Урок чувашского языка
план-конспект урока (6 класс) на тему

Яргунина Любовь Федоровна

Урок чувашского языка

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon plan_konspekt_6_kl.doc47.5 КБ

Предварительный просмотр:

Урок теми: Сăпат тата таврăну местоименийĕсем

Урок тĕллевĕсем:

 Сăпат тата таврăну местоименийĕсемпе паллаштарасси, ачасен пуплевне япала ячĕсен ушкǎнне кĕрекен сǎмахсен йышĕпе пуянлатасси, вĕсемпе калаçура, çырура тĕрĕс усǎ курма хǎнǎхтарасси, хǎйсен ĕç хатĕрĕсене тирпейлĕ тытма хǎнǎхтарасси.

Урок тĕсĕ:

1. Содержании тǎрǎх – морфологи урокĕ;

2. Тĕллевĕ тǎрǎх – çĕнĕ темǎна вĕрентмелли урок;

3. Форми тǎрǎх – йǎлана кĕмен урок, тĕпчевлĕ вĕрентÿ урокĕ.

Вĕрентÿ меслечĕсемпе ĕç хатĕрĕсем: сǎнав-тĕпчев, индукци, шутлав, калаçу меслечĕсем, çыру ĕçесем, таблицǎпа схема.

Урок юхǎмĕ.

  1. Класа йĕркелени.
  1. Сывлǎх сунни.
  2. Ачасем урока хатĕррипе хатĕр маррине сǎнани.
  3. Класра кам пуррипе çуккине палǎртни.
  1. Малтанхи пĕлĕве аса илсе тарǎнлатни.
  1. Ыйтусемпе ĕçлени.

- Сǎмах мĕнле пĕлтерĕшлĕ пайсенчен тǎрать?

- Мĕне сǎмах тымарĕ теççĕ?

- Сǎмах тытǎменче мĕнле аффикссем пур?

- Мĕнле пуплев пайне япала ячĕ теççĕ? Япала ячĕсен шутне мĕне пĕлтерекен сǎмахсем кĕреççĕ? Вĕсем мĕнле формǎра пулма пултараççĕ?

- «Туспа», «хиртен» япала ячĕсене мĕнле пĕлтерĕшлĕ пайсем çине уйǎрма пулать?

- Мĕнле пуплев пайне паллǎ ячĕ теççĕ? Унǎн ыйтǎвĕсем? Шухǎшǎра тĕслĕхсемпе çирĕплетĕр.

- Мĕнле пуплев пайне глагол теççĕ? Унǎн ыйтǎвĕсене палǎртса тухǎр, тĕслĕхсем илсе парǎр.

- Çыртǎм, çырнǎ, çырĕ,вулатǎп, вуларĕ, вуланǎ глаголсен тымарĕсене тупса палǎртǎр.

2) Киле çырма парса янǎ ĕçе тĕрĕслени.(тетрадьсене пуçтарса илсе)

3. Çĕнĕ темǎна вĕрентесси.

1) Шырав-тĕпчев тапхǎрне хатĕрлени. Калавпа паллаштарни.

Петĕрпе Санюк, 5 класра вĕренекенсем, тǎхтав вǎхǎтĕнче шкул коридорĕнче пысǎк пĕлтерÿ кураççĕ. Мĕн çырнине сасǎпах вулаççĕ: « Ыран пирĕн шкула ачасемпе тĕл пулма сǎвǎçсем, ǎсчахсем çыравçǎсем, чĕлхеçĕсем тата мыскараçǎсем килеççĕ».

 - Петĕр, камсем вĕсем çыравçǎсемпе чĕлхеçĕсем? Тата ǎсчахсем те пур-ха. Çыравçǎсем мĕн çыраççĕ-ши вара вĕсем? Чĕлхеçĕсемпе ǎсчахсем мĕн тǎваççĕ?

- Сǎвǎç камне пĕлетĕп-ха, сǎвǎ çыракана сǎвǎç тесе калаççĕ, мыскараçи вара пирĕн пек «анра-сухрасене» тǎнсǎрлатсах яраканĕ пулас, анчах çыравçǎпа чĕлхеçĕ, ǎсчахĕ пирки тÿрех калаймастǎп,шухǎшлас пулать, - тет Петĕр.

2) Учитель калаçǎвĕ.

 - Чǎнласах та, çыравçǎ, чĕлхеçĕ, ǎсчах, мыскараçǎ тесе эпир камсене калатпǎр?

Паян эпир шǎпах çакǎн йышши сǎмахсен пулǎвĕ çинчен вĕренетпĕр.

Паянхи числона тата урок темине – «Япала ячĕсен пулǎвĕ» - тетрадьсем çине çырса хурǎр. ( Учитель доска çине çырать)

3)Урок темипе çыхǎннǎ проблемǎллǎ ыйтǎва ачасен умне кǎларса тǎратни.

        - Чǎваш чĕлхинче мĕнле майпа иккĕмĕшле япала ячĕсем пулаççĕ?

4) Сǎнав-тĕпчев ĕçĕпе ачасем хǎйсем тĕллĕн ĕçлени, кирлĕ ответа шырани.

Вĕренекенсем çырса пурнǎçлаççĕ.

1. Çуркунне çитсен пахча ĕçĕсем пуçланаççĕ.

