Внеклассное мероприятие "Волшебный мир"
план-конспект занятия (5, 6, 7, 8 класс)

Внеклассное мероприятие Волшебный мир для учащихся 5-8 кл

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл vneklassnoe_meropriyatie_volshebnyy_mir.docx44.51 КБ

Предварительный просмотр:

Асамлă тĕнче

Тĕллевсем:

  1. Ачасен пĕлĕвне аталантарасси;
  2. Чăвашларан вырăслана, вырăсларан чăвашлана куçарма хăнăхтарасси;
  3. Ачасен пултарулăхне ÿстересси, тавракурăмне анлăлатасси;
  4. Пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентесси;
  5. Тăван чĕлхепе литературăна юратма, хисеплеме вĕрентесси;
  6. Тăван чĕлхепе илемлĕ те тĕрĕс калаçма хăнăхасси;
  7. Çемьери çынсене хисеплеме вĕрентесси.

Урока кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, юмахри геройсем, очко шутламалли материал, арча.

Урок юхăмĕ:

1-мĕш ача. Тăван чĕлхе – таса çăл куçĕ,

                   Тăван чĕлхе – телей шевли.

                   Тăван чĕлхе çĕн алăк уçă

                   Куллен кунах пире валли.

2-мĕш ача. Тăван чĕлхе – атте ăс-пуçĕ,

                    Тăван чĕлхе – анне сасси.

                    Тăван чĕлхесĕр шалкăм хуçĕ,

                    Тăван чĕлхе вăл – пуласси.

3-мĕш ача. Чăваш çĕрĕ – Пăлхар çĕрĕ,

                   Чăваш çĕрĕ – Улăп çĕрĕ.

                   Чăваш тӳпи – уйăх-хĕвел

                   Чăваш кӳрши – ылтăн пускил.

4-мĕш ача. Чăваш каччи – тĕнче пурри:

                    Чăваш хĕрĕ – тĕнче юрри.

                    Ай: пурнар-и: ай юрлар-и -                                                                                                  

                    Чăваш çĕрне пур тăвар-и.

-Ырă кун пултăр: хаклă хăнасем.

-Савăк кăмăл сире: тантăшсем.

Ахальтен пухăнман эпир сирĕнпе.

Савăнма чĕнетпĕр сире пирĕнпе.

-Выльăпăр та кулăпăр.

Хавас юрă юрлăпăр.

-Кунтах чипер хĕрĕсем,

йĕри- тавра каччисем.

-Эсир пурте хатĕр-и?

-Вырнаçса лартăр-и?

Ырă сунатăп сире хисеплĕ вĕренекенсем, вĕрентекенсем, хăнасем. Паян эпир сире «Асамлă тĕнчине» хутшăнма сĕнетĕп. Ăмăртура хутшăнакансене ăнăçу сунатăп. Кăçалхи çул пирĕн çемье çулĕ. Çăванпа та тăван чĕлхене, асатте-асаннене, атте-аннене, мĕнпур тăван-пĕтене, литературăна юратма сĕнетĕп. Çавна кура тĕрлĕ конкурссем ирттерĕпĕр.

Халĕ ушкăнсемпе паллашса илер. Малтан «Пыл хурчĕсем» ушкăна сăмах паратпăр.

«Хитре тумсем  тăхăнса,

Эпир кунта килтĕмĕр.

Юрăсене шăратса

Эпир килсе çитрĕмĕр.

Пĕрремĕш вырăн йышăнма

Çĕр чĕтретсе килтĕмĕр».

Халĕ «Кăткăсем» ушкăнпа паллашатпăр.

«Тункки-тункки параппан,

Çапмассерен тÿнклетет

Пирĕн пата хăнана

«Пыл хурчĕ» килет.

«Пыл хурчĕсене»

Эпир махха памăпăр

Çакă йывăр тавлашура

Вĕсене çĕнтерĕпĕр».

«Чĕрĕлÿ саманчĕ» (Разминка)

Капитансем черетпе ыйтусем çине хуравлаççĕ.

