проектная работа
методическая разработка по теме
Предварительный просмотр:
Методическая разработка нестандартного урока по чувашской литературе с применением
ИКТ на тему:
«Сывлăхран хакли çук»
(И. Ивановăн «Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă» калавĕ тăрăх)
(проект технологийĕпе усă курни)
Выполнила: Учитель чувашкого языка и литературы
МОУ « Хучельская ООШ» Канашского района
Содержание: Страницы
1.Содержание 2стр.
2.План – конспект урока
2.1. План урока 3стр.
2.2.Ход урока 4стр.
3. Приложение:
3.1. Таблица 6-8стр.
3.2.Презентация 3-6стр. 4.Использованная литература 9стр. 5.Использованная ЦОР 9стр.
План конспект урока по чувашской литературе в 7 классе «Сывлахран хакли сук» (И.Иванован «Сынна мулшан туман, мула сыншан туна»)
Тема: «Сывлăхран хакли çук» (И. Ивановăн «Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă» калавĕ тăрăх)
Вăхăт: 1 урок
Класс: 7-мĕш класс
Аннотаци: Урока Игнатий Ивановăн «Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă» калавĕ тăрăх йĕркеленĕ. Урокра ачасем И. Ивановăн литературăри вырăнне, ĕçĕ-хĕлĕн пĕлтерĕшне хаклаççĕ. Калаври сăнарăн пурнăçне тишкерсе вĕренекенсем çыншăн чи хакли мул мар, сывлăх пулнине палăртаççĕ. Çакна çирĕплетме урокра ушкăнсемпе ĕçлесе «Мул е сывлăх хаклăрах?» темăпа проект тăваççĕ. Çавăн пекех шухăша пĕтĕмлетме синквейн йĕркелеççĕ, хайлав тăрăх ĕçлесе кирлĕ вырăнсене тупса палăртаççĕ. Урок пуçламăшĕнче ачасем валли урок темине те, эпиграфне те палăртман. Пĕтĕм ĕçсене пурнăçласа вĕренекенсен хăйсен урок темипе эпиграф патне çитмелле, сывлăх хăй чи пысăк мул пулнине çирĕплетмелле.
Урок конспекчĕ
Тема: «Сывлăхран хакли çук» (И. Ивановăн «Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă» калавĕ тăрăх)
Тĕллевсем: 1. И.Ивановăн «Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă» калавĕ тăрăх пĕтĕмлетÿ тăвасси;
2. Пурнăçра мул мар, сывлăх хаклă пулнине ăнлантарасси;
3. Ачасене хăйсен шухăшĕсене пĕчĕк проектпа усă курса çирĕплетме хăнăхтарасси;
4. Ушкăнпа ĕçлеме, кашни хăйĕн шухăшне палăртма пултарнине аталантарасси.
Урок тĕсĕ: хайлава пĕтĕмлетмелли урок
Словарь ĕçĕ: мул, имсĕр-сумсăр, çÿлĕк, чухлама кирлĕ
Эпиграф:
Сывлăх – пуянлăх
(ваттисен сăмахĕ)
Урок йĕрки
I.Класа йĕркелесси
II.Тĕллевсемпе паллаштарни
-Паянхи урокра эпир Игнатий Ивановăн «Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă» калавне тишкерĕпĕр. Текстпа ĕçлесе, сăнарăн ĕçне-хĕлне пăхса туса пурнăçра мĕ чи хакли пулнине пĕтĕмлетĕпĕр. Шухăша çирĕплетме ушкăнсемпе ĕçлесе проект тăвăпăр.
III.Темăпа ĕçлени
1. Темăпа эпиграфа палăртман, мĕншĕн тесен вĕсене ачасем урок вĕçĕнче пĕтĕмлетÿ туса палăртаççĕ. (1-мĕш слайд)
- урок темипе эпиграфне палăртман, мĕншĕн тесен вĕсене урок вĕçĕнче пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн палăртатпăр. (тетрадьсем çине число, хайлав ятне çырса хураççĕ)
2. И.Иванов пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен кĕскен каласа пани (2-мĕш слайд, 3-мĕш слайд)
3. Словарь ĕçĕ (4-мĕш слайд) (тетрадь çине çырса пыраççĕ)
мул – пуянлăх, укçа
имсĕр-сумсăр хытă çын – питĕ хытă
çÿлĕк – полка
чухлама кирлĕ – ăнланмалла, виçене пĕлмелле
4. Калав содержанийĕпе ĕçлени: (5-мĕш слайд)
-Калавра кам çинчен пĕлтĕмĕр?
