проектная работа
методическая разработка по теме

Сормова Алина Петровна

 

Илья Тукташ сăввисен хăй евĕрлĕхĕ

Скачать:


Предварительный просмотр:

Илья Тукташ сăввисен хăй евĕрлĕхĕ

Сормова Алина Петровна,учитель чувашского языка и литературы, МБОУ «Хучельская ООШ» Канашского района

       Илле Тукташ хайлавĕсене чăваш шкулĕн вăтам тата аслă класĕсен  чăваш литератури курсĕнче вĕрентме палăртнă. Программа тăрăх шкул ачисем Тукташ çырнă сăвăсенчен çаксемпе паллашаççĕ: «Тăван çĕршыв»(5 класс),  «Хĕл илемĕ» (6 класс), «Шурă кăвакарчăн», «Уйрăлу», «Шур Атăлта акăш ярăнать» (9 класс), «Тупа», «Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам»(10 класс). Юрă сăмахĕсен хăй евĕрлĕхне эпир ытларах çак хайлавсем тăрăх пăхса тухăпăр.Литература урокĕсенче эпир  «Тăван Атăл» журналăн çĕнĕ номерĕсемпе те паллашса пыратпăр. 2007-мĕш çулхи çурла уйăхĕнчи номерте  «Манăçми юрăсем юрласа хăварам» ярăмпа Илья Тукташ çырнă сăвăсем пичетленнĕ. Сăвă-юрăсен хăй евĕрлĕхне шăпах çак хайлавсем тăрăх тишкерĕпĕр. Сăвăсенчен ытларах пайĕ 4-шар йĕркерен тăнине асăрхатпăр. Урăхларах йĕркеленнисем те пур : 6,7,8 йĕркелĕхсем е пачах та çаврасем çине уйăрманнисем ( «Ăмăрт кайăк»). Чылай сăвви халăх юррисене çывăх. Тăватă йĕркеллĕ сăвăра çаврари пайсенче танлаштарусем йĕрке шучĕпе тан пулни курăнать.

                Шур Атăлта акăш ярăнать,

                Çамрăк пике евĕр курăнать.

                Ай-хаях,савниçĕм, хура куç,

                Çавă шурă акăш эсĕ мар-ши тетĕп.

        Малтанхи икĕ йĕркинче акăша пикепе танлаштарать. Тÿрĕ танлаштару теме пулать çакна. Виççĕмĕшпе тăваттăмĕш йĕркисенче вара савнине шурă акăшпа танлаштарать. Ку танлаштару куçа курăнман танлаштару е куçăмлă танлаштару теме пулать.

        Урăхла йĕркеленĕ сăвăсем те пур. «Уйăх çути» сăвă 3 çавраран тăрать. Малтанхи икĕ тăватйĕркелĕхĕнче çут çанталăк пулăмĕ çинчен сăмах пырать. Юлашки çавринче  лирикă геройĕ хăй савнине халалланă йĕркесем, геройăн шухăш –туйăмне уçса пани тĕп вырăнта. Çут çанталăк пулăмĕ анлăн сăнланнă , этем пурнăçне сăнлани вара ансăр. Анчах сăввăн тĕп шухăшĕ пурпĕрех этемĕн (лирика геройĕн) шухăш- кăмăлне,туйăмне палăртнинче. Сăвă йĕркисенче танлаштарусем тăтăш тĕл пулаççĕ. «Шур Атăлта акăш ярăнать»сăвăра кашни çаврарах 2-мĕш йĕркере танлаштару пур. 1-мĕш çаврара «çамрăк пике евĕр курăнать», 2-мĕш çаврара «пике сасси евĕр туйăнать», 3-мĕш çаврара «пике кулнă евĕр курăнать», 4-мĕш çаврара «пике куçĕ евĕр йăлкăшать».

