5 класс, открытый урок "Омонимсем, синонимсем, антонимсем ҫинчен вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетесси"
план-конспект урока (5 класс) на тему

Васильева Ираида Ивановна

Открытый урок в 5 классе  по обобщению тем "Омонимы. Синонимы. Антонимы." с использованием пректной технологии.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon uchitel_goda_urok.doc93 КБ
Office presentation icon omonimsem_sinonimsemantonimsem.ppt2.7 МБ

Предварительный просмотр:

Урок теми: «Омономсем, синонимсем, антонимсем ҫинчен вĕреннине

                     пĕтĕмлетесси»

1.Вĕрентӱ тĕллевĕ: Омонимсем, синонимсем, антонимсем ҫинчен вĕреннине аса илсе      

                                   пĕтĕмлетесси.

2.Аталантару тĕллевĕ: Ачасен ҫыхăнуллă пуплевне, логикăллла шухăшлавне аталанма  

                                          майсем туса парасси.

3.Сапăрлăх тĕллевĕ: Ҫут ҫанталăк тата тăван чĕлхе илемне курма тата туйма майсем туса  

                                      парасси.

Урок тĕсĕ: проект технологийĕпе усă курса ирттернĕ пĕтĕмлетӱ, аса илӱ урокĕ.

Вĕрентӱ меслечĕсем: индукции-дедукци меслечĕ, калаҫу, сăнав-тĕпчев меслечĕ.

Урокра усă курмалли мелсемпе меслетсем: Ыйту-хурав; учитель сăмахĕ; тишкерÿ, шырав, словарь ĕçĕ; ыйтусем çине хурав тупма вĕрентесси; синквейн туни, хаҫат кăларни

Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, ватман хут, стикерсем, тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсем, карточкăсем, тĕрлĕ тĕслĕ мелсем, магнитсем.

Словарь ĕҫĕ: синквейн.

                                                 Урок юхăмĕ.

   Йĕркелӱ саманчĕ.

   Учитель:

   - Сывлăх сунатăп, ачасем. Мĕнле кăмăл-туйăмпа килтĕр эсир паянхи урока? Лайăх кăмăлпа пулсан аллăрсене ҫӱлелле ҫĕклĕр те пĕр хутчен ҫупса илĕр, пит лайăхах пулмасан – аллăрсене йăтмасăр кăна ҫупса илĕр. Енчен те кăмăл начар пулсан – пуҫăрсене тытăр.

   Кăмăлăрсем аванах пулсан урока пуҫлар.

  1. Вĕреннине аса илесси.

1) Слайдсемпе ĕҫлесси.

1-мĕш слайд.

Ҫул хĕрринчи уттине

Ҫава ил те хытă ҫул.

2-мĕш слайд

  Сивĕ, хаяр хĕл иртет,

Каять йĕрсе, хурланса,

Сивĕ куҫҫульпе йĕрет

Иртнĕ куншăн хуйхăрса.

3-мĕш слайд

  Нумай та пĕтет, сахал та ҫитет.

  Пĕрле пурăннине мĕн ҫитет?

- Паллă тунă сăмахсем мĕнсем пулаҫҫĕ?

   _- Апла пулсан, эпир паян сирĕнпе мĕн ҫинчен калаҫăпăр? (Омонимсем, синонимсем, антонимсем)

    - Тĕрĕс, паянхи урок теми – «Омонимсем, синонимсем, антонимсем ҫинчен вĕреннине пĕтĕмлетесси». Халĕ тетрадьсене уҫăр та паянхи число ҫырса хурăр.

  2) Диктант ҫырасси

   Пĕр ачана доска умĕнче, ыттисем тетрадьсем ҫине диктант ҫыртарасси.

   Диктант тексчĕ. «Ҫурхи уяр кун. Паян урамра ăшă та ҫутă. Лăпкă ҫил вĕрет. Пур ҫĕрте те шавлă. Ҫут ҫанталăк ыйхăран вăранать».

