Уроксем хыççăн ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарасси
статья

Кириллова Эльвира Николаевна

 XXI ĕмĕрте пирĕн пурнăç çав тери улшăнчĕ, нумай çĕнĕлĕх кĕчĕ. Уйрăмах техника тĕлĕшĕнчен. Çакă вĕрентў ĕçне те пысăк улшăнусем кĕртрĕ. Паян шкулта ачана пĕлў пани çеç çителĕксĕр –ăна хăй тĕллĕн пĕлў пухма вĕрентсе пымалла, шухăшлавне йĕркелесе çивĕчлетмелле.  Ача кирлĕ информаци шырама, суйлама, унпа пĕлсе усă курма хăнăхса пытăр.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon uroksem_hyccan_achasene_terle_enle_atalantarassi.doc761.5 КБ

Предварительный просмотр:

Чăваш Республикин Вĕрентўпе çамрăксен политикин министерстви Чăваш Республикин вĕренў институчĕ

Уроксем хыççăн ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарасси

 Кириллова Эльвира Николаевна,

Тăвай районĕн Çĕнĕ Пуянкассинчи  вăтам шкулĕнче

чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Уроксем хыççăн ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарасси

 XXI ĕмĕрте пирĕн пурнăç çав тери улшăнчĕ, нумай çĕнĕлĕх кĕчĕ. Уйрăмах техника тĕлĕшĕнчен. Çакă вĕрентў ĕçне те пысăк улшăнусем кĕртрĕ. Паян шкулта ачана пĕлў пани çеç çителĕксĕр –ăна хăй тĕллĕн пĕлў пухма вĕрентсе пымалла, шухăшлавне йĕркелесе çивĕчлетмелле.  Ача кирлĕ информаци шырама, суйлама, унпа пĕлсе усă курма хăнăхса пытăр.

Патшалăхăн çĕнĕ стандарчĕ кăларса тăратнă тĕп тĕллевсенчен пĕри вăл – ача-пăчаран сывлăхлă, çирĕп ăс-хакăллă, пур енлĕ аталаннă çын туса ÿстересси, унăн çынлăхлă тĕнче курăмне, гражданлăх ăнланулăхне, Тăван çĕр-шыв туйăмне (патриотизмне) йĕркелесси, тăван халăха, унăн культурине юратма, хисеплеме, упрама хăнăхтарасси.

Ачасене пĕлў, воспитани парас ĕç уроксенче çеç мар, уроксем хыççăн та пулса пырать. Шкул тата класс тулашĕнче ирттерекен мероприятисене хутшăнни ачасен пултарулăхне ўстерме, вĕсене хăйсем тĕллĕн шухăшлама, ĕçлеме, илнĕ  пĕлĕве çирĕплетме, çĕнĕ материала ăса хывма пулăшать, унсăр пуçне уроксем хыççăнхи вăхăт ачасемшĕн интереслĕ те усăллă иртет. Мероприятисене ачасем хаваспах хутшăнаççĕ.

    Пур ĕçе те пĕр тĕллев пĕтĕçтерсе тăрать – ачасене тăван чĕлхен илемне, тăванлăхне туйма вĕрентесси, тăван халăх культурине ăша илесси, воспитани парасси, сапăрлăх, кăмăл-сипет нормисене паллаштарасси, пурнăçра вĕсемпе килĕшўллĕ пурăнма вĕрентесси. Эпĕ çĕнĕ технологисемпе уроксенче кăна мар, шкул тата класс тулашĕнче ирттерекен мероприятисенче те анлă усă куратăп. Мероприятисен сценарийĕсене эпĕ вĕрентўре хăвăрт пулса иртекен улшăнусене шута  илсе хатĕрлетĕп. Вĕсене йĕркеленĕ чух ачасен çулĕпе ўсĕмне, вĕренў интересĕсене тĕпе хума тăрăшатăп.

  Анлă сарăлнисенчен пĕри – проект ĕçĕ-хĕлĕ.  Проект ĕçне пурнăçламалли меслетсенчен пĕри вăл – шырав мелĕ. Унăн çул-йĕрĕ расна. Экскурсие, музейсене, театра кайни, интервью илни.  Кĕнекесен, сăн ўкерчĕксен, илемлĕ картинăсен куравне йĕркелени.  Эпě ачасене тăтăшах театра, музейсене илсе çÿретěп.  Ачасем театрти артистсемпе хутшăнма юратаççě, вěсем пек пулма вěренеççě, ěмěтленеççě. Профессионаллă артистсем панă сěнÿсене  спактакль лартнă чухне шута илме тăрăшатпăр. Ěç результатне пĕтĕмлетсе  „Ял Ĕçченĕ” хаçата çыратпăр, шкул сайтне лартатпăр.  

