Чăваш литературипе 5-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ
рабочая программа (5 класс) по теме

Шишкина Алевтина Евгеньевна

чăваш литературипе 5-мĕш класс валли  хатĕрленĕ 

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon chuv.fgos_.yaz_.5.kl_2016-2017-_lit-ra_-_kopiya.doc184 КБ

Предварительный просмотр:

Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă   учреждени «Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»  

 КИЛĔШСЕ ҪИРĔПЛЕТНĔ                                                                             ҪИРĔПЛЕТЕТĔП                                                                                                                                                                                                                                                                                                              

  Директор ҁумĕ                                                                                     Шкул директорĕ

                                                                                                                                                                 

_________А.А. Гречко                                        _________А.П.Директоров                                                                                                                                  

   28.08.2017                                                                                                №-лĕ

                                                                                                                                                                         

Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи

 «Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»  

 чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Шишкина Алевтина Евгеньевна чăваш литературипе

 5-мĕш класс валли  хатĕрленĕ

ĔҪ ПРОГРАММИ

2017-мĕш ҁулхи ҁурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче 1№-лĕ протоколпа педагогсен ларăвĕнче пăхса тухнă                                                                                                

                                                                                                                                                                       

                                                         

 

        

2017-2018 вĕренӳ ҁулĕ


Тупмалли

1.  Чăваш литературине вĕреннин результачĕсем--------------------------------------5-10

2.  Вĕренӳ предмечĕн содержанийĕ-------------------------------------------------------11-12

3.    Кашни темăпа сехетсен шутне кăтартнă тематика планĕ------------------------13-15

 

   Программăна пурнăҁа кĕртмелли вăхăт – 2017 – 2018 вĕренӳ ҁулĕ

   Ĕç  программине çак документсене тĕпе хурса хатĕрленĕ:

1) Федеральный закон «Об образовании в РФ» №273-ФЗ от 29.12.2012:

2) Федеральный государственный образовательный стандарт основного общего образования (утвержден приказом Минобрнауки России от 17.12.2010 г. № 1897, зарегистрирован в Минюсте России 01.02.2011 г., регистрационный номер 19644), №1644 от 29.12.2014);

3) Примерная основная образовательная программа основного общего образования, утвержденная Министерством образования и науки Российской Федерации 8 апреля 2015 года;

4) Закон Чувашской Республики от 25 ноября 2003г. №36 «О языках в Чувашской Республике»( с изенениями от 27 июня 2008г);

5) Фундаментальное ядро содержания общего образования. под. Ред. В.В. Козлова., А.М. Кондакова., М.: Просвещение, 2009г

( стандарты второго поколения);

6) 2017ҁулхи ҁурла уйăхĕн  30 -мĕшĕнче                №-лĕ прказпа Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан муниципаллă бюджетлă вĕренӳ учрежденийĕ «Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»

7) 2017 ҁулхи ҁурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче       №-лĕ прказпа Пĕмĕшле пĕлӳ паракан муниципаллă бюджетлă вĕрену учрежденийĕ «Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул» çирĕплетнĕ вĕрентÿ программи

 Программăна пурнăçа кĕртме тĕп кĕнеке вырăнне Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви усă курма ирĕк панă   «Вĕренӳпе вулав кĕнеки. 5 класс валли Н.Г.Иванова. П.Н.Метин хатĕрленĕ.  Шупашкар: Чăваш кĕнеке идательстви, 2013,271 с.» кĕнеки тесе йышăннă.

         Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти 5-мĕш класс ачисен пĕлĕвĕ тĕрлĕ шайра. Вĕренÿ учрежденийĕнче чăваш литератури сехет шучĕпе базис планне пăхăнса тăрать. Пурĕ – 70 сехет.  Эрнере – икĕ сехет.

                        Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн пусăмĕ

Программăна пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн иккĕмĕш пусăмри 5 класс валли ҁырнă

 

Чăваш литературин вĕрентӳ планĕнчи вырăнĕ

Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă вĕренÿ учрежденийĕ «Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул» ҁирĕплетнĕ вĕренӳ планĕ тăрăх шкулта чăваш литературипе вĕрентме 5 класра эрнере 2 сехет уйăрнă, ҁулталăкне -70 сехет

Программăна хатĕрлекенĕ – Шишкина А.Е., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Эрнере – 2 сехет

Пурĕ – 70 сехет

I чĕрĕк – 18 сехет

II чĕрĕк- 14 сехет

III чĕрĕк- 20 сехет

IV чĕрĕк- 18 сехет

 

                Чăваш литературине вĕреннин результачĕсем

5-мĕш класра литература вĕрентессин тĕп тĕллевĕсем:

1. Ача-пăчаран сывлăхлă, ҫирĕп ăс-хакăллă, пур енлĕ аталаннă ҫын туса ӳстересси; унăн ҫынлăхлă тĕнче курăмне, гражданла патриотлăх ăнланулăхне йĕркелесси; чăваш халăхне, унăн ĕмĕртенхи культурине юратма, хисеплеме, упрама хăнăхтарасси.

2. Илемлĕ ҫырулăха (текста) кăмăл-туйăмпа йышăнма хăнăхтарасси, сăнарлă тата тишкерӳллĕ шухăшлав мелĕсене ҫирĕплетесси, пултару ĕҫĕнче тавҫăрулăха тата вулав культурине аталантарасси, автор позицине ăнланса хаклама вĕрентесси.

3. Тăван тата ытти халăх литературинче пĕр пек темăсем, ыйтусем, шухăшсем палăрнине тупса палăртасси. Халăхсен ăс-хакăлпа истори ҫул-йĕр пĕрпеклĕхне тата уйрăмлăхне курма хăнăхтарасси, ҫав кăткăс тытăмра чăваш наци культурин хаклăхне тĕрĕс палăртма вĕрентесси.

Ěҫ программине 206-2017 вĕренӳ ҫулĕнче пурнăҫа кĕртме ҫырса хатĕрленĕ.

