План-конспект урока "Хĕлле" 5 класс
план-конспект урока (7 класс)

Яковлева Ирина Валерьевна

 Вырăс шкулĕнче  5-мĕш класра чăваш чĕлхине вĕрентессин тĕп тĕллевĕ - ачасене чăвашсемпе чăвашла калаçса хутшăнма хăнăхтарасси.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon urok_temi.doc67 КБ
Файл plan_uroka_akatuy-avalhi_uyav_.docx26.3 КБ

Предварительный просмотр:

Уçă урок. «Хĕл илемĕ»

Урок теми: «Хĕл илемĕ»

Урок тĕллевĕсем: хĕллехи вăрман çинчен калаçасси; хĕл илемне сăнама, туйма вĕрентесси; ушкăнпа ĕçлес туйăма çуратасси; ачасен шухăшлавне тата пуплевне аталантарасси.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: вĕренÿ кĕнеки, ÿкерчĕксем, карточкăсем

Çĕнĕ сăмахсемпе сăмах майлашăвĕсем: кантăк -окно, йĕр - след, йĕлтĕр сыр – надеть лыжи, ярăн – кататься, шартлама - трескучий , сукмак – тропинка, сар вĕшле – пес светлой окраски, савăк туйăмпа – с хорошим настроением, уçăлма каям-ха – пойду-ка, прогуляюсь, ыткăнтăм хире – помчался в поле, такам тĕрленĕ – кто-то нарисовал узоры, атя – давай; пойдем, упа сарри çулçи – лист папоротника, тĕкĕр умне – к зеркалу.

        

Урок юхăмĕ

- Пурне те сывлăх сунатăп. Вырнаçса ларăр.

- Иртнĕ урокра эпир сирĕнпе хĕллехи ăшă тумсем çинчен  калаçнăччĕ. Килте сирĕн, „Хĕлле” текст тăрăх,  ÿкерчĕк ÿкерсе килмелле пулнă. Паллаштарăр-ха пире хăвăрăн ĕçÿсемпе. (Ачасем ÿкерчĕксене доска умне тухса хураççĕ).

- Ачасем, пăхар-ха доска çине. Мĕн куратпăр эпир кунта? (Ачасем хуравлаççĕ).

- Питĕ илемлĕ хĕллехи ÿкерчĕксем. Паян урокра сирĕнпе хĕл илемне туйма, ăна сăнама вĕренĕпĕр.

- Кашни кунах эпир çут çанталăкпа киленетпĕр. Авалтанпах çынсем çут çанталăка хисепленĕ, унăн илемĕпе савăннă. Ун çинчен калавсем, сăвăсем çырнă, ӳнерçĕсем ӳкерчĕксем ӳкернĕ. Эсир те ÿнерçĕсенчен кая мар, хăвăр пултарулăха çак ĕçсенче кăтартма пултартăр.

- Эпĕ вара сире „Йĕлтĕрпе” сăвва вуласа парасшăн, эсир тимлĕ итлĕр.

Йĕлтĕрпе.

Çиччĕрех вăрантăм, пăхрăм кантăкран:

Мĕн тери тÿлек те лайăх кун паян.

Мамăк пек çемçе юр çунă-мĕн çĕрле,

Йĕрсĕрех чупать ав пирĕн сар вĕшле.

Тăтăм та зарядка турăм тăрăшса,

Шăл тасатрăм, çурăм пит-куçа таса...

Тăхăнтăм-тумлантăм эпĕ çăмăлах,

Уçăлма каям-ха терĕм уялла.

Йăтса тухрăм,сыртăм вĕр çĕн йĕлтĕре,

Савăк туйăмпа çеç ыткăнтăм хире!

- Ачасем, çак сăвăра çĕнĕ сăмахсем тĕл пулчĕç-и? (Ачасем хуравлаççĕ. Доска çинчи çĕнĕ сăмахсемпе паллашаççĕ.)

- Ачасем вулаççĕ:

     кантăк – окно

     йĕр – след

     йĕлтĕр сыр – надеть лыжи

     Сар вĕшле – пес светлой окраски

     Савăк туйăмпа – с хорошим настроением

     Уçăлма каям-ха – пойду-ка, прогуляюсь

     Ыткăнтăм хире – помчался в поле

Кашни сăмахпа предложени тупса калаççĕ. Сăвва тепĕр хут ачасем вулаççĕ. Унтан ыйтусемпе ĕçлеççĕ.