               

Тишкерў мелĕпе  ачасем çыравçă пурнăçĕпе пултарулăхне тĕпченĕ чух усă кураççĕ.  Çавна май тĕрлĕ хаçат-журналсенчи, наукăпа критика статйисенчи фактсене тĕпчеççĕ. К.В.Иванов çулталăкне халалласа шкулта тĕрлĕрен мероприятисем иртрĕç. Иванов хайлавĕсем тăрăх сюжетлă ўкерчĕксем ўкертěмěр, коллаж йěркелерěмěр. Çеçпěл Мишшин ĕçĕ-хĕлĕн пултарулăхне хакласа буклет, стикерпа хаçат кăлартăмăр.. Районта К.В.Иванов çулталăкне халаласа ирттернě конкурсри „Коллаж” номинацире пěрремěш  вырăна тивěç пултăмăр. Раççей шайĕнче иртекен тĕрлĕрен конкурссене  хутшăнатпăр, малти вырăнсем йышăнатпăр.

            

Пултарулăх мелĕ ачасене харпăр хăйĕн ўнер хевтине палăртма хăнăхтарать, таврари тĕнчене сăнама хĕтĕртет. Кунта ачасем инсценировка çыраççĕ тата выляса кăтартаççĕ, буклет, видеоролик, хаçат кăлараççĕ е пуçватмăшсем тăваççĕ.  Драмкрожок членĕсем  шкулта, ялти  клубра, районта тěрлě спектакльсем калăпласа сцена çинче кăтартаççě. Районта  çултан-çул иртекен сăвă çыракансен, илемлě вулакансен тата ытти  конкурссене хутшăнса малти вырăнсене тухатпăр. К.Иванов çулталăкне халалласа ирттернě инсценировкăсен конкурсěнче çěнтерÿçě пултăмăр. Республикăра „Авансцена” фестивалěнчи „Чěрě сăмах” номинацинче Светлана Азаматăн сăввине вуласа 2-мěш вырăн, Çеçпěл Мишши 115çул тултарнине халалласа ирттернě конкурсра   3-мěш вырăн йышăнтăмăр.  

                    C:\Documents and Settings\Admin\Рабочий стол\SAM_1201.JPG

 Вăйă мелĕпе усă курса вĕренекенсем курăмлă-сăнарлă тата логикăллă шухăшлавĕсене малалла аталантараççĕ, сăмах йышне пуянлатаççĕ. 5-6-мěш классенчи ачасем вăйă тата пултарулăх проекчĕсене пурнăçлама кăмăллаççĕ. Аслăрах классенче вĕренекенсем валли тĕпчев тата тишкерў проекчĕсем вырăнлăрах.

Шкулта уяв ирттереси – чи кăткăс ĕçсенчен пĕри. Ку мероприятине ушкăнпа ирттермелле. Кашни çул Чăваш чĕлхи кунне халалласа  пысăк уяв ирттеретпěр. Ачасемпе халăх вăййисен уявне те  ирттерме манмастпăр.

                          C:\Documents and Settings\Admin\Рабочий стол\SAM_0721.JPG

 Çапла вара,  уроксем хыççăн ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарма май пур. Ваттисем калашле, ěçне кура хисепě. Кун пек ĕçсене ачасем килĕштереççĕ.  Паянхи  ФГОС ыйтакан мелсем тесе шутлатăп. Сире те класс тулашĕнче  ирттерме усăллă пуласса шанатăп.  

Литература:

Хуторской А.В. Ключевые компетенции как компонет личностно ориентированного образования // Народное образовани. – 2003.

Махалова И.В., Николаев Е.И. Воспитание здорового ребенка на традициях чувашского народа. – Чебоксары, 2003.

Волков М.К. Чăваш  чĕлхине иккĕмĕшле е ютла вĕрентессин меслетлĕхĕ (иетодика). –

Хушса  çĕнетнĕ 2-мĕш кăларăм / М.К.Волков, О.И.Печников. – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренў институчĕн издательстви, 2008.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

ЧӐВАШ ЧӖЛХИ УРОКӖСЕНЧЕ АЧАСЕН ПУПЛЕВНЕ АТАЛАНТАРАС ĔÇРЕ ИНФОРМАЦИПЕ ХУТШĂНУ ТЕХНОЛОГИЙĔСЕМПЕ УСĂ КУРАССИ

Хальхи саманара чăваш чĕлхине вĕрентнĕ чухне компьютер технологийĕсемпе, интернет уçлăхĕнчи информаципе усă курманни пурнăçран  юлнипе танах. Информаципе компьютер технологийĕ пире ÿсĕмлĕ ĕçлеме,...

Ачасене чăваш халăх йăли-йĕркине тĕпе хурса воспитани парасси

Ашшĕ-амăшсен пухăвĕнче тухса калаçмалли материал....

Ачасен пěлěвне тěрěслемелли ěҫсем, 7 класс

1) тунти кун                 а) среда2) виçěм кун...

Ачасен пěлěвне тěрěслемелли ěҫсем, 6 класс

Какое слово не относится к грибам?  1. Сар кăмпа2. Уплюнкка3. Кăрăҫ4.  Чӗкеҫ5. Ᾰвăс кăмпи6. Кăтра кăмпа  7.  Найдите соответствия:1.    Миҫе?...

Ачасене вĕрентес ĕçре тĕрлĕ енлĕ аталантармалли ĕçсен системи.

Система заданий,  направленных на формирование универсальных учебных действий...

Доклад на эрзянском языке «Эрзянь келень уроксо тиринь масторонть вечкеме тонавтомась»

laquo;Эрзянь келень уроксо тиринь масторонть вечкеме тонавтомась»...