Конспект урока "Прямое и переносное значение слов"
план-конспект урока (5 класс) на тему

Утенкова Галина Виталиевна

Урок теми: «Сăмахсен тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшĕ»

 

 Урок тĕсĕ:   ИКТ технологийĕпе усă курса ирттернĕ çĕнĕ пĕлÿ паракан урок.

              

1.Вĕрентӱ (пӗлӳ) тĕллевĕ:   Ачасене сăмахсем тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнлантарасси; вĕсене уйăрса илме вĕрентесси.

2.Аталантару тĕллевĕ: Ачасен ҫыхăнуллă пуплевне, логикăллла шухăшлавне аталанма   майсем туса парасси, хăйсен шухăшĕсене калама хăнăхтарасси.

3.Сапăрлăх тĕллевĕ:  Тăван чĕлхе илемне курма тата туйма майсем туса 

   парасси; йышпа туслă пурăнма, пĕр-пĕрне пулăшма  вĕрентесси.

 

Урокра усă курмалли мелсемпе меслетсем: ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, тишкерÿ, шырав, калаçу, словарь ĕçĕ, ыйтусем çине хурав тупма вĕрентесси; харпăр хăй тĕллĕн ĕçлени.  

Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран,  карточкăсем,  магнитсем                           

Словарь ĕҫĕ: пасарнă- шуралнă,  чÿрече  харши-чÿрече йĕри-тавра илемлетсе çапнă хăма, иккĕленсе- аптăраса, пир- (полотно), хÿхĕм-хитре;

 

Скачать:


Предварительный просмотр:

 Урок теми: «Сăмахсен тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшĕ»

 Урок тĕсĕ:   ИКТ технологийĕпе усă курса ирттернĕ çĕнĕ пĕлÿ паракан урок.

              

1.Вĕрентӱ (пӗлӳ) тĕллевĕ:   Ачасене сăмахсем тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнлантарасси; вĕсене уйăрса илме вĕрентесси.

2.Аталантару тĕллевĕ: Ачасен ҫыхăнуллă пуплевне, логикăллла шухăшлавне аталанма   майсем туса парасси, хăйсен шухăшĕсене калама хăнăхтарасси.

3.Сапăрлăх тĕллевĕ:  Тăван чĕлхе илемне курма тата туйма майсем туса  

   парасси; йышпа туслă пурăнма, пĕр-пĕрне пулăшма  вĕрентесси.

Урокра усă курмалли мелсемпе меслетсем: ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, тишкерÿ, шырав, калаçу, словарь ĕçĕ, ыйтусем çине хурав тупма вĕрентесси; харпăр хăй тĕллĕн ĕçлени.  

Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран,  карточкăсем,  магнитсем                           

Словарь ĕҫĕ: пасарнă- шуралнă,  чÿрече  харши-чÿрече йĕри-тавра илемлетсе çапнă хăма, иккĕленсе- аптăраса, пир- (полотно), хÿхĕм-хитре;

                                                             Урок юхăмĕ.

I.   Урока йĕркелени.

   Учитель:

   - Сывлăх сунатăп, ачасем. Паян эпĕ сире интереслĕ урок парнелесшĕн. Пĕр- пĕрин çине пăхса  йăл кулса сывлăх сунар-ха, халĕ хăнасене те хамăрăн савăк кăмăлсене парнелер. Эппин пурте тăрăшса ĕçлеме хатĕр-и?   Хатĕр пулсан урока пуçлар.

II.  Вĕреннине аса илесси.

2 слайд

Ачасем, халĕ эпир сирĕнпе иртнĕ уроксенче вĕреннине аса илсе çирĕплетĕпĕр. Эпĕ сире предложенисем калатăп. Енчен те эсир çав предложенисемпе килĕшетĕр пулсан  ура çине тăратăр, килĕшмесен вара вырăнтах ларатăр .

  1. Чăваш алфавитĕнче 37 саспалли.
  2. Хытăлăх  Ъ   тата çемçелĕх Ь паллисем сасăсене пĕлтереççĕ.

3.  Сăмахсем пĕр   пĕлтерĕшлĕ тата нумай пĕлтерĕшлĕ пулаççĕ.