Ěҫ программи ăнлантарса панипе пуçланать. Кунта ĕҫ программине пĕтĕмĕшле ăнлантарнă. «Тăван литература» предмета вĕреннин тĕллевĕсене палăртнă. Вĕренӳ предметне пĕтĕмĕшле хакланă. «Тăван литература» предмета вĕреннин результачĕсене ҫырса панă. «Тăван литература» предметăн базис вĕренӳ планĕнчи вырăнне палăртнă. Кăтарту тата курăмлăх хатĕрĕсем пайра предмета вĕрентме кирлĕ литература, вĕренӳ материалĕ, вĕренӳ кĕнекисем, килти вулав кĕнекисем, вĕренӳ кабинетĕнче кирлĕ техника хатĕрĕсем, Интернетра усă курма сĕннĕ ҫăл куҫсем, Федерацин электрон вĕрентӳ ҫăл куҫĕсем, диапозитивлă фильм слайдсем, тĕрĕслев материалĕсем, сочинени тата сочинении евĕр изложени ҫырмалли меслет кăтартăвĕсем, вăйăсем, справочниксем, энциклопедисем, антологии материалĕсем, «Чăваш Республикин Президенчĕн библиотеки» ярăм, «Шкул библиотеки» ярăм, чăваш ҫыравҫисен ҫырнисен пуххисем, цифрланă аудио тата видеодисксен вĕренӳ

Вĕренӳ предметне пĕтĕмĕшле хаклани

Литература - сăмах ăсталăхĕ. Шкулта илемлĕ литература вĕрентессин чи тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вăл ырăпа усал, йĕркелĕх, ҫынлăх хаклавĕсем, ҫут ҫанталăка, чĕрĕ чуна юратни, ҫыннăн чун-чĕре пуянлăхĕ, сăпайлăхĕ, ырăлăхпа сапăрлăх ăнлавсене ăнкарасси. Илемлĕ литература хускатнă ҫак ыйтусем тĕрлĕ вăхăтра, тĕрлĕ социумра, халăх хушшинче тĕрлĕрен пулма пултараҫҫĕ. Çак ыйтусем вара яланах гуманитари предмечĕсем ҫине тиеннĕ. Шкул вĕрентĕвĕн тытăмĕнче ҫак предмет ачана пур енлĕн аталантарма пулăшать.

Тăван литературăна вĕреннĕ майăн шкул ачисем пурнăҫри пулăмсене хак пама, тĕрлĕ лару-тăруран ҫынлăха ҫухатмасăр тухма хăнăхаҫҫĕ.

Литература (вырăс, чăваш, тĕнче) тавра курăмпа тĕнче курăма никĕслеме пулăшать, чи тĕпри вара - хăйĕн харкамлăх ăнне ҫирĕплетме, хăйĕн харкамлăхне туйма пулăшасси. Ӳссе ҫитĕнекен ăрăвăн кăмăл-сипетне, хăнăхăвне, тыткаларăшне йĕркелеме ытларах литература предмечĕ пулăшать. Çавăнпа та тăван литературăна шкулта вĕрентнин пĕлтерĕшне илеме курма-туйма хăнăхнипе анчах ҫыхăнтармалла мар. Чи сумлă (пархатарлă) функцисенчен тĕпри вăл - ҫын тата этем сăн-сăпатне туллин, пур енлĕн аталантарассипе ҫыхăннă. Тăван халăхăмăрăн, унăн аваллăхĕпе чĕлхине, культурине юратма-хисеплеме вĕрентесси пулмалла.

Паянхи чăваш шкулĕн тĕп тĕллевĕ вăл - наци ачисемпе вĕсен тăван чĕлхин хушшинчи пĕрлĕхе йĕркелесси. Çакна воспитани тĕллевне пĕлӳ тĕллевĕнчен маларах хурсан ҫеҫ пурнăҫлама пулать.

Вĕренӳ компетецийĕсем

Вĕренӳ тĕллевĕсем ачасен тăван литература пĕлĕвĕн (пĕлӳ, пултару, хăнăху) компетенцийĕпе тачă ҫыхăнура тăраҫҫĕ, урăхла каласан, вĕсем ачасен тăван литературăпа мĕн-мĕн пĕлмеллине палăртаççĕ. Тăван (чăваш) литературăна 5мĕш класра вĕреннĕ май йĕркелемелли компетенцисем ҫаксем.

Литература вĕрентĕвĕн тĕп никĕсĕ вăл - вулав компетенцийĕ (ăсталăхĕ). Шкул ачин вулавне ӳсĕмрен ӳсĕме кунран-кун йĕркелени, тĕрĕслени, вĕренӳре вулав культури йĕркеленни.

Вулав культурин виҫĕ шайĕ: вулакан ăнкарулăхĕ (хайлав сăнарлăхне (поэтикине) пĕлни, ăна хакласа тишкерме пултарни), туйăмĕ (хайлав тĕп шухăшĕсене, илемлĕхне кăмăл-туйăмпа йышăнма пултарни), пултарулăхĕ (вуласа тухнă хыҫҫăн хăйĕн шухăшĕсене каласа, ҫырса пама пĕлни). Илемлĕ литература, ăслăлăхпа политика, публицистикăпа критика хайлавĕсене тĕрĕс, ҫăмăл, уҫăмлă вулама пĕлни. Класри тишкерӳ тата килте вуласа класра сӳтсе явни е ирĕклĕ вулав. Ирĕклĕ вулав вăл лайăх вĕренекен е вулама юратакан ачасем харкам тĕллĕн вулани. Ку хайлавсем малтан вĕреннисемпе тачă ҫыхăнса тăраҫҫĕ.

Культуроведени компетенцийĕ вара шкул ачин тĕнче туйăмĕпе тĕнче курăмне никĕслеме пулăшни, ачасен харкамлăх ăнне халăх педагогикипе эстетики, кăмăл-сипечĕпе философийĕ урлă ҫирĕплетни, хăйĕн харкамлăхне туйма пулăшни, ăна аталантарни; тăван литература наци культурине палăртакан ӳнер пулнине ăнланни; тăван литературăра халăхăн аваллăхĕ, шухăшлавĕпе тĕнче курăмĕ, йăли-йӳрки ҫырăнса юлнине курни; шкул ачин кăмăл-сипет тата культура никĕсне, чи малтан чăвашсен традициллĕ тĕнче ăнланăвне пур енлĕн аталантарни, тĕнчери пур халăхсен культурипе ҫыхăнтармаллине ăша хывни.

