Федор Павлович Павлов тата унăн пурнăçĕн тупсăмĕ
план-конспект урока (9 класс)

Жукова Людмила Валентиновна

Проект для изучения жизни и творчества чувашского поэта, драматурга, публициста и композитора Ф.П.Павлова

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon proekt_f.pavlov.doc82.5 КБ

Предварительный просмотр:

Жукова Людмила Валентиновна, Чăваш Республикинчи Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Питĕркассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул,чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен,  milazhuckowa@yandex.ru

 (Федор Павлов  пурнăçĕпе пултарулăхне  вĕрентессине проект технологийĕпе усă курса 9-мĕш класра чăваш литературипе  ирттернĕ урок)

Проект ячĕ: «Федор Павлович Павлов тата унăн пурнăçĕн тупсăмĕ»

Проект тĕсĕ: Пултарулăх проекчĕ

Проект тĕллевĕ: Федор Павлович Павлов пурнăçĕпе ĕç-хĕлне тишкересси

Проекта пурнăçланă май тумалли ĕçсем:

«Федор Павлов – тĕрлĕ енлĕ талант» презентаци йĕркелесси;

- Композитор пултарулăхне халалласа буклетсем хатĕрлесси;

- Федор Павлов хывнă сăвă-юрă тăрăх видеоклип ăсталасси;

- Пăхмасăр  сăвă каласси;

- «Судра» пьесăри сыпăксене выляса кăтартасси;

- Федор Павлов 130 çул тултарнине тата Чăваш Енри Паллă ентешсен çулталăкне  халалланă конкурссене хутшăнма хатĕрленесси.

Проект ĕçĕн тухăçлăхĕ:

- Федор Павлов пултарулăхĕн Чăваш ен историйĕнче пĕлтерĕшĕпе вырăнне палăртасси;

- Чăваш Республика историйĕ унăн пултаруллă çыннисемсĕр çырăнайманнине ачасем патне çитересси.

Проект ĕçĕн актуаллăхĕ:

История человеческого труда и творчества гораздо интереснее и значительнее истории человека, - человек умирает, не прожив и сотни лет, а дело его живет века.

                                                                                               Максим Горький.

Проекта пурнăçлама усă курнă мелсемпе меслетсем:

- асăннă темăпа литература тишкерни;

- интернет рессурссенче информаци, иллюстраци  шырани;

- презентации, видеоклип йĕркелени;

- ыйту-хурав, тĕпчев-шырав.

Проекта хутшăнакансем:

- Питĕркассинчи вăтам  шкулта 9-мĕш класра вĕренекенсем;

-Жукова Людмила Валентиновна, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ.

Проект ĕçне пурнăçа кĕртмелли вырăн:

- 429050, Чăваш Республикинчи Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Питĕркассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул;

- чăваш чĕлхипе литература кабинечĕ;

Проекта пурнăçа кĕртмелли тапхăрсем:

Проект ĕçне пурнăçа кĕртмелли тапхăрсем

Проект ĕçĕн содержанийĕ

I. Хатĕрленÿ тапхăрĕ

Ачасем çак ĕçсене тăваççĕ:

- вĕренекенсем проект ĕçĕн темипе, планĕпе, йĕркипе паллашаççĕ;

- Федор Павлов юрри-сăввине, пьесисене, статйисене вулаççĕ;

пурнăç тапхăрĕпе çыхăннă самантсем çинчен материал пухаççĕ;

Результат:

- проект темипе, планĕпе, йĕркипе паллашрĕç;

- Федор Павлов хайлавĕсемпе паллашрĕç.

II. Тĕп ĕç тапхăрĕ

Ачасем çак ĕçсене тăваççĕ:

1. Кашни ача хăйне валли уйрăм ĕç суйласа илчĕ;

2. Сăввисене вĕренме тытăнчĕç;

3. «Судра» камит сыпăкне рольсем тăрăх пайласа илчĕç;

4. Буклет хатĕрлеме тытăнчĕç;

5. Презентаци «Ф. Павлов – тĕрлĕ енлĕ талант»;

6. «Вĕлле хурчĕ» сăвви тăрăх видеоклип ăсталама пуçăнчĕç;

Результат:

1. «Федор Павлов – тĕрлĕ енлĕ талант» презентаци;

