Поэт-трибун Михаил Сеспель и Украина
статья по краеведению (10 класс) по теме
Исследование связи чувашского поэта Михаила Сеспеля и украинского народа.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
Poet-tribun_Mihail_Sespel_i_Ukraina.doc | 84 КБ |
Предварительный просмотр:
Чăваш Республикин Канаш район администрацийĕн
вĕрентÿ управленийĕ
Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă наукăпа практика конференцийĕ
Çеçпĕл Мишши тата Украина:
иртни, хальхи, пуласси
Ĕçе тăваканĕ:
Канаш районĕнче Çеçпĕл
вăтам шкулĕнче чăваш
чĕлхипе литература вĕрентекен
Сергеева Елена Георгиевна
Канаш – 2009
3 слайд
Çеçпĕл – çурхи чечек. Хĕвел чечекĕ. Ăшша та, сивве те çирĕп чăтать вăл. Шăннă юра шăтарса тухса кăвакăн-сиĕмĕсĕн курăнса, çутталла кармашса, çеçпĕл этем куçĕнчен яланлăха юлать, тĕнче вăраннине, çанталăк чĕрĕлнине ас тутарса тăрать. Шăпах çавăн пек Çеçпĕл Мишши те.
4слайд.
Касаккасси-Шĕкĕр… Мĕн тери илемлĕ вырăнта ларать вăл!
1969 çулта Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Указĕ тăрăх поэтăмăрăн тăван ялне Çеçпĕл ятне пама йышăннă.
Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа Асăну Комплексне туса хучĕç.
Эпĕ те Çеçпĕл Мишши çуралнă ялта, ун урамĕнче пурăнатăп. Палах, куншăн эпĕ савăнатăп, мухтанатăп та. Кашни кун, ĕçе васкатăп-и е килелле утатăп - поэтăмăрăн палăкĕ умĕнчен иртсе каятăп. Вăл мана ырă сунса чăвашлăха аталантарма пилленĕнех туйăнать.
5 слайд
Поэт пултарулăхне çак тапхăрсене уйăрса пăхаççĕ…….
Эпĕ Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕн юлашки тапхăрĕ çинчен калаçасшăн.
6 слайд
«Украина! Мĕн чуль эп сан çинчен шухăшламан-ши, сана курас килетчĕ, сан çыннусемпе курса калаçас килетчĕ. Халь куртăм ĕнтĕ.
Эх, Украина, эп выçă чух пĕр çын пĕр татăк памарĕ, пĕр ыр сăмах каламарĕ. Çĕр-шывăм! Халь пĕлтĕм, сана юратма пĕлмен эпир.
Çавăнпа сан хÿттÿ айĕнчен саланса пĕтмелле пулчĕ пуль…»
7 слайд:
Шăпах çакăнта, Шевченкăпа Коцюбинский çĕрĕнче, иртет Ç.еçпĕл Мишин кĕске пурнăçĕ вĕçĕнчи синкерлĕ кунĕ-çулĕ. Кунтах унăн юлташĕсемпе тусĕсем тупăнаççĕ, хамăр ĕмĕр пуçламăшĕнчи хăрушă выçлăх вăхăтĕнче ăна, Тăван çĕр-шывран татăлнăскере, çăкăр - тăварпа та ыррăн пулăшаççĕ, ăшă килте – çуртра усраççĕ.
8 слайд
1922 çулхи февралĕн 27-мĕшĕнче ăна Хĕрлĕ Çартан хăтарнă та, вăл вара Киевран Чернигов кĕпĕрнинчи Остер хули çывăхĕнче пурăнакан тусĕ Пакрышень патне тухса кайнă. « Чирлĕ пирки Хĕрлĕ Çартан килне янă Мишша ман патăма , Кашкăр Сăртне, 1922 çулхи март пуçламăшĕнче çуран пырса кĕчĕ. Эпĕ ăна тăван шăллăм пек кĕтсе илтĕм. Вăл мартăн 14-мĕшĕнче Остерти çĕрĕç пайне кайрĕ, пĕчĕк ĕçе вырнаçрĕ»,-тесе аса илнĕ Пакрышень.
