Внеклассное мероприятие на тему: «Тӑван ҫĕр-шывӑн аслӑ вӑрҫӑ вӑхӑтĕнчи чӑваш литератури» («Развитие чувашской литературы в период Великой Отечественной войны»).
методическая разработка на тему

Разработка внеклассного мероприятия на тему: "Развитие чувашской литературы в период Великой Отечественной войны".

Скачать:


Предварительный просмотр:

Муниципальное бюджетное образовательное учреждение

«Старосуркинская  средняя общеобразовательная школа»

Альметьевского муниципального района РТ

Семинар чувашского языка и литературы

Внеклассное мероприятие на тему: «Тӑван  ҫĕр-шывӑн  аслӑ  вӑрҫӑ  вӑхӑтĕнчи  чӑваш  литератури»  («Развитие чувашской литературы в период Великой Отечественной войны»).

        

                                                                                                                                    Учитель: Бикбова И.Л.

9 апреля 2015 г.

                                                            Сценарий

Тӑван ҫĕр-шывӑн аслӑ вӑрҫӑ вӑхӑтĕнчи чӑваш литератури

(Литература каҫĕн сценарийĕ)

Тĕллевсем: 1)Тӑван ҫĕр-шывӑн вӑрҫи ҫулĕсенчи литературӑпа, ун уйрӑмлӑхĕсемпе, ҫыравҫӑсемпе тата вĕсен паллӑрах хайлавĕсемпе паллаштарасси; 2) вӑрҫӑ этемлĕхшĕн пысӑк трагеди пулнине ҫирĕплетесси; 3) вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ кĕнекесемпе паллаштарса ачасене хӑйсем тĕллĕн ытларах вулама хавхалантарасси, вĕсен паттӑрлӑхпа патриотизм туйӑмĕсене аталантарасси.

Литература:  М. Я. Сироткин. «Очерки истории советской чувашской литературы». Н.С. Дедушкин. «Пӑшалпа та, перопа та».

Ĕҫ хатĕрĕсем: компьютер, проектор, Тӑван ҫĕр-шывӑн аслӑ вӑрҫи ҫинчен ҫырнӑ илемлĕ хайлавсен стенче.

Ĕҫ мелĕ: каласа пынӑ майӑн проекторпа вӑрҫӑра пулнӑ писательсен сӑнĕсене кӑтартса пырасси, юрри-кĕввисене компьютерпа итлеттересси.

1-мĕш ертсе пыракан:   Хисеплĕ юлташсем, хӑнасем, хаклӑ ачасем!

Аслӑ вӑрҫӑ пĕтнĕренпе 70 ҫул иртет.  Паян эпир сире ҫав Ҫĕнтерӳпе саламлатпӑр.  

Ҫĕр ҫинче пысӑк, аслӑ уяв сахал мар, анчах пуринчен те чапли, пĕлтерĕшли вӑл –  Ҫĕнтерӳ кунĕ.  Ҫулсем иртĕҫ, ĕмĕрсем ылмашĕҫ – пур пĕрех куҫҫуль пек ҫутӑ, ҫӑл куҫ евĕр таса, ҫуркунне пек хаваслӑ уяв пирĕн асра юлĕ.

Юрӑ «Ҫак салтакĕ – ман атте» сӑвви Аркадьевӑн, кĕвви Гурьевӑн. 2-мĕш класс ачисем юрлаҫҫĕ.

1-мĕш ертсе пыракан:  1941 ҫул. Июнĕн 22-мĕшĕ. Совет ҫĕршывĕ ҫине фашистла Германи вӑрӑ-хурахла тапӑнса кĕнĕ. Тӑван ҫĕр-шыв ирĕклĕхĕпе никама пӑхӑнманлӑхĕшĕн пынӑ хаяр вӑрҫӑ тӑватӑ ҫул кĕрленĕ. Ҫак вӑрҫӑра 26 миллион ытла совет ҫыннин пурнӑҫĕ татӑлнӑ, 1710 хулапа поселок арканнӑ, 70 000 ял ҫунса кĕлленнĕ.

