Урок чувашского языка по теме "Весной" в 5 классе.
план-конспект урока (5 класс) на тему

 

1) Сǎвǎра çулталǎкǎн хǎш вǎхǎчĕ çинчен каланǎ?

2) Çуркуннене мĕншĕн пурте кĕтеççĕ?

3) Эсĕ çуркуннене юрататǎн-и?Мĕншĕн?

4) Санǎн тусу çуркуннене юратать-и?

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon murzina_pedsovet.doc80.5 КБ

Предварительный просмотр:

МБОУ  «СОШ  № 8»  г. Новочебоксарск

ЧУВАШСКАЯ  РЕСПУБЛИКА

ОТКРЫТЫЙ  УРОК  ПО ТЕМЕ  «ВЕСНА»   в  5 КЛАССЕ

Автор:  МУРЗИНА СВЕТЛАНА ПЕТРОВНА,

учитель  чувашского языка

МБОУ «СОШ № 8»

г. НОВОЧЕБОКСАРСК

ЧУВАШСКАЯ  РЕСПУБЛИКА

НОВОЧЕБОКСАРСК, 2013

ḈУРКУННЕ.

        

 Урок тĕсĕ:  Хутăш урок.

            Сапăрлăх тĕллевĕсем: тăван тавралăха сăнама, юратма, унăн илемне упрама вĕрентесси (йывăç-курăка хуçмалла мар, чĕр чунсемпе кайăксене пулăшмалла), шыв-шур вăхăтĕнче асăрхануллă пулмалли пирки асăрхаттарасси.

             Пĕлÿ тĕллевĕсем: çуркунне паллисемпе паллаштарасси, «Çуркунне» сăвва тишкерÿллĕн вуласси, чăвашларан вырăсла куçарма, ыйтусемпе усă курса çыхăнуллă каласа пама хăнăхтарасси.

        Аталантару тĕллевĕсем: çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси.

Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, хăнăхтарăва çырса пурнăçлани, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, çурма сасăпа, саспа вуласси, суйлавлă вулав, илемлĕ вулав, мăшăрсенче, ушкăнсенче ĕçлесси, диалог,монолог тăвасси, валеçÿ карточкисемпе усă курни. .

Курăмлăх  хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем.

 

 

                           Урок юхăмĕ.

  1. Класа урока йĕркелени. (1-мĕш слайд)

- Ырă кун пултăр, ачасем!

- Ырă кун пултăр, вĕрентекен!

            - Ырă кун пултăр, хăнасем!

        Вĕренекенсем: Шăппǎн ларǎр, шǎппǎн ларǎр.

                                  Урок пырать ку класра.

                                  Эп вулатǎп, эп çыратǎп,

                                  Калаçатǎп чǎвашла.

                                 

Дежурнǎя сǎмах пани. Паянхи çанталǎк çинчен калаçасси: (2-мěш слайд)

1. Паян мĕнле çанталǎк?

2. Хĕвел пǎхать-и?

3. Тÿпе мĕн тĕслĕ?

4. Юр е çумǎр çǎвать-и?

5. Çил пур-и? Мĕнле çил вĕрет?

6. Çынсем мĕнле тǎхǎнаççĕ?

7. Ачасем урамра мĕн тǎваççĕ?

8. Сана паянхи çапнталǎк килĕшет-и?  Мĕншĕн?

II.       Фонетика зарядки. (3-мěш слайд)

1. Кăштах чĕлхесене вылятса илер – ха.

Тĕрĕс калăр!                        

-ĕ-çĕ-ĕç                                        1)  учитель вулать                                                    

 ĕçлеме пуçлар.                           2)  вырăсла куçарасси

-ă-сă-ăс-                                       3) учитель хыççăн ачасем вулаççĕ

 ăслăрах пулар .                          4) хорпа, икшер йĕрке,пĕчченшерĕн вулаттарасси

            2. Çулталăк   вăхăчĕсене аса илесси.

                     Тимлĕ итлĕр те калǎр: »Ку хǎçан пулать-ши?»