Пĕлĕвĕпе ĕç опычĕ пысăккине кура Çеçпĕле часах Остерти çĕрĕç пайĕн секретарьне лартаççĕ, выçлăха пула урăх çĕртен куçса килекенсемпе ĕçлекен комиссии инструкторĕ туса хураççĕ. Çав хушăрах тата вăл комсомол ĕçне те хастарлăн хутшăнать, пухусене çÿрет, вырăнти çамрăксене халăх ĕçне явăçтарать.
9 слайд
Çеçпĕл Миши - Атăл тăрăхĕнчен тата Украинăн кăнтăр районĕсенчен выçăпа аптранипе тарса килнĕ халăха пулăшас енĕпе ĕçлекен Комиссин инспекторĕ тата « тройка» секретарĕ. « Тройкăна ертсе пыма Остер уездĕнчи çĕр ĕç пайĕн пуçлăхне Н.К.Савченкона лартнă-мĕн. Вăл кăра та вĕчĕрхенчĕк, таса мар алăллă, элекçĕсемпе йăпăлтисене кăмăллакан, усламçă чунлă çын пулнă. Хăйне хушнă ĕçе ячĕшĕн çеç тукаланă.
Шăпах Çеçпĕл Мишши пуçарăвĕпе çу уйăхĕн 20-мĕшĕпе çĕртмен 20-мĕшĕ хушшинче выçăпа асапланакансене пулăшмашкăн ятарлă уйăхлăх ирттерме палăртнă.Хайхи Савченко çак ĕçре те чăрмав хыççăн чăрмав кÿрсе тăнă: кирлĕ хутсене вахăтра алă пусмасăр вырттарнă.
Çеçпĕл Мишшин мĕн чул ĕçе пĕчченех тума тивнĕ: тĕрлĕ çере хут çырнă, ялсемпе хуласене кайса çÿренĕ, халăха пуха-пуха калаçнă, выçă та чухăн,чир-чĕрлĕ, çуртсăр-йĕрсĕр йышлă халăх валли апат-çимĕçпе çипуç пуçтарма ушкăнсем йĕркеленĕ.
Çеçпĕл Мишши Украинăна куçса пынă çынсене тимлĕн, чунран ăнланса итленĕ, вĕсем ыйтнине вăхăтра пурнăçласшăн вахăт та, вай та шеллемен-мĕн.
«Хăна килĕсем» уçнă, выçă çынсене апатлантарнă, чир-чĕртен сыватнă, çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтернĕ…
10 слайд
Кунта уншăн уйрăмах Остёр хули çывăхĕнчи ял çынни, халăх сăвăçĕ Федор Пакрышень питĕ çывăх пулнă. Вăл ăна варти тăванĕ вырăнне хунă, унпа пĕтĕм чунне уçса калаçма пултарнă, малаш
ĕмĕтне те, хастар шухăшне те тÿррĕнех пĕлтерсе хавхаланнă. «Федя! Федя!... Эсĕ тĕлĕнмелле лайăх çын иккенне эп халĕ çеç пĕтĕм чунпа ăнланса илтĕм. Санашкал ырă кăмăллă, çав тери юмарт чунлă çынна тата пурнăçа юратакан этеме эпĕ ку тĕнчере тĕл пулманччĕ-ха»,-тесе çырать вăл пĕр çырăвĕнче.
11 слайд
Çеçпĕл Мишши Ф. Пакрышеньпе Крыма Евпатори хулинчи «Талласа» санаторине сипленме кайсан паллашать. Украина поэчĕ хặйĕн аса илĕвĕнче ăна питĕ ырăпа асặнать.
«Эпир КИРЮША Турганпа пурăнакан пулĕме иккěн пырса кěчěç. Вěсенчен пĕри – Мускав вырăсĕ Сергей Иванов, тата вăтам пуллĕ, кěрнеклĕ çамрặк Михаил Кузьмич Кузьмин.