   Ҫырса пĕтернĕ хыҫҫăн ачасем пĕр-пĕрин ĕҫĕсене слайд ҫине пăхса тĕрĕслеҫҫĕ, доска умĕнчи хăйĕнне хăй.

3) Антонимсемпе усă курса текст тăвасси.

   - Пирĕн текст ҫуркунне ҫинчен пулчĕ. Мĕнле сăмахсемпе сăнласа патăмăр эпир ҫуркуннене? Текстра панă сăмахсене хирĕҫле сăмахсем тупма пулать-и? Хире-хирĕҫле пĕлтерĕшлĕ сăмахсене эпир мĕн тетпĕр? (Пулать. Антонимсем)

   Ачасем сăмахсен антонимĕсене тупаҫҫĕ: кĕрхи, пĕлĕтлĕ, сивĕ, тĕксĕм, хаяр, шăп, ҫывăрать. Ҫак сăмахсем пулăшнипе кĕркунне ҫинчен текст тăваҫҫĕ.

4)   Синонимсем ҫинчен вĕреннине аса илесси

- Ĕнерхи ҫанталăка аса илер-ха. Мĕнлерехчĕ вăл - ҫил ҫукчĕ-и? Ҫак ҫил синонимсем пурăнакан ялта та пулнă тет, анчах та унта вăл вăйлăрах тустарнă. Кашни ҫурта кĕре-кĕре тухса ҫемьесене арпаштарса пĕтернĕ. Синонимсене пулăшас тесен пирĕн пĕр ĕҫ туса ирттермелле. Анчах та ĕҫе пуҫăнас умĕн кам аса илтерет: синонимсем тесе мĕнле сăмахсене калаҫҫĕ?

   - Синонимсем тесе тĕрлĕрен илтĕнкен, пĕр пуплев пайĕнчен пулнă, ҫывăх е пĕр тан ăнлава пĕлтерекен сăмахсене калаҫҫĕ.

    Ачасене карточкăсем валеҫсе паратăп, вĕсем синонимсен речĕсене тупаҫҫĕ, слайд тăрăх тĕрĕслеҫҫĕ.

   Синонимсен речĕсем:

   Ĕлĕкхи, авалхи, тахҫанхи

   Чипер, илемлĕ, хитре, маттур

   Ăслă, тăнлă, ăнкаруллă, тавҫăруллă

   Асăрхан, сыхлан, упран

   Калаҫ, пупле, сăмахла, халапла

   Лăпкă, тăнăҫ, канăҫлă

   Юрат, сав, кăмăлла, килĕштер

   Вĕрен, ăс ил, ăс пух

   Йăлтăртат, ялкăш, ҫиҫ, ҫутал

   Каллех, татах, тепĕр хут

   Кахал, наян, юлхав

   Лайăх, аван, шеп

   Лаша, ут, урхамах

Ҫывăр, тĕлĕр, ыйха пут, хуп турттар

   Тунсăх, кичем, салху

   Хăюлăх, паттăрлăх, хастарлăх

   - Маттур, ачасем. Халь ĕнтĕ синонимсем хăйсен ҫемйисемпе лăпкăн кăна пурăнĕҫ.

            5)   Кану саманчĕ.

- Чӱречерен инҫете-инҫете пăхăр-ха. Мĕн куратăр? Халĕ кăшт ҫывăхарах пăхăр, тата ҫывăхарах. (Ачасем мĕн курнине калаҫҫĕ) Халĕ ура ҫине тăрăр та класс йĕри-тавралла пăхăр. Мĕнле улшăну асăрхарăр? Тĕрĕс, тĕрлĕ вырăна ҫакса тухнă тĕслĕ хутсем. Вĕсем ҫине ваттисен сăмахĕсем, тупмалли юмахсем ҫырнă. Анчах ваттисен сăмахĕсен вĕсĕсем ҫук,  вĕсене сирĕн пĕлмелле. Тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупмалла. (Тĕслĕ хучĕсем – стикерсем. Вĕсене ачасем чӱречерен пăхна чухне ҫакса тухатăп)

   Ачасем ваттисен сăмахĕсене вĕҫлеҫҫĕ, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупаҫҫĕ.