        Сăвăри йĕркесем нумай чухне пĕр-пĕринпе çыхăнса пыраççĕ, сюжетлăрах пулса тухаççĕ. («Сарă хĕр», «Шурă кăвакарчăн», «Сăпка юрри», «Шурă роза»).

        Çирĕпленнĕ текстлă, çирĕп тытăмлă, анчах сюжетсăр сăвăсенче кашни çаврарах урăх япалапа пулăма палăртаççĕ.  Çаврасем умĕнхи çавра евĕр хывăнса пыраççĕ.

                Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам!

                Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам.

                Инçетри телее йĕрлесе тупнă чух

                Сан çине аякран пăхнипех савăнам.

                Эсĕ пурнăç пулсан эпĕ тĕлĕк пулам!

                Вăрттăн каç шăплăхне хускатмасăр сывлам.

                Ватăлми чĕрене канăç çитнĕ чухне

                Сан чунна асамлă телейпе хумхатам.

        Ку сăвăра кашни çавра малтанхипе сăнчăр е шăрçа йĕркипе çыхăнса пырать.

        Сăвă виçине илес пулсан силлабо-тоника шутне кĕртме пулать нумайăшне.Чылай чухне йĕркери сыпăксен шучĕ те пĕр тан,апла пулсан тан (силлабика) сыпăклă сăвă виçи. Халăх юррисенчи пекех Тукташ сăввисенче те таса ямб, хорей, анапест, амфибрахи, дактиль пулмасть. Сыпăксен шучĕсем çакăн пеккисем пулаççĕ:3,4,5,7,8,9,10,12.

Пусăмлă сыпăксем кашни йĕркерех тĕрлĕрен.

        Тукташ сăввисен чĕлхи питĕ янăравлă. Унта сасă, кĕвĕ, виçе, янравлăх – уйрăлми  çыхăнса пыраççĕ. Сăвăсен илемĕ уçă(ассонанс) е хупă (аллитераци) сасăсен янăравлăхĕ.

                Вăш-вăш, вăш-вăш ай çил вĕрет.

                Каш-каш, каш-каш вăрман кашлать,

                Шап-шур сухаллă Хĕл мучи

                Питрен куçран ай хыпашлать.

                Ух!

                 Тĕслĕх вырăнне çак çаврари уçă сасăсемпе хупă сасăсен йĕркине илсе пăхар:

                ă - ă- ă – ă – а – и – ĕ - е

                а – а - а – а – ă – а – а – а

                а – у  - у – а – ă  - ĕ –у – и

                и – е –у –а – а – ы –а -а    

                в – ш –в –ш  -в ш –в – ш –й – ç – л –в – р – т

                к –ш – к – ш – к –ш – к –ш – в –р – м – н –к –ш –л  -т

                ш –п  - ш – р – с –х –л –л – х –л –м –ч

                п –т – р –н – к –ç –р –н – й – х –п  –ш –л – т

        Çак сасăсен янăравлăхĕ сăввăн темине уçса парать. Кунта поэт хĕллехи çил-тăманлă сивĕ вăхăта сăнарлăн кăтартма асăннă сасăсен ĕнерĕпе ăнăçлăн усă курать. «Тăван çĕршыв» сăвăра вара сасăсен янăравлăхĕ те уççăнрах, ирĕклĕн, мăнаçлăн илтĕнет, сăввăн тĕп шухăшĕпе пĕр килет. Илья Тукташăн сăвă янăравлăхĕнче чăваш халăх юррисенчи туйăм вăйĕ, кăмăл анлăшĕпе ирĕклĕхĕ курăнать. Илле  Тукташ поэзийĕ çав тери çунатлă та сăнарлă, ытармалла мар кĕвĕллĕ. Çут çанталăка туякан çутă чунлă çын çеç çакăн пек çырма пултарать.

 Чылай чухне çаврасем пĕр евĕрлĕ пуçланаççĕ, рифмăланса пыраççĕ. Таса рифмăсемпе пĕрлех тулли мар рифмăсене те асăрхама пулать. ( Канăçлăн-савнăçлăн, инçерен-кунсерен, вĕрет-кашлать-мучи-хыпашлать). Рифмăсен тĕрлĕ тĕсĕсем тĕл пулаççĕ.