Мускав Серёжи пиртен хухул чĕпписем тесе тăрặхлама тытăнчě. Мишша чечеклĕ Украина ывăлĕсем терĕ. Кăна вăл темле çепĕççĕн, ặшшặн каларĕ. Эпир тинěс хĕррине кайма тухрăмăр. Мишша ытларах манпа калаçрĕ. Украина çинчен, хăй Т.Г.Шевченкăна юратни çинчен, украин чĕлхипе литератури çинчен пуплерĕ.
Мишшана пурсăмăр та эпир çивĕч ăсĕшĕн тата таса чунĕшăн юрататтăмăрччĕ.
Июнь вĕçĕнче хаçатсем Атăл тăрăхĕнче кунсем шăрăх тăни çинчен çырма тытăнчĕç, «выçлăх» сăмах сарăлчĕ. Çавсем Мишшана питĕ хурлантарчĕç. «Ман тăван ен вилсе выртрĕ ĕнтĕ»,- тетчĕ вăл час-часах.
Санаторирен каяс умĕн пиллĕкĕн пĕрле сăн ÿкерттертĕмĕр.
12 слайд
Çеçпĕл Мишшипе Ф. Пакрышень иккĕн пĕр хваттерте пурăннă, татăк çăкăра çурмаран пайланă.
13 слайд
«Çĕр-шывăм вилсе выртнă вăхăтра эпĕ аякра Украина улăхĕсем тăрăх сĕтĕрĕнсе çÿретĕп. Мĕн пур шухăшăм Тăван çĕр-шыв çинчен кăна, çак выç самана Асапĕ çĕр-шывăма сарлака çĕр пичĕ çинчен пĕтĕмпех шăлса çухатнă-ши, эпир - çĕр-шывран саланса пĕтнисем – ĕмĕрех çуралнă çĕр-шывсăр, хамăра çуратнă халăхсăр, тăлăххăн тĕнче тăрăх сĕтĕрĕнсе çÿрĕпĕр-ши тесе шухăшлатăп кунĕн-çĕрĕн,кунĕн-çĕрĕн…»
14 слайд
Украинăра пурăннă вăхăтра Çеçпĕл вырăсла та, чăвашла та чылай сăвă çырнă. Вĕсенче чун ыратăвĕ, тăвăнчăк шухăш–туйăм, кăмăл ÿкни самаях сисĕнет.
Аса илер-ха поэтăн вилес умĕн хайланă сăввисене. Вĕсенче кашнинче пекех инçетри Тăван çĕршĕн тунсăхлани, уншăн пăшăрханни-кулянни сисĕнет.
Акă «Паянтан» сăвă йĕркисем.
Акă вилес умĕн çырнă тепĕр сăвви. Унта сăвăç хăйĕн халсăрлăхĕнчен Нуль ятлă сăнар туса çапла çырать (сăвă йĕркисем). Мĕн чÿхлĕ хĕрхенÿсĕрлĕх, юлашки вăй-хала пухса, шăла çыртса хăйне хăй аăплани. Чăн-чăн трагеди çыранĕ хĕрринче танă чÿхне каланă юлашки сăмахсем.
15 слайд
Поэт тата çакăн пек сăвăсем хайлать.
16 слайд
Шăпах çĕртмен 15- мĕшĕнче - уншăн синкерлĕ кун, Савченко выçă çынсене пулăшас тĕлĕшпе нимĕн те туманшăн чĕререн тарăхнипе, Çеçпĕл Мишши выçă çынсемпе выçлăхран куçса-тарса килнĕ халăха пулăшмалли пирки татăклăн ыйту хускатнă. Ăна, палах, тăван ен, Чăваш çĕрĕн шăпи хытă шутлаттарнă - унта ватă амăшĕ, шăллĕсемпе йăмăкĕ выçăпа асапланнисене самантлăха та манма пултарайман вăл. Çав кун Çеçпĕл Мишшипе пĕрле ĕçлекенсен пĕрлехи пухăвĕнче Савченкопа чăваш поэчĕ хушшинче вирлĕ тытăçу-хирĕçÿ пулса иртни пуриншĕн те паллă…
Ирпе Çеçпĕл Мишшине лаштра çăка кутĕнче тупаççĕ. Хĕрлĕ çăлтăрлă салтак çĕлĕкĕпе, салтак шинелĕпе, салтак аттипе.
