Сценарий внеклассного мероприятия
методическая разработка

Торгашова Алена Николаевна

Сценарий внеклассного мероприятия для проведения "День чувашского языка"

Скачать:


Предварительный просмотр:

Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Богдашкинская основная общеобразовательная школа»

«Янăра, чăваш чĕлхи!»

Номинация «Лучшее Внеклассное мероприятие»

Составитель: Торгашова Алена Николаевна

учитель родного языка и литературы

МБОУ «Богдашкинская ООШ»

первая квалификационная категория

2021г.

                                                 Янăра, чăваш чĕлхи!

(литературăпа  музыка  композицийĕ)

Тĕллевсем:

1)Чăваш чĕлхипе манăçланас туйăма ÿстересси;

2) Тăван çēршыва, тăван чĕлхене юратма, хисеплеме, хаклама вēрентесси;3) Ачасен сцена çинчи выляс пултарулăхне аталантарасси.

Хутшăнакансем:

5-9 - мĕш класра вĕренекенсем

Сцена çине Нарспипе Сетнер тухаççĕ (Андреевăн «Нарспи» юрри шăранать, çавăн тăрăх инсценировка тăваççĕ)

Кĕвĕ пĕтнĕ хыççăн Нарспипе Сетнер салаламлаççĕ, мероприятие уçаççĕ.

Хаклă хăнасем, вĕренекенсем, вĕрентекенсем!

Сетнер:

Сире пирĕн шкулта курма хавас. Йышăнса илсемĕр пирĕнтен хĕрÿллĕ салам!

Нарспи:

ЮНЕСКО пуçарăвĕпе нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери халăхсен Тăван чĕлхе кунне паллă тăваççĕ.

Нарспи:

Эпир те паян Тăван чĕлхе кунне халалланă уява пуçтарăнтăмăр.Чĕлхе вăл – халăх культурине упраса пыма пулăшакан хатĕр.

Пĕрле:

Тархасшăн, ирĕк парсамăр пире уява пуçлама!

(Лăпкă кĕвĕ илтĕнет)

Вĕрентекен:  Тахçан-тахçан ….

(Сцена çинче ватă мучи ç ăпата туса ларать.Ун патне мăнукĕ чупса кĕрет)

Мăнукĕ (Оксана )  Асатте эсĕ нумай çул пурăннă. Çĕр çинче чылай чĕлхе пур теççĕ. Кала-ха, эсĕ хăш чĕлхене ытларах юрататăн?

Аслашшĕ (Кирилл ) Ачам, эпĕ пур чĕлхене те кăмăллатăп, анчах вара чи юратни–тăван чĕлхе,  паллах.

Мăнукĕ: Чи илемли хăш чĕлхе-ши? Манăн питĕ пĕлес килет.

Аслашшĕ:  Чи илемли те, мăнукăм–тăван чĕлхе.

Мăнукĕ: Чи пуянни вара?

Аслашшĕ:  Чи пуянни те, маншăн-тăван чĕлхех шутланать.

Мăнукĕ:   Мĕнпе пуян вара вăл?

Аслашшĕ:  Кун çинчен пĕлес килсен айта пĕрле хуравне тупма тăрăшăпăр.

Паян пирĕн пата хăнасем килсе çитрĕç. Вĕсем те кун çинчен пĕлесшĕн иккен.

(Иккĕшĕ те кĕрсе каяççĕ)

5-мĕш класра вĕренекенсем тухаççĕ

Данил А: Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе,

Эс-чи пахи, эс-чун уççи.

Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе,

Пин чĕлхерен  чи çепĕççи.

Алиса Я: Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе,

Пит çепĕç те çемçе чĕлхе,

Мухтавлă, çиçĕмлĕ чĕлхе,

Хăватлă, туйăмлă чĕлхе.

Оксана О: Тăван чĕлхе – аваллăх та,

Тăван чĕлхе – малашлăх та.

Анне ăшшилĕ чĕлхене

Юратăр ĕмĕр-ĕмĕрех.

Вĕрентекен: «Тăван чĕлхемĕр – иксĕлми ăс-тăн çăлкуçĕ, халăхăн аваллăхĕ…» - тесе палăртнă паллă ăсчах, этнопедагог Г.Н.Волков.

«Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн пĕтĕм тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук,» - тенĕ чăвашсене çутта кăларакан аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев.

