Чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ
презентация к уроку на тему

Тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕсем: Я.Ухсай пултарулăхĕпе паллашасси, сăввисене тишкересси

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon chavash_poeziyen_caltare.doc145.5 КБ
Office presentation icon chavash_poeziyen_saltare.ppt1.36 МБ

Предварительный просмотр:

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетла вĕренÿ учрежденийĕ

Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи «Çĕнĕ Кинчерти тĕп шкул»

Яков Ухсай - чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ

Хатĕрлекенĕ: чăваш чĕлхипе  литературине

 вĕрентекен Краснова И.Ф.

Çĕнĕ Кинчер - 2016

Яков Ухсай - чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ

Тĕпчев ĕçĕн объекчĕ: Я.Ухсай, унăн ĕçĕсем.

Тĕллевĕсем:

  1. Чăваш халăх поэчĕн пурнăçĕпе тата унăн пултарулăхĕпе паллаштарасси.
  2. Поэт чĕлхин илемне, сăнарлăхне асăрхаса хайлавĕсене хак парасси.
  3. Поэт пултарулăхне паллă çынсем хак панипе паллашасси.

Тĕпчев ĕçĕн планĕ:

Кÿртĕм.

  1. Я.Ухсай пурнăçĕпе пултарулăхĕ.
  2. Ухсай пултарулăхĕ çинчен каланă шухăшсем.
  3. Я.Ухсайăн чĕлхипе стилĕ.

Пĕтĕмлетÿ.

Усă курнă литература.

        

        

Кÿртĕм

Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм,

Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе.

Санпа ман халăх чунĕпе илемлĕ

Çÿрет çÿлте те çĕр çинче вĕçсе.

Юрланă чух сассу хитре те уçă,

Каять вăрман та, хир те янраса,

Чулсем çинчи канми-тăми çăл-куçĕ

Юхса йăпаннă пек сассу таса.

        Çак сăмахсем Я.Ухсайăн. Вăл хăйĕн тăван чĕлхине юратни палăрать çак сăвă йĕркисенче. Çакăн пек поэт çинчен эпир калаçмасăр пултараймастпăр. Унăн пултарулăхĕпе, паллă çынсем хак панипе паллашасси, сăввисене тишкересси – тĕп тĕллевсем пулса тăраççĕ çак тĕпчев ĕçĕнче. Пултаруллă та пуян чĕлхеллĕ поэт çинчен калаçма сăлтавĕ те пур. Кăçал чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăвашсен паллă поэчĕ Яков Гаврилович Ухсай çуралнăранпа 105 çул çитет.

Я.Ухсай пурнăçĕпе пултарулăхĕ

Я.Г.Ухсай 1911 çулхи чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Пушкăртстанри Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. К.Иванов ăна тăван лекнĕ, унăн хайлавĕсене вуласа Якку та поэзи еннелле туртăннă. Акă мĕн çырнă вăл «Силпи çăл куçĕ» поэмăра:

Ăна вуланă чух йĕреттĕм,

Ыттисене те йĕртерме

Кĕнекепе кайса çÿреттĕм

Килтен киле хам кÿршĕме.

Тăван чĕлхе епле янравлă,

Епле вăл паттăр иккенне,

Епле хăватлине яланлăх

Ăнлантăм эп çавăн чухне.

Мана тăван Силпи вăй пачĕ

Ача чухне ака тума.

Тивлетлĕ Кĕçтенттин хăвачĕ

Çырма çул уçрĕ чунăма.

Поэтăн ашшĕ-амăшĕ хутла пĕлмен, çапах та мĕн пĕчĕкрен халăх сăмахлăхĕпе паллаштарнă, тăван чĕлхене хаклама вĕрентнĕ. Поэт амăшĕ чăвашла кăна мар, тутарла та, пушкăртла та юрлама пултарнă.

