Чăваш чĕлхи урокĕ
план-конспект урока (5 класс) по теме

Васильева Марина Николевна

5 класра ирттернĕ  чăваш чĕлхи урокĕ

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл plan_uroka.docx26.3 КБ

Предварительный просмотр:

Урок теми: Текст стилĕсем çинчен вĕреннине аса илсе çирĕплетни.

                      Текст тăрăх тулли изложени çырма хатĕрленесси.

Урок тĕсĕ: хайлав текстне тишкермелли урок.

Сапăрлăх тĕллевĕсем:

1) тăван  тавралăх илемне  асăрхама, ăна упрама кирлине ăнлантарасси.;

2) çыравçăн шухăш-ĕмĕтне, сăмахсен ытарлăхне вĕренекенсен чун-чĕри патне çитересси.

Пĕлÿ тĕллевĕсем:

  1. текста тишкерÿ тăвас хăнăхăва аталантарасси;
  2. текст стилĕсене вĕреннине аса илсе çирĕплетесси;
  3. текст стильне шута илсе тулли изложени çырма вĕрентесси;
  4. орфограммăсемпе пункограммăсене тупса ăнлантарма вĕрентесси.

      Аталантару тĕллевĕсем: 1) малтан вĕреннĕ тĕслĕхсемпе хăйсен шухăшне пĕтĕмлетме хăнăхнине аталантарасси; 2) текста тишкермелли хăнăхусене аталантарсси; 3) ачасен лексикине пуянлатасси.

    Урокри мелсемпе меслетсем: учитель сăмахĕ; ыйту-хурав; учителĕн илемлĕ вулавĕ; пĕрин хыççăн тепри вулани; ăнлантаруллă вулав; суйлавлă вулав; ăшри вулав; пĕтĕмлетÿсем туни; кирлĕ вырăнсене тупса вулани, план туни; план патне содержанине уçма кирлĕ сăмахсене тупса çырни; слайд-кадрсемпе усă курни;  текстра тĕп шухăша палăртакан сăмахсене тупса вулани, кĕскен калани.

     Пуплеве аталантарас хăнăхусем: текста тăнласси; сăмахсене тĕрĕс ăнланасси; сăмах майлашăвĕсене тĕрĕс ăнланасси, вĕсене тупасси; пĕр шухăша темиçе мелпе, тĕрлĕ йышши предложенисемпе палăртма вĕрентесси; çыхăнуллă каласа парасси; шухăша тĕрĕс палăртма вĕрентнине аталантарасси; уйрăм сăмахсен ытарлăхне палăртма хăнăхтарасси.

    Словарь ĕçĕ: а) ăнлантармалли пай: Кăмаша -  Кумашкино, хăлаç – сажень (расстояние между концами средних пальцев растянутых рук) ; эрешлĕ – узорчатый; уйăп – снегирь; атпăри - шило; пĕсехе - грудка; витлет – дразнит.

ă) çырма вĕрентмелли пай: ула такка, паттăрсем, хушши, хуппи, туратти, лапсăркка, таккать, пуç тăрри, пĕсехеллĕ, шлепкеллĕ, усса янă, юрри.

Курăмлăх (кăтарту) хатĕрĕсем: компьютер, проектор, вĕренÿ кĕнеки, мультимедиллĕ презентаци.

Урок юхăмĕ

 Класа йĕркелени.

  1. Вĕреннине аса илесси.

Тексти стилĕсене аса илни. Ачасем килтен çырса килнĕ текстсемпе паллаштараççĕ. Ку е вăл текст хăш ушкăна кĕнине çирĕплетсе параççĕ.

   II. Çĕнĕ темăна ăнлантарни.

  1. Урок темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарасси.

-   Иртнĕ уроксенче эпир текст çинчен вĕрентĕмĕр. Паянхи урокра пирĕн çак пĕлĕве усă курса панă текст тăрăх изложени çырма хатĕрленес пулать. Халĕ пурте кĕнекесене 80 страницăна уçатпăр та «Кăмаша вăрманĕнче» текста тупатпăр. Тетрадьсене уçса вара число, тема çырăпăр.

2. Текста  ачасене кирлĕ чарăнусем туса  вуласа парасси.

3. Ачасен текста тепĕр хут ăшра вуласа тухасси.

4. Текста тишкересси

а). Ăнланман сăмахсен словарьне тетраде çырасси.

хăлаç – сажень

эрешлĕ – узорчатый

атпăри – шило

шĕшкĕ – орешник

уйăп- снегирь

ула такка – дятел

пĕсехе – грудка

витлет – дразнит

ă).Текст тесĕсем пирки аса илесси. Вуланă текст хăш ушкăна кĕнине палăртасси.

     б). Текст стильне палăртасси.

         - Панă текста мĕнле стильпе çырнă?

         - Илемлĕ литература стилĕ пулнине мĕнле çирĕплетсе пама пулать?

     в) Текстри тĕп сăнара палăртасси.

         - Текстри тĕп героя палăртăр.

         - Хайлавра пулса иртекен ĕç-пуçа кам курса тăрать-ха?

         - Автор курнине мĕнле сăмхсем çирĕплетсе параççĕ?