Халăх педагогикипе тăван халăхăн кăмăл-сипет пуянлăхĕ урлă ĕмĕрсем витĕр сăнланса юлнă пурлăх тата ăс-хакăл культурине ача патне туллин ҫитерни, пĕр пĕтĕмĕшле анлă тавра курăмлă тавҫăруллă ҫын пулма пулăшни, шкулта вĕренсе ҫитĕнекен ачасен ăс-тăнне ҫын пурнăҫĕн тĕп (базовый) культурин пуянлăхне ăша хывтарни.

5 класра пулмалли результатсем, предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем, предмета вĕреннин результачĕсем

Пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн тĕп тĕллевĕсемпе килĕшӳллĕн предмета вĕреннĕ май ачасен вĕренĕвĕн универсаллă ĕҫ-хĕлне (УУД) алла илмелли. Федераллă патшалăх вĕренӳ стандарчĕсм кăларса тăратнă виҫĕ ушкăнри 7 тĕсе ҫакăн пек уйăратпăр. Вĕсене ҫакăн пек схемăлама пулать.

Харкамлăх результачĕсем (шкул ачи хăйĕншĕн тунисем )

1. Харпăр хăй ирĕкĕпе пĕлӳ илмелли вĕренӳ ĕҫĕ-хĕлĕ (хăйĕн ирĕклĕх прави) а) ача хăйне хăй йĕркелесе пĕлӳ илмелли вĕренӳ ĕҫĕ-хĕлĕ (хăйĕн ирĕклĕх правине хӳтĕлени). Професси тĕлĕшĕнчен хăйĕн харкам вырăнне шырама илентерни; вĕренӳпе кăсăкланма хавхалантарни; хăйне хисеплесси, хăйĕн ăс-тăн шайне пĕлсе хаклани вĕренĕве кăмăлпа хутшăнма явăҫни кĕрет.

2. Вĕренӳ тĕллевĕпе тупсăм пĕлтерĕшне ăнланса илмелли ĕҫ-хĕлĕ - вĕренӳ тĕллевпе тупсăмне палăртма пултарни.

- Кашни шкулта мĕне тата мĕнле тĕллевпе вĕренни, пĕлтерĕшлĕхе палăртма пĕлни, вĕренӳре харпăр хăй тивĕҫлĕхне туйма, хăй вăй-пултарулăхне шанма вĕренни; вĕренӳ тĕллевĕпе вĕренӳ результачĕ хушшинчи ҫыхăнăва палăртма пултарни

3. Обществăра харпăр хăйне тытмалли йĕркесем. Мораль (кăмăл-сипет е ĕрет-несĕп) тупсăмĕпе нормисене илмелли вĕренӳ ĕҫ-хĕлĕ - мораль тупсăмĕпе нормисене илмелли вĕренӳ ĕҫ-хĕлĕ. Пĕтĕм этемлĕх ĕрет-несĕпĕнче харпăр хăйне тыткаламалли правилăсем шутне кăмăл-сипет (мораль) енчен хăйне тирпейлĕ тытма пĕлни; мораль нормин пĕлтерĕшне вĕренӳре илнĕ социаллă пурнăҫра илнĕ опытпа танлаштарса хаклама пултарни; кăмăл-сипет енчен хăй тунă ĕҫсене хакласа сăлтавлама пĕлни

Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем (пур предмета та вĕренме кирлисем) предмет шайĕнчен тухса метапредмет шайне хăпараҫҫĕ. Харкамлăхăн пĕтĕмĕшле культура, хуркам, пĕлӳсем туянас тата тĕллĕнех аталанассине пĕрлĕхлĕн тарăнлатма май параҫҫĕ; пĕлӳсем туянас юхăмĕн пур шайсене те пĕр тĕвве ҫыхăнтарма май параҫҫĕ; вĕренекенĕн вăл е ку ĕҫ-хĕлне йĕркелессин е асăрхассин никĕсĕ пулса тăрать

а) ача хăйне хăй йĕркелесе пĕлӳ илмелли вĕренӳ ĕҫĕ-хĕлĕ шутне харпăр хăй хальĕн ĕҫлес-тăвас туртăма аталантарни (мĕн пĕлнине тата мĕн пĕлмеллине шута илсе вĕренӳ задачине палăртмалли тĕллев лартни), тимлеме хăнăхтарни (ĕҫсен йĕркин планне туни, вĕҫĕнчи результата тата кура пайăр ĕҫсен тĕллевĕсене палăртни); харпăр хăйĕн хевтипе майĕсене палăртма вĕрентни (прогноз туни, урăхла каласан, результата тата туянакан пĕлӳсен шайне малтанах курса тăни); пур ĕҫсене те кăмăлпа хутшăнма явăҫтарни, вĕренӳпе кăсăклантарса яма пулăшни; коррекци - результата вĕренекен хăй, юлатĕсем тата учитель хаклавне кура плана тата ĕҫ майĕпе йĕркине улшăнусем кĕртни; хаклав - мĕн вĕреннине тата мĕн вĕренмеллине, вĕреннин шайĕпе пахалăхне вĕренекен хăй палăртни, ĕҫ результатне хаклани; вĕреннин шайĕпе пахалăхне ача хăй тĕллĕн палăртма пултарни (ĕҫ майне тата унăн результатне малтанах палăртнă калăппа танлаштарса тĕрĕслени); йывăрлăхсене ҫĕнтермелли майсене тупса палăртма хавхалантарни.

