Конспект урока чувашского языка в 5 классе "Хĕл Мучипе Юр пике парни"
план-конспект урока (5 класс) на тему

Конспект урока в 5 классе на чувашском языке.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл konspekt_uroka_v_5_klassa.docx23.84 КБ

Предварительный просмотр:

Тема: Хĕл  Мучипе  Юр пике парни

Тĕллевсем: фонетика, лексикӑпа  грамматика,  аудировани,  вулавпа  куҫару, ыйту-хурав,  монолог,  ҫыру  хӑнӑхӑвĕсене  аталантарасси.

Лексика материалĕ: варринче,  пирĕн патра, уҫрĕ, кӑпӑшка ҫӳҫ, айван.

Грамматика материалĕ: варринче, айне, пек, валли, ҫинче хыҫ сӑмахсем.

Кирлĕ хатĕрсем: учебник, ĕҫ тетрачĕн 1-мĕш пайĕ, компьютер, проектор, экран, слайд.

Урок юхӑмĕ

  1. Класа йĕркелени,  сывлӑх сунни.

Дежурнӑй урокра кам ҫуккине пĕлтерет, ҫанталӑк ҫинчен каласа парать.

  1. Урок темине тата тĕллевĕсене ачасем хӑйсем тĕллĕн тупни, калани.

   Доска ҫинче предложенисем ҫырса панӑ. Ачасем вĕсене вулаҫҫĕ, пуплев пайĕсем  тӑрӑх тишкереҫҫĕ. Хыҫсӑмахсене вĕсем пĕлмеҫҫĕ.

- Мĕнле шутлатӑр, ачасем, урокӑн теми мĕнле пулать-ши?  Мĕн  тума вĕренмелле-ши пирĕн урокра?  

   III. Килти ĕҫе тĕрĕслени.

  1. Ыйту-хурав хӑнӑхӑвĕсене аталантарасси.

1-мĕш хӑнӑхтарупа ĕҫлени. Ыйтусене пурте пĕрле вулаҫҫĕ, вырӑсла куҫараҫҫĕ, унтан черетпе вуласа хуравлаҫҫĕ.

2-мĕш хӑнӑхтарупа ĕҫлени. Ӳкерчĕксемпе усӑ курса «Ҫĕнĕ ҫулта ашшĕ-амӑшĕ кама мĕн парнеленĕ?» ыйтӑва хуравлаҫҫĕ. Тольӑна ашшĕ-амӑшĕ ӳкерчĕк парнеленĕ. Настьӑна ашшĕ-амӑшĕ ӳкерчĕк парнеленĕ. Алёшӑна ашшĕ-амӑшĕ кушак ҫури парнеленĕ. Аньӑна ашшĕ-амӑшĕ аквариум пулли парнеленĕ.

Вĕрентекен: Настьӑна ашшĕпе амӑшĕ мĕн парнеленĕ-ши? Текста вулӑпӑр та ҫакӑн ҫинчен пĕлĕпĕр. Малтан сӑмахсемпе ĕҫлĕпĕр.

  1. Лексика хӑнӑхӑвĕсене аталантарасси.

3- мĕш хӑнӑхтарупа ĕҫлени. Пурте пĕрле ĕҫлеҫҫĕ: текст содержанийĕпе ҫыхӑннӑ сӑнчӑрти сакӑр сӑмаха тупса вулаҫҫĕ:  тетте, капӑр, касӑя, тĕрĕс, аппа, уйӑп, ялав, унта.

4- мĕш хӑнӑхтарупа ĕҫлени. Хуравсем: калав – ялав, аван – айван, ырла – ҫырла, пуҫ – ҫӳҫ, мана – сана, садра – вара, хĕрлĕ – тĕрлĕ, кунта – унта.  

5- мĕш хӑнӑхтарупа ĕҫлени. Сӑмахсене вĕрентекенпе пĕрле вулаҫҫĕ, икĕ мӑшӑр вулавне итлеҫҫĕ.

6- мĕш хӑнӑхтарупа ĕҫлени. Шифрланӑ сӑмахсене тупса палӑртаҫҫĕ, вырӑсла куҫараҫҫĕ.

Слайдпа ĕҫлеҫҫĕ: унта тухса пыракан хыҫ сӑмахсене вуласа вырӑсла куҫараҫҫĕ, тĕрĕслеҫҫĕ. Текстра ҫак хыҫ сӑмахсенчен тӑракан предложенисене тупса вулаҫҫĕ, вырӑсла куҫараҫҫĕ.

  1. Вулавпа куҫару, ыйту-хурав хӑнӑхӑвĕсене аталантарни.