   Ваттисен сăмахĕсем:

1.Ĕҫне тумасăр ан мухтан.

2.Ĕҫрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр.

3.Пĕлесси йывăр, пĕлсен – ҫăмăл.

4.Пĕрре улталăн, иккĕ улталăн, виҫҫĕмĕшĕнче ларса макăрăн.

5.Ҫĕр пус пуличчен ҫер тус пултăр.

6.Ăшă сăмах – ҫу кунĕ, сивĕ сăмах – хĕл кунĕ.

7.Калама ҫăмăл, тума йывăр.

8.Нумай пĕл, сахал калаҫ.

9.Шыв арманĕн ҫунат ҫук, чăн сăмахăн суйи ҫук.

10.Ҫынна сума сăвакан хăй те сумлă пулакан.

11. Паян тумалли ĕçе ырана ан хăварăр

  Тупмалли юмахсем:

1.Сӱс хӱреллĕ хурҫă йытă пĕр кĕрет те пĕр тухать. (Йĕп.)

2.Ани шурă, вăрлăхĕ хура. (Кĕнеке.)

3.Хăй утланнă, урине хăлха ҫине хунă. (Куҫлăх.)

4.Шăлĕ пур, ҫăварĕ ҫук. (Пăчкă.)

5.Ҫулленех пĕр пике килет, ҫутă кунсем илсе килет. (Ҫуркунне.)

6.Хĕлле те, ҫулла та кĕрĕкпе. (Сурăх.)

6) Омонимсем ҫинчен вĕреннине аса илесси

   - Тĕлĕнмелле илемлĕ те пуян  вăл чăваш чĕлхи. Пĕр пулăмах, япаланах е ĕҫе темиҫе сăмахпа палăртма пултаратпăр. Ҫав вăхăтрах пĕр сăмахпах темиҫе япалана, ĕҫе кăтартма пултаратпăр. Тĕслĕхрен: куҫ – курмалли орган, куҫ – пĕр вырăнтан тепĕр вырăна кайни.  Ҫакăн пек сăмахсене пĕр сăмахпа мĕнле калатпăр?

  - Омонимсем.

   - Ачасем,  халь эсир омонимла сăмахсем тупăр та пĕлтерĕшĕсене ăнлантарăр.

   Ачасем омонимла сăмахсем тупаҫҫĕ.

  1. Картинăпа ĕҫлесе синквейн тăвасси.

Слайд ҫинче ҫуркуннене сăнлакан ӱкерчĕк.

   - Ҫулталăкăн хăш вăхăтне сăнланă ӱкерчĕкре? Мĕнле сăмахсемпе сăнлама пулать ҫуркуннене? (Ăшă, ҫутă, хĕвеллĕ, илĕртӱллĕ, хитре, илемлĕ…)

   - Ҫак картина ҫине тата урама пăхса айтăр-ха 5 йĕркеллĕ ирĕклĕ сăвă ҫырса пăхар. Йĕрки ҫапла.

    1-мĕш йĕрке –  кам? мĕн? ыйтура тăракан 1 сăмах (япала ячĕ)

     2-мĕш йĕрке – мĕнле? ыйтура тăракан 2 сăмах (паллă ячĕ)

   3-мĕш йĕрке – мĕн тăвать? ыйтура тăракан 3 сăмах (глагол)

   4-мĕш йĕрке – предложени

   5 –мĕш йĕрке – ассоциации кам? мĕн?

                    Ҫуркунне

               Ăшă, илемлĕ

    савăнтарать, юрлать, ăшăтать

Ҫуркунне пире хăйĕн илемĕпе савăнтарать.

