Конспект урока Тутар Республики
план-конспект урока (6 класс)

Сусметова Татьяна Васильевна

Конспект урока "Тутар республики" 6 класс

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл tutar_respubliki_urok_konspekche.docx36.79 КБ

Предварительный просмотр:

Тема (пай): Раççейри Республикăсем.

Урок теми: Тутар Республики.

Урок тĕсĕ: çĕнĕ пĕлÿ илмелли  виçĕ тапхăрлă урок.

Урок тĕллевĕсем:

Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем:

1. Права:

Хăть мĕнле çĕр-шыва кайсан та хăйне тĕрĕс тытмаллине ăнланни.

2. Тĕллевпе тупсăм: Кĕнекепе ĕçленĕ  май, ача хăй вăй-пултарулăхне шаннă май ĕç суйласа илме ăнтăлни.

3. Моральпа этика:

Раççейри кашни республикăн илемлĕ енĕсене курма вĕренни.

Раççейре  пурăнакан  кÿршĕллĕ  халăхсене хисеплеме, унăн культурине, историне, халăхне лайăхрах пĕлес кăмăла ÿстересси.

Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем:

1. Йĕркелÿ:

Кирлĕ информацие вĕренÿ кĕнекинче шыраса тупма пултарни; ăнлавсене хак пама (палăртма), пĕтĕмлетÿсем тума пĕлни.

2. Хутшăну:

Тĕрлĕ мелпе – мăшăррăн е ушкăнпа ĕçлесе, пĕччен е иккĕн  кĕнекепе,  электрон пособипе, Интернетпа  усă курса информаци тупма хăнăхни.

3. Информаци:

Пĕр темăпа çыхăннă материала вуласа тишкерме, кирлине суйласа илме пĕтĕмлетÿ тума пултарни; тишкерÿре схемăсемпе ятарлă паллăсемпе усă курма пĕлни.

Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли      тĕллевĕсем:

1. Вĕрентекенсен пĕлÿ, пултару, хăнăху ĕçĕ-хĕлĕ:  Тутар Республикипе Чăваш Республикин пуянлăхĕсене танлаштарса  пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсене  тупни. Çак уйрăмлăхсем çинчен хăй шухăшне çыхăнуллă калани.

2. Вĕрентÿ хевти-талпăнăвĕ: кĕнекере панă текстри тата харпăр хăйĕн кăмăлне палăртса   хайлаври  пулăмсене  хак пама пултарни.

-1-

Технологисем: Модульлĕ е блок-модульлĕ, вăйă, экскурси, ушкăнпа вĕренни, пĕрле ĕçлесе вĕренни, харкамлăха аталантарасси, «Критикăллă» шухăшлава аталантарасси, сывлăха упрасси, системăллă-ĕçлевлĕхлĕ, информаципе коммуникаци.

Мелпе меслетсем: Кашни хăй „мĕнле”  пулнине хаклакан „Хĕвел“ кластерпа е синквейнпа  кăсăклантарса яни; ыйту-хурав; учитель сăмахĕ; тишкерÿ, шырав, словарь ĕçĕ; ыйтусем çине хурав тупма вĕренни; вĕрентекен панă ситуацирен тухма май тупни;  синквейн туни, уйрăмшарăн тухса калаçма хăнăхни, пĕтĕмĕшле тишкерÿ йĕрки тăрăх пĕтĕмлетÿсем тума хăнăхнине аталантарни.

Словарь ĕçĕ: а) ăнлантармалли пай: патшалǎх – государство,                                         карǎк – глухарь, çулçǎллǎ – лиственный,  хир кǎркки – дрофа, пǎчǎр – рябчик,  пǎрǎнтǎк – бурундук,  хутǎш – смешанный, сĕлĕ – овес, пǎрǎнтǎк – бурундук, ыраш – рожь, урпа – ячмень.

ă) çырма вĕрентмелли пай: тẽп хула, патшалǎх, пǎрǎнтǎк, хир кǎркки, çулçǎллǎ, кӳршĕ,  кӳршĕллĕ, ĕрчетеççĕ.

Урокра кирлĕ кăтарту хатĕрĕсем: урок  презентацийĕ, Раççей картти, Тутар республикин гербĕ, ялавĕ, Интернетран илнĕ материалсем, кĕнекесем, валеçсе памалли материал; мĕн?“ыйтуллă „Хĕвел“ кластер, „мĕн тăвать?“ ыйтуллă „Хĕвел“  кластер,  мĕнле?“ыйтуллă „Хĕвел“ кластер тата синквейн, клоуз тест, „Блум чечекĕ“, фишбоун, çупкам кластер, тĕрев схеми, смайликсем.