4. «Ура»  сăмах пĕр пĕлтерĕшлĕ.

5. «Çӳнат»  сăмах та пĕр пĕлтерĕшлĕ.

6.  Чĕлхери мĕнпур  сăмахсен  йышне  лексика  теççĕ.

  Тавтапуç, ачасем питĕ маттур ĕçлетĕр эсир.

 Иртнĕ  уроксенче эсир мĕнле пысăк тема пуçларăр-ха вĕренме? Лексика.

III. Çĕнĕ темăна ăнлантарни

Учитель: Чăваш чĕлхи   çепĕç те янравлă, илемлĕ те питĕ пуян чĕлхе.  Çавăнпа  та паян эпир сирĕнпе унăн  вăрттăнлăхĕсене малалла тĕпчĕпĕр. Экран çине сăнатпăр. 

3 слайд               Танлаштаратпăр!

          тимĕр пăта                               тимĕр  шапа          

 Çак юпари сăмахсене танлаштарса пăхăр-ха, мĕнле пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсене куратăр?

Тимĕр пăта- çыхăнура пăтана тимĕртен тунине  тÿрех  пĕлтерет.  Ку вăл тÿрĕ пĕлтерĕш пулать.    

 Тимĕр шапа-çыхăнура шапан панцирĕ тимĕр пек хытă иккенне пĕтерет. Ку вăл куçăмлă  пĕлтерĕшлĕ .

 Куçăмлă  пĕлтерĕш мĕнрен килет-ши? Тĕрĕс, япалан паллинчен  килет.

Çапла вара «тимĕр пăтан» тÿрĕ пĕлтерĕшĕпе çыхăнулла куçăмлă пĕлтерешĕ  пулса кайнă.

Апла пулсан паянхи урокăн темине  палăртма пултаратăр-и?

Мĕнле сăмахсем çинчен калаçмалла- ши  пирĕн паян?

Мĕнле тĕллевсем лартăпăр хамăр ума? Сăмахсем тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланасси тата вĕсене уйăрса илме вĕренесси.

4 слайд    Халĕ вара паянхи числона (Нарăс уйăхĕн вуннăмĕшĕ. Класри ĕç) çыратпăр.

 Урок теми: «Сăмахсен тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшĕ»                                                              5  слайд                      

                                          Сăнатпăр!

                  куç харши                                чÿрече  харши

  Куç харши. Ачасем, пĕр- пĕрин çине пăхса илĕр-ха, куç харшисем пур-и сирĕн?

Мĕнле пĕлтерĕш пулать-ши вара ку?  Тÿрĕ.

  Чÿрече харши- слайд çинчи чÿрече харшине кам катартса парать?Хăшĕ вăл? Мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулать- ши вăл? Куçăмлă, чÿрече йĕри –тавра çапнă хăма та куç харши евĕрлĕ.

  Ку ÿкерчĕкре  мĕнле  пĕрпеклĕхсем пур?

   Ку ÿкерчĕкре япаласем пĕр евĕрлинчен килет.

Ачасем, сăмахсем  куçăмлă пĕлтерĕшлĕ пулни мĕнле сăлтавсенчен килет-ха?

  6 слайд          

                  йывăçсем пасарнă                   асаттен  çÿçĕ пасарнă  

  Йывăçсем пасарнă- «пас тытнă» тенине пĕлтерет;   Тÿрĕ пĕлтерĕш пулать.

  Асаттен çÿçĕ пасарнă- «шуралнă» тенине пĕлтерет;

   Ку ÿкерчĕксенче  мĕнле  пĕрпеклĕхсем пур?

   Куçăмлă пĕлтерĕш  ĕçсем пĕрешкел  пулнинчен килет.                

Ачасем, сăмахсем  куçăмлă пĕлтерĕшлĕ пулни мĕнле сăлтавсенчен килет-ха?

1) япалан паллинчен  килет

2) япаласем пĕр евĕрлинчен

3) ĕçсем пĕрешкел  пулнинчен килет.                

IV. Малтанхи пĕлĕве тĕрĕслени.

 7 слайд  Текста ачасем хăйсем тĕллĕн вулаççĕ. Унтан  рольпе.

 Пĕррехинче Мишша пичче мана:

-Лар кăмпа айне,-терĕ,- эпĕ лавккана кĕрсе тухам.

