План урока
план-конспект урока (5 класс) на тему

План-конспект урока "Мы живем дружно"

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл plan_uroka_my_zhivem_druzhno_microsoft_office_word.docx20.14 КБ

Предварительный просмотр:

Уçă урок планĕ

5 - мĕш класс

Тема: Эпир туслă пурăнатпăр.

Урок тĕсĕ: пуплеве аталантармалли урок.

Тĕллевсем:

  1. «Туслă ачасем» ÿкерчĕк тăрăх калав тума вĕрентесси;
  2. «Ырă ĕç» калава илемлĕ вулама, куçарма, ыйтусене тĕрĕс хуравлама хăнăхтарасси;
  3. Ачасене хăйсен тус-юлташĕ çинчен калав йĕркелеттересси;
  4. Предложенисем тупма хăнăхтарасси;
  5. Пĕр-пĕринпе туслă, килĕштерсе пурăнма хăнăхтарасси.

Словарь ĕçĕ:  тăхта – подождать, воздержаться

          васка – спешить

          шут тыт – надумать, решить что-то сделать

          ĕмĕтлен – мечтать

          çĕр чĕтренни – землетрясение

Урокра кирлĕ хатĕрсем: «Туслă ачасем» ÿкерчĕк, ачасен сăн ÿкерчĕкĕсем, компьютер, «Ача-пăча юррисем», ваттисен сăмахĕсем.

Мелсемпе меслетсем: ваттисен сăмахĕсем, сăмах йышне пуянлатни, пĕчĕк çыхăнуллă калав йĕркелени, юрă юрлни, грамматика формисемпе (предложенийри сăмахсен йĕрки) усă курма пĕлнине тарăнлатни.

Эпиграф: Пурнăçăн илемĕ –

Çирĕп туслăхра.

«Туслăха çĕнеймĕн», -

Теççĕ халăхра.

Урок юхăмĕ:

  1. Урока йĕркелени. Сывлăх сунни, урок тĕллевĕсемпе ачасене паллаштани.
  2. Фонетика зарядки:

Çи – çи – çи,

Акă килчĕ кукаçи.

Ăр – ăр – ăр,

Тăрăр, утăр, чупăр!

Ле – ле – ле

Тăрăшса вĕренмелле.

Са – са – са

Пирĕн класра пит таса.

  1. Килти ĕçе тĕрĕслени.

  1. «Туслă ачасем» ÿкерчĕкпе ĕçлени.

Ыйтусем:

- ÿкерчĕк çинче çулталăкăн хăш вăхăчĕ?

- çанталăк мĕнле? (тÿпе, хĕвел, çумăр, çил, йывăçсем).

- ÿкерчĕк çинче камсем?

- ачасем ăçта вылянă? Мĕн-мĕн тăхăннă?

- Ванюк мĕнпе ярăннă?

- Павăл мĕнпе вылянă?

- Анюкпа Илемпи мĕнпе вылянă?

- Вĕсем мĕнле ачасем?

ă) план йĕркелени:

- çанталăк

- ачасем урамра

- пĕтĕмлетÿ

Ачасен калавĕ. (Малтан пĕршер пайăн, кайран пĕтĕм калава каласа параççĕ).

Ÿкерчĕк çинче çуркунне. Çанталăк ăшă, уяр. Тÿпе кăвак тĕслĕ. Хĕвел пăхать. Çил вĕрет. Çумăр çумасть. Йывăçсем çулçă кăлараççĕ.

Ачасем урамра. Вĕсем Ванюк, Павăл, Анюк, Илемпи ятлă. Анюк хĕрлĕ тутăр çыхнă, хура пальто, сарă калготки, сарă пушмак тăхăннă (тата ытти ачасем çинчен те). Арçын ачасем велосипедпа ярăнаççĕ, мечĕкпе выляççĕ. Хĕр ачасем пуканепе выляççĕ.

Вĕсем пĕр-пĕрне кÿрентермеççĕ, çапăçмаççĕ. Туслă ачасем!

  1.         Кану саманчĕ.

  1, 2, 3 – алăсене çĕклĕр!

  4, 5 – алăсене сарăр!

  6, 7 - алăсене ярăр!

  8, 9 – шăппăн ларăр!

 «Павăл, эпĕ, Микула» юрă (Сăвви П.Ялкирĕн, кĕвви Ф. Лукинăн)

  1.          «Ырă ĕç» калавпа ĕçлесси.
  • Словарь ĕçĕ
  • Учитель вулавĕ
  • Ачасен вулавĕ (çурма сасăпа)
  • 1-ер абзац вулаççĕ, куçараççĕ (3-4 ача)
  • Ыйтусемпе ĕçлени
  • Асламăшĕ Димăна çуралнă кун тĕлне мĕн туянса парас тетчĕ?
  • Класа кам çÿреме пуçларĕ?
  • Гарик ăçтан килнĕ?
  • Çĕр чĕтреннĕ вăхăтра ун кам кам вилнĕ?
  • Димăпа асламăшĕ мĕншĕн велосипед туянма тăхтарĕç?
  • Дима мĕнле ача?
  • Калав пире мĕнле пулма вĕрентет?
  1. Çыру ĕçĕ 140 с., 2-мĕш хăнăхтару.

  1. Ачасем хăйсен тантăшĕсем çинчен сăн ÿкерчĕксем тăрăх каласа параççĕ.

  1. Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени.
  • Çĕр тенкĕ пуличчен çĕр тус пултăр.
  • Юлташсăр çын – тымарсăр йывăç.
  • Тус инкекре палăрать.
  • Çирĕп туслăх – пысăк пуянлăх.

  • Вырăсла мĕнле ваттисен сăмахĕсем пĕлетĕр?
  • Сам погибай, а товарища выручай
  • Старый друг лучше новых двух
  • Скажи кто твой друг, и я скажу, кто ты. и т.д.

  1. Урока пĕтĕмлетни.

  1. Ачасен пĕлĕвне хаклани.

  1. Киле ĕç пани.

  1. Ачасемпе сыв пуллашни.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Разнообразие растений. Урок биологии в 6 классе. (план урока)

Урок биологии в 6 классе по изучению многообразия растений....

План урока "Свойство углов треугольника" (1 урок). 5класс

На уроке в 5 классе для освоения новой темы используется проблемная ситуация через выполнение практических заданий.(УМК под редакцией И.И.Зубаревой  и  А.Г. Мордковича)...

ПЛАН УРОКА (Экономическая социализация 10 класс) Тема урока: Умение вести переговоры

Курс преподавание "Экономической социализации" в основной школе -интегрированный курс, информационно насыщенный мультипредметными связями,включающими и жизненный опыт старших школьников и ранее приобр...

Сценарный план урока Тема «Уроки нравственности в рассказе В. Г. Распутина «Уроки французского».

     На уроках литературы мне интересно работать с детьми над изучением произведений художественной литературы, героями которых являются их сверстники, оказавшиеся в условиях нра...

План урока русского языка в 8 классе с казахским языком обучения. Тема урока:"Сложные прилагательные"

Урок построен на основе групповых форм организации учебной деятельности, с применением критериального оценивания...

план урока по теме "Умножение" 5 класс, урок №2

План содержит технологическую карту по ФГОС, конспект урока и презентацию....

План конспект урока. Требования к плану урока.

План конспект урока математики. Требования к плану урока.Система планирования урока включает:-годовое и полугодовое планирование;-тематическое планирование;-поурочное планирование.Необходимо уделять б...