Уçă урок
учебно-методический материал (6 класс) на тему
Вырăс шкулĕн 6-мĕш класĕ валли "Сĕт-турăх" темăпа хатĕрленĕ урок планĕ
Скачать:
| Вложение | Размер |
|---|---|
| 25.32 КБ |
Предварительный просмотр:
Урок теми „Сĕт – турăх” (Молочные продукты)
Иванова Роза Михайловна, чăваш чĕлхипе литература учителĕ (Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул. ( МБОУ «Урмарская средняя общеобразовательная школа им.Г.Е.Егорова» п. Урмары, Урмарского района Чувашской Республики)
Чăваш чĕлхи. Вырăс шкулĕн 6 класĕ.
Урок тěллевěсем:
1. Сапăрлăх тĕллевĕсем: ачасене ěçе юратма, аслисене пулăшма вěрентесси.
2. Пĕлÿ тĕллевĕсем: сĕтрен тăвакан çимĕç ячĕсемпе паллашасси, «Сĕт-турăх» калава илемлĕ вулама, ăна тишкерме, ăнланма вĕрентесси.
3.Аталантару тĕллевĕсем: çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси.
Урок тĕсĕ: ИКТ-па усă курса ирттернĕ хутăш урок
Урокра усă курмалли хатěрсем:учебник «Чăваш чĕлхи»: Вырăс шкулĕн 6-мĕш класĕ валли/И.А.Андреев,Р.И. Гурьева, - Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1998.- сăмахсем çырнă карточкăсем: çу, сěт, хăйма, тăпăрч, чăкăт, уйран, хуран кукли; компьютер, проектор, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлеме пичетлесе хатĕрленĕ хутсем; темăпа хатĕрленĕ слайдсем.
Урок юхăмě
- 1.Сывлăх сунни. Урока пурте хатĕр-и? Урок темипе паллашиччен паянхи кун çинчен калаçса илĕпĕр. Паян мĕн кун? Эрнен миçемĕш кунĕ? Паян урамра мĕнле кун? (Паян урамра пĕлĕтлĕ çанталăк, сивĕ мар, çил вĕрет, хĕвел пăхмасть, çумăр çумасть.)
- Çěнě темăна ăнлантарни. Доска çине эпĕ ÿкерчĕксем çыпăçтарса хунă. Пăхар-ха вĕсем çине. Кунта сĕт-турăх ÿкерчĕкĕсем, пĕри вара ытлашши. Хăшĕ-ши? Мĕншĕн? Паян эпир мĕн çинчен калаçăпăр-ши? Çапла вара паянхи урок теми пирĕн „Сĕт – турăх”. Урокра эпир сĕтрен тăвакан çимĕçсем пирки калаçăпăр. Число, урок темине тетрадьсем çине çырса хуратпăр. (1слайд)
1) Учебникри текстпа ěçлени (58 стр.) Малалла „Сĕт – турăх” калавпа ĕçлĕпĕр, вулама тытăнăпăр. Унччен малтан чĕлхене хускатса илĕпĕр, фонозарядка тăвăпăр.
а) Фонозарядка туса илни: (2 слайд)
сĕ-сĕ-сĕт
чă-чă-чăкăт
ту-ту-турăх
пурте пирĕн тулăх
ă) Çěнě сăмахсемпе ěçлени.
Халĕ вара 58-мĕш страницăри калава ăшра вуласа тухар. Ачасем ăшра вулаççĕ. Вуланă хыççăн ăнланман сăмахсем пулчĕç пулĕ. Акă сирĕн умра вырăсла çырса панă сăмахсем. Сирĕн вĕсен чăвашла куçарăвне тупса çырмалла. (Словарь ĕçĕ). (3 Слайд) Тепĕр хут вуласа астуса юлар-ха (4слайд)
народы юга - кăнтăрти халăхсем
киргизы - кăркăссем
кумыс-кăмăс
полезный-сиплĕ
костное заболевание- шăмă чирě
легкие - ÿпке
пахта - уйран
сбивать масло- уйран уçла
кобыла- кĕсре
1)простокваша, кислое молоко - турăх
2)варенец
б)Текста вулани. Текста абзайăн-абзацăн вулатпăр. Саспа вулаççĕ.
Текста ăнлантăр пулĕ тетĕп, анчах та манăн тĕрĕслесе пăхас килет. Эпĕ сире валли ыйтусем хатĕрлерĕм. (5слайд)
1. Ыйтусемпе ĕçлесси.
- Пĕчĕк ача та чĕр чун та мĕн çисе ÿсет пĕчĕкрен?(6слайд)
- Мĕн – мĕн сĕчĕ пулать? (7 слайд)
- Ĕнерен малтан çынсем мĕн сума тытăннă?
- Сěтрен мěнле апат тума пулать?
- Кăнтăрти халăхсем мĕн сăваççĕ?
- Ĕлĕк чăвашсем лаша сĕтĕнчен мĕн тунă?
- Кăмăспа мĕнле чире сиплеме пулать?
- Казахсемпе кăркăссем мěн сăваççě?
- Сурăх сěтěнчен мěн тăваççě? (7 слайд)
2. Маттур, ачасем, тĕрĕс хуравларăр. Сĕтрен тата мĕн – мĕн тума пулать-ши? Çакна эпир туратлă кластер туса пĕлĕпĕр.
Сăмахсене карточкăсем çине çырнă. Доска çине çыпăçтарнă
Турăх тăпăрч чăкăт
Хуран кукли
Сěт
хăйма çу
уйран (8слайд)
2-3 ача схема тăрăх сěтрен мěнле апат тунине туллин каласа парать.
- Вěреннине çирěплетни.
Маттур, ачасем, вуланине лайăх ас туса юлтăр. Сĕтрен пулакан çимĕçсен ячĕсене те тĕрĕс палăртрăр.
Ывăнтăр пулĕ, ачасем, сĕт çинчен нумай калаçрăмăр. Анчах сĕт çимĕçĕ çеç çителĕксĕр, хамăр сывлăха çирĕплетме хусканусем те пулăшаççĕ. Физкультминутка
