Послание Главы Чувашии Государственному Совету Чувашской Республики (на чувашском языке)
материал на тему

Сучкова Валентина Ильинична

26 января в Чувашском государственном театре оперы и балета состоялось оглашение ежегодного Послания Главы республики.

Скачать:


Предварительный просмотр:

Послание Главы Чувашии Государственному Совету Чувашской Республики (на чувашском языке)

Хисеплě депутатсем, ěçтешсем, Чăваш Енре пурăнакансем!

Эпир тата тепӗр ҫулталӑк пӗрле тухӑҫлӑ ӗҫлесе ирттертӗмӗр. 2015 ҫул ҫӑмӑлах пулмарӗ, Раҫҫей регионӗсем йывӑрлӑхсене пӑхӑнмасӑр малалла ҫирӗппӗн аталанса пыраҫҫӗ. Тӗп тӗллеве мала хурса – халӑх пурнӑҫне лайӑхлатас тесе эпир курӑмлӑ ӗҫсем турӑмӑр.

Ют патшалӑхсенчен илсе килекен таварсем вырӑнне кирлӗ продукцие хамӑр патӑмӑртах кӑларатпӑр. Ҫӗнӗ производствӑсем уҫатпӑр, ача сачӗсемпе шкулсем, фельдшерпа акушер пункчӗсем, спорт тата культура объекчӗсем хута яратпӑр. Ҫамрӑк ӑрӑва ӗҫе юратса ӳсме пулӑшатпӑр.

Юлташсем! Кашни ҫитӗнӗве халӑх туптать, унта кашнин тӳпи пур.

Эпир вӑй-хала шеллемесӗр ӗҫлекен, пысӑк ҫитӗнӳсем тӑвакан ҫынсене сума сӑватпӑр, вӗсемпе мӑнаҫланатпӑр, тивӗҫлипех мухтанатпӑр.  

Умра пирӗн – ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем!

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑйӗн Ҫырӑвӗнче регионсемшӗн импорта улӑштарас, бюджетсене шайлаштарас, апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес, граждансене социаллӑ пулӑшу парас, сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӳ тытӑмӗсене ҫӗнетсе аталантарас ыйтусене татса парасси тӗп вырӑнта  пулнине палӑртрӗ.

 

Эпӗ 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пулса иртнӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн суйлавӗнче хамшӑн сасӑланӑ мӗнпур ҫынна чунтан тав тӑватӑп.

 

Пӗрлехи сасӑлав кунӗн кӑтартӑвӗсем ҫакна ҫирӗплетсе пачӗҫ – Чӑваш Ен халӑхӗ пирӗн яваплӑ социаллӑ политикӑна, экономикӑн кал-кал аталанӑвне, нацисемпе тӗнсен хушшинчи килӗшӳлӗхе тивӗҫтерессине тӗпе хуракан ҫул-йӗре шанать.

Чӑваш Енре пурӑнакансемпе эпир «Пӗрле пурӑнатпӑр – пӗрле ӗҫлетпӗр» халӑх программине туса хатӗрлерӗмӗр, вӑл пурнӑҫа кӗме тытӑнчӗ те ӗнтӗ. Ӗҫтешсемпе, министерствӑсемпе ведомствӑсен тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисемпе пӗрле граждансен сӗнӗвӗсемпе хушӑвӗсене тӗплӗн тишкерсе пӑхса тухатпӑр тата вӗсене пурне те пурнӑҫласа пыратпӑр.

2016 ҫула Чӑваш Енре Ӗҫ ҫыннине халалланӑ. Ҫакӑ республикӑра пурӑнакан мӗнпур ҫынна, вӑл миҫе ҫултине, арҫын е хӗрарӑм пулнине, социаллӑ статуса, политика шухӑш-кӑмӑлне пӑхмасӑр, пӗр чӑмӑра пӗрлештерӗ тесе шухӑшлатӑп. Шухӑшӗ ансат – тӳрӗ кӑмӑлпа тата чунтан хавхаланса пурнӑҫлакан ӗҫ кӑна пурлӑх тӗлӗшӗнчен те, ӑс-хакӑл енчен те ырлӑх кӳрет, пултарулӑха туллин уҫса пама тата пурнӑҫра тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнма май парать. 

Эпир ӗҫ ҫыннине пулӑшма тивӗҫ, мӗншӗн тесен республикӑри экономика ырлӑхӗн никӗсне шӑпах ҫав ӗҫчен алӑсем йӗркелеҫҫӗ вӗт.

Пирӗн ӑру тивӗҫлӗ тӗслӗхсене ӑша хывса ҫитӗннӗ: эпир вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑр ҫулсене чӑтса ирттернӗ, Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне хӳтӗлесе хӑварнӑ, халӑх хуҫалӑхне чӗртсе тӑратнӑ ҫынсене сӑнран пӗлетпӗр. 

Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 70 ҫул ҫитнине уявланӑ вӑхӑтра пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑн утнӑ чухне Вилӗмсӗр полк колонни чи пысӑкки пулчӗ, ҫакӑ – пире хальхи вӑхӑтра пурӑнма тата ӗҫлеме майсем туса парассишӗн хӑйсен пурнӑҫне панӑ ҫынсене тивӗҫлипе асра тытнин ырӑ тӗслӗхӗ.

Ҫавӑн чухне, ҫакна пиртен кашниех туйрӗ пулӗ тетӗп, паттӑр аттесемпе асаттесем тата мӑн асаттесем пирӗнпе юнашар килсе тӑнӑн туйӑнчӗ. Ҫавӑнпа та эпир сирӗнпе вӗсен шанӑҫне тӳрре кӑлараймасӑр тӑма пултараймастпӑр!

 

Республикӑра ҫаплах фронтран инҫетри тылра вӑрҫӑн малти линийӗнчи евӗр тӑватӑ ҫул хушши ырми-канми ӗҫленӗ – ҫӑкӑр ҫитӗнтернӗ, чун хавалӗпе тӑрӑшса тырпул тухӑҫне пысӑклатнӑ, завод цехӗсенче тар тӑкнӑ, Аслӑ Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн пӗтӗм вӑй-халне панӑ – ҫынсем те хисепре, вӗсемпе те тивӗҫлипе мӑнаҫланатпӑр.

Эпир паянхи ӗҫ паттӑрӗсене те хисеплетпӗр.

Пирӗн республикӑра ӗҫ ҫыннине яланах уйрӑммӑн сума сунӑ. Кашни ҫулах ҫу уйӑхӗн 1 мӗшӗнче – Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗнче – эпир Чӑваш Енри чи лайӑх ӗҫ династийӗсене чыслатпӑр. Вӗсен хушшинче вӗренӳ, сывлӑха сыхлас ӗҫ, культура, промышленноҫ, ял хуҫалӑх, строительство ӗҫченӗсем тата ытти отрасль представителӗсем.

Вӗсен пурнӑҫ ҫулӗ – ҫынна унӑн ӗҫне кура хисепленине ҫирӗплетекен чи лайӑх тӗслӗх. Черетпе халӗ пирӗн ачасемпе мӑнуксем тивӗҫлипе ӗҫлеме вӗренччӗр, хӑйсен пултарулӑхне туллин уҫса парса пурнӑҫра тивӗҫлӗ ҫын пулччӑр тесе хамӑртан мӗн кирлине йӑлтах тумалла. Ун чухне Чӑваш Ен тата Раҫҫей малашлӑхӗ ӑнӑҫлӑ пуласса ҫирӗппӗн шанма пултаратпӑр!

Телейлӗ, пурнӑҫпа кӑмӑллӑ пулас тесен кашни ҫыннӑн хӑй ыттисене кирлине туйса тӑмалла, унӑн хӑтлӑ кил-ҫурт, тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи пулмалла, вӑл лайӑх медицина пулӑшӑвӗпе усӑ курма, пахалӑхлӑ пӗлӳ илме пултармалла тата хӑйӗн ачисен малашлӑхӗ ырӑ пулассине шанмалла.Ҫаксем пирӗн Чӑваш Енре пурте пур!

Пепке ҫуралать кӑна-ха, патшалӑх вара уншӑн тӑрӑшма тытӑнать. Эпир ку чухнехи перинаталь центрӗсем тӑвас тата вӗсене тӗпрен юсас ӗҫсем валли укҫа-тенкӗ уйӑратпӑр, ачасем ҫуралнӑ ҫемьесене финанс пулӑшӑвӗ паратпӑр: ку вӑл амӑшӗн капиталӗ те, виҫҫӗмӗш ачашӑн паракан тӳлев тата ыт. те.

Ҫакна палӑртмалла: ҫуралакан пӗр ача пуҫне тивекен бюджет тӑкакӗсем 2010 ҫултан пуҫласа вӑтамран 2,6 хут пысӑкланчӗҫ. Республикӑра тӑтӑшах тӑватӑ ҫул хушши ҫураласлӑхӑн кал-кал аталанӑвне шута илетпӗр. Ку пирӗн ӗҫӗлӗн тухӑҫлӑ кӑтартӑвӗ тата мӑнаҫланмалли пулӑм!

Юлашки пилӗк ҫулта республикӑри пепкесен вилеслӗхӗн кӑтартӑвӗ – Раҫҫейре чи пӗчӗккисенчен пӗри тата ӑна тӗнчери малта пыракан ҫӗршывсен кӑтартӑвӗсемпе танлаштарма пулать.

Ахальтен мар ӗнтӗ 2015 ҫулта Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй рейтингӗнче Чӑваш Ен ачасем валли пурӑнма чи лайӑх майсем йӗркеленӗ 10 регион шутне кӗнӗ. Ку вӑл пирӗнпе сирӗн ӗҫе пысӑк хак пани! 

Пирӗн сывӑ, хастар тата савӑнӑҫлӑ ачасем мӗн чухлӗ нумайрах – республикӑра телейлӗ те ҫирӗп ҫемьесем ҫавӑн чухлӗ ытларах! Ҫемье – пирӗн общество никӗсӗ. Ҫавӑнпа та демографин хальхи кал-кал аталанӑвӗн кӑтартӑвӗсене сыхласа хӑварни питех те пӗлтерӗшлӗ.

Федерацин амӑшӗн капиталӗн программи вӑйра тӑрассине 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӑснӑРеспубликӑн амӑшӗн капиталӗн программине те, унӑн пӗр ҫемьене тивӗҫекен виҫи 100 пин тенкӗпе танлашать, малалла тӑсмалла тесе шутлатӑп.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемпе ку ыйту пирки тивӗҫлӗн канашланӑ, граждансен пӗрлӗхӗ те пуҫарӑва ырлать.

Ҫын вӑй-хӑвачӗ – Чӑваш Ене аталантармалли чи пӗлтерӗшлӗ тупра, ҫавӑнпа та пирӗн хамӑрӑн граждансен ӑнӑҫулӑхне инвестицисем хывмалла. Халӑха диспансеризаци ирттерни шӑпах ҫав тӗллеве пурнӑҫлать. Ҫынсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне сыхласси, чирсене маларах тупса палӑртасси тата вӗсене асӑрхаттарасси – паянхи чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫ. Вӑхӑтра кӳнӗ медицина пулӑшӑвӗ ҫынна туллин ӗҫлеме тата пурӑнма, ачисемпе мӑнукӗсене пӑхса ҫитӗнтерме, спортпа туслашма май парать.

Юлашки виҫӗ ҫулта республикӑра пурӑнакан пӗтӗм ҫынна диспансеризаци ӗҫне явӑҫтарнӑ. Ҫак тӗллевпе 800 миллион тенке яхӑн тӑкакланӑ, анчах унӑн кӑтартӑвӗсем пӗлтерӗшлӗрех! Тӗп пӗтӗмлетӳ шутӗнче – халӑх чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене пула вилесси 14 процент чакни, онкологи чирӗсене маларах тупса палӑртасси 7 процента ҫити ӳсни, ҫӗр-ҫӗр ҫын  пурнӑҫне сыхласа хӑварни.