ă) хутшăну илмелли вĕренӳ ĕҫĕ-хĕлĕ шутне учительпе тата тантăшсемпе хутшăнса вĕренессине планлани; кашни ачан функцисемпе тĕллевсене, хутшăнусене палăртни; ыйтусем лартни - информацие шырас тата пуҫтарас ĕҫре хавхалантарасси; конфликтсене татса пама, проблемăна асăрхама, пахалама юрăхлă мая суйласа илме вĕрентесси; юлташсене (партнерсене) тĕрĕслесе, тӳрлетсе хакласа ертсе пыма вĕренни; ҫĕнĕлĕх кӳме, мĕн шутласа хунине ҫине тăрса пурнăҫлама хавхалантарни; шухăш пĕр пĕтĕмлĕхне, харкам шухăшсемпе сунăмсене хутшăну задачисемпе условийĕсене кура туллин те тĕрĕс палăртни; монологла тата диалогла пуплев тунă чухне тăван чĕлхен ҫыхăнулăхне грамматика нормисемпе туллин те тĕрĕс усă курса йĕркипе уҫса пама пултарни.

б) пур енлĕн информаци шырама пĕлмелли вĕренӳ ĕҫĕ-хĕлĕ шутне ҫĕнĕ информаципе, вĕренӳ моделĕсемпе ĕҫлеме хăнăхни (пĕлӳ туянас тĕллеве хапăр хăй тĕллĕн уйăрса палăртни; ИКТ тата информацин ытти ҫăлкуҫĕсемпе усă курса тивĕҫлĕ информаци тупса уйăрни; пĕлӳсен тытăмне палăртни; сасăллă тата ҫырăллă пуплев ăслани; умри тĕллеве пурнăҫламалли уйрăм тухăҫлă мелсемпе майсене суйласа илни; ĕҫ майĕсемпе условийĕсен рефлексийĕ, ĕҫ юхăмĕпе результачĕсене тĕрĕслени тата хаклани; вулав тĕллевне тата вулав тĕсне суйласа илме ăнланса вулани, тĕрлĕ жанрлă текстсене итлесе тивĕҫлĕ информаци илни, тĕп тата иккĕмĕшле информацие палăртни; илемлĕх, ăслăлăх, публицистика тата официаллă ĕҫ стилĕсемлĕ текстсене ирĕклĕнекх ăнланса хак пани; пробемăна лартса кулăплани, творчествăллă тата шыравлă проблемăсене татса панă чухне харкам тĕллĕнех алгоритм туни;

символла паллăпа, схема тăрăх калăпсем туни – обьекта туйăм форминчен уҫлăхпа графика е паллăпа символа куҫарни; пĕтĕмĕшле саккунсене палăртас тĕллевпе калăпа юсаса урăхлатни;

курăмлă-сăнарлă шухăшлавпа логикăллă шухăшлава аталантарни – пĕтĕмĕшле системăна кĕртни, системăласа пĕтĕмлетни (синтез - пайсене пĕр ҫĕре пуҫтарни, ҫав шутра сиксе юлнă пайсене хушни); хак пани (анализ - обьекта тĕп тата иккĕмĕшле паллисене кăтартас тĕллевпе сӳтсе явни);, танлаштарни, ушкăнлани, тишкерни, ăнлав патне ҫитерни, сăлтавпа тĕллев ҫыхăнăвĕсене калани; ҫирĕплетсе калани; сӳтсе явни (ҫирĕплетӳ, ĕнентерӳ); гипотезăсене кăларса тăратса сăлтавлани;ыйтăва (проблемăна) лартса ăна татса пани кĕрет.

Предмета вĕреннин результачĕсем

1. Вĕренекенсен пĕлӳ, пултару, хăнăху ĕҫĕ-хĕлĕ (выпускник (обучающийся) научиться) (знание, умения, навыки) шутне вĕренекенсен пĕлӳ, пултару, хăнăху ĕҫĕ-хĕлĕ (выпускник научиться) кĕрет:

-ĕҫ майĕсемпе условийĕсен (пĕтĕмлетĕвне) рефлексийĕсене, ĕҫ юхĕмĕн результачĕсене тĕрĕслени хаклани; вулав тĕллевне тата вулав тĕсне суйласа илсе, ăнланса вулани;

-тĕрлĕ жанăрлă текстсене итлесе тивĕҫлĕ информаци илни;

- илемлĕ, ăслăлăх, публицистика тата официалă ĕҫ стилĕсемлĕ текстсене ирĕклĕнех ăнланса хак пани;

-пĕтĕмлетсе евĕрлеме, ҫавна май пур пек пĕлӳсемпе татахăнăхусемпе усă курма вĕрентни пĕлӳ илмелли задачăсене тĕрлĕ майпа татса парассипе кăсăклантарни, ҫак ĕҫре пуҫаруллă пулма хавхалантарни, пĕлӳ шырас ĕҫе тĕллевлĕн, план тăрăх туса пыма хăнăхтарни;

-пухнă пĕлӳсене тивĕҫлĕ ĕҫре тĕрĕслесе ҫирĕплетни.

V КЛАСС АЧИСЕН РЕЗУЛЬТАЧĚСЕМ

  • вĕренекенсен пĕлӳ, пултару, хăнăху ĕҫĕ-хĕлĕ;
  • вĕренӳ хевти-талпăнăвĕ.

(ВУЛАВ. Класра вуласа тишкерни тата килте вуласа класра сӳтсе явни. Ирĕклĕ вулав)

Харкамлăх результачĕсем:

- калаҫас, тăнласа ăнкарас, ăнланса вулас енсене аталантарни;

- тăван сăмахлăха вĕрентесси халăх традицийĕсем ҫинче никĕсленнине ăнланни;

- тĕнче литературинче чăваш халăх сăмахлăхĕпе тăван литературăн тӳпи те пысăк пулнине, ачасене (вулакана) ăс панине ăнланса илни;

- ҫыравҫă ытларах пурнăҫри чăн ĕҫсене мар, хăй ăсланă пулăмсемпе геройсене сăнланса кăтартнине ăша хывни;

- илемлĕ хайлавсене вуласа тухнă хыҫҫăн харпăр хăй шухăшне палăртма пĕлни (хăй вуланă кĕнеке ҫинчен шухăшланине ҫирĕплетсе пани);

- ҫĕнĕлĕх кӳме, мĕн шутласа хунине ҫине тăрса пурнăҫлама хавхаланни.

Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем:

- сисĕм-туйăм пултарулăхне ӳстерме пулăшни, таврари тĕнчене пĕлсе пынă май ĕҫе йĕркелес хăнăхусем туянма хавхалантарни

- илемлĕ литература ăслăлăх кĕнекисенчен уйрăлса тăнине ĕнентерме пултарни;

- юратнă ҫыравҫăсем, геройсем ҫынсен пурнăҫне, шухăш-кăмăлне, чун-чĕрине уҫса панине ăша хывни;

- халăх сăмахлăхĕпе ҫыруллă сăмахлăх жанрĕсене системăласа ушкăнлама пĕлни;

- пĕр темăпа тĕрлĕ позици пулма пултарнине ăнланни, вĕсенчен пĕрне суйласа илме е хăйĕн урăхла шухăшне палăртма пĕлни;

- литература сăмах ăсталăхĕ пулнине, вăл пурнăҫа пĕтĕмлетӳллĕ тишкерсе, пĕр-пĕр темăн (проблемăн) паллăрах енĕсене вăйлатса кăтартнине палăртма пĕлни;

- тăван литература шалашĕнче проектсем пурнăҫланă май вĕренӳ задачисене лартма, проблемăна татса памалли ҫул-йĕре тупма пĕлни;

- тăван литература халăхăн сăнарлă вĕрентĕвĕ пулнине ăса хывни, ҫыравăҫсен курăмлă-сăнарлă шухăшне пĕтĕмĕшле логикăллă шухăшлав системине кĕртни, сăлтавласа каласа пама пултарни.

- тĕп ыйтăва тата хушма ыйтусене палăртни, малтанлăх шухăшĕсене калани, ĕҫе тунă чухне харпăр хăйне тĕрĕслесе тăни, ĕҫ результачĕсене ăнланса хак пани;

Предметăн пайрăм (ятарлă) результачĕсем:

- хайлавсенче ҫыравҫă ытларах чăн пурнăҫри фактсене мар, хăй шухăшласа кăларнă геройсемпе пурнăҫри пек сăнласа кăтартнине ăнланни;

- илемлĕ текст тата вулавҫă ҫыхăнăва тĕпе хурса геройсене хак пани, хакласа ҫырни, хăйĕн шухăшне палăртни;

- илемлĕ хайлав темипе тата тĕп шухăшне палăртма пĕлни;

- литература геройĕ, сăнар, персонаж пĕлтерĕшне ăнлантарма, сăнарсене уйрăммăн сăнлама (сăн-сăпачĕ, ĕҫ-хĕлĕ, шухăшĕ, кăмăлĕ, тыткаларăшĕ, пуплевĕ), ушкăнласа танлаштарма (автор харктеристики) пĕлни;

- хайлав тытăмне (ĕҫ пуҫламăшĕ, ĕҫ аталанăвĕ, ĕҫ хĕрсе ҫитнĕ вăхăт, ĕҫ вĕҫĕ) палăртма пултарни;

- сюжет (событисем, ĕҫсемпе пулăмсен ҫыхăнăвĕ, персонажсем хушшинчи хирĕҫӳ-тытăҫу (конфликт), пейзаж, интерьер) курма хăнăху пулни;

- прозăллă тата сăвăллă пуплев (ҫыравҫă пурнăҫри ӳкерчĕксене сăнлани):тропсем (эпитет, танлаштару, сăпатлантару, метафора), пуплев ҫаврăмĕсем (фигурисем): антитеза, паралельлĕх, хутлам, вăйлату, аллитераци, ассонанс чухлама пĕлни;

- сăвă тытăмĕ (миҫе ҫавраран тата йĕркерен тăни), сăвă ҫемми (ритмĕ), састаш (рифма), лирика геройĕ ăнлавсене уйăрма пĕлни.

Калаçупа çыру ăсталăхĕн результачĕсем

Харкамлăх результачĕсем:

- калаҫас, тăнласа ăнкарас, ăнланса вулас енĕсене аталантарни, калаҫăва тикĕс, уҫăмлă, таса тума хăнăхни;

- вуланине тĕплĕн, текст стилĕпе жанрĕн тĕп уйрăмлăхĕсене ҫухатмасăр каласа пани;

- текст тăрăх калаҫу чĕлхи, илемлĕ литература чĕлхи, официаллă стиль уйрăмлăхĕсене палăртма пултарни;

- сăмах вĕҫҫĕн тĕрлĕ темăпа калав, сăнлав, ăслав мелĕпе каласа пама хăнăхни;

Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем:

- шухăша ҫыхăнуллă ҫырса е сăмах вĕҫҫĕн каласа пама, пĕтĕмлетме, харпăр хăй шухăшне татăклăн та уҫҫăн пĕлтерме, тĕслĕхсемпе ҫирĕплетме, юлташсене тимлĕн итлеме хăнăхасси;

- илемлĕ хайлавăн ансат, кăткăс, цитатăллă планĕсене сăмахпа каласа тата ҫырса тăвасси;

- стена хаҫатне заметка, хаҫат-журнала корреспонденци ҫырни;

- вĕренӳ кĕнекисенчи тата хушма литературăри ăнлантарусемпе, словарьсемпе тата энциклопедисемпе усă курма хăнăхтарасси.

Предметăн пайрăм результачĕсем:

- вуланă илемлĕ хайлава (текстăн), спектакльпе фильма, телефильма хак пама вĕреннине аталантарни;

– пĕр-пĕр ĕҫ ҫинчен (класра е шкулта пулса иртни, экскурсие е пулла кайса килни, каникула епле ирттерни т.ыт.те) сăнласа, калавласа, ăсласа ҫырса пама хăнăхнине аталантарни;

- пĕр-пĕр героя, персонажа, ҫынна, ҫут ҫанталăк пулăмне, чĕр чуна, вуланă хайлав валли ӳкернĕ иллюстрацисем, картина репродукцийĕсем, слайдсем, фотосем, плакатсем тăрăх изложенийĕсемпе сочиненисем ҫырни;

- пулса иртнĕ ĕҫе-хĕле, вуланă халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене, илемлĕ хайлава литература теорийĕн пĕлĕвĕсемпе усă курса хаклама хăнăхни (ăслава аталантарни);