2-мĕш ертсе пыракан:  Фашистсем 2-3 уйӑх хушшинче пĕтĕм Совет ҫĕрне шӑлса тухма ĕмĕтленнĕ. Тӑнӑҫ ĕҫпе пурӑннӑ ҫынсем тӑшман эшкерĕсене хирĕҫ ҫĕкленнĕ, пурте фронта талпӑннӑ. Салтак ҫулне ҫитмен яш-кĕрĕм те ҫар комиссариатне пырса тулнӑ. Хĕр упраҫ та фронта яма ыйтнӑ.

 

Петĕр Хусанкай « Таня»   (Презентаци: П.Хусанкай, Таня.)Янухина А.

Амӑшне каларĕ хĕрĕ

Вӑрттӑн, ерипен:

 - Эп вӑрҫа каятӑп, -- терĕ, --

Маншӑн ан шиклен.

Амӑшĕ чӑр пӑхрĕ: «Эсĕ

Чакрĕ, чакрĕ вӑй…

Хĕрхенсе куҫҫульленмесĕр

Тӳсеймерĕ хӑй.

Куҫ тулли тӑрать чипер хĕр

Унӑн умĕнче.

Таврара кĕрлет хисепсĕр

Юн тӑкан тĕнче.

Эх, анне чĕри ! Ҫунать-ҫке

Вӑл ҫапла ялан

Ҫумĕнче ӑшӑ ҫуначĕ

Пушшине туйсан.

Йӑвине тĕрĕс-тĕкеллĕн

Вӑл усрасшӑнах.

Ун чĕппи ĕнтĕ тĕкленнĕ,

Вӑл калать сӑмах:

 -- Ан йĕрсем, -- тет вӑл, - ан макӑр,

 Ан кулян ,анне,

Астӑватӑн-тӑр, манман-тӑр

Ху каланине.

«Пул хӑюллӑ, тӳрĕ чунлӑ!» --

Теттĕн эс мана.

Вӑхӑт ҫитрĕ: вут та ҫулӑм

Хыпрĕ таврана.

Вӑхӑт ҫитрĕ: тĕрĕслетĕр

Самана пире.

Камӑн-ха юлас килет-тĕр

Хыҫалти рете?

Халь Мускавшӑн хĕрĕнĕҫҫĕ

Тӑшмансем, пĕлеп.

Эп – Мускав хĕрĕ, аннеҫĕм,

Комсомолка эп!

Е эп паттӑр пулса килĕп

Каялла киле,

Е эп паттӑр пулса вилĕп…

Сывӑ пул! Пилле.

 1-мĕш ертсе пыракан:  Чӑваш  поэчĕсем, писателĕсем те айккине тӑрса юлман.

Вӑтам шкулта вĕренекен Валентин Урташ ҫулне пысӑклатса кӑтартса хӑйне фронта яма ыйтнӑ. Ӳпке чирĕпе аптракан Илле Тукташ поэт та хӑй чирлине тухтӑрсенчен пытарса тӑшманпа ҫапӑҫнӑ. Ывӑлĕ вилни ҫинчен хут килсен ватӑ писатель, граждан вӑрҫи паттӑрĕ Максим Данилов-Чалдун ҫар комиссариатне пынӑ. « 50 ҫула ҫитнĕскер хам ирĕкпе вӑрҫӑ ҫинни пулса тӑтӑм… Виҫĕ хут вӑрҫӑра пулса, виҫĕ хут ҫĕнĕрен ҫуралса ӳсрĕм эпĕ, - тесе ҫырнӑ вӑл 1942 ҫулта Шупашкарти тусĕсем патне « 34-мĕш атака умĕн» ҫырӑвĕнче.  – Фашистсем манӑн пĕртен- пĕр юратнӑ ывӑлӑма вĕлерчĕҫ. Ун вырӑнне эпĕ вĕсене ҫĕр хут тавӑрӑп! Эпĕ – ашшĕ . Манӑн ватӑ алӑ чĕтресе тӑмĕ».

2-мĕш ертсе пыракан:  Чӑваш писатĕлĕсем пурте тенĕ пекех ҫапӑҫу хирĕнче пулнӑ. Писатель вӑл – халӑхӑн малти ретĕнчт ҫынни, тĕрĕс те чӑн сӑмах ӑсти.

