Аркадий Ĕçхĕлĕн "Анне" хайлавĕн уçă урок конспекчĕ
методическая разработка (5 класс) по теме

6-мĕш класра уçă урок ирттериелли анлă конспект. Технологи карттине те панă.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon konspekt_otkrytogo_uroka.doc104.5 КБ

Предварительный просмотр:

Урокăн технологи картти

Предмет, класс

Чāваш литератури, 5 класс

Урок теми

Аркадий Ĕçхĕлĕн „Анне” хайлавнĕ тишкересси



Урок тĕллевĕсем

пĕлÿ

аталантару

пĕлÿ пĕлÿ

Аннене сума сума веренесси; вĕсен умĕнче эпир ялан яваплă пулнине ăнланма пулăшасси.

Ачасене ырă кăмăллă, тараватлă та сăпайлă пулса ÿсме, илемлĕхе туйма вĕрентесси.

Сăвва тишкерме вĕрентесси.

Урок тĕсĕ

Содержанийĕ

тāрāх- хайлава тишкермелли урок

Тĕллевĕ тāрāх-

 пĕтĕмлетÿ урокĕ

Форми тāрāх –вĕрентÿ урокĕ

Урокра кирлĕ ĕç хатĕрĕсем

компьютер, проектор, интернет-ресурс, кластер, кластер, сăвă-юрă альбомă, ÿкерчĕксем.

Урок тапхăрĕсем

1 тапхăр, йĕркелÿ тапхăрĕ

Вāхāчĕ

2 минут

2 тапхăр  Иртнĕ урокра мĕн вĕреннине аса илесси

ИКТпа усā курни

а) ыйтусене хуравлани: (слайд 2-4) ыйтусем, ачасем хуравланă хыççăн тĕрĕс хуравĕсем тухаççĕ, тест

 

Вāхāчĕ

3 минут

Тĕллевĕ

Иртнĕ урокри темăна мĕнле ăнланнине тĕрĕслесси

Вĕрентекен ĕçĕ

Ыйтусем парасси,  слайдсене кāтартасси

Вĕренекенсен ĕçĕ

Ыйтусене хуравлани

ă) Пĕчĕк тĕрĕслев ĕçĕ çырасси ( тест)

ИКТпа усā курни

(5-6 слайд)

Вāхāчĕ

8 минут

Тĕллевĕ

Аннен ĕçне сăнлакан сăмахсене тупма вĕренесси

Вĕрентекен ĕçĕ

Мĕнле пурнăçламаллине ăнлантарасси, слайдсене кāтартасси

Вĕренекенсен ĕçĕ

Аннен ĕçне сăнлакан сăмахсене тупса хут çине çырасси

Çак тапхāрти тĕрĕслев

Аннен ĕçне сăнлакан сăмахсене тупма пĕлнине тĕрĕслесси.

Проблемăллă ыйтусем лартасси.

Вĕрентÿ меслечĕ:

Ыйту-хурав; учитель сăмахĕ; словарь ĕçĕ; эпизодсем тăрăх калаçу ирттересси; ыйтусем çине хурав тупма вĕрентесси; ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлеме вĕрентесси;

3 тапхăр Çĕнĕ темăна ăнлантарасси

ИКТпа усā курни

(8 слайд)

 Тĕллевĕ

Малтанхи урокра вĕреннĕ темăсене паянхи темăпа çыхăнтарасси

Вāхāчĕ

1 минут

Вĕрентекен ĕçĕ

Ыйту парасси, слайдсене кāтартасси

Вĕренекенсен ĕçĕ

Ыйтăва хуравласси

ă)Çĕнĕ темăна ăнлантарасси

ИКТпа усā курни

Презентаци (5-6 слайд)

 Тĕллевĕ

Ачасен пĕлÿ шайне ÿстересси

Вāхāчĕ

8 минут

Вĕренекенсен ĕçĕ:

Ушкăнпа ĕçлени, уйрăм ачасен хуравĕ, кластер туни.

Вĕрентÿ меслечĕ:

Учитель āнлантарāвĕ

Вĕрентекен ĕçĕ:

Çĕнĕ темăна ăнлантарасси, слайдсем кăтартасси, ачасен хуравне итлени, сăнав.

Çак тапхāрти тĕрĕслев

Шухăшлаттаракан ыйтусем. Аннен ĕçне палăртакан сăмахсене тĕрĕс палăртасси.

б)Кану саманчĕ

 Тĕллевĕ

Сывлăха упрасси

Вāхāчĕ

2-3минут

Вĕренекенсен ĕçĕ

Вĕрентекен ĕçĕ

Физкультминутка туни

4 тапхāр  Ачасен ăнланăвĕсемпе хăнхăвĕсене çирĕплетни

Тĕллев

Урокра курни-илтнине пĕтĕмлетесси. „Анне – пирĕн телей” хаçат кăларасси.