Федор Пакрышень вилнĕ вырăна юман палăк лартать, çакăн пек сăмахсем çырать.: Оце едина могила…
17 слайд
Çакă тăлăх вил тăпринче Çеçпĕл Мишши 30 çул ытла - 1954 çулхи чÿк уйăхĕн 5–мĕшĕччен канлĕ çывăрнă. Юман палăк кивелме тытăннă, сăвă сăмахĕ те тĕксĕмленме пуçланă. Çывăх тусĕн, асри пиччĕшĕн, халăх юрĕçĕн тĕреклĕ аллипе касса кăларнă çăлтăра та, çурлапа мăлатука та вăхăт шеллемен.
18 слайд
55 çул каялла Поэта тата Çынна, унăн манăçми вил тăприне çĕнĕ çĕре, илемлĕ Десна хысакĕнчи чыслă вырăна, Остер хули варрине, Совет влаçĕшĕн кĕрешсе пуç хунă паттăрсен вил тăприпе юнашар, йышлă халăхпа пухăнса, чунтан- вартан хытă хурланса тирпейлĕн куçарнă.
19 слайд
1999 çулта Чăваш делегацийĕ ( вăл шутран пирĕн шкултан та ) Украинăра пулнă, ун чухне вара поэтăмăрăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă вырăна асăну юпи лартнă.
20 слайд
Çапла вара, кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши чăваш çĕрне Украина çĕрĕпе тачă çыхăнтарчĕ. Чăваш делегацийĕ Украинăра Çеçпĕл ĕçленĕ, пурăннă вырăнсенче темиçе хут та пулнă ĕнтĕ. Украинăпа унăн сăваплă халăхĕ кăвар чĕреллĕ чăваш поэчĕн ятне те, ĕçне асрах тытать тесе калас килет. Мĕншĕн тесен Çеçпĕл ентешĕсене Украина халăхĕ яланах ăшă кăмăлтан çăкăр-тăварпа чыслăн кĕтсе илет. Уйрăмах Остер хулинчи Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ шкул директорĕ пулса ĕçленĕ (халĕ – ахаль учитель) Н.Ф.Переща ырăпа асăнас килет. Вăл чăннипех те çав тери ырă кăмăллă, таса та тÿрĕ чунлă, Çеçпĕл Мишшин пултарулăхне тивĕçлипе хаклама пултаракан Украина çынни. Шкулта «Нимене» ансамбль йĕркеленĕ пулнă, Украина хĕрĕсем чăваш халăх юррисене илемлĕн шăрантарнă.
21 слайд
Шкул умĕнче - Çеçпĕл Мишшин бюсчĕ. Çавăн пекех шкулта Çеçпĕл Мишши музейĕ те ĕçленĕ. Çакă Остер халăхĕ чăваш поэтне сума сунине, чĕререн хисепленине кăтартмасть-и-ха?
22 слайд
Пысăк телей пулчĕ манăн та, 1993 çулта, ентешĕмĕр Çеçпĕл Мишши ĕçленĕ тата пурăннă вырăнсенчен пулса курма тÿр килчĕ .
Остёрти вăтам шкулта сцена çинче чăваш туйне кăтартса пани халь те асра-ха.
23 слайд
Чăннипех те, Украина пире манмасть, поэтăмăра хисеплесе литература каçĕсем иртеççĕ, Украина поэчĕсем те Çеçпĕле ырласа йышăнаççĕ, ахальтен мар унăн сăввисене украинла куçарнă. Ю. Збанацкий «Çеçпĕл» роман та çырса кăларнă.