Урӑхла пулман унӑн тивĕҫĕ ҫук. Вӑрҫӑ хирне кайма хӑват ҫитерейменнисем – пĕрремĕш тĕнче вӑрҫинчех аманнӑ ватӑ Ҫемен Элкер, пач суккӑр Николай Шелепи, асат хуҫнӑ Куҫм Чулкаҫ, йывӑр чирленĕ Иван Ивник , Стихван Шавли, ялти шкулта вĕрентекен Марфа Трубина пӑшал тытас вӑхӑтран иртнĕ Иоаким Максимов-Кошкинский, Пётр Осипов, Иван Мучи, ҫавӑн пекех йывӑр аманса таврӑннӑ Хветĕр Уяр – хӑйсене  тылта та фронтри  пек туйнӑ.  Вĕсем сахал йышпах хаҫат, журнал, кĕнеке кӑларнӑ, фронтри тата аманса таврӑннӑ салтаксемпе, ялти ватӑ- вĕтĕпе ҫыхӑну тытнӑ Тĕслĕхрен, « Илемлĕ литература» альманах кӑларса тӑнӑ.

1-мĕш ертсе пыракан:  Ҫар пичетĕнче Леонид Агаков, Василий Алакер, Василий Долгов, Илпек Микулайĕ, Василий Ржанов, Федот Ҫитта, Алексей Талвир, Илле Тукташ, Ухсай Яккӑвĕ, Петĕр Хусанкай, Николай Чурбай, Александр Янташ тата ытти ҫамрӑк журналистсемпе  писательсемпе вӑй хунӑ. Вĕсем Шупашкарта чӑвашла тухса тӑнӑ «Чӑваш коммуни» (хальхи «Хыпар») хаҫата, «Илемлĕ литература» ( хальхи «Тӑван Атӑл» ) журнала тӑтӑшах ҫырса тӑнӑ.

2-мĕш ертсе пыракан:  Ҫар хаҫачĕсен редакцийĕнче ĕҫлемен писательсем те ҫырма пӑрахман. Рота командирĕсем Андрей Петокки, Александр Алка, Тихӑн Петĕркки, взвод комиссарĕсем Иван Вашки, Кĕркури Краснов- Кĕҫĕнни, ҫар врачĕ Куҫма Пайташ тата ытти салтак писательсем ҫырнӑ ҫырусем, статьясем, сӑвӑсем, калавсем, тĕрленчĕксем, такмаксем, тӑван халӑха савӑнтарнӑ.

Тӑшман урать. Тӑшман хурахланать.

Ĕҫесшĕн вӑл ĕҫчен этем юнне.

Чĕрем ҫунать те ал кӑварланать,

Часрах ватас килет шӑлне унне! –

Тесе ҫырнӑ 1941 ҫулта фронтри ҫамрӑк сӑвӑҫ Варфоломей Энжей. Вӑл хаяр ҫапӑҫура пуҫне хунӑ. Мĕн чухлĕ ҫамрӑкӑн тӑван поэзирен, тӑван халӑхран тин ҫеҫ пуҫланӑ сӑввисене ҫырса пĕтереймесĕрех уйрӑлма тивнĕ!

1-мĕш ертсе пыракан:  Чылай чӑваш ҫыравҫи паттӑррӑн ҫапӑҫса яланлӑхах вӑрҫӑ хирĕнче выртса юлнӑ, вĕсен  шутĕнче! : Максим Данилов-Чалтун,  Илья Думилин,  Хветĕр Ҫитта,  Андрей Петокки, Кĕҫтук Кольцов, Владимир Бараев, Максим Ястран,  Ефрем Еллиев, Марк Аттай, Иван Викторов,  Василий Васькин, Арсен Орлов, Кӑтра Мишши,  В. Усли,  Николай Чурбай,  Николай Пиктемир,  Ф. Николаев (Сергеев),  Вениамин  Туртуш . Вĕсем хаяр ҫапӑҫура пуҫне хунӑ. Мĕн чухле ҫамрӑкӑн тӑван литературӑн, тӑван халӑхран (тин ҫеҫ пуҫланӑ хайлавсене ҫырса пĕтереймесĕрех) уйрӑлма тивнĕ!          