  1. Сăвăри сăнар миçере вăраннă? (Сăвăри сăнар çиччĕре вăраннă)
  2. Вăл ăçтан пăхнă? (Вăл кантăкран пăхнă)
  3. Урамра мĕнле кун пулнă? (Урамра тÿлĕк те лайăх кун пулнă)
  4. Çĕрле мĕн çунă? (Çĕрле мамăк пек çемçе юр çунă)
  5. Сăвăри сăнар мĕн-мĕн тунă? (Сăвăри сăнар тăрăшса зарядка тунă, шăл тасатнă, пит-куçа çунă)
  6. Вăл йĕлтĕрпе ăçта кайнă?(Вăл йĕлтĕрпе хирелле кайнă)
  7. Эсир йĕлтĕрпе ярăнатăр-и? ( Эпир йĕлтĕрпе ярăнатпăр. Тата эпир конькипе те, çунашкапа та ярăнатпăр).
  8. Ăçта ярăнатăр?

- Ачасем, эсир кантăкран пăхсан мĕн куратăр-ха? (Ачасем хуравлаççĕ).

- Паян урамра мĕнле çанталăк-ши?

- Хĕл мĕнле-мĕнле пулма пултарать? Доска умĕнче кластер тăвар-ха.(Ачасем пĕрерĕн тухса çыраççĕ: сивĕ, ăшă, çил-тăманлă, илемлĕ, илĕртÿллĕ, капăр, шурă, хаяр,  шартлама...)

   

                                                               

- Хĕл хăйне тĕрлĕ енчен кăтартать, çавăнпа та эпир унтан яланах тĕлĕнетпĕр. Вăл ăшă чухне илемлĕ, сивĕ чухне – капăр. Шартлама сивĕре тата мĕнле-ши?

Шартлама тенине мĕнле ăнланатăр? Шартлама вăл – «трескучий» тенине пĕлтерет. Халĕ текстпа паллашар-ха. (ачасем вулаççĕ).

Шартлама хĕл.

    Вăрманти сукмакпа утса пыратăп. Хĕл илемĕпе киленетĕп. Йывăçсем пурте шурă тум тăхăннă,тумĕ йăлтăртатса тăрать.

    Сасартăк типĕ турат хуçăлнă пек илтĕнет.

«Таçта çын çÿрет-ши?» - йĕри-тавра çаврăнса пăхатăп. Çук, никам та курăнмасть.

     Тинех аса илетĕп: Хĕл Мучи ĕçĕ вĕт ку! Вăл, ман пекех, хăй ĕçĕпе çÿрет. Çул урлă ÿсекен туратсене ан кансĕрлеччĕр тесе шартлаттарса хуçать.

     Çавăнпа сивĕ хĕле шартлама хĕл теççĕ пулмалла.

- Ачасем, çак текста вуланă май хамăр та вăрманта çÿренĕ пек туйăнса кайрĕ. Эсир йывăç тураттисем хуçăлса шартлатнине илтнĕ-и?

- Йывăç тураттисене вăрманта кам шартлаттарса хуçать-ха? Мĕншĕн сивĕ хĕле шартлама хĕл теççĕ? (Ачасен хуравĕ).

- Чăннипе вара çакăн пек ăнлантарса панă:

   „На Руси издавна строили избы из бревен. В сильные морозы избы трещали, потому и назывались такие морозы на Руси трескучими. 

   При сильном морозе в лесу то и дело раздаётся какой-то странный треск. У поэта Н. А. Некрасова в поэме «Мороз, Красный нос» рассказывается, что Мороз-воевода ходит по лесу и «по веточкам палицей бьёт». Это, конечно, только сказка. Но почему же на самом деле трещит мороз?

    В сильный холод замерзают соки в деревьях. При замерзании сок, как и вода, расширяется и разрывает при этом древесину, — трещат сучья, раскалываются стволы. Иногда в деревьях образуются глубокие трещины, как будто кто-то расколол их топором.

     В морозные дни можно услышать треск и на реке. Это от холода сжимается лёд (вода от холода, замерзая, расширяется, а лёд от холода сжимается). При этом кристаллики льда ломаются, отрываются друг от друга, а над рекой слышится громкий треск.

-  Çавăнта та эпир сирĕнпе шартлатнă сасăсене илтетпĕр те.

