Аслă патриарх Иван Яковлев
творческая работа учащихся (9 класс) на тему

Это сценарий открытого мероприятия к юбилею  великого чувашского просветителя Ивана Яковлевича Яковлева 

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon asla_patriarh.doc53 КБ

Предварительный просмотр:

И.Я.Яковлевăн куçару ушкăнĕнче ĕçленĕ çын

(семинар материалĕсем)

Кÿртĕм пай. (Илемлĕ кĕвĕ янăрать. Сцена хыçĕнчи сасă):

                             Вăй илтĕмĕр çĕнĕ тĕнче тумалăх,

                             Çитетпĕр çÿллĕ ĕмĕтсем патне .

                             Çапах нихçан, нихçан та манмĕ халăх

                             Хăйне букварь тыттарнă çын ятне.

                                                                      А.Алка.

        1е.п. Аслă просветитель-педагог, ăсчах, чăваш литературин классикĕ, Атăл тăрăхĕнче, чăвашсем хушшинче  наци ирĕклĕхĕшĕн кĕрешес ĕçе пуçарса ертсе пыраканĕ – Иван Яковлевич Яковлев.(1 слайд)

        Улăпла ăс-хакăл пулнă çак этемĕн.алă çул вăл хăй халăхне çутта туртнă, тата мĕнле вăхăтра!

        

        

        1868 çул -   чăвашсен пĕрремĕш шкул уçăлнă çул. Ăна пуçарса яраканĕ  И.Яковлев пулса тăнине кам пĕлмест пулĕ халĕ? (2-3слайдсем) Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ, чăнах та , халăхăн 19 ĕмĕрти ăс- пурлăх центрĕ пулнă. Вăл чăваш халăхĕшĕн университет, консерватори, институт вырăнне шутланнă. Кунтах Константин Ивановăн «Нарспи» поэми те кун çути курнă. Вун-вун пистель, поэт, композитор, драматург хăйсен ăç-тăнне çакăнта туптама пултарнă. Кун çинчен пурте нумай вуланă, ахăртнех Уйрăмах пире паян çак ыйту  кăсăклă – пирĕн тăрăхри  ентешсенчен кам та пулсан Чĕмпĕр шкулĕнче ăс пухса  Иван Яковлевичпа пĕр ĕçре пиçĕхсе курни пур –ши?

Ламран лама хыпар çÿрет.

Чăваш ачи, пĕл, хĕпĕрте!

Хут вĕренме илеççĕ тет.

Шкул уçнă имĕш Чĕмпĕрте

Мал ĕмĕтпе, çĕн кун ятне

Хĕрет çĕршер ача чĕри

Йĕрлерĕ Чĕмпĕр урамне

Çич пушăт çăпата йĕрри.

2 е.п.

 Пулнах иккен вĕсем ! Пирĕн Вăрмар  районĕнчен  Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче пурĕ 24 ача вĕреннĕ, вĕсен шутне пирĕн Энĕшпуç  ял çынни – Семенов Павел Семенович   та кĕрет.(!!!)

Павел Семенович 1892 çулта çуралнă, Чĕмпĕр шкулĕнче 1907-1911 ç.ç.вĕреннĕ. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче  Францире вырăс экспедици  корпусĕнче  тăнă.  Çак корпусрах  пулас Совет Союзĕн маршалĕ Р.Я.Малиновский ун чухне унтер-офицер  та çапăçнă. Революци хыççăн   Семен Павлович  Болгари çĕршывĕнче тĕпленсе пурăнать, унта авланса икĕ ывăл çуратса ÿстерет. Арăмĕ вилнĕ хыççăн  ватăлсан  вилме вăл яла таврăнать. Анчах та ăна, ватăсем каласа панă  тăрăх, Яла килсе кĕрсен никам та аса илмен.  1899 çулта çуралнă, малтан колхоз председателĕнче  ĕçленĕ пĕр Иван Григорьевич Григорьев  çеç палласа илет тет. Каярахпа Семен Павловича Йĕпреçри ваттисен çуртне ăсатаççĕ, унтах вилнĕ ĕнтĕ вăл тесе тавçăрма çеç пултаратпăр..Урăх ун пирки никам та, нимĕн  те çĕнни каламасть.

1е.п.

 Тепĕр сăмахăм пирĕн Энĕшпуç ялне  чиркÿре ĕçлеме  килнĕ пĕрремĕш священник Петр Васильевич Васильев çинчен пулĕ.