Республикӑн Сывлӑх сыхлавӗн министерстви умне тӗллев лартатӑп: диспансер тӗпчевне ирттермелли тытӑма лайӑхлатмалла тата пациентсем валли палӑртакан вӑхӑт тӑкакӗсене пахалӑх шайне чакармасӑр май килнӗ таран кӗскетмелле!

Медицина пулӑшӑвӗн, ҫав шутра пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗн юрӑхлӑхне ӳстерес тӗлӗшпе малалла ӗҫлемелле. Пысӑк ӑсталӑхлӑ пулӑшӑва Мускавра е чикӗ леш енче кӑна кӳме пултараҫҫӗ текен шухӑшлав халӗ те ҫирӗп-ха.

 Ҫав хушӑрах паян Чӑваш Ен сиплев учрежденийӗсем тӗрлӗ енӗпе ӑна чи ҫӳллӗ шайра кӳреҫҫӗ. Халӗ республика тулашне тухмасӑр, ҫемьерен, килтен уйрӑлмасӑр пысӑк технологиллӗ пулӑшу илме пулать. Эпир ҫак тӗллеве ку чухнехи медицина учрежденийӗсен, ҫав шутра федераци пӗлтерӗшлисен те, тытӑмне тапхӑрӑн-тапхӑрӑн туса пурнӑҫлама тӑрӑшрӑмӑр.

Раҫҫей тӗп онкологӗ Михаил Давыдов республикӑра пулса курнӑ вӑхӑтра Чӑваш Енре кӳрекен ятарлӑ онкологи пулӑшӑвне Европа стандарчӗсен шайне ҫитерме пӗтӗм май пулнине палӑртрӗ. Республикӑри онкологсем халех ӗнтӗ чирлӗ ҫынсене сиплессипе ҫыхӑннӑ чи кӑткӑс ыйтусем енӗпе телемедицина технологийӗсемпе усӑ курса Мускав специалисчӗсенчен консультаци пулӑшӑвӗ илеҫҫӗ.

Онкологи диспансерӗн ҫӗнӗ хирурги корпусне туса пӗтерме федераци бюджетӗнчен хушма укҫа-тенкӗ уйӑрнине пысӑк ҫитӗнӳ тесе шутлатӑп. Ҫакӑ ӑна кӑҫалах хута яма май парать, апла пулсан онкологи пулӑшӑвӗ ҫынсемшӗн тата та юрӑхлӑрах пулма тытӑнать. 200 яхӑн ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленет, хирургсен ку чухнехи операци пӳлӗмӗсенче ӗҫлеме май пулать, операцисен шучӗ вара ҫулталӑкне 12 пин таран ӳсет.

Юлашки ҫулта сывлӑх сыхлавӗн 10 объектне тӗпрен юсанӑ, 40 фельдшерпа акушер пункчӗ туса хута янӑ, Шупашкарта икӗ ҫӗнӗ поликлиника уҫнӑ.

Социологи ыйтӑмӗсен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, халӑх Чӑваш Енре кӳрекен медицина пулӑшӑвӗпе кӑмӑллӑ пулнин кӑтартӑвӗ ҫулсерен ӳсет. Паян республикӑра пурӑнакан ҫынсен 57 проценчӗ медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхӗпе кӑмӑллӑ. Республика федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсен сывлӑха сыхлас ӗҫ тытӑмӗн тухӑҫлӑхӗн рейтингӗнче 4-мӗш вырӑн йышӑнать. Анчах та больницӑсенче пайӑр профильлӗ специалистсем ҫитменнипе пӗрлех черетсем пулни те – паянхи чӑнлӑх.

Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлавӗн министерствине «Пациент ячӗпе» проект шайӗнче республикӑри кашни поликлиника ӗҫне комплекслӑ майпа хак парассине туса ирттерме тата вӗсем кӳрекен медицина пулӑшӑвне лайӑхлатма хушатӑп. Унсӑр пуҫне медицина учрежденийӗсен тытӑмне аталантарас ӗҫе малалла тӑсма тӗллев лартатӑп.  Ҫитес виҫӗ ҫулта республика районӗсенче тата 50 фельдшерпа акушер пункчӗ, Шупашкар хулинче вара ҫӗнӗ поликлиникӑсем ҫӗклесе лартмалла.

Чӑваш Ен – сывӑ регион! Эпир халӑха хӑйӗн сывлӑхӗ ҫине пысӑк яваплӑхпа пӑхма кирлине ӑша хывма пулӑшатпӑр.

 Анчах та ҫав хушӑрах, официаллӑ статистика кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, республикӑра кашни ҫулах чирленӗрен ӗҫлеме пултарайман 2 миллион ытла куна шута илеҫҫӗ. Ку вара кашни ӗҫлекенех чире пула ҫулталӑкне сахалтан та 5 кун ӗҫе тухманнине пӗлтерет. Ҫынсем чирленине пула туса кӑларайман регионӑн пӗтӗмӗшле продукчӗн ҫухатӑвӗ ҫулталӑкне 1 миллиард ытла тенкӗпе танлашать.

Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ шайӗнче ӗҫ вырӑнӗсенче вӑй хума хӑтлӑ тата лайӑх майсем йӗркелес енӗпе мӗн кирлине пурне те тумалла тесе шутлатӑп.

Республикӑри предприятисен ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерес тата ӗҫлекенсен сывлӑхне сыхласа хӑварас тӗллевпе мӗнпур ӗҫ паракана «Предприятин сывлӑх профильне» туса хатӗрлеме ыйтатӑп. Лайӑх ертӳҫӗ ӗҫченсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшать, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӑл – предприяти ҫитӗнӗвӗн никӗсӗ.

Сывлӑха сыхлас ӗҫ, ытти отрасль пекех, инвесторсемшӗн илӗртӳллӗ пулса тӑмалла. Республикӑра патшалӑх гарантийӗсен программисене пурнӑҫлакан патшалӑхӑн мар медицина учрежденийӗсен шучӗ ҫулсерен йышлӑланса пырать. Ҫакӑ ҫынсене кӳрекен медицина пулӑшӑвӗн калӑпӑшне палӑрмаллах ӳстерме, сывӑ конкуренци йӗркелеме, ҫапла вара, юлашкинчен, пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне лайӑхлатма май парать. Пурте пӗрле тӑрӑшса ӗҫлесе эпир кашни ҫын сывлӑхне сыхласа хӑваратпӑр.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Эпир демографи, сывлӑх сыхлавӗ енӗпе чылай ӗҫ турӑмӑр. Вӑрах вӑхӑта палӑртакан кун йӗркинче, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин сӑмахӗсемпе калас пулсан – «нацие сыхласа хӑварасси, ачасене воспитани парса ӳстересси тата вӗсен таланчӗсене уҫса парасси».

Паллӑ ӗнтӗ, республика умӗнчи тӗллевсене  пурнӑҫлама пирӗн Чӑваш Ен аталанӑвне хастар хутшӑнма пултаракан ӑрӑва пӑхса ҫитӗнтермелле. Хамӑрӑн ачасене чӑн-чӑн патриот пулма, пурнӑҫри улшӑнман хаклӑхсене ӑша хывма, тӑван ен йӑли-йӗркине юратма тата хисеплеме вӗрентсе ӳстерни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫамрӑк ӑру мӗнлерех пулнинчен, вӑл пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупма пултарнинчен республика тата Раҫҫей пуласлӑхӗ килет.

Вӗренӳ тытӑмне аталантарма кашни ҫулах республика бюджечӗн укҫи-тенкин 30 процентне уйӑратпӑр.

Шкулчченхи вӗренӗве аталантарасси ҫине те тимлӗ пӑхатпӑр.

Ачасене ача садне вырнаҫтарасси унччентерех кӑна-ха ҫивӗч ыйту шутӗнчеччӗ. Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн «Ача сачӗсем – ачасене!» программине пурнӑҫланине пула эпир 3 ҫултан аслӑрах пепкесене ача сачӗсенче вырӑнсемпе тивӗҫтертӗмӗр. Ҫак тӗллевсем валли кӑна 3 миллиард та 670 миллион тенкӗ уйӑрнӑ, ача садне ҫӳрекен пӗр ача пуҫне каякан бюджет тӑкакӗсен сумми, 2010 ҫулхипе танлаштарсан, 1,7 хут ытла ӳсрӗ!

Иртнӗ ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, эпир виҫӗ ҫултан пуҫласа ҫичӗ ҫула ҫитичченхи ачасене вырӑнпа 100 проценчӗпех тивӗҫтернӗ Раҫҫейри малта пыракан регионсен йышне кӗтӗмӗр. Ҫакна палӑртас тетӗп: муниципалитетсен 60 процентӗнче икӗ ҫултан аслӑрах ачасене ача сачӗсенчи вырӑнсемпе тивӗҫтернӗ. Халӗ ҫакна ытти муниципалитетсенче те тумалла.

 Ҫынна аталантармалли тата воспитани памалли тата тепӗр тапхӑр вӑл шкул шутланать.Вӗрентекенсем пӗчӗк ҫынна ун умӗнчи пурнӑҫ мӗнлерех анлӑ та тӗрлӗ енлӗ пулнине уҫса параҫҫӗ. Ачасен таланчӗпе пултарулӑхӗ шӑпах кунта пуҫласа палӑраҫҫӗ, кунтах ӗҫ ҫыннин пуласлӑхӗ никӗсленет.

Пӗтӗмӗшле пӗлӳ парас ӗҫе аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем республика Правительствишӗн тӗп ыйтусем шутланаҫҫӗ. Ҫавна май ырӑ кӑтартусем те ҫук мар. Ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Чӑваш Енри 9 шкул Раҫҫейри чи лайӑх 500-топ шкул шутне, 12 ял шкулӗ вара – Раҫҫейри чи лайӑх 200 шкул шутне кӗнӗ. Унсӑр пуҫне пӗлтӗр пирӗн республика ял шкулӗсенче паракан пӗлӳ пахалӑхӗ енӗпе чи лайӑх пилӗк регион шутне кӗме тивӗҫнӗ. Ку  – пӗлтерӗшлӗ кӑтарту!

Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсен шучӗ республикӑра ӳснӗҫемӗн ӳссе пырать. Шкул ачисен пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадин юлашки тапхӑрне кӑна илер: 2015 ҫулта, 2014 ҫулти 22 тӗслӗхпе танлаштарсан, 43 ҫӗнтерӳ. Олимпиадӑн юлашки тапхӑрне хутшӑннин кӑтартулӑхӗпе Чӑваш Ен Раҫҫей Федерацийӗн чи лайӑх вунӑ субъекчӗн йышӗнче.

Паллах, ҫакнашкал ҫитӗнӳсене ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене тивӗҫлипе пӑхса ӳстерес тата вӗрентес тесе тӑрӑшмасӑр, вӗрентекенсен кашни кунхи ырми-канми ӗҫӗсӗр тума май килмӗччӗ. Эпӗ вӗрентекенсене – чӑн-чӑн ӗҫченсене, професси ӑстаҫисене – тав тӑватӑп тата республика Правительствине хӑйсен пӗлӗвӗпе ӑсталӑхне тӑтӑшах ӳстерсе пыракан, ачасене пӗлӳ парас тата вӗсене тӗрлӗ енлӗн аталантарас ӗҫре чунне парса тӑрӑшакан вӗрентекенсене пулӑшмаллине тата хавхалантармаллине шута илме ыйтатӑп.

Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствине Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери предмет олимпиадисен, ҫавӑн пекех професси ӑсталӑхӗн олимпиадисен ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене хатӗрленӗ педагогсем валли Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн премийӗсене туса хурас енӗпе сӗнӳсем хатӗрлеме хушатӑп. Вӗсем пирӗн ачасен пуласлӑхӗшӗн тӑвакан пархатарлӑ ӗҫе хак пама май та ҫук. Асӑннӑ олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисене хатӗрленӗ педагогсем валли премие – 250 пин тенкӗ, призерсене хатӗрленӗ вӗрентекенсем валли вара 150 пин тенкӗ виҫепе палӑртма сӗнетӗп.

