Интеллектуальная игра "Тĕлĕнтермĕш уй" на чувашском языке
план-конспект занятия (5 класс)

Ярухина Людмила Александровна

Интеллектуальная игра для 5-6 классов.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл pole_chudes.docx15.83 КБ

Предварительный просмотр:

«Тĕлĕнтермĕш уй» -

тăван чĕлхе кунне уявласа ирттермелли вăйă сценарийĕ.

        

Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунне паллă тума 1999-мĕш çулхи чÿк уйăхĕнче ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕнче каласа хăварнă. Пĕрремĕш хут ăна 2000 çулта нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă тунă.

Видео кăтартасси.

  Тĕнчере хальхи вăхăтра 6 пине яхăн чĕлхе.    ЮНЕСКО шучĕпе  тĕнчери 6 пин чĕлхерен çурри çывăх вăхăтра çухалма пултарать.  Пире, чăвашсене, паллах, тăван чĕлхе шăпи шухăшлаттарать. ЮНЕСКОна  ĕненес пулсан — Раççейри 136 халăх тăван чĕлхипе калаçма пăрахас хăрушлăх пур. Çав ушкăнра — чăваш чĕлхи те.  Çулленех вун-вун чĕлхе çут тĕнчерен çухалать. Ăсчахсем палăртнă тăрăх — чĕлхе ан пĕттĕр тесен унпа 100 пин çынран кая мар калаçмалла.

      Тĕнчере чи анлǎ сарǎлнǎ чĕлхе вǎл – Китай чĕлхи, унпа 650 миллион çын калаçать, акǎлчанла 295 миллион, вырǎсла – 200 миллион, чǎвашла – 2 миллиона яхăн. Халǎх шучĕ миллионран иртсен çав халǎха йышлǎ, аслǎ халǎхсен  картине кĕртеççĕ. Пирĕн чǎваш чĕлхи çак пин-пин чĕлхе хушшинче сǎваплǎ, ырǎ ятлǎ. 

Тăван чĕлхе кунне халалласа эпир «Тĕлĕнтермĕш уй» вăйă вылятпăр. Вăййа 5,6 класра вĕренекен 9 ача хутшăнать, виçĕ тур выляççĕ. Çĕнтерÿçĕсем тăваттăмĕш тура тухаççĕ.

1-мĕш тур

Вăййа хутшăнакансемпе паллашасси.

1)

2)

3)

Пĕрремĕш тура хутшăнакансем валли акă мĕнле ĕç пулать.

«Чи кирлĕ, чи хисеплĕ предмет вăл – тăван чĕлхе. Унта тăван çĕршыв, пурнăç, тăван халăх, унăн ĕмĕчĕ, телейĕ.  Ĕмĕр пурăн тăван çĕршывра, ĕмĕр вĕрен тăрăшса тăван чĕлхене»

Çак сăмахсене чăвашсен аслă вĕрентекенĕ, академик, профессор каланă. Çакăнта  академикăн хушамачĕ.

                                             (Г.Н.Волков)

2-мĕш тур

Хутшăнакансемпе  паллаштарасси.

1)

2)

3)

Чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ 1906 çулта Хусанта тухнă. Мĕнле ятпа тухнă вăл?

                                                                                                                        («Хыпар»)

3-мĕш тур

Хутшăнакансемпе  паллаштарасси.

1)

2)

3)

К.В.Иванов –чăваш  литературин  классикĕ. Çак ята илтмен çын çук та пулĕ. Вăл çуралнă ял мĕн ятлă-ши?

                               (Слакпуç)

Финал

4-мĕш турта 1,2,3 турсенче выляса илнĕ ачасем хутшăнаççĕ. (Вĕсен хушамачĕсемпе ячĕсене каласа тухни).

1)

2)

3)

Чаваш халахен елекхи пурнасне, И. Я .Яковлев ачалахне санлакан «Сутталла» пьесинчи Алтатти зайен семйине менле апат песерсе ситерет?

                                                                                         (Тинкеле)

                                                         

Супер финал

Çакăнта Çеçпĕл Мишши çырнă сăвă ячĕ пытарăннă. Мĕн ятлă-ши вăл сăвă?

                                                                                            («Чăваш чĕлхи»)

   Пурнăçра – пĕр  анне. Тăван чĕлхе те пĕрре. Ăна упрасси –пирĕн  тивĕç. Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă.  Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл.

   

  Çĕнтерÿçе саламлани.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Послание Главы Чувашии Государственному Совету Чувашской Республики (на чувашском языке)

26 января в Чувашском государственном театре оперы и балета состоялось оглашение ежегодного Послания Главы республики....

План работы ШМО учителей родного (чувашского) языка и литературы, родного (башкирского) языка, башкирского языка (государственного), истории и культуры Башкортостана МОБУ СОШ с.Ефремкино

Задачи ШМО:1. Повышения качества знаний по родному языку и литературе (чувашскому), башкирскому языку и истории и культуре Башкортостана.2.      Выработать орфоэпические, инто...

Внеклассное мероприятие по чувашскому языку и литературе "Родной язык - душа народа"

21 февраля весь мир отмечает Международный день родного языка.   В этот день  МБОУ  « Староильмовская СОШ»  совместно с  сельской библиотекой провели день зан...

Материалы на Всероссийский конкурс мастер-класса учителей родного языка и литературы "Туган тел" учителя родного( чувашского) языка и литературы МБОУ "Альшеевская средняя общеобразовательная школа Буинского муниципального района РТ" Зайцевой А.П.

Заявка для участия в заочном туре Всероссийского конкурса Туган тел.Согласие на бработку персональных данных.Сочинение - эссе "Мои методические находки".Портфолио. Материалы по воспитат...

Методическое пособие учебного курса родной (чувашский ) язык «Исследователи чувашского языка"

Чăваш чĕлхи – чăваш халăхĕн наци чĕлхи. Вăл кулленхи калаçу чĕлхи çеç мар – радиопа телевидени, чăвашла хаçатсемпе журналсен, чăваш театрĕсен т. ыт. чĕлхи те. В.И.Ленин чĕлхе çинчен çапла ...