Паллах, пĕлни çăкăр ыйтмасть, ытларах пĕлни пĕртте чăрмантармасть. Çавăнпа пĕлĕве çирĕплетме çакăн пек ĕç тăвăпăр. Сирĕн умра вырăсла çырнă предложенисем. Эсир вĕсене текстра чăвашла тупса вуласа паратăр. (8 слайд)
Врачи говорят, что козье молоко полезнее, чем коровье.
Народы юга и сейчас доят овец.
В старину и чуваши готовили кумыс.
В санатории и сейчас кумысом лечат болезни легких и костные заболевания.
Овцу и козу люди начали доить раньше, чем корову.
- Текст содержанине каласси.
Тĕрĕс тупрăр. Халь кам сиртен текст содержанине каласа пама пултарать? Тата кам? 2-3 ача каласа парать. Ачасем содержани каласа параççĕ. Эсир мана питĕ савăнтартăр. Текста лайăх ăнланни курăнать.
Ыттисенчен тепĕр урокра ыйтатăп.
- Килти ĕç дневниксем çине çырса хуратпăр(содержани) . Текст тăрăх çитес урокра тест пулать.
- Çапла, ачасем сĕт çын пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕн пĕчĕкрен эпир анне сĕчĕпе вăй – хал илетпĕр, халĕ те эпир сĕтрен тăвакан апат - çимĕçпе анлă усă куратпăр. Сĕтрен мĕн-мĕн тума пултарнине пăхса тухрăмăр.
Урока хатĕрленсе эпĕ Сашăна килти ĕç пĕлтерÿ тума хушса янăччĕ. Вăл пире чăкăт туни çинчен каласа парать. Эпир час-часах чăкăт тата тăпăрч сăмахсене пăтраштаратпăр. Мĕн вăл тăпăрч. Чăкăт? Тăпăрч – творог, чăкăт –сыр.
Чăкăта тăпăрчран пĕçереççĕ. Йÿçнĕ турăха малтан газ çине лартса вĕрилентереççĕ. Вĕретме кирлĕ мар. Унтан пысăк дуршлаг çине марля хураççĕ те вĕрилентернĕ турăха унта яраççĕ. Тăпăрчă шывĕ (сыворотка) юхса тухать. Ун хыççăн тăпăрч çине çăмарта ярса çăраççĕ те пĕр-пĕр форма çине хурса кăмакана лартаççĕ. Унта вăл тепер ирчченех ларать. Кайран вара чăкăта ăшăлла çиеççĕ. Питĕ тутлă пулать.
Паянхи урока вĕçлесе тата акă мĕн çинчен калас тетĕп.
Авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче тухнă „Хыпар” хаçатра Шупашкарта сентябрĕн 26-мĕшĕнче тĕп хулари «Шупашкар-Арена» Пăр керменте Сĕт фестивалĕ пулса иртнĕ тесе çырнă. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Кăçалхи Сĕт фестивалĕ - шучĕпе тăваттăмĕш. Виçĕ çулта ку мероприятие 20 пин ытла çын килсе курнă, пĕтĕмпе 13 пин тонна ытла сĕт продукцийĕ сутнă. Палăртни вырăнлă: 2014 çулта Чăваш Енре сĕт суса илесси 7,5% хушăннă. Ÿсĕм туртăмĕ кăçал та палăрать. Хальхи вăхăтра регионта сĕт тирпейлекен 17 предприяти ĕçлет, çулталăк пуçланнăранпа вĕсем 120 пин тонна ытла сĕт тирпейленĕ, 73 пин тонна сĕт, 1,6 пин тонна услам çу, 800 тонна ытла сыр туса кăларнă.
Мĕншĕн пирĕн Республика пуçлăхĕ Сĕт фестивалĕ ирттерет-ши?
(Мĕншĕн тесен сĕт чăннипех те усăллă) (10слайд) Сĕт тĕрĕлĕ витаминсемпе тата минералсемпе пуян. Ăна эпир çак таблицăна пăхса пĕлме пултаратпăр. 100 грамм сĕтре акă мĕн чухлĕ витаминсемпе минералсем:
Минералы | ||
Йод | 0,2 | мг |
Калий | 0,05 | мг |
Кальций | 120 | мг |
Кобальт | 0,8 | мг |
Магний | 14 | мг |
Марганец | 6 | мг |
Медь | 12 | мг |
Молибден | 5 | мг |
Селен | 0,2 | мг |
Сера | 29 | мг |
Фосфор | 90 | мг |
Фтор | 20 | мг |
Хлор | 110 | мг |
Холин | 23,6 | мг |
Цинк | 400 | мг |
Витамины | ||
Витамин В2 | 0,2 | мг |
Витамин В6 | 0,05 | мг |
Витамин B7 | 3,2 | мг |
Витамин В9 | 5 | мг |
Витамин С | 1,3 | мг |
VIII. Рефлекси. Паянхи урокпа кăмăллă юлтăр-и? Хăвăр кăмăла хăш ÿкерчăкăпе палăртма пултаратăр? (Смайликсем валеçсе паратăп)
VI.Ачасен пĕлĕвне хакласси. Урокра пурте тăрăшса ĕçлерĕр. Маттур. Дневниксем çине оценкăсем лартатпăр.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Методическая разработка: предполагаемый план проведения урока - При подготовке к уроку использовать как вспомпгательный ориентир для каждого этапа урока. Презентация отражает создание условий для учебных действий на уроке.
При подготовке к уроку использовать как вспомпгательный ориентир для каждого этапа урока. Презентация отражает создание условий для учебных действий на уроке....