Вӗрентекенсене професси тӗлӗшӗнчен аталантарасси, вӗсене хӑйсен ӑсталӑхне ӳстерме хавхалантармалли майсем туса парасси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхмалла. Ачасене хастар чунлӑ, мал ӗмӗтлӗ тата хальхи технологисене алла илнӗ учительсем вӗрентмелле. Пирӗн тӗллев – педагогика аслӑ шкулӗсенчен вӗренсе тухакан ҫамрӑк специалистсем шкулсене кӑмӑл туртнипе ӗҫлеме килме майсем туса парасси. Вӗренӳ министерствине ҫамрӑк вӗрентекенсене хавхалантармалли тата  пулӑшу памалли сӗнӳсем хатӗрлеме хушатӑп.

Пирӗн хамӑр ӗҫсене ик-виҫӗ утӑм маларахрине шута илсе пурнӑҫламалла. Демографин лайӑх лару-тӑрӑвӗ шкулсен шӑнӑҫулӑхне витӗм кӳме тытӑнни халех палӑрма пуҫларӗ. Ҫавӑнпа та ача сачӗсем тӑвас енӗпе хастар ӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ шкулсем тума тытӑнатпӑр.

Строительствӑпа юсаса ҫӗнетес ӗҫсене пурнӑҫланипе пӗрлех ял шкулӗсен инфратытӑмне модернизацилес ӗҫе – вӗсенче санитари тата гигиена требованийӗсене тивӗҫтерекен хальхи условисем туса хурас, энерги перекетлемелли технологисене ӗҫе кӗртес тӗллевпе – пуҫӑнма хушатӑп.

Эпир ача сачӗсем тунӑ чухнех ӗҫлеме пултарнине тата хамӑр ҫине илнӗ тивӗҫсене пурнӑҫлама пӗлнине федераци шайӗнче кӑтартса патӑмӑр. Ҫавӑнпа та шкулсем тума федераци укҫи-тенкине илме ирттерекен конкурсра ҫӗнтерме пирӗн пӗтӗм май пур. Шупашкарта пӗрремӗш шкул Гладков урамӗнчи халӑх йышлӑ пурӑнакан микрорайонта ҫӗкленмелле. Ҫитес 10 ҫул хушшинче 30 шкултан кая мар тума тата ҫӗнетме тӗллев лартатӑп.

Малалли сӑмахсене эпӗ республика Правительстви валли кӑна мар, ҫавӑн пекех бизнес тытӑмӗсен ертӳҫисем валли те палӑртса калас тетӗп.

Эпир ача сачӗсем тунӑ чухне патшалӑхпа уйрӑм ҫын ӗҫтешлӗхӗн лайӑх опычӗпе тухӑҫлӑн усӑ куртӑмӑр ӗнтӗ. Эпӗ сире ҫӗнӗ шкулсен ҫурчӗсене тӑвас ӗҫе те хутшӑнма чӗнсе калатӑп, вӗсене каярах патшалӑх тӳлесе илет. Ҫакӑ вӑл пысӑк пӗлтерӗшлӗ социаллӑ тӗллеве пӗр-пӗриншӗн тупӑшлӑ пурнӑҫламалли лайӑх вариант, унсӑр пуҫне хӑвӑрт тата тухӑҫлӑ ӗҫлесе пирӗн ачасем валли тата та лайӑхрах шкулсем, вӗренӗве вара – пахалӑхлӑрах, юрӑхлӑрах тумалли мел те.

Хисеплӗ ӗҫтешсем, Сире тепӗр самаях ҫивӗч ыйту ҫине тимлӗрех пӑхма ыйтатӑп. 2015 ҫулта ҫул ҫитмен ҫамрӑксем преступлени тӑвасси ӳсрӗ. Ку енӗпе ӗҫлекен мӗнпур орган ӗҫӗлне кирлӗ пек йӗркеленине пула ҫул ҫитмен ҫамрӑксем тӑвакан преступленисен ӳсӗмӗн хӑвӑртлӑхне пӗлтӗрхи иккӗмӗш ҫур ҫуллӑхра 12 процента ҫити чакарма май килчӗ.

Вӗренӳ министерстви умне Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствипе, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе, социаллӑ службӑсемпе, общество организацийӗсемпе, Ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑйпа пӗрле пур пек фактсене тишкерсе тухма тата  ҫул ҫитмен ҫамрӑксен хушшинчи криминогенлӑ лару-тӑрӑва лайӑх еннелле улӑштармалли пайӑр ӗҫсен планне туса хатӗрлеме тӗллев лартатӑп.

Ачасене хӑйсене килӗшекен ӗҫпе кӑсӑклантармалла, спорта, пултарулӑха, обществӑшӑн усӑллӑ ӗҫе явӑҫтармалла. Чӑваш Енре хушма пӗлӳ паракан тытӑмра вӗренекен ачасен шучӗ ҫирӗппӗн ӳсни палӑрать. Раҫҫей Вӗренӳ министерствин хаклавӗ тӑрӑх, республикӑн ку тӗлӗшпе пухнӑ опычӗ чӑннипех те сайра йышшискер. Хушма пӗлӳ паракан тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тытӑмсенче хушма пӗлӳ илекен ачасен шучӗпе Чӑваш Ен Раҫҫей Федерацийӗн чи лайӑх вунӑ субъекчӗ йышӗнче.

Пирӗн таврашри тӗнче ытла та хӑвӑрт улшӑнса пырать. Ҫавӑнпа та эпӗ ачасене хӑвӑрт тата тӗрӗс шухӑшлама вӗрентесси питех те пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлатӑп. Ӑс-тӑна ҫирӗплетме, тӗслӗхрен, шахмат тата шашка вӑййисем питӗ лайӑх вӗрентеҫҫӗ. Вӗсен секцийӗсене пур ҫӗрте те чӗртсе тӑратмалла тата аталантармалла.

Кашни муниципалитетрах ачасемпе ҫамрӑксен инженерипе техника пултарулӑхне аталантарас енӗпе программа туса хатӗрлемелле.

Шкул ачисемпе студентсене професси суйласа илме пулӑшассине тата вӗсене професси ӗҫӗлне маларах явӑҫтарассине ҫӗнӗлле йӗркелемелле.

Ҫакӑ палӑртуллӑ: Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗнче Чӑваш Ен Раҫҫей Федерацийӗн Вӗренӳ министерстви тата пӗтӗм тӗнчери Ворлдскиллс пирӗншӗн питех те пӗлтерӗшлӗ электротехника енӗпе регионсен хушшинчи вӗренӳ центрне тумалли правӑна ҫӗнсе илме ирттернӗ конкурсӑн 6 ҫӗнтерӳҫинчен пӗри пулса тӑчӗ.

Професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетме, вӗрентӳ хатӗр-хӗтӗрне, тӗнче шайӗнчи станоксене туянма ҫитес икӗ ҫул хушшинче 1 миллиард тенкӗ ытла уйӑрма палӑртнӑ. Ҫакӑ пӗлӳ пахалӑхне лайӑхлатма кӑна мар, ҫамрӑксен хушшинче ӗҫ профессийӗсен ят-сумне ӳстерме те пулӑшӗ. Раҫҫей Правительствинче палӑртнӑ тӑрӑх, вӗрентӳ центрӗсем тунӑ ҫӗре хутшӑнакан регионсем ҫӗршыври ӑс-хакӑл управҫисем шутланаҫҫӗ, малашнехи программӑсене тӗрӗслесе пӑхас ӗҫе те ытларах вӗсенех явӑҫтараҫҫӗ.

Ҫитес 10  ҫулта Чӑваш Ен тӗнче шайӗнчи электротехника кластерӗн специалисчӗсене вӗрентсе хатӗрлемелли сайра йышши вӗрентӳ вырӑнӗ  пулса тӑтӑр тесе мӗнпур вӑйран тӑрӑшмалла. Пирӗн республика тата ҫӗршыв пуласлӑхӗ – вӗсенче!

Хисеплӗ депутатсем тата ӗҫтешсем!

Ӳт-пӳ тата ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен сывӑ ҫын кӑна тухӑҫлӑ пулма пултарать!

Спорт ҫынна йӗркене кӗртет, унӑн ҫӗнтерес кӑмӑлне ҫирӗплетет, ушкӑн хӑватне туйма вӗрентет, пире вӑйлӑ тӑвать, ырӑ кӑмӑл-туйӑм тата вӑй-хал кӳрет. Пирӗн хамӑрӑн ачасене харпӑр хӑй тӗслӗхӗпе спорта юратма хӑнӑхтармалла, вӗсене тӗрлӗ енлӗн аталанма пулӑшмалла. Компьютер сӗнекен тӗлсӗр вӑйӑсенчен пистерсе ачасене хӑйсен ашшӗ-амӑшӗпе тата юлташӗсемпе пӗрле ытларах уҫӑ сывлӑшра пулма вӗрентмелле.

Юлашки ҫулсенче республикӑра физкультурӑпа тата спортпа туслашма лайӑх майсем йӗркеленӗ. Эпир спортӑн пӗр  объектне те хупма е унӑн профильне улӑштарма памарӑмӑр! Федерацин тӗллевлӗ программин тата республикӑн тивӗҫлӗ программисен, ҫавӑн пекех «Физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекссем тӑвасси» социаллӑ проект шайӗнче республикӑра 50 ытла спорт сооруженийӗ тунӑ тата юсаса ҫӗнетнӗ. Вӗсенчен пӗри – «Шупашкар-Арена» Пӑр керменӗ. Спорт инфратытӑмне аталантарма 6 миллиард тенкӗ ытла хывнӑ. Эпир физкультурӑпа спорт сферине инвестицисем чи нумай хывакан Раҫҫей Федерацийӗн пилӗк субъекчӗ йышне кӗретпӗр. Пирӗн ачасен, ҫавӑн пекех пирӗнпе сирӗн те спорта чун туртнипе те, професси шайӗнче те хутшӑнма майсем пур!

Паян республикӑри спорт шкулӗсене 34 пин ытла ачапа ҫамрӑк ҫӳрет. Юлашки пилӗк ҫулта массӑллӑ спорт разрядникӗсен, Раҫҫей спорт мастерӗсен тата тӗнче класлӑ спорт мастерӗсен шучӗ икӗ хута яхӑн ӳсрӗ.  2015 ҫулта кӑна 64 спортсмен Раҫҫей спорт мастерӗ пулса тӑчӗ. Ку – республикӑри спорт аталанӑвӗн историйӗнчи рекордлӑ кӑтарту!

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Ен паллӑ спортсменӗсем Рио-де-Жанейро хулинче иртекен ҫуллахи Олимп вӑййисене хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ. Олимп тата Паралимп командисен кандидачӗсен списокӗнче Чӑваш Енри 34 спортсмен хушамачӗпе ячӗ те пур. Унчченхи Вӑйӑсемпе танлаштарсан пирӗн спортсменсем хутшӑнакан спорт тӗсӗсен шучӗ икӗ хут ӳснӗ.

Олимп тата Паралимп пӗрлештернӗ командисен кандидачӗсене, ҫавӑн пекех вӗсен тренерӗсене Вӑйӑсене лайӑхрах хатӗрленме пулӑшас тӗллевпе эпир тӗп команда членӗсене 30 пин тенкӗ виҫепе тата резерв йышӗн членӗсене 15 пин тенкӗ виҫепе кашни уйӑхра стипендисем тӳлемелле турӑмӑр.

Ҫакӑ пурте физкультурӑпа спорт отрасльне аталантарма кӑна мар, пӗтӗмӗшле илсен, республика аталанӑвне те ҫӗнӗ вӑй хушать.

Ҫӗнӗ пуҫарусен йышӗнче – шкул хоккей лиги, кӑҫалхи хӗлле вӑл Шупашкарта пуҫласа иртет, малашне вара унта мӗнпур муниципалитетах хутшӑнӗ.

Шкул хоккей лигин ӑмӑртӑвӗсем шкул ҫумӗнчи тата картишсенчи ҫӗнӗ тата юсаса ҫӗнетнӗ уҫӑ хоккей площадкисенче иртеҫҫӗ.

