Работа с текстом Геннадия Волкова "Анне яшки"
презентация к уроку (5 класс)

Захарова Марина Анатольевна

Формировани читательской грамотности. Работа с текстом Геннадия Волкова с самопроверкой.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл rabota_s_tekstom_g._volkova.docx36.4 КБ
Файл rabota_s_tekstom_g.volkova.pptx285.63 КБ

Предварительный просмотр:

Геннадий Волковӑн «Анне яшки» калавӗпе ӗҫлесси

      1) Инсценировка

-Пӗлетӗр-и туссем, эпӗ кӑҫал питӗ чаплӑ машина илтӗм, ют ҫершывра тунӑ машина, хваттерте те ман импортный сӗтел-пукан ҫеҫ.

- Ну –ну…Манӑн та хваттер чаплӑ, кермен пек.

- Манӑн арӑм вара питӗ чиперскер, чи юлашки модӑпа тумланса ҫӳрет.

- Манӑн дачӑ таврари чи чапли, ҫичӗ тинӗс леш енчи чечексемпе улма-ҫырла ӳстеретӗп унта.

- Эпӗ пӗлтӗр пысӑк премие тивӗҫ пултӑм, сумлӑ ят илтӗм.

- Манӑн керӳ ют ҫӗр-шыва командировкӑна кайрӗ те тем те пĕр туянса килчĕ

- Эпӗ пысӑк сумма выляса илтӗм,

- Манӑн пиччене пӗлетӗр вӗт-ха, вӑл хӗрĕ валли ҫав тери чаплӑ ресторанта туй туса пачӗ.

-Эпӗ, служба картлашкипе ҫӳлерех хӑпарма пултартӑм.

- Эпӗ мӗнле ӗҫе тытансан та – пӗтӗм алӑк уҫӑ ман валли, кирлӗ ҫыхӑнусем пур манӑн.

-Ӗҫленипе кӑна мар, канма та пӗлмелле: кӑҫал Турцие тинӗс хӗррине кайса килтӗм, килте тупра тӑкӑнса тӑрать.

- Пӑхӑр-ха ман ҫине, мӗн тӑхӑнас тетӗп, ҫавна илетӗп, тӑхӑнатӑп.

- Эсӗ, вара, Улатимӗр, мӗн нимӗн те ченместӗн?

-Тен санӑн нимӗн те каламалли ҫук.

– Анне мана паян салма яшки пӗҫерсе ҫитерчӗ. Шӑп ачалӑхри пеккине. Шӑрши те ҫавах. Тӗсӗ те. Аннем хӑй те улшӑнман. Ватӑлнӑ паллах, анчах малтанхи пекех илемлӗ те ырӑ чунлӑ. Яшкине тӑм чашӑка ярса пачӗ. Хӗррипе танах. Мӗнле упраса хӑварнӑ-ши ҫав чашӑка? Ӗмӗрхискер вӗт. Аттеренех юлнӑ йывӑҫ кашӑка туртса кӑларчӗ. Килте тунӑскере. Аттен алли ылтӑнччӗ.

– Тӗлӗнмелле анне манӑн...Халӗ те мана ача вырӑнне хурса пӑхать. Тавах ӑна: эрне тутӑ ҫӳрĕп. Ачалӑхӑмри яшкана ҫинипех тӑранса лартӑм. Чуна канлӗх, ӳт-пӗвӗме вӑй кӗнӗн туйӑнчӗ.

 – Манӑн анне халӗ те сывӑ. Ку – мӗн тери телей!..

2) Алла панă текста тĕплĕ, васкамасăр вуласа тухăр, 1– 6 ĕçсене тăвăр.

(1)Пӗрле вӗреннӗ ҫичӗ тус вӑтӑр ҫул иртнӗ хыҫҫӑн тӗл пулаҫҫӗ. (2)Ку тӗл пулу пӗр класра ларнӑ çынсемшӗн чӑн-чӑн уяв. (3)Пӗр-пӗрне пӑхса ытараймаҫҫӗ, харпӑр хӑй пурнӑҫӗ ҫинчен кала-кала параҫҫӗ.