                Эпĕ патăм тусăма

                Шурă роза пиллесе!

                       Савнă тусăм –хура куç,

                Кăмăла тек эс ан хуç! (мăшăр рифма).        

                Кăвак та симĕс

                Çивĕтлĕ йĕтĕн,

                Тинĕс пек тикĕ

                        Хумхан та эс çитĕн!( хирĕçле)

                Сулахаййăн-сылтăммăн

                Уйăх куç хупать…

                Çывăр,пепкем –ылтăнăм,

                Лăпкă ыйхупа!

                Эсĕ тинĕс пулсан эп ун хумĕ пулам!

                Тăвăлпа тулхăрса хĕвелпе çуталам.

                Палкаса тăракан аслă пурнăç çинчен

                        Манăçми юрăсем юрласа хăварам.( çавра)

        «Тăван çĕршыв» юрăра пĕтĕмпех мăшăр рифма тĕл пулать.

                Çурхи кунсем  вăраннă чух,

                Хаваслă кун шăраннă чух

                Чун савăнать,чĕрем сикет,

                Çĕршыв çинчен юрлас килет.

                Тăван çĕршыв, Тăван çĕршыв!

                Асран кайми юратнă çĕршыв!        

        Илья Тукташ сăввисен чĕлхи халăх сăмахлăхне  çывăх. Çакă Тукташ тăван халăх сăмахлăхĕн пуянлăхне анлăн тĕпчекен пĕрремĕш чăваш фольклорисчĕ пулнинчен те килет пулĕ. Поэт сăввин лексикинче çут çанталăк паллисен ячĕсем (çил, уйăх, каç, çăлтăр, шевле, шурăмпуç, пĕлĕт,  тÿпе, аслати,  тăвăл), йывăç-курăк ячĕсем (шурă роза, мăкăнь, çеçке), вĕçен кайăк, чĕр чун ячĕсем ( шăпчăк, кăвакарчăн, акăш, хурчăка, пыл хурчĕ, ăмăрт кайăк), çынсене палăртакан сăмахсем (хĕр, пике,савни, шур аппа, мăшăр, пепкем-ылтăнăм, анне, тăвансем, яшсем, ват стариксем, халăх, каччă, йăмăк, йысна, йĕкĕт, тус, салтак, этем, хирург, салтак, тăшман), гидронимсемпе ойконимсем

(тинĕс, Атăл, пĕве, шыв, хурăнлăх, сад пахчи),ăшпа чĕре туйăмĕ, ăс-хакăл ячĕсем (чĕремре эс яланах, хумхантарчĕ ĕмĕте, хыптарать ман чĕрене, кăмăла тек ан хуç, юрату шерпетне астивсе пăхтарам, сан çине пăхнипех савăнатăп) т.ыт. т.

        Сăвă лексикипе морфологийĕнче илемлĕ сăнарлăх мелĕсенчен çаксем ытларах тĕл пулаççĕ: танлаштару (пике куçĕ евĕр, тинĕс пек тикĕс), эпитетсем (сарă хĕр, шухă çил, мерчен куççÿль, хура пĕлĕт), икĕ хут калакан эпитетсем (шурă-шурă шур аппа, салху йывăр шухăшсем), олицетворени (акăш ярăнать, уйăх сисиччен, хĕвелĕ сан çийĕн ташлатăр, шыв çупăрлĕ), гипербола

(Вăл çăлтăра илĕп эп

                Илĕп пÿ çитсен.

Хĕве чиксе килĕп эп

                Уйăх сисиччен ),

Метафора (Шап-шур сухаллă Хĕл мучи

                    Питрен-куçран ай хыпашлать. Уйăх куç хупать, вут çунать ман ăшăмра),перифраз (ярăнатăн тÿпере –çут çанталăкăн хуçи(ăмăрт кайăк), çывăр чĕппĕм-ылтăнăм, канлĕ ыйхупа, уйăх-ылтăн кустăрма).

