Тӑван кил- ылтӑн сӑпка. Антонина Васильева. «Çěн кайǎкпа кантраллǎ кукǎль» хайлаври ěçсен йěрки, сǎнарсем.
план-конспект урока (5 класс)

Николаева Людмила Юрьевна...
Антонина Васильева. «Çěн кайǎкпа кантраллǎ кукǎль» хайлаври ěçсен йěрки, сǎнарсем.

Скачать:


Предварительный просмотр:

Тǎван кил-ылтǎн сǎпка

Антонина Васильева. «Çěн кайǎкпа кантраллǎ кукǎль»

хайлаври ěçсен йěрки, сǎнарсем

(5-мěш класра ирттермелли урок)

Сапǎрлав тěллевě: тǎван киле, атте-аннене, кÿршěсене юратма, хисеплеме, хаклама вěрентесси

Пěлÿ тěллевě: хайлаври ěçсен йěркине, сǎнарсене, вěсен ěçне -хěлне палǎртма вǎрентесси

Аталантару тěллевě: аслисем ача-пǎчапа сǎнарлǎн ,ытарлǎн калаçнине туйтарасси, сǎнарлǎ самахсене: «çěнě кайǎк», «кантраллǎ кукǎль», «хырǎм хыр тǎрне кайнǎ», «кǎвар çинчи пек тǎратǎп»- ǎнлантарасси, ачасен шухǎшлавне аталантарасси

Урок мелěсемпе меслечěсем: вěрентекенěн илемлě вулавě, ачасен вулавě, текстǎн планне çырни, тишкерÿ, кластер тǎвасси, синквэйн çырасси , ваттисен сǎмахěсемпе ěçлесси, икě енлě дневник йěркелесси

Пуплеве аталантарасси: ыйтусем çине туллин хуравласси, вуланǎ текстпа усǎ курса шухǎша çирěплетесси

Словарь ěçě: хуран- савǎт-сапа,кǎвайт- çулǎм,

Курǎмлǎх хатěрěсем: слайдсем (ÿкерчěксемпе дидактика материалěсем), компьютер, проектор

Урок тěсě: произведение вуласа тишкермелли урок

Урок эпиграфě: Ача-пǎчана ашшě-амǎшě мул париччен ǎс пама кирлě

(Ваттисен сǎмахě)

Урок юхǎмě

#1050;ласа йěркелени

#1042;ěрентекен сǎвǎ вулать.

Килсенех ěçрен

Амǎшě васкаса,

Вутǎ илсе кěчě

Хутрě кǎмака.

Пěçерсе кǎларчě

Тулǎ кулачи.

Çупа сěрсе хучě,

Чǎтаймасть ачи!—

--Çиес килет манǎн

Анне, касса пар?

--Хырǎму выçнǎ пулсан,

Часрах кěрсе Лар

Пěр чěлě çисессěн

Тǎранчě ачи.

Питě тутлǎ пулчě!

Тулǎ кулачи!

----Ачасем, мěнле шутлатǎр, паянхи урокра пирěн калаçу кам çинчен пулě-ши?(Тǎван киле хěвел пулса ǎшǎтакан, çутататакан,, ырǎ та çепěç чунлǎ аннемěр çинчен)

11 Çěнě темǎна ǎнлантарни

1. Урок тěллевне палǎртасси.

--Тǎван кил—ылтǎн сǎпка теççě халǎхра.Тǎван килте пире яланах атте-анне кěтет. Çěр çинчи чи хаклǎ та юратнǎ çыннǎмǎрсем çинчен калаçма паян Антонина Васильева çырнǎ «Çěн кайǎкпа кантраллǎ кукǎль»хайлавě пулǎшě.

Паянхи урокра мěнле тěллев тǎрать пирěн умра? (Калава вуласа тухасси, ěçсен йěркипе, сǎнарсемпе паллашасси)

---Паян урокра калава вуласа план тǎвǎпǎр,сǎнарлǎ сǎмахсемпе ěçлěпěр, хайлава тишкерěпěр.

2. Урок эпиграфěпе паллаштарасси.

--Ваттисен сǎмахěнчен мěн пěлтěр? (Атте-аннерен мул маар, ǎс илсе юлмалла)

#1061;айлава вуланǎçемěн план тǎвасси, ěçсен йěркипе паллашасси;

1) Ача урамра выляни

2)Çěн кайǎка курма кайни

3)Çěн кайǎк—пě-ě-чěк ача

4)Кантраллǎ кукǎль çини

5)Кантраллǎ кукǎль- вěттěн-вěттěн чěпěтě-чěпěте тунǎ авǎнчǎк йěрлě кукǎль

#1067;йтусемпе ěçлесси

--Урамра вылякан ачасем мěншěн килсене саланчěç?

---Маруçа амǎшě ǎçта кайма хушать?

--Хěр ача кÿршěре мěн курма ěмěтленет? Çěн кайǎк мěн тунине курасшǎн вǎл?

--Мěншěн Маруç кÿршěсем патне кашни кунах каять?

--Маруç аппǎшě хěр ачана мěнпе хǎналать?

--Маруç кукǎль çинчен ытарлǎн каланине хǎçан ǎнланса илчě?

--Хер ача çěн кайǎк, кантраллǎ кукǎль тенине мěншěн ǎнланман?

