Классный час по теме «Юрататăп эп сире, тăван ҫĕр-шыв, тăван чĕлхе!»
классный час (5 класс) на тему

Васильева Ираида Ивановна

Классный час хорошо проводить с достаточным количеством учащихся, разбив их на несколько групп. Данное мероприятие позволить развить речь, творческие способности учащихся и коллективизм.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon klassnyy_chas.doc79 КБ
Office presentation icon yuratatap.ppt302 КБ

Предварительный просмотр:

«Юрататăп эп сире, тăван ҫĕр-шыв, тăван чĕлхе!» темăпа ирттернĕ класс сехечĕн конспекчĕ.

   Тĕллевĕсем: 1. Тăван ҫĕр-шыва, тăван чĕлхене юратас туйăма аталантарма майсем туса парасси.

   2. Тăван чĕлхене, хамăр пурăнакан ҫĕре упрас туйăма аталантарма майсем туса парасси.

    3. Ачасен творчествăлла пултарулăхне, тавҫăрулăхне, тимлĕхне аталантарасси.

   Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, буклет тумалли А4 форматлă хутсем, тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсем, карточкăсем, клей, хачă, сас паллисем тата №-сем лартнă тĕслĕ хутсем.

                Мероприяти йĕрки.

   Ачасене ушкăнсем ҫине (5 ушкăн, кашни ушкăнра 5-шер ача) пайласси ҫакăн пек йĕркепе пулса пырать: кашни ача номер тата сас палли лартнă карточка илет те ҫав номере тивĕҫлĕ сĕтел хушшине хăйĕн карточкипе тан килекен сас палли лартнă вырăна ларать.

    Учитель сăмахĕ.

      Мĕн-ши вăл тăван ҫĕр-шыв?

      Аякра-ши, ҫывăх-ши?

     Аякра та, ҫывăх та –

     Каласа парам, тăхта.

- Ачасем, паян  эпир хамăрăн Тăван çĕр-шыв – Чăваш Республики, Елчĕк ен çинчен, ĕçчен те сăпайлă чăваш халăхĕ çинчен, хамăр тăван ҫĕре, чĕлхене упрамалли ҫинчен калаçăпăр. Апла пулсан, паянхи калаҫу теми ««Юрататăп эп сире, тăван ҫĕр-шыв, тăван чĕлхе!»

 Эпĕ сире калаҫу темине каларăм, эпиграфне эсир хăвăр вулăр. Эпиграфа вулама сире ҫак таблица пулăшĕ. (Эпиграф: «Тăван ҫĕр-шывран хакли ҫук, тăван чĕлхерен илемли ҫук»)

«

23

2

4

1

17

22

9

20

-

30

33

4

20

1

17

27

1

14

15

12

22

24

14

,

23

2

4

1

17

29

9

15

27

7

20

7

17

12

15

7

16

15

12

22

24

14

».

1

2

3

4

5

6

7

8

9

10

11

12

13

А

Ă

Б

В

Г

Д

Е

Ё

Ĕ

Ж

З

И

Й

14

15

16

17

18

19

20

21

22

23

24

25

26

К

Л

М

Н

О

П

Р

С

Ҫ

Т

У

Ӱ

Ф

27

28

29

30

31

32

33

34

35

36

37

Х

Ц

Ч

Ш

Щ

Ъ

Ы

Ь

Э

Ю

Я

- Мĕн-ши вăл тăван ҫĕр-шыв? Мĕнле шутлатăр эсир? (ачасем хăйсен шухăшĕсене калаҫҫĕ) Ҫапла, тăван ҫĕр-шыв вăл чи малтан - тăван кил, аннен ҫепĕҫ чĕлхи, аттен ачаш алли, асанне-кукамайăн ырă юрри, асатте-кукаҫин ăслă юмахĕ. Ҫавăн пекех хамăр кас ачисем, тăван шкул, тăван ял. Ӱсерехпе татах та анлăланать ҫак ăнлав. Иккен вăл тăван ҫĕр-шыв – хамăр Елчĕк ен, Чăваш Республики.