Вāхāчĕ

12 минут

Вĕренекенсен ĕçĕ:

Кашни хăй амăшĕ çинчен 5-6 предложени хут çине çырса доска çинчи ватмн çине магнитпа тыттарса хурасси.

Вĕрентÿ меслечĕ:

Учитель тĕрĕслевĕ, шутлав

Вĕрентекен ĕçĕ:

Мĕн тумаллине кāтартса пырасси

ИКТпа усā курни

Презентаци (7-8 слайд) Ваттисен сăмахĕсем

Тĕллев

Илемлĕ пуплеве якатасси

Вāхāчĕ

Вĕренекенсен ĕçĕ:

Ваттисен сăмахĕсен çухалнă пайне тупасси, хаçата çырасси.

Вĕрентÿ меслечĕ:

Шырав

Вĕрентекен ĕçĕ:

Мĕн тумаллине кāтартса пырасси

Çак тапхāрти тĕрĕслев

Темăпа çыхăннă ваттисен сăмахĕсене тупма хăнăхтарасси

в) Словарь ĕçĕ (9 слайд): анне,

Тĕллев

Ачасен сăмахсарне пуянлатасси

Вĕрентекен ĕçĕ:

Паян тĕл пулнă ăнланман сăмахсене ăнлантарасси

Вĕренекенсен ĕçĕ:

Тетраде çырасси

5 тапхăр Киле ĕç пани

Презентаци (10 слайд)

Вĕрентекен ĕçĕ: „Анне – пирĕн телей” сочинени çырасси. А.Ĕçхĕлĕн „Анне” сăвине пăхмасăр вĕренмелле.

Вĕренекенсен ĕçĕ:

Дневниксене çырасси

6 тапхăр Урока пĕтĕмлетни

Презентаци (11 слайд)

Вĕрентекен ĕçĕ: Паянхи темăна мĕнле ăнланнине тĕрĕслесси. Пĕтĕмлетÿ тăвасси. Ачасен ĕçне хакласси.

Вĕренекенсен ĕçĕ:

Ыйтусене хуравласси

Уçă урокăн тулли конспекчĕ

Урок теми: Аркадий Ĕçхĕлĕн „Анне” сăвари сăнарлă пуплев.

Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ.

Сапăрлăх тĕллевĕ: Аннене сума сума веренесси; вĕсен умĕнче эпир ялан яваплă пулнине ăнланма пулăшасси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: Сăвва тишкерме вĕрентесси.

Аталантару: ачасене ырă кăмăллă  та сăпайлă та пулса ÿсие, илемлĕхе туйма вĕрентесси.

Урокра усă курмалли мелсемпе меслетсем: Ыйту-хурав; учитель сăмахĕ; тишкерÿ, шырав, словарь ĕçĕ; эпизодсем тăрăх калаçу ирттересси; ыйтусем çине хурав тупма вĕрентесси; ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлеме вĕрентесси.

Пуплеве аталантарасси: вуланă хайлава хак парасси, уйрăмшарăн тухса калаçма хăнăхасси, пĕтĕмĕшле тишкерÿ йĕрки тăрăх пĕтĕмлетÿсем тума хăнăхнине аталантарасси.

Словарь ĕçĕ: анне

Литература теорийĕ:

Урокра усă куракан хатĕрсем: сăвă-юрă, ваттисен сăмахĕсен пуххи; кашни ача хăй тĕллĕн ĕçлемелли карточка, ачасен альбьмĕсем,тест.

Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, презентации, мультимедиапроектор.

Урок юхăмĕ:

                                                                    Аннерен çывăх тăван никам та çук.

                                                                                                            (Ваттисен сăмахĕ)

I тапхăр.

Урока йĕркелени:

1.Сывлăх сунни.

2.Дежурнăйсене калаçтарасси.

3.Фонозарядка: Шăнкăрав сас пачĕ

                                       Урока чĕнсе.

                                       Пĕтĕм класс шăпланчĕ

                                       Партта хушшинче.

II тапхăр.

Киле панă ĕçе тĕрĕслени.

Ыйтусене хуравлани: (2-3 слайд) ыйтусем, ачасем хуравланă хыççăн тĕрĕс хуравĕсем тухаççĕ, тест.

1.„Манăн анне „ анкета. (4 слайд)

1.Аннÿн хĕр чухнехи хушамачĕ мĕнле?

2.Аннÿн çуралнă кунĕсем хăçан?