Чутах кулса яраттăм, ара кăмпа айне çын лармасть ĕнтĕ. Эпĕ иккĕленсе тăнине курсан вал аллипе тĕллесе кăтартрĕ:

-Ав çав сулхăна.

Тĕрĕс мĕн, чăн- чăн шăна кăмпи. Анчах та вăрманта ÿсекенни мар, çын ăсталани. Юпа тăррине пир карнă та ун айне сак лартнă.(В.Элпи)

Проблемăлла ыйту.

Мĕншĕн «кăмпа» сăмаха ача тÿрех  ăнланса илеймен?

«Кăмпа» сăмаха мĕнле пĕлтерĕшпе каланă?    (Ачасем хайсен шухăшне калаççĕ.)

Пир-полотно, килте тĕртсе туна япала.

Пĕтĕмлетÿ. Мĕнле сăмахсене  тÿрĕ  тата нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсем теççĕ?

8 слайд -правилă

9 слайд Кану саманчĕ. Халӗ кăштăт канса илерха. Мӗнле уяв ҫывхарать? (Ҫӗнӗ ҫул)

Ҫӗнӗ ҫулта кам килет пирӗн пата хăнана? (Чăрăш)

Пирӗн пата та паян урока чăрăш килчӗ. Сак чăрăш хыҫăн хуҫкаланчăксем тăвас пулать.

 V.  10 слайд    Урок темипе ĕçлени .   

 Ачасем, эсир чăваш чĕлхине юрататăр-и?  Мĕншĕн?  Сăвва вуласа тухăр-ха.

Çыравçăсем куçăмлă  пĕлтерĕшлĕ сăмахсемпе питĕ анлă усă кураççĕ.

 Çак сăвăран  куçăмлă  пĕлтерĕшлĕ сăмахсене тупса палăртăр-ха.

 

Чăваш чĕлхи-

Эс ылтăн- кĕмĕлтен те хаклăрах,

Хĕрÿ те хÿхĕм хĕвелпе танах,

Чуна пырса тивет кашни сăмах….      Юрий Сементер    

                                                           

Ылтăн- куçăмлă пĕлтерĕшлĕ, кĕмĕл- тÿрĕ пĕлтерĕшлĕ.

Ку ĕçе эпир ушкăнсемпе ĕçлĕпĕр. Парта çинчен симĕс тĕслĕ хутсем илетпĕр.

1-мĕш ушкăн тÿрĕ пĕлтерĕшлĕ сăмах майлашăвĕсене, 2-мĕш ушкăн куçăмлă пĕлтерĕшлĕ сăмах майлашăвĕсене çырать.

 Кам нумайрах çырать?

11 слайд     

Экран çине пăхатпăр.Вуласа тухатпăр та  тата хушса çыратпăр.

                                  Тĕрĕслетпĕр:

тÿрĕ пĕлтерĕшлисем:                            куçăмлă пĕлтерĕшлисем:                            

     ылтăн çĕрĕ                                           ылтăн пулă                                        

     ылтăн   сехет                                       ылтăн кĕркунне

     ылтăн çăра уççи                                  ылтăн  çын                                          

     ылтăн сăнчăр                                       ылтăн тулă                                                  

     ылтăн кубок                                         ылтăн алă                        

                                                                 ылтăн анне                                            

                                                   

Ачасем кам сиртен калама пултарать, аннене  мĕншĕн  ылтăн тесе калаççĕ? (лайăх анне)

Ылтăн алă тесе мĕнле алăсене калаççĕ? (тӗрлӗ ӗҫ тăва пӗлеҫҫӗ)

 

VI.  Вĕреннине çирĕплетесси.

Мăшăрпа калаçса   ĕçлесси.  Пурте кăвак тӗслӗ карточкăсене илетпĕр. Иккĕн доска патĕнче ĕçлеççĕ.

Глаголсене  тата  паллă ячĕсене скобкăри сăмахсемпе  çыхăнтарса куçăмлă пĕлтерĕшлĕ сăмах майлашăвĕсем  тумалла та  тетрадь çине çырмалла. Туса пĕтерсен вара пĕр- пĕрин ĕçĕсене улăштарса тĕрĕслетĕр те оценка лартатăр.