Хăй вăхăтĕнче  1877 çулта И.Я.Яковлев  Хусан попечителĕ патне çыру ярать. Унта вăл Хусанта учительсем хатĕрлекен семинарирен вĕренсе тухнă Петр Васильева, Андрей Петрова тата Сергей Тимрясова Чĕмпĕр шкулне ĕçлеме яма ыйтать.   И.Я.Яковлев П.В.Васильева шкулти яваплă ĕçсене шаннă, Г.Ф.Юмарт  ăсчах тĕпчевçĕ  пĕлтернĕ тăрăх,  вăл Çĕнĕ халала тата Псалтире питĕ ăнăçлă куçарнă. Чĕмпĕр шкулĕнче 11 çул ĕçленĕ хыççăн  Петр Васильев  пĕтĕмĕшле чиркÿ ĕçне куçать. Малтан  Виçпÿрт Шăмăршăри чиркÿре, 1899 çултан вара пирĕн Энĕшпуçĕнчи  Иоанн Богослов Евангелист ячĕллĕ чиркÿ священникĕ пулса тăрать. Пĕтр Васильевич пирĕн ялта çуралса ÿснĕ çын пулман пулин те, ял халăхĕ ăна  хăйĕн тăван çынни пек йышăннă, чунтан хисепленĕ

И.Я.Яковлев вĕрентнисене тĕпе хурса  Петр Васильев  нумай вĕлле хурчĕ  (300 вĕлле) тытнă пулнă, 1.5 гектар çĕр çинче улма-çырла пахчи çитĕнтернĕ. Вăл лартса ÿстернĕ сад пахчи халĕ чиркÿ çумĕнче вырнаçакан.Культура паркĕ текен лаптăк вырăнĕнче пулнă. «Улми-çимĕçĕ нумай, пылĕ чылай  пулнă çулсенче вĕсене лавĕ-лавĕпе Хусана кайса  сутнă тетчĕ кукамай»,-пĕлтерет пире Клара Васильевна. «Унăн  пасеки вара халĕ Маштавăш  вăрманĕ вырăнĕнче вырнаçнă тет. Петр Васильевича пулăшакансем те пулнă. Пĕри вĕсенчен Филипп Харитонов пчеловод. Вăл революцичченех ĕçленĕ кунта. Революци хыççăн  П.Васильев каçĕнăй çуртне туртса илессе сиссех пулмалла, хăйĕн çемйи валли  кирпĕч склад тутарать. 1930 çулта Петр Васильевича раскулачить тăваççĕ, судăн-йĕрĕн илсе çÿреме тытăнаççĕ, мĕн-пур пурлăхне туртса илеççĕ. Тепĕр çултан вăл яла таврăннă, анчах та выртса тăмалли пÿрчĕ те пулманран, 75 çулхи ватă чиркÿ служителĕ Василий Тимофеевич ятлă çын патĕнче   пурăнма пуçлать, кунтах вилет.» Çакă питĕ чуна пырса тиврĕ: Петр Васильевич вилсен ăна пытарма пухăннă çынсем çав тери нумай пулнă тет,  утакансенчен пĕрремĕшсем масар алăкĕнчен кĕнĕ чух, чи кайрисем ялти укăлча хапхинчен те тухман (кунта – 2 км яхăн ). Петр Васильева çынсем алă çине йăтса пынă, лавпа леçмен. Çав тери хисепленĕ, юратнă ял çыннисем хăйсен пĕрремĕш священникне

 П.В.Васильевăн ĕçĕ-хĕлĕ сая кайман: Энĕшпуç тăрăхĕ мĕн ĕлĕкех ăслă-тăнлă, ĕçе юратакан нумай ача вĕрентсе  ÿстерсе çын тунă. Васильев пуп ĕçне те ăша хывнă, пирĕн ялта 844 хуçалăх, вĕсенчен 50-шĕнче пыл хурчĕ ертетеççĕ. Унсăр пуçне тата  виçĕ утар. Пĕри -  Василий Никифорович утарĕ (80 вĕллене яхăн), тепри- Сапас Валери утарĕ (40 яхăн вĕлле), виççĕмĕшĕ вара Палиç Славиккин утарĕ (55 вĕлле).

2е.п.

Чиркÿ архивĕнче ларнă май тата çакна та тупса пĕлме май пулчĕ. Акă сăмахĕсене çаплах çырса илни: «Священник  Петр Васильевич Васильев родился в деревне Кудемеры Чебоксарского уезда в1858 году. Сын крестьянина,  из чуваш. Окончил курс  в Казанской учительской семинарии 15 июня в 1877 году и определен учителем в Симбирскую чувашскую школу в августе 1877 года.  Петр Васильев 14 марта 1889 года рукоположен во священники села Трехбалтаево Буинского уезда Симбирской  епархии. Он 15 февраля 1894 года по прошению переведен в село Батеево Цивильского уезда. 30 июня 1899 года П.Васильев по просьбе прихожан села Шорксистры переведен на настоящее место, в село Шоркситры  Цивильского уезда.

Он проходил  должности:

-Законоучитель  Трехболтаевского земского училища с 1889 по 1894 г.г.

-Законоучитель Батеевского  земского училиища с 1894 по 1899 г.г.

-Законоучитель Шоркистринской мужской школы грамоты с 1899 по 1900 г.г.

-Законоучитель Шоркистринской церковноприходской школы  с 1900 по настоящее время;

-Законоучитель Хоруевской церковноприходской школы с 1909 по настоящее время.

-Заведующий церковными школами в приходе 1899 хода по настоящее время.