- сăмаха майлашăвĕсен пĕлтерĕшĕсене ăнланма пĕлнине лайăхлатни, вĕсемпе пуплевре усă курма хăнăхнине аталантарни;

- сасăсене, вĕсен майлашăвĕсене (интонаци, тембр, пауза, пусăм) тĕрĕс кални, вулас, палăртуллă (пăхмасăр илемлĕ) вулас хăнăхусене ҫирĕплетни;

- юптарăва, юмаха, калава инсценировка ҫырас никĕсе (диалог, монолог, полилог, режиссер ремарки ăнлавсем) аталантарни, пысăк мар текст тăрăх киносценарий ҫырни;

                                     Вĕренӳ содержанийĕ

Вĕренӳ содержанине темăсем тăрăх пайланнă. Пăрăнмасăр вĕренмелли ҫыравҫăсен хайлавĕсем пирки кĕске аннотаци панă. Вăсен тĕллевĕ – вĕрентекене материала мĕнле вĕрентмеллине планлама, малашнехи ĕҫсен калăпăшне пĕтĕмĕшле палăртма пулăшасси. Вĕрентекен ăслăлăхпа критика (тĕпчев) сĕнĕвĕсене, меслетлĕх шайне, конкретлă условисенене шута илсе программа сĕнекен хайлавсене хăйне май йĕркелесе вĕрентме пултарать. Тăван литература вĕрентĕвĕн пĕтĕмĕшле çул-йĕрне пăхăнса пымалла çеç.

1 пай. ХАЛĂХ СĂМАХЛĂХĚ (5 СЕХЕТ)

1. Халăх юмахĕсем. Асамлă, йăла, чĕр чунсем ҫинчен калакан юмахсем. Асамлă юмахсем паттăрла ĕҫ-хĕлпе кăсăклантарни, вĕсенчи приключени мелĕ. Юмахсенчи ырă тата усал. Юмахсенчи асамлăх япалисем.

Чĕр чунсене этем пек калаҫтарни. Этемпе чĕр чуна куҫăмлăн сăнарлани

2.  Литература юмахĕсем

Мархва Трубина "Шĕшкĕ".

Владимир Бараев "Этикан Утиканпа.**

Елен Нарпи. "Ылтăн тулă пĕрчи.**

Илле Тăхти „Ухливан вутăша улталани „Кайăк патши“*

Иван Мучи „Тавăрпи“**

Николай Шупуҫҫынни „Ăслă Эссепе“, „Ăслă суеҫĕ“.*

Раиса Сарпи «Тăрнаккай».*

Халăх сăмахлăхне пухса, сюжечĕсемпе усă курса, урăхлатса ҫĕнетнĕ хайлавсем. Юмахсенчи пурнăҫ чăнлăхĕ. Вĕсенче этеме пур енлĕн сăнлани, ăса вĕрентсе калани3. Ваттисен сăмахĕсемпе тупмалли юмахсем.                3.Ваттисен сăмахĕсем – чăваш халăхĕн ытарайми ăсталăхĕ: илемлĕ, ăслă, тарăн шухăшлă сăмахсем. Вĕсен чун-чĕре илемлĕхне палăртас, ĕҫченлĕхне вĕрентес ĕҫри пахалăхĕ.** 

4. Тупмалли (сутмалли) юмахсем (туптармăшсем) – халăхăн нихăҫан кивелмен поэзи хайлавĕсем. Вĕсем халăх ăс-тăнĕн, фантазийĕн иксĕлми ҫăл куҫĕ.** 

5. Сăпка юррисем. Чĕнӳ-йыхрав сăввисем.

Юрă этеме пурнăҫри йывăрлăхсене ҫĕнтерме, халăх тытса пыракан ырă йĕркепе пурăнма вĕрентни, ырра малалла аталантарма пулăшни, телейшĕн кĕрешме хавхалану кӳни.*

6 . Истори халапĕсем. Истори халапĕсем общество пурнăҫĕнчи пулса иртнĕ Пулăмсене пурнăҫра чăн пулнă пек туса сăнлани. Истори халапĕсем - истори докуменчĕсем мар. Вĕсем халăх хăй кунҫулĕнчи историлле пулăмсене кăмăлласа е сивлесе йышăннине кăтартнни. **

Тавралăх халапĕсем.*

7. Улăп халапĕсем ("Улăп" эпос).

Улăп халапĕсем - легендăллă сюжетлă халапсем, чăваш эпосĕн авалхи

II пай.КЛАСРА ТАТА КИЛТЕ ВУЛАСА ТИШКЕРЕССИ.

ИРĚКЛĚ ВУЛАВ  ( 43 СЕХЕТ)

1. Чăваш ҫыравҫисем чĕр чунсем ҫинчен.

Трубина Мархви. „Чăхпа кушак“ калав.

Георгий Орлов. „Çерҫи“ тĕрленчĕк.

Ева Лисина. «Пăркка мучи» калавĕсем. («Мускав кушакне вилме памарăм» калав).

Николай Ишентей. „Чĕп хуралĕнче“ сăвă.

Нелли Петровская. "Качака" калав.

Нестер Янкас. "Вихтăрпа шăнкăрч" сăвă.

Александр Угольников. „Хура ĕне” калав.

Иван Ивник. „Юрăҫсем“ сăвă.

Николай Мăскал. „Выльăх чĕлхи“ сăвă.

Ачасемпе пысăккисем валли хайланă хайлавсенчи ачасен сăнарĕсем. Чĕрĕ чунсемпе этем хушшинчи туслăх. Çĕр ҫинчи пур чĕр чуна упраса хăварас, юратас, шеллес, хӳтĕлес туйăма аталантарас шухăшсем. Çак сăнарсен кулăшла ĕҫĕсем, хуйхи-суйхи. Хайлавсен тĕсĕсем, жанрĕсем.

2. Чăваш ҫыравҫисем тăван кил, туслă ҫемье, аслисемпе кĕҫĕннисен кăмăл-сипет сыпăнăвĕ ҫинчен.

Юрий Скворцов. Амаҫури анне“ калав.