7- мĕш хӑнӑхтарупа ĕҫлени. Ĕҫ йĕрки: а) 1-мĕш абзаца ӑсра вулаҫҫĕ, суйласа илнĕ ача абзаца вуласа куҫарать, ыйтусене хуравлаҫҫĕ (Ёлка ӑҫта ларать? Вӑл мĕнле?);  ӑ) 2-мĕш абзаца вĕрентекен хыҫҫӑн вулаҫҫĕ, вĕрентекен ыйтӑвне хуравлаҫҫĕ. (Ёлка ҫинче мĕнле теттесем ҫакӑнса тӑраҫҫĕ?);  б) 3-мĕш абзаца суйласа илнĕ икĕ ача вуласа куҫараҫҫĕ; в) 4-мĕш абзаца ҫурма сасӑпа вулаҫҫĕ, черетпе куҫараҫҫĕ, ыйтусене хуравлаҫҫĕ  (Настя ёлка айĕнче мĕн кур  (Настя ёлка айĕнче мĕн курна?  Пуканен ҫӳҫĕ мĕнле? Унӑн кĕпи мĕнле?  Алӑ ҫупсан пукане мĕн тӑвать? );  г) 5-мĕш абзацпа тӑватӑ ача ĕҫлеҫҫĕ: иккĕшĕ рольсемпе вулаҫҫĕ, иккĕшĕ черетленсе вырӑсла куҫараҫҫĕ.

  1. Ыйту-хурав, диалог хӑнӑхӑвсене аталантарни.

8- мĕш хӑнӑхтарупа ĕҫлени.  Ĕҫ йĕрки:  а) ыйтусене вĕрентекен хыҫҫӑн вулаҫҫĕ;  ӑ) суйласа илнĕ ача вулать, ыттисем хуравлаҫҫĕ;  б) пĕр мӑшӑр калаҫӑвне итлеҫҫĕ.

  1. Ӳкерчĕк тӑрӑх предложенисем йĕркелес хӑнӑхӑва аталантарасси.

9- мĕш хӑнӑхтарупа ĕҫлени. Ачасен ҫакӑн пек предложенисем тума пултармалла: Ӳкерчекре Настьӑна тата пуканене куратпӑр. Настя илемлĕ тӑхӑннӑ. Вӑл блузкӑпа, сараппанпа, гольфпа, туфлипе. Унӑн пуҫĕ ҫинче икĕ бант. Вĕсем пысӑк. Настьӑн пуканийĕ Мальвина ятлӑ. Мальвина илемлĕ пукане. Унӑн ҫӳҫĕ кӑпӑшка. Настя алӑ ҫупать. Мальвина ташлать.

  1. Грамматика хӑнӑхӑвĕсене аталантарни.

10- мĕш хӑнӑхтарупа ĕҫлени. Кирлĕ аффикссене суйласа илсе предложенисене вуласа параҫҫĕ.

  1. Монолог хӑнӑхӑвĕсене аталантарни.

11- мĕш хӑнӑхтарупа ĕҫлени. Текст пуҫламӑшĕпе паллашаҫҫĕ, ӑна малалла тӑсаҫҫĕ.

    XI.  Ҫыру хӑнӑхӑвĕсене аталантарни  (ҫыру тетрачĕпе ĕҫлени).

  1. мĕш хӑнӑхтарупа ĕҫлени. Хӑйсем тĕллĕн ĕҫлеҫҫĕ.
  1. Ачасен ĕҫне хаклани.
  2. Киле ĕҫ пани.

Учебникри 12-мĕш, ĕҫ тетрадĕнчи 2- мĕш хӑнӑхтарусене пурнӑҫламалла.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспект урока чувашского языка "Времена года" по ФГОС в 1 классе

Подробный план-конспект чувашского языка на тему "Пеовторение пройденного материала" в 1 классе составлен по форме новых стандартов....

План-конспект урока чувашского языка "У вышивальщицы"

Конспект урока о народном творчестве, знакомство с чувашской вышивкой....

План урока чувашского языка и литературы "Хисеп ячĕсем"

План урока " Хисеп ячĕсем" 6 классПрезентация к уроку "Хисеп ячĕсем"...

Урок чувашского языка в 7 классе "Если хочешь быть здоров"

1. Эсĕ вăрманта час-часах пулатăн-и?2. Унта мĕнле йывăçсем  ÿсеççĕ?3. Вăрманта мĕнле  кăмпасем ÿсеççĕ? 4.  Сана вăрманта пулма килĕшет-и?...

Конспект "Групповая работа на уроках чувашского языка"

Групповая работа на уроках чувашского языка  и план-конспект открытого урока в 3 классе по теме : "Хĕллехи вăрманта". Такой урок очень нравится детям....

Конспект урока чувашского языка в 5 классе "Ятарлă сăмахсем. Профессионализмсем"

1. Харкамлăх результачĕсем:а) Вĕренÿре харпăр хăй тивĕçне туйма,  пултарулăхне шанма хăнăхни;ă) вĕренекен хăйĕн ĕçне сăнаса тивĕçлĕ хак пама пултарни;б)  пуплеве, логикăлла шухăшлава, тавçăр...