-Состоял руководителем на временных педагогических курсах для учителей чувашских школ  бывших в Симбирске -1884год;

-Руководитель на таковых же курсах для учителей школ Братства  Св. Гурия, бывших в городе Казани -  1893 год;

- Руководитель на таковых же курсах  в деревне  Молькеев  Цивильского уезда – 1894 год;

- руководитель на таковых же курсах для учителей церковных школ, бывших в городе Цивильске – 1897 год;

-Руководитель на таковых же курсах для учителей школ Братства С. Гурия, бывших в селе Ишаках Козьмодемьянского уезда -1898 год;

-Кандидатом помощника благочинного – с1904по1907 гг.

1е.п.

П.Васильев награжден набедренником-4 октября 1892 года, скуфьею  -14 марта 1899 года.

 За участие в трудах по переводу книг  св. Писания на чувашский язык и занятия на курсах в 1893 г, ему объявлена благодарность Совета Братства Св.Гурия в г.Казани-1893 год.

За ревностное и усердное отношение к церковно- школьному делу объявлена благодарность Казанского Епархиального  училищного Совета- 1898 год.

Ставленническую грамоту и свидетельство на набедренник и скуфью имеет.

В семействе у него жена – Пераскофья Ефремова, 1971 г.р., 39 лет.

Дети: Александра – 1890 г.р., 20 лет.

Наталья- 1892 г.р., 18 лет.

Екатерина- 1893 г.р., 17лет.»

П.Васильев Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче ĕçлени пирки те, вăл И.Яковлевича Библи кĕнекисем куçарма пулăшни пирки те  аслă патриарх çапла сăмахсем каланă: ««Эпĕ Çĕнĕ Халала тата Псалтире куçартăм, чăвашла куçарнă чухне  мана Петр Васильевич Васильев  священник пулăшрĕ»,- аса илнĕ И.Я.Яковлев.

Тăван çырулăх ашшĕне –

Яковлева асра тытатпăр.

Чăвашлăхшăн чун ăшшине

Хĕлхем чĕртсе çутса хăварнă.

Сас паллипе çырулăха,

Пире ыр пил парса хăварнă.

Малашлăха, малаллăха,

Телейлĕ пурнăç халалланă.

Вăл уçнă Чĕмпĕрти шкулта

Чăваш çынни ăс  мулĕ пухнă.

Вăл акнă вăрлăх пит шултра,-

Ăсчахĕсем çĕршерĕн тухнă.

Пĕтĕмлетÿ.

2 е.п.

Тăван халăхăн калама çук чаплă ĕçĕсем пĕр ятпа - И.Я.Яковлев ячĕпе çыхăнса тăраççĕ. Яковлев вĕрентĕвĕ вилĕмсĕр.

Халăх çырулăхне пуçарса яракан халăх историне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлать теççĕ. Ку питех те тĕрĕс каланă сăмахсем. Иван Яковлевич Яковлев ятне ĕмĕр асра тытасси паллă. Эпир вара, Энĕшпуçĕнче пурăнакансем, уйрăмах çак чаплă та мухтавлă çынпа курнăçса калаçнă, пĕрле ĕçленĕ ентешĕмĕрсен ятне – Петр Васильевич Васильев тата Павел Семенов  ячĕсене яланах çулти шайра тытăпăр. Пирĕн мăн асатте-асаннесем чунтан килĕштерсе йышăннă священнике  хисеплесе чыслама майсем тупса уявсем ирттересчĕ, унăн кун-çул истроийĕпе хамăр ачасене çулран çул паллаштарса пурăнасчĕ. Мĕнле калаççĕ-ха, историе пĕлмесен малашлăха пĕлме çук теççĕ. Çапла пултăрччĕ, Турă пулăшса пытăр!

 


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Классный час "Первый патриарх Московский и всея Руси Иов" 5-6 классы

Классный час для 5-6 классов о жизни Иова - первого Патриарха Московского и всея Руси.В основе классного часа материал из книги Александра Шиткова "Иов"....

Сценарий к семинару- практикуму по Духовному краеведению Подмосковья. « Святитель Тихон, Патриарх Московский и всея Руси»

Сценарий к семинару- практикуму « Изучение жизни святых на уроках «Духовное краеведение Подмосковья». Святитель Тихон, Патриарх Московский и всея Руси» в рамках Седьмых областных Рождественских образо...

Филипп Миронович Лукин - патриарх народной музыки

1.Биография Филиппа Мироновича Лукина.Филипп Миронович Лукин - композитор, хоровой дирижер, педагог, музыкально-общественный деятель. Один из первых выпускников Чувашского музыкально-театрального техн...

Филипп Миронович Лукин - патриарх народной музыки

Филипп Миронович Лукин - патриарх народной музыки...

Выдающиеся деятели Чувашии. Иван Яковлевич Яковлев

Иван Яковлевич Яковлев выдающийся деятель культуры и просвещения чувашского народа, педагог, писатель, создатель современной чувашской письменности, переводчик, создатель дидактики двуязычной начально...

Иван Яковлевич Яковлев

В данном материале дана информация о просветителе чувашского народа И. Я. Яковлева, основоположника чувашского алфавита и чувашской Симбирской школы....

Урок-ăмăрту "Иван Яковлевич Яковлев калавĕсене пĕлетĕр-и?"

Урок-ăмăрту "Иван Яковлевич Яковлев калавĕсене пĕлетĕр-и?"...