 «Алёша» юррӑн кĕвви  янӑрать.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вĕсен произведенисене пухса уйрӑм кĕнекен е сӑвӑ-калав пуххисенче кӑларнӑ.

2-мĕш ертсе пыракан:  Чваш ҫыравҫисем ҫапӑҫу хирĕнче те хастар ҫапӑҫнӑ, лӑпкӑрах самантсенче ҫĕнĕ йĕркесем шӑрҫалама та май тупнӑ. Ҫавӑн пек вĕсем тӑшмансене хирĕҫ, Н. С. Дедушкин критик калашле, « пӑшалпа та, пероа та» ҫапӑҫнӑ.

Литература формисене илсе пулсан, вӑрҫӑ вӑхӑтĕнче ытларах сӑвӑпа усӑ курнӑ. Поэзи ҫын чĕрине хӑвӑртрах ҫитнĕ, вӑйлӑрах хускатнӑ. Паллах, вӑрҫӑ хирĕнче пысӑк произведенисем ҫуралма пултарайман. Хаҫат-журнал редакцийĕсене фронтра сӑвӑсемпе калавсем, стаьясемпе тĕрленчĕксем, ҫырусемпе очерксем килнĕ.

1-мĕш ертсе пыракан:  Литература тематики вара тĕпренех улшӑнать. Хайлавсенче тĕп вырӑна фашизма хирĕҫ ҫĕкленнĕ совет салтакĕн сӑнарĕ тухать. Вӑрҫӑн малтанхи  кунĕсенчех ҫырнӑ произведенисенче, пуринче те тенĕ пекех, пĕр тĕп шухӑша палӑртма пулать: Тӑван ҫĕр-шыва хӳтĕлемелле, фашизма ҫапса аркатмалла, фронтпа тылӑн ҫĕнтерĕве пĕрле туптамалла.  Кĕҫтук Кольцов «Кĕт мана».  

Кĕҫтук Кольцов  «Кĕт мана». ( Васильев Кирилл каласа парать)

Кĕт мана, эп таврӑнатӑп, хĕрĕм,

Ҫурхи шыв пек хамӑр таврана.

Ахаль мар калаҫҫĕ: «Пурнӑҫ йĕрĕ

Вӑл ҫӑка ҫулҫи пек ҫаврака».

Уйӑх урлӑ, Алтӑр ҫӑлтӑр урлӑ

Ярӑнать те ĕмĕт, пирĕн ҫеҫ

Хурлӑхан пек тĕлсĕр хура хурлӑх

Ял ҫинчен тĕтре пек сирĕлсен,

Кĕт мана, эп таврӑнатӑп, хĕрĕм,

Ҫуркунне пек хамӑр урама.

Эпир савнӑ аслӑ совет ҫĕрĕ

Нихӑҫан та пулмĕ чурара.

Яланхи пек пулĕ пирĕн ирĕк,

Ирĕкре ҫĕр-шывӑм – ват анне.

Хуласем те, аслӑ уйӑм-хирĕм

Юсасан капланнӑ суранне –

Кĕт мана, эп таврӑнатӑп, хĕрĕм,

Ҫĕнтерӳ пек йышӑнӑн мана.

Паян мар… Эпир халь кунĕн-ҫĕрĕн

Хӑвалатпӑр юнлӑ тӑшмана.

1942, апрель

Ҫĕршывӑн ҫурҫĕр енче ҫапӑҫнӑ Кĕҫтук Кольцов сӑвӑҫ командир салтаксен юратнӑ юлташĕ пулнӑ. Ӑна Карелире халĕ те астӑваҫҫĕ. Поэт 1943 ҫулта ҫапӑҫура вилнĕ. Халĕ Канаш хулинче ӑна халалласа ятарласа музей йĕркеленĕ.