1. Виктор Петрович – лайǎх пахча…

2. Кашни хуçалǎхрах тимĕр кирлĕ.

2. Северьян тимĕр… хĕртнĕ тимере сунтал çине хучĕ.

3. Юман нумай ĕмĕр хушши ÿсет.

3. Вĕсем юман…а кĕрсе çухалчĕç.

4. Хǎвǎн кĕнекÿсене эсĕ тирпейлĕ тыт та куç пек упра.

4. Асанне куç… тǎхǎнчĕ те кĕпе çĕлеме ларчĕ.

5. Нумай вула, нумай пĕл, ачаранах ǎс пух.

5. Ачасем вула… çуртне çĕнĕ кĕнекепе паллашма çÿреççĕ.

6. Йǎмǎк çывǎхри магазина кĕрсе сĕтпе турǎх илсе тухрĕ

6. Вĕсен сĕтелĕ çинчен сĕт… нихçан та татǎлмасть.

7. Кǎçал тырǎ ǎнса пулчĕ.

7. Эпĕ хам та ĕмĕрхи тыр…н чуне усратǎп ǎшǎмра.

8. Пÿрте кĕнĕ чух çǎра уççине таçта чикрĕм.

8. Вĕсен алǎкĕ çинче çǎра… çакǎнса тǎрать.

9. Кайǎксем кǎнтǎра кĕркунне вĕçсе каяççĕ.

9. Ылтǎн … çитрĕ.

1) Текта тишкерни (пĕрремĕш тĕслĕхсене класпа пĕрле пурнǎçлани):

2) Ответа шыраса тупни, пĕтĕмлетни.

3) Теории чǎнлǎхне, тупсамне тĕрĕслени. Материала вулани.

4) Танлаштаруллǎ пĕтĕмлетÿ.

4. Ачасен ǎнлавĕсемпе хǎнǎхǎвĕсене çирĕплетни.

1. Хǎнǎхтарусемпе ĕçлени.

- 290-мĕш  хǎнăхтарăва  пурнăçласси.

Пĕр ачана доска умĕнче пурнǎçлаттарасси.

- 291-мĕш  хǎнăхтарăва  çырса кашни хǎй уйрǎммǎн пурнǎçлать.

2. Суйлав диктанчĕ.

-Текстри иккĕмĕшле япала ячĕсене вуласа пынǎ май çырас илĕр, сǎмах тǎвакан аффикссене палǎртǎр.

3. Воспитании ыйтǎвĕпе ĕслени

- Хǎвǎн кĕнекÿне эсĕ тирпейлĕ тыт та куç пек упра тенине эсир мĕнле ǎнланатǎр? Сак ваттисен сǎмахĕ сире мĕнле пулма вĕрентет?

 - Ачасем,кĕнекене мĕншĕн тирпейлĕ тытмалла? Мĕнле шутлатǎр?

 - Халĕ хǎвǎрǎн кĕнекерсене хупǎр та çÿлелле çĕклĕр. Хуплашкине пǎхса камǎн кĕнекине чи тирпейлĕ кĕнеке теме пулать?

4. Сǎмах диктанчĕ.

5. «Хǎшĕ малти» вǎйǎ.

5. Урока пĕтĕмлетни.

1. Учебникри таблица çине таянса урока пĕтĕмлетни.

2. Ачасен ĕçне хаклани.

6. Киле ĕç парасси.

« Тусǎм патне çыру» сочинени çырǎр. Сăпат тата таврăну местоименийĕсене аялтан пĕр йĕр туртса паллǎ тǎвǎр.

МБОУ «Чувашско-Бурнаевская СОШ»

Алькеевский муниципальный район

 Республика Татарстан

Конспект урока по теме:

«Личные и возвратные местоимения»

Учитель: Яргунина Л.Ф.

Чувашское Бурнаево, 2014 год


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспект урока чувашского языка "Времена года" по ФГОС в 1 классе

Подробный план-конспект чувашского языка на тему "Пеовторение пройденного материала" в 1 классе составлен по форме новых стандартов....

План-конспект урока чувашского языка "У вышивальщицы"

Конспект урока о народном творчестве, знакомство с чувашской вышивкой....

План урока чувашского языка и литературы "Хисеп ячĕсем"

План урока " Хисеп ячĕсем" 6 классПрезентация к уроку "Хисеп ячĕсем"...

Урок чувашского языка в 7 классе "Если хочешь быть здоров"

1. Эсĕ вăрманта час-часах пулатăн-и?2. Унта мĕнле йывăçсем  ÿсеççĕ?3. Вăрманта мĕнле  кăмпасем ÿсеççĕ? 4.  Сана вăрманта пулма килĕшет-и?...

Урок чувашского языка по теме "Весной" в 5 классе.

1) Сǎвǎра çулталǎкǎн хǎш вǎхǎчĕ çинчен каланǎ?2) Çуркуннене мĕншĕн пурте кĕтеççĕ?3) Эсĕ çуркуннене юрататǎн-и?Мĕншĕн?4) Санǎн тусу çуркуннене юратать-и?...

Статья на тему "Обучение этикету на уроках чувашского языка"

В статье предлагается проведение различной работы с учащимися для обучения этикету чувашского народа, ознакомления с традициями и обычаями родного края, благодаря чему порождается глубокий интерес дет...