Мои выступления и публикация.
статья

Петрова Валентина Николаевна

Предварительный просмотр:

Ачасене вăй –хал енчен тĕреклĕ, çирĕп сывлăхлă пулма вĕрентсе пырасси.

«Сывлăх -  чи хаклă пуянлăх» тенĕ ĕлĕкренех. Чăн та, сывлăхсăр пурăнма çук. Ача çуралсан та, салтака е качча кайна чухне те ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачине чи малтан сывлăхлă пулма сунать.

  Вĕрентÿ процесĕнче опытлă учительсемпе воспитательсем тĕрлĕ спортпа çыхăннă тивĕçлĕ мероприятисем ирттерсе ачасен сывлăхне аталантарма тăрăшаççĕ. Анчах хальхи саманари пурнăçра ку кăна çителĕксĕр. Мĕншĕн тесен обществори пурнăçпа телевидени, интернет ачасене пурнăç çине урăхла пăхтарать. Çамрăк яш-кĕрĕм пурнăçри мĕн пур япалана ас тивсе пăхасшăн. Çавна май ачасем çамрăклах эрех-сăра ĕçсе, пирус туртса, наркотиксемпе иртĕхсе хăйсен сывлăхĕсене пĕтереççĕ.Çак сиенлĕ япаласене усă курни пирĕн пуласлăха хăрушлăх патне илсе çитерет.

  Шкул хыççăн ача-пăча ашшĕ –амăшĕ аллине таврăнать.Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн те хăйсен ачисен сывлăхне çирĕплетес тесен терлĕ майпа тăрăшмалла. Ачасемпе калаçнă чухне вĕсене физкультурăпа спорт çынна пур енчен тĕреклĕ те тĕрĕс аталанма питĕ усăллине ялан аса илтермелле. Ачасене шкулти  физкультурăпа спорт мероприятийĕсене активла хутшăнма хавхалантармалла. Спорт занятийĕсене ирттерме кирлĕ япаласем – йĕлтер,  коньки, велосипед, спорт тумĕ туянса памалла.

  Ачасене йĕлтĕрпе, конькипе ярăнма, велосипедпа çÿреме вĕрентмелле. Анчах вĕсене вĕрентнĕ тата каярахпа вĕсем хăйсем тĕллĕн çÿренĕ чухне те пур правилăсене те çирĕп пăхăнса пыма хушмалла. Пур енлĕ асăрхануллă пулма вĕрентмелле. Çул çинче велосипедпа, йĕлтĕрпе çÿремелли йĕркесене аса илтерсех тăмалла.

  Ачасене куна ирсерен гимнастика тунипе пуçлама хăнăхтармалла.Унсăр пуçне, телевизорпа компьютер умĕнче ларма уйрăм вăхăт çеç уйарса памалла. Вăл кунне 2-3 сехетрен ытла пулмалла мар. Ашшĕ-амăшĕ хăй ачи ĕçлĕ пултăр тесе ачана ку енĕпе чарасшăнах мар. Анчах ачан куçĕпе çурăм шăммисене сиен кÿни çинчен темшĕн манать. Ытларах уçă сывлăшра çÿреме, тĕрлĕ спорт вăййисене выляма ирек парса ачасене хавхалантармалла

  Ачсене кун-йĕркине – режима çирĕп тытса пурăнма вĕрентмелле. Кашни кун пĕр вăхăтра çывăрма выртмалла та пĕр вăхăтра тăмалла, пĕр вăхатра апат çимелле.

   Шкул ачисен талăкра çакăн чухлĕ çывăрмалла: 7 çултисен-12 сехет, 8-10 çулхисен – 11 сехет, 11-12 çулхисен – 10 сехет, 13-16 çултисен – 9 сехет, 17 çултисен – 8сехет.

  Кил-йышра ачасене сывлăхлă та тĕрĕс пăхса ÿстерни обществăшăн кăна мар, кашни çыншăн  питĕ кирлĕ ĕç. Лайăх çемьере анчах ăслă та кăмăллă ачасене ÿстерме пултараççĕ. Йĕркеллĕ те типтерлĕ, лăпкă çемьере çеç ачасем ĕçе юратса ĕçлеççĕ, пĕр-пĕрне пулăшса пыраççĕ, кирлĕ йĕркене пăхăнаççĕ тата çирĕп сывлăхлă çынсем пулса çитĕнеççĕ.

  Кашни кил-йышрах ачасен ашшĕ-амăшĕсене итлемелле, чунтан хисеплемелле. Çакăн пек пултăр тесен ашшĕн те амăшĕн те ачисемшĕн тĕслĕх пулса хăйсене  тивĕçлĕ тыта пĕлмелле. Хăйсен ачисен пурнăçĕпе интересленсех тăмалла. Çавăн чухне вара ача вăй-хал енĕпе тĕреклĕ, сывлăхлă пулма вĕренĕ.

  Ача сывлăхлă пулса çитĕнтĕр тесен вĕрентÿ воспитанийĕнче тăрăшни кăна мар, ашшĕ-амăшĕ те питĕ  нумай вăй хурса тăрăшмалла.

                                           ТР Çĕпрел районĕнчи Чăваш Çĕпрел  

тулли  вăтам шкулĕнче  чăваш челхипе литература

вĕрентекен  Петрова Валентина Николаевна ĕçĕ.



Предварительный просмотр:

Муниципаллă бюджетлă вĕренÿ учрежденийĕ

«Чăваш Çĕпрел туллии вăтам шкулĕ»

Çĕпрел муниципаллă районĕ Тутар Республики

 

                                 Выступлени

Вĕренÿ процесне хальхи саманапа пĕр килтерсе пурнăçра пысак шая юрăхлă çын пулма чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче вĕрентесси.

     

                             

                                                   Хатĕрĕрлекенĕ аслă категориллĕ чăваш

                                                  чĕлхипе литература вĕрентекен

                                                    Петрова Валентина Николаевна

 2016 çул

Вĕренÿ процесне хальхи саманапа пĕр килтерсе пурнăçра пысак шая юрăхлă çын пулма чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче вĕрентесси вĕрентекенĕншĕн пысак шайра. Чăваш чĕлхипе литература учителĕ паянхи кун тăван чĕлхепе культурăна вĕрентекен кăна мар. Вăл пĕтĕм енчен пурнăçа юрăхлă çынна хатĕрлет. Интерактивла, коммуникаци  тата çĕнĕ технологи (нанотехнологи) вăхăтĕнче уроксене çĕнĕ саманапа çыхăнтармалла, урăхла каласан, вăхатпа пĕр шайра утмалла. Маларах уроксенче ытларах вĕрентекен калаçнă пулсан, халь вара ачасене ытларах ĕслеттермелле, пĕлĕве хăйсен тĕллĕн шырама вĕрентмелле. Темăна та тĕллевĕсене те хайсене туптармалла. Вĕрентекен  урокра тема патне илсе çеç пымалла, тĕрĕс çул кăтартмалла. Урока ăнлантарма та ачасен малтанхи пĕлĕвĕ çине таянмалла. Çирĕплетнĕ чухне те вĕсене хутшăнтарса урока вĕçлемелле.

Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче вĕренекенсене тĕрĕс те илемлĕ çырма, калаçма, вĕренÿре, ĕçре аслисемпе хăйсене тĕрĕс тытма вĕрентет. Ачасене малаллахи пурнăçра чăваш чĕлхипе литератури витĕмех кирлех  пулмасан та вĕрентекенĕн ачасене тăван чĕлхепе тăван халăх культури урлă хальхи саманапа пĕр килтерсе пурнăçра пысак шая юрăхлă çын пулма вĕрентмелле . «Хăв чĕлхÿне юратмасăр тăван çĕр шыва та юратма çук», - тенĕ К.Паустовский вырăс çыравçи. «Чи кирли, чи хисеплĕ предмет вăл тăван чĕлхе», - тенĕ Г.Н.Волков академик. «Тăван чĕлхене лайăх пĕлекен кăна ытти чĕлхесене те лайăх вĕренет», - М.Я.Сироткин профессор.

Мĕнле майпа хам уроксенче  вĕренÿ процесне хальхи саманапа пĕр килтерсе пурнăçра пысăк шая юрăхлă çын пулма вĕрентетĕп-ха?  Паллах, чăваш литератури урокĕсем вĕренекенсене паянхи шайпа пыма вĕрентет.  

