План урока "Анне"
план-конспект урока на тему

Баранова Алина Вячеславовна

По учебнику Г.В. Абрамовой. 4 класс.

Скачать:


Предварительный просмотр:

Урока ирттернĕ вырăн: Шупашкар хули, 39-мĕш шкул.

Урока ирттернĕ кун: 24.11.2010.

Класс: 4Л.

Урок теми: Анне.

Урок тĕллевĕсем:

  1. анне çинчен çырнă текста вуласа ăнланасси;
  2. фонетика, лексикăпа грамматика, аудировани, вулавпа куçару, монолог, çыру хăнăхăвĕсене аталантарасси;
  3. аннесене пулăшмалли, хисеплемелли çинчен каласси.

Лексика материалĕ: нихăçан та – никогда; суй, ултала – обманывать, сăлтав – причина; вăрç – ругать; упра – беречь; çав-çавах – все равно; çрĕплетсе кала – утверждать; суйла – выбирать.

Грамматика материалĕ: маншăн – для меня сăпат местоименийĕ, нихăçан та çуклăх местоименийĕ.

Кирлĕ хатĕрсем: учебник ( авторĕ – Г.В. Абрамова), компьютер, экран, слайдсем.

Урок юхăмĕ

І. Хатĕрлев тапхăрĕ. Сывлăх сунни.

ІІ. Пуплевсаманчĕ. Ачасем хорпа шăнкăрав çинчен сăвă калаççĕ, учитель ыйтăвĕсене хуравлаççĕ.

Шăнкăр-шăнкăр шăнкăрав

Акă иртрĕ те тăхтав.

Ларар парта хушшине

Пуçлар чĕлхе урокне.

Ыйтусем:

  1. Халĕ хăш çулталăк вăхăчĕ?
  2. Кĕркунне çанталăк мĕнле?
  3. Халĕ мĕнле уйăх?
  4. Паян миçемĕш число?
  5. Паян мĕн кун?
  6. Паян пирĕн ушкăнра кам çук?

ІІІ. Урок темине палăртни, тĕллевĕсене калани.

- Ачасем, халĕ ребус пурнăçлар. Çак ребус тупсăмне палăртсан паянхи урок темине пĕлĕпĕр. Кам тавçăруллăрах?

(Экран çине ятарлă слайд тухать. Ачасем ребусри сăмаха пĕлме тăрăшаççĕ.)

- Ачасем, паянхи урок теми мĕнле?

- Паянхи урок теми – анне.

- Паян урокра Даша амăшĕ çинчен калав вулăпăр, ыйтусене хуравлăпăр. Хамăр аннесем çинчен те каласа парăпăр. Халĕ текстра тĕл пулакан çĕнĕ сăмахсемпе паллашатпăр. Доска çине пăхатпăр. Итлетпĕр.

ІV. Çĕнĕ тема.

  1. Çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлесси;

- учитель вуласа парать;

- хорпа чăвашла сăмахсене вулаççĕ;

- 1 е 2 ача чăвашла сăмахсене вуласа параççĕ;

- сăмах майлашăвĕсем е предложенисем тупни.

- Халĕ çак сăмахсемпе предложенисем е сăмах майлашăвĕсем тупатпăр.

( Учитель ачасене куçарма çакăн пек вырăсла предложенисем те калама пултарать.

Я никогда не вру.

Вера обманывает. Не обманывай.

У меня есть причина.

Мама меня ругает.

Я берегу книгу.

Я все равно люблю мороженое.

Я утверждаю.

Я в библиотеке выбираю книгу. )

  1. Текстпа ĕçлесси;

- Кĕнекесене 72-мĕш страницăна уçатпăр. Текст тупатпăр. Даша амăшĕ çинчен калав итлетпĕр. Тимлĕ пулăр.

а) учитель вулавĕ;

ă) ачасем çурма сасăпа вулани;

б) ачасем текста мĕнле ăнланнине пĕлни;

- Ачасем, текста кам ăнланчĕ? Унта кам çинчен çырнă?..  Кам хушса калать?  