12 слайд Тĕрĕслетпĕр!

Хаклав виçисем: йăнăшсем çук пулсан «5» паллă,

                             1-2-йăнăш –«4» паллă,

                             3-4 йăнăш –«3» паллă.

( алла,  хуçалăха) çĕкле                     йывăр (мăлатук,   хуйхă)                                        (ыйхă, кайăк)  вĕçрĕ                           вĕри   (чей,   чĕре)                                                                ( шыва, çынна) сивĕт                         хаклă ( кĕнеке, юлташ, )    

( вутă, ăша)  çунтар                            хура  ( кун,  кушак,)

Ачасем, кам хайне «5» паллăпа хакларĕ? Алă çĕклĕр-ха.

Кам хайне «4» паллăпа? Никам та «3» илмен-и?

VII. Кĕнекепе ĕçлесси

  321- мĕш хăнăхтару.  Паллă тунă сăмахсен пĕлтерĕшĕсене  ăнлантарăр.

VIII. Урока пĕтĕмлетни. Ачасен ĕçне хаклани.

Ачасем, урок пуçламăшĕнче хамăр ума мĕнле тĕллев лартнăччĕ-ха эпир? Çавна пурнăçларăмăр- ши , мĕнле шутлатăр?

13 слайд

Ачасем слайдра панǎ предложенисемпе усǎ курса хайсен шухǎш-кǎмǎлĕсене палǎртасси.

Пĕтĕмлетÿ:

Мана урокра ______________________килĕшрĕ.

Урокра_______________________кǎсǎклǎ пулчĕ.

Паян урокра эпĕ çĕннине _____________ _пĕлтĕм.

Эпĕ ______________________      ас туса юлтǎм.

Урокра мана_____________________ тĕлĕнтерчĕ.

Ман шутпа, чи кирли___________________ пулчĕ.

     Эпĕ малашне___________________________усă курăп.

14 слайд       Ачасен ĕçне хаклани

Ачасем, халĕ эсир хăвăрăн урокри ĕçе хакламалла пулать.

а) эпĕ пурне те ăнлантăм, вĕреннĕ темăна тепĕр çынна та каласа пама пултаратăп.

ă) эпĕ пурне те ăнлантăм, анчах та темăна тепĕр çынна та каласа пама пултараймастăп.

б) вĕреннĕ темăна  тепĕр хутчен пăхса тухмалла.

15 слайд

IX. Киле  ĕç   пани:  323- мĕш хăнăхтару. Çырса илмелле. Палартнă самахсем тÿрĕ е куçăмлă пулнине палăртмалла.

  Тавтапуҫ! Тепре куриччен?  


( алла,  хуçалăха) çĕкле                         йывăр (мăлатук,   хуйхă)                                        (ыйхă, кайăк)  вĕçрĕ                              вĕри   (чей,   чĕре)                                                                ( шыва, çынна) сивĕт                           хаклă ( кĕнеке, юлташ, )

( вутă, ăша)  çунтар                            хура  ( кун,  кушак,)



Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:

Слайд 1

Кив-Якаль филиал ă н вăтам пĕлÿ паракан шкулăн чăваш чĕлхи тата литература вĕрентекен Утенкова Г.В. 5- мĕш класра ирттернĕ уçă урокăн презентацийĕ

Слайд 2

Аса илетпĕр 1.Чăваш алфавитĕнче миçе саспалли? 2.Ъ тата ь паллисем сасăсене пĕлтереççĕ. 3.Сăмахсем пĕр пĕлтерĕшлĕ тата нумай пĕлтерĕшлĕ пулаççĕ. 4. «Ура» сăмах пĕр пĕлтерĕшлĕ. 5.«Çунат» сăмах та пĕр пĕлтерĕшлĕ. 6.Чĕлхери мĕнпур сăмахсен йышне лексика теççĕ.