2. «Савнă хĕр, хитре хĕр», «Вĕлле хурчĕ ылтăн хурт», «Экспромт», «Йăсăркка»  сăввисене вĕренчĕç;

3. «Судра» камит сыпăкне выляма вĕренчĕç;

4. Буклет хатĕрлерĕç;

5. Презентаци йĕркелерĕç;

6. «Вĕлле хурчĕ» сăвви тăрăх видеоклип ăсталарĕç

III. Пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ

Ачасем çак ĕçсене турĕç:

- «Федор Павлович Павлов тата унăн пурнăçĕн тупсăмĕ»  темăна литература урокĕнче проект технологийĕпе усă курса вĕренчĕç;

- «Onlinе Test Pad» конструкторпа тунă тест ыйтăвĕсене хуравласа поэт пурнăçĕпе пултарулăхне пĕлнине тĕрĕслрĕç.

Проект ĕçĕн пулмалли результачĕ:

- буклет;

- презентаци;

- видеоклип;

Теори бази:

1.Павлов Ф. П. Собрание сочинений: Поэзия, драматургия, проза, очерки, статьи, письма. – Чувашск. кн. изд-во,1992-574 с.

2.Чăваш литературине шкулта вĕрентессин хăш-пĕр ыйтăвĕсем// Н.Г. Иванова. – Шупашкар, 2003.

3.Тăван литература: вĕренÿпе вулав кĕнеки. 9-мĕш класс валли / В.П. Станьял, Е.А. Майков, О.А. Вишнева, Г.Л. Никифоров çырса-пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2020.

4.Чăваш литератури. Хрестомати. Вăтам шкулăн 10-мĕш класс валли / В.Г. Родионов, Э.И. Родионова пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2010.

5.Чăваш литератури. Вĕренÿ кĕнеки. Вăтам шкулăн 10-мĕш класе валли / В.Г. Родионов. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2010.

Урок юхăмĕ:

Урок конспекчĕ

Урок тĕсĕ: Проект технологийĕпе çĕнĕ темăна вĕренмелли урок.

Урок тĕллевĕ: Федор Павлович Павлов пурнăçĕпе ĕç-хĕлне тишкересси.

Сапăрлăх тĕллевĕ: Таван халăхăн пултаруллă ывăлĕпе мухтанас, савăнас туйăма вăратасси.

Аталантару тĕллевĕ: Ф.П.Павлов çырнă произведенисемпе, юрри-сăввисемпе интереслентересси, унăн пултарулăхĕ урлă ачасенче халăхшăн тăрăшас туйăма вăратасси.

Урокра усă курма кирлĕ хатĕрсем: Федор Павлов портречĕ, компьютер, мультимеди проекторĕ, экран, Федор Павлован «Сăрнайпа палнай» симфони кĕвви, Федор Павлова халалланă стенд, Чăваш Республикин картти.

Усă курмалли меслетсемпе мелсем: вĕрентекен сăмахĕ, сăвă вулавĕ, словарь ĕçĕ, юрă-кĕвĕ итлени, рольсемпе выляни, слайдпа ĕçлени.

Урок эпиграфĕ: Ĕçчен çын ĕçĕ ĕмĕр кĕнекине ылтăнпа çырăнса юлать.

                                                                                                          Г.Ефимов

Урок юхăмĕ:

Класа йĕркелени.

I. Урок тĕллевĕсемпе паллаштарасси

 Вĕрентекен сăмахĕ:

«Иртсе пырĕç кунсем, иртсе пырĕç çулсем,

Йышлă пулĕç пирте чапа тухнă çынсем,

Анчах халăх, çĕр-шыв манас çук ĕмĕрне,

Манас çук ĕмĕрне Хветĕр Павлов ятне.

Чĕререх янăраççĕ юрри-кĕввисем,

Çурхи çут хĕвелле шăранса тухнисем:

«Йĕс таканлă», «Олту», «Вĕлле хурчĕ», «Сĕрен»…

Тĕлĕнен «Сăрнайпа палная» итлесен!» - тет Василий Давыдов-Анатри Ф. Павлов пултарулăхĕ умĕнче пуç тайса. Паян урокра шăпах çак чăваш халăхĕн талантлă ывăлĕ пирки калаçăпăр.

- Ф. Павлов çинчен эсир мĕн пĕлетĕр?

- Унăн мĕнле-мĕнле хайлавĕсене вуланă?