 Чăваш Республикин территорийĕ пысăках мар пулин те, халăх йышĕпе ăна Раççейри çынсем йышлă пуранакан регионсен шутне кĕртеçҫĕ. Кунта 1 миллион та 360 пин çын пурăнать. Чăваш халăхĕпе пĕрле 60 тĕрлĕ халăх представителĕсем пурăнаççĕ. Çĕр чăмарĕнчи 4 пин халăх хушшинче чăвашсем 225-мĕш вырăнта, Раççейре 4-мĕш вырăнта тăраççĕ. Елчĕк районе илсен вара кунта        ҫын пурăнать. 53 яла 12 ял администрацийĕ пĕрлештерсе тăрать. Чăвашсемпе юнашарах пирĕн районта тутарсем те, вырăссем те пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаҫҫĕ.

              Куртăр пуль ĕнтĕ, ачасем, сирĕн умăрсенче кашни сĕтел ҫинчех буклет тумалли хутсем выртаҫҫĕ. Мероприяти вĕҫленнĕ ҫĕре сирĕн буклетсене тултармалла, илемлетмелле тата, вăхăт юлсан, хӱтĕлемемелле те пулать. Апла пулсан ĕҫе тытăнар. (5 конверт ăшĕнче 5 тĕрлĕ ĕҫ – ачасем хăйсем суйласа илеҫҫĕ)

    1-мĕш ĕҫ: Чăваш Республикин ялавне сăрласа карта ҫине ҫыпăстарса хумалла. (хатĕр макетне паратăп)

   2-мĕш ĕҫ: Ҫăлтăрчăксем касса кăларса Шупашкар тата Елчĕк тĕлне ҫыпăҫтарса хумалла.

   3-мĕш ĕҫ: Елчĕк районĕн паллă ҫыннисен ячĕсене карта ҫине ҫырса хумалла – Елчĕк районĕ тĕлне. (Учитель панă ятсенчен суйласа илмелле)

   4-мĕш ĕҫ: Чăваш енĕн паллă ҫыннисен ячĕсене карта ҫине ҫырса хумалла (Учитель панă ятсенчен суйласа илмелле)

   5-мĕш ĕҫ: Панă гербсем хушшинче ЧР тата Елчĕк районĕн гербĕсене тупса ҫыпăстарса хумалла.

- Чăваш çĕр-шывĕнче ырă, ĕçчен, пултаруллă çынсем пурăнаççĕ. Мĕн ĕлĕкрен чăвашсем хăйсен сăпайлăхĕпе палăрнă. Чăваш Республикинче нумай паллă çын – писательсемпе поэтсем, композиторсемпе художниксем, артистсемпе ученăйсем çуралса ÿснĕ. Кам-ха вĕсем, чăваш ятне çĕкленсем, чăваш халăхĕн мухтавлă çыннисем?

«Пирĕн паллă ентешсем» кроссвордпа ĕçлени.

1

2

 

 

 

 

 

 

3

 

 

 

 

 

 

4

 

 

 

 

 

5

 

 

 

 

 

6

 

 

 

 

 

7

 

 

 

 

 

 

1.Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, летчик-космонавт. (Николаев)

2.Ăсчах, 17 томлă словарь авторĕ. (Ашмарин)

3.Чăваш халăхне ҫутта кăлараканĕ. (Яковлев)

4.Пирĕн ентеш, Аслă Елчĕкре ҫуралса ӱснĕ паллă этнопедагог, академик. (Волков)

5.Пирĕн район администрацийĕн пуҫлăхĕ. (Миллин)????

6.»Нарспи» поэма авторĕ. (Иванов)

7.Пирĕн ентеш, граждан вăрҫин геройĕ, пултаруллă командир.(Чапаев)

ă) Анаграммăсемпе ĕçлени.

Республикăра 2 пин ытла  юхан шыв юхса выртать. Вĕсен хушшинче пысăккисем те, пĕчĕккисем те пур. Паллă юхан шыв ячĕсене эпир анаграммăсемпе ĕçлесе пĕлĕпĕр.

1. Мăнаçлăн, лăпкăн сарăлса юхатăп,

Эп–Чăвашри чи пысăк юхан шыв

Пĕр сас палли илсен сан урунта пулатăп.

Çăвать-тĕк çумăр - тăхăн, çук-тăк - хыв. (Атăл-атă). (Слайд)

                  2. П сас палли манра пулсан

Ман патăма çÿрен пулла.

С-па ăна улăштарсан

Юхса кĕретĕп Атăла. (Пĕве-Сĕве). (Слайд)

     

                   3. Темех мар-ха курăк маншăн

Хам кăшт çивĕчрех пулсассăн.