Социаллӑ яваплӑхлӑ бизнесӑн ырӑ тӗслӗхне «Чӑвашкабель» предприяти кӑтартать, вӑл Шупашкар хула администрацийӗпе пӗрле картишсенче 10 ытла ҫӗнӗ хоккей коробки уҫнӑ тата 200 яхӑн ачана хоккеистсен формипе тивӗҫтернӗ.

Республикӑра волейбол тата баскетбол шкул лигисем те ӑнӑҫлӑ ӗҫленине палӑртса хӑваратӑп.

Пурӑнакан вырӑнта тӳлевсӗр уҫӑ спорт площадкисен тытӑмне туса хурас ӗҫе малалла тӑсӑпӑр. 2015 ҫулта Шупашкар хулинче искусствӑллӑ футбол уйӗпе, чупмалли ҫулсемпе, хоккей коробкипе тата урамри тренажерсемпе тивӗҫтернӗ шкулсен хушшинчи стадион хута кайрӗ. Стадиона Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн социаллӑ проекчӗн шайӗнче тунӑ. 2020 ҫулччен Чӑваш Енре сахалтан та ҫавнашкал 10 сооружени тумалла. Вӗсем ачасемпе ҫамрӑксемшӗн активлӑ кану тата спорт центрӗсем пулса тӑмалла. Унсӑр пуҫне ҫакӑ эпӗ маларах асӑнса хӑварнӑ ҫивӗч ыйтӑва – ҫул ҫитмен ҫамрӑксем преступлени тӑвассине чакарассине – татса парас ӗҫре пулӑшать.

Чӑваш Еншӗн никӗсри шутланакан спорт тӗсӗсене аталантарма велоспорт-маунтинбайк тата биатлон енӗпе Олимп вӑййисене хатӗрлекен регионти икӗ пысӑк центр тӑвас ӗҫ вӗҫленсе пырать.

Шупашкарти «Олимпийский» тата «Спартак» стадионсене ҫӗнетесси те малалла тӑсӑлӗ. Асӑннӑ спорт учрежденийӗсене 2018 ҫулхи футбол чемпионатне хутшӑнакан командӑсем тренировка ирттермелли базӑсен йышне кӗртнӗ.

«Сывӑ наци» текен ӑнлав граждансен ӳт-пӳ сывлӑхне кӑна мар, кӑмӑл-сипет сывлӑхне те палӑртать. Нумай нациллӗ Чӑваш Республикинче обществӑпа политика лару-тарӑвӗ вун-вун ҫул хушши ҫирӗп шайра сыхланса упранать, ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет никӗсӗсем ҫирӗпленсе малалла аталанаҫҫӗ.

Мускав тата Пӗтӗм Руҫ Патриархӗ Святейший Кирилл килсе кайни пӗтӗм республика пурнӑҫӗнче паллӑ йӗр хӑварчӗ. Сумлӑ хӑна ҫакна палӑртрӗ: «Чӑваш Енпе Шупашкар хули халӑх пурнӑҫне хӑтлӑлатас тӗлӗшпе те, чиркӗве аталантарас тӗлӗшпе те пысӑк ҫул утса тухнӑ». Таса пурнӑҫлӑ Сергий Радонежский ячӗпе Шупашкарта лартакан чиркӳ никӗсне капсула хывса хӑварнӑ вӑхӑтра вара Святейший Кирилл Патриарх: «Чиркӳсем чӑннипех те кирлӗ чухне ҫӗкленеҫҫӗ. Халӑха чиркӳсем кирлӗ пулсан, ӗненӳ пирӗн чӗресенче пурӑнать. Апла-тӑк халӑх пурнӑҫне хӑватлӑ ӑс-хакӑл вӑйӗ чӗм парса тӑрать», – терӗ.

2015 ҫул Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ паллӑпа иртрӗ, Чӑваш Республикинче вара вӑл Константин Васильевич Иванов ҫулталӑкӗ пулчӗ.

Тӗнчери ҫирӗм тӑхӑр ҫӗршыври вырӑс чӗлхиллӗ ҫӗр ҫирӗм ытла ҫынна пӗрлештернӗ «Нарспие» вулатпӑр» пӗтӗм тӗнчери проект чи паллӑ пуҫарусенчен пӗри пулса тӑчӗ. Чӑваш Ен халӑхӗн наци мӑнаҫлӑхӗ шутланакан вилӗмсӗр поэма тӗнчери халӑхсен 20 чӗлхипе уҫҫӑн та илемлӗн янӑрарӗ.

Республика Раҫҫейри чи вулакан ҫирӗм регион йышне кӗчӗ. Вӑл хӑйне кӗнеке инфратытӑмӗ лайӑх шайра аталаннӑ, литература йӑли-йӗркисене тытӑмлӑн пулӑшса пыракан, влаҫ органӗсем вулав культурине аталантарасси ҫине кирлӗ пек пӑхакан регион пек кӑтартса пачӗ.

Паян хальхи Чӑваш Ен ҫинчен каласа кӑтартакан витӗмлӗ, талантлӑ произведенисем нихҫанхинчен те ытларах кирлӗ. Кӗнеке вулама кӑмӑлланине, тӑван чӗлхене юратса хисеплес туйӑма аталантармалла тата чӗртсе тӑратмалла, литературӑна ҫӗнӗ художествӑлла пусӑма – Константин Иванов, Геннадий Айхи пек чаплӑ сӑмах ӑстисен шайне – ҫӗклемелле.

2016 ҫула ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей Кино ҫулталӑкӗ тесе пӗлтерчӗ. Кӑҫал чӑн малтанах ҫӗршыври пӗчӗк хуласенчи кинозалсен тытӑмне аталантарасси ҫине тимлӗрех пӑхма йышӑннӑ. Чӑваш Ен Раҫҫейри Кино искусствине пулӑшакан фондран Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Канаш хулисенчи клубсем валли цифра кинооборудованийӗ туянма 15 млн тенкӗлӗх тӳлевсӗр субсидисем илет. Пирӗн куракансем хӑйсем юратакан совет тата Раҫҫей киноклассикӗсен фильмӗсене, Раҫҫей историйӗ, ҫӗршыври тата тӗнчери пулӑмсем ҫинчен тӗрӗс каласа кӑтартакан хамӑр ҫӗршывра ӳкернӗ ҫӗнӗ фильмсене  пӑхма пултарӗҫ.

Федерацин яла аталантармалли программи шайӗнче Вӑрмар, Ҫӗрпӳ тата Елчӗк районӗсенче нумай функциллӗ культура центрӗсем тума тытӑнаҫҫӗ. Малашлӑхра республикӑри ытти районта ҫавнашкал тата 8 центр тумалла.

Чӑваш Енӗн чӑннипех пысӑк туризм вӑй-хӑвачӗ пур: сайра тӗл пулакан ҫутҫанталӑк, хӑйнеевӗрлӗ культура тата йӑла-йӗрке, эпир вӗсемпе пӗтӗм Раҫҫее тата ют ҫӗршывсене те паллаштарма хатӗр.

Чӑн ӗҫсем тума вӑхӑт ҫитрӗ. Туризма аталантарни мӗнпур шайри влаҫ органӗсемшӗн, экономикӑн чӑн секторӗпе пулӑшу ӗҫӗсен сферишӗн: хӑна ҫурчӗсемшӗн, туризм тата реклама компанийӗсемшӗн, санаторисемпе обществӑлла апатлану предприятийӗсемшӗн, массӑллӑ информаци хатӗрӗсемшӗн, ҫавӑн пекех республикӑра пурӑнакан тӗрлӗ професси ҫыннисемшӗн  те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Ачасен вӗренӳ туризмӗн программине Чӑваш Ен чи малтан хутшӑннӑ регионсен шутӗнче. 2015 ҫулта истори тата культура еткерӗн объекчӗсемпе 45 пин ытла ача паллашнӑ.

«Чӑваш Енри халӑх ушкӑнӗсем» туризмпа кану кластерне тӑвасси» инвестици проектне пурнӑҫлас ӗҫ малалла пырать. Кӑҫалхи ҫулла халь тӑвакан «Амазония» этнокультура паркӗнче велосипед ҫулӗсемпе ҫуран ҫула, уҫӑлса ҫӳремелли тротуарсене туса пӗтерӗҫ. «Шыв арманӗ» администраци-йӑпану комплексне тума пуҫланӑ, ун тытӑмӗнче чӑваш апачӗпе сӑйлакан ресторан та пулмалла. Аквапарк тума пуҫӑнаҫҫӗ. Шупашкар хули 550 ҫул тултариччен тата тӑватӑ ҫул юлать. Ҫак вӑхӑт тӗлне «Чӑваш Енри халӑх ушкӑнӗсем» проекта предпринимательлӗх пӗрлӗхӗпе пӗрле пурнӑҫа кӗртмелле.

Атӑл леш енне газ кӗртни, Атӑл ҫыранӗн хӗррисене тата Хӗрлӗ тӳреме юсаса ҫӗнетни, юханшыв туризмне аталантарни пире Раҫҫей ҫыннисене тата ытти ҫӗршывран килекен туристсене Чӑваш Енпе Шупашкар илемне туллин кӑтартма май парӗҫ.

Асӑннӑ тӗллеве пурнӑҫлас тӗлӗшпе ӗҫленӗ чухне татса памалли тӗп ыйту – Чӑваш Ен территорийӗнче туризм инфратытӑмне туса хурасси тата аталантарасси. Ҫитменнине тата вӑл пӗр харӑсах ҫӗр ҫын килнине кӑна мар, пин-пин ҫын килнине те ҫӑмӑллӑнах чӑтса ирттерме пултаракан инфратытӑм пултӑр.

Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫыннисем, ӗҫтешсем, юлташсем, туссем!

Республика ертӳҫин должноҫне уйӑрса лартнӑ кунран пуҫласах эпӗ Чӑваш Енӗн инвестици илӗртӳлӗхне ӳстерни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине ҫине-ҫине палӑртатӑп. Инвестицисем конкурентлӑ, хальхи саманара кирлӗ таварсем кӑларма май параҫҫӗ тата вӗсемех предприятисене ӑнӑҫуллӑ тӑваҫҫӗ.

Пирӗн республикӑра экономикӑн промышленноҫ, ял хуҫалӑхӗ, строительство тата ытти отраслӗсем лайӑх аталаннӑ. Анчах та хальхи самана ҫӗнӗ требованисем палӑртать. Пирӗн пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелемелле, экономикӑн малашлӑхлӑ енӗсене аталантармалла, ӗҫ тухӑҫлӑхне тӗллевлӗн ӳстерсе пымалла тата ӑна кура – ӗҫ укҫи шайне те.

Ку тӗлӗшпе палӑртса хунӑ тӗллевсемпе килӗшӳллӗн тата тӗплӗн тӑвакан ӗҫ хӑйӗн ырӑ кӑтартӑвӗсене кӳрет тата чи ҫӳллӗ шайра тивӗҫлӗ хак илет. Пӗлтӗр Петербургри пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Ене бизнеса тытса пымалли чи лайӑх регионсен шутӗнче асӑнчӗ. Республика Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсенчи инвестици климачӗн тӑрӑмне палӑртакан Наци рейтингӗнче 9-мӗш вырӑн йышӑнчӗ.

Унсӑр пуҫне эпир Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен инновациллӗ аталанӑвӗн рейтингӗнче пиллӗкмӗш вырӑнта тӑратпӑр. Управлени ӗҫӗнче ҫӗнӗлӗхсемпе усӑ курас енӗпе те республика Раҫҫейӗн чи лайӑх регионӗсенчен пӗри шутланать.

Эпир ҫӳллӗ шайри вырӑнсене сыхласа хӑварасси вӗсене ҫӗнсе илессинчен чылай йывӑртарах пулнине лайӑх ӑнланатпӑр. Инвестора явӑҫтарас енӗпе ҫӗршыври регионсен хушшинче пыракан конкуренци тупӑшӑвӗ паян нихҫанхинчен те ҫивӗчрех. Инвестор валли май килнӗ таран хӑтлӑрах тата илӗртӳллӗрех майсем туса пама мӗнпур резерва явӑҫтармалла.