II. Çĕнĕ темăна ăнлантарни.

1.Урок теми: «Федор Павлович Павлов тата унăн пурнăçĕн тупсăмĕ»

(Тетраде число, хайлав авторне, ятне, урок эпиграфне  çырса хураççĕ).

2. Биографсен ушкăнĕ: Ф.Павлов пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен кĕскен каласа пани: «Ф. Павлов пурнăçĕпе  пултарулăхĕн тĕп тапхăрĕсем » (презентаци, буклет).

1892ç.сентябрĕн 25-мĕшĕ – Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьелĕнче çуралнă.

(Ф.П. Павлов  Çĕрпÿ  районĕнчи Патăрьелĕнче (Богатырево) 1892 çулта сентябрĕн 25-мĕшĕнче вăтам хресчен кил-йышĕнче  çуралнă. (ЧР карти çинче вăл çуралнă яла кăтартаççĕ). Хветюк пĕчĕкренех кĕсле-купăс калама,тăван халăх сăмахлăх тĕслĕхĕсене итлеме юратнă. Вĕсен ялĕнче чаплă сĕрме купăсçă Лавруш пичче пулнă. Час-часах ун патне вăл юрăсем итлеме çÿренĕ. Юрăсене те çынсемех çыраççĕ-и тесе тĕлĕннĕ Хветюк. Унăн хăйĕн ашшĕ те Çтаппан Павăлĕ юрлама,кĕсле калама,ташлама ăста çын пулнă, халăх юррисене нумай пĕлнĕ. Хветюк та çав юрăсене юрлама вĕренсе пырать.)

 1901-1904ç.ç – Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьелĕнчи пуçламăш шкулта. (Ăна тÿрех пуçламăш шкулăн иккĕмĕш класне илеççĕ,мĕншĕн тесен шкула кайичченех вулама-çырма пĕлнĕ.Шкулта та питĕ лайăх вĕреннĕ.)

1904 -1907ç.ç. – Иккассинчи икĕ класлă училищĕре.

1907-1911 ç.ç.  – Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче . ( Пултаруллă ачана И.Яковлев часах асăрхать.Ф.Павлов хăйĕн литературăри тата музыкăри пирвайхи утăмĕсене çакăнта тăвать. Малтан ытларах музыкăпа интересленет: хорта юрлать, сĕрме купăс калама вĕренет, халăх юррисене çыра-çыра илет. И.Яковлев хăй те чăваш юррисене питĕ юратнă, ахаль мар вăл: «Чăваш халăхĕн çĕр пин юрă,çĕр пин тĕрĕ, çер пин сăмах»,-тенĕ.Чăваш хĕрĕсен хурлă юррисем И.Яковлев чĕрине вут пек пырса тивсе ыраттарнă. Вăл чăваш халăхĕшĕн тăрăшма, ăна культурăн аслă çулĕ çине тăратма  сăмах панă.Чĕмпĕр шкулĕнче вĕренекенсене вăл час-часах çапла каланă: «Тăван халăх çуклăхĕнчен, начарринчен,тĕттĕмре пурăннинчен ан вăтанăр,эсир вĕсен хушшинчен тухнă,ĕçлессе те вĕсемшĕн ĕçлемелле». Çак халал сăмахĕсене Ф.Павлов хăйĕн пурнăç тĕллевĕ туса хунă. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчи юлташĕсемпе: П.В. Пазухинпа, К.В. Ивановпа, Н.В. Шупуççыннипе, С.М. Максимовпа, ытларах вĕренесчĕ,тăван халăха нумайтарах усă кÿресчĕ, ăна культурăллă тăвасчĕ тенĕ.)

1911-1913 ç.ç. – Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче юрă учителĕнче ĕçлет. (Музыка пултарулăхĕ пуррине кура И.Яковлев ăна Чĕмпĕр чăваш шкулне юрă учителĕ пулса ĕçлеме хăварать.)

1913-1916 ç.ç.  –Чĕмпĕрти духовнăй семинаринче вĕренет. (Музыка теорине лайăхрах пĕлес шутпа Павлов Чĕмпĕрти духовнăй семинаринче вĕренет.)

1916-1917 ç.ç. – Етĕрне районĕнчи Кушлавăш, Палтай ялĕсенчепуçламăш шкул учителĕ. (Ялти çамрăксен хорне йĕркелет, юрлама вĕрентет.)

