Конспект открытого урока :Пĕрлешÿре - вăй
методическая разработка (6 класс) по теме

 

Халăхсен пĕрлĕхлĕ кунне халалласа  ирттернĕ урок планĕ. Методическая разработка для 6 класса по чувашской литературе.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon urok.doc50.5 КБ

Предварительный просмотр:

                                                                     Пурш Алина Федоровна,

                                                    Чăваш Республикин Канаш  районĕнчи « Хучельти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан теп  шкул» МВУри чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

        Халăхсен пĕрлĕхлĕ кунне халалласа ирттернĕ урок планĕ

Урок теми: Пĕрлешÿре - вăй

Тĕллевсем: 1. Пĕлÿ тĕллевĕ: Уяв çинчен ачасене тĕплĕн каласа ăнлантарасси;

2. Воспитани тĕллевĕ: Раççейре пурăнакан тĕрлĕ халăхсен туслăхĕпе пурнăçĕ çинчен каласа парасси; Тăван çĕр-шыва юратма, туслăха туйма вĕрентесси;

3. Сапăрлăх тĕллевĕ: Уява курăмлăн ирттерсе тĕрлĕ халăх тумне, культурине, илемне туйма вĕрентесси.

Урок тĕсĕ: Литературăпа музыка композициллĕ хутăш урок

Курăмлăх хатĕрĕсем:

1. П.П.Хусанкай çинчен хатĕрленĕ стенд.

2. Халăхсен туслăхĕ çинчен çырнă кĕнекесен выставки.

          3. Чăваш Республикин картти.

4. Тутар, вырăс, чăваш костюмĕсем тăхăнтарнă пуканесем.

Урок эпиграфĕ «Тăшман та пуç тайĕ –

                            Тус-йыш пĕр пулсан»

                                           Митта Ваçлейĕ

Урок юхăмĕ:

(Класра «Пирĕн туслăх ĕмĕре» кĕвĕ янăрать)

1 ача сăвă вулать:

Ĕмĕр хыççăн ĕмĕр иртрĕ

Шухăш вĕçрĕ аякка.

Ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитрĕ

Пирĕн çул-йĕр сарлака.

Çутăрах çутат хĕвелĕ

Кăвакрах уярт тÿпе

Туслăхпа эпир телейлĕ

Халăхсен туслăхĕпе.

Учитель сăмахĕ: 1 Туслăх, чи малтанах, çемьерен, атте-аннерен, çывăх тăвансенчен, тус – юлташсенчен пуçланать. Туслăх пуçланасси вара хăвăнтан та, çын кăмăлĕнчен те нумай килет. Туслă çынсем пĕр-пĕринпе кăмăллă, ăнланса, хисепе хурса калаçаççĕ, кулленхи пурнăçра пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Ку вăл туслăх çирĕп пулнине пĕлтерет. Туслăхра, пĕрлешÿре вăй пулнине ĕлĕк-авалтанпа пĕлнĕ чăваш халăхĕ. Ĕçĕпе тăва хускатма пултаракан халăх пĕрлешсе пурăнсан кăна темле йыврлăха та çĕнтерессе шаннă. 1551 çулта чăваш халăхĕ вырăс халăхĕпе пĕрлешнĕ. Вырăс патши Хаяр Иван указ кăларнă. Çак указа пĕтĕм чăваш халăхĕ ырланă. Вырăс халăхĕпе ĕмĕр-ĕмĕрех туслă пурăнма сăмах панă.

(Ача грамотăна вуласа парать)

2 «Пăлхавлă самана» - çапла каланă 17 – мĕш ĕмĕрĕн пуçламăшĕнчи йывăр та инкеклĕ çулсене. Ун чухне, сутăнчăксем пулăшнипе, поляк пуянĕсем Мускава туртса илсе Кремле кĕрсе ларнă. Унта хуçаланса пурăннă. Вырăс, чăваш, çармăс Хусан таврашĕнче патша влаçĕ пулман. Пур çĕртре те вăрă-хурах хуçаланнă, халăха тертлентернĕ. Асап-нуша кăтартнă. Анчах Мускав патшалăхне кĕнĕ халăхсем пуç усман. Пĕр çĕре чăмăртанма тытăннă, кĕрешĕве тĕрлĕ халăх çынни хутшăннă. Чулхула çыннисене Куçма Минин ертсе пыма тытăннă. (проектор çинче – К.Мининпа Пожарскин сăн ÿкерчĕкĕ тухни)

Халăхсен туслăхне Юхма Мишшин «Мускав çулĕ» роман - легендинче курма пулать. Ачасен ĕçĕ: Инсценировка ирттерни.

Учитель ĕçĕ: Чăвашпа вырăс халăхĕ хушшинчи туслăх çав çулсенче чакман, пушшех те ÿссе çирĕпленнĕ.

1612 çулхи чÿк уйăхĕн 4 – мĕшĕнче паттăр çынсене пухса Мининпа Пожарский ертсе пынипе сутăнчăксене çĕмĕрсе тăкнă. Мускава ĕмĕрлĕхех ирĕке кăларнă. Çак çĕнтерÿ халăхсен туслăхĕн çутă тĕслĕхĕсенчен пĕри пулса тăрать. Çак куна чысласа Патшалăх Думи 2004 çулхи раштав уйăхĕнче ятарлă хушу кăларнă. Чÿк уйăхĕн 4- мĕш кунне  Халăх Пĕрлĕхĕн кунĕтесе паллă тума йышăннă.