        Ялти шкултан вĕренсе тухсан 1925 çулта Пишпÿлек хулинче хресчен ачисен шкулĕнче пĕлÿ пухать. 1928 çулта Ĕпхÿри вĕрентÿ институчĕн хатĕрленÿ уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Çак çулсенче Я.Ухсай литература ĕçне кÿленнĕ. 1929 çулта «Юратрăм эп, хирсем, сире» сăвви «Сунтал» журналта пичетлесе тухнă. Çак тапхăрта поэт  пушкăрт писателĕсемпе туслашать. 1930 çулсенче Я.Ухсай Мускаври Ломоносов ячĕпе хисепленекен университетра литература факультетне вĕренме кĕнĕ. Кунта вăл тутарсен чаплă поэчĕпе М.Джалильпе туслашнă. Вĕреннĕ вăхăтрах Мускавра чăвашла тухса тăракан «Коммунар» хаçатра ĕçлеме тытăннă. Институтран вĕренсе тухсан каялла Ĕпхĕве таврăннă. 1937 çулхи айăпсăр репрессии авăрне те лекнĕ вăл. А.Твардовский, А.Фадеев, Демьян Бедный юлташĕсем пулăшнипе «халăх тăшманĕ» ятран хăтăлса юлнă.

        Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи пуçлансан ахаль салтак та, çар корреспонденчĕ те пулнă. Вăрçă хыççăн Ухсай каллех мирлĕ ĕçе кÿленнĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче, «Тăван Атăл» журналта редакторта ĕçленĕ. 1948 çултан пуçласа пултарулăх ĕçĕпе çеç пурăнма тытăннă.

        Çамрăк чухнех Я.Ухсай чăваш, тутар, пушкăрт халăх сăмахлăхĕпе кăсăкланнă. Хăйĕн «Телей çулĕ», «Кĕмĕл çĕрĕ», «Сăсар çĕлĕк» хайлавĕсенче халăх сăмахлăхĕн сăнарлă чĕлхипе пĕлсе усă курнă. «Тутимĕр» трагедире чăвашсемпе пушкăртсен ĕмĕрхи туслăхне сăнланă.

        Поэтăн паллă хайлавĕсем шутне «Кĕлпук мучи» поэма, «Акăшкÿл», «Ту урлă çул» сăвăлла романсем кĕреççĕ. «Кĕлпук мучи» поэмăра Кĕлпук пурнăçĕ урлă чăваш халăхĕн кун-çулне кăтартса парать.

Я.Ухсай хайлавĕсене вырăсла, тутарла, пушкăртла, украинла тата ытти нумай халăх чĕлхине куçарнă.

Ухсай арăмĕ те паллă ача-пăча çыравçи. Вĕсем икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ

        1986 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче поэтăн чĕри тапма чарăннă. Ăна тăван ялĕнчех, хăй хушса хăварнă пекех, Кĕслету çине пытарнă.

Ухсай пултарулăхĕ çинчен каланă шухăшсем.

Я.Ухсайăн юлташсем нумай пулнă. Вĕсем хушшинче вырăссем те (А.Твардовский, Я.Смеляков, М. Светлов, Е. Исаев), тутар та (Мусса Джалиль), пушкăрт та (Мустай Карим), украинец та (Микола Бажан), белорус та (Якуб Колас) пулнă. Вĕсен хайлавĕсемпе паллашса Я.Ухсай хăйĕн чĕлхине туптанă. Поэта кирек ăçта та хăйсен йышне кĕртнĕ.

        Ухсай пултарулăхĕпе чылай паллă çын паллашнă, тĕпченĕ. Вырăссен паллă поэчĕ Егор Исаев çапла çырнă: «Ухсай – пысăк поэт! Чăн-чăн халăх поэчĕ. Унăн сăвви-юрри халăх сăмахлăхĕ майлă янăрать. Халăха пĕлмесĕр, унăн сăмахлăхне ăнланмасăр, çавăн пек çепĕç, янăравлă, сăнарлă çырма çук. Çавăнпа вăл чăваш поэчĕ çеç мар, Раççей поэчĕ пулса тăрать. А.Твардовский, М. Исаковский, А. Прокофьев, А.Малышко, Петрусь, Бровка… Çак ретре тăрать чăваш поэчĕ Яков Ухсай.»