2-мĕш ертсе пыракан:  Тӑван ҫĕр-шывӑн аслӑ вӑрҫи ҫулĕсенчи сӑвӑсем – вӑрҫӑ паттӑрĕсем ҫинчен ҫырнӑ хӑйне евĕр сӑвӑлла репортажсем. Тĕслĕхрен, Петĕр Хусанкай «Пулчĕ вӑрҫӑ» сӑвӑ  ярӑмĕнче совет салтакĕсен паттӑрлӑхне кӑтартса парать. Ҫав авторах «Ахмет Делиевӑн маттурлӑхĕ» сӑвӑра узбек ачи Ахмет кавалерист нимĕҫ офицрне тыткӑна илнине ҫырса кӑтартать. «Ширшов комсомолецӑн паттӑрлӑхĕ» сӑвӑра маттур салтак аманнӑ виҫĕ юлташне шыв урлӑ каҫарать; « Арам Петросян» сӑвӑра вара ҫак  коммунист нимĕҫ ефрейторĕпе офицерне вĕлерет, тыткӑнран тухса тарать, тӑшман складне сирпĕтет. Ҫакӑн йышши сӑвӑсене татах та асӑнма пулать. Пĕтĕмĕшле вара вӑрҫӑ вӑхӑтĕнчи литературӑра ( вӑл шутра поэзире те) документлӑхпа публицистикӑлӑх хытӑ палӑрса тӑнӑ. Ҫакӑ унӑн вӑйлӑ енĕсенчен пĕри пулнӑ. Лирика вара пуян сӑнарлӑхĕпе уйрӑлса тӑнӑ.

Илле Тукташӑн ҫырнӑ «Шурӑ кӑвакарчӑн» сӑвӑ та питех сӑнарлӑ. Ку сӑввӑн сӑмахĕсемпе Василий Воробьёв композитор юрӑ хывнӑ. Ун ячĕ те ҫавӑн пекех. Вӑл 1942 ҫултанпа фронтра янӑранӑ.

Илле Тукташ «Шурӑ кӑвакарчӑн» сӑвви. (Корюшова Вероника каласа парать)

 

         Вӑрҫӑра ҫуралнӑ витĕмлĕ те хĕрӳ туйӑмла сӑвӑсеме балладӑсем татах та пур. Тĕслĕхрен, А. Алкан «Юн», «Хаяр чунри ачашлӑх», «Тӑван тантӑш тӑпри ҫинче», П. Хуснкайӑн «Аннене» (1942 ҫулта Сталинград фронтĕнче ҫырнӑскер), «Салампи» (пĕчĕк хĕрне халалланӑскер),  Я. Ухсайӑн «Винтовка», «Тӑрнасем», «Картикарти кикак-кикак хур кайӑк» сӑвисем.
       Тӑван
ҫĕр-шывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтĕнче чуна пырса тивмелле ҫырнӑ автосенчен пĕри – Владимир Бараев поэт. Эпир унӑн анлӑ сарӑлнӑ «Чӑваш хĕрне» тата « Анне патне» сӑввисене пĕлетпĕр.   

 

2-мĕш ертсе пыракан:  Сталинград… 1942 ҫулта кунта хаяр ҫапӑҫусем пулнӑ, ҫĕр чĕтресе тӑнӑ. Атӑл ҫинчи хулана хӳтĕлесе чылай салтак пуҫ хунӑ. Вĕсем хушшиче маларах асӑннӑ чӑваш ҫыравҫи Владимир Бараев та пулнӑ. Вӑл 1942 ҫулхи чӳк уйӑхĕн 22-мĕшĕнче Сталинград ҫывӑхĕнче паттӑррӑн ҫапӑҫса вилнĕ. Вӑрҫӑра ҫапӑҫса пуҫ хунисене, тылра вӑй хурса, кĕрешсе ҫĕре кĕнисене асӑнса шӑплӑх саманчĕ . (Путре ура ҫине тӑраҫҫĕ.)

 1-мĕш ертсе пыракан:  Вӑрҫӑ пирĕн халӑхӑн мĕн пур вӑй-халне ҫирĕппĕн тĕрĕсленĕ. Ҫакна кĕске сӑвӑсем те, пысӑк поэмӑсем те кӑтартса параҫҫĕ. Вӑрҫӑ ҫулесенче чӑваш сӑвӑҫисем 16 поэма ҫырнӑ.

