План-конспект внеклассного мероприятия, сценарий "Лармара"
план-конспект на тему

fedorovagalinanik

План-конспект внеклассного мероприятия, сценарий "Лармара"

Скачать:


Предварительный просмотр:

План - конспект внеклассного мероприятия СЦЕНАРИЙ ПРАЗДНИКА «ЛАРМАРА» учителя чувашского языка и литературы МБОУ

«СОШ № 37» г. Чебоксары Федоровой Г. Н.

        Çĕр çинче нумай халăх пурăнать( 7 пин чĕлхепе калаçать). Кашни халăхăн хăйĕн уявĕсем, йăли- йĕркисем. Чăвашăн та вĕсем сахал мар.Хăш-пĕрисене эпир паянхи кун та уявлатпăр, хăшĕсене- маннă.  Лармара.                        

Анюк аппа

Марук

Верук

Тарье

хĕр ача

арçын ача

Амăшĕ

Мишша( ывăлĕ, салтак ачи)

  ( Ялти пÿрт ăш-чикки.Хĕрсем лараççĕ, ĕç ĕçлеççĕ. Анюк аппа кĕрет).

Марук.  Анне, пирĕн пата хĕрсем ларма килчĕç. Эс ун çинчен манман-и? Хирĕç мар-и?

Анюк аппа. Эй,хĕрĕм, пĕрре те хирĕç мар. Эпир те çамрăк чухне улах лараттăмăр. Капăр-

                     тарах тумланма тăрăшаттăмăр: тухья, тевет, мăй çыххине темиçе эрне маларах

                     хатĕрлеттĕмĕр.  

                      Хĕрĕм, пурте йĕркеллĕ пултăр çеç. Кам таврашĕ- çавăн йăхĕ тейĕç.

Марук. Анне, аванах пулать.

                      Ачасем чупса кĕреççĕ.

Ачасем. Эпир килтĕмĕр! Юратчĕ-ши? Салам пултăр пурне те.

Верук. Иртĕрех, иртĕр.Вырнаçса ларăр, çамрăк ăрăва эпир пит хавас.

Марук.  Пурин валли те вырăн çитрĕ-и?

Тарье.  Паян тулта питĕ сивĕ вара, эсир,ачасем, мĕнле сивĕрен хăраман,питĕрсене тăм

             илмерĕ-и?

Хĕр ача.  Улах тесен сивĕрен хăраççĕ-и вара. Ай, Верук, сан тĕрĕ шăрçа пек пулать. Ман та сан пек тĕрлеме вĕренесчĕ.

Верук. Илсе кил ыран тĕрлемелли, вĕрентетĕп.

Анюк  аппа. Верукăн амăшĕ те, лармара курса, тĕрре питĕ маçтăрччĕ. Унăн амăшĕнчен  

                      пăхса  ялта нумай çын  тĕрлеме вĕренчĕç..Улми йывăççинчен аякка ÿкмест

                      пуль ĕнтĕ.

Тарье. Пĕр çавра юрă юрлар-ха. ( « Пĕлес пулать»юрă)Чи çамрăккисем вăйă картине      тăрăр. Кул Алин «Кĕмĕл

            кĕпер» юррине сире вĕрентер.

Арçын ача. Кам вара вăл?

Тарье.  Кул Али-авалхи пăлхар чăвашсен чаплă поэчĕ,çăлтăрĕ, пĕтĕм тĕнче поэзийĕн

             чаплă хĕвелĕ темелле.

Арçын ача. Хăçан тата ăçта пурăннă вара вăл?  

Тарье.  13-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче ,Пÿлер хулинче  тенине илтсе. Тухăр-тухăр.( « Шур

              перчетке çыхса»)

Марук. Мĕн тунсăха путрăмăр ара? Каччăсем пирĕншĕн йĕрес çук, ытти улахра савăнса

              çÿреççĕ ав. Ташă ташлар.( « Якку кăмакана 8 улма пăрахнă»)

Верук. Атьăр, пиçиххи пăрахмалла выляр! Вăйă. Иртнĕ каç улахран Марука кам ăсатма

            кайнă? Пĕрре, иккĕ, виççĕ…(Никам та пиçиххи тухса илмест. Юри пĕр ачине пырса

            çапать).

Арçын ача  (хĕрелсе) Эп ăна ăсатман. Ку тĕрĕс мар!

Тарье. Ак тата, Ванюк,ирех эс хĕре ăсатма  тытăннă.  Кÿршĕ пек пулса пĕрле улахран

           таврăнăпăр, ÿс-хе ÿс.