И.И.Иванов литературовед çапла хакланă ун пултарулăхне: «Ухсай поэзийĕнче тăван уй-хирсен, ешĕл вăрмансен, шăнкăр-шăнкăр çăл куçсен, тăрă кÿлĕсен çепĕçлĕхĕпе илемлĕхĕ, чăваш халăхĕн ĕçченлĕхĕпе типтерлĕхĕ, кирек мĕнле йывăрлăхра та халăхăн сÿнми ĕмĕчĕ, пулас çутă кунсен шанчăкĕ палăрать, чăваш çĕр-шывĕпе унăн çыннисен пурнăçĕ курăнать.»

1955 çулхи авăн уйăхĕнче тухнă «Литература хаçатĕнче» А.Фадеев писатель чăваш халăх поэчĕн пултарулăхне пысăк хак панă: «Поэтикăллă формăллă пысăк хайлавсенчен эпĕ чăваш поэчĕн Я.Ухсайăн «Кĕлпук мучи» сăвăлла повеçне юлашки çулсенчи интереслĕ те чаплă пулăмсенчен пĕри тесе палăртасшăн.»

Мустай Карим, пушкăрт халăх сăвăçи каланă сăмахсем: «Якку Ухсай – чăн-чăн халăх поэчĕ, пирĕн çĕр-шывăмăрăн нумай нациллĕ литературишĕн сумлă ят. Ухсай поэзийĕн хăватлă юхăмĕ унта хăйĕн тĕсĕпе, хăйĕн кĕввипе, хăйĕн шухăшлавĕпе палăрса тăрать. Эпĕ астăвасса, Александр Твардовский туслă калаçусенче унăн пултарулăхне яланах ырлатчĕ, уйрăмах поэмисене палăртатчĕ. «Тĕлĕнмелле талант!» - терĕ пĕрре ун çинчен вăл.»

Яков Ухсайăн чĕлхипе стилĕ.

Чи малтан Я.Ухсай халăх сăмахлăхĕн пуянлăхĕпе, унăн илемлĕх мелĕсемпе пĕлсе усă курнине палăртмалла. Фольклор тĕслĕхĕсене поэт хайлава пур чухне те пĕр улăштармасăр кĕртмест, тĕллевне кура урăхлатса çĕнĕтет. Чăваш фольклорĕн сăнар тăвакан мелĕпе усă курни лирика хайлавĕн пахалăхне сĕтеклĕ, витĕмлĕ, чăнласах чуна çывăх пĕлтерĕшлĕ те туйăмлă тăвать.

Аслă поэт пултарулăхĕн тепĕр паллă енĕ вăл – ăна хăйне çеç тивĕçлĕ сăнарлă та витĕмлĕ чĕлхе. Ухсай Яккăвĕ чăваш поэзийĕн çÿпçине çĕнĕ чĕлхе тата илемлĕх мелĕсемпе тÿпелесех тултарнă. Танлаштарусем тăвас енĕпе поэт питĕ ăста. Унăн сăввинче темĕн тĕрлĕ танлаштару та тупма пулать. Хитре те анлă танлаштарусем автор шухăшне тарăн ăнланма, нумайлăха астуса юлма пулăшаççĕ.

Тип улăм çинĕ пек сирĕн сăввăр.

Кăвак кăвар пек сан сенкер куçу.

Кăвакарчăн пĕсехи пек кăн-кăвак пурçăн тутăр.

Тăрна карти пек ушкăн шухăш.

Ват ăмăрт кайăк пек атте-аннемĕр.

Авмак çăра куç харшисем

Пĕкĕльмере пĕветнĕ пĕкĕ пек.

Шур Атăл хĕрринчи тирек пек шавлă

Такмаксем чĕртетĕп чĕрере.

Аслатилле кĕрлев пасар çине

Хумсем пек ыткăнать.