2-мĕш ертсе пыракан:  1941 – 1945 ҫулесенче ытларах сӑвӑсем, поэмӑсем, очерксем, статьясем пичетленнĕ пулин те, ҫыравҫӑсем,пысӑк калӑпӑшлӑ хайлавсем те ҫырнӑ. Повеҫсенчен Степан Асланӑн «Аслати», Леонид Агаковӑн «Партизан Мурат», « Вилĕмрен те вӑйлӑрах», Илпек Микулайĕн «Ирена», Иван Салампекĕн «Иксĕлми шанчӑк» тата ытти хӑш-пĕр произведенисене палӑртса хӑвармалла.

1-мĕш ертсе пыракан:  Пирĕн ҫĕр-шыв ҫыннисен патриотлӑхĕ пысӑк пулнине, тӑван ҫĕре ирĕке кӑларассишĕн паттӑррӑн ҫапӑҫнине кӑтартни вӑрҫӑ тапхӑрĕнчи литературӑн курӑмлӑ енĕ пулса тӑрать.

2-мĕш ертсе пыракан:  Халӑх хӑй те фашистсене питлекен юмах-халап хывнӑ. Литературӑра авалхи фольклор жанрĕсем чĕрĕлнĕ: ылхан, тупа, пил сӑмахĕ, вĕрӳ-суру чĕлхи.

1-мĕш ертсе пыракан:  Ҫапла вара, фронтра юн тӑкнӑ писательсем хӑйсен ҫапӑҫури ĕҫĕпе те, литературӑри пултарулӑхĕпе те пысӑк хисепе тивĕҫ. Вĕсен сӑмахĕ, калӑпланӑ сӑнарĕсем пĕтĕм халӑх шухӑшĕпе туйӑмне палӑртса тӑпаҫҫĕ.

2-мĕш ертсе пыракан:  Раҫҫей халӑхĕ, совет ҫĕр-шывенче пурӑннӑ мĕн пур халӑх, вĕсен шутĕнче чӑвашсем те, фашизма ҫĕнтерсе пирĕн ирĕклĕхпе малашлӑха сыхласа хӑварнӑ. Вӑрҫӑ хирĕнче выртса юлнӑ чӑваш ҫыравҫисен ячĕсене те эпир ĕмĕр-ĕмĕр асра тытӑпӑр.

Сергиванова Юлия ташлать.

А Клементьев « Эпир ҫĕнтертĕмĕр»  (Бикбова  Елизавета  тата  Сархандеева   Олеся каласа параҫҫĕ)

Тӑватӑ ҫул кĕрлерĕ вӑрҫӑ шавĕ

Вутра ҫунан Европа ҫийĕпе.

Тӑван ҫĕршыв салтакĕсен мухтавĕ

Ҫĕкленчĕ ҫав вутри ҫĕнтерӳпе.

Тантӑшӑмсем, эпир нумай ҫӳренĕ

Мӑнаҫлӑ Атӑлтан Карпат таран.

Пире тӑван пекех кĕтетчĕ Вена

Эпир тĕрĕслĕхе юратнӑран.

Варшава витĕр, Одер шывĕ урлӑ

Эпир ҫул хывнӑ Ҫĕнтерӳ патне.

Походсенче юрланӑ пирĕн юрӑ

Ас илтеретчĕ Атӑл хӑватне.

…Ют ҫĕрсенче те сиреньсем ӳсетчĕҫ,

Анчах та темĕншĕн чĕре чĕнместчĕ

Ларса канма вĕсен ют сулхӑнне.

Ҫут шухӑшсем Раҫҫееллех вĕҫетчĕҫ,

Тӑван хуласене, йӑмраллӑ ялсене.

«Чи пуянни» сценка (2-мĕш класс ачисем лартса параҫҫĕ)

Юрӑ ( Сергиванова Юлия тата Александрова Валерия юрлаҫҫĕ)

Чӑваш ташши (5-мĕш класс ачисем ташлаҫҫĕ )

В 1.  Ĕмĕр-ĕмĕр тав туса пурӑнма тивĕҫ эпир ирĕклĕхе сыхласа хӑварнӑ харсӑр ӑрӑва. Ҫаврӑнса пӑхӑр-ха йĕри-тавралла, акӑ хамӑр ялтах  миҫе ветеран пурӑнать? Хӑрах алӑри пӳрнесем те ҫитеҫҫĕ вĕт шутла пуҫласан.  Шел, ытла та кĕске-ҫке ҫын ĕмĕрĕ. Сайралсах пырать фронтовиксен йышĕ. Вилнисене  асра тытнӑ май, чĕррисене те упрасчĕ, хӳтĕлесчĕ, пулӑшасчĕ!