2 ача сăвă вулать: Чăн туслăх çĕр-шывĕ

                               Юратнă çĕр-шывăм

                               Кунта кашни халăх

                               Пĕр сумлă, пĕр тан.

Ачасен ĕçĕ: 1 ача: Çак çĕре эсир пĕлетĕр-и?

                               Ватă та вăл, ĕмĕр çамрăк та.

                               Уявра уяв ку çĕр-шывра

                               Ĕçĕпе хускатĕ вăл тăва.

                    2 ача: Кам-ха, кам çак халăха пĕлет:

                              Вăл çĕр пин сăмахпала пуплет,

                              Çĕр пин юрă – çемĕ кĕвĕлет,

                              Çĕр пин тĕслĕ тĕрĕ вăл тĕрлет…

                              Пырса курăр – йăлт сирĕнпеле

                              Хатĕр эп тĕрĕслеме пĕрле.

Ачасен ĕçĕ: 1 Чăвашла ташă ташлани.

                    2 Литмонтаж.

Учитель ĕçĕ: Кам сăввисем янăрарĕç? Ăçта çуралса ÿснĕ вăл?

Пирĕн районпа ăна мĕн çыхăнтарать – ши?

(Ачасен хуравĕсем)

Ачасене стендпа паллаштарни. Тĕрлĕ чĕлхепе çырнă «Нарспи» поэма сыпăкĕсене ачасем чăвашла, тутарла, марилле, удмуртла, вырăсла калани.

Учитель сăмахĕ: Мĕн пур халăхăн туслă пурăнмалла, пĕр – пĕрне хисеплеме пĕлмелле, йăли – йĕркисене юратмалла.

Чăвашпа эс пул чăваш

Тутарпа та эс туслаш

Пурте пирĕн хурăнташ

(Тутар кĕвви янăрать, 2 ача тутарла сăвă калаççĕ)

Тĕрлĕ – тĕрлĕ сăвви пур

Илĕртмелĕх тумĕ пур

Тăпăр – тăпăр ташши пур

Савăнмалăх майĕ пур.

(1 ача тутар ташши ташлать)

Учитель сăмахĕ: 1 Чăваш çĕр-шывĕпе юнашар пурăнакан халăхсем çинчен эпир пурне те каласа хăвараймăпăр. Хăш-пĕр халăхсен тумĕпе паллашăпăр. (ММ проекторпа  юнашар пурăнакан халăхсен тумне кăтартакан слайдсем тухаççĕ)

 2 Мĕнле пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсем асăрхарăр?

(Çăпата, тĕрĕ, пуçа тăхăнмалли хатĕрсем, аркăллă кĕпе, саппун)

Тумĕсенче те халăхсен пĕрпеклĕхĕ нумай. Çакă та вĕсем ĕмĕр тăршшĕпе туслă пурăннине çирĕплетмест-ши?

Учитель сăмахĕ: Тĕрлĕ халăх хушшинче

                             Вырăс пирĕншĕн пичче

                             Эпир пĕчĕк халăхсем

                             Пурте унăн шăллĕсем

(Вырăс халăх ташшине ачасен ушкăнĕ ташлать) Литмонтаж ирттерни.

Учитель сăмахĕ: Тăван çĕр-шыв пысăк та куçпа виçейми аслă та. Эпир ăна тăван ене юратмасăр утса тухаймăпăр. Утса тухас тесен пĕтĕм чун – чĕрепе çак тăван çĕр патне таврăнас пулать. Юратнă атте – анне патне, çуралнă кил-çурта манас пулмасть, шкула илсе çÿрекен сукмакпа савăнса утас пулать. Пурнăçăн йывăр çулĕ çине тăма хатĕрленмелле, шанчăклă тус тупма тăрăшмалла.

Урок эпиграфне аса илни.

Учитель сăмахĕ: Пысăках мар Тăвай ялĕ те туслă çемьен пĕр пайĕ.

(ММ проекторпа – Тăвай ялĕн илемлĕ вырăнĕсем тухаççĕ)

Ачасен ĕçĕ: Таблицăпа ĕçлени (Тăвайри тĕрлĕ халăх йышĕ)

Учитель Н.Сандровăн «Эпир çуралнă вырăнсем» сăвва вулать. Пĕр çемьере, пĕр йышра вырăс халăхăн хÿттинче темиçе ĕмĕр хушши пурăнатпăр эпир. Вырăсĕ, тутарĕ, чăвашĕ, мăкши, çармăсĕ – пурте пĕр çемьере килĕштерсе пурăнатпăр. Çапла вырăс халăхĕпе туслă пурăнма, вăл халăха шанма пире пирĕн Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев хушса хăварнă.

 (ММ проекторпа – Яковлев портречĕ, халалне итлени)

Ачасене тав туни

Урок вĕçĕ: Чăвашра вăрман та чăвашлах кашлатăр

                   Шăпчăк та юрлатăр чăвашлах.

                   Пин чĕлхеллĕ туслă халăх хушшинче

                   Калаçса çÿрер-ха, уççăн чăвашлах.( Л.Мартьянова)


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспект открытого урока географии " Географическое положение Евразии. История открытия"

Конспект урока географии " Географическое положение Евразии. История открытия"...

Конспект открытого урока в 5 классе на тему "Открытие Антарктиды"

Конспект открытого урока в 5 классе на тему "Открытие Антарктиды"...

Презентация по географии , конспект урока, конспект открытого урока

Презентация мероприятия "Знатоки географии",Конспект по географииКонспект открытый урок "Северная Америка"...