Силпи юрăçи тĕлĕнмелле метафорăсем тума пултарать. Хирти тăрисем юрлани ăна тÿперен пин-пин пĕчĕк шăнкăрав çакса янă пек илтĕнет. Шăннă чÿречене вăл çапла ÿкерсе парать: «Хĕл сивви хĕр пек илемлĕ тĕрленĕ кантăка». Çумăр çунине вăл «таса тĕнче мунча» тесе хаклать, çĕмĕрт çеçке çурнине çурхи сурпан çыхнипе танлаштарать.

Вĕри тăхланлă тăвăл çирĕ –

Юна, шăмма та ир те каç. («Шурă хурăнпа калаçни»)

Шăрши пулсан, çĕр юнĕ хупă

Тăраймĕ, парĕ хăй мулне. («Кĕсле ту тăрринче шухăша кайни»)

Тÿпе маччин кăвак чаршавĕ

Тăрать хĕвеллĕ люстра пек. («Вăрман юрри»)

Я.Ухсайăн сăввисенче сăпатлантару тĕслĕхĕсем те тĕл пулаççĕ:

Кураттăм асамат кĕперĕ

Тăва кÿлсе утланнине.

Таçти-таçти хитре эрминккере

Кĕтеççĕ ăшă кĕрĕксем пире.

…Хура пÿртре ман пурнăç

Сывларĕ мăкăрланнă тĕтĕмпе.

Ыталанса лараççĕ ик тирек.

Пĕр юрă çеç чуна хĕртсе вут хурĕ.

                                          («Кĕсле ту çинче шухăша кайни»)

Эпитетсем йышлă поэтăн: «шапа сассиллĕ пăчă сывлăш», «ыйхăллă тÿшек», «шăлтăр-шăлтăр шăллă сивĕ», «çавра çилсен юппиллĕ тусан», «карма çăварлă çилсем» тата ыт. те.

Поэт сăввисенче стилистика мелĕсем те йышлă. Анафора тĕслĕхĕсем:

Ман мар хура çунатлă кайăк,

Ман мар хура тăманлă каç.

Хăш чух пиçен пек эпĕ пултăм,

Хăш чух кĕтмел чечекĕ пек.

Мĕн чухлĕ тимĕр-хурçă ванчĕ,

Мĕн чухлĕ вилĕм сапаланчĕ

Кунти сăртра, кунти хирте? («Кĕсле ту çинче шухăша кайни»)

Тав тикĕтпе пурак панишĕн,

Тав сухăршăн тата тепре,

Тав ешĕл милĕк кастарнишĕн,

Пурне те, хурăнсем, сире.

                     («Шура хурăнпа калаçни»)

Эпифора тĕслĕхĕсем:

Пÿртре те тĕтĕм йÿçĕ

Мăян çăкри те йÿçĕччĕ.

Эпинафора:

Ман тантăшсем сана амантнă,

Амантрăм эп те сан пĕвне.

Я.Ухсай хайлавĕсем рифма енчен те пуян. Мĕнле кăна рифма çук пулĕ поэтăн: çавра, хĕреслĕ, мăшăр. Хĕреслĕ рифма тĕслĕхĕ:

Эп сана вут ăшĕнчен вăраххăн

Юратса ĕненнине кура

Инкексем пулсан та, çÿçĕм манăн

Ĕлĕкхи пекех йĕпкĕн хура.

               («Çырă куçăм, ылтăнăмçăм, чунăм»)

Сăвă виçине пăхас пулсан Ухсай ытларах ямб виçине кăмăллать. Хорейсем, ямбпа танлаштарсан, сахалрах. Виçĕ сыпăклă сăвă виçинчен Ухсай анапестпа çеç усă курнă, дактильпе амфибрахи пачах та тĕл пулмаççĕ. Вăл çичĕ сыпăклă силлабика виçипе те усă курать. Хăш-пĕр сăвăра пĕр сăвă виçипе кăна çырмасть, пĕр виçипе пуçланă вахăтрах тепĕр виçе çине куçса каять.