         -Текст авторĕпе кĕскен паллаштарасси (Текст авторĕ – Прохор      Емельянов. Вăл Элĕк районĕнче çуралса ÿснĕ. Нумай сул хушши шкулта вăй хунă. Пуш вăхăтра калавсемпе повеçсем çырнă. Вĕсенчен пĕри – «Кăмаша вăрманĕнче» калав).

 5. Текст тăрăх план тăвасси.

     1). Кăмаша вăрманне çитсе кĕни.

     2). Кăмаша вăрманĕ – чаплă вăрман.

     3). Ула такка йывăçсене сиплени.

     4). Уйăпа курни.

Физкультура саманчĕ

Аллăма çÿле çĕклетĕп,

Енчен еннелле суллатăп.

Ку вăл  манăн аллăм мар,

Йывăç тăрри авăнать.

Аллăма çĕре усатăп,

Халĕ çапларах силлетеп.

Ку вăл  манăн аллăм мар,

Çил сывлăма сапалать.

Икĕ аллăма саратăп,

Çÿлелле, аялалла хускататăп.

Ку вăл  манăн аллăм мар,

Кайăк çунатне суллать.

Халĕ шăппăн çеç ларатăп,

Вĕрентекене тăнлатăп.

6. Таблицăллă кластер тăвасси

  1 юпа: мĕнлерех вĕсем?

  2 юпа: вăрманта мĕнсемпе тĕл пулатпăр?

  3 юпа:мĕн тăваççĕ?

Мĕнле?

Мĕн(сем)?

Мĕн тăваççĕ?

патвар

ик çĕр çулхи

           юмансем

кармашнă

ватă

çăкасем

пуç тайнă

яштака

хурăнсем

тураттисене уснă

чипер

ула такка

таккать

сикет

шăтарать

шĕшкĕ

хĕрлĕ пĕсехеллĕ

хура шлепкеллĕ

                уйăп

итлет

7.Илемлĕх мелĕсене тупса палăртасси.

8. Текст тĕп шухăшне тесктран тупасси.

III. Текста чĕлхе тĕлĕшĕнчен тишкересси.

  1. Текстра тăтăш тĕл пулакан орфограммăсемпе словарь диктанчĕ çырасси.

Ула такка, паттăрсем, хушши, хуппи, туратти, лапсăркка, таккать, пуç тăрри, пĕсехеллĕ, шлепкеллĕ, усса янă, юрри.

  1. Вăрăм хупă сасăсене çырура икĕ пĕр пек хупă сасăпа палăртассине пĕтĕмлетесси.
  2. Эмоциллĕ предлжение текстра тупасси. Ăна мĕнле чарăну паллипе уйăрмаллине ăнлантарасси.
  3. Тÿрĕ пуплеве тупса схемине тăвасси.
  4. Евĕрлев сăмахĕсене мĕнле çырмаллине ăнлантарасси.

IV. Пĕтĕмлетÿ тăвасси.

-  Текста туллин çырсан  çеç авторăн илемлĕ чĕлхине упраса хăварма пулать.

Текста план тăрăх каласа парасси.

V. Ачасен пĕлĕвне хакласси.

VI. Киле тулли изложени  çырма парасси.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Методическая разработка: предполагаемый план проведения урока - При подготовке к уроку использовать как вспомпгательный ориентир для каждого этапа урока. Презентация отражает создание условий для учебных действий на уроке.

При подготовке к уроку использовать как вспомпгательный ориентир для каждого этапа урока.  Презентация отражает  создание условий для учебных действий на уроке....

Конспект открытого урока по технологии в 6 классе. Тема урока: Игровые технологии на уроках обслуживающего труда. Одежда и требование к ней. Снятие мерок для построения чертежа юбки. (Презентация к уроку)

Разработка урока с презентацией помогает учителю более доступно и понятно познакомить учащихся с историей юбки. На уроке используются игровые технологии, что помогают учащимся лучше усвоить материал у...

Урок изобразительного искусства в 5-ом классе.Тема урока: « Деревья как люди». Вид работы: рисование по представлению Тип урока: комбинированный, урок – сказка

Тема урока: « Деревья как люди».Вид работы:  рисование по представлениюТип урока:  комбинированный, урок – сказка Цель урока:ü Средствами   изобразительного языка   ...

Класс 9 Урок №24. Тема урока: Системы счисления. Перевод чисел Тип урока; Урок «построения » системы знания.

Урок для учащихся 9 класса по теме "Системы счисления. Перевод чисел". Урок в разделе программы по счету третий. Цель:Образовательная: систематизация и расширение знаний обучающихся о операциях п...

Урок обобщающего повторения по теме Южная Америка.Урок-игра.Особый колорит уроку придаёт просмотр ролика"Танго и футбол", вопрос от шеф повара с угощением мамалыгой и синквейн. Легенда рассказанная в начале урока настраивает ребят на работу.

Урок географии в 7-м классе по теме "Южная Америка". Подготовила и провела: учитель географии 1квалификационной категории Васильева Елена Тихоновна  в МБОУ СОШ №21 г. Коврова, в рамках подго...