(4)Пӗрин ҫав тери чаплӑ машина пур иккен, теприн – кермен пек хваттер, виҫҫӗмӗшӗн арӑмӗ чи юлашки модӑпа тумланса ҫӳрет, тӑваттӑмӗшӗн дачинче ҫичӗ тинӗс леш енчи чечексемпе улма-ҫырла ӳсет, пиллӗкмӗшӗ пысӑк премипе сумлӑ ят илнӗ, улттӑмӗшӗн кӗрӳшӗ таҫти ют ҫӗр-шыва командировкӑна кайнӑ та тем те пĕр туянса килнĕ ...

(5)Аса илеҫҫӗ, кулаҫҫӗ, савӑнаҫҫӗ, каллех мухтанма пуҫлаҫҫӗ. (6)Пӗри пысӑк сумма выляса илнӗ, теприн пиччӗшӗ хӗрĕ валли ҫав тери чаплӑ туй туса панӑ, виҫҫӗмӗшӗ служба картлашкипе ҫӳлерех хӑпарнӑ, тӑваттӑмӗшӗн кирлӗ ҫыхӑнусем пур, пиллӗкмӗш тинӗс хӗррине кайса килнӗ, килӗнче тупри тӑкӑнса тӑрать имӗш. (7)Улттӑмӗшӗн те куҫӗ телейпе ҫиҫет, мĕншĕн тесен тупас, туянас, илес тенине тупнӑ, туяннӑ, илнĕ.

(8)Улттăмĕшĕнчен тĕлĕннĕ çынсен пит-куçĕ пĕр вăхăт çуталса илет те самантранах тĕксĕмленет. (9)Ᾰмсаннипе.

(10)Пурте кӑмӑллӑ, пурте телейлĕ. (11)Пурин те пурте пур. (12)Хӑшӗсем хӑйсене мӗн ҫитменнине те пӗлмеҫҫӗ. (13)Тата мӗн ҫинчен каласа памалла-ши пӗрле вӗреннӗ туссене, тата мĕнпе мухтанмалла?

(14)Сасартӑк курах каяҫҫӗ: вӗсенчен пӗри килнӗренпех шӑпӑрт ларать. (15)Ыттисем каланине тимлӗн итлет те сайра хутра тута хӗррипе кулса илет. (16)Ачалӑхӑмри юлташӑмсемех лараҫҫӗ-ши кунта тенӗ евӗр тухать ун кулли. (17)Вӗсем уншӑн ют-и, е вӑл вӗсемшӗн ют-и?

(18)Тинех пурте ун ҫине пăхаççĕ, вӑл мӗн каласса кӗтеҫҫӗ. (19)Ҫак пурнӑҫран мӗн илме пултарнӑ вӑл, мӗн пур унӑн? (20)Тепри пулсан хак парса, виҫсе те сӑнаса пӑхакан темиçе куҫ пӗр харӑс хӑй ҫине тӑрӑннипе ҫухалсах кайӗччӗ. (21)Ку вара пӑшăрханмасть те, кулянмасть те. (22) Лӑпкӑн ҫеҫ ҫапла каласа хурать:

(23)– Анне мана паян салма яшки пӗҫерсе ҫитерчӗ. (24)Шӑп ачалӑхри пеккине. (25)Шӑрши те ҫавах. (26)Тӗсӗ те. (27)Аннем хӑй те улшӑнман. (28)Ватӑлнӑ паллах, анчах малтанхи пекех илемлӗ те ырӑ чунлӑ. (29)Яшкине тӑм чашӑка ярса пачӗ. (30)Хӗррипе танах. (31)Мӗнле упраса хӑварнӑ-ши ҫав чашӑка? (32)Ӗмӗрхискер вӗт. (33)Аттеренех юлнӑ йывӑҫ кашӑка туртса кӑларчӗ. (34)Килте тунӑскере. (35)Аттен алли ылтӑнччӗ.