«Чи лайăх вĕренÿ вăл – вуласси,» -тет вырăс поэчĕ А.С. Пушкин. Начар вулакан ача ниепле те лайăх вĕренме пултараймасть. Ача вуласа хăй тĕллĕн пĕлÿ пухать. Вулав урлă воспитани илсе малалла пурăнма вĕренет. 5-мĕш класран пуçласа 11- мĕш класа çитичченех кашни хайлав мĕне те пулин вĕретет.   Мария Ухсай çырнă «Ирхи сывлăм» (5кл.),  В.Элпи «Аппапа пĕрле» (6 кл.), А.Артемьев «Симĕс ылтан» (9 кл.) хайлавсем пурте ĕçĕ юратма вĕрентеççĕ. Паянхи вĕренекенсем пурте пысăк вырăнта ĕçлесшĕн.Анчах пурин валли те «шурă» ĕç çук, «хура» ĕçре те вăй хуракан кирлĕ.   Çавăнпа та, хайлавсене  тĕрлĕ майпа вĕрентсе ĕçе тиркеме кирлĕ маррине палăртатпăр. Хуть мĕнле ĕçре те чапа тухма пулать. Урокра ĕçпе çыхăннă ваттисен самахĕсем тупатпăр, ăнлантарса пыратпăр. Тĕслĕхрен: «Этем тени ĕçпе паха. Ĕç вăл – пурнăç илемĕ. Ĕçне тумасăр ан мухтан. Кирек мĕнле ĕç те ăстаран хăрать.» Ачасем хăйсен ашшĕ-амăшĕсем  ăçта ĕçлени çинчен каласа пама юратаççĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕсем çинчен те палăртаççĕ. Ĕçре ÿкерĕннĕ мĕлкисене илсе килсе кăтартаççĕ. Урок вĕçĕнче, çирĕплету туна чухне ыйтусем парса паянхи пурнăçпа çыхăнтаратăп.

-Эсир килĕрте аçăр-аннĕре мĕнпе пулăшатăр?

-Вĕсем сире ирĕксĕр ĕçлеттереççĕ-и  е хăвăр ирĕкĕрпе ĕçлетĕр?

-Хăвăра мĕнле ĕçре куратăр? Меншĕн? тата ыттисем те.

Тĕрлĕ произведени вуланă хыççăн : «Çак хайлав сире мĕне вĕрентрĕ? Эсир ку е вăл хайлавран хăвăр валли мĕнле ăс илтĕр?». Кун пек ыйтусем ачасене малалла йывăрлăхсене çĕнтерме, йанăш тăвассинчен пăранма вĕрентеççĕ.

Юлашки вăхăтра пĕр-пĕр тема вĕреннĕ хыççăн  проектсем тума пуçларăмăр. Ушкăнпа е уйрăммăн  проект ĕçне пурнăçласа класс умне тухса хÿтĕлени ачасен вĕренÿ шайне ÿстерет. «Чĕр чунсем пирĕн туссем» пая вĕренсен «Мана килĕшекен чĕр чун»,  И.Лисаевăн «Чире парăнма çуралман» хайлава вуланă хыççăн «Сывлăх –чи хаклă пуянлăх» проект пурнăçлатпăр,  М.Трубина çырнă «Хăнаран»  калава çирĕплетсе ачасене  «Эрех çыннăн пурнăçĕнче сиен кÿни»,  Ю.Скворцовăн  «Хĕрлĕ мăкăнь» повесть тăрăх  «Юрату –ырату е телей» тата ытти  темăсемпе  проектсем  тума парса яратăп  Проекта мĕнле майпа пурнăçлатпăр-ха?

Тĕрлĕ хайлавпа ĕçлеме лартнă проект  тĕллевĕсем:

    Проект тăвас ăсталăха аталантарасси.

Хăй тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарасси.

Ачасене творчествăлла ĕçлеме хăнăхтарасси.

Пĕр-пĕр тамăпа каласа пама хăнăхтарасси.

Тĕрĕс çул çине тăма вĕрентесси.

Килти чĕр чунсене юратма хăнхтарасси.

Тăван чĕлхене хисеплеме вĕрентесси;

Хамăр тăрăхри йăла-йĕркепе паллаштарасси.

Сăмах йышне пуянлатасси, вĕсене пуплевре усă курасси.

Ачасен тавра курăмне аталантарасси тата ыт. те.

Проект тунă чухне пурнăçламалли йĕрке

Проект тĕллевĕсем:

- тĕпчев ĕçĕпе интереслентересси;

- вĕренекенсен пуплевне аталантарасси;

- пĕтĕмлетÿсем тума вĕрентесси.

Проект задачисем:

- тĕрлĕ литература источникĕсем çине таянса проект ĕçне тума çăл куçсем палăртасси;

- пĕлĕве ÿстерес тĕлĕшпе маларах вĕреннĕ сведенисемпе вĕренекенсене хăйсене тĕллĕн анализ тума вĕрентесси;

- икĕ енлĕ дневник йĕркелесси;

- ÿкерчĕксем тăвасси;

- сăвă тексчĕсем тăрăх хĕвеллĕ тата таблицăлла кластер йĕркелесси.

- символсене ăнлантарасси;

- ĕçсене малалла пурнăçлама Power–pointпа усă курма вĕрентесси.

- видеоклип йĕркелесси;

- çыру ăсталăхне аталантарасси;

- хаçата заметка ярса парасси.

Проект тухăçлăхĕ:

1. Çыннăн ăш пиллĕхне, ырă кăмăллăхне тÿрĕ чунлăхне ăша хывма пулăшасси;

2. Аттепе анне пурнăçра чи хакли те кирлĕреххи пулнине вĕренекенсем патне илсе çитересси.

Проект ĕçне пурнăçланă май ачасем урокра илнĕ пĕлĕве мĕнле ÿстермеллине, малалла мĕнле аталанмаллине, çавăн пекех хамăр ĕçсемшĕн кашни çыннăн ответлăха туймаллине ăнланччăр. Апла пулсан урокра каланă сăмахсем пушшăн янăраса ахалех ÿксе ан çухалччăр. Кашни чĕрине, ăсне кĕрсе ларса пире шухăша яччăр, пире туйăмлă, ырă чунлă пулма хистеччĕр.

Проект актуаллăхĕ:

1. Творчествăлла тата хăйсене тĕллĕн ĕçлесе ачасем лайăхрах астуса юлаççĕ, тарăн пĕлÿ илеççĕ.

2. Проблемăлла ыйтусем тата творчествăлла ĕçсем предметпа интереслентерме май параççĕ.

3. Проект тĕрлĕ информаци ресурсĕсемпе тата компьютер технологийĕсемпе усă курма май парать.

4. Проект ĕçне пурнăçланă май вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хушшинче туслă хутшăнусем аталанаççĕ.

Ушкăнпа ĕçлесе çитĕнÿсем тума пулать, вĕренекенсене аталанма тĕрлĕ майсем пур.

Тĕп шухăшĕ:

Кирек мĕнле лару-тăрура та этем хăйĕн тивĕçĕсене ан мантăр.

Вĕренÿ темисен çыхăнăвĕ:

- чăваш чĕлхипе литература

- тăван ен культури

- ÿнер искусстви

- вырăс чĕлхипе литература.

Проекта пурнăçлама усă курнă мелсемпепе меслетсем:

Литература шырани, библиографи туни, ыйту-хурав, тĕпчев, иллюстраци, тишкерÿ, сюжетлă ÿкерчĕксем туни, кластер йĕркелени, икĕ енлĕ дневник туни, словарь ĕçĕ, текстпа ĕçлени, шухăшсене йĕркелесе çырни, илемлĕ вулав, вырăсларан чăвашла куçарни, текстри кирлě вырăнсене тупса вулани, текстăн тěп шухăшне палăртни, проблемăна ушкăнпа сÿтсе явни, пултару ěçě, презентаци слайчěсемпе ěçлени, ачасен пěтěмлетěвě, учитель пěтěмлетěвě, юрă итлени, пурте пěрле юрă юрлани, кěнеке выстăвки йěркелени, ваттисен сăмахěсемпе ěçлесси, сăмах çаврăнăшěсемпе усă кураса текст çырасси

Вĕрентÿ усăллă пулсан, вĕренекенсен хастарлăхĕ кунран кун ÿссе пырать. Пĕрремĕш урокран пуçласах ачасем çак усса туймалла. Апла пултăр тесен, пирвайхи уроксенченех вĕсене пуплев хăнăхтарăвĕсене хутшăнтарма тытăнмалла. Çав ансат хăнăхусем ерипен анлăланса, сарăлса, тĕрекленсе пымалла. Вĕренÿ уссине класри пур ача туйтăр тесен, вĕсенчен кашнин пĕрмаях пуплев хăнăхтарăвĕсене хутшăнмалла. Çапла тусан кăна вĕсен хăнăхăвĕсем аталанаççĕ, çирĕпленсе пыраççĕ. Урок интереслĕ пултăр тесен, вĕрентекенĕн тĕрлĕ хушма ĕç тума тивет. Тĕрлĕ интереслĕ сăмахсемпе, ситуацисемпе усă курни урока чĕрĕлĕх кĕртет, ачасене пурне те ĕçе хутшăнтарать, калаçтарать. 