Тĕслĕхрен, «Ака-суха туса ÿстертĕм тырă» сăввинче ямб виçи кĕвĕленет:

Ака-суха туса ÿстертĕм тырă,

Унтан пĕçернĕ кăпăш çăкăра

Чĕлшер касса çырма пуçлатăп юрă

Сап-сарă çулçă ÿкнĕ вăхăтра.

     /        /       /       /       /

_ _    _ _   _ _   _ _   _ _   _

     

     /        /       /       /       /

_ _    _ _   _ _   _ _   _ _  

     /        /       /       /       /

_ _    _ _   _ _   _ _   _ _   _

     /        /       /       /       /

_ _    _ _   _ _   _ _   _ _   _

 

Çавăн евĕрлĕ сăвă виçи «Юратрăм эп, хирсем, сире» сăвăра та.

Юратрăм эп, хирсем, сире

Сана та сĕм хура вăрман

Нихçан та шухă чĕрере

Ку юрату çухалмĕ ман.

        Тĕслĕхшĕн 9-мĕш класс программипе панă «Çумăр» сăвва тишкерсе пăхатпăр.

Шăпăр-шăпăр çумăра

Хамăр ялтан ăсатма

Ача-пăча çăмăллăн

Хăпса тухнă урама.

- Чир-чĕр кайтăр-кайтăрах! –

Текен сассем тавлашса

Саланаççĕ ял тăрăх,

Янратаççĕ сывлăша.

Тантăш-туссемпе хавас

Пĕр харăсах савăнма

Йÿле пилĕк, çарамас

Тухрăм эп те урама.

Транкки-транкки сикнипе

Шĕвĕ пылчăк чăл та пар

Сирпĕнет те, ман кĕпе,

Манăн йĕм те чăп-чăпар.

Шак! Шаккать чÿречерен

Анне ачаш çиллипе:

_ Кĕр! – тесе чĕне-чĕне

Юнать шĕвĕр пÿрнипе.

Анне мана: - Кĕр-кĕрех! –

Тесе киле чĕннинчен

Вăйлăрах та чĕрĕрех

Çĕр те, пĕлĕт те тĕнче.

Манăн çумăр айĕнче

Чÿхенсе сикес килет.

Мана çиçĕм çиçнинчен

Çичĕ вăй пырса кĕрет.

Çичĕ çамрăк вăй ÿтре

Тиха пекех кĕçенет,

Кĕçенет те уй-хире

Савăнса чупма чĕнет.

Ку сăвă эпитетсемпе пуян: шапăр-шăпăр çумăра, йÿле пилĕк, транкки-транкки сикнипе, шĕвĕ пылчăк, йĕм те чăп-чăпар, ачаш çиллипе, шĕвĕр пÿрнипе, вăйлăрах та чĕрĕрех çĕр те пĕлĕт те тĕнче.

Танлаштарусем: тиха пекех кĕçенет.

Сăпатлантару: сассем тавлашса саланаççĕ, янратаççĕ сывлăша, вăй пырса кĕрет, вăй ÿтре кĕçенет.

Гипербола: çичĕ вăй пырса кĕрет, çичĕ çамрăк вăй ÿтре.

Стилистика мелĕсенчен эпинафора тĕл пулать:

Çичĕ çамрăк вăй ÿтре

Тиха пекех кĕçенет,

Кĕçенет те уй-хире

Савăнса чупма чĕнет.

Ухсай ку сăвва хĕреслĕ рифмăпа, çичĕ сыпăклă силлабика виçипе çырнă.

Пăхса тухнă илемлĕх мелĕсем поэтăн чĕлхе пуянлăхĕ иксĕлми пулнине кăтартаççĕ. Ухсай Яккăвĕн илемлĕх мелĕсем пирки вырăс писателĕ Ю.Олеша çапла каланă: «Великолепны Звериные метафоры у чувашского поэта Я.Ухсая, мне как-то дали для рецензирования его большую поэму «Перевал» и я нашел там чудеса в этой области.»

