Конкурс учителей родного языка и литературы «Туган тел»
план-конспект урока на тему

Новикова Альбина Артуровна

Конспект открытого урока  Чувашский язык 1 класс

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon chuvashskiy_yazyk_1_klass.doc130 КБ

Предварительный просмотр:

Авторĕ:  Новикова Альбина Артуровна, Тутарстан Республикăри Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки вăтам шкулĕнче пуçламĕш класра вĕрентекенĕ.

Чăваш чĕлхи урокĕ. 1-мĕш класс. УМК «Перспектива».

Урок теми :  «Чăваш чĕлхи саспаллийĕсене (азбукăна) вĕренни çинчен  пĕтĕмлетсе каласси»

Урок тĕсĕ: Пĕтĕмлетÿ урокĕ.

Сапăрлăх тĕллевĕ: чăваш чĕлхине юратма вĕрентесси;

Пĕлÿ тĕллевĕ: вĕреннĕ саспаллийĕсене аса илесси, пĕтĕмлетÿ тума хăнăхтарасси;

Аталантару тĕллевĕсем: ачасен шухăшлавне аталантарасси, шухăша калама вӗрентесси.

УУД

Харкамлăх результачĕсем:

-аслисем ертсе пынипе ушкăнра ĕçлеме вĕренсе пыни;

Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем:

-тимлесе итлеме, ăнланма, ыйтусене уçăмлăн хуравлама хăнăхса пыни.

Предметăн пайрамлă результачĕсем:

-чăваш чĕлхинчи тĕп сасăсемпе, вĕсен саспалийĕсемпе вĕреннине пĕтĕмлетни.

Курăмлăх хатĕрĕсем: Роwer Point программăпа хатĕрленĕ урок презентацийĕ, компьютер, проектор, саспаллийĕсен карточкисем.

Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну, ушкăнра хутшăнса ĕçлеме хăнăхтаракан технологисем.

Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, калаçу, шырав-тĕпчев, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, саспа вуласси, илемлĕ çыру  тата  вулав.

Усă курнă литературăпа  ресурсĕсем:

1. Пĕрремĕш  класс, «Чăваш азбуки» .А. А. Ермошкина.. –Шупашкар: ЧКИ,2007ç.

2.Тăван чĕлхепе литература вулавĕн тĕслĕх программисем: Чăваш шкулĕн 1-4 класĕсем валли (М.К.Волков, Л.П.Сергеев, Т.В.Артемьева,О.И.Печников, А.Р.Кульева) - Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательство центрĕ, 2013ç.

Урок юхăмĕ

  1. Класа урока йĕркелени.

Учитель:– Ырă кун пултăр, ачасем! - Сывлăх сунатăп!

Ачасем:(- Сывлăх сунатпăр, А.А.)

Пĕрле:- Шăнкăрав сас пачĕ

              урока чĕнсе,

             ачасем шăпланчĕç

             партă хушшинче.

Учитель:- Ларăр, ачасем!

Учитель:-Паян пирĕн пата Аньăпа Ваня хăнана килчĕç. Атьăр-ха вĕсене те сывлăх сунар!

Ачасем:- Сывлăх сунатпăр! Аня. Сывлăх сунатпăр! Ваня!

 

  1. Урокăн темипе, кĕске планĕпе паллаштарни.

Учитель: - Аньăпа Ваня  пирĕнпе пĕрле саспаллисене аса илесшĕн,  вăйăсем вылясшăн. Выльăпăр-и?

Ачасем:-Выльăпăр.

  1. Вĕреннине аса илни тата фонетика зарядки туни.

 Учитель: -Чи малтан чĕлхесене çемçетер.

 Урокра лайӑх ӗçлемешкӗн чӗлхе çӑвара çемçетни, сыпӑксемпе сӑмахсене вӗрентекен хыççӑн калани:

Пĕрле: – ӑ– шӑ –ӑш –ӑшӑ –ӑшӑтать

Ачасем мĕнле чӑваш саспаллине аса илтӗмӗр? Ачасем: «Ᾰ»- теççӗ. Ᾰ сас палиллӗ карточка кӑтаратаççӗ.