Предварительный просмотр:

                                    ММО -17.03.2015

Тема: «Кулленхи ĕçре ачасен словарь йышне ÿстересси».

 Словарь йышне ÿстерессипе ĕçлессине икĕ ушкăна уйăрççĕ :

-пассивлă;

-активлă;

Пассивлă словарь йышне ачасем хăйсем тĕллĕн (сасăпа та)   вуласа  пухаççĕ, анчах  калаçура та çырура та ăна усă курмаççĕ.

Активлă словарь йышне ÿстерни пассивлинчен нумайрах:

  1. Пуплев (пĕр-пĕринпе калаçни);
  2. Сасăпа вулани ( словарь йышне пухассин чи лайăх мел ). Сасăпа вуланă чухне ачасем  сăмахсене курнисĕр пуçне илтеççĕ те, калаççĕ те;
  3. Содержани калани . Вуланă хыçсăн тÿрех содержани каласа ача литература сăмахĕсемпе тĕрес усă курса словарь йышне ÿстерет. (Кунта вара пассивли те активлине куçать).
  4. Словарьсемпе ĕçлени. Ытларах синоним словарĕпе ĕçлесе словарь йышĕ ÿсет. Хăть мĕнле текста та синонимсемпе усă курса урăхлатма пулать ;
  5. Пăхмасăр вĕренни: сăвă, цитата, проза, афаризмсем, ваттисен самахĕсем, хăварткаларăшсем тата ытти те.

Вĕренекенсен словарь йышне ÿстересси – учителĕн чи пысăк тивĕçĕ. Кулленхи чăваш чĕлхипе  литература урокĕсенче тата класпа шкул тулашĕнчи ĕçсенче ачасене чăвашла  тĕрĕс, таса, витĕмлĕ, уçăмлă каласа, вуласа, çыртарса е ытти çынсем е юлташĕсем каланине тимлĕн итлесе шкул ачи словарь йышне ÿстерет. Литературăпа чĕлхе  урокĕсенче çыравçăсен,  халăх  сăмахлăхăн паха произведенийĕсене вĕренсе, килте ыттти халăхсен чăвшла куçарса пичетленĕ кĕнекисене вуласа, хăйсен калаçупа çыру ăсталăхне, пĕтĕмĕшле тавракурăмне ÿстереççĕ. Çапла вара, ачасен  словарь йышне ÿстересси пĕлÿпе воспитани парас, нумай енлĕн аталантарас тĕллевсене пăхăнать.

  «Чăвашсен çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин сăмах… » -  тенĕ  паллă просветитель  И.Я.Яковлев. «Чăваш сăмахне манни, чăваш çăмахне те мантăр,»  - тенĕ паллă ученăй, педагогика ăслăлăхĕсен доктарĕ, академик Г.Н. Волков.

 Этем пурнăçĕнче сăмах - пысăк вăй. Çак вайпа чăвашлăха ÿстересси пиртен, верентекенсенчен, килет. Паянхи кун шкул ачи чăвашла словарь йышне ытларах шкулта ÿстерет, мĕншĕн тесен чăваш хаçат-журналĕсене вуламаçпе пĕрех, чăваш телевиденине курса, чăваш радионе итлесе пирĕн республикăра   кирлĕ шайра сăмах йышне устерме май çук.

Литература урокĕсенче учитель ачасене витĕмлĕн, уççăн ăнлантарса пани , калаçу иртттерни, унăн пуплевĕ ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла.  Шкулсенче  литературăпа чĕлхе урокĕсене пĕр учителех вĕрентет, çавăнпа ачасен пуплевĕн аталанăвĕ, пĕтĕмĕшле илсен, унран килет. Сăмахран, грамматика урокĕсенче те, чăвашла тĕрĕс çырма вĕрентнисĕр пуçне, тĕрĕс, илемлĕ, çителĕклĕ хăвартлăхпа калаçма вĕрентмелле.

 Илемлĕ литература вĕрентнĕ май ачасен пуплевне аталантарасси кашни урокрах тата класс тулашĕнчи занятисенче пулса пырать. Литература произведенине вулас умĕнхи  тата вулавпа тишкерÿ урокĕсенче ачасен самах йышне пуянлатас тата чăвашла илемлĕ  те тĕрĕс калаçма вĕрентес тĕлĕшпе словарь йышне ÿстерес тесен уйрамах хытă тăрăшмалла. Произведение вулама хатĕрлес тĕллевпе ирттерекен калаçура е умсăмахра, писатель биографийĕпе паллаштарнă чухне, обзорлă лекцисенче учитель ачасене çĕнĕ сăмахсемпе, вĕсен пĕлтерĕшĕсемпе паллаштарать, хăйсем курни илтни , вулани çинчен калаттарать, сочиненисем çыртарать, ачасен чĕлхине аталантарас тĕллевпе тата ытти тĕрлĕ ĕçсем те тутарать. Урăхла каласан, вĕсен словарьне пуянлатать. Илемлĕ каласа пама, хуравлама вĕрентет.

Произведение вулаттарса тишкернĕ май пурнăçламалли чылай ĕç вĕренекенсен калаçăвĕпе çырăвне аталантарма май паракан тухăçлă ĕçсем шутланаççĕ.  

 Тĕçлĕхрен, аслă классенче вĕренекенсен калаçăвĕпе çырăвне аталантармалли ĕçсен шутне çаксем кĕреççĕ:

  1. Илемлĕ литература произведенине е унăн сыпăкĕсене сасса кирлĕ пек улаштарса вулани:
  2. Хăй мĕн çинчен çырассин, калассин планне туни;
  3. Эпикăлла произведени сыпăкĕсен содержанине каласа е çырса (изложени) пани;
  4. Тавлашуллăрах ыйтусемпе харпăр хăй шухăшне палăртса каласа пани е çырни (сочинени, тезис, рецензи);
  5. Литература темипе çырна доклад, хыпар,  реферат, проект;
  6. Харпăр хăй тĕллен вуласа тухнă кĕнеке, спектакль, кинофильм курни, музыка итлени, живопись, скульптура, архитектура произведенийĕсем çинчен рецензи çырни;
  7. Очерк, публицистика, литература темисемпе çырнă статьясем т. ыт. те .

 Ачасене литературăпа чĕлхе, драма  кружокĕсене  хутшăнтарни те вĕсен словарь йышне пуянлатать, калаçу чĕлхине аталантарать, литература чĕлхин виçисене хăнăхса пыма пулăшать.

 Паянхи кун чăваш ачисен словарь йышĕ пысăк шайра теме çук. Пĕр-пĕр текста вуланă хыççăн содержани йытасан, ачасем ытларах вырăсла сăмахсемпе усă курсакалаççĕ.  Апла пулсан ачасен словарь йышне  ÿстерессипе пирĕн, вĕрентекенсен, кулленхи ĕçре нумай вăй хумалла.

Манса ан кайăр!!! Словарь йышĕ ытлашши пулмасть



Предварительный просмотр:

Чăваш чĕлхипе литература учителĕсен семинарĕ.

Чăваш чĕлхине аталантарас тĕллевпе кашни вĕренÿ çур çуллăхĕнче районти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем пухăнса тĕрлĕ ыйтусене пурнăçлаççĕ. Черетлĕ семинар раштав уйĕхĕн 2-мĕшĕнче Матак тулли вăтам шкулĕнче «Вĕренÿ процесне çĕнĕ меслетсемпе усă курса чăваш чĕлхипе литература урокĕсене йĕркелесси» темăпа иртрĕ.

Килнĕ хăнасене  Матак тулли ватам шкул ачисем юрă –ташăпа савăнтарса, çăкăр – тăварпа  тараватлă кĕтсе илчĕç. Директор Ермолаева М.И.  хăйсен шкулне кăтартса çÿрерĕ. Истори учителĕпе Казакова …па класра вĕренекен музейра экскурси ирттерчĕç. Матак  ял историйĕпе, ялĕнчен тухнă паллă çынсемпе  паллаштарчĕç.