                      Пурнăҫ

  - Кашнин хăйне евĕрлĕ хайлав пулчĕ. Кун пек хайлава синквейн теҫҫĕ. Ҫакăн евĕр сăвă ҫырассине французсем шутласа тупнă. Ăна сиквейн ят панă. Куҫарсан  «пять вдохновений», «пять удач» тени пулать.

  1. Пĕтĕмлетӱ тăвасси.

          - Паянхи урока пĕтĕмлетсе хаҫат кăларăпăр. Хаҫат ячĕ «Омонимсем.Синонимсем.Антонимсем». Хаҫат мĕн иккене пурте аван пĕлетпĕр. Мĕн-мĕн пур хаҫатра. Тĕрĕс, калавсем, статьясем, сăвăсем, ӱкерчĕксем, вăйăсем тата ытти те. Эпир мĕнле кăларăпăр хаҫата? Сире пурне те ҫыпҫăнакан тĕслĕ хут валеҫсе патăм. Вĕсем ҫине эсир омоним, синоним, антоним ӱкерме пултаратăр е антонимпа синоним пур ваттисен сăмахĕ, тупмалли юмах ҫырма пултаратăр. Чи пултаруллисем антонимсемпе, синонимсемпе, омонимсемпе усă курса сăвă е пĕчĕк ҫеҫ калав ҫырма пултараҫҫĕ. Ҫак ĕҫ валли сире 7 минут. Ĕҫĕре пĕтерсен доска ҫине ҫыпăҫтарса хунă шурă хут ҫине килсе ҫыпăҫтарăр.

   Ачасем ĕҫленĕ хушăра кĕвĕ янăрать.

 - Маттур, ачасем. Эсир паян питĕ тăрăшса ĕҫлерĕр. Пурне те «5» паллă лартма пулать. Халĕ урок килĕшрĕ, мĕн те пулин ҫĕннине, усăллине илтĕр пулсан пуҫ пӱрнисене ҫӱлелле ҫĕклĕр. Килĕшмерĕ пулсан – аялалла.

     Урок вĕҫленчĕ. Пурне те тавтапуҫ, тепре тĕл пуличчен.

ТЕХНОЛОГИЧЕСКАЯ КАРТА КОНСТРУИРОВАНИЯ УРОКА С ИСПОЛЬЗОВАНИЕМ СРЕДСТВ ИНФОРМАЦИОННЫХ ТЕХНОЛОГИЙ

Предмет, класс

Тăван  литература, 5 класс

Урок теми

Валентин Урташ. Çурхи кунсем.

Урок тĕллевĕсем:

пĕлÿ

аталантару

сапăрл=х

Ачасене Урташ пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарасси тата хайлава тишкерме, унăн илемне туйма вĕрентесси. Сăмах пуянлăхне, унăн сăнарлăхне ăнланма вĕрентесси.

Хайлавăн текстне тишкерме тата унăн илемне туйма вĕрентесси; калаçу ăсталăхне аталантарасси; илемлĕх мелĕсене  палăртма вĕрентесси; словарьсемпе ĕçлесси.

 Тăван тавралăха юратма, упрама, сăнама вĕрентесси.

Урок т\с\

Хутăш урок. Произведени текстне тишкерме унăн илемне туйма вĕрентмелли урок.

Урокра кирлĕ ĕё хатĕрĕсем:

Компьютер, проектор, экран

Урок юхāмĕ:

1 тапхāр

Класа йĕркелесси

 Тĕллев

Урок темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарасси

Вāхāчĕ

5 минут

ИКТпа усā курни

Презентаци MS Office PowerPoint

 Вĕренекенсен ĕçĕ

Урок темине тетраде çырасси.

Вĕрентÿ меслечĕ:

Учитель сăмахĕ;учителĕн илемлĕ вулавĕ; ачасен палăртуллă вулавĕ; сăнав-шырав; ыйту-хурав;  пĕрин хыççăн тепри вулани;  вулав хăвăртлăхне аталантарас хăнăхусем;  вуласа тишкересси;  словарь ĕçĕ; чĕлхене сăнани; илемлĕх мелĕсене харпăр хăй тĕллĕн тупни; вуланă хайлава хак пама хăнăхтарасси.