Верук.  ( ачасене) Макар пичче арăмĕ мĕн ятлă? Пĕрре…

 Хĕр ача  Клавье инке …

Арçын ача. Ай, пĕлеймерĕ, Клавье инке мар – Марье инке, мĕн тутарар  кăна?

                             

Марук.  Улах юррин сăввине калаттарар, вĕреннĕ-и-ха вăл.

Хĕр ача.  Пĕлетĕп, эпĕ ăна иртнĕ эрнерех вĕренсе.  Улах юрри.

                               Йăранĕ- йăранĕ  шур купăста,

                               Çулçине хуçмасăр пуç пулмĕ.

                               Хамăр тантăшсем ай, килнĕ чух,

                                Юрласа памасăр чыс пулмĕ.

Марук.      Маттур эс, Салампи.

Верук.      Малалла выляр. Чăвашсен чи юратнă кайăкĕ. Пĕрре, иккĕ…( Тарье чупса тухать  

                 те пиçиххие çĕклет)

Тарье.       Саркайăк. Ай, Верук, халĕ акă сана ку ыйту. Чăвашсен саркайăкĕ- асамлă юрă    

                 ăсти Эмине, ăçтарах пурăннă- ши? ( Пиçиххи пăрахать) Пĕрре, иккĕ, виççĕ…Пĕ-

                 леймерĕ.

Верук.     Илтсеттĕм…19-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче вăл пурăннă. « Хĕрсем утă çулма тухса

                каяççĕ» юра та унăн.анчах…

Тарье.      Комсомольски тăрăхĕнче вăл пурăннă. Ĕмĕрне, юррине тĕрĕсех каларăн,    

                анчах… Мĕн тутарар кăна?

Марук.      Эминен пĕр-пĕр юррине аса илтĕр, юрлаттарар.

Верук.      Хĕрсем, ачасем, эсир те мана пулăшăр, юрлăр манпа.

                               Юрă. Хĕрсем утă çулма каяççĕ.

                 ( Çак вăхăтра салтака каякан каччăсем кĕрсе тăраççĕ.Шăп итлесе тăраççĕ)

Анюк аппа. Ку тата мĕн япала? Шÿт- и ку? Капла шÿтлемеççĕ, ачамсем. Мишша, эсĕ-и

                       ку? (Пĕр вăхăт пурте шăпăрт тăраççĕ, пурте тĕлĕннĕ) .

Марук.     Каччăсем, иртĕр- иртĕр тĕпелелле.

Мишша.   Анюк аппа, ырă каç пултăр.Хĕрсем, ачасем, салам пурне те.Ят тухрĕ ман.

Марук.     Ак ăçта пулнă иккен эсир,каччăсем. Эпир сире…мĕн тесе…

Мишша.  Мĕн тесе?  ( Марук вăтанса питне хуплать                                              

Анюк аппа. Ку вăхăтра та салтака илсе каяççĕ эппин, ак тамаша…

Мишша.   Ак тухса каятăп та.Атте-анне,тăван-юлташсем ав тултах тăраççĕ пире кĕтсе.              Сывпуллашма эп кĕтĕм, Анюк аппа. Çĕршыва сыхлама ка-

                  ятăп, ку маншăн пысăк чыс.

Анюк  аппа. Çапли-çаплах, Тĕрĕс калатăн.Сĕтел хатĕрлер-ха апла, Марук, йăла –

                       йĕркепе пулас салтака ăсатар( Сĕтел хатĕрлеççĕ).

Мишша.    Хĕрсем, мĕн шăплантăр? Купăсçă, тăсса яр-ха! Хĕрсем, каччăсем…

                               ( Ташă).Амăшĕпе тăванĕсем кĕреççĕ  ташă вăхăтĕнче.                  Анюк аппа ( ал ш3лли хĕреслĕн çакать, укçа аллине тыттарать):

-                Çулу такăр пултăр, ачам, кăна каялла таврăнсан тавăрса паратăн мана.(Пурте

                   кулаççĕ).

Мишша.  Тавах, Анюк аппа. Çапла пултăр! Тавăрса паратăпах укçине.( Каллех кулаççĕ).

Анюк аппа. Амăшĕ,çул çине чăкăт-шăрттанне, чăваш йăли- йĕркине, хатĕрлеме те ĕлкĕр-

                      еймерĕн те пуль, ытла та хăвăрт та капла.

