Презентация к мероприятию Жизнь и творчество Якова Ухсая
презентация на тему

Салюкова Ольга Петровна

 

Ход   мероприятия

Яков Ухсай 
(1911-1977)

Яков Гаврилович Ухсай Пушкăртстан Республикин Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче 1911 çулхи чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче çуралнă.

1925 çулта вăл Пишпӳлĕкри хресчен çамрăкĕсен шкулĕнче, унтан Ĕпхӳри педагогика институчĕн хатĕрлев уйрăмĕнче пĕлӳилнĕ. Пушкăрт АССР Халăх Комиссарĕн Совечĕ çумĕнчи наукăпа тĕпчев институтĕнче ĕçленĕ. 1930-1933 çулсенче Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ университетра вĕреннĕ, студент чухнех «Коммунар» хаçат ĕçне хутшăннă. 1934 çулта Я.Ухсай Чăваш писателĕсен союзĕн правленийĕн секретарĕ пулнă, Ульяновскри тата Патăрьелĕнчи педагогика училищисенче вĕрентнĕ (1936-1939).

Тăван çĕршывăн аслă вăрçи çулĕсенче поэт фронтра пулать. Совет Çарĕн паттăр воинĕсемпе пĕрле Атăл хĕрринчен Шпрее патне çити утса тухнă.

Çар хаçатĕнче ĕçленĕ, совет салтакĕсен паттăрлăхĕ çинчен нумай сăвă-поэма çырнă. 1946 çулта киле таврăннă, 1949 çулччен кĕнеке издательствин редакторĕ пулнă.

Я.Ухсай çырнисем шухăшпа санар хăйне евĕрлĕхĕпе палăрса тăраççĕ. Вăл сăвăлла трагедипе сăвăлла роман жанрĕсене аталантарас ĕçе пысăк тӳпе хывнă. Унăн «Кĕллук мучи», «Çĕр», «Шурă хурăнпа калаçни», «Чапаевпа тĕл пулни», «Ача чухнехи çăлтăрăм» поэмисем, «Ту урлă çул», «Акăшкӳл» сăвăлла романĕсем, «Хура алчел», «Тутимĕр», «Шуйттан чури» трагедийĕсем Ухсай чăн-чăн сăмах ăсти пулнине туллин çирĕплетсе параççĕ.

Я.Ухсай литература тĕпчевĕнче те, куçару енĕпе те нумай вăй хунă. Вăл чăваш поэзийĕн классикĕн К.В.Ивановăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕпчев ĕçĕсем çырнă, тăван çĕре, çут çанталăка хӳтĕлесе хĕрӳстатьясем пичетленĕ.

Туссем калаçнă чух ,тăван чĕлхемĕм ,

Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе.

Санпа ман халăх чунĕ те илемлĕ

Çÿрет çÿлте те çĕр çинче вĕçсе.

Поэта Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ (1945), Чăваш халăх пбэчё (1950) ятне панă, Ленин, Октябрьти Революци, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, «Хисеп Паллй», икĕ хутчен Отечественнăй вăрçă орденĕсемпе наградăланă, унăн ятне Чăваш АССР Ĕçпе Паттăрлăх мухтавĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ. Ана Чăваш АССР Патшалăх пре-мине (1971), РСФСР А.М.Горький ячĕллĕ Патшалăх премине (1972) панă.

Я.Ухсай 1938 çултанпа СССР Писателĕсен союзĕнче тăнă.

Поэт 1986 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Пушкăрт Республикинчи Слакпуç ялĕнче пытарнă, ун ячĕпе музей комплексĕ йĕркеленĕ.

 

Тăван чĕлхемĕрçĕм ,тăванлă эсĕ

Пуян та çирĕп  вырăс чĕлхипе

Инкек те терт , асап та хур пĕлмесĕр

Янра та савăн аслă пиччÿпе.

             Яков Ухсай вулать    

Анне мана тирпейлĕ пиеленĕ.

Анне мана тирпейлĕ пиеленĕ,

Сиктернĕ лăнкăр-лăнкăр сăпкара,

Чĕкеç вĕçнисене курса пилленĕ

 Çемçен те чĕвĕл-чĕвĕл калаçма

Ачаранах ĕмĕрлĕхе

Чăваш чĕлхи ,тăван чĕлхе.

Юратнă эп ,ача чухне итленĕ

Янравлă шăнкăр-шăнкăр çăл шывне.

Кайран вара мана пырса иленнĕ

Хĕре ыталаса пĕччен чухне

Савса калаçнă чухнехи

Ачаш чĕлхе,чăваш чĕлхи.

Яков Ухсай  Карим  Мустай тусĕпе

Ухсай Яковĕн кĕнекисем

                                            Кăранташпа ÿкернĕ сăн ÿкерчĕксем

Поэт халалласа лартнă палăк

                

Скачать:

ВложениеРазмер
Office presentation icon yakov_uhsay__1.9 МБ

Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Презентация о жизни и творчестве Лермонтова

Буду рада, если информация, размещенная на моем сайте, поможет Вам в работе.   ...

презентация к уроку по творчеству И.Анненского

Данная презентация содержит материал о жизни и  педагогическом и поэтическом творчестве замечательного поэта. Презентация содержит факты биографии. Стихотворения поэта должны быть на каждой парте...

презентация к уроку по творчеству И.Анненского

Данная презентация содержит материал о жизни и  педагогическом и поэтическом творчестве замечательного поэта. Презентация содержит факты биографии. Стихотворения поэта должны быть на каждой парте...

Презентация к уроку по творчеству М.Ю.Лермонтова (биография)

Презентация предназначена для вводного урока в 9классе по творчеству М.Ю.Лермонтова...

Презентация "Жизнь и творчество Якова Ухсая"

Презентация "Жизнь и творчество Якова Ухсая"...

Литературный вечер.Яркий и самобытный талант К 100-летию со дня рождения Якова Ухсая

Яркий и самобытный талантК 100-летию со дня рождения Якова Ухсая Якку Ухсай!.. Родное имяВ земле чувашской не умрёт.Стихами честными своимиТы вдохновляешь наш народ....

А.Блок. Жизнь и творчество. Презентация к уроку по творчеству поэта

В презентации размещены слайды, на которых кратко говорится об основных этапах жизни и творчества поэта...