  1. Чăваш алфавитĕнче миçе сас палли? (37)
  2. Урок пуçламăшĕнче мĕн илтĕнет (у)
  3. Мĕнле кĕнеке пире вулама вĕрентнĕ (букварь)
  4. Чĕлхе варринче мĕн пур? (л)
  5. Виççĕмĕш космонавт (А.Г. Николаев)
  6. Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ самахсене мĕн теççĕ (антоним)
  7. «Нарспи» поэмăна кам çырнă (К.В. Иванов)
  8. Мăйăр йывăççи мĕн ятлă (шĕшкĕ)
  9. Мĕнле вĕçен кайăк вăрман тухтăрĕ (улатакка)
  10. Пĕр пĕлтерĕшлĕ самахсене мĕн теççĕ (синонимсем)
  11. Хусанта мĕнле чăваш хаçачĕ тухса тăрать (Сувар)
  12. Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ (И.Я. Яковлев)

Çынна эпир ятран чĕнетпĕр (Александр, Мария, Николай, Владимир…), тата тăванлăха пĕлтерекен сăмахсем те пур (пичче, аппа, шăллăм…). Эсир вĕсене пĕлетĕр-и-ха? Халь эпир тĕрĕслесе пăхар.

Тăванлăха пĕлтерекен сăмахсене ăнлантарса памалла. 

Атте (папа)

Анне (мама)

Асанне (бабушка) - атте амăшĕ

Асатте (дедушка) – атте ашшĕ

Кукамай (бабушка) – анне амăшĕ

Кукаçей (дедушка) – анне ашшĕ

Пичче (дядя) – атте шăллĕ

Пултăр (шурин) – арăм шăллĕ

Кукка (дядя) – анне пиччĕшĕ, шăллĕ

Пуçана (свояк) – арăм аппăшĕн (йăмăкăн) упăшки

Ывăлсем (деверь) – упăшка шăллĕ

Хĕрсем (золовка) – упăшка йăмăкĕ

Хуняма, пăянам (свекровь) – упăшка амăшĕ

Хуняçа, пăятам (свекор) – упăшка ашшĕ

           2-мĕш ертсе пыракан. Пултаратăр. Тавтапуç. Пирĕн чĕлхе чăн та пуян. Эппин: эпир паянхи пурнăçра вырăсла-чăвашла пăтратмасăрах калаçма пултармалла. Ҫапах та пуплев тасалмасть-ха хăшĕ-пĕрин. Итлесе пăхăр-ха, акă епле киревсĕрлетме пулать иккен калаçăва.

Марк Аттайăн «Тăнсăр служащи» сăввине пĕр ача пăхмасăр калать.

  Сцена çине хул айне папка хĕстернĕ хуçалăх ертÿçи тухать. Костюмпа, галстукпа, шлепкепе. Микрофон умне тăрса вулама пуçлать: «Внимани! Внимани! Ыранхи  нарядсем объявить тума пуçлап. Шоферсем – Сидоров Коля молоко леçет, Иванов Володя Чебоксара уголь патне каять. Самосвалсем пурте сена çине!  Ытти шоферсем в распоряжени главного инженера. Юлташсем, паян ĕçе нумайăшĕ в пьяном виде пынă, опоздать тунă. Ку просто безобрази. Такой явлени прекратить. Малалла ĕçре чтоб полный порядок пултăр, лично хам проверю. Нарушители будут наказаны. Платниксем, эсир пурте телятник патне тухăр. Железный листсем илсе килнĕ. Так что погоднăй условисем позвалять тунă чухне кровельне пĕтересчĕ? Все, çакăнпа нарядсем вĕçлетĕп. Спасибо за внимании (Пуçне каçăртса тухса каять?)»

2-мĕш ертсе пыракан. Халĕ ушкăнсене хут листисем паратпăр.  Унта сирĕн çурри çырнă ваттисен сăмахĕсене каласа пĕтермелле.

Ăслă ăс пухнă, (ухмах ăс сутнă.)            

                Шикли шикленнĕ, (кĕрĕк пĕркеннĕ.)

          Ăшă сăмах – çу кунĕ, (сивĕ сăмах – хĕл кунĕ.)

           Ват çын – (тăват çын.)  

          Кĕр кĕске – (хĕл вăрăм.)

           Кĕнекепе тус пулсан, (ăс нумай пухăн.)

           Калакан калас тет: (илтекен тарас тет.)

          Ылтăн çутти шăнтать: (хĕвел ăшши ăшăтать.)

           Ырă ут та такăнать: (ырă çын та йăнăшать.)

