Открытый урок
план-конспект урока по краеведению (8 класс)

Урок

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл otkrytyy_urok_.docx21.54 КБ

Предварительный просмотр:

 Вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕнче ИКТ элеменчĕсемпе усă курса ирттермелли урок.

                   Тема: Манăн тăван хула – Шупашкар!

Сапăрлăх тĕллевĕ: Ачасене тăван çĕр – шыва, хулана упрама, хисеплеме, унпа мухтанма вĕрентесси;

Пĕлÿ тĕллевĕ: 1) Ачасене хальхи тата иртнĕ çулсенчи Шупашкарпа паллаштарасси;

           2) Шупашкарти паллă вырăнсем çинчен пĕлесси;

           2) Тăван хуламăр çинчен каласа пама вĕрентесси;

Аталану тĕллевĕ: çыхăнуллă пуплев, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ вулав хăнахăвĕсене аталантарасси.

Курăмлăх хатĕсем: компьютер, проектор, экран, Чăваш Республикин картти, карточкăсем: урок презентацийĕ.

Урок тĕсĕ: çул - çÿрев урок.

Урок эпиграфĕ: Темле пысăк юхан шыв та пĕĕккинчен пуçланать.

                      Урок юхăмĕ.

1.Урока йĕркелени.

а) Сывлăх сунни.

ă) Дежурнăйпа ĕçлени.

2. Пуплев хăнăхтарăвĕ. Калаçу йĕркелени.

    - Эпир сирĕнпе мĕнле республикăра пурăнатпăр?

    - Чăваш Республики ăçта вырнаçнă?

    - Вăл пысăк е пĕчĕк?

    - Чăваш Республикинче миçе административлă яллă район?

    - Чăваш Республикинче камсем пурăнаççĕ?

    - Республикăра пурĕ миçе хула?

    - Чăваш Республикин тĕп хули мĕнле хула? Вăл ăçта вырнаçнă?

    - Эпир сирĕнпе мĕнле хулара пурăнатпăр?

3? Урокăн темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарни.

    - Паян эпир «Савнă ен – Чăваш çĕр- шывĕ» темăна малалла тăсăпăр, Урокра тĕрлĕ ĕçсем урлă хамăр тăван хула çинчен калаçăпăр, çĕннине пĕлĕпĕпĕр.

    Урок теми паян «Манăн тăван хула – Шупашкар».

4? Урокăн эпиграфĕпе паллашни.

    - Халĕ таблицăпа усă курса шифрланă   урок эпиграфне вулăр (2 – мĕш слайд -таблица)

     Темле пысăк юхан шыв та пĕчек шывран пуçланать. (Любая большая река начинается с истока маленькой речки) – (3 – мĕш слайд)

  1. Кăтартуллă вулав.
  2. Ăнланнине тĕрĕслени.
  3. Ваттисен сăмахăн шухăшне ăнланасси?

- Пысăк юхан шыв сирĕншĕн мĕн вăл? (Раççей, тĕнче)

- Пысăк шыв сирĕншĕн мĕн? (Чăваш Республики: тăван урам, тăван кĕтес, тăван кил, тăван шкул)

5. Çĕнĕ темăпа ĕçлесси.

Кашни çын хăйĕн тăван хулине, çĕр шывне юратать. Эпир Чăваш Республикинче пурăнатпăр. Унăн тĕп хули – Шупашкар.  Шупашкар – пирĕн тăван хула. Ытти хуласенче те пулса курнă эпир. Вĕсем те илемлĕ, таса, лайăх, çапах та чĕрене чи çывăххи – Шупашкар, мĕншĕн тесен эпир кунта çуралнă, кунтах пурăнатпăр?  Шупашкар – пирĕн тăван хула.

 Паян урокра эпир сирĕнпе хамăр хула тăрăх çул -çÿреве кайăпăр. Шупашкарти нумай илемлĕ вырăнсене çитсе курăпăр.

 - Сирĕн умра текстсемлĕ карточкăсем выртаççĕ. Тухса пыракан ÿкерчĕксем тăрăх сирĕн кирлĕ текста тупса вуласа памалла. Ыттисен тимлĕ итлемелле. Кайран эпир сирĕнпе мĕнле ăнланнине тĕрĕслесе тест ĕçĕ иртерĕпĕр.

6. Карточкăсемпе ĕçлени

7. Шупашкар çинчен кĕскен каласа парасси.

 - Шупашкар çинчен кам кĕскен каласа парасшăн?

Тĕслĕхрен: Шупашкар – ман тăван хула. Вăл Чăваш Республикин тĕп хули.  Шупашкар – промышленноçпа культура центрĕ. Кунта заводсемпе фабрикăсем, музейсем, театрсем, парксем, шкулсем нумай. Хулари чи илемлĕ вырăн – залив. Ман тăван хула ÿсет, капăрланать. Эпĕ хамăн хулапа мухтанатăп.