Чӑваш Енре малашлӑх тӗллевӗллӗ тата ҫӗнӗ йышши таварсем туса кӑларакан предприятисем валли лайӑх майсем туса параҫҫӗИнновациллӗ экономика инфратытӑмӗ лайӑхланать. Инжиниринг, ҫамрӑксен инновациллӗ пултарулӑхӗн, прототипировани, сертификаци центрӗсенчен, индустри паркӗсенчен тӑракан анлӑ сеть туса хунӑ.

2015 ҫулта Чӑваш Республикин сертификаципе стандартизаци тата тӗрӗслев центрӗ уҫӑлчӗ. Вӑл электротехника кластерӗн предприятийӗсене тата ытти отрасль предприятийӗсене хӑйсен таварне тӗрӗслев ирттернипе тата сертификациленипе пулакан тӑкакӗсене чакарма кӑна мар, ҫавӑн пекех Раҫҫей энергетикин наци стандарчӗсене йӗркелес ӗҫре те  хӑйсен позицийӗсене вӑйлатма май парать. Эпир малашлӑхлӑ наукӑна тата ҫӗнӗ экономика валли кадрсем вӗрентсе хатӗрлес ӗҫе укҫа-тенкӗ хыватпӑр. Ҫӗнӗ ресурс центрӗсем уҫӑлаҫҫӗ, вӗренӳ организацийӗсемпе учрежденийӗсем тата бизнес пӗр-пӗринпе тачӑрах та тачӑрах хутшӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Ку ҫав тери лайӑх!

Ҫӗнӗ йышши ӗҫсене инвестицисем хывас ыйтусем ҫине тимлӗн пӑхни хӑйӗн кӑтартӑвне кӳрет.

Пӗлтӗр производство ӳсӗмне шӑпах наукӑпа тачӑ ҫыхӑннӑ тата инновациллӗ предприятисем тивӗҫтерчӗҫ. Хими таварӗсем туса кӑларасси –10,7 процент, электрооборудовани, электрон тата оптика оборудованийӗ туса кӑларасси – 6 процент чухлӗ ӳсрӗ. Ҫав предприятисем импорта улӑштармалли туртӑмпа килӗшӳллӗн ӗҫлеҫҫӗ. Хими отраслӗнче пирӗн предприятисем Китайран, Украинӑран тата Словакирен кӳрекен таварсене хамӑрӑннипе улӑштараҫҫӗ, электротехникӑра вара – Сименс, Тошиба, АББ, Шнайдер Электрик евӗр пысӑк фирмӑсен таварӗсене.

Чӑваш Ен компанийӗсене Крым Республикине хывакан энерги кӗперне хута янӑ ҫӗре хутшӑнма шаннине уйрӑммӑн палӑртса хӑваратӑп. Реле хӳтӗлевӗпе автоматика комплексне, энерги кӗперне технологи тӗлӗшӗнчен тытса пымалли автоматланӑ тытӑмӑн пысӑкрах пайне «ЭКРА» наукӑпа производство предприятийӗ тӑратнӑ.

Производствӑна модернизацилени чылай предприятире ӗҫ тухӑҫлӑхне пысӑклатма пулӑшрӗ. Ҫакӑн пек ӗҫлени производство калӑпӑшне тивӗҫлӗн ӳстерме май парать, ӗҫшӗн кирлӗ пек тӳлеме тата хӑтлӑ ӗҫ условийӗсем йӗркелеме пулӑшать.

Уйрӑммӑн илсен, ӗҫ тухӑҫлӑхӗн пысӑк шайне «Перкарбонат» акционерсен обществи, унти кӑтарту пӗр ҫын пуҫне 6,3 млн тенкӗпе танлашать, Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен завочӗ – 4,3 млн тенкӗ, «Бреслер» наукӑпа-производство предприятийӗ – 3,9 млн тенкӗ, «ВНИИР» акционерсен обществи – 3,4 млн тенкӗ чухлӗ кӑтартупа тивӗҫтереҫҫӗ. Асӑннӑ предприятисенче пысӑк ӗҫ тухӑҫлӑхне кура ӗҫшӗн тӳлекен укҫа-тенкӗ те регионти экономикӑри вӑтам ӗҫ укҫи шайӗнчен 2-2,5 хут пысӑкрах.

Халӑх программине хатӗрленӗ шайра республика Правительстви умне лартнӑ пысӑк тӗллевсенчен пӗрне – 2020 ҫул тӗлне 250 миллиард тенкӗрен кая мар инвестици явӑҫтарассине, кашни ҫулах 5-рен кая мар ҫӗнӗ производство уҫассине – эпӗ пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.

2015 ҫулта Чӑваш Енре Раҫҫейшӗн ҫӗнӗ шутланакан пысӑк технологиллӗ темиҫе производство уҫӑлчӗ.

Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председателӗ Дмитрий Анатольевич Медведев хутшӑннипе «Хӗвел» заводра хӗвел модулӗсем туса кӑларакан ҫӗршыври пӗрремӗш производствӑна хута янӑ.

Шупашкарта «Фуджикура Аутомотив РУС Шупашкар» яппун компанийӗн Раҫҫейри пӗрремӗш завочӗ ӗҫлеме пуҫларӗ, унта Volkswagen автомобильсем валли кабельсемпе жгут туса кӑларассине йӗркеленӗ. Предприятин малашлӑхӗ пысӑк. Яппун бизнесменӗсем каланӑ евӗр, вӗсем час килсе ҫитеймеҫҫӗ – йышӑну тӑвиччен нумай шухӑшлаҫҫӗ, анчах та вӑрахлӑха килеҫҫӗ. Предприятие уҫни регионӑн инвестици вӑй-хӑватне яппунсен пысӑк компанийӗсемпе банкӗсен умӗнче презентацилени пулчӗ. Японирен килнӗ 30 яхӑн бизнесмен Чӑваш Енре бизнес валли йӗркеленӗ майсене тивӗҫлипе хак пачӗ. Шанатӑп: «Фуджикура» компани завочӗ – пирӗн республикӑпа Япони хушшинчи тухӑҫлӑ ҫыхӑнӑвӑн пуҫламӑшӗ кӑна.

«Экоклинкер» предприятин клинкерлӑ брусчатка тата кирпӗч туса кӑларакан иккӗмӗш линийӗ хута кайнӑ. Унччен ку продукцие пирӗн ҫӗршыва Европа ҫӗршывӗсенчен кӳнӗ.

 «Спектр» наукӑпа производство предприятийӗнче инновациллӗ силиконпа акрил полимерӗсем тата эмальсем, эмульсисемпе сӑмаласем туса кӑларассине  анлӑлатнӑ, «Динамика» предприятире наукӑпа производствӑн ҫӗнӗ корпусӗн пӗрремӗш черетне хута янӑ. Ҫаксем производство отчетӗнчен илнӗ йӗркесем кӑна мар. Ку кӑтартусем ҫӗнӗ пысӑк технологиллӗ ӗҫ вырӑнӗсем, конкурентлӑ ӗҫ укҫи ҫинчен пӗлтереҫҫӗ, республикӑра пурӑнакансен инҫете тухса ҫӳремесӗрех хӑйсен ҫемйине тивӗҫтерме чӑн майсем пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ.

Ҫавнашкал инвестици проекчӗсем ытларах пулмалли майсем йӗркелемелле. Эпир малалла каяс тесен мӗнлерех мерӑсем йышӑнмаллине лайӑх ӑнланатпӑр. Ку шута килӗшӳ йӗркисене туса ирттерме палӑртнӑ вӑхӑта кӗскетни те, электронлӑ майпа паракан пулӑшу ӗҫӗсен йышне, ҫав шута строительство валли ирӗк илессине те кӗртсе, пысӑклатни те кӗреҫҫӗ.

Ятарлӑ инвестици контракчӗн мелӗсемпе усӑ курассине пурнӑҫа кӗртмелле, ун шайӗнче тупӑшран илекен налук ставкине нуле ҫитичченех чакарма май пулать.

Раҫҫей Президенчӗн хушӑвне пурнӑҫласа республикӑра йӗркелӳ штабне тата проект офисне туса хунӑ, вӗсен тӗп ӗҫӗ – пысӑк пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫлассине пулӑшса пыма Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче проект управленине ӗҫе кӗртесси.

Проектсене пӑхса тухассин шайне тата вӗсене пурнӑҫланин пахалӑхне ӳстерес шутпа республика Правительстви умне Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче проект управленийӗн тытӑмне пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫлеттерессине тивӗҫтерме тӗллев лартатӑп.

Иртнӗ ҫул Шупашкарта Индустри паркӗн инфратытӑмӗн объекчӗсен строительствине вӗҫлени паллӑ пулӑм пулса тӑчӗ. Кунта ҫитес икӗ ҫулта ку чухнехи вунӑ производство вырнаҫтармалли промышленноҫ площадкине туса хунӑ, вӗсен витӗмӗпе 1180 ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленмелле. Паркӑн мӗнпур резиденчӗ хывакан инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 1 млрд ытла тенкӗпе танлашать. Кӑҫал Индустри паркӗн территорийӗнче «ЭнергоМаш» завод», «БИРС Арматура», «Прессдеталь» предприятисем ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ. Вӗсен ӗҫченӗсен вӑтам ӗҫ укҫи, шутласа палӑртнӑ тӑрӑх, 25 пин тенкӗрен кая мар пулмалла.

Производство компанийӗсене ҫавнашкал тулли хатӗрлӗхлӗ вырӑнсем кирлӗ пулни Индустри паркӗн иккӗмӗш черетне тӑвасси ҫинчен йышӑну тума хистерӗ – хальхинче вунултӑ резидент валли. Ку проекта икӗ ҫулта пурнӑҫа кӗртмелле. Унти инвестици проекчӗсем 910 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме тата инвестицисен прогнозлакан калӑпӑшне 900 млн тенкӗ виҫепе палӑртаҫҫӗ.

Унсӑр пуҫне кӑҫал пысӑк та пӗлтерӗшлӗ темиҫе проекта пурнӑҫлама палӑртса хунӑ. Таварсен ҫӗнӗ тӗсӗсене «Гравена Акрил», «Шупашкарти ҫурт-йӗр тӑвакан комбинат» предприятисенче туса кӑларма тытӑнаҫҫӗ, ҫавӑн пекех «ЧЭТА», «ЭКРА», «Бреслер», «Динамика» предприятисен ҫӗнӗ производство площадкисем уҫӑлаҫҫӗ. Ҫак проектсене пурнӑҫланине пула кӑна вӑтам ӗҫ укҫи шайӗ 27-30 пин тенкӗпе танлашакан 1500 ытла ҫӗнӗ хушма ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленмелле, вӗсенчен  850-шӗ шалу виҫи 35 пин тенкӗрен те иртекен пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗсем пулӗҫ.

Промышленноҫ политикине тытса пынӑ чухне пирӗн федераци влаҫӗ импорта улӑштармалли политикӑна пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе туса хунӑ мелсемпе тата инфратытӑмпа тухӑҫлӑ усӑ курмалла. Вӗсенчен пӗри – Промышленноҫа аталантармалли фонд. Паянхи кун тӗлне Фонда республикӑри 15 организацирен 23 заявка тӑратнӑ. «Химпромӑн» Никама Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхӗнче пӗрремӗш шутланакан, ҫулталӑкне 30 пин тонна хӑватпа глифосат туса кӑларма палӑртакан производствине тумалли проекта Фондӑн Сӑнав канашӗ ырланӑ. Предприяти ӑна пурнӑҫлама ҫулталӑкне 5 процент тӳлемелли майпа 500 миллион тенкӗлӗх кредит илет, ку ставка паян кредит организацийӗсем сӗнекен шайран 4 хут пӗчӗкрех.

Нумаях пулмасть туса хунӑ Федерацин вак тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантармалли корпорацийӗпе те эпир туслӑ ҫыхӑнусем йӗркелӗпӗр. Мӗншӗн тесен вак тата вӑтам бизнес экономикӑн чӑн секторӗн ӳсӗм майӗсене тивӗҫтерет.