- Хĕллехи шартлама сивĕ кунсенче тепĕр илемлĕ пулăм пур. Ирхине, эпир вăраннă çĕре, пирĕн кантăксене такам тĕрлесе каять. Эсир çакна сăнанă-и?( Ачасем хăйсем мĕн курнине каласа параççĕ). Кам тĕрлет-ши кантăка? Текста пăхса тухар-ха. (Ачасем «Кантăка кам тĕрленĕ?» текста рольсем тăрăх вулаççĕ).

Кантăка кам тĕрленĕ?

-Асатте, асатте, пăх-ха, пирĕн кантăка çĕрле такам тĕрленĕ. Тĕррисем упа сарри çулçисем пек, - пĕлтерчĕ аслашшĕне чÿрече умĕнче тăракан Маша.

 - Кам ĕçĕ-ши ку? Атя урама тухса пăхар, - терĕ мăнукне аслашшĕ.

   Ăшă тумтирпе пулин те урамра Машăн пичĕ сивĕпе часах хĕрелчĕ.

- Ай, сивĕ, - аслашшĕ çумне тĕршĕнчĕ Маша.

- Халех пÿрте кĕрĕпĕр. – терĕ аслашшĕ.

 Пÿртре вăл Машăна тĕкĕр умне илсе пычĕ:

- Куратăн-и, санăн питÿ хĕп-хĕрлĕ. Хĕл Мучи сăрланă ăна. Кантăка та вăл тĕрленĕ.

- Текста вуласа тухрăмăр. Халĕ текст тăрăх çак ыйтусем çине хуравлар-ха.

 

  1. Машшăсен кантăкне кам тĕрленĕ -ши? ( Машшăсен кантăкне Хĕл Мучи тĕрленĕ).
  2. Хĕлле пите кам хĕретет? (Хĕлле пите Хĕл Мучи хĕретет).
  3. Хĕл Мучи тата мĕнле-мĕнле ĕç тăвать? (Йывăçсене илемлетет, тĕмсене шурă çĕлĕк тăхăнтартать, мулкачсене шурă кĕрĕк парнелет...)
  4. Сире хĕл сивви (зимний мороз) килĕшет-и?( Ачасем хуравлаççĕ).

- Эпир те сирĕнпе Хĕл Мучи пек илемлĕ тĕрĕсем ÿкерсе пăхар-ха. ( Ачасем  тăватă ушкăна пайланса альбом листисем çине эрешсем ÿкереççĕ).

- Ÿкерсе пĕтертĕр пулсан, ушкăнран пĕр ача хăйсен ÿкăрчĕкне доска умне илсе тухтăр-ха. Халĕ сирĕнпе çак альбом листисенчен чÿрече тăвăпăр. (Ачасем хăйсен ĕçĕсене пĕрлештереççĕ).

- Пăхăр-ха ачасем, пирĕн те хитре тĕрĕллĕ чÿрече пулчĕ. Хĕл Мучирен те илемлĕрех ÿкертĕр. Маттур эсир. Вырнаçса ларăр.

- Чăвашсен мĕн авалтанах çут çанталăкри  пулăмсене сăнаса пыни пысăк вырăнта тăнă. Вĕсем кашни пулăма çитес çулхипе танлаштарнă. Çавăнпа та вĕсем калани яланах тĕрĕс пулнă. Эпир те  çак пулăмсемпе паллашар-ха. Эпĕ сире карточкăсем валеçсе паратăп. Пĕринче чăвашла çырнă, тепринче – вырăсла. Сирĕн тĕрĕс карточкăсене пĕрлештермелле. (Ачасем ушкăнсемпе ĕçлеççĕ. Хăш ушкăн маларах пĕтĕрĕт, вăл вуласа парать).

  1. Хĕл тăманлă пулсан, çу çумăрлă пулать. «Если зимой метели, летом жди дождей».
  2. Хĕлле çĕрле пас тытсан çав кун юр çумасть. «Если ночью был иней, то днем снега не будет».
  3. Сивĕтес умĕн кушак ăшăрах çĕре выртать. «Перед похолоданием кошка ложится туда, где теплее».
  4. Çерçисем йăвисене мамăк йăтсан сивĕтет. «Если же воробьи таскают в гнезда пух, похолодает».
  5. Сивĕтес умĕн пакшасем хăвăла пытанаççĕ те шăтăкне питĕреççĕ. «Перед похолоданием белки прячутся в дупло и закрывают отверстие».