          Ан çапăç вăйпа – (çапăç ăспа.)

            1-мĕш ертсе пыракан. Ушкăнсем хатĕрленнĕ вăхăтра сирĕнпе ытарлă ыйтусен вăййине ирттерес кăмăл пур. Ытарлă вăйă – сăмах вăййи. Вăл сăмах вылятнине юратать: тăван чĕлхе пуянлăхĕпе усă курса ытарлă калаçма вĕрентет. Сирĕнтен кам маларах, витĕмлĕрех те тĕплĕнрех, тĕрĕсрех те туллинрех, шÿтлĕрех хуравлать – çав ятарлă жетон илет. Камăн жетон нумайрах, çав парне илме тивĕç пулать. Пуçларăмăр.

Ытарлăх ыйтăвĕсем (Куракансем валли)

1. XVI ĕмĕрте Атăл хĕрринче мĕнле пулăсем тытнă-ши? (Ун чухне те хальхи пекех чĕрĕ пуллах тытнă.)

2. Автан мĕншĕн нумай авăтать? (Авăтман автанăн ĕмĕрĕ кĕске?)

3. Мамонт ăçта пурăнать? (Зоологи музейĕнче?)

4. Ҫăкăр аслă-и, тăвар аслă-и. (Ҫăкăр аслă çавăнпа та çăкăрпа тăвара пусмаççĕ: тăвара çăкăр çине сапаççĕ.)

5. Яланхи сехет мĕн ятлă. (Хĕвелĕ Вăхăта хĕвел тăрăх пĕлеççĕ.)

6. Кавлемесĕр мĕн çиеççĕ. (Кавлемесĕр çини – куçпа çини.)

7. Халăх йăвине мĕн теççĕ. (Сăпка.)

8. Ăслăлăх килĕ тесе мĕне калаççĕ.  (Библиотекăна.)

9. Ҫамрăк шапа мĕн ятлă. (Йыт пулли.)

10.  Мĕне хăвăнтан уйăрма май килмест.  (Мĕлкене.)

11. Мĕнле пулă куç хупмасăр çывăрать. (Пурте.)

13. Уçласа тунă çимĕç мĕн пулать?  (Уйран.)

14. Мĕнле çулпа утмасăр çÿреççĕ.  (Пурнăç çулĕпе.)

15. Мĕнле çурласем тырă вырма юрăхсăр.  (Автан çурлипе уйăх çурли.)

16. Чĕлхепе ăçта çитме пулать?  (Сăмса вĕçне.)

17. Шыва хирĕç мĕнле пулă ишет?  (Чĕрĕ.)

          Халĕ ушкăнсене сăмах. Мĕнлерех ваттисен сăмахĕсем пулчĕç, тархасшăн калăр.

2-мĕш ертсе пыракан. Арча тĕпĕнчи пуянлăха малалла шырăр (арча еннелле утса кайса шалалла пăхать: унтан хут туртса кăларать, вулать).

Тупмалли юмахсем

1. Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çÿрет. (Хĕвел.)

2. Ҫынсем çывăраççĕ, вăл кулать. (Уйăх.)

3. Шыв кĕвенти Атăл урлă. (Асамат кĕперĕ.)

4. Санпа çÿрет, санпа чупать, чĕлхи çук, сăмах тумасть. (Мĕлке.)

5. Хĕлеç çинче хĕç вылять: Ҫĕрпÿре çĕр чĕтренет. (Аслатипе çиçĕм.)

6. Алсăр, урасăр карта çĕмĕрет. (Ҫил.)

7. Мана чĕнеççĕ, мана курсан тарса пытанаççĕ. (Ҫумăр.)

8. Уй-хир урлă хĕр килет, ярăм шăрçине тăкать? Уйăх курать –  шарламасть, хĕвел курать – пуçтарать. (Сывлăм)

9. Чăрăш йывăç шап-шурă. (Пас тытни?)

10. Чупакана хĕретет: ларакана шуратать. (Сивĕ.)

11. Ярантай пĕр ярантай: çăнăх миххине силлет. Ҫăнăх пĕтĕм таврана витет. (Юр çуни.)

12. Уксах салтак пусă чавать? (Тумлам.)

13. Вун ик тăван вун ик тĕслĕ ĕç тăвать. (Ҫулталăкри 12 уйăх.)