Пысӑк предприятисем мар, шӑпах вак тата вӑтам предпринимательлӗх ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем ытларах йӗркелет тата хальхи кӑткӑс условисенче экономика ӳсӗмне тивӗҫтерме пултарать. Пӗчӗк тата вӑтам предприятисен вӑйлӑрах енсем пур: вӗсем куҫӑмлӑрах шутланаҫҫӗ, тухӑҫлӑрах ӗҫлеҫҫӗ тата ҫӗннине ҫӑмӑлрах йышӑнаҫҫӗ.

2013-2015 ҫулсенче кӑна республикӑра вак тата вӑтам предпринимательлӗхе патшалӑх пулӑшӑвӗ пама 1,5 миллиард тенкӗ ытла янӑ. 3,5 пин ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ вак тата вӑтам предпринимательлӗхӗн 22 пине яхӑн субъекчӗ патшалӑх кӳрекен пулӑшӑвӑн тӗрлӗ майӗпе усӑ курнӑ.

Республикӑра ӗҫе пуҫӑнакан бизнесменсем валли 2 ҫуллӑх «налук каникулӗсем» палӑртнӑ. Пӗчӗк кредитсем уйӑрса паракан тата поручительлӗхе гарантилекен тытӑм ӑнӑҫлӑ ӗҫлет, вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсен производство проекчӗсем тӑрӑх оборудование ҫӗнетме каякан тӑкаксен пӗр пайне саплаштараҫҫӗ.

Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлекен бизнеса малалла та пулӑшса пырӑпӑр, вӑл вара предпринимательсен тата пӗтӗм республика экономикин ыйтӑвӗсене те туллинрех тивӗҫтерӗ.

Республика Правительствине Вак тата вӑтам предпринимательлӗхе 2030 ҫулччен аталантармалли стратегие туса хатӗрлеме тата унта вак тата вӑтам предприятисен ҫаврӑнӑшне, 2014 ҫулхипе танлаштарсан, 2,5 хут ӳстермелли, вӗсем туса кӑларакан тавар калӑпӑшне, ҫавӑн пекех ӗҫ тухӑҫлӑхне 2 хутран кая мар ӳстермелли тӗллевсене пурнӑҫлама май паракан пайӑр ҫул-йӗре палӑртса хӑварма хушатӑп.

Пирӗн хамӑр бизнесӑн конкуренци пултарулӑхне ӳстермелле, ҫав шутра федерацин пысӑк компанийӗсен туяну рынокӗсенче те. Патшалӑх саккасӗсемпе тивӗҫтернӗ патшалӑх корпорацийӗсемпе предприятийӗсем валли тавар тӑратакансен списокӗнче ют ҫӗршыв компанийӗсене улӑштарни – Чӑваш Ен вак бизнесӗшӗн малалла аталанмалли лайӑх мел. Ку тӗлӗшпе ӗҫлеме тытӑннӑ та ӗнтӗ.

Влаҫпа бизнес хушшинчи ӑнӑҫлӑ ҫыхӑну – икӗ енлӗ ҫӳрев. Ҫавна май  тепӗр ҫивӗч ыйту ҫинче  чарӑнса тӑрас тетӗп, ӑна татса парассипе Чӑваш Енре пурӑнакансем пурнӑҫра хӑйсене мӗнлерех туясси тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ, ку вӑл – халӑха ӗҫе сӑмах вӗҫҫӗн калаҫса йышӑнни тата «сӑрӑ» ӗҫ укҫин калӑпӑшӗ ӳсни.

Саккунлӑ майпа тӳлекен ӗҫ укҫи фондне тивӗҫтерессине перекетлеме хӑтланса хӑшпӗр ӗҫ паракансем патшалахӑн социаллӑ обязательствисене пурнӑҫлама кирлӗ укҫа-тенкӗ шӑпах налукран тӳлекен тата ытти тӳлеврен пухӑннине манса каяҫҫӗ.

Ҫав шута вара пулас пенсисем, чирленине пула ӗҫе тухманшӑн тӳлени кӑна мар, ҫавӑн пекех ачана пӑхнӑшӑн паракан тӳлев те, пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма ҫӑмӑллӑхлӑ кредит е ҫурт-йӗр туяннӑ чухне налукран тавӑрса паракан укҫа-тенке илесси те кӗреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ача сачӗсенчи вырӑнсем, шкулсенче тивӗҫлӗ пӗлӳ памалли майсем те.

Эсир ҫак цифрӑсем пирки шухӑшласа пӑхӑр-ха: кашни кун эпир вӗренӳ валли республика бюджетӗнчен 60 млн тенкӗ ытла уйӑратпӑр. Ҫак суммӑн вара мӗнрен те пулсан пухӑнмалла вӗт! Паллах ӗнтӗ, кунта чӑн малта налукран уйӑракан укҫа-тенкӗ тӑрать.

Раҫҫей Федерацийӗн Пенси фончӗ хаклавӗ тӑрӑх, республикӑра 162 пин ҫын ӗҫ хутшӑнӑвӗсене ҫырса йӗркелемесӗр вӑй хурать тата ӗҫ укҫине «конвертпа» илет. Бюджет ҫапла майпа ҫухатакан тупӑш, тӗрлӗ хаклав тӑрӑх, ҫулталӑкне 2 миллиарда яхӑн тенкӗпе танлашать!

Унсӑр пуҫне официаллӑ ӗҫ паян вӑл – ватлӑх ҫулӗсенчи финанс ҫирӗплӗхӗн никӗсӗ. «Сӑрӑ схемӑсемпе» ӗҫлекенсемпе кӗрешме тытӑнмалла, ҫынсене хӑйсен пуласлӑхӗ, республика ырлӑхӗ ҫинчен тарӑнрах шухӑшласа пӑхма ӳкӗте кӗртмелле. Ҫакӑ Правительство вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе тата налук службипе пӗрле татса памалли тӗп ыйтусенчен пӗри. Ӑна тивӗҫтерме управлени ӗҫӗнчи пур пек майсемпе тухӑҫлӑрах усӑ курмалла.

Хисеплӗ депутатсем, ентешӗмӗрсем!

Чӑваш Ен – агропромышленноҫ регионӗ. Пурнӑҫӑн кӑра чӑнлӑхӗсене шута илсе, эпир хамӑр ҫӗр ӗҫченӗсен умӗнче мӗнле йывӑрлӑхсем тӑнине, апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн сферинче ыйтусем  еплерех ҫивӗч пулнине лайӑх ӑнланатпӑр.

 Ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене производство калӑпӑшне тата тухӑҫлӑхне ӳстерес, ял пурнӑҫӗн йӗркине сыхласа хӑварас шутпа пулӑшу парасси республикӑшӑн тӗп  тӗллев  шутланать.

Патшалӑх аграри секторне кӳрекен пулӑшу калӑпӑшӗ ҫулсерен пысӑкланать, ку тӗлӗшпе 2015 ҫул ытти ҫулсенчен уйрӑлса тӑмарӗ. Чӑваш Ен ҫӗр ӗҫченӗсем республика тата федераци бюджетӗнчен 2,8 млрд тенкӗлӗх пулӑшу илнӗ, ку вӑл, 2014 ҫулхипе танлаштарсан, 15,4 процент ытларах. Ку пысӑк укҫа-тенкӗ! Финанс лару-тӑрӑвӗ ҫӑмӑлах пулманнине пӑхмасӑр 2016 ҫулхи бюджетра патшалӑх пулӑшӑвӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене мӗнпур формӑллӑ хуҫалӑхсем валли сыхласа хӑварнӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн доктрининче палӑртнӑ шалти рынока хамӑрӑн продукципе тивӗҫтермелли шай чиккисене  чылай кӑтарту енӗпе пысӑклатнӑ

 Эпир ял хуҫалӑх производствин ӳсӗмне, 2014 ҫулхипе танлаштарсан, 107,9 процент шайӗнче тивӗҫтертӗмӗр. Республика 100 гектар ҫӗр ҫинче выльӑх-чӗрлӗх тата кайӑк-кӗшӗк туса илессин калӑпӑшӗпе федерацин Атӑлҫи округӗнче 3-мӗш вырӑн, сӗт туса илессин калӑпӑшӗ енӗпе – 2-мӗш вырӑн йышӑнать, ҫакӑ пур пек ресурссемпе тухӑҫлӑн усӑ курнине кӑтартса парать. Асӑннӑ ҫитӗнӗве пирӗн ял ҫыннисем тунӑ. Вӗсене уншӑн пысӑк тав!

Хамӑр туса кӑларакан ял хуҫалӑх продукцийӗн производствине малалла та ӳстерсе пымалла. Тӗллев – 2020 ҫул тӗлне ытти регионсемпе пӗрле Раҫҫейӗн шалти рынокне хамӑр ҫӗршывра туса кӑларакан апат-ҫимӗҫпе туллин тивӗҫтересси. Ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене майлӑ самантпа  усӑ курма тата рынокра хӑйсен вырӑнне йышӑнма чӗнсе калатӑп.

Паян ҫӳллӗ шайри ҫӗр ӗҫ культури шучӗпе тухӑҫа ӳстерме мӗнпур май пур. Ку шута биологизаци ӗҫӗ те, удобренисемпе тухӑҫлӑрах усӑ курни те, мелиораци мелӗпе усӑ курни  те кӗреҫҫӗ. Технологи ӗҫӗсен комплексне туллин пурнӑҫлани пире ял хуҫалӑх культурисене туса илессин калӑпӑшне малашне сахалтан та  30 процента ҫити ӳстерме май парать.

Хамӑн ҫырусенче эпӗ ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсемпе усӑ курас ӗҫре йӗрке туса ҫитерме кирлине, тӳрӗ мар кӑмӑллӑ харпӑрлӑхҫӑсемпе арендаторсенчен хӑтӑлмаллине, ҫӗрпе саккунсӑр тата ултавлӑ майпа усӑ курма тата унпа спекуляци тума ирӗк памалла маррине пӗр хут кӑна мар палӑртнӑччӗ. Ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ  ҫӗрсемпе мӗнле усӑ курнине муниципалитет енчен ҫӗр тӗрӗслевне тухӑҫлӑ йӗркелени ку тӗлӗшпе тумалли пӗрремӗш утӑм тесе шутлатӑп. Ҫӗрпе ҫыхӑннӑ  информаци уҫӑ тата уҫӑмлӑ пулмалла. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне геосервис майӗсемпе усӑ курса кашни ял поселенийӗнче ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсем мӗн чухлӗ пурри тата вӗсемпе мӗнлерех усӑ курни ҫинчен тӗрӗс, ҫӗнетнӗ сведенисем кӗртнӗ пӗрпӗтӗм информаци тытӑмне туса хурас ыйтӑва хатӗрлесе ҫитерме хушатӑп.

Ял хуҫалӑхӗнче усӑ куракан ҫӗрсене 2016 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри Ял хуҫалӑх ҫыравӗн шайӗнче шута илсе тухни управлени ӗҫӗнче тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшӗ. Эпир ялта ӗҫлесе пурӑнакан ҫынсене лару-тӑрӑва лайӑх пӗлсе, ятран пулӑшу кӳме пултарӑпӑр.

Ют ҫӗршыв технологийӗсемпе усӑ курассине чакарасси уйрӑмах  пӗлтерӗшлӗ пулса пырать. Ҫӗрулмин тата пахчаҫимӗҫ вӑрлӑх материалӗсен ытларах пайне чикӗ леш енчен кӳрсе килеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та хамӑр ҫӗршывра туса хатӗрлекен пахалӑхлӑ вӑрлӑхсемпе тивӗҫтерме вӑрлӑх ӗрчетекен ятарлӑ центрсем туса хурасси пирӗншӗн стратеги пӗлтерӗшлӗ шутланать. Ку ӗҫе республикӑри наука тата вӗренӳ организацийӗсене хастартарах  хутшӑнтармалла.