- Маттур, пĕтĕмпех тĕрĕс тупрăр. Çак сăнавсен пĕлтерĕшĕсене пĕлме питĕ кăсăклă. Тата мĕнле сăнавсем  пĕлетĕр эсир? Килте аттепе аннерен е асаттепе асаннерен ыйтса пăхăр-ха. Вĕсем тата та нумай сăнавсем пĕлеççĕ. Вара тетрадьсем çине сакăр санав çырса килĕр. Паянхи урокра эсир питĕ пултаруллă ĕçлерĕр. Маттур.



Предварительный просмотр:

Тема (пай): Чăваш ен – манăн тăван çĕр-шыв.

Урок теми: «Акатуй – авалхи уяв»

Урок тĕсĕ: çĕнĕ пĕлÿ илмелли виçĕ тапхăрлă урок

Урок тĕллевĕсем:

Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем: cĕм авалтан сăмахлăх, юрă-кĕвĕ, ташă-çемĕ, йăла-йĕрке çынсене çывăх хутшăнса пурăнма пулăшнине кăтартса пани, тăван халăх уявĕпе, йăли-йĕркипе паллашни.

Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем:

  1. Сăмахпа каласа е çырса пĕлтернĕ информацие тĕрĕс ăнланни.
  2. Пĕччен е ушкăнпа тумалли вĕренÿ ĕçĕн тĕллевне, йĕркине ăнланса илни.
  3.  Ĕç результатне каласа е çырса хаклама пултарни.

Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевесем: авалхи уяв йĕркипе хальхи йăла-йеркене танлаштарса пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсене тупни. Илемлĕ вулав хăнăхăвне йĕркелени. Вĕренекен хăй шухăшне çыхăнуллă калани. Калаçас хăнăхăвĕсене аталантарни.

Мелпе меслетсем: ыйту-хурав;учитель сăмахĕ; словарь ĕçĕ; калав тăрăх калаçу ирттерни; ыйтусем çине хурав тупма вĕренни; ваттисен сăмахĕсемпе пĕтĕмлетÿ тума хăнăхни; синквейн, кластер тата клоуз-тест туни; илемлĕ, ăнлантаруллă вулани; вуланă хайлава хак пани, уйрăмшарăн тухса калаçма,пĕтĕмлетÿ тума хăнăхни.

Словарь ĕçĕ: ятарлă - специальный, улăх – луг, уçланкă – поляна, чуччу – качели, шăхлич – свистулька, шăпăр – пузырь( волынка), кашта – шест, йăва-юсман – лепешки, чĕрес –деревянное ведерко, юпа – столб.

Курăмлăх хатĕрĕсем: урок презентацийĕ (кластерпа синквейн); клоуз-тест; интернетран илнĕ материалсем; кĕнекесем.

Кăтарту хатĕрĕсем:  компьютер, презентаци, мультимедиапроектор.

Урок эпиграфĕ: «Ĕçлесе пĕтерсен канма лайăх». Ваттисен сăмахĕ

Предмет, класс

Чăваш чĕлхи, 7-мĕш класс (вырăс шкулĕ)

Урок теми

Акатуй – авалхи уяв.

Урок тĕллевĕсем

Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем

Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем

Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем

cĕм авалтан сăмахлăх, юрă-кĕвĕ, ташă-çемĕ, йăла-йĕрке çынсене çывăх хутшăнса пурăнма пулăшнине кăтартса пани, тăван халăх уявĕпе, йăли-йĕркипе паллашни.

1. Сăмахпа каласа е çырса пĕлтернĕ информацие тĕрĕс ăнланни;

2. Пĕччен е ушкăнпа тумалли вĕренÿ ĕçĕн тĕллевне, йĕркине ăнланса илни; ĕç результатне каласа е çырса хаклама пултарни.

Авалхи уяв йĕркипе хальхи йăла-йеркене танлаштарса пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсене тупни. Илемлĕ вулав хăнăхăвне йĕркелени. Вĕренекен хăй шухăшне çыхăнуллă калани. Калаçас хăнăхăвĕсене аталантарни.