Пĕтĕмлетÿ.

Чаплă поэт ятне чăваш халăх манмасть. Шупашкарта сăвăç ячĕпе урам тата Культура керменĕ хисепленет, Канаш хулинче Ухсай урамĕ пур.

Юлашки çула та ăна пĕтĕм чăваш халăхĕ хурланса ăсатна. Ю. Сементер «Ухсай Шупашкарпа сыв пуллашни» сăвă çырнă.

Кĕмĕл кайăк вĕçет Шупашкар тавралла –

Ун паян Кĕсле ту тăррине каймалла.

Сывă пул, тăван кил, анлă Атăл, сыв пул,

Яш çăкаллă урам, ĕмĕрех ешĕл юл.

Усă курнă литература

  1. Артемьев А. Илемлĕ произведенисен стилĕпе чĕлхи // Тăван литература утамĕсем, Ш., 1974
  2. Владимирова О. Чăваш поэзийĕн сăвă хывас туртăмĕсем // Халăх шкулĕ, 2003
  3. Горский С. Яков Ухсайăн чĕлхипе стилĕн хăш-пĕр уйрăмлăхĕсем //Тăван литература утăмĕсем, Ш., 1974
  4. Иванова Р. Ухсай Яккăвĕн поэзии синтаксисĕ //Халăх шкулĕ, 2№, 2002
  5. Иванова Т.В. Мухтавлă поэтăмăр сукмакĕпе //Халăх шкулĕ, 5№, 2011
  6. Метин П.Н. Лирика вăрттăнлăхĕсем, Ш., 2005
  7. Школьникова Л.П. Чыс та сум сана, поэтăмăр! //Халăх шкулĕ, 5№ , 2011

Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:

Слайд 1

Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул

Слайд 2

Яков Ухсай - чăваш поэзийĕн ç ăлтăрĕ

Слайд 3

Т ĕ ллевсем: 1. Чăваш халăх поэчĕн пурнăçĕпе тата унăн пултарулăхĕпе паллаштарасси. 2. Поэт пултарулăхне паллă çынсем хак панипе паллашасси . 3. Поэт чĕлхин илемне, сăнарлăхне асăрхаса хайлавĕсене хак парасси.

Слайд 4

Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм, Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе. Санпа ман халăх чунĕпе илемлĕ Çÿрет çÿлте те çĕр çинче вĕçсе. Юрланă чух сассу хитре те уçă, Каять вăрман та, хир те янраса, Чулсем çинчи канми-тăми çăл-куçĕ Юхса йăпаннă пек сассу таса

Слайд 5

Яков Гаврилович Ухсай (1911-1986)

Слайд 6

Мария Ухсай х ĕрĕсемпе

Слайд 7

Ухсай – пысăк поэт! Чăн-чăн халăх поэчĕ. Унăн сăвви-юрри халăх сăмахлăхĕ майлă янăрать. Халăха пĕлмесĕр, унăн сăмахлăхне ăнланмасăр, çавăн пек çепĕç, янăравлă, сăнарлă çырма çук. Çавăнпа вăл чăваш поэчĕ çеç мар, Раççей поэчĕ пулса тăрать. А.Твардовский, М. Исаковский, А. Прокофьев, А.Малышко, Петрусь, Бровка… Çак ретре тăрать чăваш поэчĕ Яков Ухсай. (Егор Исаев )

Слайд 8

Ухсай поэзийĕнче тăван уй-хирсен, ешĕл вăрмансен, шăнкăр-шăнкăр çăл куçсен, тăрă кÿлĕсен çепĕçлĕхĕпе илемлĕхĕ, чăваш халăхĕн ĕçченлĕхĕпе типтерлĕхĕ, кирек мĕнле йывăрлăхра та халăхăн сÿнми ĕмĕчĕ, пулас çутă кунсен шанчăкĕ палăрать, чăваш çĕр-шывĕпе унăн çыннисен пурнăçĕ курăнать. (И.И.Иванов)