Тăван чĕлхене аван пĕлмесĕр чăн-чăн пĕлÿ илме çук. Эпир хамăра çуратса ÿстернĕ атте-анне чĕлхине чунтан юрататпăр. «Тăван чĕлхене пĕлекен ытти чĕлхесене те хисеплет. Тăван çĕр-шыва юратасси те  тăван чĕлхерен, анне сĕчĕпе кĕнĕ чĕлхерен пуçланать…» - тесе çырать паллă çыравçă Г.Ефимов.

(«Пирĕн анне» юрă шăранать,  юрлаканĕ - Эвелина Т.)

(Сцена çине амăшĕпе хĕрĕ тухаççĕ)

Хĕрĕ (Эвелина) :

Анне, уя тухса утсассăн,

Мĕскер унта ялан кашлать?

Амăшĕ(вĕрентекен):

Унта сар тулă пит ачашшăн

Çилпе мăнаçлăн хумханать.

Çĕр халăха тăрантарать,

Пуянлăхĕ-вăй-хал парать.

Хĕрĕ:

Анне, тÿпенелле пăхсассăн,

Мĕскер унта йăлтăртатать?

Амăшĕ:

Унта çăлтăр ав, çутатать.

Çак çутă çăлтăр тÿпере

Пин ят усрать ытамĕнче.

Хĕрĕ:

Анне, ĕçленĕ чух юрлатăн,

Мĕне пĕлсе, кама савса?

Амăшĕ:

Тавах Турра тесе калатăп

Тăван çĕре эп юратса.

(Кĕрсе каяççĕ)

(6-мĕш класра вĕренекенсем тухаççĕ)

Кирилл:

Эп – чăваш ачи. Саватăп

Хамăрăн чăваш  çĕрне.

Вăл кипке те ман, сăпка та,

Ăна манмăп ĕмĕрне.

Нина: Эп – чăваш ачи. Саватăп

Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене,

Юратап юрра-сăвва та,

Купăса та кĕслене.

(4-мĕш класра вĕренекенсем «Тăван ял» юрă юрлаççĕ.)

(7-мĕш класра вĕренекенсем тухаççĕ)

Дима Т: Ан тиркесем чĕлхемĕре,

Ан хăй ăна начар теме.

Унпа сана анÿ ÿстернĕ,

Юрла-юрла хуллен сиктернĕ.

Ваня У: Савар, мухтар ,челхемере

Ăна усрар чыс-хисепре,

Унпа эпир ĕçе вĕреннĕ,

Чăн тÿпене çити çĕкленнĕ.

Катя : Упрар тăван чĕлхемĕре –

Чун-чĕрери хĕлхемĕре.

Унпа эпир ялан  çĕнтернĕ,

Çĕр-шыв ятне çÿле çĕкленĕ.

(сцена çине кĕçĕн классем «Юмах тĕнчи» ташăпа тухаççĕ)

Вĕрентекен: «Мĕн чăваш чĕлхи!» - илтетпĕр

Хăш чухне чăвашранах.

Йĕрĕнсе пăхса илетпĕр

Ун йышши каçрашкана.

Сценка «Шили-пили »

Выляканнисем:  7-мĕш класра вĕренекенсем

Амăшĕ- Катя К.

Ывăлĕ- Дима Т.

(Вова амăшĕ пукан çинче нуски çыхса ларать.Ун тавра Вова явăнса çÿрет.)

Вова: Анне, юмах каласа пар-ха.

Кулине: Не анне, а мама.

Вова: Ну, мама пултăр. Мама, юмах каласа пар-ха. Ялта асанне пит нумай юмах каласа пачĕ мана. Эх, пĕри тепринчен асамлăрах юмахĕсем.

Кулине (тарăхса) Твой асанне, кокта я поету в теревню, выковор получит.

Вова (тĕлĕнсе) Мĕншĕн?

Кулине Тебе по-чувашски портилшăн.

Вова:Асанне мана чăвашла вĕрентнĕшĕн ăна ма вăрçмалла?Анне, юмах каласа пар-ха. (амăшĕ çумнеларать) Каласа пар –ха ĕнтĕ, анне.

Кулине: Шили- пили папка та тет.

Вова (ăнланмасăр – хăй тĕллĕн Шили…А мĕн çĕленĕ вара вĕсем?)

Кулине: Не çĕленĕ, а шили-понимаешь-ш-ш-шили

(аллинчи çăмхине урайне перет)

Ты после теревни ненормальный стал что ли? Ничего не понимаешь. Переключай свой моск на русский.

Вова: (ĕнсине хыçкаласа) Мĕн çĕленĕ вара вĕсем? Кĕрĕк-и? Тăлăп-и? Çĕлĕк-и? Шлепке-и?