Слайд 3

ТАНЛАШТАРĂР Тимĕр пăта Тимĕр шапа

Слайд 4

Урок теми: Сăмахсен тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшĕсем

Слайд 5

Сăнатпăр куç харши чÿрече харши

Слайд 6

Сăнатпăр йывăçсем пасарнă асаттен çÿçĕ пасарнă

Слайд 7

Вулатпăр Пĕррехинче Мишша пичче мана: - Лар кăмпа айне, - терĕ, - эпĕ лавккана кĕрсе тухам. Чутах кулса яраттăм, ара кăмпа айне çын лармасть ĕнтĕ. Эпĕ иккĕленсе тăнине курсан вал аллипе тĕллесе кăтартрĕ: -Ав çав сулхăна. Тĕрĕс мĕн, чăн-чăн шăна кăмпи. Анчах та вăрманта ÿсекенни мар, çын ăсталани. Юпа тăррине пир карнă та ун айне сак лартнă. (В.Элпи) Мĕншĕн «кăмпа» сăмаха ача тÿрех ăнланса илеймен? «Кăмпа» сăмаха мĕнле пĕлтерĕшпе каланă?

Слайд 8

Астуса юл ǎ р! Япаласен хушшинче мĕн енчен те пулин çыхăннă пĕрпеклĕх пур чухне тĕп япала палли тепĕр япала çине куçнă сăмахсене куçăмлă пĕлтерĕшлĕ сăмахсем теççĕ.

Слайд 9

Кану саманчĕ

Слайд 10

Чăваш чĕлхи Чăваш чĕлхи- Эс ылтăн- кĕмĕлтен те хаклăрах, Хĕрÿ те хÿхĕм хĕвелпе танах, Чуна пырса тивет кашни сăмах…. Юрий Сементер

Слайд 11

Тĕрĕслетпĕр! Тÿрĕ Куçăмлă пĕлтерĕшлисем пĕлтерĕшлисем Ылтăн çĕрĕ Ылтăн пулă Ылтăн сехет Ылтăн çын Ылтăн сăнчăр Ылтăн алă Ылтăн уçă Ылтăн тулă Ылтăн кубок Ылтăн анне Ылтăн пуç Ылтăн кĕркунне

Слайд 12

Тĕрĕслетпĕр! хуçалăха çĕкле, ыйхă вĕçрĕ, çынна сивĕт, ăша çунтар, йывăр хуйхă, вĕри чĕре, хаклă юлташ, хура кун Хаклав виçисем: йăнăшсем çук пулсан «5» паллă, 1-2-йăнăш –«4» паллă, 3-4 йăнăш –«3» паллă.

Слайд 13

Пĕтĕмлетÿ: Мана урокра ______________килĕшрĕ. Урокра__________________кǎсǎклǎ пулчĕ. Паян урокра эпĕ çĕнни ________пĕлтĕм. Эпĕ _________________ас туса юлтǎм. Урокра мана___________тĕлĕнтерчĕ. Ман шутпа, чи кирли____________пулчĕ. Эпĕ малашне______________усă курăп.

Слайд 14

Ĕçе хакласси а) Эпĕ пурне те ăнлантăм, вĕреннĕ темăна тепĕр çынна каласа пама пултаратăп- «5»-паллă ă) Эпĕ пурне те ăнлантăм, анчах та темăна тепĕр çынна каласа пама пултараймастăп- «4»-паллă б) вĕреннĕ темăна тепĕр хутчен пăхса тухмалла «3»- паллă

Слайд 15

Киле ӗ ç : 323-мӗш х ǎ н ǎ хтару, 38 § с.135.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспект урока "Прямое и переносное значение слов" (5 класс)

Данный урок разработан для слабых учащихся....

Конспект урока "Прямое и переносное значение слова"

Данный урок разработан для слабых учащихся....

Конспект и технологическая карта урока русского языка и в 5 классе "Прямое и переносное значение слова"

Материалы включают в себя конспект урока и технологическую карту. УМК Русский язык: 5 класс: учебник для учащихся общеобразовательных организаций: в 2 ч. /[А.Д.Шмелев, Э.А.Флоренская, Ф.Е.Габович, Л.О...

презентация и конспект урока 5 класс. " Прямое и переносное значение слов"

Данный конспект  представляет собой технологическую карту урока в соответствии с требованиями ФГОС. Дается презентация, в которой используется суперфизминутка....

конспект урока по теме "Прямое и переносное значение слова".

Конспект урока по теме "Прямое и переносное значение слова"....