Савельева С.Ф. чăваш чĕлхипе вырăс чĕлхине вĕрентекенĕ 6-мĕш класра «К.Иванов «Икĕ хĕр» юмах» тăрăх чăваш литературипе кăтарту урокĕ ирттерчĕ. Вĕрентекен урока методика енчен тĕрĕс, тĕрлĕ  мелсемпе меслетсем усă курса, хальхи çĕнĕ стандарта пăхăнса йĕркеленĕ . Светлана Фёдоровна урок пуçламăшĕнчех вĕренекенсен умне «Мĕн вăл пархатар?»  ыйтăва тăратрĕ.  Урокра К.В.Ивановăн «Икĕ хĕр» юмахĕнчи, хальхи пурнăçри пархатарлă çынсене танлаштарчĕç. Вĕрентекен ачасене те пархатарлă çын пулмаллине палăртса хăварчĕ. Урок ырă кăмаăлпа, хавхаланупа вĕçленчĕ.

 Кĕçĕн класра вĕрентекенсем  Барышева Т.А., Мосейкина Т.Н., Лысова Л.А., Кузнецова М.И. йĕркеленипе  «Пуç таятап, аннеçĕм, сана»   темăпа класс тулашĕнчи мероприяти ирттерчĕç. Мероприятире   1-11 класра вĕренекенсем анне çинчен сăвăсем каласа, юрăсем шăрантарса, тĕрлĕ халăх ташшисене ташласа савăнтарчĕç.

Хулаçырми тулли вăтам шкулĕнче вĕрентекен  пĕрремĕш категориллĕ Давыдова Л.П. «Вĕренÿ процесне çĕнĕ мелсемпе тата меслетсемпе усă курса чаваш чĕлхипе литература урокĕсене йĕркелесси» темăпа тухса калаçрĕ. Любовь Петровна хăйĕн докладĕнче  паянхи шкул ачине пĕлÿ пани кăна çителĕксĕррине, ăна хăйĕн шухăшне ирĕклĕн, уçăмлăн каласа пама хăнăхтарма вĕрентмеллине асăрхаттарчĕ. Уроксенче информаци технологийĕсемпе усă курса вĕренекенсен тĕп компетенцийесене (хутшăну, чĕлхе тата лингвистика, культуроведени) йеркелеме май панине  палăртрĕ.

Чăваш Çĕпрел тулли вăтам шкулĕнче пĕрремĕш категориллĕ  вĕрентекен  Артемьева А.В. çак темăпах  хăйĕн ĕç опытĕнче  сингапур мелĕсемпе усă курни çинчен  пĕлтерчĕ. Альбина Владимировна чăваш чĕлхипе литература учителĕсене ДЖОТ ТОТС структурăпа  усă курма вĕрентсе хăварчĕ.

 Семинар темине çирĕплетсе Чăваш Çĕпрел тулли вăтам шкулĕнче аслă категориллĕ  вĕрентекен  Петрова В.Н.  уроксенче проект тумалли йĕркепе туллин паллаштарчĕ. Çитес семинар  Анатолий Чебанов çыравçă 85 çулхи юбилейне халалласа  кăрлач уйăхĕнче Хурăнвар ялĕнче ирттессине пĕлтерсе  пухăва вĕçлерĕ.

Чăваш чĕлхипе литература учителĕсен семинарĕ пысăк шайра иртрĕ.  Семинара хатĕрленнĕ вĕрентекенсене, Матак туллии вăтам шкул администрацийĕпе вĕрентекенĕсене, вĕренекенĕсене пысăк тав сăмахĕсем калас килет.  

                                                                           Петрова Валентина Николаевна, Чăваш Çĕпрел тулли вăтам шкулĕнчи вĕрентекен,  

районти чăваш  чĕлхипе литература методика ушкăнĕн ертÿçи.



Предварительный просмотр:

            Çемьере ачасене воспитани парассин паянхи выранĕ

Ача – пурнăç калчи, пурнăç илемĕ, пуласлăх. «Ачасăр кил-йыш тăлăх-туратпа пĕрех», - тенĕ ĕлĕк-авал ваттисем. Ашшĕ - амăшĕ хайсен ачисене юратать, вĕсене лайăх пăхса ÿстерме тăрăшать, вĕсенчен ăслă – тăнлă  та паянхи пурнăç валли юрăхлă çын тума ĕмĕтленет. Шкулата та ăс пухчăр тесе пĕтĕм вăй-халне  хурать.  Çакна май ĕнтĕ ашшĕ-амăшĕсем хăйсен пухнă паха пĕлÿлĕхпе опыта, пултарулăха йăлтах ачасене пама тăрăшать. Кашни кил-йыш ачашăн, ăна йĕркеллĕ ÿстерессишĕн тăрашать. Çавăнпа ĕнтĕ кашни килтех тенĕ пек çапла калаçнине  илтетĕн: «Ачасем хамăртан ăслăрах пулччăр».

  Çамрăк ăру – пирĕн шанчăк, Тăван çĕр-шывăн пуласлăхĕ. Çамрăк ăрăва  паянхи пурнăçра обществăна  юрахлă воспитани парса устересси шкулти вĕрентекенсен те ĕçĕ, анчах уйрăмах кашни кил-йышăн пысăк тивĕçĕ.  Халăх ырлăх-пурлăхне, сывлăхне çÿллĕрех шая ÿстерес тесе  районсенче те, ялсенче те тĕрлĕ спорт комплексĕсем уçма пуçларĕç. Ача çуратсан та патшалăх укçи тенкипе тивĕçтерме тăрăшать. Пурнăç условийĕсем лайăхланса пына май, çамрăк ăрăва тĕрĕс пăхса ÿстерес ĕçре кил-йыш тивĕçĕ уйрăмах ÿсет. Ку çапла пулмалла та,  мĕншĕн тесен пĕчĕк ача килте аталанать, унăн шухăш –кăмăлĕ, туйăм пĕлĕвĕ, тавракурăмĕ çывăх çынсене кура, вĕсен ĕçне –хĕлне сăнанипе анлăланать.

 Шкул ачисем хушшинче анкетировани ирттертĕм. Анкетара çакăн пек ыйту çине хуравлаттартăм. Эсир хăвăр пурнăçăрта камран тĕслĕх илетĕр? Е кам пек пулма тăрăшатăр?  Çак ыйтăва хуравланă май  ачасем хăйсен кил-йышĕнчи çынсене, çывăх тăванĕсене чи малти вырăна хурса  хакларĕç. Нумайăшĕ  эпе анне пек е атте пек пулма ĕмĕтленетĕп терĕç. Ача-пăча яланах ашшĕ-амашĕнчен тĕслĕх илет, ашшĕ –амăшĕ пек пулма тăрăшать, «Çакна пирĕн яланах асра тытмалла,» - тенĕ Г.В.Васильев «Ачасем пирĕн савăнăç» кĕнекере.

 Ача-пăчана килте  воспитани парса пăхса ÿстересси чылаях каткăс ĕç. Пурнăçра пулса пыракан йăла –йĕркесене ашшĕ-амăш тăрăшмасан, вăй хумасан, тĕслĕхсем илсе, ĕнентерсе памасан, ача-пăча вăхăтра тĕрĕс ăнланса илеймест. Килте йĕркелĕх çук пулсан, пĕчĕк ача хăйне хăй мĕнле тыткаламаллине, Раççей законĕсене пăханма кирлине, тирпейлĕ, сăпайлă, вашават пулмаллине, çынна суйма е улталама юраманнине ăçтан чухласа илтĕр-ха?

  Кил-йышра тирпей-илемлĕх çукки, ашшĕ-амăшĕн шухăш- туйăмĕ йĕркеллех марри, асăрхамасăр е вырăнсăр персе янă сăмахсем. Кÿршĕсемпе тăван-хуранташсем хушшинчи тăрлавсăр (хирĕçÿллĕ)  çыхăнусем ача-пăчана ĕмĕрлĕхех амантса хăварма пултараççĕ, унан шухăш-туйăмне пăсаççĕ.

 Ашшĕпе амăшĕ ачана тимлĕ пăхаççĕ, унăн пуласлăхĕ çинчен тăтăшах шухăшлаççĕ, унăн киревсĕр йăлисене сивлеççĕ . Ача та ашшĕ-амăш çине тинкерсе пăхать. Анчах хăш-пĕр çемьере çавна тивĕçлипе шута илмеççĕ. Ачисене ырă мар тĕслĕх кăтартакан ашшĕ-амăшне  йĕркеллĕ çынсем теме çук. Ашшĕпе амашĕ ĕçкĕпе иртĕхет, ирсĕр сăмахсемпе перкелешет, вăрçать-çапăçать пулсан, çакă ачасен тăн-пуçне минретет. Тепĕр чухне питĕ йывар шухăша ярать. Çурт-йĕр лартнă чухне пулнă йăнăша хăвăрт тата йăлтах тÿрлетме май килет. Ашшĕ-амăш пăснă ача-пăчан чун-чĕрине тÿрлетме вара çăмăл мар.