Импорта улӑштармалли тата ҫитӗнтернӗ продукципе сезон вӑхӑтӗнче кӑна мар, ҫулталӑк тӑршшӗпех тивӗҫтерсе тӑмалли тӗллеве пурнӑҫлас тесен продукцие упрассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва татса памалла. Пирӗн ҫӗрулми тата пахчаҫимӗҫ упрамалли ку чухнехи хранилищӗсем тӑвас ӗҫ хӑвӑртлӑхне ӳстермелле, ҫӗрулми упрамалли хамӑр хӑватсемпе тивӗҫтерессине пухса кӗртнӗ продукцин хальхи 60 процентӗнчен 75-80 процента ҫити, пахчаҫимӗҫ енӗпе 50 процентран 70 процента ҫити пысӑклатмалла. Ҫӗнӗ теплицӑсем туса тата халь ӗҫлекеннисене анлӑлатса  хупӑ ҫӗр ҫинче туса илекен пахчаҫимӗҫ производствине ӳстермелле.

Пирӗн республикӑна продукцие упрама, ӗҫлесе тирпейлеме тата сутлӑха хатӗрлеме май паракан агропарк кирлине палӑртса хӑварас тетӗп. Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерствин, Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн министерствипе, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе, ял хуҫалӑх таварӗсене туса илекенсемпе пӗрле кӳршӗ регионсен опытне тишкермелле тата ҫавнашкал  агропарк тума тытӑнмалла.

Вырӑнти тавар туса кӑларакансен рынокне посредниксемпе тата тавара сутма илекенсемпе ҫыхланмасӑрах кӗме пултармалли майсене ҫӑмӑллатас тесе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне апат-ҫимӗҫ суту-илӗвӗн электронлӑ площадкине йӗркелеме хушатӑп.

 Хальхи вӑхӑтра ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсем ҫинче ял хуҫалӑх производствипе ҫыхӑнман тӗрлӗ объектсем туса лартнӑ тӗслӗхсем сахал мар тӗл пулаҫҫӗ. Час-часах ҫакӑ предпринимательсем саккунсене питех пӗлсе кайманнипе  пулса иртет. Ҫавна пула вӗсем ҫӗр лаптӑкӗсем тата унта вырнаҫнӑ куҫман пурлӑх объекчӗсем тӗлӗшпе юридици докуменчӗсене ҫырса йӗркеленӗ чухне йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗӳрӗ кӑмӑллӑ предпринимательсене бизнеса легализацилеме тата ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене урӑх категориллӗ ҫӗрсен шутне куҫарнӑ хыҫҫӑн куҫман пурлӑха харпӑрлӑха ҫавӑрмалли правӑна ҫырса йӗркелеме пулӑшас тӗллевпе 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗсен тӗлӗшпе «амнисти» палӑртма сӗнетӗп. Ҫав вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн тӗллевсӗр усӑ куракан ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене вӗсен тӳрӗ мар кӑмӑллӑ хуҫисенчен туртса илӗҫ тата аукционсем урлӑ сутма тытӑнӗҫ.

Тата тепӗр стратегилле тӗллев – сӗте, аш-какая тата ял хуҫалӑхӗн ытти продукцине хамӑр республикӑрах тарӑннӑн ӗҫлесе тирпейлессине тивӗҫтересси. Ӑна пурнӑҫлас тесен усӑ курман производство хӑвачӗсене ӗҫе кӗртмелле тата ҫӗнӗ комплекссем тумалла, ҫапла майпа вара налуксем те хамӑр бюджета пуянлатӗҫ, ҫынсем те пахалӑхлӑ та экологи тӗлӗшӗнчен таса, хамӑр республикӑра туса хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ туянма пултарӗҫ.

Аграри комплексӗсене ҫӗнетни хӑшпӗр ӗҫченсене ирӗксӗрех ӗҫрен хӑтарма хистет. Пирӗн тӗллев – ҫынсене, вӗсем валли пӗчӗк калӑпӑшлӑ хуҫалӑхсене аталантарма лайӑх майсем туса парса, ҫӗр ӗҫӗнчех вӑй хума пулӑшасси.

«АПК аталанӑвӗ» приоритетлӑ наци проектне пурнӑҫлама тытӑннӑранпа пӗчӗк калӑпӑшлӑ хуҫалӑхсем 26 млрд ытла тенкӗлӗх кредит ресурсӗсем явӑҫтарнӑ, вӗсене бюджетран 4 миллиард та 600 миллион тенке яхӑн субсиди уйӑрса панӑ. Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерствине муниципалитетсемпе пӗрле бюджет укҫи-тенкипе тӗллевлӗн тата тухӑҫлӑн усӑ курнине тӗрӗслесе тӑрассине тивӗҫтерме хушатӑп. 

Ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсемпе усӑ курнӑ чылай хушма хуҫалӑх, фермер хуҫалӑхӗсем йӗркелесе, тавар туса илекен пысӑк производствӑна ҫаврӑнчӗ. Ҫакӑ вӗсене агропромышленноҫ комплексне аталантармалли патшалӑх программи шайӗнче пӑхса хӑварнӑ пулӑшӑвӑн ытти мелӗпе усӑ курма май туса пачӗ.

Ҫамрӑксене ял ҫӗрӗнче ҫирӗплетсе хӑвармалли тӗп майсенчен пӗри ял ҫыннисен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатни шутланать. Тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи илмелли, ялти социаллӑ пурнӑҫ инфратытӑмне аталантармалли экономикӑн лайӑх майӗсене йӗркелесе ялти ӗҫӗн чыс-сумне ӳстерсе пыни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.

Ялӑн социаллӑ аталанӑвӗн программине тата ял территорийӗсене ҫирӗппӗн аталантармалли программӑсене ялта пурӑнакан пиншер ҫын, ҫав шутра ҫамрӑк ҫемьесемпе ҫамрӑк специалистсем те хутшӑннӑ. Паян черетре 1,5 пин ытла ял ҫӗрӗнчи специалист тӑрать. Ялти ҫамрӑк ҫемьесемпе ҫамрӑк специалистсене, чӑн малтанах агропромышленноҫ комплексӗн ӗҫченӗсене, ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме уйӑракан патшалӑх пулӑшӑвӗн калӑпӑшне сыхласа хӑварма тӗллев лартатӑп, ял ҫыннисен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма палӑртса хунӑ укҫа-тенкӗн 70 процентӗнчен кая мар пайне ҫав тӗллевсем валли ямалла.

Паллӑ ӗнтӗ, пирӗн республика пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвас енӗпе ял ҫӗрӗнче ҫитӗнӳ тунипе кӑна палӑрса тӑмасть. Чӑваш Ен федерацин Атӑлҫи округӗнче пӗр ҫын пуҫне пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута ярас енӗпе малта пыракансенчен пӗри шутланать.

Ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх нумай хваттерлӗ пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствинче кал-кал аталанӑва сыхласа хӑварма май килчӗ, унӑн калӑпӑшӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 119 процент шайӗнче. Ку кӑтарту – пирӗн строительсемпе архитекторсен, проект тӑвакансен, Чӑваш Ен строительство отраслӗнче ырми-канми тӑрӑшакан мӗнпур ҫын ҫитӗнӗвӗ. Вӗсене лайӑх ӗҫӗшӗн тата ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхӗшӗн тав тӑватӑп!

Ҫапах та паян нумай ҫурт-йӗр туни кӑна ҫителӗксӗр. Тӗп тӗллевсенчен пӗри – пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе пурте усӑ курма пултармалли майсем йӗркелесси тата вӗсене пурнӑҫа кӗртесси. Чӑваш Енре ҫурт-йӗр строительстви малалла нумай хваттерлӗ пурӑнмалли ҫуртсем, ҫав шутра эконом-класс йышши ҫурт-йӗр туни шучӗпе аталанӗ. Ҫакӑ строительство комплексӗн организацийӗсене муниципалитет нушисем валли пурӑнмалли пӳлӗмсем тӑвас ӗҫе хутшӑнма, ҫавӑн пекех пурӑнмалли ҫурт-йӗр кирлӗлӗхне ӳстермелли условисем йӗркелеме май парать.

2014 ҫултан пуҫласа республика «Раҫҫей ҫемйи валли кил-ҫурт» программӑна пурнӑҫлама хутшӑнать. Программӑна хутшӑнакансен йышӗнче 1644 ҫемье, малтанхи ҫӗршер ҫемье вара пурӑнмалли пӳлӗмсем туяннӑ та ӗнтӗ.

Экономикӑри кӑткӑс лару-тӑрӑва пӑхмасӑр Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, тӑлӑх ачасене, нумай ачаллӑ ҫемьесемпе ҫамрӑк ҫемьесене тата халӑхӑн социаллӑ хӳтлӗхсӗр ытти ушкӑнӗсене патшалӑх пулӑшӑвӗ парас енӗпе йышӑннӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗр программисене пурнӑҫлас ӗҫ малалла пырать.

2016 ҫулта асӑннӑ тӗллевсем валли 2,7 млрд тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. 4700 яхӑн ҫемье хӑйӗн пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма пултарӗ. Ҫавӑн пекех ҫурт-йӗре харпӑрлӑхра тытакансен укҫи-тенки шучӗпе 429 нумай хваттерлӗ пурӑнмалли ҫуртра тӗп юсав ӗҫӗсем иртмелле.

Республика Правительствишӗн граждансене ишӗлекен ҫурт-йӗртен куҫармалли программа чи пӗлтерӗшлисенчен пӗри. Чӑваш Енре пурӑнакан 13100 ҫынна хӑтлӑ ҫурт-йӗре пурӑнма куҫармашкӑн 5 млрд тенкӗ яма палӑртнӑ.

 Ҫак пӗлтерӗшлӗ программӑна пурнӑҫланӑ чухне тунӑ пирӗн ҫитӗнӳсене федераци шайӗнче те палӑртаҫҫӗ. Раҫҫей Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Михаил Бабич Чӑваш Енре ку енӗпе, округри ытти регионпа танлаштарсан, лару-тӑру лӑйӑххине ҫирӗплетрӗ.

Чӑваш Ен Правительстви, муниципалитетсен умӗнче 2017 ҫулта программӑна вӗҫлемелли тӗллев тӑрать: ишӗлекен 847 ҫуртра пурӑнакан мӗнпур ҫынна хӑтлӑ  хваттерсене пурӑнма куҫармалла.

Ҫӗнӗ хваттерсем туянасси палӑрмаллах чакнӑ тапхӑрта строительство компанийӗсемшӗн ҫынсене урӑх вырӑна пурӑнма куҫармалли программӑна пурнӑҫлама хутшӑнни пулӑшу мелӗсенчен пӗри пулнине те манмалла мар, ҫавӑнпа та тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйсене лайӑх енчен кӑтартса панӑ подрядчиксемпе кӑна килӗшӳсем тумалла.

Правительство ҫул-йӗр строительствинчи лару-тӑрӑва уйрӑммӑн тӗрӗслесе тӑрать. 

Поселенисем патне илсе пыракан ҫулсем тӑвассипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑва эпир татса паратпӑр пулсан, ял поселенийӗсен шалти ҫулӗсене тӑвас ӗҫе вара пуҫӑнма кӑна тивет. Ҫул-йӗр фончӗн 2016 ҫулхи тӑкакӗсем 2,7 млрд яхӑн тенкӗпе танлашмалла, ҫав хушӑрах укҫа-тенкӗн 20 процентӗнчен ытларах пайне шӑпах ял ҫӗрӗнче ҫулсем тума тата вӗсене тӗпрен юсама ямалла. 

Ҫакна палӑртас тетӗп: кӑҫал вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем вырӑнти пӗлтерӗшлӗ автомобиль ҫулӗсене проектлас, тӑвас, юсаса ҫӗнетес енӗпе пурнӑҫлакан полномочисене патшалӑх влаҫӗн органӗсене панӑ. Асӑннӑ йышӑнӑва ял ҫӗрӗнчи халӑх пурӑнакан вырӑнсенчи автомобиль ҫулӗсем тумалли тата вӗсене юсаса ҫӗнетмелли программӑна йӗркелемелли мелсене централизацилес тӗллевпе тунӑ. Вӑл ҫул-йӗр ӗҫӗсене мӗнлерех пурнӑҫланине те, унӑн пахалӑхне тӗрӗслесе тӑрассине те вӑйлатма май парать.