1917-1918 ç.ç. – Шупашкар районĕнчи Шемшерте судья, халăх судйи. (1917çулта Павлова Шупашкар районĕнчи Шемшерте судья пулма суйлаççĕ, каярах – халăх судйине. Вăл çынсене нумай канашсем парать. Павлов – юрист. )    

1919-1920 ç.ç. – Хусанти хĕвелтухăç халăхĕсен институтĕнче.

1920-1922 ç.ç. - Шупашкарти музыка училищинче ĕçлет.

1922-1930 ç.ç.  – Чăваш халăхĕн культура ĕçĕнче.

1930-1931 ç.ç.  – Ленинградри консерваторинче.

1931ç.Сочире вилет.

3. Исскуствоведсен ушкăнĕ: «Ф.Павлов – композитор, музыкант, дирижер, юрăç» пулни çинчен каласа пани (презентаци, буклет, видеоролик ).

1911çулта музыка пултарÿлăхĕ пурине кура И.Яковлев ăна Чĕмпĕр чăваш шкулне юрă учителĕ пулса ĕçлеме хăварать. Кунта вăл вĕренекенсен хорне ертсе пырать. Вĕсем К.Ивановпа килĕштерсе ĕçлеççĕ. «Нарспи» опера çырма хатĕрленеççĕ.Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчи хора Павлов çав тери ăста ертсе пырать.  Павлов – дирижёр. Вăл ертсе пынипе Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕренекенсем М.Глинкăн « Иван Сусанин» оперине лартса параççĕ(«Иван Сусанин « опера валли ÿкернĕ декораци» картина). Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчи оркестрта , хĕлĕхлĕ квартетра  пĕрремĕш скрипкăн партине каланă.

(- Илтнĕ-и эсир Иван Сусанин паттăр çинчен? «Страха не страшусь, смерти не боюсь, лягу за святую Русь» –Иван Сусанин арийĕнчи сăмахсем  (Мĕнех вĕлерччĕр,çĕр- шыв ирĕкĕшĕн вилме те хăрушă мар).Çак сăмахсене юрланă чух Ф.Павлова чăваш çĕр-шывĕ, унăн пуласлăхĕ çинчен каланă пек туйăнать. Ф.Павлов ăста юрăçă та иккен.

Шемшерте ĕçленĕ вăхăтра вăл хор валли халăх юррисене илемлетет: «Тухать-и те тухмасть-и», «Олту», «Пиçнĕ-пиçмен çырлишĕн», «Хурăн çулçи çурăлсан». Хăй çырнă сăвăсем тăрăх та кĕвĕсем хывать. Ку юрăсене пĕрре илтсен халăх асĕнчен тухмаççĕ, вĕсем кивелмеççĕ те. Апла пулсан унра композитор пултарулăхĕ  çав тери вăйлă аталаннă. Вăл 300 яхăн халăх юррине çырса илнĕ, илемлетнĕ, хăй те юрăсем хывнă. Чăваш музыкинче симфони жанрне пуçараканĕ те Ф.Павлов пулнă. 1928 çултанпа  «Сăрнайпа палнай» фантазине итлесе савăнатпăр. (Федор Павлов хывнă сăвă-юрă тăрăх видеоролик пăхасси.)

1919 çулта Ф.Павлов музыка шкулĕ уçать.1920 çулта – музыка училищи. Паян та çак училище Ф.Павлов ячĕпе хисепленсе тăрать. Кунтан чăвашсен нумай-нумай композиторĕ вĕренсе тухнă (Ф.Лукин,Г.Хирбю тата ытти те).

1923 çулта Ф.Павлов чаваш хорне йĕркелет («Чăваш хорĕ» ÿкерчĕк). Хор Мускавра пулса виççĕмĕш вырăна тухать. Ф.Павлов тăрăшнипе 1924 çулта Чăваш патшалăх хорĕ йĕркеленет. Паян Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ ăçта кăна çитсе хăй пултарулăхне кăтартмасть-ши? Унăн репертуарĕнче Ф.Павлов юррисем те пур, апла пулсан Ф.Павлов ятне тĕнче пĕлет.

Физкультура саманч\. («Сăрнайпа палнай» фантази янăрать, вĕренекенсем итлеççĕ.)