Амăшĕ.     Тавах, пурте хатĕр. Ял-йышпа пĕрле,пурте хатĕр.Салтака юрăхлă йăх шутлă та

                  сăваплă.Самани çеç тикĕс пултăр.Ывăлăм, тăван киле кĕрсе тухас пулать халь,

                   ир те çитрĕ.

                     (Салтак ачисем сĕтел хушшине кĕрсе 3 хут хĕвеле май çаврăнаççĕ те Мишша

                     çавра çăкăра тытса чуп тăвать):

Мишша.    Тавах сире,ял-йыш, мана çапла сума хунăшăн. Эп таврăниччен эсир пурте сыв-

                  лăхпа та ырлăхпа пурăнăр.Ман анне çинчен ан манăр, кирлĕ чух-

                  пулăшăр.Манран мĕн кирлĕ пулĕ- эп ăна пĕтĕмпех   пурнăçлăп.

                 (Салтак  ачисем тухаççĕ Мишша пер пĕчĕк ачине мачча каштине çитиччен

                 çĕклет те ):

               - Сана шанса хăваратăп аннепе ял-йыша, эп таврăниччен  упра вĕсене, пулăш.

                Ăнлантăн-и эс мана?  

Арçын ача.   Ăнлантăм.

Марук.          Чипер таврăнмалла пултăр.Пире ан ман.( Ал тутри тыттарать).

                       ( Салтак ачисем алран-алла тытса карталанса тăрса юрлаççĕ)  

                               Салтак юрри     (Амăшĕ ывăлĕн çÿçне касса илет):

Амăшĕ.       Тавах сана,ывăлăм, пурришĕн Тавах, юрăхлă йыш шутне кĕртнишĕн.

                    Савăнатăп санпа пĕрле эп,ывăлăм. Сывă таврăнмалла пултăр! Çулу сурпан пек

                    илемлĕ те такăр пултăр Йăх чысне, ял чысне паянхи пек çирĕп тыт, ывăлăм.

                    Пуçна упра! Ак кунта апат- çимĕç çул çине: чăкăт,  шăрттан.Вĕсенче йăхăн

                    асамлă вăйĕ,çемье ăшши, асра тыт. Кирлĕ пек усă кур.Шăрттанăн

                   пĕчĕк татăкне тăван киле каялла илсе çитер.Кайнă чух каялла çаврăнса ан

                   пăх, ачам, пĕлсе тăр,эп сана питĕ кĕтĕп, ывăлăм!.

                       ( Салтак ачисем тухса каяççĕ,пурте алă сулаççĕ).

     Хĕрлĕ кремль стени патĕнче Амăшĕ.  Унăн монологĕ.

Пĕлес пулать

Пурçăн тутăрне çыхма пĕлес пулать,

Çыхма пĕлес пулать анчах мар:

Çыхма пĕлес пулать,çума пĕлес пулать,-

Унсăрăн тĕсне çухатан.

Турă лашине кÿлме пĕлес пулать,

Кÿлме пĕлес пулать анчах мар:

Кÿлме пĕлес пулать, тытма пĕлес пулать-

Унсăрăн çула çухатан.

Савнă мăшăрне тупма пĕлес пулать,

Тупма пĕлес пулать анчах мар:

Тупма пĕлес пулать, савма пĕлес пулать-

Унсăрăн тусна çухатан.

Тăван халăха сума сăвас пулать,

Сума сăвас пулать анчах мар:

Сума сăвас пулать, ыр ĕç тăвас пулать-

Унсăрăн ятна çухатан.

Такмак

Якку кăмакана сакăр улма пăрахнă,(2 хут)

Саккăрĕш те çунса кайнă, Якку юлнă ахалех.(2 х.)

Якку пĕр харăсах сакăр хĕре юратнă. (2 х.)

Саккăрĕш те качча кайнă, Якку юлнă пĕчченех.(2 х.)

Чипер хĕр суйла-суйла Якур çитрĕ çич яла,.(2 х.)

Тиркесен хусах юлать,тирĕк тĕпĕ,ай, çуллать.(2 х.)

Хĕр тупас тесен, Якур, хамăр яла çитсе кур,(2 х.)

Пĕринчен пĕри маттур, сан валли те кунта пур.(2 х.)

Шур перчетке

Шур перчетке çыхса пÿрнем шăтрĕ,

Тусăм саншăн йĕрсе куç пăсăлчĕ.(2 х.)