 ( Мĕн ăнланса юлнине ачасем вырăсла та калама пултараççĕ).

г) абзацшар вулани;

1 абзаца пĕрача вулать;

(учитель уйрăм сăмах майлашăвĕсене вырăсларан чăвашла куçарттарать);

2 абзаца хорпа вулаççĕ; учитель ыйтăвĕсене хуравлаççĕ;

Дашăн амăшĕ лайăх-и?

Вăл шÿтлеме юратать-и?

Дашăн амăшĕ Дашăна суять-и?

Даша амăшĕпе мухтанать-и?

3 абзаца çурма сасăпа вулаççĕ (читают вполголоса); учитель ĕçĕсем:

    - Найдите и прочитайте следующие слова и словосочетания: старается, помогает, дает полезные советы.

Прочитайте предложение о том как Даша помогает матери. (Ачасемвуласапараççĕ.)

4 абзаца лайăхвулаканачавулать. 

    Учитель ачасене текстри çак предложенисене тупса вуласа пама ыйтать.

Мама мне подарила жизнь.

Она меня хорошо воспитывает.

Живи много лет. Я тебя очень люблю.

    д) ыйтусемпе ĕçлени;

Дашăн амăшĕ мĕн тума юратать? (Юрлама, шÿтлеме)

Вăл мĕнле çын? (Ырă)

Амăшĕ Дашăна мĕнле пулма вĕрентет? (Ырă, тирпейлĕ пулма вĕрентет)

Даша амăшне пулăшать-и? (Пулăшать)

Хĕр ача савăт-сапа çăвать-и? (Çăвать)

Эсĕ аннÿне пулăшатăн-и? (Эпĕ аннене пулăшатăп. Савăт-сапа çăватăп, чечексене шăваратăп, урай шăлатăп, çăватăп.)

  1. Кластер тăвасси;

  1. юрлама юратать
  1. усăллă сĕнÿсем парать
  1. шÿтлеме юратать
  1. пулăшать

        Дашăн амăшĕ                    3) суймасть

4) улталамасть

        5) сăлтавсăр вăрçмасть

    (Вуланă текста пĕтĕмлетсе çакăн пек кластер туса хăвараççĕ. Учитель пĕр вĕренекене кластерти сăмахсене вуласа пама ыйтать.)

- Халĕ Даша амăшĕ çинчен кам доска умнее тухса каласа пама пултарать?.. Кам хушса калать?..

 (Пĕ рвĕренекен каласа пама пуçлать, ыттисем хушса калаççĕ.)

Кану саманчĕ (Ачасем сăвă калаççĕ, тĕрлĕ хусканусем тăваççĕ.)

1, 2, 3, 4 –         Çил вĕрет

Физзарядка тумалла.        Ак çапла, акçапла…

5, 6, 7, 8 –        Çумăр çăвать

Пирĕн вăйлă пулмалла.        Ак çапла, акçапла…

1, 2, 3, 4 –        Хĕвел пăхать

Физзарядка тумалла.        Ак çапла, акçапла…

5, 6, 7, 8 –        Чечек ÿсет

Пирĕн пысăк пулмалла.        Ак çапла, ак çапла…

  1. Хăнăхтару пурнăçлани;

5-мăш ĕç. 73 стр. (Чăваш алфавитне аса илеççĕ. Ваттисен сăмахне вуласа параççĕ.)

Аннÿне хисепле, пулăш, ан кÿрентер.

( Слайд çине ваттисен сăмахĕ тухать.)

- Ачасем, çак ваттисен сăмахне мĕнле ăнланатăр? (Ачасем вырăсла калаççĕ.)

- Халĕ ваттисен сăмахĕпе паллашрăмăр… Анне, чăнах та, питĕ хисеплĕ çын. Нумай поэт анне çинчен сăвăсем çырать, композиторсем кĕвĕсем кĕвĕлеççĕ… Халĕ анне çичен клип пăхатпăр.  