14. Пирĕн тăхлачăн çичĕ хĕр, улттăшĕ ĕçлеççĕ, çиччĕмĕшĕ яланах çывăрать. (Эрне.)

15. Йăлтăр-ялтăр: шăнкăр-шăнкăр: симĕс ешĕл, вĕл-вĕл-вĕл. (Ҫуркунне.)

16. Тар юхтарать: сулхăн шыраттарать. (Ҫулла.)

            1-мĕш ертсе пыракан. Маттур, маттур, туссем! Тупмалли юмах тĕнчи пуян. Ун пуянлăхĕпе усă курнă калаçу чĕлхи те илемлĕ. Тавтапуç. Мĕнле-ши пирĕн кăтартусем. Жюри сăмах илет.

2-мĕш ертсе пыракан. Халĕ шÿтлĕ ыйтусем патне куçăпăр (кашни ушкăна виçшер ытарлăх тивет.)

  • Тинĕс варринче мĕн пур. (Н сас пали.)
  • Тăван çĕр-шыв мĕнрен пуçланать. ( Т сас паллирен.)
  • Шывра мĕнле чул тупаймастăр. (Типĕ чул.)
  • Мĕнле кайăк ятĕнче икĕ пуплев пайĕ вырнаçнă. (Ку рак сăмах: пĕри местоимени: тепри – япала ячĕ.)
  • Акăш шывран тухсан мĕн тăвать. (Ҫĕр çине тăрать.)
  • Вĕçен кайăк мĕнпе тăранса пурăнать. (Сăмсипе.)

1-мĕш ертсе пыракан. Малалла ачасем вырăс урокĕнче пулса курăпăр. Чăвашларан вырăсла куçармалла. Кам маларах пĕтерет.

1. Вир пăтти – пшенная каша

2. Сĕлĕ пăтти – каша овсяная: овсянка

3. Урпа пăтти – ячменная: перловая каша

4. Тулă пăтти – пшеничная каша

5. Улма пăтти – картофельное пюре

6. Хуратул пăтти – гречневая каша

7. Пăрçа пăтти – каша гороховая

1.Ҫăкăр чĕлли – ломоть хлеба

2. Ҫăкăр татăкĕ – кусок хлеба

3. Ҫăкăр тĕпренчĕкĕ – крошки хлеба

4. Типĕ çăкăр – черствый хлеб

5. Ăшă çăкăр – свежий хлеб

6. Ҫăкăр çемçи – мягкоть хлеба

7. Ҫăкăр хытти – корочка хлеба

«Пулас артист» Пушкăртстанри чăваш çыравçисен сăввисене вулани.

Кĕтÿç юрри

Ир-ирех эп вăранатăп,

Вырăнтан сиксе тăратăп

Сар автанăн сассипе.

Тухăçа çапать ав шуçăм,

Сывлăш сиплĕ, сывлăш уçă –

Эх, илемлĕ-çке ирпе.

Васкаса апатланатăп,

Кĕтĕве хуса тухатăп

Ял вĕçне çерем çине.

Ăшă çил вĕрет кас-кассăн,

Кайăксем юрлаç хавассăн

Ытарма çук юррине.

Ҫут тĕнче епле илемлĕ!

Сар хĕр пек кулать хĕвелĕ

Шыв пек тăрă тÿпере.

Уй-хирте ÿсет çĕн тырă,

Шăранса тухать çĕн юрă

Манăн çамрăк чĕререн.

Кĕпçерен шăхлич тăватăп,

Пÿрнепе пусса калатăп

Чаплă ĕмĕр кĕввине.

Сăрт-вар урлă эп утатăп,

Уçă сасăпа юрлатăп,

Мирлĕ пурнăç юррине.

                        (Мĕтри Мишши)

                        Анне чĕлхи

        Тухрĕ сар хĕвел,

        Сапрĕ шевлине.

        Кайăк чĕв-чĕвел

        Ячĕ юррине.

Тăтăм та ирпе,

        Ыйтрăм эп унран:

        «Эс хăш чĕлхепе

        Юрруна юрлан?

        Пур унта хĕлхем,

        Сасă – авалхи,

         Ҫутă ĕмĕтсем,

        Туйăм – паянхи».

        Кайăк юррипе

Хуравлать хайхи:

        «Вăл – тăван чĕлхе,

        Ман анне чĕлхи»!

