Глагол çинчен вĕреннине аса илесси
методическая разработка (7 класс) на тему

Сердцева Надежда Александровна

Урок-пĕтĕмлетÿ

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл glagol.docx24.73 КБ

Предварительный просмотр:

Тема: Глагол çинчен вěреннине пěтěмлетесси.

Тěллев: 1.Глагол çинчен вěренсе пěтернě май ачасен пěлěвне тěрěслесси, пурнăçра глаголсемпе тěрěс  те вырăнлă усă курма вěрентесси;
2. Тěрěс те илемлě калаçма, çырма, тăван чěлхене юратма хăнăхтарассипе малалла ěçлесси;

3. Хамăрăн юратнă учительсене хисеплеме, хаклама, сума сума вěрентесси.

Урок тěсě: Çул çÿрев урокě

Урокра усă курмалли материал: компьютер, слайдсем, карта-схема, дидактика материалěсем, перфокартăсем.

Урок юхăмě:

Ачасем, эсир иртнě уроксенче «Глагол» темăна пěтěмěшле вěренсе пěтернě, ун çинчен нумай çěннине пěлнě. 7 класра вěренме пуçланăранпах çак темăна тишкернě эсир. Питě пысăк тема вăл. Пěлмелли унта питě нумай. Паян эпир сирěнпе «Глагол» çěр-шывě тăрăх çул çÿреве кайса килěпěр, тěрлě вырăнсенче пулса нумай ěçсем тăвăпăр. Ěçěсем пěр-пěринпе тачă çыхăннă. Çав ěçсене тумасăр малалла кайма майě çук. Пурте хатěр-и? Халě маршрутпа паллашăпăр. Сирěн умра схема-карта. Çак чарăнусенче пулма тивет паян пире. Каялла сывă та чипер таврăнас тесен сирěн глагол çинчен мěн вěреннине пěтěмпех аса илес пулать.Çул çинче сире пулăшса, сăнаса пыраканěсем вěрентекенсем пулěç. Вěсем слайдсем çинче те, класра та урок тăршшěпех пирěнпе пěрле пырěç. Президент Указěпе килěшÿллěн пирěн кăçал мěнле çул-ха?  Тěрěс, кăçал пирěн Вěрентекен çулталăкě. Патшалăх вěрентекенсем çине пысăк тимлěх уйăрма пуçларě. Эппин, пирěн те вěсене ытларах юратмаллла, хисеплемелле, савăнтармалла.

        Айтăр-ха савăнтарар вěсене.

Пирěн пěрремěш чарăну – ТЕОРИ.

Экран çинчи вěрентекенсем сире глаголсемпе çыхăннă ыйтусем параççě:

  1. Мěнле пуплев пайне глагол теççě? Унăн ыйтăвěсем?
  2. Мěн вăл наклонени? Чăваш чěлхинче пурě миçе наклонени? (4-кăтарту, хушу, ěмěт, килěшÿ)
  3. Хăш наклонени вăхăт тăрăх улшăнать? Унăн мěнле вăхăтсем пулаççě?(кăтарту –хальхи, пулас, иртнě)
  4. Хăш вăхăтсенчи причастисем  çуклă формăра пěр пек пулаççě? Тěслěх тупăр.

(хальхи тата иртнě причастисем: каякан-кайман, кайнă-кайман)

Питě маттур! Ку ěçе пурнăçларăмăр. Куратăр-и, вěрентекен сăнě те çуталчě. Малалла кайăпăр.

Иккěмěш чарăну – ПРАКТИКА.

Ачасем, сăнăр-ха слайд çинчи вěрентекен сăнне. Мěнле куратăр эсир ăна?

        Савăнăçлă, хаваслă,кăмăллă,

        телейлě, ăш-пиллě, …

Мěнле пуплев пайěсем кусем?  Савăнăçлă, хаваслă,кăмăллă сăмахсенчен глагол формисем тăвăр. Халě тетрадьсене уçăр та слайд çинчи глаголсене кирлě формăра лартăр:

Савăн- хальхи причасти, пурлă формăра, -и аффикслă палăрту форминче, нумайлă хисепре, пěрлелěх падежěнче.   (савăнаканнисемпе)

Хаваслан- пулас причасти, 2 мěш сăпатра, нумайлă хисепре   (хавасланассăр)

Кăмăлла – кăтарту наклоненийěнче, хальхи вăхăтра, çуклă формăра, 3-мěш сăпатра, нумайлă хисепре.             (кăмăлламаççě)

Малалла, тепěр чарăну патнелле. Çитес чарăну – ХАЛĂХ СĂМАХЛĂХĚ

Çак ваттисен сăмахěсене малалла тăсăр, глаголсене тупăр та вěсем мěнле предложени членě пулнине калăр:

 1. Вĕренни çǎкǎр … (ыйтмасть)

 2.Вĕренни – çутǎ, вĕренменни –… (тěттěм)

 3.Вĕрентсен упа та ташлама … (вěренет)

 4.Вĕреннĕ чух ĕçлесе пыр, ĕçленĕ чух… (вěренсе пыр)

 5.Ǎс тенине мĕн виличчен … (пухаççě)

 6.Вĕрен явма та вĕренни …(кирлě)

ФИЗКУЛЬТМИНУТКА.