-Вăл мĕнле пурăннă? (107 страницăн аялтан иккĕмĕш абзатĕнче унăн пурнăçĕ пирки пĕтĕмлетсе каланине тупмалла)
-Кăмăлĕпе мĕнле çын пулнă-ха вăл?
-Хăйĕн хĕрĕсене юратнă-и?
-Ыйткалакансемпе хăйне мĕнле тытнă?
-Ял çыннисемпе мĕнле хутшăннă?
-Турă пирки мĕн калать?
-Çакăн пек никама та хисеплемен, юратман çын пурнăçĕ йĕркеллĕ, телейлĕ пулма пултарать-и?
-Йĕçтук вилнĕ хыççăн унăн çемйи йĕркеллĕ пурăнать-и?
Кану саманчĕ. Пирĕн сывлăх çинчен нихăш самантра та манмалла мар. Урокра ларнă чухне те. Урок вăхăтĕнче пирĕн куç та ывăнать, шăм-шак та.
Куç валли: (чÿрече еннелле çаврăнса) Куçа хупмалла, ăшра 1-4 шутламалла, куçа уçмалла, аяккалла пăхса 1-6 шутламалла. 4-5 хут тумалла.
Шăм-шак валли: чечек ÿснине, хĕвел патнелле туртăннине туса кăтартмалла.
5. Проект пурнăçлани (6-мĕш слайд) (кашни ушкăна ятарласа хатĕрленĕ хутсем)
-Мĕнле шутлатăр, çынна пурнăçра мул кирлĕ-и?
Халĕ эпир сирĕнпе пурнăçра мĕн хаклăрах пулнине пĕлме пĕчĕк проект тăвăпăр. Мĕн вăл проект?
Эпир хамăр ума тĕллев лартатпăр, çав тĕллеве тĕп ыйтупа палăртатпăр. Унтан çав тĕллеве пурнăçлама мĕн-мĕн тăвассине йĕркипе çырса тухатпăр, урăхла каласан, задачăсем лартатпăр. Унтан çак тĕллевпе мĕнле пĕтĕмлетÿ патне çитнине палăртăпăр.
Пĕтĕмлетÿ патне çитмешкĕн пур ушкăн валли те тĕп ыйту:
«Мул е сывлăх хаклăрах?»
Проблемăллă ыйтусем
1 ушкăн:
Çыннăн мул пултăр тесен мĕн тумалла?
2 ушкăн:
Çыннăн сывлăх пултăр тесен мĕн тумалла?
3 ушкăн:
Çыннăн сывлăх та пур, мул та пур – вĕсемпе мĕнле усă курмалла?
(тĕслĕхрен: 1-мĕш ушкăнăн тĕллев – мул пухасси. Çакна пурнăçлама эсир мĕн-мĕн палăртатăр. Анчах Йĕçтук тĕслĕхне шута илмелле (мулĕ пур – сывлăхĕ çук). 2-мĕш ушкăнăн сывлăхлă пулма укçа та кирли пирки манмалла мар.)
7. Синквейн туни (7-мĕш слайд) (Тетрадь çине çырса пыраççĕ)
Мĕн вăл синквейн? Синквейн – пилĕк йĕркеллĕ сăвă, анчах унта эпир рифмăсемпе, ритма усă курмастпăр, шухăша кашни йĕркере тĕрлĕ пуплев пайĕпе палăртатпăр.
Пĕрремĕш йĕрке – япала ятĕнчен пулнă пĕр сăмах, тема. Мĕн çинчен калаçрăмăр эпир паян? (Сывлăх)
Иккĕмĕш йĕрке – икĕ паллă ячĕ. Сывлăх мĕнле пулмалла? Мĕнле вăл пирĕншĕн? (Çирĕп, хаклă)
Виççĕмĕш йĕрке – виçĕ глагол. Сывлăх пирĕн пурнăçра мĕнле вырăн йышăннине мĕнле глаголсемпе палăртатпăр? Сывлăх мĕн тăвать? (Пулăшать, çирĕплетет, аталантарать)
Тăваттăмĕш йĕрке – тăватă сăмахран тăракан каларăш, ваттисен сăмахĕ. Маларах каланисене шута илсе мĕнле ваттисен сăмахĕпе усă курма пулать? (Сывлăхран хакли нимĕн те çук)
Пиллĕкмĕш йĕрке - япала ятĕнчен пулнă пĕр сăмах, вăл пĕрремĕш сăмахĕпе çыхăнать, пĕтĕмлетÿ пĕлтерĕшлĕ. Сывлăх хăй мĕн вăл пирĕншĕн? (Мул, пуянлăх)
Сывлăх
Çирĕп, хаклă
Пулăшать, çирĕплетет, аталантарать
Сывлăхран хакли нимĕн те çук
Мул (пуянлăх)
IV.Пĕтĕмлетÿ.