Кулине: (тарăхса) Ни шлепке, ни тулуп. А просто жили…

Вова: Ан çилен, анне. Асанне манна хулана кайсан аçу-аннÿпе  чăвашла калаç терĕ.

Кулине:  Слушай хорошо, тогда поймешь. Шили-пили папка та тет.

Вова:(хăй тĕллĕн) Мĕн пулма пултарать-ши ку тет тени? Асанне юмахĕсенче тет сăмах нумай–ха.

Кулине: У аснни тет-трукой, а у меня тет-совсем трукой. У меня тет-старик. Понял?

Вова:(хавассăн)Тинех ăнлантăм: тет-старик, папка-бабка.

Кулине: (ывăлне çурăмĕнчен лăпкаса) Ма-ла тес!

Вова тата хаваслăрах: Шили-пили тени вăл санăн Жили-были тени пулĕ-ха.

(Кулине ывăлне хăй çумне чăмартать) Наконец-то твойне ма-ла –тес!

Лар-ха, лар. Малалла итле.

(Вова алăк патне чупса каять)Урăх итлеместĕп ку юмаха. Ытла ăнланмалламар.Ăна итличчен урама тухса ачасемпе вылятăп. Юмахне каличчен малтан, мама, эс вырăсла лайăхрах вĕрен-ха. Унсăран эп сана ăнланмастăп, эс-мана. Мĕнле пурăнмалла?

Вĕрентекен:

Вырăсла пĕлни – пысăк ырлăх, пысăк çитĕнÿ. Анчах вăл пирĕн чăваш чĕлхине тата Раççейри ытти халăхсен чĕлхисене хупламасть, пурнăçра кансĕрлемест.

Чăвашсем, чăвашла калаçмасăр,

Ан именĕр чăваш пулнăран.

Чăвашсем, чăвашла юрламасăр,

Ан писсемĕр тăван халăхран.

Оксана: Ĕмĕрсем иртсе пыраççĕ

Ÿстерсе вăй-хал мулне

Кĕнекеçĕсем шыраççĕ

Чăвашсен кунне-çулне.

Тинкеретпĕр малалла

Кайрине те халь куратпăр…

Манăн шухăшăмпала

Эпир пулнă, пур ,пулатпăр!!!

Алиса: Никамран та ютшăнмасăр

Тан хурса пур йăхсене

Ят хума пултарнă хамăр

Хĕвеле,çăлтăрсене.

Ăс-пуçран та катăк мар

Чун хавалĕпе те паттăр

Чĕрепе те шĕл кăвар

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!!!

(Типшем Сашукăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» юррин 1-мĕш çаврăмĕ янăрать)

(Аслашшĕпе манукĕ сцена çине тухаççĕ)

Мăнукĕ: Асатте, эсĕ мана7 ыйту панă пулсан эпĕ пĕр хурав, пĕр сăмах калăттăм.

Чи илемли, чи янăравли, чи çепĕççи, чи илемли, чи хăватли, чи ăшши, чи юратни…

(тĕрленĕ ал шăлли çине ЧĂВАШ ЧĔЛХИ çырнине çĕклеççĕ)

Вĕрентекен:

Чĕлхемĕр пулсан – эпир пуян,

Чĕлхемĕр пулсан – эпир патвар,

Чĕлхемĕр пулсан – эпир мăнаç,

Чĕлхемĕр пулсан – эпир хастар!


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Сценарий внеклассного мероприятия на тему: "Эти удивительные растения".

Сценарий мнтеллектуально-творческой игры по природоведению 1 класс...

Сценарий внеклассного мероприятия "Мы выбираем"

В сценарии содержится представленный в оригинальной форме материал о пользе здорового питания для современных школьников...

Сценарий внеклассного мероприятия для 1-х классов «Путешествие в мир английского языка»

Внеклассное мероприятия для учащихся 1-го класса, которые начнут изучать английский язык во 2 классе. В мероприятии также участвуют ученики 6 и 8 классов. Стараюсь проводить такое мероприяти...

Профилактическое мероприятие по профилактике ДДТТ. Сценарий внеклассного мероприятия по профилактики ДДТТ Открытие акции «Засветись».

Акция «Засветись» проводится в  целях предотвращения случаев травмирования детей в вечернее время суток на дорогах области, формирования знаний, умений и практических навыков безопасного поведени...

Сценарий внеклассного мероприятия в 8-9 классах Внеклассное мероприятие на тему: « Прекрасное - рядом с нами»

Цели внеклассного мероприятия: решить проблему досуга воспитанников; ознакомить с различными видами искусства, историей их возникновения....