Урок тĕсĕ

Содержанийĕ тăрăх–  виçĕ тапхăрлă урок

Тĕллевĕ тăрăх– çĕнĕ пĕлÿ илмелли урок

Форми тарăх – текста тишкермелли урок

Урокра кирлĕ хатĕрсем

компьютер, презентаци, мультимедиапроектор

Урок юхăмĕ

Урок тапхăрĕ Этап урока

Ĕçлевлĕхĕн тĕп енĕсем (вид деятельности)

Вĕрентекен ĕçĕ Деятельность учителя

Вĕренекенсен результачĕсем (ĕçĕ- хĕлĕ) Деятельность ученика

Меслетсемпе мелсем (приемы и стратегии)

I.Кăсăклантарни

1.Класа йĕркелени, сывлăх сунни.

Ачасене сывлăх сунни, урока хатĕррине тĕрĕслени.

Вĕрентекене сывлах сунни, хăйсем урока хатĕррине тĕрĕслени, вырнаçса ларни.

Вĕрентекен сăмахĕ, ачасен сăмахĕ.

2.Урок эпиграфĕпе паллашни

Ваттисен сăмахне вулани.

(1-мĕш слайд)

Хăйсен шухашне уçса ăнлантарса пани.

Калаçу, ыйту-хурав

3.Урок темипе тĕллевне палăртни.

Ачасене слайд  кăтартса пуç ватмăш вуласа пани, урок темин ятне пĕлме сĕнни.

(2-3-мĕш слайд)

Юнашар тăракан пĕр пек сас паллисене сиктерсе хăварса ыттисенчен сăмах туса вулани, урок темине калани.

Ачасен умне проблема кăларса тăратни, ăна шутлани.

Ачасем хăйсен тĕллĕн урок темине тата тĕллевне палăртни.

II.Ăнланса илни

20-25 минут

1.Словарь ĕçĕпе ĕçлени

Слайд кăтартни, сăмахсене тĕрĕс вуласа пани, çĕнĕ сăмахсемпе предложенисем тутарни.

(4-мĕш слайд)

Сăмахсене вуласа куçарни. Çак сăмахсемпе предложенисем йĕркелени, словарь тетрачĕсем çине çырса хуни.

Вулани, куçарни, вĕрентекен сăмахĕ.

2.Çĕнĕ темăна ăнлантарни

«Акатуй – авалхи уяв» текстпа ĕçлени.

Текста пайăн-пайăн вулама ыйтни.

Панă текста пайăн-пайăн вулани. Ăнланман вырăнсене вырăсла куçарни.

Илемлĕ вулав, текста тĕрĕс, пĕр тикĕс, сăмахсене тĕрĕс пусăмласа вулани. Вулав-куçару.

3.Ыйтусем йĕркелеме, хуравлама хăнăхни.

Текст тăрăх хуравлакан предложенисем тĕрĕс пулнипе пулманнине итлени, тĕрĕс пулмасан тÿрлетме ыйтни.

Ыйтусем çине хуравлани.

Ыйту-хурав.

4.Пăтраштарнă плана майлани

Текст тăрăх пăтраштарнă плана майлама ыйтни

Тетрадьсем çине плана йĕркипе çырни.

Тетрадьсем çине çырни.

5.Текстăн кĕске содержанине  план тăрăх калани.

Текстăн содержанине 1-2 ачаран ыйтни, ачасене хаклав партарни.

Плана усă курса содержани каласа пани.

Кĕске монолог.

6. Клоуз-тестпа ĕçлени.

Вĕрентекен ачасене клоуз-тест хатĕрленĕ картăчкăсем валĕçсе пани

Текста усă курса сиктерсе хăварнă сăмахсене лартни.

Тĕрес сăмахсене шыраса тупни.

6. Кану саманчĕ ирттерни.

Ачасене сăвă каласа зарядка тутарни.

Ачасем сăвă каласа хусканусем туни:

Вĕçсе килчĕç кайăксем, пĕчĕк, пĕчĕк кайăксем.

Хаваслăн сикеççĕ, пĕрчĕсем сăхаççĕ!“

(5-мĕш слайд)

Сăвă каласа хусканусем туни.

Сывлăха сыхлани.

7.Грамматика материалĕ патне куçса кайни, унпа ĕçлени.

Текстри причастисене çырса илме ыйтни, вĕсемпе 4-5 предложени тутарни.

Причастисене тупса çырни, вĕсемпе предложенисем йĕркелени.

Шырав, хурав, пĕтĕмлетÿ.

Хăнăхтарăва çырса пурнăçлани.

Хăйсем тĕллĕн ĕçлени, пĕр - пĕрне тĕрĕслени.