Эх, юхатăп! Кур та савăн,

Хыçа л хушса хурсассăн (Çава-Çавал). (Слайд)

- Чăваш Республикинче тата  мĕнле юхан шыв пур? (Пăла, Кĕтне, Ункă, Энĕш, Сурăм).

- Пирĕн районти юхан шывсене хăшĕсене пĕлетĕр? (Пăла)

        Слайдсем кăтартса пыратăп: Елчĕк енĕн, Чăваш Республикин илемлĕ вырăнĕсем. Ҫав вăхăтрах юхăнса кайнă уй-хирсем, таса марлăхпа тултарнă ҫырмасем, урамсем.

     - Малтанхи слайдсемпе кайранхисене танлаштарса мĕн калама пултаратăр, ачасем?

    (Ачасем хăйсен шухăшĕсене калаҫҫĕ)

    - Эсир пурте пĕлетĕр ĕнтĕ – кăҫал экологи ҫулĕ. Экологи вăл ҫутҫанталăка упрасси ҫеҫ мар. Чун экологийĕ тени илтнĕ-и эсир? Апла пулсан, пирĕн хамăрăн чун тасалăхне те упрамалла, ăна тĕрлĕрен кирлĕ-кирлĕ мар шухăшсемпе тата ĕҫсемпе вараласран упранмалла. Ҫавăн пекех хамăр калаҫăва та, чĕлхе илемне те ҫӱпĕлемелле мар.

Пĕр ача сăвă вулать.

Тăван çĕр-шыв вал пирĕн –

Çуралнă кил, умри йамра.

Тăван çĕр-шыв вăл пирĕн –

Хитре янран кĕсле-тăмра.

Тăван çĕр-шыв вăл пирĕн –

Пĕрре анчах, пĕлер хакне.

Тăван çĕр-шыв вăл пирĕн –

Асран кайми атте-анне.

   Татах буклетсем патне таврăнар-ха. Хальхинче сирĕн панă сăмахсемпе усă курса пĕчĕк ҫеҫ текст е сăвă ҫырмалла. Теми: тăван ҫĕр-шыв, тăван чĕлхе, вĕсене юратни, тата упрасси. (Карточкăсенче сăмахсем: тăваш ҫер-шыв, тăван чĕлхе, илемлĕ, хитре, упрамалла, юратмалла,                                     )

   Пĕр ача сăвă вулать.

Тăван çĕр-шыв вал пирĕн –

Çуралнă кил, умри йамра.

Тăван çĕр-шыв вăл пирĕн –

Хитре янран кĕсле-тăмра.

Тăван çĕр-шыв вăл пирĕн –

Пĕрре анчах, пĕлер хакне.

Тăван çĕр-шыв вăл пирĕн –

Асран кайми атте-анне.

     Вăйă «Малалла, малалла»

  1. Ҫĕр-шыв символĕсем (герб, ялав, гимн)
  2. Хире-хирĕҫле пĕлтерĕшлĕ сăмахсем (антонимсем)
  3. Чăваш ҫĕр-шывĕн ялавĕн тĕсĕ (сарăпа хĕрлĕ)
  4. Пĕр пек ҫырăнаҫҫĕ, илтĕнеҫҫĕ, анчах пĕлтерĕшĕсем тĕрлĕрен (омонмсем)
  5. Ҫурхи уйăх ячĕсене каласа тухăр (пуш, ака, ҫу)
  6. Тĕрлĕрен илтĕнеҫҫĕ, пĕлтерĕшĕсем пĕр (синонимсем)
  7. Йытă мĕншĕн вĕрет? (калаҫма пĕлмест)
  8. Типĕтнĕ курăк сăмах майлашăвне виҫĕ саспаллиллĕ самахпа калăр (утă)
  9. Ҫумăр ҫунă вăхăтра курак мĕнле турат ҫинче ларать? (йĕпе)
  10. Хĕллепе ҫулла хушшинче мĕн пур? (ҫуркунне)

   - Буклет тăвас ĕҫе вĕҫлетпĕр. Хатĕр хĕвеллĕ кластерсене, сиквейнсемпе тултаратпăр. Аяла хăвăр ятăрсемпе хушаматăрсене ҫыратăр.

    Кластерсем: 1. Тăван ҫĕр-шыв мĕн вăл?