Урокра кирлĕ ĕç хатĕрĕсем: компьютер, презентаци, мультимедиапроектор.

Урок юхăмĕ:

  1. Кăсăклантарса яни.

1. Класа йĕркелени.

2. Сывлăх сунни

3. Фонозарядка

Шăппăн ларăр, шăппăн ларăр

Урок пырать ку класра.

-2-

Эп вулатăп, эп çыратăп,

          Калаçатăп чăвашла.

Ватăсем ěçе тытăнма ăнăçу сунса: «Кăмăлу лайăх пултăр»,- тенě авалтан. Кăмăл лайăх чухне çеç ěçе тěплě, чуна парса пурнăçлатăн, вăл ÿсěнет, савăнăç кÿрет. Ачасем, сирĕн кǎмǎлсем мĕнле? Хǎвǎр умри смайликсене çĕклесе кǎтартǎр-ха. Сирĕн кǎмǎлсем лайǎх иккен.  Эпир те, ачасем,   лайăх кăмăлпа урока пуçлар.

1. Урок темине пĕлни, эпиграфěпе паллашни.

Халě вара,  хамăр ырă шухăш-кăмăлпа эпир сирěнпе инçе çула тухăпăр, тата тепĕр кÿршĕллĕ республикăпа паллашăпăр. Çул çÿрев çăмăлах пулмĕ, тěрлě ěç тума тивě. Çавăнпа та пурте тимлĕ пулăр. Эпир каяс Республикăн ятне тěрěс пěлме  таблицăра панă шифра уçмалла пулать. Ĕçе тĕрĕс пурнăçлама сире дешифратор пулăшĕ (шифр уçмалли хатĕр).

Урок теми:

23

24

23

1                6

20

20                2

7

21

19

24                2

3                3

15                1

12                1

14

12

           

Эпиграфě:

15

1

13

2

27

14

25

20

30

9                9

22

7

16

34

7

20

12

22

33

17

19

7

14

7

27

   Чăваш алфавичĕн таблици

1

2

3

4

5

6

7

8

9

10

11

12

13

А

Ă

Б

В

Г

Д

Е

Ё

Ĕ

Ж

З

И

Й

14

15

16

17

18

19

20

21

22

23

24

25

26

К

Л

М

Н

О

П

Р

С

Ç

Т

У

Ӳ

Ф

27

28

29

30

31

32

33

34

35

36

37

Х

Ц

Ч

Ш

Щ

Ъ

Ы

Ь

Э

Ю

Я

(1-мĕш слайд)

(Ачасем ĕçе пурнăçласа Республика ятне, аяларах панă предложение вуласа параççĕ). (2-мĕш слайд)

-3-

- Сисмесěрех хамăр кÿршĕсем патне Тутар Республикине çитсе кěтěмěр. Паянхи урокăн теми «Тутар Республики». Таблицăра аяларах йĕркесенче пытаннă предложени вара  «Лайăх кÿршĕ çемьери çын  пекех». 

2.Урок эпиграфĕн пĕлтерĕшне ăнланнине тĕрĕслени.

Эсир çак предложение мĕнле ăнланатăр? Ваттисен сăмахĕсене эпир вырăсла мĕнле калатпăр? Ку ваттисен сăмахĕ паянхи урок эпиграфĕ пулĕ.

Сире  тата икĕ ваттисен сăмахěпе паллаштарас килет.

Çынпа çын туслă пултăр, халăхпа халăх туслă пултăр.

Кайăк çуначĕсемпе вăйлă, çын - туслăхпа.

1. Ваттисен сăмахĕсене вырăсла куçарни;

2. Ваттисен сăмахěсен шухăшне ăнланни;  

Халě вара, хамăр ырă шухăш-кăмăлпа эпир сирěнпе урока малалла тăсăпăр.

 Пирĕн пата килнĕ хăнасем эсир мĕнле вĕреннине пĕлесшĕн, эсир чăвашла  мĕнле  калаçнине  итлесшĕн, эсир  урокра мĕнле ĕçленине курасшăн. Атьăр-ха, ачасем, хамăр хăнасене  лайăх ĕçлесе савăнтарар.

Паянхи  урокра  «Тутар Республики» текстпа  паллашса хамǎр пĕлĕве татах та анлăлатăпăр,  республикăн  паспортне  йĕркелĕпĕр,  ыйтусем çине хуравлăпăр.

                        Чăваш енĕн кÿршисем

               Мордва, мари, тутарсем.

               Тутар çинчен ачасем

               Калаçар-ха урокра.

II. Ăнланса илни

1.Учитель презентацийĕпе паллашасси. 

Карта çинче Тутар  Республикин тĕп хулине тупни, чиккисене палăртни, кÿршисене каласа хăварни. (3, 4-мĕш слайдсем)

Республикăн тĕп хули мĕн ятлă?