       Урамра шǎрǎх.  Хĕртсе хĕвел пǎхать.  Симĕс курǎк ешерет.  Ачасем шыва кĕреççё, хĕвел çинче хĕртĕнеççё, пулǎ тытаççё.  Вǎрманта çырла пиçет, çырла татма çÿреççё.  Ку хǎçан пулать-ши? (Çулла)

-Мĕншĕн çулла? Мĕнле паллǎсенчен пĕлтĕмĕр?  Тепĕр хут çулла паллисене каласа тухасси.( 4–мĕш слайд)

     Урамра çанталǎк улшǎнать.  Кǎнтǎрла хĕвел пǎхать, анчах та ун ǎшши çуллахи пек мар ĕнтĕ.  Час-часах çумǎр çǎвать.  Йывǎç çулçисем саралаççё, хĕрелеççё   Кайǎксем ǎшǎ енне вĕçсе каяççё.  Ку хǎçан пулать-ши?   (Кĕркунне)  Кĕркунне паллисене тепĕр хут каласа тухасси. (5-мĕш  слайд)

     Урамра сивĕ.   Юр çǎвать.   Йĕри-тавра шап-шурǎ.   Юхан шывсем пǎрпа витĕнчĕç. Ачасем конькипе, йĕлтĕрпе, çунашкапа ярǎнаççё, юр кĕлетке тǎваçсё.   Пурте хаваслǎ. Ку хǎçан пулать-ши?  (Хĕлле).

          Хĕлле паллисене тепĕр хут каласа тухасси. (6 –мĕш слайд)

      Урамра ḉанталǎк ǎшǎтма пуçлать.  Хĕвел ǎшшǎн пǎхать. Шурǎ юр ирĕлет. Шǎнкǎртатса шыв юхать . Йывǎçсем кǎчкǎ кǎлараḉḉĕ, ун хыççǎн ḉамрǎк ḉулḉǎсем тухаḉḉĕ.  Кайǎксем ǎшǎ енчен вĕçсе килеççĕ. Ку хǎçан пулать-ши? (уркунне.)

- Мĕншĕн çуркунне?  Мĕнле паллǎсенчен пĕлтĕмĕр? (7-мĕш  слайд)

Çулталăкăн пур вăхăчě те илемлě. Çакна мěнле ăнланатăр?

-Сана  ҫулталăкăн хăш вăхăчě килěшет? Мěншěн?  (8 -мěш слайд)

III Урок темипе, тěллевěсемпе паллаштарасси.

Çуркунне çинчен аса илетпěр. »  Çуркунне» сăвăпа паллашатпăр, ушкăнсенче ĕçлетпěр.

IV. « Çуркунне» сăвăпа  ěҫлесси.

1. Çěнě сăмахсемпе паллаштарасси. (9-мěш слайд)            

                                                                       

савǎнтарчĕ-порадовал                илтĕнет- слышится                          

шǎтǎк-берлога,нора,яма             сǎлтав- причина

савǎк-веселый                          хĕпĕртет- радуется

Учитель хыḉḉǎн калаḉḉĕ. 1-мĕш рет чǎвашла, 2-мĕш рет вырǎсла  вулаḉḉĕ. Унтан улшǎнса вулаḉḉĕ.

- Савǎк, хĕпĕртет сǎмахсен синонимĕсене тупса калǎр

- Илтĕнет сǎмах мĕнле ыйту ḉине ыйтǎнать? Тĕслĕхсем тупǎр.

- Ḉĕнĕ сǎмахсемпе предложенисем тупса калǎр.

 

 2. Кăтартуллă вулав.

Халĕ эпĕ сире căвва пĕтĕмĕшле вуласа парǎп. Тимлĕ итлĕр,ăнланма           тăрăшăр,ударенисене асăрхăр. Сăввăн содержанине вырăсла каласа пама хатĕрленĕр.

 3. Сăвă содержанине вырăсла калаттарасси.

 4.  Сăвва ачасене хăйсене   тĕллĕн çурма сасăпа вулаттарасси.

   Халĕ сăвва хăвăр тĕллĕн çурма сасăпа вулǎр.

 5. Сăвва сасăпа вулаттарасси.

 6. Суйлавлă вулав.