Çул çинче ывăннă хыççăн канса илтěмěр. Эпир мěн ěçленине экран çинчи тата класри вěрентекенсем тимлěн сăнаса пыраççě. Халě малалла кайăпăр. Пирěн çитес чарăну –  «ЛИТЕРАТУРА»

Çак  ÿкерчěкре мěнле çыравçа куратăр?  Кам вăл?  Вăл ăçта ěçленě? (М. Трубина, вăл Çěрпÿ тата Куславкка районěсенчи шкулсенче учитель пулса ěçленě, Чăваш АССР тата РСФСР шкулěсен тава тивěçлě учителě. Ǎна Ленин орденě парса чысланă)

Сирěн умри текста эсир халь курнă çыравçă çырнă. Вăл мăнле произведенирен-ши?

                   Çак текстра глаголсене тупăр, вěсем мěнле формăра пулнине калăр:

    Текст:

Шурă кěпе, улăм шлепке тăхăннă вěрентекен, куçлăхне хěвел çинче йăлтăртаттарса, ачасем хушшинче çÿрет. Вăл е йывăç тавра хусăкласа кăтартать,  е йывăç туратне касать,  мěншěн касмаллине,  мěнле касса илмеллине каласа парать. Тата тупăннă хурт мěнрен сиенлине, ăна мěнле пěтермеллине каласа ăнлантарать.  Ачасем учитель хушнă пек тăрăшса ěçлеççě, шăкăлтатса калаçаççě, хăш чух юрлаççě те.

                                                 М. Трубина. «Асăнмалăх, савăнмалăх».

 

Çул çÿрев пирěн малалла тăсăлать. Тепěр чарăну – ТЁРЁС ÇЫР

Куратăр–и, слайдри учитель питě шухăша кайнă,  тунсăхлă,  пăшăрханчăк кăмăллă.  Вăл ачасем нумай йăнăш тунишгěн пăшăрханать пулмалла.  Эсир мана пăшăрхантармастăр пуль тетěп.

      Çак предложенисене тěрěс çырса илěр, ачасем тунă йăнăшсене тÿрлетěр, глаголсене аялтан туртăр:

1.Эпě мěн ачаранпах вěрентекен пулма ěмěтленетěм. 2.Çакă учительсемпе ашě-амăшне кăна-и, ачасене хăйсене те савăнтарачě.3. Эпě пынă вăхăтра Николай Кондратьевич пахчара чакаланачě. 4. Савăнса ěçлеччě вăл ачасем хушинче. Ĕçрен пушанă вăхăтсенче кěнекесем вулаччě, кино кураччě.

     Ачасем, эсир кашни кунах хăвăр юратнă вěрентекенсемпе пěрле. Вěсем сире вěрентеççě, сирěн хуйха-суйха пěрле пайлаççě. Йывăр-ши вěсене сире вěрентме? Вěсен ěçне çăмăллатас тесе эсир мěн тăватăр? Сирěн кашнин чи юратнă вěрентекен пур. Çитес  урок валли хăвăрăн юратнă учитель çинчен кěске калав çырса килěр, усă курнă глаголсене аялтан туртăр.

     Халě малалла кайăпăр. Пирěн тепěр чарăну –  ВǍЙǍ

Вěрентекенсем эсир ывăннине сисрěç. Сире канмалла вăйă сěнеççě. Айтăр-ха вăйă саманчěпе усă курар, тěрлě шÿтлě ыйтусем çине хуравлар.

1.  Глагол тымарě çумне тепěр глагол тымарě хушсан çын ячě пулать. Мěнле сăмах-ши?

                                        Çи  +   тăр

2.  Мěнле глагола кутăнла вуласан япала ячě пулать?

                                        Çак   -   каç

3.  Мěнле сăпат местоименийě çумне глагол тымарě хушсан арçын ячě пулать?

                                        Сан  -   тăр.

                     Вăйă:

Перфокарта.

Çак глаголсене кирлě вырăна лартăр:

  килет, килетчě, кайнă, пулмалла, кай

1.Темиçе иртнě вăхăтри глагол (2)

2. Хальхи вăхăтри глагол           (1)

3.Хушу наклоненийěнчи глагол (5)

4.Пулмалли причасти                  (4)

5.Иртнě причасти                         (3)

«Сармантей» калаври  глаголсене çырмалла

 Акă ěнтě эпир маршрутра кăтартнă вырăнсенче пулса куртăмăр, глаголсем çинчен хамăр мěн вěреннине çирěплетрěмěр, учительсен пархатарлă ěçне те ытларах куртăмăр. Сирěн умра хаваслă та савăнăçлă, тунсăхлă та пăшăрханчăк сăнлă вěрентекенсем пулчěç.  Вěсен сăнěсем ялан савăнăçлă пулччăр, нихăçан та ан ватăлччăр вěсем.  Тав тăвар вěсене пире ăс панăшăн, вěрентнěшěн.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Алфавит. Вĕреннине аса илни

Урок чувашского языка в 5 классе....

5 класс, открытый урок "Омонимсем, синонимсем, антонимсем ҫинчен вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетесси"

Открытый урок в 5 классе  по обобщению тем "Омонимы. Синонимы. Антонимы." с использованием пректной технологии....

Япала яче синчен вереннине аса илесси

6 класра  човаш челхипе ирттермелли урок конспекче...

Урок конспекчĕ «Паллă ячĕ» çинчен вĕреннине пĕтĕмлетесси.

Тĕллев: 1. «Паллă  ячĕ» темӑна вĕренсе пĕтернĕ май ачасен  пĕлĕвне тĕрĕслесси, пурнӑçра паллă  ячĕсемпе тĕрĕс усӑ курма вĕрентесси.2.Паллă ячĕсен синонимĕсемпе, антоним...