Урок чувашского языка
план-конспект урока (6 класс) на тему

Яргунина Любовь Федоровна

Урок чувашского языка

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл palla_yachen_pulave.docx23.32 КБ

Предварительный просмотр:

Тема: Паллă ячĕсен пулăвĕ.

Урок тĕллевĕ: пулăвĕ енчен паллă ячĕсем пĕрремĕшлисем тата иккĕмĕшлисем пулнине ăнлантарасси; иккĕмĕшле паллă ячĕсене тумалли мелсемпе паллаштарасси.

Воспитани тĕллевĕ: тăван çĕршыва, тăван тавралăха, тăван кĕтесе, тăван киле хисеплеме, сума-сума вĕрентесси.

Кăтарту хатĕрĕ: мультимедиапроектор, словарь, карточкăсем, ÿкерчĕксем, чăвашла-вырăсла словарь.

Урок юхăмĕ:

1. Класа йĕркелени. Сывлăх сунни.

Килти ĕçе тĕрĕслесси.

Ачасене сăмах майлашăвĕсен евулаттарасси. Ачасен ÿкерчĕкĕсене пăхса тухасси.

Мĕнле ÿкерчĕксем ÿкерсе килтĕр?

Число, класри ĕç, тема çырасси.Урок тĕллевĕпе паллаштарасси.

Таса та илемлĕ çырма панă сăмахсем:

Çÿлевĕç

Çарăмсан

2. Çĕнĕ тема вĕренни. Паллă ячĕ çинчен вĕреннине аса илетпĕр тата паллă

ячĕсен пулăвĕ пепаллашатпăр.

Мĕн-ши вăл Тăван çĕршыв?

Аякра-ши, çывăх-ши?

Аякра та, çывăх та.

Каласа парам, тăхта…

Малая Родина… Тăван çĕршыв, тăван тавралăх, тăван кĕтес, тăван кил. Мĕн-ши вăл? Чикки ăçта-ши?Ăçта çити тăсăлать-ши?

Тăван çĕршыв вăл - ачалăх, ăçта эпир çуралнă, кун çути курнă, пĕлÿ пухна.

Мĕнле пулса кайнă-ха пирĕн ял?

Пирĕн ялтан инçе мар, 15 çухрăмра, Сăвар хули вырнаçнă пулнă. 10-мĕш ĕмĕрте вăл Пăлхар хулипе (Болгары) пĕр тан пулма тăрăшнă. 1296-мĕш çулта Сăвар хулине тутар-монголсем çĕмĕрсе, аркатса тăкнă. Сăвар халăхĕ Урал тата Кама леш енне куçса кайнă. Темиçе çемье аташса тăрса юлать, урăхла каласан «пăрăнса юлнă, пăрăнса кайнă». Вĕсем пирĕн тăрăха килсе çитеççĕ, ертсе килнĕ çын Пăрнай ятлă пулнă. Пăрнай ятран Пăрнай-Бурнай-Бурнаево ялĕ пулса кайнă. Вĕсем куçса килсен чи çуллĕ те илемлĕ вырăна çурт лартма шухăш тытнă. Каярах çав çурт вырăнĕнче Еликов Гаврила çурт лартнă. Халĕ вăл çурта хирĕç Еликов Андрей Васильевич çурт лартрĕ. Пур енчен те сĕм вăрман кашланă. Ял çумĕпе ансăр юхан шыв юхнă. Тарăн та пысăк варсем çынсене иртсе çÿреме питĕ пысăк чăрмав кÿнĕ. Вăл вăхăтра хир сысни, çÿлевĕç, кашкăр, пакша нумай пулнă.

Слайд

Вĕсем чи çуллĕ те илемлĕ вырăна çурт лартма шухăш тытнă.

Сĕм вăрман кашланă. Ял çумĕнчи юханшыв ансăр пулнă. Варсем тарăн, пысăк.

-Пĕрремĕш предложенирен паллă ячĕсене çырса илетпĕр. (çуллĕ, илемлĕ). Мĕн вăл паллă ячĕ? Ыйтăвĕ мĕнле? Паллă ячĕ+япала ячĕ сăмах майлашăвĕ тупар, çырăр.

2-4-мĕш предложенисене çырса илетпĕр, тишкерÿ тăватпăр. Предложенире паллă ячĕ мĕнле член пулать?  (определени, обстоятельство, сказуемăй).

Эпир сирĕнпе ĕлĕкхи пурнăç çинчен калаçма пуçларăмăр. Ĕлĕк, ачасем, хальхи пек турра кĕл туман, чиркĕве çÿремен, çынсем киремете пуç çапнă. Пысăк хуйхă пулнă-и, е вăйлă чирленĕ-и, вĕсем киремет картине çул тытнă. Киремете пуç çапма кайнă чухне никам та курмалла пулман, атту хуйхă иртмест, чирлĕ çын чĕрĕлмест, тенĕ. Вĕсем уншăн парне парса хăварнă. Çулталăкра пĕрре «Аслă чÿк» туса ирттернĕ. Унта виçĕ тĕрлĕ выльăх пуснă: лаша, вăкăр, сурăх.

Тулли улшăнакан паллă ячĕсем -танлаштару, палăрту, мĕнлелĕх, иртнĕ вăхăт, вăйлату формисенче пулаççĕ тенĕччĕ. Халĕ таблицăпа ĕçлетпĕр.