    5) клип пăхни;

V. Урока пĕтĕмлетни.

1) Надя калавне итлени;

(слайд çинчи ятарлă предложенисене пĕр лайăх вулакан ачана вулаттарни)

2) ачасем пĕр-пĕрне хăйсен амăшĕсем çичен каласа пани;

- Халĕ эсир кашниех хăвăр аннĕрсем çинчен пĕр-пĕрне каласа парăр. Расскажите друг другу о своей матери по-чувашски. (Диалог йĕркеленĕ хушăра илемлĕ кĕвĕ янăрать.)

3) учитель ачасене ыйту парса калаçтарни;

- Катя, Андрейăн амăшĕ çинчен мĕн пĕлтĕн?

- Даша, Машăн амăшĕ çинчен мĕн пĕлтĕн?

- Кам хăй амăшĕ çинчен каласа парать?..

- Паян урокра кам çинчен калаçрăмăр? (Анне çинчен).

     Даша амăшĕ çинчен питĕ тĕплĕн пĕлтĕмĕр. Андрейăн амăшĕ, Машăн амăшĕ çинчен калав итлерĕмĕр. Тата кам хăй амăшĕ çинчен каласа парать? (2 ача каласа параççĕ.)

Чăнах та, анне пирĕншĕн чи хаклă, чи çывăх çын. Аннене хисеплемелле, пулăшмалла, кÿрентермелле мар.

    Паянхи темăна пĕтĕмлетсе халĕ пĕрле синквэйн тăвăпăр.

анне

ырă, хаклă

тăрăшать, пулăшать, суймасть

Анне – вăл пирĕн телей

çывăх çын

VІ. Ачасен ĕçĕсене хаклани, киле ĕç пани.

    6-мĕш ĕç. 73 стр.

VІІ. Сывпуллашни.

Шăнкăрав


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

План План проведения педагогических измерений показателей здоровья школьников.

Цель: воспитания у школьников потребности заниматься физической культурой и спортом, вести здоровый образ жизни, а также повышение заинтересованности в сохранении и укреплении здоровья. Зад...

План-конспект урока "Планы на будущее"

План конспект урока по английскому языку. Класс:5Тема:Планы на будущееУчитель: Фролова Татьяна ВикторовнаУчебник: «Enjoy English » 5-6 классы. (Биболетова М.З., Трубанева Н.Н.).Цели:Уч...

ПЛАН – КОНСПЕКТ Открытого занятия отделения спортивного туризма по теме: «ПЛАНЫ И КАРТЫ, ПОНЯТИЕ О МАСШТАБЕ» с учащимися группы НП-2. Тренер-преподаватель Контора Андрей Владимирович

Дата проведения: 18 СЕНТЯБРЯ 2012 г. Время проведения: 12-20 – 13-50 Место проведения: МБОУ СОШ № 18 Вид труда: теоретическое/практическое занятие (работа с картами). Тема за...

ПЛАН-КОНСПЕКТ УРОКА План-конспект урока в 11 классе «Фотоэффект. Применение фотоэффекта.»

Урок с использованием  ЭОР. В изучении нового материала используется информационный модуль  "Фотоэффект" для базового уровня старшей школы.  В практический модуль входи...

План воспитательной работы в 9 классе на 2012-13г. (План мероприятий, Классные часы, Самоуправление в классе, План работы с родителями и др.)

Наш 9-й класс![[{"type":"media","view_mode":"media_large","fid":"3420969","attributes":{"alt":"","class":"media-image","height":"320","style":"width: 480px; height: 320px; border-width: 2px; border-st...

Бизнес-план. Основные разделы бизнес-плана.

Образовательная программа:  Программа среднего (полного) общего образования по технологии  (базовый уровень). Составлена на основе федерального  компонента государственного  станда...