24 слайд
Евдокия Федоровна Пенская – Ф. Пакрышеньпе Çеçпĕл Мишши архивне упраса хăваракан тава тивĕçлĕ украина хĕрарăмĕ. Çавăншăн ăна Чăваш Республикин Аслă Совечĕ Хисеп грамотипе нградăланă.
Çеçпĕл Мишши вилнĕ хыççăн Ф. Пакрышень Е. Пенская патĕнче хваттерте пурăнма пуçлать. Ф. Пакрышень вилнĕ хыççăн (1936ç.) хĕрарăм унăн архивне упраса пурăнать. Унта Çеçпĕл Мишшин сăввисем, фотокарточки, дневникĕ тата çырăвĕсем питĕ нумай пулнă.
Çеçпĕл Мишшине вăл питĕ юратнă, хисепленĕ. «Амăшĕ епле кĕтет пулĕ хăйĕн ывăлне?» - хĕрхенсе пăхнă вăл ун çине. Хăйĕн ывăлне те Çеçпĕле асра тытса Михаил ят панă, анчах ывăлĕ вăрçăран таврăнайман. Николай Евхан ятлă ачана усрава илнĕ, мăнукĕ вара Çеçпĕл Мишшин вилтăприйĕ çине чечексем кая – кая хунă.
1993çулта пирĕн делегаци Евдокия Пенскаяпа та тĕл пулнăччĕ. Унăн пĕркеленчĕк пит–куçĕ, калаçăвĕ, чĕрĕ те ăшă куçĕсем халĕ те манăçмаççĕ. Эпир Çеçпĕл Мишшин ентешĕсем пулнине пĕлсен вăл çав тери хĕпĕртерĕ. Вăл чăваш юррисене питĕ юратнă, пире те юрласа пама ыйтрĕ. Эпир, палах, ун кăмăлне тивĕçтерме тăрăшрăмăр.
Шупашкарта поэтăмăра халалласа ирттернĕ наукăпа практика конференцийĕнче В. Туркай çак мухтава тивĕçлĕ хĕрарăм çинчен çапла каларĕ: «Нумай пулмасть Украинăна кайса килтĕмĕр. Евдокия Пенская вил тăприйĕ çинче пултăмăр. Хĕресĕ çĕрĕшнĕ, тăванĕсем çуккипе-и – пăхса тирпейлесе тăракан никам та çук пулас…Вил тăпри умĕнче сăмах патăмăр. Укçа пухса тепре Украинăна килсен Евдокия Пенская вилтăприйĕ çине чаплă палăк лартăпăр», - терĕ.
Эпĕ те ку шухăша питĕ ырлатăп.
25 слайд
Украина делегацийĕ те пирĕн патра хăнара темиçе хут та пулнă. Н.Ф. Перещ ертсе пынипе «Нимене» ансамбль хăйĕн юрри-ташшипе пирĕн чунсене тыткăна илнĕччĕ. Сцена çинче Украина пикисем чăваш, вырăс тата украина юррисене шăрантарни халĕ те куç умĕнчех.
26 слайд
Чÿк уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенче гениллĕ чăваш поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа «Çеçпĕл Мишши тата чăваш литератури: эткерлĕхпе çĕнетÿлĕх» регионсем хушшинчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Тухса калаçакансем нумайăн пулчĕç.
Юрий Сементер Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа саламланă Украинăран килнĕ çырăва вуласа пачĕ. Ку вара залра ларакансене пурне те питĕ савăнтарчĕ.
Чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай Анатолий Смолинăн «Çеçпĕл пурăннă пулсан…» сăввинчи шухăша хытах критиклерĕ. Мĕншĕн тесен Чăваш драма театрĕнче Çеçпĕл Мишши 110 çулне халалласа ирттернĕ уявĕнче Анатолий Смолин сцена çинче çак сăвва вуласа панăччĕ. «Çеçпĕл пурăннă пулсан çакăнса вилетчĕ»,- тесе вĕçлерĕ вăл сăввине. «Эсĕ пĕлместĕн вăл мĕнле вилнине. Çеçпĕл Мишши çакăнса вилмен,- терĕ Туркай тарăхсах. - Ăна тăшманĕсем çакса вĕлернĕ. Ку хăрушă япалана хăй вăхăтĕнче каламан, пытарнă. Чăваш халăхĕпе Украина халăхĕ хушшинчи туслăха упрас тенĕ. Халĕ кун пирки уççăнах калаççĕ,- терĕ вăл.
Çапла, шухăша яраççех Туркайăн сăмахéсем. Çеçпĕл Мишши çакăнса вилни чăннипех те иккĕлентерет.
Мĕншĕн тесен вăл хăйĕнпе пĕрле ĕçлекен Наталья Рубиспа паллашать. Унпа вĕсем литература журналĕ кăларма ĕмĕтленеçсĕ. Кун çинчен вăл Ф.Пакрышене те хавхаланса каласа парать.
27 слайд
Хальхи вăхăтра, Украинăпа Раççей çĕр-шывĕ хушшинчи политикăри лару – тăру йывăрланса пыни пуриншĕн те паллă ĕнтĕ. Çавăнта та Çеçпĕл Мишши чăваш поэчĕ пулнă май, унăн вил тăприйĕ никама та кансĕрлемест пулин те, шухăшлаттаратех.
Çавăнпа та поэтăмăрăн вил тăприне Тăван çĕр-шывне куçарса килме вахăт çитмен-и-ха текен шухăш та çуралать. Ку шухăша пĕр 10 çул каяллах Валерий Туркай та, Лидия Филиппова та хускатнăччĕ. Хаçат-журналта та та статьясем тухнăччĕ. Паян та çак шухăш патне çитме пулать.
Эпĕ те ял халăхĕпе, шкул ачисемпе тата ялти интеллигенципе çакăн çинчен калаçса вĕсен шухăшне ыйтса пĕлме тăрăшрăм.
Çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума пулать. Шкул ачисемпе ялти интеллигенци ку шухăша йышăнать, ял халăхĕ вара вил тăприне хускатмалла маррине асра тытать. Шухăшламалăх пур.
28 слайд
Çапла вара, Çеçпĕл Мишши, чечеклĕ Украина ывăллăха усрава илнĕскер, мăнаçлă Атăл çуратнăскер, çутă тĕнчери нумай-нумай çыншăн яланах хăватлă та харсăр.
Тăван халăхшăн, чăваш поэзийĕшĕн ÇеçпĕлМишши мăнаçлă Çын та, Поэт та.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Пушкинские мотивы в творчестве Михаила Сеспеля
Родоначальник новой русской литературы А.С. Пушкин близок и дорог многим народам. Певец свободы и дружбы народов, великий гуманист и защитник угнетенных, он вошел в национальные литературы нашей стран...
тест по творчеству Михаила Сеспеля
для обобщающего урока...
Пушкинские мотивы в творчестве чувашских поэтов и Михаила Сеспеля
Тема проекта: Пушкинские мотивы в творчестве чувашских поэтов и Михаила Сеспеля.Цель проекта:Изучить влияние пушкинских произведений на творчество чувашских поэтов, а также сопоставить произведения А....
Любовь в жизни Михаила Сеспеля
Литературный вечер...
Презентация "Михаил Сеспель - цветок земли и неба"
В презентации представлен материал по жизни и творчеству классика чувашской литературы, реформатора стихосложения, драматурга, прозаика, общественного и поэтического деятеля Михаила Сеспеля....
Сценарий литературного вечера, посвящённого судьбе чувашского поэта Михаила Сеспеля
Материал приводит краткие биографические сведения о жизни М. Сеспеля и сценарий литературной постановки на основе воспоминаний близких поэта...
Мечты и думы огнекрылого поэта М.Сеспеля
Статья о большом желании М. Сеспеля увидеть чувашский народ и его язык свободным, могучим....