Ку ӗҫре ырӑ туртӑмсем пуррине пӑхмасӑр, ҫул-йӗрсен тӑрӑмӗ паян, пӗтӗмӗшле илес пулсан, лайӑх шайрах мар. Вырӑнти влаҫсем ҫул-йӗр ӗҫӗлӗнчи ыйтусем ҫине пур чухне те кирлӗ пек яваплӑхпа пӑхмаҫҫӗ. Депутатсем, общество организацийӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫак лару-тӑру ҫине айккинчен пӑхса тӑма тивӗҫ мар! Ҫулсем туни тата вӗсене юсани ҫинчен калакан отчетсем час-часах чӑнлӑхпа тӳр килмеҫҫӗ, тепӗр чухне тӗлӗнтереҫҫӗ те. Муниципалитет тӳрисем ҫапла майпа кама улталама пӑхаҫҫӗ? Вырӑнти ҫынсене-и, хӑйсен кӳршисене е пӗлӗшӗсене-и? Ҫынсем ҫакна ним шарламасӑр чӑтса ирттерессе шанаҫҫӗ-ши? Унашкал вӑхӑтсем иртрӗҫ ӗнтӗ. Ҫынсен шанӑҫне чӑн ӗҫсемпе ҫӗнсе илмелле тата хӑвӑн ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫламалла!

Унсӑр пуҫне картишсен территорийӗсене тӗпрен юсас тата юсас енӗпе  те малалла ӗҫлӗпӗр. Асӑннӑ тӗллевсем валли республика бюджетӗнче 80 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, ку укҫа-тенкӗ 150 картиш территорийӗпе вӗсем патне пымалли ҫулсене юсаса йӗркене кӗртме май парать. Ҫав ӗҫсен шайӗнче йывӑҫсемпе тӗмсем лартма, ача-пӑча площадкисем вырнаҫтарма, спортпа туслашмалли тата культурӑллӑ канмалли вырӑнсем йӗркелеме палӑртнӑВырӑнти ертӳҫӗсен тӗллевӗ – кашни тенкӗпе тӗллевлӗн усӑ курнине ҫирӗппӗн тӗрӗслесе тӑмалла, картишсен территорийӗсене тирпей-илем кӗртес ӗҫе унта пурӑнакан ҫынсене хӑйсене те явӑҫтармалла.

«Мускав – Хусан» пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫул магистральне тумалли инвестици проектне пурнӑҫлани Чӑваш Ен аталанӑвне ҫӗнӗ вӑй кӳрӗ тесе шутлатӑп. Асӑннӑ магистралӗн республика территорийӗ тӑрӑх иртекен тӑршшӗ – 118 ҫухрӑм. 

Хальхи вӑхӑтра проект организацийӗсем инженерипе геодези тӗпчевӗсене туса ирттереҫҫӗ, пулас ӗҫсене планлассипе тата пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ трассӑна вырнаҫтармалли территорисене чикӗлессипе ҫыхӑннӑ проектсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫакна шута илме ыйтатӑп: магистраль республика территорийӗнче мӗнлерех вырнаҫасси проект докуменчӗсене ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн паллӑ пулать.

Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистрале тунӑ ҫӗре Чӑваш Ен электротехника, промышленноҫ тата строительство кластерӗсен предприятийӗсен ресурсӗсене явӑҫтараҫҫӗ.

Пирӗн республикӑра ҫак инвестици проектне пурнӑҫлани халӑхӑн ӗҫлӗхлӗ хастарлӑхне ӳстерме, регион экономикин тӗрлӗ секторӗсене аталантарма, ҫавӑн пекех ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме  май парать.

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Чӑваш Енре аслӑ ӑру ҫыннисем яланах хисепре. «Ват ҫын – тӑват ҫын», – тесе ӑс панӑ пирӗн мӑн асаттесем.

Паян пирӗн ветерансен пурнӑҫ опычӗ, тӗплӗн шухӑшласа йышӑнусем тума пӗлни, принциплӑхӗ тата тӳрӗ кӑмӑллӑхӗ питех те кирлӗ. Шӑпах ҫавӑнпа 2015 ҫулта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫумӗнче Ваттисен канашне туса хутӑмӑр. Унӑн ӗҫӗӗлӗ Чӑваш Республикин экономика, общество тата культура пурнӑҫӗнче ӗҫ ветеранӗсен витӗмне ӳстерме пулӑшасса шанса тӑратӑп. Ваттисен канашӗн членӗсен сӗнӗвӗсене ҫак Ҫырӑва хатӗрленӗ чухне те шута илнӗ.

Республика Правительстви граждансене социаллӑ хӳтлӗх парас енӗпе хӑй ҫине илнӗ бюджет тивӗҫӗсене пурне те пурнӑҫласа пырать. Уйрӑмах эпир ватӑ ҫынсем валли пурӑнма лайӑх майсем йӗркелесси ҫине тимлӗн пӑхатпӑр.

 Аслӑ ҫулсенчи ҫынсене социаллӑ пулӑшу пама республика бюджетӗнчен юлашки 6 ҫулта уйӑрнӑ укҫа-тенкӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 12 миллиард тенке яхӑн.

Чӑваш Енре нумай пурӑнакансен шучӗ ӳсни патшалӑхӑн социаллӑ политикин тухӑҫлӑхне ӗненмелле ҫирӗплетет. Пӗлтӗр республикӑра, Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, 85 ҫула ҫитнӗ е унран та аслӑрах 16 655 ҫын пурӑннӑ. Ку вӑл пилӗк ҫул каярахри кӑтартуран 42 процент чухлӗ ытларах.

 Халӑха паракан социаллӑ пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне лайӑхлатмалла, ҫакна тӑвас тесен вара социаллӑ ыйтусене тивӗҫтерекен сферӑра конкуренци хутлӑхне йӗркелемелле.

Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн социаллӑ ыйтусемпе  ӗҫлекен органӗсене халӑха социаллӑ пулӑшу пама уйӑракан бюджет укҫи-тенкипе, федераци саккунӗсене кӗртекен улшӑнусене шута илсе, коммерцисӗр организацисене те усӑ курма майсем туса парса ӗҫе тухӑҫлӑн йӗркелеме хушатӑп.

Хисеплӗ депутатсем тата ӗҫтешсем!

2016 ҫулхи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсенчен пӗри Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ҫитес суйлавӗсем пулӗҫ. Малта пире хӗрӳ политика кӗрешӗвӗ кӗтет, ҫавӑнпа та эпӗ республикӑри мӗнпур политика вӑйӗсен представителӗсене чӗнсе калатӑп: суйлавсене тӳрӗ кӑмӑлпа йӗркелесе ирттерме тата яваплӑхлӑ  ӗҫе хатӗр пулӑр.

Хӑшпӗр политика деятелӗ республикӑра пулса иртекен ӗҫсене пӗр чарӑнмасӑр критиклесси, пикетсемпе манифестацисем йӗркелесе ирттересси хӑйӗн тӗп тӗллевӗ тесе шутлать. Харпӑр хӑйӗн политика амбицине Чӑваш Енре пурӑнакансен интересӗсенчен ҫӳле хума кирлӗ мар.

Суйлав умӗнхи ӑмӑртура хушма балсем пухас шутпа Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисене экологи инкекӗ пулассипе еплерех хӑратнине эпир пурте астӑватпӑр. Халӗ кунта йӑлари хытӑ каяшсене тирпейлемелли тата упрамалли техника тӗлӗшӗнчен те, экологи тӗлӗшӗнчен те ҫӗршыври чи ҫӗнӗ йышши полигон уҫнӑ.

Граждансене тӗп юсавшӑн тӳлеме кирлӗ мар тесе пӑтраштарнине, ҫакӑ вара, юлашкинчен, федерацин тивӗҫлӗ саккунне пӑсни патне илсе пынине те палӑртса хӑваратӑп. Анчах эпир паянах ҫак ӳкерчӗке куратпӑр: нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансенчен ытларах та ытларах пайӗ хӑйсен харпӑрлӑхӗ ҫине яваплӑн пӑхни палӑрать. Енчен те пӗлтӗрхи ҫул варринелле тӗп юсавшӑн ҫынсен 55 проценчӗ кӑна тӳленӗ пулсан, ҫулталӑк вӗҫнелле ку хисеп 98 процентпа танлашнӑ. Халӗ укҫа-тенке пухнине тата ӑна тӗллевлӗн тӑкакланине тӗрӗслесе тӑма кашни ҫыннӑнах майсем ҫителӗклӗ.

Ҫынсене вӗсен хитре сӑмахӗсемпе янравлӑ йыхравӗсем тӑрӑх мар, ӗҫ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх хаклаҫҫӗ. Эпир суйлава чӑн отчетсемпе тата плансемпе, ҫавӑн пекех тӗп тӗллевсене уҫҫӑн палӑртса хутшӑнтӑмӑр, ҫавӑнпа та пире суйлавҫӑсем шанчӗҫ.

Паян пирӗн Чӑваш Республикине малалла тухӑҫлӑн аталантарма тата ӑна илемлӗрех те пуянрах тума пулӑшакан мӗнпур ӗҫе пурнӑҫа кӗртмелле!

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Эпир пурте ӗҫпе пиҫӗхсе ӳснӗ ҫынсем.

Кашни тӗрлӗ сферӑра вӑй хурать, кашнин хӑйнеевӗр тавракурӑм. 

Ҫапах та эпир пурте тӑнӑҫлӑ та вӑйлӑ республикӑра пурӑнасшӑн, Раҫҫей, Чӑваш Ен, тӑван халӑх ырлӑхӗшӗн, пуласлӑхӗшӗн тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлесшӗн.

Ҫирӗппӗн аталанакан республикӑра, вӑйлӑ ҫӗршывра пурӑнас ӗмӗт – пирӗн тӗп тӗллев.

Ҫак шухӑш кашни ҫын чӗрине кӗрсе вырнаҫасса шанатӑп.  

Итленӗшӗн пысӑк тав!


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

разработка урока 5 класс Чебоксары - столица Чувашской республики

данная методическая разработка предназначена для учителей иностранного языка, работающих в Чувашской республики и за её пределами. знакомит ребят с основными достопримечательностями Чебоксар, в и...

Символы Российской Федерации и Чувашской Республики

Каждое государство имеет свои государственные символы. Они олицетворяют систему его государственных и духовных ценностей, отражающих особенности исторического развития  общества, сложившиеся в не...

тема урока-аукциона "Чувашская республика"

Аукцион знаний по теме "Чувашская республика" Цели урока: обобщить и расширить знания по теме «Чувашская республика», формировать навыки групповой и индивидуальной игры, быстрого принятия...

Внеклассное мероприятие по литературе, посвящённое Дню рождения выдающегося просветителя чувашского народа, создателя чувашской письменности, основателя Симбирской чувашской школы

Тема: «Светлое имя И.Я. Яковлева».Цели урока:Ознакомить учащихся с жизнью и деятельностью Ивана Яковлевича Яковлева, обогатить и систематизировать изученное.Прививать любовь и уважение к культур...

рабочая программа по предмету государственный язык Чувашской Республики (чувашский)

Предмет «Государственный язык Чувашской Республики (чувашский)»; является средством приобщения обучающихся к культурно-историческому богатству чувашского народа и края, расширяет лингвисти...

«Интегрирование курса «Социокультурные истоки» в преподавание русского языка и литературы» Ярусова Татьяна Геннадьевна учитель русского языка и литературы МБОУ «Цивильская СОШ № 2» Цивильского района Чувашской Республики

В 2007 и 2008 гг. в посланиях Президента России Федеральному собранию Российской Федерации было подчеркнуто: «Духовное единство народа и объединяющие нас моральные ценности — это так...

Сценарий ко Дню Государственных символов Чувашской Республики

Сценарий приурочен ко Дню Государственных символов Чувашской Республики, где обучающиеся могут ознакомиться с историей своей республики, происхождением государственых символов, их авторами. Сценарий м...