4.Литературоведсен ушкăнĕ: «Ф.Павлов–поэт, драматург, публицист» презентаци, буклет кăтартаççĕ.

Чĕмпĕрте вĕреннĕ çулсенче 17 çулхи каччă сăвăсем çырма пуçлать: «Шет хитре хĕр», «Вĕлле хурчĕ ылтăн хурт», «Экспромт». Çапла Ф.Павлов пирки пĕр иккĕленмесĕрех поэт теме пултаратпăр. (Сăввисене вĕренекенсем пăхмасăр калаççĕ.)

1916çулта Етĕрне уесĕнчи Кушлавăшра, Палтайра учительте ĕçлет. Ку вăхăтра тĕнче вăрçи пынă. Вăй питти арçынсем вăрçăра, хĕрарăмсем ялта нушаланнă. Павлов çак вăхăтра ял пурнăçне сăнласа пама шутлать,  «Ялта» драма çырма пуçлать. Ăна вăл 1922-мĕш çулта çырса пĕтерет. Çĕнĕ саманара Павлов тата хастартарах ĕçлеме пуçлать. Вăл пуçарнипе Шемшерте драма кружокĕ, хор йĕркеленет. Унта учительсем, вĕренекенсем çÿренĕ. Шемшерти драма кружокĕ валли 1918 çулта «Судра» комеди çырать. Халăх ăна хапăлласа йышăнать. Павлов драматург çуралать. («Судра» комедин 1 сыпăкне выляççĕ.)

1920çулта Ф.Павлов нумай статьясем, калавсем, фельетонсем çырать: «Ăслă шăшисем», «Ял советла выляни», «Задача шутлани» тата ытти те. Вĕсенче автор пурнăçри йăх-яхсене питлет, лайăх енсене аталантарма кирлине калать. Ку Ф.Павлов ăста прозаик та публицист пулнине кăтартать. Музыкăпа нумай статьясем çырать: «Çырмари юрă», «Чăваш музыки», « Чăваш    кĕсли», «Чарăннă сасă».

III. Рефлекси. Кашни  ушкăн Ф. Павловăн тĕрлĕ енлĕ таланчĕпе синквейн çырать.

IV. Урока пĕтĕмлетни:

Ф.Павлов тĕрлĕ енлĕ пысăк талантлă çын пулнине куртăмăр. Вăл поэт, педагог, прозаик, драматург, юрăç, композитор, дирижер, юрист.Çапла хăй халăхĕшĕн,унăн культурине çĕклессишĕн сывлăхне те вăйне те шеллемен. Эпир чăваш халăхĕн çакăн пек пултаруллă çыннисем пурришĕн савăнатпăр, вĕсемпе мухтанатпăр. Хамăрăн та çавăн пек халăхшăн усăллă çынсем пулма тăрăшмалла. Ф.Павлов ячĕ ĕмĕр кĕнекине ылтăнпа çырăнса юлнă.Ун ячĕпе Шупашкарти музыка училищи хисепленсе тăрать,ун ятне урам ячĕссене параççĕ. Акатуйсенче, уяв концерчĕсенче унăн юррисем янăраççĕ. 1992 çултанпа музыкăра, ытти искусствăсенче палăрнă çынсене Ф. Павлов ячĕллĕ преми парса чыслаççĕ.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

А.С.Артемьев пурнăçĕпе пултарулăхĕ

А.С.Артемьев пултарулăхне тишкернĕ чух усă курма пулать....

Сюжет романа. Онегин и Татьяна: герой и героиня. Письмо Татьяны Онегину. Письмо Онегина Татьяне

Урок является интегрированным: применены межпредметные связи с музыкой. Активно используются ИКТ....

Презентация "Н. Теветкел пурнăçĕпе пултарулăхĕ"

Презентация к уроку чувашской литературы в 8 классе....

Презентация "Иван Мучи пурнăçĕпе пултарулăхĕ"

Презентация к уроку чувашской литературы в 8 классе...

Ю. Скворцовăн «Ултăк» тата К. Паустовскин «Зарубки на сердце» калавĕсенчи ашшĕ-амăшĕ тата ачисем

На уроке сравнивается произведение чувашского писателя Ю. Скворцова "Ултак" с произведением русского писателя К. Паустовского "Зарубки на сердце". Применяются разные методы и приемы обучения. Например...