Геннадий Волков. „Ăслă ача“ калав.

Иван Яковлев.„Çемйĕре лайăх пăхса усрăр...(„Халал“ сыпăкĕ).

Николай Теветкел. „Карттă” сăвă.

Людмила Сачкова. „Çиҫĕм Натюш“ калав.

Валерий Раштав.“Аннен ҫуралнă кунĕ“ сăвă.

Хветĕр Акивер. "Хĕвел" калав.

Юрий Сементер. „Амăшĕн чунĕ“ сăвă.

Алексей Аттил. „Йăмăка“ сăвă.

Ачасемпе пысăккисем валли хайланă хайлавсенчи ачасемпе пысăккисен сăнарĕсем. Тăван кил - ăсталăх вырăнĕ, кил ăшши, чун ăшши. Чи ҫывăх тăвансен юратăвĕ, ашшĕ-амăшĕ тăван ачана ăслă-тăнлă ҫын тăвас тесе пулăшни. Çамрăксемпе ваттисем хушшинчи ҫураҫулăх. Хайлав тытăмĕнчен шалти саккунĕнчен жанр тĕсĕ тухни.

    Кашни темăпа сехетсен шутне кăтартнă тематика планĕ

Класс    5

Сехетсен шучĕ   пурĕ 70 с., эрнере-2 с.

П/а Пуплеве, сăвă вулав ăсталăхне аталантарма -10 сех.

 

Администраци ирттернĕ тĕрĕслев ĕҁĕ 1 с.

  Килти вулава йĕркелеме -8 сехет

УМК «Вĕренӳпе вулав кĕнеки. 5 класс валли Н.Г.Иванова. П.Н.Метин хатĕрленĕ. Шупашкар: Чăваш кĕнеке идательстви, 2013,271 с.»

ТЕМАТИКА ПЛАНĔ

Урок

йĕрки

Урок теми

Урок шучĕ

1

2

3

1

Куртĕм.

Илемллĕ сăнарлăх тĕнчи

1с.

I. Халăх сăмахлăхĕ

  1. Сăвă-юрă янăрать юрлама пĕлсен кăна!  (1 сех)

2

Ача-пăча сăмахлăхĕ. «Ансат вăйăсем (Шут вăййи)», «Ят пĕлмелле»

1с.

Йăла уявĕсен сăвви-юрри(1 с.)

3

Йăла уявĕсен сăвви-юрри.

Çăварни юррисем. Сурхури юррисем

1 с.

Сахал сăмахпа та нумай калама пулать (6 с.)

4

Сахал сăмахпа та нумай калама пулать. Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем

1с.

5

Тупмалли юмахсем

1с.

6

Сăнавсемпе паллăсем

1 с.

7

Литература юмахĕ.

К.В.Иванов. Тимĕр тылă.

1 с.

8

К.В. Юмах каласа парас пултарулăх.

К.В. Ивановăн «Икĕ хĕр» литература юмахне инсценировкăласа лартса пани.

В.Г. Бритвинăн «Утиканпа Этикан» юмах валли тунă картина тăрăх ҫырнă инсценировка (диалог) сырни

1 с.

9

Пуплеве, сăвă вулав ăсталăхне аталантарма. Инсценировка ҫырни, лартса пани.

1 с.

Чĕр чунсем – пирĕн туссем (7 с.)

10

Ева Лисина «Мускав кушакĕсене чапа кăлартăм»

11

Ева Лисина «Мускав кушакĕсене чапа кăлартăм»

1 с.

12

Николай Ишентей. Чĕп хуралĕнче хайлав

1 с.

13

Трубина Мархви. Чăхпа кушак хайлав

1 с.

14

Трубина Мархви. Чăхпа кушак хайлав

1 с.

15

Георгий Орлов. Çерҫи хайлав

1 с.

16

Килти вулав урокĕ Микул Мăскал. «Выльăх чĕлхи» е «Кукамайăн сар чăххи»

1 с.

17

Пуплев ăсталăхне аталантарасси

(Класри сочинени)

Сăнлав сочиненийĕ

1 с.

Тăван кил – ылтăн сăпка (5 с.)

18

Юрий Скворцов. Ама  сури анне

1 с.

19

Юрий Скворцов. Ама  сури анне

1 с.

20

Геннадий Волков. Ăслă ача

1 с.

21

Килти вулав.

Валентина Элпи. Анне

1 с.

22

Пуплев ăсталăхне аталантарасси.

Сăнлав сочиненийĕ.

(Класри сочинени)

1. Н.В.Овчинников. Пурнăҫ йывăҫҫи.

2. Манăн юратнă анне.

Чи ҫывăх ҫыннăм.

Манăн чи юратнă ҫыннăм.

1 с.

Вăйли ҫук та этемрен...( 6 с.)

23

Порфирий Афанасьев. Кăйкăр. Вутпа чечек.

1 с.

24

Тихăн Петĕркки. Çутталла.

1 с.

25

Тихăн Петĕркки. Çутталла.

1с.

26

Тихăн Петĕркки. Çутталла.

1с.

27

Килти вулав.

1.Константин Петров. Сенкер ҫăлтăр.

2. Анна Николаева. Ывăлăм ҫинчен (А.Г.Николаев космонавт амăшĕ аса илнинчен).

3. Александр Кăлкан. Алим (Аудиодискри пьесăна итлени)

1с.

28

Пуплев ăсталăхне аталантарасси. Сăнлав (ăслав) сочиненийĕ

 (Класри сочинени)

Н.В.Овчинниковăн «Космонавтсен ҫемйи» картина репродукцийĕ тăрăх таблицăллă кластер йĕркелĕр.

1с.

Ырă ҫын пуласси ачаран паллă ( 8 с.)

29

Мария Ухсай. Ирхи сывлăм

1с.

30

Петĕр Ялкир. Интермедисем (Паллашу. Ăҫта тĕрĕслĕх.)

1с.

31

Марина Карягина Слива вǎрри

1с.

32

Марина Карягина Слива вǎрри

1с.

33

Хветěр Уяр. Эсир Куука курман-и.

1с.