Вăл мĕнле облаçсемпе, республикăсемпе кÿршĕллĕ?

Малалла  презентацири  5-8-мĕш  слайдсене пǎхни. Тутар республики çинчен учитель хатĕрленĕ видео курни.

-4-

2. «Тутар Республики» текстпа ěçлени.

Текста кашнине хăй тĕллĕн вулани, ăнланман сăмахсене тупса палăртни.

3. Словарь ĕçĕ туни. Вĕренекенсем çĕнĕ сăмахсене хорпа вулани, предложенисем туни.

4. Аудировани. Текста вĕрентекен вуласа пани. Ачасем йĕрлесе пыни.

5.Тектпа абзацăн ĕçлени. Ачасене кашни абзаца  тĕрлĕрен ĕçсем хушни:

1-мĕш  абзаца  ача вулать. Вĕрентекен ыйту парать.

- Тутар Республики ăçта вырнаçнă?

- Вăл мĕнле облаçсемпе кÿршĕллĕ?

- Вăл мĕнле республикăсемпе кÿршĕллĕ?

- Республикăн тĕп хули мĕн ятлă?

- Республикăн патшалăх чĕлхи мĕнле чĕлхе шутланать?

2-мĕш  абзаца  ачасем  пĕрле вулани. Пĕри вырăсла куçарать, тепри ыйту парать, виççĕмĕшĕ хуравлать.

- Ку Республикăра мĕнле йывăçсем  ÿсеççĕ?

3-мĕш  абзаца  ача  вулани. Пĕри вырăсла куçарать, тепри ыйту парать, виççĕмĕшĕ хуравлать.

- Вăрмансенче мĕнле чĕр чунсем пурăнаççĕ?

4-5 абзацсене ачасем  пĕрле вулани. Пĕри вырăсла куçарать, тепри ыйту парать, виççĕмĕшĕ  хуравлать.

- Тутар Республикинче мĕнле тыр-пул ÿстереççĕ?

- Республика халăхĕ мĕнле пахча-çимĕç  лартса ÿстерет?

6. Творчество блокĕ. Килти ĕçе тĕрĕслени. Ачасем çул çÿревре пулни çинчен каласа пани (пĕрремĕш  ушкǎн Хусан çинчен видео, иккĕмĕш  ушкǎн  презентаци  хатĕрленĕ, виççĕмĕш ушкǎн  калав çырса килнĕ). 

«Тутар Республики» текст тăрăх йĕркеленĕ «Блум чечекĕ».

7. Панă ĕçсене пурнăçлани. Кластер тутарни:

1-мĕш ушкăна „мĕн?“ ыйтуллă   „Хĕвел“ кластер;

-5-

2-мĕш ушкăна „мĕн тăвать ?“ ыйтуллă   „Хĕвел“ кластер;

3-мĕш ушкăна „мĕнле?“ ыйтуллă   „Хĕвел“ кластер.

8. Физкультура саманчĕ.

Вǎйлǎ çил вĕрет,

Йывǎçсем сулǎнаççĕ (тайǎлаççĕ).

Çиçĕм çиçет,

Аслати авǎтать,

Çумǎр çǎвать.

Лǎпкǎ çил вĕрет,

Çумǎр çума чарǎнать.

Хĕвел пǎхать.

Ачасем шǎппǎн лараççĕ.

9. Вĕреннĕ материала хăнăхтарусемпе çирĕплетни.

«Тутар Республики» текст тăрăх йĕркеленĕ клоуз–тест. Хăнăхтарăва çырса пурнăçлани. Хăйсем тĕллĕн ĕçлени, пĕр - пĕрне тĕрĕслени, хăйсене оценка лартни.

(1)  Тутар __________________   –  Чăваш Республикин кÿрши.

(2)  Унǎн тĕп хули  –  _________________.

(3) Республикǎра  тутарсем, вырǎссем,________тата ытти халǎх çыннисем пурǎнаççĕ.

(4)  Тĕп юхан шывсем –  _______________ .

Суйласа илме сĕннĕ вариантсем (слова для выбора):

(1) Республики, хули, ялĕ.

(2) Хусан, Набережные Челны, Зеленодольск.

(3) Мари, чǎваш.

(4) Кама Сǎр, Атăл, Вятка, Мокша.                                        Хаклав виçи

4 сăмах – «5» паллă

                                                                                         3 сăмах – «4» паллă

2 сăмах – «3» паллă

   

10. Пухнă материалпа усă курса синквейн çырни. 

Доска çинчи сăмахсемпе усă курса синквейн çырма хушни. (Республика, тутар, хула)

11. Пухнă материалпа усă курса I  ушкǎн „Фишбоун“ çырни.

