6-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем
олимпиадные задания (6 класс) на тему
Предварительный просмотр:
6-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçсем
6 класс
Хам çинчен
Эпĕ Илья ятлă. Вун икĕ çулта. Шупашкарта çуралнă. Раштав уйăхĕн иккĕмĕшĕнче манăн çуралнă кун. Пĕрремĕш класранпах çак шкулта вĕренетĕп. Халĕ эпĕ улттăмĕш класра. Вĕренÿ паллисем манăн начарах мар. Эпĕ математика, вырăс, чăваш тата акăлчан чĕлхи предмечĕсене юрататăп.
Пушă вăхăтра спортпа интересленетĕп. Волейбол тата футбол кружокне çÿретĕп. Вырсарни кунсенче Дима тусăмпа ÿкерме вĕрентекен шкула çÿретпĕр.
Çуллахи каникулта эпĕ çулсеренех асаттепе асанне ялĕнче пурăнатăп. Унта мана питĕ килĕшет. Асаннепе асатте мана питĕ
юратаççĕ. Мĕншĕн тесен эпĕ вĕсен пĕрремĕш мăнукĕ.
Юлашки çулсенче вара асаттепе колхоза ĕçе çÿретĕп. Акă иртнĕ çулла эпĕ пĕр кроссовкилĕх укçа ĕçлесе илтĕм. Унччен – футболка.
Çапла вара каникул сисмесĕрех иртсе каять. Сентябрь умĕн эпĕ ялан хулана таврăнатăп. Унтан шкулта тăрăшса вĕренме пуçлатăп.
(Г.Абрамова)
1. Аудировани (тимлĕ итлĕр, вырăсла куçарса çырăр).
2. Ыйтусене хуравласа çырăр (хăвăр çинчен).
- Эсĕ мĕн ятлă ?
- Миçемĕш класра вĕренетĕн ?
- Санăн юлташ пур-и ? Вăл мĕн ятлă ?
- Мĕнле предметсене килĕштеретĕн ?
- Санăн аслаçупа асаннÿ пур-и ?
- Эсĕ çулла яла каятăн-и ?
- Эсĕ унта мĕн ĕçлетĕн ?
3. Панă темăпа калав тăвăр (темăсенчен пĕрне суйласа илĕр).
1. Тăван çĕр-шыв.
2. Манăн юратнă чĕр чун.
3. Тус-юлташ.
4. Манăн асанне.
5. Канмалли кун.
6. Юлташăн çуралнă кунĕ.
7. Пирĕн пахча.
8. Манăн юратнă хула.
9. Ман юратнă кĕнеке.
4. Ребус
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
5-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем
Олимпиада ирттермелли ĕçсем...
7-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем
7-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем...
8-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем
8-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем...
"Анне - пирĕн телей" 7-мĕш класра ирттермелли уяв сценарийĕ.
Чÿк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕ - Аннесен уявĕ. Эпир пурте аннене юрататпăр. Вĕсене халалласа ирттермелли уяв сценарийĕ сĕнетĕп....
Усал - утпа, ырри çуран çÿрет (6-мěш класра литературăпа ирттермелли урок)
Урок тěсě: пěтěмлетÿ урокěУрок форми: литература эстафети.Сапăрлăх тěллевě: 1. Ушкăнпа ěçлеме тат пěр-пěрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтарасси. 2. Тимлě пулма, туслăха хаклама,чыса упр...
«Туслăхра-вăй» (4-мěш класра ирттермелли чăваш чĕлхи урокĕ)
Урок-обобщение по теме "Дружба"...
6-мӗш класра А. Воробьёв "Ҫӑкӑр" темӑпа ирттермелли урокӑн конспекчӗ
Конспекты уроков...