  Ачасемпе пĕр тăтăшах тата тимлĕ ĕçлесси – ашшĕ-амăшĕн питĕ пысăк та паха тивĕçĕ. Лайăх пулăшу кĕтекен, çивĕч хăлхаллă та час тавçăрса илме пĕлекен ачсем çумра пуррине ашшĕпĕ амăшĕн яланах асра тытмалла. Ача-пăча умĕнче юрăхсăр ĕç тума та, вырăнсăр сăмахсемпе перкелешме те юрамасть. «Ан шавла – хăлха пур,» - теççĕ ун пек чухне. Темшĕн ытларах  ашшĕ- амăшĕ,эй, ача кăна-ха киревсĕр сăмахсемпе калаçине ăнланмасть та илтмест тет, кăшкăрашса çапăçни те, ача- умĕнче ĕçкĕпе алхасни те ним те мар тет. Çук,  паллах, ача вăл çемçе губка пек веçех хăвăрт çăтать. Аслисем  ун пек тума юрасан, мана юрамасть-ши вара тет. Чăн та, урампа иртсе пынă чух ачасем пĕр-пĕринпе  хайсене чунсăр тытни, киревсĕр сăмахсемпе калаçни чуна пырса тивет. Малалла çак ачасенчен мĕн кĕтмелле-ши тенĕ шухăш пырса килет? Шкулта эпир вĕсене лайăх пулма,  ырă сăнарсенчен тĕслĕх илме, пархатарлă ĕçсем тума, ашшĕ-амăшне хисеплеме, ватта сума сума, юлташĕсемпе туслă пулма кăна вĕрентетпĕр. Айăпĕ ăçта-ши е камра-ши? Çак шухăш ашшĕ- амăшĕн  пуçне пырса çитет-ши? Е ытларах чухне ман ача пачах ун пек мар тесе шутлать. Хăрушла ĕç тусан та ман ача ун пек тума пултараймасть тет. Камăн- ха хăйĕн ачи пирки начар шухăшлас килет?

 Пурнăçра,  паллах, ытларах лайăх ачасене тĕл пулатпăр. Ун пек ачана килтисем те, тăван –хуранташсем те ял йыш- пускил те хисеплет. Ырă та çепĕç ача шкулта лайăх вереннипе, япаласене, çи-пуçа  йĕркеллĕ тыткаланипе, ачасемпе çитĕннисем хушшинче камăллă, сăпайлă пулнипе савăнтарать. Лайăх ача килте те, шкулта та, халăх ĕçĕнче те паха, ырă тĕслĕх катартать. Çапла, пĕр кил –йышра ачасем йĕркеллĕ ÿссе пыраççĕ, ăслă-тăнлă, общество валли юрăхлă çынсем пулса тăраççĕ. Хăш-пер кил-йышра пачах урăхла – йĕркене пăханман тăрлавсăр ачасем çитĕнеççĕ. Ашшĕпе амăшĕн куçĕ умĕнчех хăш-пĕр ача алăран вĕçеренет. Ун пек ача шкулта та начар вĕренме, ашкăнма, иртĕхме, наянланма пуçлать. Ашшĕ-амăшне те, учительсене те итлеме пăрахать. Тепĕр чухне пер кил-йышрах ачасем пĕр пек йĕркеллĕ вĕренсе ÿссе пыманни те тĕл пулать.

 Ашше - амăшĕ ачасене яланах вăй çитекен, çав хушăрах савăнăçлă та интереслĕ ĕçе явăçтарма, хаваслăн ĕçлеттерме тăрăшмалла. Анчах та ку ĕçе тунăшăн сана çавна илсе парăп, çавна çитерĕп е çавăнта илсе кайса кăтартăп, тесе астарма кирлех мар. Ашшĕ - амăшĕ хăй ачине пĕр-пĕр ĕçе  итленĕшĕн  е шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕшĕн çеç  кирлĕ япалапа тивĕçтерни- телефон е компьютер е велосипед тата ытти те ачана пурнăçра мĕн пур япалана укçалла илме пулать тени патне илсе çитерет. Ача вара веçех ашшĕ амăшĕнчен укçа кăларттарма е хăйне кирлĕ япала илтерме тытăнать. Вĕсен умне урăхла каласан условисем лартать. Енчен те илсе памасан тумастăп тет вăл.  Чăваш ачи ĕлек ĕçпе пиçнĕ, ашшĕ-амăшĕ çумĕнчен пăранмасăр вăй хунă: уттине çулнă-и, вуттине кĕртнĕ-и, выльăхне пăхнă-и, хирте ĕсленĕ-и.  Паянхи кун çитĕнсе пыракан çамрак ăру чăнласах ĕçе явăçасшăнах мар. Веçех янтине, хатĕррине,  ашшĕ-амăшĕ туса панине кĕтеççĕ. Пĕр-пĕр ĕçе хушмасăр тăва та пĕлмеççĕ, е хушсан та сивлеккĕн кăна тăваççĕ. Паллах, пур те мар ĕнтĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăй те ачине ĕçе явăçтарсах каймасть. Мĕнех ачасене хушиччен хам тăватап тет. Ача  вара ытларах компьютер умĕнче урок тăватăп тет. Компьтер пĕлмен ашшĕ-амăшĕ  урок тунипе туманнине  те пĕлмест. Кирлĕ мар сайтсенче ларнине те сисмест.  Ĕçчен çынна хăш вăхатра та юратнă, юратаççĕ те.Ÿссе çитĕнсе çемье çавăрсан та кĕрÿ ĕçчен, е кин пултаруллă тени камăллă. Ĕçе ÿркенсен малаллахи пурнăçра йывăра килмĕ-ши ачасене? «Ĕçре хастар пул. Аçу-аннÿ ятне ан çĕрт»,–тесе вĕрентнĕ ваттисем. Ĕç- юлташ. Ĕç- телей. Ĕçре çын чапа тухать тенине шута илсе ачасене те ĕçе явăçтарсах тăмалла ашшĕ-амăшĕн. Класс ертÿçи пулнă вăхăтра кахалрах ачасем ман практикăра та пулчĕç. Вĕсене вĕренÿре те, ĕç тăвассинче те, тирпейлĕх енчен те  сĕтĕрсе пыма тÿр килчĕ. Паянхи кун çак ачасем  шкул хыççăн вĕренме кĕрсе те вĕренсе пĕтермесĕрех вĕренĕве пăрахрĕç (вĕренесси те вăхăтĕнче пысак ĕç-çке). Ĕçе вырнаçсан ĕçне пăрахса çăмăлрах ĕç шыраса çÿреççĕ, е пачах та ĕçлемеççĕ. Ашшĕ – амăшĕ кăна ачана мĕн пĕчекрен ĕçе явăçтарса  ĕç воспитанине тивĕçлĕ пама пултарать.

  Ачасене   «эс кам вара мана вĕрентме, сан мĕн ĕç пур » тесе калани çын вырăнне хуманнине палăртать, вăл ачасен кăмăл – туйăмне хуçать, ашшĕ-амăшĕсемпе ачасем хушшинчи çыхăнусене пăсать. Ачасене лайăх  вĕрентсе ÿстерес тесен, вĕсене  нихçан та тĕлли - паллисĕр сĕнÿсем парас пулмасть, юрăхсăр ĕçсем те тума хушмалла мар. Ачапа вăл миçе çултине асра тытса калаçмалла, кил-йыш , тăвансем, аслисем, атте аннесем хушшинчи çыхăнусене килĕштерсе, юратса, хисеплесе, хальхи вахăтра пурнăçа малалла аталантарма пулăшакан çĕнĕлĕхсене шута илсе йĕркелесе пыма тăрăшас пулать.

 Апла пулсан, çемьере ачана воспитани парасси паянхи кун чи пысак шайра тарать. Çемьере воспитани парас ĕçе ашшĕ –амăшĕн куллен кун çĕнетсе, лайăхлатса пырассишĕн тăрашмалла. Ачасен пуласлăхĕ пирки тĕплĕн шухăшласа воспитани ĕçне тивĕçе кĕртсе пымалла. Çак хушăрах ĕçе кансĕрлекен кăлтăксемпе çитменлĕхсене пĕтерме тăрăшмалла. Ачасене юратса, хисеплесе, ăнланса вĕсен умĕнче тĕслехлĕ çемье пулмалла.