12. II ушкǎна „Çупкăм кластер“ ĕçсене пурнăçлама ыйтни.

-6-

13. III ушкǎн текст содержанийĕ тăрăх тĕрев схеми (опорная схема) туни.  Республика паспортне хатĕрлени.

Схема тăрăх текст содержанине туллин каласа пани.

Ачасем, халăхсен пĕр-пĕринпе мĕнле пурăнмалла?

- Халăхсен пĕр-пĕринпе туслă та килĕштерсе пурăнмалла.

Ачасем,  урок пуçламăшĕнче палăртнă эпиграфа тепĕр хут аса илер-ха. («Лайăх кÿршĕ çемьери çын  пекех»).  Çемьери çынсемпе килĕштерсе пурăннă пекех тĕнчери  мĕн пур халăхăн туслă пурăнмалла, пĕр–пĕрне хисеплеме пĕлмелле, йăли–йĕркисене юратмалла (9-мĕш слайд). Вырăсĕ, тутарĕ, чăвашĕ, мордва, мари  халăхĕ пĕр çемьере, пĕр йышра темиçе ĕмĕр хушши килĕштерсе пурăнатпăр. Малашне те çапла пуласса шанас килет. Эсир те, ачасем, туслă пурăнăр!

III. Рефлекси

1. Кăмăл карточкипе ĕçлени.

2. Урокра ĕçленĕшĕн хăйсене паллă лартни.

№ п/п

Урокри ĕçе тĕрлĕ енчен тишкерни

Ĕçе хаклани

1

Урок материалĕ   ...      пулчĕ.

çăмăл / йывăр

2

Урок  материалне эпĕ       ...    .

-пĕтĕмпех ăнлантăм,        

 ыттисене пулăшма хатĕр

-пĕтĕмрех  ăнлантăм

-кăштах    ăнлантăм

-пачах  ăнланмарăм

3

Урок   мана        ....       .

килĕшрĕ / килĕшмерĕ

4

Урокра  эпĕ   ...    ĕçлерĕм.

хастаррăн / сÿрĕккĕн

5

Урокра   эпĕ          ...       .

-ывăнмарăм

-кăштах ывăнтăм

-питĕ ывăнтăм

6

Урокри  хамăн  ĕçпе  эп  ...     .

кăмăллă / кăмăлсăр

7

Урокри  ĕçшĕн   хама   „...” паллă лартатăп.

5/ 4/ 3/ 2

-7-

3. Ачасен ĕçне хаклани.

Урока мĕнле ăнланнине оценка пама ыйтать:

  • Мĕне вĕрентĕр?
  • Мĕнле  çĕнĕлĕхсем уçрăр?
  •  Мĕн çинчен татах пĕлес килет?

 Ачасен хуравĕсене пĕтĕмлетни.

Киле ĕç пани.

Киле ĕç (суйлавлă ĕç):

1. Тутар  Республики çинчен кĕскен каласа парăр.

2. Кĕнекери 180-181-мĕш страницăри «Тутар Республики» калава илемлĕ вулама вĕренĕр.

3. Кĕнекери 6-мĕш ĕçе пурнăçласси.

Ачасем, урок вěçленсе пынă май сире малашнехи уроксенче те  ăнăçу сунас килет.

                                         Ан  ÿркенĕр, ăслă пулăр,

                                      Пĕлмелли питех нумай,

                                         Шырăр, тупăр, çырăр, вулăр,

                                         Çивĕчленĕр тĕрлĕ май.    (П.Хусанкай)

-8-


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспект урока географии в 9-м классе специальной (коррекционной) школы VIII вида по теме «Германия (Федеративная Республика Германия)»

Данный материал предназначен для проведения уроков географии в 9-м классе специальной (коррекционной) школы VIII вида...

План-конспект урока по теме "Владимиро-Суздальское княжество, Новгородская республика и Юго-Западная Русь".

План-конспект рассчитан на два урока, опирается на учебник А.А.Данилова и Л.Г.Косулиной для 6 класса....

План-конспект урока географии в 9 классе на тему "Нефтяная промышленность Республики Татарстан"

Урок по географии Татарстана  “Кара алтын – туган ягыбыз хәзинәсе”...

Конспект урока по географии в 9 классе "Китай. Китайская Народная Республика "

Конспект предназначен для коррекционной школы 8 вида...

Конспект урока "Римская республика после гибели Цезаря"

Урок в 5 классе по истории Древнего мира по УМК "Русское слово"...

Конспект урока "Новгородская республика"

Материал содержит цели, задачи, планируемые результаты урока и содержание урока с указанием методов и форм работы....