  1. Юлташӗсем шыв сыпнӑ пек шӑпӑртланнине асӑрхасан хайхискер сӑмахне малалла тӑсать:

(37)– Тӗлӗнмелле анне манӑн... (38)Халӗ те мана ача вырӑнне хурса пӑхать. (39)Тавах ӑна: эрне тутӑ ҫӳрĕп. (40)Ачалӑхӑмри яшкана ҫинипех тӑранса лартӑм. (41)Чуна канлӗх, ӳт-пӗвӗме вӑй кӗнӗн туйӑнчӗ.

(42)Калаҫма чарӑнса кӑкӑр туллин сывласа илчӗ те ҫапла хушса хучӗ:

(43)– Манӑн анне халӗ те сывӑ. (44)Ку – мӗн тери телей!.. (45)Çакна илтсен юлташĕсем маларах хăйсем мĕнпе мухтанни ниме те пĕлтерменнине туйса илчĕç те калавçă çине ăмсанса пăхрĕç.

(46)Çапла, тĕнчере анне пĕçернĕ яшка чи хакли те чи тутли иккен, уйрăмах атте тунă кашăкпа çисен. (Г. Волков.)

  1.  Вуланă текста мĕнле шухăш ҫывӑх? (1 балл)

  1. Ырă çын умĕнче эпир парăмра.
  2. Атте-анне – чи хакли.
  3. Чыса çамрăкран упра.
  4. Этем ăсĕпе ырă.

  1. Хăвăр вуланă текстра автор шухăшне хăш предложени уçса парать? (1 балл)

1) 2        2) 17        3) 37        4) 46

  1. Текста мĕнле стильпе çырнă? (1 балл)

  1. калаçу стилĕ
  2. наука стилĕ
  3. публицистика стилĕ
  4. илемлĕ литература стилĕ

  1. Текстра тӗл пулакан сӑмахсене ӑнлантарнине тупӑр. Ҫав сӑмахсем час-часах тӗл пулмаҫҫӗ, анчах текстра вӗсен пӗлтерӗшӗ уҫҫӑнах палӑрать. (Кашни тӗрӗс хуравшӑн 1-шер балл, пурӗ - 5)

1.Харпӑр

А.Инҫетре

2.Кермен

Ӑ.Пысӑк ҫурт (дворец)

3.Ҫичӗ тинӗс леш енче

Б.Кашни хӑй ҫинчен

4.Служба картлашкипе ҫӳлерех хӑпарнӑ

В.Хӑраса ӳкмест, тарӑхмасть

5.Пӑшӑрханмасть

Г.Ӗҫри должность ӳснӗ

  1. Текстра тӗл пулман предложенисене палӑртар, сас паллисене ҫырса илӗр. (Кашни тӗрӗс хуравшӑн – 2-шер балл)

А. Ку тӗл пулу пӗр класра ларнӑ çынсемшӗн чӑн-чӑн уяв.

Б. Виҫҫӗмӗшӗ тинес хӗрринче ҫурт туяннӑ.

В. Аттен алли ылтӑнччӗ.

Г. Çакна илтсен юлташĕсем маларах хăйсем мĕнпе мухтанни ниме те пĕлтерменнине туйса илчĕç те калавçă çине ăмсанса пăхрĕç.

Д. Ыттисем ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗҫ.

  1. Схемӑна тултарӑр. (5 балл)

                         

Хӑвӑра тӗрӗслӗр

0-6 б    – «2» Пӗтӗм вӑя хурса тӑрӑшмалла          

7-10 б – «3»  Тӑрӑшмалла-ха        

11-14 б – «4»  Лайӑх      

15-16 б – «5»  Маттур!


Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:

Слайд 1

Ҫ ЕМЬЕ Ҫ УЛТАЛӐКӖ

Слайд 2

1.Вуланă текста мĕнле шухăш ҫывӑх ? 1.Ырă çын умĕнче эпир парăмра . 2.Атте-анне – чи хакли . 3.Чыса çамрăкран упра . 4.Этем ăсĕпе ырă . 1 балл 2

Слайд 3

2.Хăвăр вуланă текстра автор шухăшне хăш предложени уçса парать ? 1) 2 2 ) 17 3 ) 37 4 ) 46 1 балл 4

Слайд 4

3. Текста мĕнле стильпе çырнă ? 1.Калаçу стилĕ 2.Наука стилĕ 3.Публицистика стилĕ 4.Илемлĕ литература стилĕ 1 балл 4