        И.Тукташ прозăлла сăвăсем те çырнă («Лантăш», «Шăпчăк», «Аманнă салтак», «Савăнăç хĕвелĕ», «Хăна юрри» т.ыт.т.) Вĕсем кĕске, çав хушăрах вăйлă туйăмлă, сăнарсем символла пĕлтерĕшлĕ, риторика фигурисемпе пуян, предложенисем инверсиллĕ. «Шăпчăк» ятлă сăввинче чие пахчи  тăван çершыва, шăпчăк савăнăçлă та тăнăç пурнăçа, хаяр аслати  вутлă вăрçа пĕлтерсе символлаççĕ.

        Илемлĕхпе сăнарлăх мелĕсемпе Илья Тукташ сăввисенче уйрăмшарăн та пĕрлештерсе-хутăштарса та (комплекслă) усă курнă. Комплекслă усă курни япалапа пулăмăн сăнарлăхне татах ÿстерет.

                Лăпкă-лăпкă ялсем çине

                Ылтăн-кĕмĕл пĕрчи тăкать.

 Сăвăсенче пур пуплев пайĕсем те тĕл пулаççĕ.Йĕркесенче сăмахсене е сăмах çаврăнăшсене тепĕр йĕркене куçарса пынине те куратпăр.

                Мĕншĕн эпĕ çутă уйăх мар-ши?

                Çутă уйăх  пулнă пулсанах

                Кантăк витĕр яланах

                Хурал тăрăттăм сана

                Кашни çĕр,кашни каç,

                Куç хупмасăр пач.

        Ку вăл ĕç çыхăнуллă, сăнарлă, татти-сыпписĕр пулса пынине кăтартать.

        Предложенисем те сăвăсенче тĕрлисем тĕл пулаççĕ:хутлă, хутсăр, инверсиллĕ предложенисем. Час-часах диалог формипе усă курать И.Тукташ. Диалог форми те халăх сăмахлăхĕн мелĕсенчен пĕри. Предложенин тĕсĕсем çинчен каланă чух  вĕсем сăвă  çавринче мĕнле çыхăннине асăнмалла. Тĕслĕх вырăнне     «Тăван çĕршыв» сăвва илер.

                Çурхи кунсем вăраннă чух,

                     Хаваслă кун шăраннă чух

                     Чун савăнать,чĕрем сикет,

                     Çĕршыв çинчен юрлас килет.

Пăхăнуллă хутлă предложени пайĕсем тĕп предложенипе чух хыçсăмахпа çыхăнаççĕ. Пăхăнуллă пайсем иккĕ. Пăхăнуллă пайра çут çанталăк пулăмĕ çинчен каланă. Предложенин тĕп пайĕнче этем кăмăл –туйăмне уçса панă. Сăнлăхлă паралеллизм мелĕпе йĕркеленсе пыраççĕ ку сăвăра 1-2-мĕш çаврасем. Ытти çаврисенче ( 3,4,5,6) лирика геройĕн хавхалануллă кăмăлĕ палăрать. Çавран 1-5-мĕш пайĕсенче герой 1-мĕш сăпатра пулсан, юлашки çаврара вăл  нумайлă хисепе куçать.