   Пурсӑра та Ҫĕнтерӳ уявĕ ячĕпе саламласа, тасалӑх-сывлӑх сунатпӑр.

   

Ҫар салтакĕ ман атте

  1. Ҫар  салтакĕ  ман  атте,

Халĕ  вӑл  пит  инҫетре.

Сӑн  ӳкерчĕкĕ  килте,

Вӑл  илемлĕ-ҫке  сĕре.

Припев:

Ман  аттеҫĕм  чи  вӑйли,

Пуринчен  те  хастарри.

Ҫырусем  алӑ  тулли,

Вӑл  телей – атте  пурри!

 Та-та-та

Ман  аттеҫĕм  чи   вӑйли

Пуринчен  те  хастарри.

  1. Вӑл  килет-ҫке  ҫуркунне

Шурӑ  ҫĕмĕрт  ҫурӑлсан.

«Эп хаваслӑ ун  чухне» -

Калӑп  ӑна  тĕл  пулсан.

«Сывӑ-и,  тӑван  атте,

Илсем  шурӑ  чечеке.

Ырӑ-ҫке  епле  килте,

Санпа  тулли  кĕреке. ( 2 раза)

  1. Пин  чечеклĕ  униче,

Савӑн  тĕрлĕ  тĕсĕпе.

Эп  телейлĕ  ҫĕр  ҫинче

Хамӑн  атте-аннепе.

Пирĕн  атте  чи  асли

Эпĕ  вара  пĕчĕкки

Эпĕ  чи-чи  телейли

Атте-анне  чечекки. (2 раза)

Тусӑмпа савӑнас

  1. Ҫӑлтӑр ҫутрĕ хунарне,

Чĕнчĕ вӑл хӑй патне.

Ах, ӑҫтан тупас ҫунат,

Мĕншĕн ӑшӑм ҫунать?

Припев: Калас килет сире

               Илемлетет хĕвел.

               Усал этем ӑна туяймасть.

               Йӑлтах парать тӳпе

               Камӑн мĕн тивĕҫне.

               Ҫавна шута хурса пурӑнас.

  1. Вĕҫсе килчĕ ҫил ачи

Чуптарса катачи.

Ах, епле пĕрле чупас,

Виҫĕнме вӑй тупас?

  1. Салам ячĕ савнӑ тус,

«Пуҫна- терĕ -ан ус».

Каҫӑртса пуҫа утас,

Тусӑмпа савӑнас.

     


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Опорный конспект по теме "Литература периода Великой Отечественной войны"

Опорный конспект сжато излагает материал по теме "Литература Великой Отечественной войны". Можно использовать на уроках литературы в 12 классе вечерней школы или 11 классе дневной, при обобщении изуче...

Зачётные работы по литературе №6, №7, №8 (Жизнь и творчество М.А.Булгакова, М.А.Шолохова, литература периода Великой Отечественной войны). 12 класс вечерней школы

Зачётные работы по литературе по темам: №6- "Жизнь и творчество М.А.Булгакова"; №7- "Жизнь и творчество М.А.Шолохова"; №8- "Литература периода Великой Отечественной войны". Вопросы для зачётных работ ...

Урок литературы в 10 классе по теме: "Литература периода Великой Отечественной войны"(лекция).

Данный урок направлен не только на получение занний, но и на эмоциональное восприятие собранного материала....

Урок-концерт литературы в 10 классе на тему: "Литература периода Великой Отечественной войны"

Данный урок является логичным продолжением первого урока лекции  по данной теме, который обеспечивает эмоцинальное и чувственное восприятие лирики обсуждаемого периода....

Презентация к уроку литературы в 11 классе на тему "Поэзия периода Великой Отечественной войны"

Данная презентация используется на уроке как дополнительный медиа материал, иллюстрирует каждую страницу устного журнала (форма проведения урока), украшает урок, является наглядным пособием...