Каçарма пĕлни - пысăк вăй
классный час (7 класс) по теме

Васильева Марина Николевна

7 класра ирттернĕ класс сехечĕ

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл klass_seheche.docx30.9 КБ

Предварительный просмотр:

Класс сехечĕ: Каçарма пĕлни – пысăк вăй.

Тĕллевĕсем:  каçару çын пурнăçĕнче пысăк выăн йышăннине ачасен чунне çитересси;

             ЭПИГРАФ:

                                                    Чунĕпе вăйлисем çеç каçарма пултараççĕ.

                                                                                                         Каларăш

Юхăмĕ

     Ырă кун пултăр, ачасемпе хăнасем. Паянхи класс сехетĕнче эпĕ сирĕнпе тĕл пулса калаçма питĕ хавас. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен эпир хамăр вăхăта усăллă ирттерессе шанатăп. Паянхи тĕл пулу хĕвеллĕ пултăр.

    Манăн  хамăн сăмаха пĕр хайларан пуçлас килет:

      «Пĕр ялта икĕ кÿршĕ пурăннă. Пĕри Йоханесс  ятлă пулнă. Тепри – Альфред.    

       Пĕррехинче Йоханесс ир-ирех тăнă кил таврăшĕнчи çÿп-çапа шăлса пуçтарнă. Унтан пухăннă ăпăр-тапăра Альфред килĕ умне кайса тăкнă.

     Альфред урам алăкне уçса янă та – ун алăкĕ умĕнче çÿп-çап купи выртнине курнă. Ку ĕçе кам тума пултарнине вăл ăнланса илнĕ.

    Кăнтăр тĕлнелле Альфред пасара кайнă. Унта вăл чи пысăк та тутлă икĕ арпус суйласа илнĕ. Яла çитсен кÿрши патне кĕнĕ. Икĕ пысăк арпуса Йоханесс ачисене  касса çитернĕ те килне кайнă.

    Йоханесс киле çитсенех ачисем ăна Альфред килсе икĕ тутлă арпус çитернине каласа панă.

Йоханесс намăсланса кайнă. Вăл çийĕнчех кÿрши патне кайнă та хăй тунă киревсĕр ĕçшĕн каçару ыйтнă. Çав кунтан вара кÿршĕсем пĕр-пĕринпе туслă пурăнма пуçланă».

   

Ыйтусем:

  1. Хайлара сăмах мĕн пирки пырать?
  2. Сирĕнтен кама та пулин çынсем кÿрентернĕ –и ? Аллăрсене çĕклĕр-ха.
  3. Сирĕнтен кам та пулин çынна кÿрентерсе курнă-и? Аллăрсене çĕклĕр-ха.
  4. Кÿрентерÿ чунра мĕн çуратать?

тарăху                     çилĕ

                                                                  ырату

 

                                                                               

                                                                                                                                                   

куç çуль вĕчĕрхенÿ                                                          

тавăру                        курайманлăх             ăнланманлăх

5.Çынран каçару пĕрремĕш ыйтма çăмăл – и?

     Хайлари Альфред  хăйне кÿрентерекен патне пĕрремĕш каять те ăна каçарнине пĕлтерет. Йоханесс вара кÿрши патне кайса каçару ыйтсан  вĕсен пурнăçĕ лайăх енне улшăнса каять.

Каçарни вăл – кÿреннине манни, тепĕр тĕслĕ каласан çынна хăвăртан «уйăрса яратăр». Тĕслехрен, кимĕ тата юхан шыв. Кимме çыран хĕррине çыхса лартнă. Эпир ăна салтса ярсан кимĕ шыв тăрăх ишсе каять. Эсĕ ун çине ларса кайма та пултаратăн, каймасан та пултаратăн. Ку санăн ирĕк.

    Эсир каçару мĕнле ыйтатăр?

- Мирись, мирись, мирись. Больше не дерись.

- Каçар мана, эпĕ урăх ун пек тумастăп.

- Алă тытса каçару ыйтатпăр.

- Пĕр-пĕрне ыталатпăр.

ПĔЛЕТĔР-И:

  1. Çынсем алă тытса каçару ыйтасси  авалтанах пырать. Алă тупанĕ вăл – çын чунĕн символĕ пулнă. Алă тытни санăн чуну çак çын умĕнче таса пулнине пĕлтернĕ.    
  2. Халăх та каçару хăвачĕ пысăккине авалах пĕсе тăнă. Пирĕн çулталăкра пĕр уяв пур . Уяв ячĕ мĕнле-ши? Ăна хăçан уявлаççĕ?

   Пирĕнпе пулса иртекен ĕçсем пирки литературăра та çыраççĕ. Чăваш литературинче «Чун туйăмĕ» ятлă хайлав пур.

1.Кам çырнă – ха çав хайлава?

2. Калаври тĕп геройпа мĕн пулса иртет?

Хуравсем:

    Г.Луч çырнă хайлаври Светланăн çуралнă кунĕнче Светлана чунри туйăмсене çырса пынă дневника тантăшĕсем тупса вулаççĕ. Светлана Славика юратни пирки пурне те каласа параççĕ. Тантăшĕсене кÿреннĕ хĕр ача больницăна лекет.

- Ачасем, хĕр ачана чиртен  сывалма ăна мĕн пулăшать?

Хуравсем: 1. Вальăпа Нина Светланăран каçару ыйтни.

                  2. Светлана та тантăшсене каçарни.

   Каçару вăл - çилĕ тытманни, тепĕр çын йăнăшне те, ху йăнăша та  ăнланса илме пултарни, пĕрремĕш утăм туса çак йăнăшсене тÿрлетме пултарни. Ку ĕçе вара вăйлă чунлă çын çеç тума пултарать. Ан манăр çакна.