                        (Геннадий Челпир)

Тăван чĕлхе

Тăван чĕлхе, атте-анне чĕлхи,

Эс чĕрĕ чух, паллах, эпир те сывă.

Сана танлаштаратăп: эс – ирхи

Сап-сар чечек çинчи чĕп-чĕрĕ сывлăм.

Тăван чĕлхе – ман халăхăн чĕлхи –

Пулни, пурри, пуласлăхĕ те чапĕ.

Чечек çыххи пек чĕлхесен пуххи

Санпа татах та янăравлă капăр.

Тăван чĕлхе… Сарать вăл тĕнчене

Ҫĕр пин сăмах, çĕр пин юмах та юрă…

Сăваплă сывлăм çеç тăк ун çине,

Тăм ан ÿкер, тархасшăн, Ырă Турă.

                        (Василий Антонов)

Тепĕр сăвва сире Мария Трофимова вуласа парать. Аркадий Ĕçхĕл çырнă «Анне» сăвă.

АННЕ

Пире кам ачашшăн                                Хăш чух эпир темшĕн

Лăпкать пĕчĕкрен,                                Чĕресĕр пекех,

Чипер çын тăвасшăн                                Çуратнă аннешĕн

Çунать чĕререн?                                        Хыпмастпăр питех.

Кам тĕлĕкĕнче те                                        Анне таврăнать-и

Курать-çке пирех,                                Ĕç хыççăн хиртен,

Килте пуринчен те                                Каллех тупăнать ун

Тăрать иртерех?                                        Тем те пĕр килте.

Кам ир вучах чĕртнĕ –                                 Ик алăшăн – пин ĕç,

Апат пĕçерет,                                         Вăл пĕр пушă мар.

Ĕне суса кĕнĕ –                                         Эпир ăна тивĕç

Ăш сĕт ĕçтерет?                                        Куллен пулăшма.

Е ăшă ç-пуç-и                                        Анчах та манатпăр

Тимлет сан вали?                                        Çавна час-часах,

Пĕр-пĕр инкек пулчĕ –                                 Ĕçрен пăрăнатпăр

Сиплет кам алли?                                Вăййа васкаса.

Кам ыррăн, хавассăн                                Вăл пур ĕмĕр-ĕмĕр

Пурне те пире,                                        Тăвать хăй ĕçне -

Çапла, лăш курмасăр,                                 Çуратнă аннемĕр,

Пăхса ÿстерет?                                        Юратнă анне.

Кам пултăр? Пĕлеççĕ                                Пире вăл ачашшăн

Туссем вăл камне:                                Лăпкать пĕчĕкрен,

Вăл – пирĕн телейлĕ-çке,                        Чипер çын тăвасшăн

Вăл пирĕн анне!                                        Çунать чĕререн.

Вăл кирек хăçан та                                Çак сăвă çĕклетĕр

Чи çутă тивлет,                                        Кашнин шухăшне:

Анчах манн çакна та                                Ача хисеплетĕр

Калассăм килет.                                          Тăван амăшне!

«Асамлă тÿр кĕтеслĕх»

Асамлă тÿр кĕтеслĕхре пытаннă сăмахсене тупмалла. Вĕсем çинчен кĕскен каласа памалла.

Я

К

О

В

Л

И

У

Х

К

Е

В

Х

У

О

В

А

С

С

К

П

Н

А

А

Е

А

О

Й

Н

Л

В

В

А

К

Ь

Л

М

Ш

А

О

А

М

Й

Н

В

Г

А

Р

И

Й

Н

И

Ц

К

И

Яковлев, Иванов, Ухсай, Хусанкай, Павлов, Ашмарин, Кокель, Магницкий.

Хăш калавран? И.Я. Яковлев калачĕсенчен илнĕ.

«-Эсĕ ăçта та пулин лаша çÿренине курман-и? - тесе калать тет. ( Лаша шырани)

«Çынсем чупса пычĕç тет, кашкăрĕ çук та тет" (Суеçĕ)

«Хĕлле, сивĕ пулсан, йывăç çине ларать те: «Чак-чакак, чак-чакак тесе чакаклатать» (Чакак)

«Манăн пуçа кĕлет пĕрени çумне шан! Тутарса хăварчĕ». (Хураçка)

«Чăвашсем сĕрсе кăлармассерен: «Çук та çук»,- тесе калаççĕ тет» (Пулă сĕрни)

«-Ай, ай, манăн çăвара пĕрер пан улми татăлса ÿкинччĕ –тесе выртать тет» (Кахалпа юлхав)

И. Я. Яковлев калавĕсене каламалла.