                                             Петрова Валентина Николаевна

Çĕпрел районĕнчи  Чăваш Çĕпрел  тулли вăтам шкулĕнче

чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ

         



Предварительный просмотр:

ЭТНОКУЛЬТУРНЫЕ ТРАДИЦИИ В ДУХОВНО-НРАВСТВЕННОМ ВОСПИТАНИИ ПОДРОСТАЮЩЕГО ПОКОЛЕНИЯ

В.Н Петрова, учитель родного(чувашского) языка и литературы, МБОУ «Чувашско - Дрожжановская СОШ», Дрожжановский  район, РТ

  В народе испокон веков вырабатывался свой, самобытный нравственный уклад, своя духовная культура. У всех народов было много обычаев  и традиций, облагораживающих жизнь трудящихся. Они проявлялись и в отношениях к природе, и в поэзии земледельческого труда и в устном народном творчестве, и в удивительных народных ремеслах, и в красоте одежды, и в православных законах гостеприимства, и в добрых обычаях хорошего тона и правилах приличия. Писал в своей книге академик  Г.Н. Волков. [5, с.4]

  Известно, что народные традиции, обычаи и праздники являются незаменимыми средствами массового воспитания и составляют основу народной педагогики, т.к. в них содержатся почти все направления воспитательной работы. Традиции, обычаи и праздники, которые свойственны многим народам, сплачивают народ  вокруг нации, призывают жить и трудиться в дружбе, добрососедстве, мире и носят интернациональный характер.

  О введении  этнокультурных  компонентов  в образовательную систему   впервые заговорил  педагог Н.И.Новиков в 1783 году. В своей педагогической деятельности он  писал, что воспитывать будущее поколение нужно через привитие любви и уважении  к  Родине.

   В.Г. Белинский, русский гениальный критик,   также обладал неиссякаемой, страстной любовью к России, русскому народу, непоколебимо верил в его лучшее будущее. Любовь к своей родине сочеталась у В. Г. Белинского с глубоким уважением к другим народам. «Общее,— писал он,— является только в частном. Кто не принадлежит своему отечеству, тот не принадлежит и человечеству». О влиянии  этнокультурных  традиций  в воспитании  детей писали великие педагоги  Я.А.Каменский, К.Д.Ушинский. Их мысли продолжил в своей педагогической работе  чувашский просветитель И.Я.Яковлев. В первый чувашский букварь он ввёл  поучительные рассказы, связанные именно с культурой чувашского народа.

 Проблемы этнокультурных традиций  являются важнейшим в деле образования  и воспитания подрастающего поколения. Особую значимость они приобрели в последнее время, когда наше общество переживает сложный и драматический период в своей истории, связанный с глубокими изменениями не только в экономической и социальной жизни, но и в духовной сфере. Стремление к демократизации  и гуманизации жизни общества стимулирует обращение к извечным общечеловеческим ценностям. В обществе, в том числе и в школе, радикально меняется отношение  к традиционной духовной и материальной культуре  народов,  к религиозным верованиям и институтам, их роли в общественной и частной жизни человека, формировании его личности. Не случайно в последние годы столь активизировались поиски истоков родного народа, изучение  его исторических судеб, традиционной культуры.

 Воспитание учащихся в многонациональной среде в духе согласия, ненасилия, мира и уважения других народов. Особая роль в этом процессе принадлежит системе образования. Система образования призвана скорректировать негативные проявления разного рода, создать условия для формирования и распространения тех ценностных ориентиров, которые предпочтительны как для личности, так и для общества. Задачей первоочередной важности в настоящее время стали вопросы восстановления этнокультурных функций школы: воспитание учащихся Согласно законам об образовании РФ и РТ, “содержание образования должно содействовать взаимопониманию и сотрудничеству между людьми, народами, различными расовыми, национальными, этническими, религиозными и социальными группами…”

 В современной поликультурной среде учащиеся далеки от  традиций наших предков, так как наше время отличается  огромным засильем всего иностранного, чужеземного в окружающей жизни человека – в быту, на телевидении, в сети интернете, в музыке. Поэтому главная задача учителей родных языков через этнокультурные традиции воспитать духовно-нравственных детей.

 Как учитель чувашского языка и литературы при обучении и воспитании подрастающего поколения в первую очередь обращаю внимание на традиции и культуру родного  народа, сравнивая с культурой других народов.  Для ее реализации я наметила следующие направления в учебно-воспитательной работе:

  1. Выявление сущности признаков  и структур национальных традиций как средства духовно-нравственного воспитания школьников;
  2. Возрождение, сохранение и развитие положительных черт национального  менталитета;
  3. Формирование у школьников представлений о многообразии культур,  воспитание позитивного отношения к культурным различиям.

 Личный опыт работы убеждает, что введение в учебно - воспитательный процесс разнообразных мероприятий, посвящённых изучению культуры  родного народа, имеет большое воспитательное значение подрастающего поколения в современном поликультурном обществе.

  Элементом хранения этнокультурных традиций выступают фольклор и устное народное творчество, которые передают отношение народа к тем или иным явлениям жизни. Произведения устного народного творчества впитали в себя мысли и чувства народа, отразившие его историю, природу, быт, идеалы. С их помощью мы, взрослые, приобщаем детей к национальной культуре, воспитываем чувство гордости за свой народ.    

 Самое ценное, что сохранил наш народ до наших дней – это язык, песни и вышивки. У чувашей  сто тысяч слов, сто тысяч песен, сто тысяч вышивок. «Язык -  это культура. Всё хранится в языке, передаётся через него в родную культуру. Родное чувашское слово – это величайшее духовное сокровище, вселенское чудо из чудес души» - говорил Г.Н.Волков. [1, с.46]

  Язык является транслятором, хранителем культуры народа. Пользуясь своим языком, я открываю детям мир. Чувашский язык – чистый, древний и мудрый язык. Благодаря родному языку  мои учащиеся получают знания, как  должны пройти свой жизненный путь.  На уроках  чувашского языка  прививаю любовь к родному языку,  при этом часто использую пословицу И.Я.Яковлева «Икĕ чĕлхе  - икĕ ăс, виçĕ чĕлхе - виçĕ ăс» - «Два языка  - два ума, три языка – три ума». До детского ума довожу, что  знание разных языков обогащает их ум. Взаимное уважение и любовь языков,  укрепляет дружбу между народами.

 Мой язык  - язык вышивки. Орнаментация чувашской вышивки уходит корнями в глубокую древность и до сих пор хранит следы тех времен,  когда люди одухотворяли природу. Неразгаданной  тайной остаётся чувашский орнамент. На уроках и  кружковых занятиях разглядываем вышивки прабабушек и пытаемся разгадывать  эти тайны.

  Песни наряду с вышивками были самыми эффективными средствами привития  детям любови  к прекрасному. Моим ученикам очень нравится, когда  на уроке сама пою  чувашские песни. Учащиеся с удовольствием готовятся к урок - концерту, конкурсу чувашских песен, собирают старинные песни  села.

  Особое место при воспитании подрастающего поколения  отводится труду, в процессе которого у ребенка развивается не только физическая сила, но и смекалка, творческое мышление, нравственные качества личности. Приобщение к труду происходит постепенно: от подражания взрослым и простого исполнения поручений - к самостоятельному планированию и выполнению. При этом этнотрудовые традиции выступают в качестве средства профессиональной ориентации молодого поколения. Наш народ очень трудолюбивый. Дети это понимают и знают. Поэтому при изучении на уроке чувашской литературы стихотворения Валерия Туркая «Ниме», рассказа В.Элпи «Аппапа пĕрле» («Вместе с сестрой») в 6 классе, произведения М.Ухсай «Ирхи сывлăм» («Утренняя роса») в 5 классе, А.Артемьева «Симĕс ылтăн» («Зелёное золото»)  в 9 классе  учащиеся сами рассказывают, как с малых лет они помогают своим  родителям, сравнивают труд наших предков с современным трудом. Своим ученикам внушаю, что самая лёгкая ноша – это   знания, приобретённые трудом.

  При воспитании детей всех поколений  большое место занимают  чувашские пословицы, поговорки. Они содержат глубочайшую мудрость, бесценный опыт, столетиями передаваемый из уст в уста. Безусловно, нам, современным учителям, чрезвычайно полезно знакомство с мудростью предков. Это поможет избежать ошибок и воспитать детей в соответствии с культурными традициями  народа. Пословицы учат быть вежливым и честным в отношениях с людьми, уважать старость,  почитать своих родителей, родственников. На каждом уроке применяю пословицы и поговорки, уделяю время на  разъяснение этих пословиц связывая с современной жизнью.