#1057;ǎнарлǎ сǎмахсемпе ěçлесси (2- мěш слайд)

Çěнě кайǎк—анчах çуралнǎ ача, ылтǎн кайǎк—арçын ача,кěмěл кайǎк—хěр ача,кантраллǎ кукǎль—авǎнчǎк йěрлě кукǎль,хырǎм хыр тǎррине кайнǎ—питě выçса кайнǎ

#1057;ǎнарсемпе ěçлесси, кластер тǎвасси (3-мěш слайд)

Маруç

Ашшě Сǎнарсем Амǎшě

Маруç

Аппǎшě Урине

Пÿртре ěçлет

Апат пěçерет тасалǎха вěрентет

Амǎшě кÿршěпе

Ěçе вěрентет Мěн тǎвать? хутшǎнтарать

Ачине юратать мǎшǎрне хисеплет

-------------------------------------------------------------------------------------------------

Ашшě кил таврашěнче ěçлет

Урамра вылять

Амǎшне итлет, кÿршине пулǎшать

Ачаран тěлěнет Маруç Уринене юратать

Кÿрше çÿрет ача пǎхать Ěçе вěренет

7. Шухǎшлар-ха пěрле.

---Маруç мěнле хěр ача вǎл?

-Хěр ача мěнле ěçсем тума вěренчě?

--Маруçпа кÿршě хěр арǎмě пěр ятлǎ пулни пирки мěн шутлатǎр?

8. Кану саманчě (4-мěш слайд)

Манǎн пěчěк йǎмǎк пур

Вǎл илемлě те( маттур)

Манǎн анне чи ырри

Чи ǎсли те (чи хитри)

Манǎн шǎллǎм пултарать

Вǎл пурне те (култарать)

Манǎн атте чи вǎйли

Чи ǎсли те (паттǎрри)

Вǎйǎ. «атте» тесен –ура çине тǎраççě, «анне» тесен—лараççě, «эпě» тесен-алǎ çупаççě.

111 Вěреннине çирěплетни

#1048;кě енлě дневник çырасси (5-мěш слайд)

Хайлаври цитатǎсем

Эпě çапла ǎнланатǎп

«Алли çемçе хǎйěн. Пирěн аннен алли пекех, ǎшǎ.»

Хěр ача кÿршěри Маруç аппǎшне те питě юратать, амǎшěпе танах шутлать.

«Маруç аппа, ача-иç ку, кайǎк мар!»

Маруç тин çуралнǎ ачаран питě тěлěнет.

«Э, кукǎль капла питě хитреленсе каять-çке.Тепрехинче кǎтартǎн-и, анне, çав кантрана мěнле явнине?»

Хěр ача кукǎль тума вěренесшěн. Амǎшěпе ěçе хǎнǎхаса пырать

«Эх, çав аннене, ялан темле калаçать»

Маруç хǎйěн амǎшě темěн те пěлнинчен тěлěнет, унпа мǎнаçланать,чунтан юратать.

2. Синквэйн çырасси

Маруç

Пěчěк, çивěч

Юратать, тěлěнет, вěренет

Аçу-аннÿ пур чух ěçе вěрен

Кěмěл кайǎк

1\/ Урока пěтěмлетни

--Урокра мěн çěннине пěлтěр?

--Калавра мěнле ěçсем пулчěç?

---Хайлаври хǎш сǎнарě асра юлчě? Унран мěн ыррине вěрентěн?

\/ Ачасен пěлěвне хакласси

\/1 Киле ěç парасси

Тěрěслев:

1Хайлаври сǎнарсем

#1052;ана хайлавра мěн килěшрě?

3. Аслисем ачапа сǎнарлǎн калаçни тěрěс е тěрěс мар?

;итěнсен Маруç мěнле çын пулě-ши?

Урок вěçěнче анне çинчен хывнǎ юрǎ янǎрать.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Публичный доклад директора КГКСКОУ Первомайская КШИ Грищенко Антонины Владимировны

2012год. Публичный доклад. 1.Общая характеристика  школы. 2.Особенности образовательного процесса. 3.Условия осуществления образовательного процесса. 4.Результаты деятельности. 5.Социа...

Ю.Скворцовăн «Ултăк» калавӗнчи сăнарсем

Урок-обобщение  в 7 классе по рассказу Ю.Скворцова "Ултак". Одной из основных целей урока является развитие  логического мышления учащихся....

Топонимический словарь села Новотроицкое. Автор: учитель географии Пронина Антонина Ивановна

Топонимический словарь является методическим пособием для учителей и обучающихся  при изучении регионального компонента на урохах и во внеурочное время....

Выступление на секции учителей географии по теме "Проектные технологии на уроках и во внеурочной работе по географии"(Из опыта работы учителя географии Прониной Антонины Ивановны"

Учитель делится опытом своей работы по использованию проектной технологии на уроках и внеурочной деятельности по географии....

Биография Антонины Ивановны Фёдоровой, саратовской медсестры, погибшей на Брянщине

Биография Антонины Ивановны Фёдоровой, саратовской медсестры, погибшей на Брянщине...

Литературная гостиная. Встреча с поэтессой Антониной Шматковой

Стихи, творческая судьба поэтессы А.Шматковой, члена Союза писателей Кузбасса, члена Союза писателей России, особенности ее духовного мира, поэтического мастерства....

Моргуленко Антонина Ивановна

Моргуленко Антонина Ивановна...