1.Апла пулсан, мĕн хаклăрах пурнăçра?
Пĕтĕмлетĕве çирĕплетме калаври йĕркесене тупатпăр. (8-мĕш слайд)
1 ушкăн – калав пуçламăшĕнче
2 ушкăн – калав варринче (108 стр.)
3 ушкăн – калав вĕçĕнче
2. Урок темипе эпиграфне палăртни (9-мĕш слайд)
V. Ачасен ĕçне хаклани
VI.Киле ĕç. Пĕр-пĕр ваттисен сăмахĕ илсе пурнăçпа çыхăнтарса хайлав çырмалла
Тĕп ыйту: «Мул е сывлăх хаклăрах?»
Проблемăллă ыйту: «Çыннăн мул пултăр тесен мĕн-мĕн тумалла?»
1. |
2. |
3. |
4. |
5. |
Тĕп ыйту: «Мул е сывлăх хаклăрах?»
Проблемăллă ыйту: «Çыннăн сывлăх пултăр тесен мĕн-мĕн тумалла?»
1. |
2. |
3. |
4. |
5. |
Тĕп ыйту: «Мул е сывлăх хаклăрах?»
Проблемăллă ыйту: «Çыннăн сывлăх та пур, мул та пур – вĕсемпе мĕнле усă курмалла?»
1. |
2. |
3. |
4. |
5. |
Приложения:
Приложение 1:Презентация
Приложение 2:Тест «Уксапала эрехех сынна асран каларать»
Использованная литература.
1.З.С.Антонова, П.Н.Метин Родная литература. Для 7 кл. Чебоксары,2002 г
2.Сергеев Л.П. Орфографии словаре: Ватам шкулта веренекенсем вали.- Шупашкар: Чаваш кенеке издательстви, 1990.-143.
3.Скворцов М.И. Чувашско-руский словарь (для учащихся): Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1989.-240с.
4.Чаваш челхин орфографии словаре.И.П.Павловпа Ю.М.Виноградов редакцилене.-Шупашкар:Чаваш кенеке издательстви, 2002. -304с.
Использованные ЦОРЫ
- Электронные учебники В.Андреев «Тестсем»
- www.lib.cap.ru Национальная библиотека
- http://chuvlit.narod.ru/ Литературный сайт Чувашии
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Проектная работа как эффективное средство самостоятельной работы учащихся
Методическая разработка к выступлению на педагогическом совещании...
Проектная работа на тему: « Проектная деятельность обучающихся во внеурочное время в рамках внедрения ФГОС»
Актуальность проектной деятельности сегодня осознается всеми. ФГОС нового поколения требует использования в образовательном процессе технологий деятельностного типа, методов проектно-исследовате...

Методическая разработка "Проектная деятельность учащихся. Конкурс проектных работ"
Данная методическая разработка содержит положение о конкурсе проектных работ с описанием цели, структуры и критерии оценки проектов; практические приложения .Приложение1 содержит примерные темы ...
Проектная работа "Роль проектного метода в повышении эффективности преподавания раздела «Народные промыслы»
Проектная работа по изобразительному искусству...

Проектная работа «Развитие творческого потенциала детей с ОВЗ посредством проектной деятельности кружка «Раз крупинка, два крупинка»».
Данный проект предназначен для детей старшего школьного возраста, педагогов дополнительного образования, воспитателей и творческих людей, которые любят творить и создавать шедевры своими руками....

Проектная работа "Воспитание добра через сказку у детей с ОВЗ путем вовлечения в проектную деятельность"
Сказка!!! Как много значит это слово человеку, помнящему свое детство. Сразу перед любым читателем встают памятные образы любимых сказочных героев. Если это золотая рыбка - то она щедро награжда...

Проектная работа по геометрии. Реальная математика Проектно-расчетное бюро по ремонту помещений
Работа представляет собой шаблон проекта групповой работы школьников, где учащиеся применяют знания геометрии на практических задачах и повторяют учебный материал для подготовки к экзаменам....