  Этнокультурное воспитание осуществляется и в процессе общения ребенка и взрослого: в быту, во время народных праздников, в повседневном труде. К примеру, раньше  девочки вместе с матерями посещали посиделки, где учились вышивать или плести кружева. Поэтому на внеклассных мероприятиях часто показываем чувашские обряды и праздники: посиделки (улах), пасху( мăнкун), масленицу (çăварни), готовим научные работы  и выступаем с работой в Буинском районе,  в г. Казани. Так  мои учащиеся принимали участие и занимали призовые места в научно-практической конференции  по темам «Традиции и праздники села Чувашское Дрожжаное», «Ача-пăча вăййисем» («Детские праздники»).

 Являясь руководителем методического объединения учителей чувашского языка и литературы  для сохранения этнокультурных традиций включаю такие темы для семинара,  как «Этнокультурный и воспитательный потенциал системы образования на уроках чувашского языка и литературы в контексте требований ФГОС »,  « Значение культуры в современной жизни».  На таких семинарах  учителя чувашского языка и литературы проводят мастер классы, где делятся своим опытом работы.

  Духовное богатство современного человечества включает все интеллектуальное,  социальное, историческое, этническое многообразие. Это многообразие еще более увеличивается тем, что каждая личность индивидуальна. Все люди, как писал И.Я. Яковлев, разные, хотя и обозначены одним словом: человек. Единое человечество будущего воплотит в себе все прогрессивное многообразие прошлого и настоящего и будет состоять из всесторонне развитых членов, представляющих в трансформированном виде все это многообразие. Сохранение и развитие духовной культуры немыслимо без соответствующего педагогического прогресса. Чем эффективнее процесс воспитания, тем выше общий духовный прогресс личности, народа, страны и человечества в целом. [5, c.34]

      К.Д.Ушинский отмечал, что “воспитание, если оно не хочет быть бессильным, должно быть народным”, что “воспитание, созданное самим народом и основанное на народных началах, имеет ту воспитательную силу, которой нет в самых лучших системах, основанных на абстрактных идеях …”.[2, с.46]

  Таким образом, этнокультурные традиции имеют огромное значение в духовно - нравственном воспитании подрастающего поколения в современном поликультурном обществе. 

   Поэтому в образовательном процессе  можно эффективно решать задачи этнокультурного воспитания учащихся: формировать этнокультурные представления, воспитывать национальное самосознание, толерантное отношение к представителям других национальностей, что и является конечной целью этнокультурного воспитания.

                                                    Литература

1. Журнал  «Народная школа»  №1,  Чебоксары ,  2009. – 46 с.

2.  Журнал «Народная школа»  №3, Чебоксары , 2010. – 46 с.

3. Данилов В. Д., Павлов Б.И.  История чуваши:  учебное пособие для образовательных учреждений  - Чебоксары:  Чувашское книжное издательство, 2003.- 5 с.

4. Данилов В. Д., Павлов Б.И.  Хрестоматия по культуре чувашского края -  Чебоксары,  2001.- 4 с.

5. Волков Г.Н.  Этнопедагогика, Чебоксары -1976 . – 4 с., 34 с.

6. http://festival.1september.ru/articles/514557/ 

7.  http://www.detskiysad.ru/ped/ped122.html 



Предварительный просмотр:

Петрова Валентина Николаевна

МБВУ «Чăваш Çепрел тулли вăтам шкулĕ»

                                                         Çĕпрел районĕ ТР аслă категориллĕ

чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен,

Çĕпрел муниципаллă районĕнчи чăваш чĕлхипе

 литературине вĕрентекенсен пĕрлешÿ ушкăнĕн ертÿçи

petrvanik@mail.ru

Чăваш просветителĕн  И.Я. Яковлевăн педагогика еткерлĕхне паянхи гражданла обществăра пурнăçлани

        

                                                                                И.Я.Яковлева манмастпăр,

                                                                          Усратпăр халăх асĕнче.

                                                                                 Ăна  сума суса пурăнатпăр

                                                                         Хамăр таван çĕр çинче.

 Педагогика историйĕнче тĕнчипе палла çынсем питĕ нумай. Вĕсем: Сократт, Арестотель, Руссо, Ушинский, Каменский, Песталлоце, Толстой. Çак палла вĕрентекенсен шутне чаваш патриархĕ тата чăваш халахне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев кĕрет.

Чăвашсен чăн-чан çыруллă халăх пулса цивилизаци çулĕ çине тăрасси те, вĕренÿпе пĕлÿлĕхе хаклама тытăнасси те, таçта чĕре тĕпĕнче пытанса пурăнакан наци туйăмне вăратса аталантарасси те – пурте Иван Яковлевич ячĕпе çыхăннă.

 И. Я. Яковлев тунă ĕçсене Раççей империйĕн юлашки виçĕ патши те, Ленин та, хамăр тата ют çĕр-шыври ăсчахсемпе ятлă çынсем лайăх пĕлнĕ, ырланă. Халĕ те пĕлеççĕ, унран тĕлĕнеççĕ. Епле-ха пĕр çынах нумай енлĕ аталаннă çын пулма пултарать. Вăл пĕр вăхăтрах педагог тата критик, редактор тата издатель, куçаруçă тата кĕнеке саракан, фольклорист тата этнограф, историк тата искусствовед, общество деятелĕ тата философ пулма пултарнă.

 Паллă педагог, просветитель 1848 çулта хальхи Тутарстан Республикикне кĕрекен Кăнна Кушки ялĕнче çурална. Темиçе кунранах, хăр тăлăх юлнăскере амăшен таванĕсемусрава илне. Тăлăх пулин те пурнăçе телейлĕ килсе тухнă Иван Яковлевич Яковлевăн. Ваттисем: «Тăлăх выльăх карта пуçĕ пулнă, тăлăх ача ял пуçĕ пулнă», - тени Иван Яковлевич тĕлне шăпах тухнă.  Шăпи ăна ял пуçĕ кăна мар, халăх ертÿçи, ăна вĕрентсе çутта кăлараканĕ пулма пÿрнĕ.

Хусанта вĕреннĕ чухне И.Я.Яковлев Николай Иванович Ильминскийпе паллашать. Тăван халăхне çутта кăларас ĕмĕтлĕ чăваш çамрăкĕ профессора килĕшет. Чăваш ачисене вĕрентес шухăшпа хĕмленнĕскер,  профессор пулăшнипех алфавит кăларать. Çак алфавитпа чăваш ачисене вĕрентме тытăнать. 1868 çулта И.Н.Ульянов пулăшнипе Чĕмпĕрте чăваш шкулне уçать. Вулама, çырма пĕлмен чăвашсене пĕлÿ пама тытăнать. Вулама вĕрентме Яковлев чăваш букварьне кăларать.

Çакăн хыççăн чăвашсем те çĕр çинче палăрма тытăнаççĕ. Чăваш халăхĕ мĕскĕнленсе хăйĕнчен вăтанма пăрахать. Вăл ытти халăхсемпе туслă пурăнма, хăйĕн чĕлхине юратма тытăнать.

 50 çул хушшинче И.Я.Яковлев шкулĕнче 1000 ытла çамрăк вĕренсе тухса, таврари шкулсене саланать. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çамрăксемшĕн университет та, консерватори те, ял хуçалăх академийĕ те пулса тăрать.

  Литература ĕçне И. Я. Яковлев 1867-1868 çулсенчех, хăй гимназире вĕреннĕ вăхăтра, тытăнать. Шкулта вĕренмелли  кĕнекесем пичетлесе кăларма тытăнать. Текстсем çырас ĕçе хăй те хутшăнать.  Чăваш илемлĕ литературине аталанма çул уçса парас тесе 1908 çулта И. Я. Яковлев умлă-хыçлă виçĕ кĕнеке – «Чăваш халăх юррисемпе кĕввисем», «Чăваш халăх юмахĕсемпе халапĕсем», М. Ю. Лермонтов сăввисен пуххине чăвашла пичетлесе кăларать. Халăхăн телейлĕ малашлăхĕшĕн кĕрешни ăна вăй парать, хастарлăх хушать. Вăл ача-пăча валли «Чăваш кĕнеки» хатĕрлет. Унта калавсемпе юмахсем кĕртет.  