Вĕрентекен ĕçĕ:

Ыйтусем парасси,  слайд кăтартасси

Çак тапхāрти тĕрĕслев

Малтанхи пĕлĕве çирĕплетни

2 тапхāр

Çыравçă пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарасси

Тĕллев

Ачасен пĕлÿ шайне ÿстересси

Вāхāчĕ

5 минут

ИКТпа усā курни

Слайд кāтартасси

Вĕренекенсен ĕçĕ:

  Хāйсем тĕллĕн ĕçлени, кирлĕ ответа шырани

Вĕрентÿ меслечĕ:

Учитель āнлантарăвĕ, сāнав

Вĕрентекен ĕçĕ:

Слайд кāтартасси

Çак тапхāрти тĕрĕслев

Проблемăлла ыйтусем

 3 тапхāр

Тĕп пай

Тĕллев

Хайлава илемлĕ вуласси, ăнланнине тĕрĕслесси.

Вāхāчĕ

25 минут

ИКТпа усā курни

Слайд кāтартасси

Вĕренекенсен ĕçĕ:

Ушкăнпа ĕçлени, уйрăм ачасен хуравĕ, Кластер  туни.

Вĕрентÿ меслечĕ:

Учитель калаçăвĕ

Вĕрентекен ĕçĕ:

Мĕн тумаллине кăтартса пырасси, ачасен хуравне итлени, сăнав.

Çак тапхāрти тĕрĕслев

Шухăшлаттаракан ыйтусем. Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени.

4 тапхāр

Урока пĕтĕмлетни

Тĕллев

 Урокра курни-илтнине пĕтĕмлетесси. Тетраде çырса хуни

Вāхāчĕ

6 минут

ИКТпа усā курни

MS Office PowerPoint

Вĕренекенсен ĕçĕ:

  Кластер туни   - «Хĕвел»

Вĕрентъ меслечĕ:

Учитель āнлантарăвĕ, сāнав

Вĕрентекен ĕçĕ:

Ачасен ĕçне пăхса тухса пĕтĕмлетÿ  тăвасси.

Ытти поэтсен сăввисемпе пĕтĕмлетни

Çак тапхāрти тĕрĕслев

Проблемăллă ыйтусем.

5 тапхāр

Ачасен ĕçне хакласси. Киле ĕç парасси.

Тĕллев

Ачасем хăйсем тĕллĕн хатĕрленнине, урокра ĕçленине хакласси.

Вāхāчĕ

4 минут

ИКТпа усā курни

Слайд кāтартасси

Вĕренекенсен ĕçĕ:

Дневника оценка лартни, килти ĕçе çырни.

Вĕрентекен ĕĕĕ:

Журнала оценка лартасси.


Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Информационная карта по физике. 12 класс. Открытие электрона.Открытие протона.

Краткое изложение темы "Открытие электрона. Открытие протона." в 12 классе вечерней (сменной) школы. Использованы материлы Интернета....

Проект открытого урока 9 класса "Открытие нейтрона. Состав атомного ядра. Массовое число. Изотопы"

Проект открытого урока «Открытие нейтрона. Состав атомного ядра. Массовое число. Изотопы»...

Материалы к открытому уроку географии 5 класса "Открытия русских путешественников"

Разработка содержит технологическую карту урока географии в 5 классе по теме "Открытия русских пуьешественников",  разработанну.ю в соответствиии с ФГОС ООО,...

Урок конспекчĕ «Паллă ячĕ» çинчен вĕреннине пĕтĕмлетесси.

Тĕллев: 1. «Паллă  ячĕ» темӑна вĕренсе пĕтернĕ май ачасен  пĕлĕвне тĕрĕслесси, пурнӑçра паллă  ячĕсемпе тĕрĕс усӑ курма вĕрентесси.2.Паллă ячĕсен синонимĕсемпе, антоним...