Пĕрле: – ӗ – çӗ –ӗç – вӗç – вӗçет – çӗнӗ

– Ачасем халӗ мӗнле сас паллине аса илтӗмӗр? Ачасем: «Ĕ»  саспалиллӗ карточкӑ  кӑтаратаççӗ.

Пĕрле: – ӳ – сӳ – ӳс – ӳсет - ӳкерет - ӳхӗ

– Ачасем мĕнле чӑваш сас паллине аса илтӗмӗр? Ачасем: «Ÿ»  - теççӗ?  Ÿ саспалиллӗ карточкӑ кӑтаратаççӗ.

– шурӑ – шурӑ – шурӑ Шупашкар

– çӗнӗ – çӗнӗ – çӗнӗ Шупашкар

– Халӗ вара, ачасем, мӗнле сас паллине аса илтӗмӗр? Ачасем: «Ç» саспаллине¸ çӗклесе кӑтартаççӗ.

(Партӑсем çинче чӑваш сас паллисем çырнӑ карточкӑсем пур.)

Учитель: Çак  чăваш саспаллисене тетрадь çине пĕрер çырса хурăр. (Ачасем çыраççĕ: Ă,Ĕ.Ÿ,Ç.)

Учитель: -Алфавита кам вуласа парасшăн? Тархасшăн….

(ачасем алфавита вуласа параççĕ)

Учитель: - Пурте маттур, ачасем.

III. Урок тӗллевӗсемпе паллаштарни. 

Учитель : Ачасем, эпир чăваш азбукине пĕтĕмпех вĕрентĕмĕр ĕнтĕ. Халĕ эпир чăваш чĕлхинчи саспаллисене пурне те пĕлетпĕр. Малалла чăвашла  вулама та , çырма та пултаратпăр. Ку урокра эпир ĕлĕкрех вĕреннине кăштах аса илĕпĕр.

Лексикă материалне аталантарасси.

Учитель  - Аня Вăйи. («Мозговой штурм») «Пытаннă сасăсем» -тупмалли юмахсем. (презентаципе усă курмалла)

Хуравне тупмалла, пытаннă саспаллине каламалла тата кăтартмалла, мĕнле сасă пĕлтернине каламалла. Сас паллисене тетрадь сине çырмалла. Уçă  саспаллине сылтăм енне çыратпăр, хупă сасса пĕлтерекен саспалли сене - сылтăм енне.

Уçă сасă       Хупă сасă

А                        Б….

Учитель:-1. Аякра- аякра, тинěсре,

                Автансем авăтман кĕтесре

               Анаслать тискер кайăк е пулă,

               Анчăкран та хăрушă….Мĕн вăл?

Ачасем: - акула.

Учитель: - Мĕнле саспалли ку самахра пытаннă? (Хуравлаймасан: Мĕнле сас паллинчен ку самах пуçланать? )

Ачасем: А

Учитель: - А саспалли  мĕнле сасă тăвать?

Ачасем: - уçă сасă.

(Ачасем тетрадь çине çыраççĕ. Учитель доска çине çырать.

Ытти саспаллисене те çакăнпекех аса илмелле.)

2. Автан мар- авăтать,
Ыйха сирет, вăратать,
Хăйĕн çине пăхтарать.
Мĕн- ши вăл, кам калать?  (б- будильник, б –хупă сасă)

3. Вирхĕнсе пырать вăл сассăр,
Газ е тĕтĕм кăлармасть.
Ярăнас килет пулсассăн
Педаль тивĕ çавăрма.(в-велосипед, в- хупă сасă).

4. Кукăр-макăр турат пур,
Турат çинче çимĕç пур.
Татрăм, типĕтрĕм-икек:
Пулчĕ ватă карчăк пек. ( и – изюм, и –уçă сасă).