   И. Я. Яковлев пĕтĕм чун-хавалĕпе, шухăш кăмăлĕпе чăваш чунĕллĕ çын пулнă. Çавăнпа та вăл 1921-мĕш çулта «Чăваш халăхне панă халал»,  пехил çырса хăварнă. Унăн ырми-канми ĕçленипе пухнă ăс-хакăл эткерне халь пĕтĕм тĕнче пĕлет. Вĕрентекенĕмĕр ятне çамрăк ăру ырăпа асăнать, унăн пехилне упрама, ăнланма тăрăшать:

«Тăван халăхăрăн çуклăхĕнчен, начарлăхĕнчен, вăл тĕттĕмре пурăннинчен ан вăтанăр: эсир вĕсен хушшинчен тухнă, ĕçлессе те вĕсемшĕн ĕçлемелле. Эсир хăвăр халăхăрăн чĕлхине хирĕç тăмасан халăх кăмăлне пĕтĕмпех хăвăр аллăрта тытса тăрăр. Эпĕ туса пĕтермен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр. Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă – çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр. Чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр. Пурнăçра курма тÿрĕ килнĕ йывăрлăхшăн ан кулянăр. Юратса тусан чи пĕчĕк ĕçе те чаплăлантарса яма пулать; ÿркенсе ытахальтен анчах ĕçлесен чăн пысăк ĕç те пăрахăçа тухать, хисепрен каять. Кукăр çулпа çÿресрен, ултавпа тăвас ĕçрен хăраса тăрăр: тÿрĕлĕхсĕр курнă усă, ултавпа тупнă  телей – тĕреклĕ мар, вăл вăраха пымасть», - тенĕ вăл халалĕнче

И. Я. Яковлев тăрăшнипе халăха тăван чĕлхене аталантарас ĕç аталансах пырать. Чăвашăн ĕç, пĕлÿ, туслăхпа сăпайлăх тĕп вырăнта тăмалла. Халăх хăйĕн иксĕлми сăмахлăхĕ урлă çамрăк ăрăва пурăнма вĕрентсе пымалла. Халăхпа халăх, çынпа çын тан пулмалла, вĕсен пĕр-пĕринпе хирĕçмесĕр пурăнмалла, пĕри теприн умĕнче хăйне асла е мĕскĕне хумалла мар, мĕншĕн тесен вĕсем пурте çынсем. Çавăнпа та çынсен пурин те сăпайлă пулмалла тата пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнмалла. Çак шухăшсене тĕпе хунă та ĕнтĕ  Яковлев чăваш халăхне панă халалĕнче .

 И.Я.Яковлев чăваш халăхне тĕттĕмрен çутта каларас тесе нумай вăй хурать. Чăваш халăхне тăван чĕлхене малалла аталантарма йыхăрнă, ăна куç пек упрама хушнă. Тăван чĕлхене лайăх пĕлни тепĕр чĕлхене вĕренме, унăн уйрăмлăхĕсен тĕплĕнрех ăнланма, çавна май ытларах пĕлÿ пама пулăшать, хамăр халăх йăли-йĕркине пĕлни çак халăх культурине манманни тесе вĕрентет. 

         Çапла, И.Я.Яковлеван тăван халăх уменчи ĕçĕ-хĕлĕ калама çук пысак пĕлтерĕшлĕ. Çакна чăннипех те улпăп вăй-халлă çын çеç тума пултарнă.

   Кашни кун И. Я. Яковлев пурăннă тата ĕçленĕ вăхăтсем пиртен инçете юлса пыраççĕ. Анчах та паллă çынсен ĕçĕсем тата ăслă шухăшĕсем кивелмеççĕ, вĕсем çамрăк ăрушăн питĕ çывăх тата питĕ кирлĕ пулса тăраççĕ. Иван Яковлевич чăваш халăхĕшĕн тăрăшнипе эпир халĕ ытти халăхпа пĕр тан, çавăнпа паянхи пурнăçра çĕнĕлĕхсенчен пăрăнса юлма та пултараймастпăр. Çакна шута хурса Чăваш Республикинче кăçалхи çула И.Я.Яковлева халалланă.

  Паллах, малашлăх пиртен нумай килет: чĕлхене, халăха упраса хăварасси те. Тен, çавăнпа та пуль пирĕн  республикăра та, район шайĕнче те, шкулсенче те  И.И.Яковлев вĕрентĕвĕсене пысăка хураççĕ. Ун ĕмĕчĕсене пурнăçлас тĕллевпе чăваш чĕлхипе тăван халăх культура вĕрентекĕнсем тăтăшах тăрăшаççĕ. Юлашки çулсенче  республика шайĕнче Хусан хулинче  чăваш  чĕлхипе тата литературипе наукăпа практика конференцийĕ пысак шайра иртме пуçларĕ. Республикăпа зона шайĕнче çыравçă ентешсен юбилейĕсене халалланă конкурссем, уявсем иртеççĕ. Кăçал кăна  Кама ку енчи зонăра «Юркин вулавĕ» конференци иртрĕ, Кама леш енчи зонăра «Афанасьев вулавĕ» конференци иртрĕ. Ака уйăхĕн 20-мĕщĕнче  Анат Камăра И.Я.Яковлева халалланă конференци пулчĕ. Теччĕ районĕнче вара И.Я.Яковлев юбилейне халалласа уйрăмах пысак ĕçсем пурнăсланаççĕ.

Пирĕн районта та виççĕмĕш çул регионсен хушшинче фестиваль иртет. 2016-мĕш çулта Тал-Мăрса  сăвăç ентешĕмĕре халалласа Упи вăтам шкулĕнче, 2017-меш çулта Анатолий Чебанов драматурга, режиссĕра, сăвăçа,çыравçа халалланă фестиваль иртрĕ. Кăçал  Аслă аксу яленче И.Я.Яковлева чăвашсен патриархăн 170 çулхи юбилейне  халалланă фестиваль çÿллĕ шайра иртрĕ.

 Шкулта та  И.Я.Яковлев пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе уроксенче, класс тулăшĕнчи мероприятисенче паллаштаратпăр, тĕрлĕ конкурссем, викторинăсем ирттеретпĕр,чăваш чĕлхи кунĕсемпе эрнисенче пысăк уявĕсем йĕркелетпĕр.

 Апла пулсан, чăваш просветителĕн  И.Я. Яковлевăн педагогика еткерлĕхне паянхи гражданла обществăра пурнăçлатпăрах, малалла та  çак ĕçе аталантарса пыма тăрăшасчĕ.

        

 

                                               

                                            Литература

1. А.Юман «И.Я.Яковлев ячĕллĕ…», Ульяновск , 1998.-  7с.

2.  Трофимов Л.Ю.  «Образ И.Я.Яковлева в чувашской литературе» -Чебоксары:Учебное пособие, 2006. – 6с.,7с.

3. Краснов Н.Г. «И.Я.Яковлев в фотографиях и документах» - Чебоксары,  1999.-15с.,16 с.,17с.

 4. «Шурăмпуç» Тутарстанри чăваш çыравçисен журналĕ -  Хусан,  2013.- 4 с.

5. Одюков И.И., Богдяж Ю.И.  «Иван Яковлевич Яковлев». Чебоксары:Фотоальбом -1971 . – 34 с.

6. ivanovavm.ucoz.ru/work/referat_al_el10.doc 

Муниципаллă бюджетлă вĕренÿ учрежденийĕ

«Чăваш Çĕпрел туллии вăтам шкулĕ»

Çĕпрел муниципаллă районĕ Тутарстан Республики

 

          И.Я.Яковлев юбилейне халалланă ĕç:

 Чăваш просветителĕн  И.Я. Яковлевăн педагогика еткерлĕхне паянхи гражданла обществăра пурнăçлани

        

                           

                              Пурнăçлаканĕ:  

                                                        Петрова Валентина Николаевна

                                              аслă категориллĕ чăваш

                                                         чĕлхипе литература вĕрентекенĕ

2018 çул


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Публикации, выступления, методические материалы

1. План повышения профессионального уровня на межаттестационный период 2. О пофессиональном росте учителя...

Мои выступления/публикации: Развитие функциональной грамотности школьников на уроках химии

Выступление на ГМО учителей химии 28.09.2022г. "Развитие функциональной грамотности школьников на уроках химииГлавное не знание, а умение ими пользоваться (А.А.Леонтьев)Современный человек должен...

Мои выступления, публикации

Транслирование опыта практических результатов своей профессиональной деятельности1. Мастер-класс «Инновационная технология проведения опроса Plickers на уроках английского языка» на р...

Мои выступления и публикации

Материал выступлений на семинарах,НПК и т,д....

Информация о транслировании практических результатов профессиональной деятельности : выступлении РМО,участие в профессиональных конкурсах, конференциях,тестировании, публикации. 2015-2019

Систематически транслирую свой педагогический опыт и профессиональные достижения на различных уровнях. В системе совершенствую своё профессиональное мастерство через работу в школьном и районном метод...

Мои выступления и публикации

Предлагаю Вашему вниманию некоторые мои разработки выступлений и публикаций....