Слайд 9

Поэтикăллă формăллă пысăк хайлавсенчен эпĕ чăваш поэчĕн Я.Ухсайăн «Кĕлпук мучи» сăвăлла повеçне юлашки çулсенчи интереслĕ те чаплă пулăмсенчен пĕри тесе палăртасшăн. (А.Фадеев)

Слайд 10

Якку Ухсай – чăн-чăн халăх поэчĕ, пирĕн çĕр-шывăмăрăн нумай нациллĕ литературишĕн сумлă ят. Ухсай поэзийĕн хăватлă юхăмĕ унта хăйĕн тĕсĕпе, хăйĕн кĕввипе, хăйĕн шухăшлавĕпе палăрса тăрать. Эпĕ астăвасса, Александр Твардовский туслă калаçусенче унăн пултарулăхне яланах ырлатчĕ, уйрăмах поэмисене палăртатчĕ. «Тĕлĕнмелле талант!» - терĕ пĕрре ун çинчен вăл. (Мустай Карим)

Слайд 11

Танлаштарусем: Тип улăм çинĕ пек сирĕн сăввăр. Кăвак кăвар пек сан сенкер куçу. Кăвакарчăн пĕсехи пек кăн-кăвак пурçăн тутăр. Тăрна карти пек ушкăн шухăш. Ват ăмăрт кайăк пек атте-аннемĕр. Авмак çăра куç харшисем Пĕкĕльмере пĕветнĕ пĕкĕ пек. Шур Атăл хĕрринчи тирек пек шавлă Такмаксем чĕртетĕп чĕрере. Аслатилле кĕрлев пасар çине Хумсем пек ыткăнать.

Слайд 12

Метафорăсем Хĕл сивви хĕр пек илемлĕ тĕрленĕ кантăка. Вĕри тăхланлă тăвăл çирĕ – Юна, шăмма та ир те каç. («Шурă хурăнпа калаçни») Шăрши пулсан, çĕр юнĕ хупă Тăраймĕ, парĕ хăй мулне. («Кĕсле ту тăрринче шухăша кайни») Тÿпе маччин кăвак чаршавĕ Тăрать хĕвеллĕ люстра пек. («Вăрман юрри»)

Слайд 13

Сăпатлантарусем: Кураттăм асамат кĕперĕ Тăва кÿлсе утланнине. Таçти-таçти хитре эрминккере Кĕтеççĕ ăшă кĕрĕксем пире. Хура пÿртре ман пурнăç Сывларĕ мăкăрланнă тĕтĕмпе. Ыталанса лараççĕ ик тирек. Пĕр юрă çеç чуна хĕртсе вут хурĕ.

Слайд 14

Эпитетсем: шапа сассиллĕ пăчă сывлăш ыйхăллă тÿшек шăлтăр-шăлтăр шăллă сивĕ çавра çилсен юппиллĕ тусан карма çăварлă çилсем

Слайд 15

Анафора Ман мар хура çунатлă кайăк, Ман мар хура тăманлă каç. Хăш чух пиçен пек эпĕ пултăм, Хăш чух кĕтмел чечекĕ пек. Мĕн чухлĕ тимĕр-хурçă ванчĕ, Мĕн чухлĕ вилĕм сапаланчĕ Кунти сăртра, кунти хирте? («Кĕсле ту çинче шухăша кайни») Тав тикĕтпе пурак панишĕн, Тав сухăршăн тата тепре, Тав ешĕл милĕк кастарнишĕн, Пурне те, хурăнсем, сире. («Шурă хурăнпа калаçни»)

Слайд 16

Эпифора Пÿртре те тĕтĕм йÿçĕ Мăян çăкри те йÿçĕччĕ. («Шурă хурăнпа калаçни») Эпинафора Ман тантăшсем сана амантнă, Амантрăм эп те сан пĕвне. («Шурă хурăнпа калаçни»)