Слайд 5

4. Текстра тӗл пулакан сӑмахсене ӑнлантарнине тупӑр . Ҫав сӑмахсем час-часах тӗл пулмаҫҫӗ , анчах текстра вӗсен пӗлтерӗшӗ уҫҫӑнах палӑрать . 1 . Харпӑр А . Инҫетре 2 . Кермен Ӑ . Пысӑк ҫурт (дворец) 3 . Ҫичӗ тинӗс леш енче Б . Кашни хӑй ҫинчен 4 . Служба картлашкипе ҫӳлерех хӑпарнӑ В . Хӑраса ӳкмест , тарӑхмасть 5 . Пӑшӑрханмасть Г . Ӗҫри должность ӳснӗ Б Ӑ А Г В Пӗршер балл – пурӗ 5 балл

Слайд 6

5.Текстра тӗл пулман предложенисене палӑртар , сас паллисене ҫырса илӗр А. Ку тӗл пулу пӗр класра ларнӑ çынсемшӗн чӑн-чӑн уяв . Ӑ . Виҫҫӗмӗшӗ тинес хӗрринче ҫурт туяннӑ . Б . Аттен алли ылтӑнччӗ . В . Çакна илтсен юлташĕсем маларах хăйсем мĕнпе мухтанни ниме те пĕлтерменнине туйса илчĕç те калавçă çине ăмсанса пăхрĕç . Г . Ыттисем ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗҫ . Кашни тӗрӗс хуравшӑн – 2-шер балл Ӑ Г

Слайд 7

6. Схемӑна тултарӑр ? Тӗлӗнмелле анне манӑн ... Манӑн анне халӗ те сывӑ . Тĕнчере анне пĕçернĕ яшка чи хакли те чи тутли иккен . Анне 5 балл

Слайд 8

Хамӑра тӗрӗслетпӗр 0-6 б – «2» Пӗтӗм вӑя хурса тӑрӑшмалла 7-10 б – «3» Тӑрӑшмалла -ха 11-14 б – «4» Лайӑх 15-16 б – «5» Маттур !


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Работа над текстом. Членение текста на части. (5 класс. Коррекционная школа VIII вида)

Подборка упражнений поможет в развитии умения выделять части текста: вступление, главная часть, заключение. Школьники учатся озаглавливать текст, формулируя заглавие в виде его идеи или темы.Закрепляе...

Логопедическое занятие в 3 классе"Текст. Работа над текстом"

Урок разработан для учащихся 4 класса коррекционной школы VII вида с диагнозом "Задержка психического развития церебрально-органического генеза"...

План – конспект урока (русский язык, 9 класс) по теме: «Сложноподчиненные предложения и их роль в тексте» (на примере комплексной работы с текстом)

Слово учителя.Молчит река, отражая в себе бесконечность звездного неба. Журчит по ка­мушкам беспечный ручеёк, трепещет рябина на осеннем ветру... Всё это бессло­весный язык природы. И только человек м...

Фрагмент урока в 11 классе "Работа с текстом. Формулировка проблемы исходного текста (подготовка к ЕГЭ).

Предложенная разработка может использована для подготовки  одиннадцатиклассников к ЕГЭ. Можно применить как доплнительный материал к уроку....

Открытый урок по теме "Работа с текстом (в плане подготовки к ЕГЭ). Основные проблемы текста. Авторская позиция. Составление вторичного текста"

Этот урок поможет учителям, готовящим детей к ЕГЭ, на любом открытом материале составить вторичный текст....

Учебный текст как фактор смыслообразования учащихся (публикации о работе с текстом учебника и текстом задачи на уроке физики) (часть 2)

               В современной педагогической науке наряду с традиционными методами обучения используются и инновационные, одним из которых являе...

Учебный текст как фактор смыслообразования учащихся (публикации о работе с текстом учебника и текстом задачи на уроке физики) (часть 1)

В современной педагогической науке наряду с традиционными методами обучения используются и инновационные, одним из которых является метод графического моделирования. В инновационном образовании ...