Ăсатса яр, тусăм, ăсатса яр,

Кĕмĕл кĕпер урлă каçарса яр.(2 х.)

Хĕрсем утă çулма тухса каяççĕ

Хĕрсем утă çулма тухса каяççĕ,

Умĕсене шурă саппун çакаççĕ.

Эп ют ял ачипе калаçнăшăн

Хĕрсем кураймасăр тăраççĕ.  2 хут

Уйăх çути çутă çутатаь иккен,

Ун çутипе çÿреме пулать иккен.

Ман чуна тусăм çунтарать иккен,

Тăшманран та хытăрах иккен.  2 хут

Сад пахчинче ÿсен кĕрен чечекне

Пĕр  кас çумăр çуса йĕпетсе кайрĕ.

Ăш пусаракан чунăм савнине

Тăшман килсе уйăрса кайрĕ.  2 хут

Сад пахчинче ÿсен кĕрен чечеке

Нумай вăхăт пулать тухса курманни.

Ăш пусаракан чунăм савнине

Нумай вăхăт курса калаçманни.  2 хут

Салтак ачисен такмакĕ

Тапăр- тапăр ташласа,

Тапса такмак каласа,

Пухрăмăр та пур яша

Килтĕмĕр çак улаха.

Ешĕлех уçланкăра,

Сывлăш уçă янкăрах;

Шăрантарăпăр юрра

Хамăр чаплă улахра.

Ăшă çил вĕрет паян,

Çĕр çинче ытла аван;

Пурпĕр чĕнтĕм тусăма

Уйăх çине уçăлма.

Салтак юрри (рекрутская песня)

Çÿлте вĕçет хур кайăк,

Кайри мала тесе ан калăр.

Эпир кунтан тухса кайсассăн

Кайччăр,пĕтчĕр тесе ан калăр.

Кил картинчен тухрăм та

Кил- йышăмран уйрăлтăм.

Уй хапхинчен тухрăм та

Ял- йышăмран уйрăлтăм.

Чупрăм антăм çырмана

Кăвак хут укçа пуçтарма.

Кăвак хут укçа пичетсĕр-

Ман çамрăк пуç телейсĕр.

    Чăваш чĕлхи, йăли- йĕрки, юрри- ташши, сывлăхĕ, пурлăхĕ- пĕтĕмпех тăван çĕрпе çыхăннă.

    Г.Н.Волков килес ăрусем те аки- сухинчен уйрăлмасăр, атти- аннине манмасăр пурăнасса шанать:

   « Йышăнсан та çĕнĕ йĕркене, ан пăрахăр хамăр йăлана, вара çухалмĕ ĕмĕрхи хавал.

 Татăлса кайсассăн çак тымар  сан чуну та ĕнтĕ санăн мар»,-çапла янăрать ватă ăсчахăн пил сăмахĕ.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

План-конспект урока внеклассного чтения "Подвигу народа жить в веках"

Внеклассное мероприятие для по патриотическому, нравственному воспитанию...

План-конспект открытого внеклассного мероприятия "Веселые старты"

План-конспектоткрытого внеклассногомероприятия"Веселые старты"...

План-конспект открытого внеклассного мероприятия" Пасха.Светлое Христово Воскресение "

Это самый важный праздник в христианском календаре. Вам, конечно, известен обычай обмениваться на Пасху крашеными яйцами и троекратно христосоваться. Протягивает тебе кто-нибудь яйцо и говорит:...

План-конспект открытого внеклассного мероприятия

Цели и задачи:Популяризация физической культуры, привлечение учащихся к занятиям физической культурой, воспитание чувства коллективизма и товарищества....

План-конспект интегрированного внеклассного мероприятия (классного часа), приуроченного ко Дню памяти жертв политических репрессий

Данный интегрированный классный час был проведён 29 октября 2015 года длястудентов I и II курсов ГАПОУ «Чебоксарского техникума технологии питания икоммерции» Минобразования Чувашии. Время проведения ...

План-конспект интегрированного внеклассного мероприятия (классного часа), приуроченного ко Дню памяти жертв политических репрессий

Данный интегрированный классный час был проведён 29 октября 2015 года длястудентов I и II курсов ГАПОУ «Чебоксарского техникума технологии питания икоммерции» Минобразования Чувашии. Время проведения ...

План-конспект открытого внеклассного мероприятия Математический бой для 5 класса

Математический бой для 5 класса.Цель: развитие математических способностей и интереса к математике.Оборудование: ...