "Нарспи"

Данный тест поможет проверить знания учащихся по содержанию поэмы...

К.В.Ивановăн "Нарспи" поэми тăрăх литература каçĕ ирттермелли сценари

 Силпи тёрёх.нче хал. те юхать: шаркать =\лл. валак пу=.нчен Нарспи =ёл.? Ч.рк.м.л ев.р =утё та таса вёл? К.=тенттин вил.мс.р Нарспий. кунта шыв ёсма =\рен.: Сетнер.пе т.л пулса хуйхине пусарнё?...

Проблематика поэмы К.Иванова "Нарспи"

Уроки чувашской литературы в помощь  учащемуся для  подготовки к ЕГЭ...

К.В.Иванов тата унăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэми

Внеклассное мероприятие, посвященное жизненному пути и творчеству К.В.Иванова и его бессмертному произведению - поэме "Нарспи"....

КОНСТАНТИН ВАСИЛЬЕВИЧ ИВАНОВ - АВТОР БЕССМЕРТНОЙ ПОЭМЫ "НАРСПИ"

Презентация "Константин Васильевия Иванов - автор бессмертной поэмы "Нарспи" составлена для внеклассного мероприятия "2015 год - год Константина Иванова в Чувашии"....

Урок литературы по теме "Вступление к поэме А.С. Пушкина "Медный всадник". 7 класс Разработала и провела учитель русского языка и литературы ГБОУ лицея №486 Выборгского района Санкт-Петербурга Цыбина Татьяна Анатольевна

Цели урока:1. Образовательная. Продолжить знакомство с творчеством А.С. Пушкина, рассмотреть образ Петра I.2. Развивающая. Совершенствовать навыки анализа стихотворения. Познакомить с новым ...

К. В. Ивановăн «Нарспи» поэминчи çут çанталăк сăнарĕ

Кашни халăхăн чи хаклă наци пурлăхĕ, кашни çын юратакан хаклăран та хаклă, чаплăран та чаплă, пахаран та паха кĕнеки  пур. Пирĕн халăхăн çавăн пек кĕнеки - «Нарспи». Ăна пирĕн вилĕмсĕ...