Методическая разработка урока литературы по теме «Творчество Сергея Есенина»(11 класс). Тема урока - «Голубая Русь» Сергея Есенина. Тип урока –урок-исследование.
Знакомство со стихотворениями С.Есенина, посвящёнными теме родины, с творческим методом поэта....

Конспект открытого урока по технологии в 6 классе. Тема урока: Игровые технологии на уроках обслуживающего труда. Одежда и требование к ней. Снятие мерок для построения чертежа юбки. (Презентация к уроку)
Разработка урока с презентацией помогает учителю более доступно и понятно познакомить учащихся с историей юбки. На уроке используются игровые технологии, что помогают учащимся лучше усвоить материал у...

Урок изобразительного искусства в 5-ом классе.Тема урока: « Деревья как люди». Вид работы: рисование по представлению Тип урока: комбинированный, урок – сказка
Тема урока: « Деревья как люди».Вид работы: рисование по представлениюТип урока: комбинированный, урок – сказка Цель урока:ü Средствами изобразительного языка ...

Класс 9 Урок №24. Тема урока: Системы счисления. Перевод чисел Тип урока; Урок «построения » системы знания.
Урок для учащихся 9 класса по теме "Системы счисления. Перевод чисел". Урок в разделе программы по счету третий. Цель:Образовательная: систематизация и расширение знаний обучающихся о операциях п...

Урок обобщающего повторения по теме Южная Америка.Урок-игра.Особый колорит уроку придаёт просмотр ролика"Танго и футбол", вопрос от шеф повара с угощением мамалыгой и синквейн. Легенда рассказанная в начале урока настраивает ребят на работу.
Урок географии в 7-м классе по теме "Южная Америка". Подготовила и провела: учитель географии 1квалификационной категории Васильева Елена Тихоновна в МБОУ СОШ №21 г. Коврова, в рамках подго...

Сходства и различия уроков с метапредметным подходом с интегрированными уроками и уроками с межпредметными связями (на примере уроков русского языка в 8 классе) Метапредметный подход на уроке русского языка в 8 классе
Сходства и различия уроков с интегрированными уроками и уроками с межпредметными связями (на примере уроков русского языка в 8 классе)...