Слайд 17

Эп сана вут ăшĕнчен вăраххăн Юратса ĕненнине кура Инкексем пулсан та, çÿçĕм манăн Ĕлĕкхи пекех йĕпкĕн хура. («Çырă куçăм, ылтăнăмçăм, чунăм») Хĕреслĕ рифма

Слайд 18

Ака-суха туса ÿстертĕм тырă, Унтан пĕçернĕ кăпăш çăкăра Чĕлшер касса çырма пуçлатăп юрă Сап-сарă çулçă ÿкнĕ вăхăтра . / / / / / _ _ _ _ _ _ _ _ _ _ _ / / / / / _ _ _ _ _ _ _ _ _ _ / / / / / _ _ _ _ _ _ _ _ _ _ _ / / / / / _ _ _ _ _ _ _ _ _ _ _

Слайд 19

Эпитетсем: шапăр-шăпăр çумăра, йÿле пилĕк, транкки-транкки сикнипе, шĕвĕ пылчăк, йĕм те чăп-чăпар, ачаш çиллипе, шĕвĕр пÿрнипе, вăйлăрах та чĕрĕрех çĕр те пĕлĕт те тĕнче. Танлаштару: тиха пекех кĕçенет. Сăпатлантару: сассем тавлашса саланаççĕ, янратаççĕ сывлăша, вăй пырса кĕрет, вăй ÿтре кĕçенет. Гипербола: çичĕ вăй пырса кĕрет, çичĕ çамрăк вăй ÿтре.

Слайд 20

Эпинафора : Çичĕ çамрăк вăй ÿтре Тиха пекех кĕçенет, Кĕçенет те уй-хире Савăнса чупма чĕнет.

Слайд 21

Кĕмĕл кайăк вĕçет Шупашкар тавралла – Ун паян Кĕсле ту тăррине каймалла. Сывă пул, тăван кил, анлă Атăл, сыв пул, Яш çăкаллă урам, ĕмĕрех ешĕл юл. (Ю.Сементер)

Слайд 22

Ĕçе хатĕрлекенĕ: Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Краснова И.Ф.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Творческая мастерская "Китайская поэзия - поэзия мысли"

В процессе  работы творческой мастерской  "Китайская поэзия - поэзия мысли" школьники знакомятся с китайской классической поэзией, занятие организуется таким образом, что дети ставятся в сит...

Урок словесности "Поэзия мира и мир в поэзии"

Урок словесности из цикла уроков, посвященных работе с поэтическими текстами....

« Есть у поэзии начало, нет у поэзии конца».

Саратовскому поэту, бывшему учителю школы № 89, кандидату филологических наук, доценту кафедры общего литературоведения и журналистики СГУ  - Книгину Игорю Анатольевичу, посвящается…...

Литературно-музыкальная композиция «Диалог эпох – рубеж веков (XIX – XX) – начало XXI века: поэзия века серебряного – современная рок-поэзия»

В уроке сплелось желание сделать поэзию серебряного века ближе и понятнее современным школьникам, показав близость тем и проблем с современной рок-поэзией...

«Мифологема дерева в русской и современной мордовской поэзии: к опыту сравнительно-сопоставительного изучения (на материале поэзии С. А. Есенина и В. А. Ващалкина)»

Стихи о родной природе составляют сокровищницу русской литературы. Именно в них, одухотворенно описывая красоты родного и милого сердцу автора края, поэты создают удивительно проникновенные обра...

Оттепель - период расцвета поэзии в литературе. Бронзовый век. Поэзия 60-х годов.

В предложенной презентации даются краткие биографические справки, предлагаются для работы с текстом наиболее яркие стихотворения поэтов-шестидесятников: Е. Евтушенко, Б. Ахмадулиной, Р. Рождественског...

Урок литературы по поэзии Серебряного века (поэзия А. Ахматовой и Н. Гумилева)

Урок содержит материал для выступления учащихся ( небольшая композиция из стихотворений А. Ахматовой и Н. Гумилева, выстроенная таким образом, что читающие стихи учащиеся должны обращаться друг к друг...