Творчество учеников
творческая работа учащихся по теме

Фомина Вера Артемьевна

Рассказы, написанные учениками. 

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл achasen_tvorchestvi.docx20.71 КБ

Предварительный просмотр:

Манăн аннеççĕм

                                                          Кам пире мĕн пĕчĕкрен

                                                       ӳстерет савса куллен?

                                                                              Вăл – анне, тăван анне.

                                                                            Тавтапуç сана, анне!  

     Манăн анне чăваш ялĕнче çуралса ӳснĕ, çавăнпа вăл ĕçчен те маттур. Кунсерен ирех тăрать те ĕçе тытăнать. Эпир тăриччен апат пĕçерсе хурать, кил-çурта тирпейлет.                  

   Манăн анне хăçан канать-ши? Калама та йывăр … «Ĕçчен çынран ĕç хăрать» - тенĕ ваттисем. Манăн аннен аллисем ылтăн, вăл пур ĕçе те тума пĕлет пулĕ тесе шутлатăп эпĕ. Ĕçчен çын валли ĕç тупăнсах тăрать. Анне ĕçе каяс умĕн те ĕçлет, ĕçрен килсен те пушă лармасть. Ывăнма пĕлмесĕр вăй хурать, пирĕншĕн тăрăшать, лайăх çын тăвасшăн çунать. Пире яланах таса çӳретесшĕн, выçă лартасшăн мар. Анне мана ĕçе вĕрентсе çапла калать: «Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр», - тет, е тата  «Вĕрентекен пур чух, вĕренсе юл», - тет.

   Эпĕ хамăн аннене питĕ юрататăп. Ăна мĕн вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшатăп: тирĕк-кашăк çăватăп, пылесоспа урай шăлатăп, нӳрлĕ çĕтĕкпе çуса илетĕп. Атте килте çук чухне апат пĕçеретĕп.  Вара анне ĕçрен килсессĕн савăнать.   Юратнă аннене шутламасăр кӳрентерес мар тетĕп эпĕ. Шкулта та лайăх вĕренме тăрăшатăп, «иккĕсем» илсе аннене пăшăрхантарас килмест-çке. Вĕренни тата хама та питĕ кирлĕ.  Ваттисем «Вĕренни -  çутă, вĕренменни -  тĕттĕм», тесе каланине яланах асра тытатăп.    

   Эпĕ хамăн аннене мана лайăх пăхнишĕн чĕререн тав тăватăп, çакă çутă тĕнчере  манăн анне пурришĕн савăнатăп. Аннерен хакли çĕр çинче нкам та çук. Эпĕ ăна питĕ юрататăп, сума сăватăп. Чунтан юратнă аннене яланах итлетĕп, ăна çак сăвăри пек ăшă сăмахсем калатăп:

Пул ялан хавас та ырă,

Ан пĕлсем чир-чĕр мĕнне!

Чунупа пул ĕмĕр çамрăк,

Телейпе пĕрле çӳре!                                    

                                                                                 Трофимов Алексей, 8а класс.

Манăн çуллахи каникул

     Эпĕ Лёша ятлă, вун икĕ çулта. Кашни çулах çуллахи каникул кунĕсене ялта ирттеретĕп. Унта манăн кукаçипе кукамай пурăнаççĕ. Кукаçин вĕлле хурчĕсем пур, вĕсене вăл питĕ юратса пăхать. Кăçалхи çулла эпĕ кукаçине пыл хурчĕсене пăхма тата хуçалăхра пулăшрăм.                                                                                                                                                                                                    

   Манăн кукаçи - утарçă, ăна Николай Гаврилович тесе чĕнеççĕ. Вăл питĕ ĕçчен те тирпейлĕ çын.  «Хуртсем патне пыриччен малтанах ятарлă тум тăхăнмалла», - тет кукаçи, мана çутă тĕслĕ тум тăхăнма пулăшнă май. Тумне мана валли ятарласа кукамай шурă тĕслĕ çĕлесе панă.  Малтанах алăсемпе пите хупламалли тăхăнма хистет. Кукаçи пĕтĕм ĕçе шухăшласа тăвать. Пур çĕрте те йĕрке унăн, япаласемпе ĕç хатĕрĕсем хăй вырăнĕнче пулнине юратать, мана та çапла тума вĕрентет. Вăл çирĕп те çемçе кăмăллă çын. Кукаçи пур ĕçе те вĕçне çити туса пĕтернине юратать. Вăл мана пыл хурчĕсенчен асăрханса пыл мĕнле пулнине кăтартать, пылпа сĕт ĕçтерет. Яланах шухăшлă çӳрет вăл.  Кукаçи канма ларсан та ĕçлет пек туйăнать мана, мĕншĕн тесен вăл шухăша кайса ларать. Сак çине ларать те инçете-инçете тинкерет вăл ун чухне, хăй те пыл хурчĕ пулса вĕçсе кайнăн туйăнать мана.

  Çапла ирттертĕм эпĕ хамăн çуллахи вăхăта утарçă-кукаçи патĕнче. Манран шкулта вĕрентекенсем «Мĕн вăл ачалăх?», - тесе ыйтас пулсассăн, эпĕ шухăшласа тăмасăрах: «Кукаçин ырă куçĕсем, пыл шăрши тата пыл хурчĕсем сĕрлени», - тесе хуравлăп.                                                                        

                                                                        Лёша Трофимов, 6-мĕш а класс.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

«Через метод проектов - к творчеству ученика и учителя»

Мир творчества – это та среда, в которой человек живет и действует повседневно. Этот мир не только существенно влияет на становление и развитие личности, способствует адекватной адаптации человека в т...

Педсовет "Творчество учителя. Творчество ученика. Проблемы, суждения, опыт"

1. Определить уровень развития педагогического творчества в школе.2. Выявить условия, способствующие успешному развитию педагогического творчества в школе.3. Разработать систему мер по развитию ...

От творчества учителя к творчеству ученика

Эти материалы можно использовать при изучении соответствующих тем по химии...

Творчество учеников

Презентации, кроссорды...

Творчество учеников

Презентации, тесты, синквейны...

Творчество учеников

Стихи моих учеников...

"Активная коммуникация через творчество ученика и учителя"

Педагогическое общение – это профессиональное общение преподавателя с учащимися на уроке и вне его, имеющее определенные педагогические функции и направленное на создание психологического климат...