3.Çемьере вĕсен миçе ача пулнă?

4.Сирĕн аннĕр шкулта мĕнле вĕреннĕ?

5.Хăйсен ачалăхĕнчи мĕнле самантсене каласа панă сире?

6.Сирĕн аннене пурнăçра мĕн савăнтарать?

7.Мĕн пăшăрхантарать?

8.Пушă вăхăтра мĕн тăвать?

Ачасем анкета çинех çыраççĕ, кайран хуравĕсене пĕрерĕн-пĕрерĕн тăрса хуравлаççĕ. Хуравĕсене тишкеретпĕр.

          2.Аннене сăнлакан сăмахсене тупса хут çине çырасси: илемлĕ, пархатар, ăшă, савăнăçлă, тарават, тимлĕ, хаваслă, хастар, хисеплĕ, пурне те каçарать, пулăшма хатĕр, çепĕç, çутă, таса, кăмăллă, кăвак куçлă.

III тапхăр – тĕп тапхăр.

1.Информаци пайĕ. Анне – пурнăç пуçамăшĕ, кун-çул никĕсĕ, унăн вĕçсĕр тĕрекĕ. Анне – халăхăн шанчăкĕ, чысĕ, мухтавĕ. Çул пуçĕсемпе ăсчахсем тем пек аслă пулччăр – пурпĕрех анне вĕсенчен çÿлерех тăрать. Лешсем вара унăн ачисем кăна. Вăл вĕсене çуратнă, кăкăр ĕмĕртнĕ, сăпкара сиктернĕ, лăпкаса ÿстернĕ, çунат парса çÿлелле вĕçтернĕ. Ывăлĕ-хĕрĕн кашни çитĕнĕвĕнче – амăшĕн çитĕнĕвĕ, кашни савăнăçĕнче – амăшĕн савăнăçĕ, кашни кулянăвĕнче – амăшĕн кулянăвĕ.

Ĕмĕрсем халăх хĕрарăма мухтаса, ăна хакласа питĕ нумай ăслă сăмах каланă. Чăвашсен те сахал мар ун йышшисем: „Анне кĕлли тинĕс тĕпĕнчен кăларать”, „Анне пĕрре, Тăван çĕр-шыв пĕрре”.

Шупашкар варринче, Аслă Атăл кури хĕрринче „Управçă анне” палăк мăнаçлăн ÿссе çĕкленчĕ. Ăна халăхăмăр ниме йĕркипе укçа пухса кĕске вăхăтра туса лартрĕ. Çак монумент – пирĕн йăхташăмăрсем хăйсене çуратса пăхса ÿстернĕ çынна вĕçĕ-хĕррисĕр юратнине, хисепленине, парăннини çирĕплетекен питех те пархатарлă тĕслĕх.

Аннемĕр чăваш ÿнерĕн ытти тĕсĕсенче те самаях анлăн сăнланса юлнă. Уйрăмах ку енĕпе сăмахлăх уйрăса тăрать. Хĕрарăма сăнарлакан хайлавсем Октябрь пăлхавĕчченех йышлă çуралаççĕ. Пысăк калăплă жанрсенче И.Юркинăн „Мул” повеçĕ, Турхан Яккăвĕн „Варуççи”, Н.Шупуççыннин „Янтрак янравĕ”, К.Ивановăн „Нарспи” поэмисем палăрса тăраççĕ. Чăваш поэзийĕнче „Анне” ятлă пĕрремĕш сăва Турхан Яккăвĕ çырать. Çав самантра чăваш амăшĕн салхуллă сăнарне автор ача куçĕпе, ача чунĕпе чĕрене тивмелле ÿкерса кăтартать.

Пирĕн халăх аннене чăннипех те сăваплă та асамлă çын вырăнне хунине, ăна яланах пуç тайса тав туса тăнине хамăрăн мухтавлă аслă ăсчахăмăр Г.Н.Волков та хăйĕн ĕçĕсенче темиçе те палăртать. „Анне – пурнуçра чи чыслă та пархатарлă тама. Тĕнчипех вăл çавнашкал. Апла пулин те чăвашшăн çак тема темле тарăнрах шухăшпа çыхăннă, мĕншĕн тесен халăх хăйĕн йăли-йĕркинче аннене Турăпа тан шутлать, ăна уйрăмах пысăк вырăна хурать”.

Çапла, питех те тĕрĕс те вырăнлă калать Геннадий Никандрович. Анне – чăвашшăн çутă та ялтравлă ят. Çĕр-çĕр çул çапла пулнă вăл, халĕ те çаплах, ÿлĕм те çаплах пулĕ.