Предложени панă, паллă ячĕсене çырса илсе тивĕçлĕ аффикссем хушса таблица çырасси.(пĕр-пĕриннетĕрĕслеççĕ).

Слайд Пысăк хуйхă пулнă-и, е хытă чирленĕ-и, вĕсем киремет картине çул тытнă.

Аффикссем

Мĕнле форма тăваççĕ

Тĕслĕхсем

-рах (-рех), тарах (-терех)

танлаштару

-и, -скер

палăрту

-ăн, -ĕн

мĕнлелĕх

-чĕ (-ччĕ)

иртнĕвахат

-ах (-ех)

вăйлатуформи

Пĕр ача –и, -скер аффикслă палăрту форми йышăннă паллă ятне вĕçлет: хытă-хытăскер.Вулаттарасси.

Физкультпауза.

Карттăпа ĕçлесси

Пирĕн çырма мĕн ятлă?Атаççи-Бурнайка.

Атаççи юхан шыв Болховкăран пуçланать те юхса пырса Пĕчĕк Çарăмсана юхса кĕрет.

Слайд.

Атаççи çырма Болховкăран пуçланать. Хĕвеллĕ кунсенче вăл илемлĕ йăлтăртатать. Пур енчен те çăлкуçĕсем тапса тараççĕ. Çырма хĕррипе чиперкке хăва, йăмра йывăççисем ÿсеççĕ. Хăрăк тата çĕрĕк йывăçсем те çук мар. Йăлтăркка кăрттăш, мăйăх, карас, шампа пулăсем пирĕн çырмара ĕрчеççĕ.

Çĕнĕ тема ăнлантарни.Панă текстран паллă ячĕсене çырса илетпĕр.  

Илемлĕ-илем (япала ячĕ)

Чиперкке-чипер (паллă ячĕ)

Хăрăк, çĕрĕк –хăр, çĕр (глагол)

Йăлтăркка-йăлтăр (евĕрлев сăмахĕ)

Мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнă паллă ячĕсем?

Кĕнекере панă теор иматериалне вуласси.

3.Вĕреннине çирĕплетесси.

Слайд. Чăваш халăхĕ вăйлă та ĕçчен халăх пулнă. Сумлă та паллă çынсем–В.Магницкий, Д. Ознобишин,  В. Сбоев- чăваш халăхне ÿркенчĕк пулманнипе чĕререн хисепленĕ. Чăваш çăмăлттай чĕреллĕ пулман çав. Унăн нихăçан та йĕтем çинче тырă кĕлтисем юр çăвиччен выртман. Ани хĕсĕк пулсан та, чунĕпе мăнтăркка пулнă.Çав вăхăтрах вырăссен, тутарсен тыра кĕлтисем йĕтем çинче пĕрер е икшер çул выртма та пултарнă.

Паллă ячĕсене çырса илетпĕр.

Вăй+лă-я.я; сум+лă-я.я.; ÿркен+чĕк-гл.; çăмăл+ттай-п.я.; хĕс+ĕк-гл.; мăнтăр+кка-ев.сăм.

Паллă ячĕсем хăш пуплев пайĕнчен тата мĕнле аффикс хушăннипе пулнине ăнлантарăр.

Ĕç çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илесси.

Йĕтем-чăвашла-вырăсла словарьте тупса куçарасси.

4. Урока пĕтĕмлетÿтуни. Тест тăвасси.

Килти ĕç:162-мĕш  хăнăхтару, 95-мĕш чĕрĕк. Словарьпеусă курса пурнăçласси.

МБОУ «Чувашско-Бурнаевская СОШ»

Алькеевский муниципальный район

 Республика Татарстан

Конспект урока по теме:

«Паллă ячĕсен пулăвĕ»

Учитель: Яргунина Л.Ф.

Чувашское Бурнаево, 2014 год


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспект урока чувашского языка "Времена года" по ФГОС в 1 классе

Подробный план-конспект чувашского языка на тему "Пеовторение пройденного материала" в 1 классе составлен по форме новых стандартов....

План-конспект урока чувашского языка "У вышивальщицы"

Конспект урока о народном творчестве, знакомство с чувашской вышивкой....

План урока чувашского языка и литературы "Хисеп ячĕсем"

План урока " Хисеп ячĕсем" 6 классПрезентация к уроку "Хисеп ячĕсем"...

Урок чувашского языка в 7 классе "Если хочешь быть здоров"

1. Эсĕ вăрманта час-часах пулатăн-и?2. Унта мĕнле йывăçсем  ÿсеççĕ?3. Вăрманта мĕнле  кăмпасем ÿсеççĕ? 4.  Сана вăрманта пулма килĕшет-и?...

Урок чувашского языка по теме "Весной" в 5 классе.

1) Сǎвǎра çулталǎкǎн хǎш вǎхǎчĕ çинчен каланǎ?2) Çуркуннене мĕншĕн пурте кĕтеççĕ?3) Эсĕ çуркуннене юрататǎн-и?Мĕншĕн?4) Санǎн тусу çуркуннене юратать-и?...

Статья на тему "Обучение этикету на уроках чувашского языка"

В статье предлагается проведение различной работы с учащимися для обучения этикету чувашского народа, ознакомления с традициями и обычаями родного края, благодаря чему порождается глубокий интерес дет...