Сăвă калатпăр.  Икĕ ушкăна та пĕр пек сăвă паратпăр. Пилĕк минут хушшинче ăна ушкăнпа пăхмасăр каласа памалла.

«Тăван халăхна ĕмĕрне те ан ман.

Ăсра та: ăшра та вăл пултăр ялан.

Ăна чун вартан юратмарăн пулсан -

Ытти халăха та саваймăн нихçан. (А.Канаш.)

Куракансем валли «Кам маларах?»

Сирĕн пĕрерĕн пуçласа вăтăр таранччен шутламалла. Шутланă май цифрăсене указкăпа кăтартса пымалла. Кам маларах шутласа пĕтерет, çав çĕнтерет.

5

15

25

26

9

22

6

16

1

30

14

27

2

17

10

23

13

28

7

18

21

3

12

29

8

4

24

20

11

19

Йăнăшсене тупасси.

Халь эпĕ сире текстсем паратăп. Анчах та текста йăнăшсемпе çырнă, сирĕн çав йăнăшсене тупмалла.

Анне.

 Анне… Менле сăмах вăл, кам шухăшласа кăларнă ăна? Тăватă сас паллирен кăна тăрат çак сăмах, анчах та кашни çынжăн мĕнле хаклă. Пĕчĕк ачасень те пирвайхи сăмахĕ – «ане». Мĕн тери савăнаçĕ вĕсем çак сăмаха калама вĕреньсен. Сăмахĕ кăна мар, хăй те питĕ хакла. Хаклă тенипе çеç мар. «Аннене сутма та çук, илме те çук», - тесе йурлаççĕ халăх юрисенче. Унба эпир яланах телейлĕ. Çумра вăл пулдăр, вара эсĕ çĕр çнче чи телейли, чи пуяни.

Анне пире йывăр вăхăтра тĕрлĕ канаш парса йывăрлăхран хăтарать. Вăл çумра чухне кĕрхи тĕттĕм каç та çутă пек туйăнать. Вăл пире мĕнле пулсан та çĕр шыва юрăхлă çын тума тăрăшать. («Çилçунат».)

Мĕнле - менле, тăрать - тăрат, çыншăн -  çынжăн, ачасен – ачасень, анне – ане, савăнаççĕ – савăнаçĕ, вĕренсен – вĕреньсен, хаклă – хакла, юрлаççĕ – йурлаççĕ, юррисенче – юрисенче, унпа – унба, пултăр – пулдăр, çинче – çнче, пуянни - пуяни.

Капитансен ăмăртăвĕ.

Халĕ капитансене тĕрĕслесе пăхар-ха. Хире хирĕç ларса панă сăмахран япала ячĕсем тумалла. Кам нумайрах сăмах тупать.

Вĕренекенсем черетпе хуравлаççĕ, кашни сăмахшăн 1 балл.

«Пушкăртстан» сăмахран çакăн пек сăмахсем тума пулать: пушкăрт, ушкăн, шăрттан, тутар, пушă, турта, пăру, патша, пукан, сак, тусан, утă, ут, атă, пăр, упа, тăн, сăн, тутăр, ункă, кантăр, сăпка, ăсан, ташă, кун, шăрт, сăрт, тушка, турă, пăта, акăш, ăста, нуша, ăш, тата ыт. те.

Пĕтĕмлетÿ

Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать, мĕншĕн тесен ăна вăл нумай ĕмĕрсем тăршшĕнче тĕрлĕ йывăрлăхсем тÿссе, аталантарса, ÿстерсе пынă, хăй ăс-тăнĕпе кăмăлĕн уççи туса çитĕнтернĕ. Тăван чĕлхе пулăшнипе кашни çын мĕн ачаран хăй таврашĕнчи тĕнчене ăнкарса пырать, пурнăç пулăмĕсене ăнланма, ăс-хакăлне ÿстерме вăренет. Этем тени тăван амăш, тăван халăх чĕлхисĕр йĕркеллĕ, пур енлĕ ÿсеймест.