                Тăван çĕршыв мухтавĕпе,

                Юратнă халăх чапĕпе,

                Ай ĕçер-и, ай çиер-и,

                Виличчен пĕрле ай пурнар-и…

         Юлашки икĕ йĕркелĕхĕ кашни çаврарах кăштах улшăнса хутлам евĕрлĕ пулса пырать, шухăша сăнарлă, сăнара ÿкерчĕклĕ тăвать. Сăвă йĕркисенче пулăм градаци мелĕпе ÿссе пырать. (Çурхи кун-Тăван уй-хир- Тăвансем – Хитре хĕрсем, маттур яшсем –Ват стариксем – Тăван çĕршыв). Çак сăмахсен çыхăнăвĕсем ÿссе пырса Тăван çĕршыв пĕлтерĕшне уçса параççĕ. Тăван çĕршыв вăл _ пирĕн тавралăх, илемлĕ çут çанталăк, чĕрене çывăх çынсем-тăвансем, хитре хĕрсемпе маттур яшсем _Çĕршывăмăрăн пуласлăхĕ.

        Сăввăн юлашки çавринчи «Ай ĕçер-и, ай çиер-и,

                                                    Виличчен пĕрле ай пурнар-и»

йĕркесене чăвашсен чи паллă «Алран кайми аки-сухи» юрринчен илсе лартнă. Шухăшĕпе те ку юрăсем пĕрешкел. Çавна пулах ĕнтĕ Чăваш Республикин Гимне шăпах Илья Тукташăн çак сăввине суйласа илнĕ. Çĕкленÿллĕ, хавхалануллă, пурнăç темле улшăнсан та ĕмĕр кивелми шухăша палăртать.

        И.С.Тукташ – поэт-лирик. Унăн сăввисем халăх поэзине çывăх тăраççĕ. Сăнлăх сăнарсемпе пуян. Кĕвĕллĕ пулни  Тукташ сăввисене композиторсене юрра хывма хистенĕ.

        Çапла вара эпир Тукташ сăвви-юррисемпе тивĕçлипех мăнаçланатпăр. Вăл çырнă сăвă сăмахĕсемпе Г. Лебедев кĕвĕленĕ «Тăван çĕршыв» юрă тĕнчен пур кĕтесĕсенче те янăраса пирĕн чунсене савăнтарать, хавхалану хушать, малалла ĕçлеме хистет.

        Ишлей тăрăхĕнче паллă спортсменсем чылай. Вĕсем ют çĕршывсенче хăйсен çитĕнĕвĕсене кăтартаççĕ. « Çуралнă вырăнтан пин-пин çухрăмра ăмăртура çĕнтерсен Чăваш  Республикин Гимнĕ янăрасан куçăмăрсенчен савăннипе куççуль тумламĕ тумлать»_ тесе каласа панăччĕ Сергей Фомиряков шкул ачисемпе тĕл пулсан.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Проектная работа как эффективное средство самостоятельной работы учащихся

Методическая разработка к выступлению на педагогическом совещании...

Проектная работа на тему: « Проектная деятельность обучающихся во внеурочное время в рамках внедрения ФГОС»

Актуальность проектной деятельности сегодня осознается всеми. ФГОС нового поколения требует использования в образовательном процессе технологий деятельностного типа, методов  проектно-исследовате...

Методическая разработка "Проектная деятельность учащихся. Конкурс проектных работ"

Данная методическая разработка содержит положение о конкурсе проектных работ с описанием цели, структуры и критерии оценки проектов; практические приложения .Приложение1  содержит примерные темы ...

Проектная работа «Развитие творческого потенциала детей с ОВЗ посредством проектной деятельности кружка «Раз крупинка, два крупинка»».

Данный проект предназначен для детей старшего школьного возраста, педагогов дополнительного образования, воспитателей и творческих людей, которые любят творить и создавать шедевры своими руками....

Проектная работа "Воспитание добра через сказку у детей с ОВЗ путем вовлечения в проектную деятельность"

Сказка!!! Как много значит это слово человеку, помнящему свое детство. Сразу перед любым читателем встают памятные образы любимых  сказочных героев. Если это золотая рыбка - то она щедро награжда...

Проектная работа по геометрии. Реальная математика Проектно-расчетное бюро по ремонту помещений

Работа представляет собой шаблон проекта групповой работы школьников, где учащиеся применяют знания геометрии на практических задачах и повторяют учебный материал для подготовки к экзаменам....