5-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем
олимпиадные задания (5 класс) по теме

Родионова Людмила Алексеевна

Олимпиада ирттермелли ĕçсем 

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon Olimpiada_irttermelli_ecsem.doc31 КБ

Предварительный просмотр:

Олимпиада ирттермелли ĕçсем

2010-2011 вĕренÿ çулĕ

5 класс

Çуралнă кун

     Эпĕ Слава ятлă. Манăн чи юратнă уяв – çуралнă кун, çавăнпа эпĕ ăна питĕ кĕтетĕп.

     Уява эпĕ хамăн чи çывăх туссене чĕнетĕп. Аттепе анне тăвансене чĕнеççĕ. Туссем, аннепе атте тата тăвансем мана çак уявра нумай ырă сăмах калаççĕ, тĕрлĕ парне параççĕ.

     Эпир çуралнă куна пуян сĕтел хатĕрлетпĕр. Магазинтан пысăк торт илетпĕр, хăш чухне анне ăна хăй тăвать. Сĕтел çине тĕрлĕ улма-çырла, тĕрлĕ салат лартатпăр.

     Уяв кашнинче савăнăçлă иртет. Эпир туссемпе юрлатпăр, ташлатпăр.(Г.Абрамова)

1. Аудировани (текста тимлĕ итлĕр,  вырăсла куçарса çырăр).

2. Ыйтусене хуравласа çырăр.

              Славăна хăш уяв килĕшет ?

              Вăл çак уява камсене чĕнет ?

              Ашшĕ-амăшĕ тата хăнасем Славăна мĕн параççĕ ?

              Уяв савăнăçлă иртет-и ?

              Славăпа тусĕсем уявра мĕн-мĕн тăваççĕ ?

3. Мĕн вăл ?

             37 пĕртăван

             Пурăнаççĕ пит аван.

             Тытăнатăн та А-ран

             Ăс пухатăн Я таран.

4. Çырса пĕтерĕр, вырăсла куçарăр.

            Кĕнеке пурне те  … .

            Кĕнекесĕр пĕлÿ … .

            Вĕренни çăкăр … .

            Алăра ĕç пултăр, пуçра ăс  … .

            Çĕр тенкĕ пуличчен çĕр … пултăр.

5. Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмахсем тупăр.

            тутлă                хитре

            шурă                пĕчĕк

            ăшă                  тĕттĕм

            çамрăк             çемçе

6. Предложенисем тăвăр.

           1) Ачасем, ярăн, çунашка, тăвайкки, йĕлтĕр.

           2) Сочинени, ятлă, эпĕ, çыр, «Пирĕн шкул».

           3) Ял, асанне, пурăн, манăн.

           4) Ача, ил, магазин, хура, шурă, çăкăр, сĕт, аш.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

6-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем

6-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçсем...

7-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем

7-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем...

8-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем

8-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем...

Ева Лисинăн "Çăкăр чĕлли" хайлавĕ тăрăх ирттермелли урокăн анлă конспекчĕ

Конспекта анлĕн çырса кăтартнă. Урока ирттерме усă курма пулать....

"Анне - пирĕн телей" 7-мĕш класра ирттермелли уяв сценарийĕ.

Чÿк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕ - Аннесен уявĕ. Эпир пурте аннене юрататпăр. Вĕсене халалласа ирттермелли уяв сценарийĕ сĕнетĕп....

К.В.Ивановăн "Нарспи" поэми тăрăх литература каçĕ ирттермелли сценари

 Силпи тёрёх.нче хал. те юхать: шаркать =\лл. валак пу=.нчен Нарспи =ёл.? Ч.рк.м.л ев.р =утё та таса вёл? К.=тенттин вил.мс.р Нарспий. кунта шыв ёсма =\рен.: Сетнер.пе т.л пулса хуйхине пусарнё?...

Усал - утпа, ырри çуран çÿрет (6-мěш класра литературăпа ирттермелли урок)

Урок тěсě: пěтěмлетÿ урокěУрок форми: литература эстафети.Сапăрлăх тěллевě:  1. Ушкăнпа ěçлеме тат пěр-пěрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтарасси. 2. Тимлě пулма, туслăха хаклама,чыса упр...