   Эпĕ сире пурнăçра ĕмĕрлĕх асра тытмалли хутсем валеçсе паратăп.

ÇАМРĂК ÇЫННĂМ, ЯЛАНАХ АСРА ТЫТ:

  1. Пирĕнтен кашниех йăнăш тума пултарать.
  2. Йăнăшна йышăнма пĕл.
  3. Каçарма тата каçару ыйтма пĕл.  Ху каçарсан – сана та каçарĕç.
  4. Каçару тарăхăва, çилле, курайманлăха пĕтерет.
  5. Каçарсан чуну тасалать.

ЮЛТАШĂМ,  ÇАКНА АН МАН:

  1. Эпир ку тĕнчере хăна çеç.
  2. Çынна хăвна юратнă пек юрат.
  3. Çынна ан кÿрентер.
  4. Ху тунă япăх ĕç хăвăн патнах таврăнать.
  5. Ăспа çÿре.
  6. Чунупа таса та вăйлă пул.

   

    Рефлекси:  Ачасем, айтăр халĕ пурте алăсене малалла тăсса пĕр - пĕрне алă парар. Тен, хăçан та пулин кÿрентернĕ те пуль. Ăшăмăрта «каçар» мана тесе хамăр ăшша пĕр-пĕрне парнелер.

   Хамăр кÿрентернине ĕмĕр тăршшĕпе йăтса çÿрер мар.  Кун пек пурăнма йывăр. Çынна та кÿрентерес марччĕ. Кÿрентерсен  вара – пĕрремĕш каçару ыйтма пĕлĕр.

    Халĕ айтăр пĕрле хамăр чунри каçарма май паман туйама  тĕксĕм  хут çине çырар, чунри таса туйăмсене шурă хут çине çырар. Кÿренÿсене çурса тăкар та çÿп-çап витрине ярар.  Таса туйăмсене доска çинчи чĕре çине йĕркипе çыпăçтарар.

каçарма май паман туйăмсем

каçарма пулăшакан туйăмсем

пăшăрхану -беспокойство

юрату- любовь

мăн кăмăллăх - гордыня

ырă кăмăл - милосердие

чунсăрлăх - бездуховность

чăтăмлăх - терпение

тарăху - злоба

хăват - сила

тÿрккеслĕх - грубость

уçăмлăх - открытость

ăссăрлăх - безумие

ăнлану - понимание

кÿренÿ - обида

                   хĕрхенÿ - сострадание

куляну - горечь

ыр кăмăллăх - доброта

тавăру - мщение

ăслăлăх - мудрость

вăйсăрлăх  -  бессилие

шанчăк - надежда

хăрани - страх

ĕненÿ - доверие

айăпа туйни – признание вины

лăпкăлăх - спокойствие

 

  Кану кĕвви:   Булат Окуджава юрри янăрать

  Пирĕн питĕ таса та вăйлă чĕре пулса тăчĕ.

  Пирĕн чуна  кам та пулин амантсан каçармасăр сывалаймастпăр. Каçару сирĕн иртнĕ пурнăçа улăштараймасть, анчах та вăл  малашлăх çулне уçать,  сире пурсăра та телейлĕ тăвать.

Манăн вара эсир вăйлă чунлă сынсем пуласса шанас килет. Сире эпĕ хамăн пĕк парнесене паратăп.

  Тавах сире манпа тĕл пулса калаçма кăмăл тунăшăн. Эсир вăйлă та таса чунлă çынсем пуласса шанас килет. Кам та кам ман шухăшпа килĕшмест – эпĕ панă парнене доска çине килсе çыпăçтарать.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Причины временных неудач Красной Армии(работа с документами)

Материал для самостоятельной работы с документами для учащихся 9-х классов. Учащимся предлагается изучив документы написать творческую работу "Если завтра война"....

Внеклассное мероприятие "Один день в армии"

  Знакомство ребят с правилами внутреннего распорядка в армии пригодится им в будущем. Мероприятие позволяет ребятам попробовать и проявить себя на деле....

Особенности капитуляции Квантунской армии в 1945 г.

В кн.: Шестые Гродековские чтения: Материалы Межрегион. науч.-практ. конф. «Актуальные проблемы исследования российской цивилизации на Дальнем Востоке». Том III.  Хабаровск, 2009.В статье с...

Некоторые вопросы методологии исследования особенностей Квантунской армии в Советско-Японской войне 1945 г Труды/Третья международная научно-практическая конференция Политехн. Ун-та. Санкт-Петербург, 2009

Материалы статьи помещены в кн.: Уроки истории. Великая отечественная и Вторая мировая войны. История России и мира 20-21 веков. Труды/Третья международная научно-практическая конференция Политехн. Ун...

Презентация "8 сентября – день воинской славы России - День Бородинского сражения русской армии под командованием М.И.Кутузова с французской армией (1812 год)"

Презентация расказывающая о важном событии - Бородинском сражении 1812 года. Показан ход сражения и яркие участники, акцент сделан на героизм русских воинов...

Дистанционный урок "Создание регулярной армии. Этапы развития армии до 1917г"

Систематизация знаний учащихся о содержании военных реформ и об основных реформаторах российской армии.Воспитание у учащихся чувства патриотизма и уважение к Вооруженным силам России.Формирование...

Конкурсно-игровая программа для учащихся начальных классов «Держава армией крепка, а армия солдатом»

Основное содержание конкурсно-игровой программы:Используются: отрывки  из поэмы «Василий Теркин» А. Твардовского, песни военных лет, демонстрация видеоряда через компьютер (мультимеди...