34

Хветěр Уяр. Эсир Куука курман-и.

1с.

35

Килти вулавĕ

Архип Александровĕ Тěрěс тунǎ

1с.

36

Пуплев ǎсталǎхне аталантарассиĕ

Изложени е сǎнлав (ǎслав) сочиненийě

Суйлама: 1. М. Карягинăн аса илĕвне тимлĕ вулăр.

1с.

Ěҫ ҫынна илем кӳрет (7 с.)

37

Иван Егоровǎн «Ывǎл»

1с.

38

Иван Егоровǎн «Ывǎл»

1с.

39

Александр Галкин Икě сǎнлǎ пурнǎҁ

1с.

40

Владимир Степанов Экслюзивлǎ сǎвǎм

1с.

41

Владимир Степанов Экслюзивлǎ сǎвǎм

1с.

42

Килти вулав

Елизавета

Александр Кǎлкан Юптарусем

Осипова Пахчари хушě

1с.

43

Пуплев ǎсталǎхне аталантарасси

Кулǎшла калавĕ

Сǎнлав е калу сочиненийě

(Класри сочинени)

Суйлама: 1. Пĕр-пĕр кулăшла ĕҫ ҫинчен каласа парăр, план тăвăр, калуллă сочинени ҫырăр.

2. К. В. Владимировăн «Çемье» картина репродукцийĕ тăрăх таблицăллă кластер йĕркелĕр.

1с.

Асли ăслă, кĕҫĕнни сапăр пултăр (6с.)

44

Лидия Саринен «Цирк курма кайни»

1с.

45

Лидия Саринен «Цирк курма кайни»

1с.

46

Раиса Сарпиĕ «Эпě тухатмǎш карчǎкпа» паллашни

1с.

47

Раиса Сарпиĕ «Эпě тухатмǎш карчǎкпа» паллашни

1с.

48

Килти вулав.

Александр Кăлкан Панулми

Антонина Васильева Çĕн кайăкпа кантраллă кукăль

1с.

49

Пуплеве, сăвă вулав ăсталăхне аталантарма. Проект ĕҫĕ: ҫыру ҫыратпăр.

1с.

Çут ҫанталăк тупра - эсĕ ăна упра! ( 5с.)

50

Валерий Туркай. Айǎп

1с.

51

Валерий Туркай. Айǎп

1с.

52

Георгий Ефимов

Хěвел тухнǎ вǎхǎтра

1с.

53

Килти вулав

Юрий Скворцов «Вǎлтари рак

Юрий Петров (Вирьял) Тумла сехечěсем

1с.

54

Пуплеве, сăвă вулав ăсталăхне аталантарма. Р.М. Ермолаевăн «Юннатка» картина репродукцийĕ Тăрăх таблицăллă кластер йĕркелĕр.

1с.

Киревсĕр йăла-йĕркерен хăтăлар! ( 4с.)

55

Любовь Мартьянова

Ятсǎр троллейбус

1с.

56

Борис Чиндыков

 Аҫу

1с.

57

Борис Чиндыков

 Аҫу

1с.

58

Пуплеве, сǎвǎ вулав ǎсталǎхне аталантармаĕ

Интервью

Ăслав сочиненийě

(Килти сочинени)

1. Шкул директорĕнчен, класс ертӳҫинчен, поселени пуҫлăхĕнчен ҫак пайра хускатнă ыйтусемпе интервью илни.

2. «Чăваш ялĕсен драми» е «Эрех ҫынна ырă кӳмест» темăпа ăслав сочиненийĕ ҫырăр. Вуласа паллашнă, сӳтсе явнă хайлавсенчи тĕслĕхсемпе хăвăр шухăша ĕнентерĕр.

1с.

Тискер вăрҫă ан пултăр нихăҫан! ( 12 с.)

59

Николай Мартыновǎн «Юнлǎ сырла»

1с.

60

Николай Мартыновǎн «Юнлǎ сырла»

1с.

61

Ольга Туркайĕ Пахчари сěмěрт

1с.

62

Ольга Туркайĕ Пахчари сěмěрт

1с.

63

Сергей Павлов Ача вǎййи мар

1с.

64

Сергей Павлов Ача вǎййи мар

1с.

65

Александр Алка. Ырǎ ят

1с.

66

Тĕрĕк литературинчен

Абдулла Тукай Ача амăшĕ Сăпка сиктернĕ Чух юрланă юрă

1с.

67

Максим Ястран Шǎплǎхра

1с.

68-70

Тест ĕсĕ ( вĕренӳ ҁулĕ вĕҁĕнчи тĕрĕслев ĕҁĕ)

3с .


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Рабочая программа по математике (алгебре) 5-9 классы и рабочая программа по геометрии 7-9 класс

Рабочая программа составлена на основе примерных программ основного общего образования по математике 2004 года по учебным комплектам: математика 5-6 класс - Н. Я. Виленкин и др., алгебра - Ю. Н. Макар...

Аннотация к рабочей программе по математике (алгебре и началам анализа), 11 класс , профильный уровень; рабочая программа по алгебре и началам анализа профильного уровня 11 класс и рабочая программа по алгебре и началам анализа базового уровня 11 класс

Аннотация к рабочей программе по МАТЕМАТИКЕ (алгебре и началам анализа) Класс: 11 .Уровень изучения учебного материала: профильный.Программа по алгебре и началам анализа для 11 класса составлена на ос...

Рабочая программа по русскому языку 5 класс Разумовская, рабочая программа по литературе 5 класс Меркин, рабочая программа по русскому языку 6 класс разумовская

рабочая программа по русскому языку по учебнику Разумовской, Львова. пояснительная записка, календарно-тематическое планирование; рабочая программа по литературе 5 класс автор Меркин. рабочая программ...

Чăваш литературипе 6-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ

Чăваш литературипе 6-мĕш класс валли  хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ...

Чăваш литературипе 7-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ

Чăваш литературипе 7-мĕш класс валли  хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ...

Чăваш литературипе 8-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ

Чăваш литературипе 8-мĕш класс валли  хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ...

Чăваш литературипе 9-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ

Чăваш литературипе 9-мĕш класс валли  хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ...