Идея и тема в произведении Иг. Иванова
план-конспект урока (7 класс) на тему
конспект урока чувашской литературы в 7 классе по ФГОС
Скачать:
| Вложение | Размер |
|---|---|
| 38.29 КБ |
Предварительный просмотр:
Иг. Ивановăн «Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă» хайлавĕн тĕп темипе идейи.
(Урок чувашской литературы в 7 классе)
Торгашова Алена Николаевна,
учитель родного языка и литературы
МБОУ «Богдашкинская ООШ»
Тетюшского муниципального района
Республики Татарстан
Урок тĕсĕ. Хутăш урок.
Урок тĕллевĕсем: Хайлав темине, тĕп шухăшне, сюжет йĕрне тупасси, сăнарсене характеристика парасси; ачасене пĕлÿ шырас ĕçе тĕллевлĕн проект туса пама хăнăхтарасси, çак ыйтусене ытти ачасемпе сÿтсе явма, татса пама хавхалантарасси.
Вĕренекенсен результачĕсем:
Харкамлăх результачĕсем (личностные УДД):
1.Сывлăх пур япаларан та хаклăрах пулнине хисеплеме вĕренни.
2.Хайлавра çырса кăтартнă пулăмсенче, пурнăçри тĕслĕхсенче вĕренÿ тĕллевĕпе вĕренÿ результачĕ хушшинчи çыхăнăва курма пултарни.
3.Пурнăçра лайăххипе япăххине, ыррипе усаллине чухлама пĕлни, мораль нормин пĕлтерĕшне (ырăпа усал кĕрешĕвĕнче ырри çавах çĕнтернине) вĕренÿре тата социаллă пурнăçра илнĕ опыта танлаштарса хаклама пултарни.
Предметăн пайрамлă результачĕсем (предметные): хайлав темине, тĕп шухăшне, сюжет йĕрне уçса пама пултарни.
Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем (метапредметные):
Йĕркелÿ ВУД (регулятивные УУД): ума лартнă тĕллеве пурнăçлама тухăçлă мелсем суйласа илни; вулавăн тĕрлĕ мелĕсемпе усă курни, текстпа ĕçлеме, ăнлавсене хак пама, пĕтĕмлетÿсем тума пĕлни.
Хутшăну ВУД (коммуникативные УУД): мăшăррăн, пĕчĕк ушкăнпа, пĕрле ĕçлеме – проект хÿтĕлеме, пĕрлĕхлĕ ĕçĕн харкам пайне пурнăçлама хăнăхни.
Информаци ВУД (познавательные УУД): тĕрлĕ информаци çăл куçĕпе усă курма пултарни (кĕнеке, хаçат-журнал, Интернет).
Курăмлăх хатĕрĕсем: Ноутбук, проектор, стена хаçачĕ, çыравçăн сăнÿкерчĕкĕ, хисеп ячĕсем.
Урок йĕрки
I.Класа йĕркелесси (урокра кирлĕ хатĕрсене тĕрĕслесси)
II.Килти ĕçе тĕрĕслесси
— Мĕн ятлă проект ĕçĕ килте хатĕрлерĕр?
— «Иг.Иванов пурнăçĕпе пултарулăхĕ»
— Ушкăнра кашнин хăйĕн ĕçĕ. Çав ĕçсене паян хÿтĕлетпĕр.
— Данил, эсĕ мĕнле профессиллĕ çын?
— Эпĕ ÿнерçĕ.
« Иг.Иванов пурнăçĕпе пултарулăхĕ» проекта хÿтĕлеççĕ (ÿнерçĕ, тĕпчевçĕпе программист, журналист)
III. Çĕнĕ тема вĕренесси
1. —1848- çак хисеп ячĕ мĕнле шухăша ярать сире?
— И.Яковлев та çак çул çуралнă.
— Тĕрĕс.И Яковлев çав çул кăна мар Ивановпа пĕр ялтах çуралнă
(2- мĕш слайд)
— Тата камсем çуралнă Кăнна Кушкинче? (3-мĕш слайд)
3. «Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă» калавне черетпе вуласси (4-мĕш слайд)
(ачасем черетпе вулаççĕ)
4. Словарь ĕçĕ (5-мĕш слайд) (тетрадь çине çырса пыраççĕ)
мул – пуянлăх, укçа
имсĕр-сумсăр хытă çын – питĕ хытă
çÿлĕк – полка
чухлама кирлĕ – ăнланмалла, виçене пĕлмелле
5. Калав содержанийĕпе ĕçлени: (6-мĕш слайд)
-Калавра кам çинчен пĕлтĕмĕр?
-Вăл мĕнле пурăннă? (95 страницăн аялтан иккĕмĕш абзацĕнче унăн пурнăçĕ пирки пĕтĕмлетсе каланине тупмалла)
-Кăмăлĕпе мĕнле çын пулнă-ха вăл?
-Хăйĕн хĕрĕсене юратнă-и?
-Ыйткалакансемпе хăйне мĕнле тытнă?
-Ял çыннисемпе мĕнле хутшăннă?
-Турă пирки мĕн калать?
-Çакăн пек никама та хисеплемен, юратман çын пурнăçĕ йĕркеллĕ, телейлĕ пулма пултарать-и?
-Йĕçтук вилнĕ хыççăн унăн çемйи йĕркеллĕ пурăнать-и?
IV. Кану саманчĕ. (7-мĕш слайд)
Пирĕн сывлăх çинчен нихăш самантра та манмалла мар. Урокра ларнă чухне те. Урок вăхăтĕнче пирĕн куç та ывăнать, шăм-шак та.
(юра шăраннă май теттерен тĕрлĕ фигурăсем тумалла)
V. Вĕреннĕ материала çирĕплетни
а) «Пуç мими штурмĕ» (Мозговой штурм) (8- мĕш слайд)
-Мĕнле шутлатăр, çынна пурнăçра мул кирлĕ-и?
Пĕтĕмлетÿ патне çитмешкĕн пур ушкăн валли те тĕп ыйту:
«Мул е сывлăх хаклăрах?»
Проблемăллă ыйтусем
1 ача:
Çыннăн мул пултăр тесен мĕн тумалла?
2 ача:
Çыннăн сывлăх пултăр тесен мĕн тумалла?
3 ача:
Çыннăн сывлăх та пур, мул та пур – вĕсемпе мĕнле усă курмалла?
4 ача:
Тĕп ыйту
(тĕслĕхрен: 1-мĕш ушкăнăн тĕллев – мул пухасси. Çакна пурнăçлама эсир мĕн-мĕн палăртатăр. Анчах Йĕçтук тĕслĕхне шута илмелле (мулĕ пур – сывлăхĕ çук). 2-мĕш ушкăнăн сывлăхлă пулма укçа та кирли пирки манмалла мар.)
ă)Фишбоун ( 9-мĕш слайд)
— Мĕн вăл фишбоун?
— Пулă шăмми. Пуçĕ-тĕп ыйту, хÿри- хурав, шăммисем- хурав патне илсе пыракан версисем.
б) Чăвашсен спортсменĕсемпе паллашасси
(10-12 слайдсем)
в)Тутар Республикинче спортпа туслă пурăнатпăр.
(13- мĕш слайд)
2013-?
2014-?
2018-?
г) Синквэйн туни (14-мĕш слайд) (Тетрадь çине çырса пыраççĕ)
Мĕн вăл синквэйн? Синквэйн – пилĕк йĕркеллĕ сăвă, анчах унта эпир рифмăсемпе усă курмастпăр, шухăша кашни йĕркере тĕрлĕ пуплев пайĕпе палăртатпăр.
Пĕрремĕш йĕрке – япала ятĕнчен пулнă пĕр сăмах, тема. Мĕн çинчен калаçрăмăр эпир паян?(Сывлăх)
Иккĕмĕш йĕрке – икĕ паллă ячĕ. Сывлăх мĕнле пулмалла? Мĕнле вăл пирĕншĕн? (Çирĕп, хаклă)
Виççĕмĕш йĕрке – виçĕ глагол. Сывлăх пирĕн пурнăçра мĕнле вырăн йышăннине мĕнле глаголсемпе палăртатпăр? Сывлăх мĕн тăвать? (Пулăшать, çирĕплетет, аталантарать)
Тăваттăмĕш йĕрке – тăватă сăмахран тăракан каларăш, ваттисен сăмахĕ. Маларах каланисене шута илсе мĕнле ваттисен сăмахĕпе усă курма пулать? (Сывлăхран хакли нимĕн те çук)
Пиллĕкмĕш йĕрке - япала ятĕнчен пулнă пĕр сăмах, вăл пĕрремĕш сăмахĕпе çыхăнать, пĕтĕмлетÿ пĕлтерĕшлĕ. Свлăх хăй мĕн вăл пирĕшĕн? (Мул, пуянлăх)
Сывлăх
Çирĕп, хаклă
Пулăшать, çирĕплетет, аталантарать
Сывлăхран хакли нимĕн те çук
Мул, пуянлăх
VI . Киле валли ĕç
«Сывлăх» темăпа çыхăннă 10 ваттисен сăмахĕ тупса вĕренмелле
Ачасен ĕçне хаклани
Рефлекси
Алă ÿкереçсĕ, пÿрнисене тĕрлĕ тĕспе сăрлаççĕ. Симĕс- паянхи темăна ăнлантăм, сарă – пĕтĕмпех ăнланаймарăм, кăвак – паянхи урок килĕшрĕ, хĕрлĕ – нимĕн те ăнланмарăм, хура – урок килĕшмерĕ.
Ачасен ĕçне хаклани
Пĕтĕмлетÿ.
Ачасем пурнăçра чи хакли –сывлăх. Ăна мĕн пĕчĕкрен упрама тăрăшмалла. Пирус туртассинчен ,ытти кирлĕ-кирлĕ мар япаласенчен пăрăнса çÿремелле.Спортпа туслă пулмалла. Тĕрĕс çулпа утакан, пурнăçа юратакан - телейлĕ. Апла пулсан, мĕн хаклăрах пурнăçра?
По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Сценарий урока на тему: "Скалярное произведение векторов"
В работе представлен сценарий урока по геометрии в 11 классе на тему: "Скалярное произведение векторов". Помимо сценария в работе имеется презентация к уроку....

конспект урока по теме "Скалярное произведение векторов"
Урок изучения нового материала с применением информационных технологий....

Интегрированный урок по теме «Скалярное произведение векторов» (геометрия – физика).
Совместно с учителем математики Паневой Наталией Васильевной...

Презентация "Героическая тема в произведениях русских композиторов"
Презентация к уроку музыки для 6 класса на тему "Героическая тема в произведениях русских композиторов"...

Историческая тема в произведениях художников
Исторический жанр в искусстве. История народа в человеческих типах, характерах и коллизиях. Отражение красоты и величавости русского былинно- сказочного эпоса в произведениях отечественных художников....
Разработка интегрированного урока по теме "Историческая тема в произведениях А.С. Пушкина".
Исторические моменты описанные в произведениях А.С. Пушкина...