                          2. Тăван ҫĕр-шыв мĕнле вăл?

                          3. Тăван чĕлхе мĕнле вăл?

   Синквейн теми:4. Тăван ҫĕр-шыв

                           5.Тăван чĕлхе.

- Мероприятие пĕтĕмлетсе ҫакăн пек ĕҫ тăватпăр. Эсир мероприяти пуҫланас умĕн тĕрлĕ тĕслĕ хутсем илтĕр. Вĕсем ҫине № лартнă тата сас паллисем ҫырнă. Паянхи калаҫава пĕтĕмлетсе ҫак саспаллисенчен сăмахсем тумалла, доска ҫине ҫыпăҫтарса хумалла. ( Ҫакăн пек предложени пулать: «Упрар тăван ҫĕре,  чĕлхемĕре!»)

    Юлашкинчен «Илемлĕ, илемлĕ» юрă кĕввипе  юрă юрласси.

      Илемлĕ, илемлĕ,

     Илемлĕ чăваш чĕлхи,

     Илемлĕ чăваш чĕлхи те

     Калаҫма пĕлсен кăна.

      Илемлĕ, илемлĕ,

     Илемлĕ тăван ҫĕр-шыв,

     Илемлĕ тăван ҫĕр-шыв та

     Упрама  пĕлсен кăна.


Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:

Слайд 1

Юрататăп эп сире, тăван ҫĕр-шыв, тăван чĕлхе!

Слайд 3

Эпиграф: «Тăван ҫĕр-шывран хакли ҫук, тăван чĕлхерен илемли ҫук».

Слайд 6

. Мăнаçлăн, лăпкăн сарăлса юхатăп, Эп–Чăвашри чи пысăк юхан шыв Пĕр сас палли илсен сан урунта пулатăп. Çăвать-тĕк çумăр - тăхăн, çук-тăк - хыв.

Слайд 7

. П сас палли манра пулсан Ман патăма çÿрен пулла. С -па ăна улăштарсан Юхса кĕретĕп Атăла

Слайд 8

Темех мар-ха курăк маншăн Хам кăшт çивĕчрех пулсассăн. Эх, юхатăп! Кур та савăн, Хыçа л хушса хурсассăн

Слайд 11

Илемлĕ, илемлĕ, Илемлĕ чăваш чĕлхи, Илемлĕ чăваш чĕлхи те Калаҫма пĕлсен кăна. Илемлĕ, илемлĕ, Илемлĕ тăван ҫĕр-шыв, Илемлĕ тăван ҫĕр-шыв та Упрама пĕлсен кăна.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Методическая разработка классного часа на тему: "Классный час – телепередача «Человек и профессия»

Классный час – телепередача  «Человек и профессия» Цели: 1. Знакомство учащихся с профессиями.           2. Выявление профессиональных склон...

Материал в помощь классному руководителю для подготовки классного часа, для оформления классного уголка на тему "Верь в себя"

Материал в помощь классному руководителю для подготовки классного часа, для оформления классного уголка на тему "Верь в себя"...

Обобщение опыта работы классного руководителя по теме: "Роль классного руководителя в интеллектуальном развитии ребенка"

В данной статье я обобщаю свой опыт работы класснного руководителя по развитию интеллектуалых способностей, так как ученик и его интеллектуальные возможности - одно  из важных направл...

Классное руководство. Семинар для классных руководителей по теме: "Воспитанием ли мы занимаемся?"

Ознакомление педагогов с характеристиками (признаками) ситуации воспитания с тем, чтобы обозначить границы «воспитательного поля» ....

Классный час на тему: Классный час на тему: "Конституция России"

Классный час на тему: Классный час на тему: "Конституция России"...

Методическое объединение классных руководителей по теме "Роль классного руководителя в системе воспитания школьников в условиях реализации ФГОС" (семинар).

Приведен сценарий семинара для классных руководителей. Рассмотрены цели, задачи воспитательной работы по ФГОС. Цель деятельности классного руководителя в условиях ФГОС. Функции, задачи современного кл...

Методическая разработка классного часа для 7 класса Конспект классного часа на тему «Жизнь, ставшая легендой»,

В 12-13 лет у школьников развивается самосознание, появляется стремление к самооценке, к определению своего места в мире. Большое значение приобретает для подростка поиск нравственного идеала. Отсюда ...