5.    Хитререн те хитрине
     Илетпĕр те суйласа,
     Саламлатпăр пĕр-пĕрне
     Ырă сăмах хайласа. (о- открытка, о –уçă сасă).

6. Мăйĕ вăрăм та- хур мар,
Ирĕк çеç ăна эс пар:
Ав епле мăйне тăсса
Кăрлатсах çăтать тусан. (п –пылесос, п-хупă сасă).

7. Уçăлать те хупăнать,
Хупăнать те уçăлать:
Кěнекен, пенал, тетрадь
Шкул ачи унта упрать. (р- рюкзак, р - хупă сасă).

8. Алла тытрĕ Катя
Пĕчĕк хулăн катер.
Лÿчěркеннě пиншака
Самант турě яп-яка. (у –утюг, у – уçă сасă)

Учитель: ачасем , уçă сасăсене каласа тухăр…..

                Халĕ хупă сасăсене калăр…..

А     Б

И     В                

О     П

У     Р

Учитель: - Пурте маттур, ачасем.

  1. Физкультура саманчӗ. 

Ут –ха Ваня

Ут-ха Аня

1,2,3

Çуп-ха Ваня

Çуп-ха Аня

1.2.3

Пĕшкĕнсе кăтарт мана эс

1.2.3

Алăсе çуле, мала, аялла

Йăл кулар-та шăп ларар.

  1. Ваня -Вăйи    - Ăмăрту  - «Кам нумай?» -Сыпăксем туни.

Учитель : Панă саспаллисемпе сыпăксем тумалла.

Ачасем: СЫПăКСЕМ:

БА    ВА   ПА   РА

БИ  ВИ   ПИ    РИ

БО    ВО    ПО   РО

БУ    ВУ    ПУ     РУ

Учитель:- Хытă сыпăксене калăр…..Çемçе сыпăксене калăр……

Учитель: - Пурте маттур, ачасем.

Учитель: Çак сыпăксенчен сăмахсем тумалла. Тĕслĕхрен: па –парта, Бо-Борис,

СăМАХСЕМ:

Батон    билет    Борис букварь

Валăк     вилка     Вова    вулав

Патак   пир   Полина    пулă

Рак        Рита   руна  Роман

Учитель:- Кашни ретри пĕр сăмахран предложени тумалла.

Предложениесем :

Букварь  пĕрремĕш кĕнеке.

Вова  кĕнеке   вулать.

Пулă  аван  хыпнă.

Рак  шывра пурăнать.

Учитель: - Пурте маттур, ачасем.

  1. Учитель: - Ачасем, пирĕн алфавитра тата та саспаллисем пур. Мĕнлĕ саспаллисене эпир паян çырмарăмăр? Алфавита уçăр. Саспаллине тетрадь çине çырăр.

(Ачасем çыраççĕ: г-д-е-ж-з-к-л-м-н-т-ф-х-ц-ч-ш-щ-ы-э-ю.) Чăваш алфавитĕнче тата мĕнле паллă пур? (ь,ъ)-Вĕсем сасă тумаççĕ.

Учитель: - Пурте маттур, ачасем.

  1. Урока пĕтĕмлетни. Ачасен ĕçне хаклани. 

Учитель: Ачасем, эпир азбука вĕрентĕмĕр. Малалла эпир чăвашла вулама та, çырма та пултарăпăр. Азбука пĕлни – калама çук пысăк, питĕ паха ĕç! Малалла та сирĕн  пурин те тăрăшса вĕренмелле.

 Ачасем,  мĕн сире  урокра килĕшрĕ?

Учитель: - Аньăпа Ваня  пирĕнпе сывпулашаççĕ.

                 Сывă пул Аня!

                 Сывă пул Ваня!

Учитель:- Пирĕн урок вĕçленчĕ.

                 -Тавтапуç сире , ачасем!