     Сăвăра паян паллашнă çĕнĕ сăмахсем пур предложенисене тупса вулăр.

 7.Сǎвва мĕнле ǎнланнине тĕрĕслени. (10 -мĕш  слайд)

-Шǎтǎкран упа тухать. Тата мĕнле чĕр чун ыйхǎран вǎранать? (чĕрĕп)

-Мĕнле чĕр чун хǎйĕн тĕсне улǎштарать? (мулкач)

-Савǎк юрǎ илтĕнет. Çак предложенине мĕнле ǎнланатǎр? (Кайǎксем юрǎ юрлаççĕ) (11-мĕш  слайд)

Кайǎксен ячĕсене каласа тухǎр. (12-мĕш  слайд)

-Çулçǎсем тухаççĕ-кур. Мĕнле йывĕçсем çулçǎ кǎлараççĕ? (Хурǎн,…) (13 –мĕш слайд)

8. Ыйтусем çине хуравласси. (Вĕçе-вĕçĕн пĕр-пĕрне ыйтусем параççĕ, хуравлаççĕ). (14-мĕш  слайд)

1) Сǎвǎра çулталǎкǎн хǎш вǎхǎчĕ çинчен каланǎ?

2) Çуркуннене мĕншĕн пурте кĕтеççĕ?

3) Эсĕ çуркуннене юрататǎн-и?Мĕншĕн?

4) Санǎн тусу çуркуннене юратать-и?

9. Çыру ĕçĕ. Сǎвǎра хальхи вǎхǎтри глаголсене тупмалла, япала ячĕсемпе пĕрле çырса илмелле. Ěçсене тĕрĕслесси.(Упа тухать….)

V. Кану саманчĕ. Куçсене, кĕлеткесене кантарса илетпĕр. (15-мĕш  слайд)

VI.  Калаçу «Çуркунне».    Халĕ икшерĕн калаçма хатĕрленетпĕр.   (16-мĕш  слайд)

Икшерĕн тухса калаçаççĕ.

1. Хěл хыҫҫăн мěн пуҫланать?

2. Çуркунне ҫанталăк мěнле?

3. Йывăҫсем мěн кăлараҫҫě?

4. Кайăксем ăҫтан вěҫсе килеҫҫě?

5. Ачасем мěн тăваҫҫě?

6. Сана ҫуркунне килěшет-и? Мěншěн?

VII .  Тест ирттерни. 1. Эпĕ предложенисем вулатǎп. Предложени çуркунне çинчен пулсан «+» паллǎ  лартǎр, ытти çулталǎк вǎхǎчĕсем çинчен пулсан  « -« паллǎ  лартǎр.   (17- мĕш  слайд)

1) Кайǎксем ǎшǎ енне вĕçсе каяççĕ.

2) Çурхи хитре çанталǎк пурне те савǎнтарать.

3) Çулçǎсем тухаççĕ-кур!  Савǎнма сǎлтавĕ пур.

4) Вǎрманта çырласем пиçсе çитеççĕ.

5) Çут çанталǎк вǎранать. Упа шǎкран тухать.

6) Ачасем çунашкапа, йĕлтĕрпе ярǎнаççĕ.

7) Пĕрремĕш чечексем тухаççĕ.

8) Çынсем Атǎл хĕрринче шыва кĕреççĕ.

2. Ěçсене тĕрĕслесси .(18-мĕш  слайд)

1 .-                     5. +                  Йǎнǎш çук - «5»

2 .+                    6 .-                 1-2 йǎнǎш - «4»

3. +                     7. +               3-4 йǎнǎш - «3»

4 .-                       8 .-               5 е ытларах йǎнǎш - «2»

VIII. Ушкăнпа    ěҫлени. Консультатсене палǎртасси .  Ěçсемпе паллаштарасси.(19 –мĕш слайд) Музыка янǎрать. (20 слайд)

1) 1- мěш ушкăн:

1.  «Çуркунне» сăмах патне паллă ячěсем тупса ҫырăр.

   2. Предложенисене вěҫлěр:

1)Çуркунне кайăксем ăшă енчен  …

2) Çуркунне йывăҫсем симěс ҫулҫă  . . .

3) Çуркунне тěрлě чечексем  . . .

 3. Тěрěс   е  тěрěс   мар?

1) Упа ҫуркунне те ҫывăрать.

2) Çуркунне пуш уйăхěнче пуҫланать.

2 - мěш ушкăн:

1. «Йывăҫсем» сăмах патне паллă ячсем тупса  ҫырăр.

2. Предложенисене вěҫлěр: 

1) Çуркунне симěс курăк  . . .

2) Çуркунне шурă юр  . . .

3) Çуркунне ҫырмара шыв  . . .

3. Тěрěс   е  тěрěс   мар?

1) Çуркунне кун вăрăмланать, ҫěр кěскелет.

2) Çуркунне йывăҫ ҫулҫисем сарă,  хěрлě,  хăмăр

2) Ěçсене тĕрĕслени.

IX. Пĕлме интереслĕ. (21- 24-мĕш  слайдсем)

1 .Кǎсǎя пĕр кун хушшинче пĕр-пĕчченех пине яхǎн тĕрлĕрен хурт-кǎпшанкǎна тĕп тǎвать.

2. Шǎнкǎрч чĕпписене çитернĕ вǎхǎтра 8 пине яхǎн май нǎррине пĕтерме пултарать.

3. Шǎнчас (поползень) пĕр кунта 400 ытла тĕрлĕ хуртпа шĕкĕ (короед) шыраса тупса çиме ĕлкĕрет.

4. Шǎна кайǎкĕ (мухоловка) хǎйĕн чĕпписене пĕр кунта 500 хут апат çитерет.

X. Урока пĕтĕмлетни.

Сивĕ,хаяр хĕл иртрĕ

 Тусем урлă çур çитрĕ.

Çуркуннен хăш пĕр паллисене каласа хăварар-ха.                                                                                                     (25 –мĕш слайд)

Çуркунне çанталǎк ǎшǎтать. Кун вǎрǎмланать, çĕр кĕскелет….

Сапăрлăх саманчĕ:  Шыв юхать.Асăрхануллă пулмалла.

 «Шывăн турачĕ    çук»,- теççĕ.

  Çут çанталăкра кашни вăхăтăн хăйĕн илемĕ.  Илеме курма пĕлмелле, çут çанталăка сăнамалла, ăна упрамалла. Йывăç-курăка ан хуçăр,  чĕр чунсемпе кайăксене пулăшăр, вара çут çанталăк татах та илемлĕрех пулĕ.

- Ачасем, сире паянхи урок килĕшрĕ-и?

- Паян урокра мĕн турăмăр?

XI. Киле ĕç пани.    (26-мĕш  слайд)

    Сăвва пǎхмасǎр вĕренмелле.

 XII. Ачасен ĕçне хаклани.

XIII. Урока вĕçлени.   (27-мĕш слайд)

Урока çак сăвă йĕркисемпе вĕçлес килет.

                         «Пуш уйăхĕн вĕçĕнче

                         Хĕвел пăхĕ ăшăтса.

                         Çĕн(ĕ) Шупашкар хулинче

              Юр ирĕлĕ васкаса».

             


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Урок английского языкапо теме "Экология"

Урок -диспут на тему "Суд природы над обществом " разработан  заключительный урок по теме "Экология "....

Конспект урока чувашского языка "Времена года" по ФГОС в 1 классе

Подробный план-конспект чувашского языка на тему "Пеовторение пройденного материала" в 1 классе составлен по форме новых стандартов....

Урок чувашского языка в 7 классе "Если хочешь быть здоров"

1. Эсĕ вăрманта час-часах пулатăн-и?2. Унта мĕнле йывăçсем  ÿсеççĕ?3. Вăрманта мĕнле  кăмпасем ÿсеççĕ? 4.  Сана вăрманта пулма килĕшет-и?...

Урок чувашского языка, 7 класс. Тема " Тĕлĕнмелле çĕр – шывсем"

Урок повторения раздела " Тĕнчери çĕр – шывсем"....

урок русского языкапо теме "Этимология" в 6 классе

Педагогический сценарий и описание урочного занятия "Домашнее задание исследовательского характера" по теме "Этимология" в 6 классе....