(Çапла, Шупашкар илемлĕ, таса, лайăх хула. Шупашкар çинчен поэтсем те нумай сăвăсем çырнă композиторсем илемлĕ юрăсем хывнă).

8. «Шурă Шупашкар» кĕнекери сăвăпа ĕçлени. (стр. 96) – ачасем юрласа параççĕ.

 -Ачасем эпир те сирĕнпе Василий Давыдов-Анатри сăввипе çырнă юрăна пĕлетпĕр. Атьăр-ха çав юрра хăнасене юрласа парар.

9.  Çыру ĕçĕ. Тест ирттерни.

(Предложенисенче итленĕ текстсен содержанийĕсем тăрăх сиктерсе хăварнă сăмахсене ларт, хисеп ячĕсене ларт)

  1. Шупашкар – чи … хула. (ватă, çамрăк, пĕчĕк)
  2. Унăн суралнă кун. …   (1468, 1469, 1496)
  3. Çирĕммĕш ĕмер пуçламăшĕнче хулара … (5, 6, 4)  
  4. Халĕ Шупашкарта … пин çын пурёнать (440, 441, 442)
  5. Шупашкарта пурĕ … театр (7, 6, 4)
  6. Хулари чи илемлĕ вырăн – залив. Заливра (…) пысăк фонтан ĕçлет. (1,2,3)
  7. Заливăн пĕр енче питĕ мăнаçлă (…) пур (А.Г.Николаев палăкĕ, Аннесен палăкĕ, И.Я.Яковлев палăк)
  8. Шупашкарти тĕп площадь – (…). (Хĕрлĕ площадь, Театральный площадь, Республика площачĕ).
  9. Хулан кивĕ пайне центрпа çыхăнтарчĕ.  Халăхра ăна Тасалăх çулĕ теççĕ. Вырăсла (…) («Дорога к счастью»: «Дорога к будущему»: «Дорога к храму»)?

10? Кану саманчĕ. Шупашкар сăмахран ытти сăмахсем тăвасси?

(упа, шур, пакша, рак, шапа, купа, ака, шкап, урапа – япала ячĕсем.

Кур, пар, пур, кар – глаголсем).

11. Киле ĕç

Шупашкар çинчен кĕскен калама.

12. Урока пĕтĕмлетни?

  _ Ачасем, паян эпир урокра Шупашкар çинчен нумай калаçрăмăр. Сирĕн шутпа Шупашкар мĕнле хула?

  (илемлĕ, хăтлă, таса, хитре, ватă, çĕнелнĕ, пысăк, тăван)

   - Апла пулсан, пирĕн тăван хулана упрамалла, таса тытмалла, ăна юратмалла, хисеплемелле. Çак хула пуласлхĕ сирĕнтен килет, паянхи шкул ачисенчен килет.

13. Ачасен ĕçне хаклани.

Ачасем, паян эсир пурте аван ĕçлерĕр. Тавтапуç!

14. Урока вĕçлени.

  - Урока Шупашкар çинчен çырнă юрăпа вĕçлес килет. (Юрă итлени)

  - Сывă пулăр!

                     


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Разработка открытого урока по теме: «Географическая оболочка» Урок-открытие

Что такое географическая оболочка? ГО – это взаимосвязь и взаимодействие всех оболочек Земли -  всех сфер Земли.Какие это сферы?Постановка проблемы1.     Ученику дается г...

Открытый урок по алгебре в 7 классе «А» тема: «Уравнения с одной переменной». Открытый урок по алгебре в 7 классе «А» тема: «Уравнения с одной переменной».

Открытый урок по алгебре в 7 классе «А»тема: «Уравнения с одной переменной».презентация по данной теме...

Открытый урок (мастер-класс) по русскому языку, проведённый на Фестивале инновационных идей в региональном образовании «Педагогические открытия 21 века» по теме Урок – исследование. «Предлог». (7 класс)

Тема: Предлог. (Закрепление знаний)Цель урока а) учебная: систематизировать и обогатить знания учащихся о предлоге, на основе заданий-исследований предупредить возможные ошибки в употреблении предлого...

Открытый урок по английскому языку. Открытый урок на активность обучения английского языка». (2 е—5 е классы обучения предмету)

Применение различныхвидов игр на уроке с целью закрепления лексических и грамматических навыков в обучении английскому языку....

3.2.Совершенствование методов обучения и воспитания через проведение открытых уроков/занятий на МО муниципального уровня (экспертный лист оценивания, протокол посещения второго открытого урока от МО муниципального уровня)

3.2.Совершенствование методов обучения и воспитания через проведение  открытых уроков/занятий на МО муниципального уровня (экспертный лист  оценивания, протокол посещения второго открытого у...