2.Текстпа ĕçлесси. Ачасем ушкăнпа ĕçлеççĕ, уйрăм ачасен хуравĕ, кластер туни. Хĕвеллĕ кластер тăватпăр. (5-6 слайд)

Аннене сăнлакан сăмахсене тупса кластера çыраççĕ: илемлĕ, пархатар, ăшă, савăнăçлă, тарават, тимлĕ, хаваслă, хастар, хисеплĕ, пурне те каçарать, пулăшма хатĕр, çепĕç, çутă, таса, кăмăллă, кăвак куçлă.

4.Кану саманчĕ. Физкультминутка туни: Вăйлă çилĕ вĕрчĕ

        Йывăçсене хумхантарчĕ.

        Çиçĕм çиçрĕ те,

        Çумăр çума пуçларĕ.

IV тапхāр. Ачасен ăнланăвĕсемпе хăнхăвĕсене çирĕплетни.

1.Урокра курни-илтнине пĕтĕмлетесси. „Анне – пирĕн телей” хаçат кăларасси. Кашни хăй амăшĕ çинчен 5-6 предложени хут çине çырса доска çинчи ватмн çине магнитпа тыттарса хурать.

2.Ваттисен сăмахĕсен (7-8 слайд) çухалнă пайне тупасси, хаçата çырасси. Анне çинчен çырнă ваттисен сăмахĕсене хаçата вырнаçтарасси.

3. Словарь ĕçĕ (9 слайд): анне,

V тапхăр. (10 слайд)

Киле ĕç пани: 1.„Анне – пирĕн телей” сочинени çырасси.

                           2.А.Ĕçхĕлĕн „Анне” хайлавне пăхмасăр калама вĕренмелле.

VI тапхăр. (11 слайд)

Урока пĕтĕмлетни.

Паянхи темăна мĕнле ăнланнине тĕрĕслесси. Пĕтĕмлетÿ тăвасси. Ачасен ĕçне хакласси.

Вĕрентекен: паянхи урока пĕтĕмлетса юрăпа вĕçлер. „Анне сăнарĕ” юрăн ‘ çаврине юрлатпăт.

Анне сăнарĕ (юрă)

        Сăвви А.Гордеевăн

               Кĕвви Г.Маркияновăн

Тĕксĕмленсен чĕре кăварĕ.

Путсан эп тунсăх туйăмне,

Кулянакан анне сăнарĕ

Вăраххăн тухрĕ куç умне...

Ман шухăш-ĕмĕтĕм васкарĕ

Тăван кил-йышăм ытамне.

Хĕпĕртекен анне сăнарĕ

Вăраххăн тухрĕ куç умне...

Анчах ку нумая пымарĕ:

Сирсе тĕтреллĕ каç сĕмне,

Хурланакан анне сăнерĕ

Вăраххăн тухрĕ куç умне...

Çула чĕнсен тăван хыпарĕ,

Вăл хускатсан чун хĕлхемне,

Савăнакан анне сăнарĕ

Вăраххăн тухрĕ куç умне...

Чăваш юрри хуллен янрарĕ,

Çаплах вăл чĕнчĕ хăй çумне.

Ытарайми анне сăнарĕ

Вăраххăн тухрĕ куç умне...

Вĕрентекен: Тавтапуç сире пурне те.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Ева Лисинăн "Çăкăр чĕлли" хайлавĕ тăрăх ирттермелли урокăн анлă конспекчĕ

Конспекта анлĕн çырса кăтартнă. Урока ирттерме усă курма пулать....

«Ырă çын пуласси ачаран паллă» Марина Карягинăн «Слива вăрри» калавĕ тăрăх ирттермелли урок конспекчĕ

Вĕренекенсене  ырăпа усала уйăрма вĕрентесси; этемĕн халăха юрăхлă, усăллă пулас ĕмĕтпе пурăнмалли çинчен ăнлантарасси....

Василий Петровăн «Кăкшăм» калав урок конспекчĕ

Василий Петровăн «Кăкшăм» калав урок конспекчĕ...

Урок конспекчĕ «Паллă ячĕ» çинчен вĕреннине пĕтĕмлетесси.

Тĕллев: 1. «Паллă  ячĕ» темӑна вĕренсе пĕтернĕ май ачасен  пĕлĕвне тĕрĕслесси, пурнӑçра паллă  ячĕсемпе тĕрĕс усӑ курма вĕрентесси.2.Паллă ячĕсен синонимĕсемпе, антоним...

Урок конспекчĕ: "Тĕнчипе паллă чăвашсем.П.Е.Егоров"

Чăваш  чĕлхи. Урок конспекчĕ: "Тĕнчипе  паллă чăвашсем.П.Е.Егоров" 8 класс....