Юратăр, хисеплĕр хăвăр тăван аçăр-амăра, аслаçăр-асламăрсене, тус-юлташăрсене. Нихăçан та вĕсене ан кÿрентерĕр. Яланах вĕсене савăнтарса кăна пурăнăр.

Халĕ эпир хăш командăн миçе очко пулнине шутлатпăр. Çĕнтернĕ командăна наградăлатпăр.

Пурте чăваш чĕлхине лайăх пĕлетĕр. Малалла та хăвăр тăван чĕлхĕре ан манăр. Малалла та çаплах тăрăшса вĕренĕр.

Халĕ сире валли юрă янăрать. К Иванов сăввипе кĕвĕленĕ юрă «Сарă хĕр»

Ешĕл курăк хушшинче
Сап-сарă чечек ÿсет,
Аслă Силпи ялĕнче
Нарспи ятлă хĕр ÿсет.
Пичĕ-куçĕ пит хÿхĕм,
Хирти сарă чечек пек.
Икĕ куçĕ хуп-хура,
Икĕ хура шăрçа пек.
Явăнаççĕ хыçалта
Çивĕт вĕçĕ кăтрисем.
Утса-утса пынă чух
Шăнкăртатать тенкисем.
Куçĕсемпе пăхнă чух
Каччăн чĕри çĕкленет,
Çÿхе тути кулнă чух
Каччăн чунĕ çемçелет.
Хирти сарă чечеке
Ăшă куçпа кам пăхмĕ?
Ун пек лайăх хитре хĕре
Мĕнле каччă юратмĕ?

         2-мĕш ертсе пыракан: 

Савар, мухтар чĕлхемĕре,

Ăна усрар чыс-хисепре;

Унпа эпир ĕçе вĕреннĕ,

Чăн тÿпене çити çĕкленнĕ.

Упрар тăван чĕлхемĕре,

Чун-чĕрери хĕлхемĕре;

Унпа эпир ялан çĕнтернĕ,

Çĕр-шыв ятне çÿле çĕкленĕ.

(В.Давыдов-Анатри).

Хисеплĕ жюрине сăмах паратпăр.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Внеклассное мероприятие по русскому языку "Путешествие в стран иностранных слов" Внеклассное мероприятие по русскому языку "Путешествие в стран иностранных слов" Внеклассное мероприятие по русскому языку "Путешествие в страну иностранных слов"

Цель данного мероприятия в занимательной форме  показать разные уровни функционирования русского языка: как одного из мировых языков, как языка народов, населяющих Россию, как государственн...

Внеклассное мероприятие по русскому языку "Путешествие в стран иностранных слов" Внеклассное мероприятие по русскому языку "Путешествие в стран иностранных слов" Внеклассное мероприятие по русскому языку "Путешествие в страну иностранных слов"

Цель данного мероприятия в занимательной форме  показать разные уровни функционирования русского языка: как одного из мировых языков, как языка народов, населяющих Россию, как государственн...

Методическая разработка уроков и внеклассного мероприятия «Проектная деятельность учащихся на уроках развития речи и внеклассном мероприятии по теме «Русские народные промыслы»

Проектная деятельность – один из лучших способов для совмещения современных информационных технологий, личностно-ориентированного обучения и самостоятельной работы учащихся. Главное – продумать ...

Методические разработки внеклассных мероприятий по физической культуре и спорту. Методические разработки внеклассных мероприятий по физической культуре и спорту.

Аннотацияк учебно-методическим  разработкам внеклассных мероприятий  по физической культуре с использованием нестандартного оборудования. 1....

Методическая разработка внеклассного мероприятия по математике «Что такое коррупция». (8-9 классы) Внеклассное мероприятие по математике «Что такое коррупция»

Данная методическая разработка внеклассного мероприятия   «Что такое коррупция?»  составлена и применялась как внеклассное мероприятие по дисциплине “Математика»   для обучающ...

Внеклассное мероприятие, посвященное 23 февраля (военно-спортивный праздник). Внеклассное мероприятие, посвященное 23 февраля (военно-спортивный праздник). Внеклассное мероприятие, посвященное 23 февраля (военно-спортивный праздник).

-соединить спортивно-оздоровительную работу с патриотическим воспитанием   школьников   -развивать у детей мотивацию к занятию спортом   - формирование спортивных к...