8. Вĕреннĕ материала çирĕплетни.

1) «Акатуй» хĕвеллĕ кластер туни.

Ыйтусем çине хуравлани.

Мĕнле? ыйтуллă сăмахсене усă курса çыпăçуллă текст тума, хуравлама ыйтни.

Кластер сăмахĕсене ушкăнпа вулани, предложенисем туни, вĕрентекен ыйтăвĕсене хуравлани.

Ыйтусем çине хурав тупма вĕренни, тема тăрăх калаçу ирттерни, кластер туни.

 

2)пухнă материалпа усă курса синквейн туни

Вĕрентекен ачасене синквейн тума хушни.

Акатуй сăмахпа синквейн çырни, вуласа пани.

Шырав, тĕпчев, уйăру.

III. Рефлекси (10 мин)

1. Урокри ĕçе тишкермелли тата хакламалли таблицăпа

ĕçлени.

2. Урокра ĕçленĕшĕн хăйсене паллă лартни.

3. Ачасен ĕçне хаклани.

4. Ачасен пуплевĕпе критикăлла шухăшлавĕ аталанни.

Урока мĕнле ăнланнине хак  пама ыйтни:

Мĕне вĕрентĕр?

Мĕнле  çĕнĕлĕхсем уçрăр?

 Мĕн çинчен татах пĕлес килет?

 Пĕтĕмлетÿ тума хăнăхтарни, критикăлла шухăшлава аталантарни, сапăрлăх туйăмĕсене  вăратни.

(6-мĕш слайд)

Ыйтусем çине хуравлани.

Хăйсен ĕçне хаклани.

 Юлташĕсен ĕçне хаклани.

Урокри ĕçе тишкермелли тата хакламалли таблицăри

ыйтусем çине хуравлани.

Пĕтĕмлетни.

IV. Киле ĕç пани.

(5 мин)

Суйлавлă киле ĕç пани.

Урока вĕçлени.

Пĕр ĕçе суйласа илме сĕнни:

1. Акатуй çинчен кескен каласа парăр.

2.уяв çинчен буклет хатĕрлĕр.

3.  «Алран кайми аки-сухи» юрра пăхмасар вĕренĕр.

Ачасем дневниксем çине килти ĕçе çырса хуни.

Суйлавлă килти ĕç.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

ПЛАН-КОНСПЕКТ УРОКА План-конспект урока в 11 классе «Фотоэффект. Применение фотоэффекта.»

Урок с использованием  ЭОР. В изучении нового материала используется информационный модуль  "Фотоэффект" для базового уровня старшей школы.  В практический модуль входи...

План-конспект урока в 9 классе по английскому языку на тему: “British Writers”(«Британские писатели») составлен по основам УМК для 9 класса, автор УМК «English,9» Student\'s Book ,(В.П. Кузовлев, Н.М.Лапа, Э.Ш.Перегудова). Учитель английского языка Луц

Место в учебном плане: Unit 1«Reading…? Why not? » Lesson 3 «Famous British Writers»  Материал может быть использован при изучении Раздела 1 (Unit 1) на уроках разного типа:объясне...

План-конспект урока в 9 классе по английскому языку на тему: “British Writers”(«Британские писатели») составлен по основам УМК для 9 класса, автор УМК «English,9» Student\'s Book ,(В.П. Кузовлев, Н.М.Лапа, Э.Ш.Перегудова).

Пояснительная записка к уроку английского языка в 9 классе на тему «British Writers»Автор: Нестерук Елена ВикторовнаДолжность:учитель английского языкаМесто работы: МБОУ «СОШ» пгт. СиндорПредмет:...

План-конспект урока для 7 класса по немецкому языку, тема “Autos überall!” - " Автомобили повсюду!" по учебнику "Немецкий язык" 7 класс, автор учебника И. Л. Бим.

Урок позволяет проверить и систематизировать знание лексики за курс 5, 6 и 7 классов по темам "Транспорт", "Движение в большом городе", "Правила дорожного движения". В материалах к уроку имеютя: ...

Развёрнутый план конспект урока в 7 классе по теме «Cпорт. Из истории олимпийских игр» по учебнику И.Л.Бим «Немецкий язык. 7 класс».

Развёрнутый план конспект урока в 7 классе по теме «Cпорт. Из истории олимпийских игр» по учебнику И.Л.Бим «Немецкий язык. 7 класс»....